Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXV

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.16 20:27

Пуплевӗш: 256; Сӑмах: 2536

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Никольскире, садра, ҫӳллӗ каврӑҫ сулхӑнӗнче, ҫерем тенкел ҫинче Катяпа Аркадий лараҫҫӗ; вӗсен ҫумӗнчех ҫӗр ҫинче, сунарҫӑсем «карсак выртти» тенӗ пек выртупа, Фифи тӑсӑлса выртать. Аркадий те, Катя та чӗнмеҫҫӗ; Аркадий аллине ҫурма уҫӑ кӗнеке тытнӑ; Катя корзинкӑран шурӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем суйласа илсе пысӑках мар ҫерҫи ушкӑнне ывӑтса парать, вӗсем хӑравҫӑ чӑрсӑрлӑхпа Катя урисем патенчех чӗвӗлтетсе сиккелеҫҫӗ. Вӑйсӑр ҫил, каврӑҫ ҫулҫисене чӑштӑртаттарса, ун витӗр ӳкекен шупка ылтӑн ҫутӑ пӑнчӑсене тӗттӗм ҫул тӑрӑх та, Фифин сарӑ ҫурӑмӗ тӑрӑх та каялла малалла хуллен шутарать. Аркадипе Катя ҫине тикӗс мӗлкӗ ӳкет. Катя ҫӳҫӗсем ҫинче кӑна сайра-хутра ҫутӑ пайӑрка ҫутӑлса каять. Вӗсем иккӗшӗ те чӗнмеҫҫӗ; анчах шӑп та шӑпах чӗнмесӗр юнашар ларнинче ҫав ӗнтӗ, пӗр-пӗрне шанса, пӗр-пӗрне ҫывхарасси пуҫланать; вӗсенчен кашниех хӑйӗн кӳрши ҫинчен шухӑшламан та пек, анчах кашниех тусӗ ҫывӑххишӗн вӑрттӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Хамӑр юлашки хут курнӑранпа вӗсен сӑн-пичӗсем те улшӑннӑ: Аркадий лӑпкӑрах курӑнать, Катя чӗрӗрех те хӑюллӑрах.

— Каврӑҫа вырӑсла «ясень» тени — питӗ лайӑх каланӑ тесе шутламастӑр-и эсир? — пуҫларӗ Аркадий, — пӗр йывӑҫ та сывлӑшра ҫав тери ҫӑмӑллӑн, витӗр уҫҫӑн курӑнмасть.

Катя куҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те «ҫапла» тесе хучӗ. Аркадий вара: «Акӑ ку мана эпӗ илемлӗ калаҫнӑшӑн ӳпкелемест», — тесе шухӑшларӗ.

— Эпӗ Гейнене юратмастӑп, — пуҫларӗ Катя, Аркадий тытнӑ кӗнеке ҫине кӑтартса, — вӑл кулнӑ чухне мар, макӑрнӑ чухне те мар — шухӑшлӑ чухне тата хурлӑхлӑ чухне ҫеҫ юрататӑп.

— Мана вӑл кулнӑ чухне килӗшет, — терӗ Аркадий.

— Ку сирӗн хӑвӑрӑн кивӗ сатирӑллӑ ҫулӑн йӗрӗсем… («Кивӗ йӗрсем!» — шухӑшларӗ Аркадий: — «анчах та кӑна Базаров илтсен!») Чимӗр-ха, эпир сире урӑхлатӑпӑр.

— Кам мана урӑхлатӗ? Эсир-и?

— Кам? — аппа; хӑвӑр харкашма чарӑннӑ Порфирий Платоныч; хӑвӑр виҫӗмкун чиркӗве ӑсатнӑ аннепе пӗртӑван мӑнаппа.

— Хирӗҫме пултараймарӑм-ҫке-ха эпӗ! Анна Сергеевна тесен вара, хӑвӑрах астӑватӑр, вӑл нумай чухне хӑех Евгенипе килӗшетчӗ.

— Аппа ун чухне, сирӗн пекех, унӑн тытӑмӗнче пулнӑ.

— Ман пекех! Е эпӗ Евгений тытӑмӗнчен хӑтӑлнине асӑрхатӑр-и эсир? Катя чӗнмерӗ.

— Пӗлетӗп, — терӗ малалла Аркадий: — вӑл сире нихӑҫан та килӗшмен.

— Эпӗ ун ҫинчен калаҫма пултараймастӑп.

— Пӗлетӗр-и мӗн, Катерина Сергеевна? Кашнинчех ҫак ответа илтсен, эпӗ ӑна ӗненместӗп… Хӑй ҫинчен калаҫма пултарайман ҫын ҫук! Эсир ун пек калани вӑл тӳррӗн калас сӑмахран пӑрӑнни анчах пулать.

— Ну, апла калам сире, вӑл… мана килӗшмест мар, ют вӑл мана, эпӗ те ӑна ют… эсир те ют ӑна.

— Ку мӗншӗн?

— Мӗнле калас сире… Вӑл тискер, эпир сирӗнпе — алла иленнӗскерсем.

— Эпӗ те алла иленнӗ-и?

Катя пуҫӗпе сулчӗ.

Аркадий хӑлхи хыҫне хыҫса илчӗ.

— Итлӗр-ха, Катерина Сергеевна: ку, чӑннипе шутласан, кӳренмелле-ҫке-ха.

— Е эсир тискер пуласшӑнччӗ-и вара?

— Тискер мар, анчах вӑйлӑ та хастар пуласшӑн.

— Кӑна ӗмӗтленме ҫук… сирӗн тусӑр, кӑна ӗмӗтленмест авӑ, анчах унӑн вӑл япала пур.

— Хм! Апла пулсан, эсир вӑл Анна Сергеевнӑна чылаях хӑй енне ҫавӑрнӑ тетӗр-и?

— Ҫапла. Анчах ӑна никам та нумайччен пӑхӑнтарма пултараймасть, — хушса хучӗ вӑл ҫурма сасӑпа.

— Мӗншӗн апла шухӑшлатӑр?

— Вӑл питӗ мӑнкӑмӑллӑ… Ҫук, эпӗ апла каласшӑн марччӗ… вӑл хӑй никама пӑхӑнманнине питӗ хака хурать.

— Кам хака хумӗ ӑна? — ыйтрӗ те Аркадий, ҫав самантрах тата хӑй ӑшӗнче: «Мӗн тума кирлӗ вӑл?» тесе шухӑшласа илчӗ. «Мӗн тума кирлӗ вӑл?» — шухӑшласа илчӗ Катя та. Час-часах вӗт пӗр-пӗринпе туслӑн килӗшекен ҫамрӑк ҫынсене вӗҫӗмсӗрех пӗр майлӑ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.

Аркадий ӑшшӑн кулса илчӗ те, кӑштах Катя патне сиксе, пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ:

— Калӑр-ха, эсир унран пӑртак хӑратӑр.

— Камран?

— Унран, — терӗ тепӗр хут Аркадий!

— Эсир тата? — ыйтрӗ унтан Катя хӑй черечӗпе.

— Эпӗ те; асӑрхӑр, эпӗ те, терӗм.

Катя ӑна пурнипе юнаса илчӗ.

— Ку мана тӗлӗнтерет, — пуҫларӗ вӑл: — аппа сирӗнпе уйрӑммӑнах хальхи пек аван нихӑҫан та пулман: хӑвӑр малтан килнӗ чухнехинчен чылай аванрах вӑл сирӗнпе.

— Авӑ мӗнле!

— Эсир кӑна асӑрхаман-и? Ку сире хаваслантармасть-и?

Аркадий шухӑша кайрӗ.

— Анна Сергеевна ырӑлӑхне мӗнле тивӗҫленме пултарнӑ эпӗ? Аннӳн ҫырӑвӗсене илсе килсе панипе мар-и?

— Унпа та, урӑх сӑлтавсем те пур, вӗсене каламастӑп.

— Ку мӗншӗн?

— Каламастӑп.

— Э! Пӗлетӗп: эсир питӗ кутӑн.

— Кутӑн.

— Сӑнама та юрататӑр.

Катя Аркадий ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ.

— Тен, ку сире ҫиллентерет? Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑр эсир?

— Эпӗ — эсир сӑнама юратни ӑҫтан пулма пултарнӑ-ши, тесе шухӑшлатӑп. Эсир ҫав тери хӑратӑр, ӗненместӗр; пуринчен те ютшӑнатӑр…

— Эпӗ пӗччен нумай пурӑннӑ; ирӗксӗрех шухӑшлама вӗренӗн. Анчах эпӗ пуринчен те ютшӑнатӑп-и вара?

Аркадий Катя ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Ку пӗтӗмпех питӗ аван, — терӗ вӑл малалла: — анчах сирӗн вырӑнти ҫынсен, сирӗн пек пурлӑхлӑ ҫынсен, теесшӗн эпӗ, ун пек ӑнланулӑх сайра пулать; вӗсем патне, патшасем патне пекех, чӑнлӑха ҫитме йывӑр.

— Эпӗ пуян мар вӗт-ха.

Аркадий тӗлӗнсе кайрӗ те, Катяна часах ӑнланмарӗ. «Чӑнах та имени пӗтӗмпех аппӑшӗн-ҫке», — шухӑшларӗ вӑл; ку шухӑш уншӑн килӗшӳсӗр пулмарӗ.

— Мӗнле аван каларӑр эсир кӑна! — терӗ вӑл.

— Мӗн вара?

— Аван каларӑр; ӑнланмалла, вӑтанмасӑр, сӑрламасӑр. Май килнӗ пек чухне калам-ха: хӑй чухӑннине пӗлсе, хӑйне чухӑн текен ҫыннӑн туйӑмӗнче темӗнле уйрӑмлӑх, темӗнле чапа юратас кӑмӑл пур пек туйӑнать мана.

— Эпӗ аппа кӑмӑлне кура ун пеккине нимӗн те туйман; хамӑр пурлӑхӑмӑр ҫинчен сӑмах майӗн кӑна аса илтӗм эпӗ.

— Ҫапла; анчах, тӗрӗссипех калӑр, эпӗ халӗ ҫеҫ каланӑ чапа юратас кӑмӑл сирӗн те пур вӗт.

— Тӗслӗхрен?

— Тӗслӗхрен, эсир вӗт, — каҫарӑр ман ыйтӑва, — эсир пуян ҫынна качча тухман пулӑттӑр вӗт?

— Эхер те эпӗ ӑна питӗ юратсан… Ҫук-тӑр, ун чухне те кайман пулӑттӑм.

— А! Акӑ куратӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Аркадий, вара кӑштах тӑрсан: — анчах мӗншӗн-ха ӑна качча кайман пулӑттӑр эсир?

— Мӗншӗн тесен, тан маррисем ҫинчен юрӑра та юрлаҫҫӗ.

— Эсир, тен, хуҫа пулса пурӑнасшӑн…

— Э, ҫук! мӗн тума вӑл? Пачах урӑхла, эпӗ пӑхӑнма та хатӗр, анчах тансӑрлӑха чӑтма йывӑр. Хӑвна ху хисеплесе парӑнассине эпӗ ӑнланатӑп; ку телей; анчах пӑхӑнса пурӑнасси… Ҫук, капла та ҫитет.

— Капла та ҫитет, — терӗ Катя хыҫҫӑн Аркадий. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ вӑл малалла: — эсир ахальтен мар Анна Сергеевнӑпа пӗр юнтан; эсир, Анна Сергеевна пекех, хӑвӑр тӗллӗн шутлатӑр; анчах эсир ытларах пытаратӑр. Эсир, пӗлетӗп, кирек мӗнле пулсан та, хӑвӑр ӑшри туйӑма, вӑл хуть те мӗнле вӑйлӑ тата таса пулсан та, малтан каласа парас ҫук…

— Урӑхла мӗнле пултӑр-ха? — ыйтрӗ Катя.

— Эсир пӗр пекех ӑслӑ; сирӗн, ытларах мар пулсан та, характер унӑнни чухлех…

— Тархасшӑн мана аппапа ан танлаштарӑр, васкавлӑн пӳлсе хучӗ Катя: — ку маншӑн ытлашшипех усӑллӑ мар вара. Эсир аппа хитре те, ӑслӑ та иккенне маннӑ пулас, тата… уйрӑммӑнах сирӗн, Аркадий Николаевич, кун пек сӑмаха, ҫитменнине, ҫавӑн пек тимлӗн сӑн-питпех каламалла марччӗ.

— Мӗне пӗлтерет ку: уйрӑммӑнах сирӗн, тени, — мӗнрен эсир эпӗ шӳт тӑватӑп тесе шутлатӑр?

— Паллах, эсир шӳт тӑватӑр.

— Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? Эхер те эпӗ хам мӗн каланине ӗненетӗп пулсан? Эпӗ халь хама ҫителӗклех витӗмлӗн каламарӑм тесе шутлатӑп пулсан?

— Эпӗ сире ӑнланмастӑп.

— Чӑнах-и? Ну, халь куратӑп: эпӗ, чӑн та, эсир сӑнама пултарнине ытлашши ҫӳле ҫӗкленӗ.

— Мӗнле?

Аркадий нимӗн те тавӑрмарӗ, пӑрӑнса кӑна ларчӗ, Катя корзинкӑран тата темиҫе тӗпренчӗк шыраса тупрӗ те, ҫерҫисене пӑрахса пама пуҫларӗ; анчах аллине вӑл ытлашши хытӑ сулчӗ, ҫавӑнпа вӗсем сӑхма ӗлкӗреймесӗрех вӗҫсе кайрӗҫ.

— Катерина Сергеевна! — пуҫларӗ сасартӑк Аркадий: — сире ку пурпӗрех пулмалла; анчах та эпӗ сире аппупа кӑна мар, — тӗнчере те никампа та улӑштарас ҫуккине пӗлӗр.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тӑчӗ те, хӑйӗн чӗлхинчен вӗҫерӗнсе кайнӑ сӑмахсенчен хӑранӑ пек, хӑвӑрт утса кайрӗ.

Катя икӗ аллине те корзинкӑпа пӗрле чӗркуҫҫисем ҫине хучӗ те, пуҫне усса нумайччен Аркадий хыҫҫӑн пӑхса ларчӗ. Унӑн питҫӑмартийӗсем ҫине пӗчӗккӗнех кӗрен сӑн сиксе тухрӗ; анчах тутисем кулмарӗҫ, тӗттӗм куҫӗсем вӑл тӗлӗннине тата темӗнле халлӗхе паллӑ мар туйӑм хускалнине палӑртрӗҫ.

— Эсӗ пӗчченех-и? — илтӗнчӗ ун хыҫӗнче Анна Сергеевна сасси. Эсӗ сада Аркадипе килнӗччӗ пулас-ҫке?

Катя васкамасӑр аппӑшӗ ҫине пӑхрӗ те (хӳхӗм, чаплӑ тумланнӑскер, вӑл уҫнӑ зонтик вӗҫӗпе Фифи хӑлхисене кӑтӑкласа тӑрать), васкамасӑр:
— Пӗчченех, — терӗ.

— Эпӗ кӑна куратӑп, — тавӑрчӗ лешӗ кулса: — вӑл, апла пулсан, хӑй патне кайрӗ-и?

— Ара.

— Эсир пӗрле вуларӑр-и?

— Ара.

Анна Сергеевна Катяна янаххинчен тытрӗ те унӑн питне ҫӗклерӗ.

— Эсир, шанатӑп эпӗ, вӑрҫман пулӗ-ҫке?

— Ҫук, — терӗ Катя, хуллен аппӑшӗн аллине сирсе.

— Мӗнле савӑнӑҫлӑ ответлетӗн эсӗ! Эпӗ ӑна кунта тупас та, хампа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме чӗнес тенӗччӗ. Вӑл хӑй ун пирки пӗрмаях ыйтать. Сана валли хуларан ботинка илсе килнӗ, кай, виҫсе пӑх вӗсене: санӑн киввисем пӗтӗмпех ҫӗтӗлсе ҫитнине ӗнерех асӑрхарӑм. Пӗтӗмӗшпе илсен, эсӗ хӑвна ҫителӗклӗн пӑхмастӑн, санӑн ҫав тери илемлӗ урасем-ҫке-ха! Аллусем те лайӑх… анчах пысӑк; апла пулсан, урасемпе илес пулать. Анчах та эсӗ манӑн хуҫкаланаканниех мар.

Анна Сергеевна хитре платьипе хуллен варкӑштарса ҫул тӑрӑх малалла кайрӗ; Катя тенкел ҫинчен тӑчӗ те Гейнене илсе кайрӗ, анчах та ботинкӑсене виҫсе пӑхма мар.

«Илемлӗ урасем», — шухӑшларӗ вӑл хӗвелпе хӗрнӗ террасӑн чул пусмисем тӑрӑх ерипен те ҫӑмӑллӑн хӑпарса: — «илемлӗ урасем, тетӗр эсир… Ну, вӑл унӑн патӗнче пулать те ӗнтӗ».

Анчах ӑна ҫавӑнтах намӑс пек пулчӗ те, вӑл вӗлтӗртетсе ҫӳлелле чупса улӑхрӗ.

Аркадий коридор тӑрӑх хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ; ӑна кил пӑхаканӗ хуса ҫитрӗ те, ун пӳлӗмӗнче господин Базаров ларни ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Евгений! — хӑранӑ пекех мӑкӑртатрӗ Аркадий: — нумай пулать-и вӑл килни?

— Ҫак минутра ҫеҫ килчӗ те, хӑй ҫинчен Анна Сергеевнӑна пӗлтерме хушмарӗ, тӳрех сирӗн пата илсе кайма хушрӗ.

«Килте мӗнле те пулин инкек пулман-и?» — шухӑшларӗ Аркадий, унтан васкасах пусма тӑрӑх чупса улӑхрӗ те, ҫавӑнтах алӑка уҫрӗ. Чухлакан куҫ чӗнмен хӑнан халичченхи пекех хӗрӳллӗ, анчах туртӑннӑ кӳлепи тӑрӑх шалти пӑлханӑвӗн паллисене туйса илме пултарнӑ пулин те, Базаров сӑн-пичӗ ӑна ҫавӑнтах лӑплантарчӗ. Тусанланнӑ шинельне уртса янӑ, пуҫне картуз тӑхӑннаскер, вӑл чӳрече янаххи ҫинче ларать; Аркадий шавлӑн кӑшкӑрса хӑйӗн мӑйӗ ҫине ыткӑнса ӳксен те Базаров тӑмарӗ.

— Акӑ кӗтменччӗ! Мӗнле килме пӗлтӗр! — кӑшкӑрашрӗ вӑл, тӑтӑшах пӳлӗм тӑрӑх хыпаланса ҫӳресе; хӑй хӗпӗртенине палӑртма тӑрӑшакан ҫын пек. — Пирӗн килте пурте йӗркеллӗ, пурте сывӑ вӗт, тӗрӗс мар-и?

— Сирӗн пурте йӗркеллӗ, анчах пурте сывах мар, — терӗ Базаров. — Анчах эсӗ ан ҫатӑлтат, ман валли кӑвас илсе килме хуш; лар та — сана сахал, анчах чылаях витӗмлӗ сӑмахсемпе хам мӗн пӗлтернине итле.

Аркадий лӑпланчӗ, Базаров вара ӑна хӑйӗн Павел Петровичпа пулнӑ дуэль ҫинчен каласа пачӗ. Аркадий питӗ тӗлӗнчӗ, хурланчӗ, анчах кӑна палӑртма кирлӗ тесе шутламарӗ; вӑл хӑйӗн мучийӗн суранӗ чӑнах та хӑрушӑ мар-и? — тесе кӑна ыйтрӗ, вара суран питех те интереслӗ, медицина тӗлӗшӗпе кӑна интереслӗ мар, — тенӗ ответ илсен, ирӗксӗррӗн кулса ячӗ, — чӗри темӗнле шикленсе, намӑсланса кайрӗ. Базаров ӑна ӑнланчӗ пулас.

— Ҫапла, тӑванӑм, — терӗ вӑл: — акӑ мӗнле вӑл феодалсемпе пурӑнасси, ху та феодала ҫакланӑн, рыцарьла турнирсене те хутшӑнӑн. Ну, эпӗ вара, аттесем патне тухса кайрӑм, — вӗҫлерӗ Базаров. — Ҫул ҫинчен ҫакна пӗлтерме кунта ҫавӑрӑнса кӗтӗм… Эхер те усӑсӑр ултава айванлӑх тесе шутланӑ пулсан, ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм. Ҫук, эпӗ кунта, шуйттан пӗлет-и, темшӗн ҫавӑрӑнса кӗнӗ. Куратӑн-и, хӑш чухне ҫынна хӑлхаран тытса, йӑран ҫинчи ҫарӑка туртса кӑларнӑ пек, туртса кӑларни усӑллӑ. Кӑна эпӗ ҫак кунсенче ҫеҫ туйрӑм… Анчах манӑн хам мӗнпе уйӑрӑлни ҫине, хам ларнӑ йӑран ҫине тепӗр хут пӑхассӑм килчӗ.

— Шанатӑп, ку сӑмахсем мана тивмеҫҫӗ пуль тетӗп? — тавӑрчӗ пӑлханса Аркадий: — эсӗ манпа уйӑрӑлма шухӑшламастӑн пуль тетӗп эпӗ.

Базаров ун ҫине тимлӗн те витӗмлӗн пӑхса илчӗ.

— Ку сана ҫав тери кӳрентерет пулать? Эсӗ манран уйӑрӑлнӑ пек туйӑнать мана. Эсӗ ҫав тери уҫӑ та таса… Санӑн ӗҫсем Анна Сергеевнӑпа питӗ аван пыраҫҫӗ пулмалла.

— Мӗнле ӗҫсем пулмалла манӑн Анна Сергеевнӑпа?

— Эсӗ хуларан уншӑн килмерӗн-и вара кунта, кайӑк чӗппи? Сӑмах майӗн, вырсарникун ӗҫлекен шкулсем мӗнле сывлакалаҫҫӗ унта? Эсӗ ӑна юратсах кайман-и вара? Е санӑн йӑвашланмалли вӑхӑт ҫитрӗ-и?

— Евгений, пӗлетӗн, эпӗ санран нихӑҫан та пытарман; шантаратӑп, турӑ ячӗпе калатӑп: йӑнӑшӑтӑн эсӗ.

— Хм! Ҫӗнӗ сӑмах, — асӑрхаттарчӗ ҫурма сасӑпа Базаров. — Анчах санӑн нимӗншӗн те вӗриленмелле мар, мана ку йӑлтах пурпӗрех вӗт. Романтик: пирӗн ҫулсем уйӑрӑлма пуҫланине сисетӗп, тенӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ ӑнланмалла калатӑп: эпир пӗр-пӗрне йӑлӑхтартӑмӑр.

— Евгений…

— Ку инкекех мар-ха, чунӑм; тӗнчере ҫак кӑна йӑлӑхтарать-и вара? Халь ӗнтӗ пирӗн сывпуллашмалла мар-и? — тесе шухӑшлатӑп. Кунта килнӗренпе питӗ начар мана, Гоголӗн Калуга губернаторши патне ҫырнӑ ҫырӑвӗсене вуланӑ пек. Кунсӑр пуҫне лашасене те тӑварма хушман-ха эпӗ.

— Ҫырлахсамӑр, кун пек пулма пултараймасть!

— Мӗншӗн тата?

— Эпӗ хам ҫинчен каламастӑп; анчах ку Анна Сергеевна умӗнче ҫав тери кӑмӑллӑ пулмасть, вӑл сана курасшӑн пулатех.

— Ну, кунта эсӗ йӑнӑшатӑн.

— Анчах эпӗ хам тӗрӗссине шанатӑп, — тавӑрчӗ Аркадий. — Мӗншӗн эсӗ урӑхла курӑнма тӑрӑшатӑн? Ун енне кайрӗ пулсан, эсӗ ху уншӑн килмен-и-мӗн кунта?

— Ку, тен, тӗрӗс те пулӗ, ҫапах та эсӗ йӑнӑшатӑн. Анчах Аркадий тӗрӗс пулчӗ. Анна Сергеевна Базарова курасшӑн пулчӗ, ӑна хӑй патне кил пӑхакан урлӑ чӗнтерчӗ. Базаров ун патне кайиччен ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнчӗ: вӑл хӑйӗн тумне алӑ айне юри хунӑ пек пулса тухрӗ.

Одинцова ӑна Базаров ҫав тери кӗтмен ҫӗртен юрату ҫинчен каласа панӑ пӳлӗмре мар, гостинӑйра йышӑнчӗ. Вӑл Базарова ирӗксӗрленнӗ пек палӑрчӗ.

— Анна Сергеевна, — васкарӗ Базаров, — пуринчен малтан манӑн сире лӑплантарас пулать. Сирӗн умӑрта вилӗмлӗ ҫын тӑрать. Вӑл тахҫанах ӗнтӗ тӑна кӗнӗ, унӑн айванлӑхӗсене ыттисем те маннӑ тесе шанать. Эпӗ нумайлӑха каятӑп, килӗшӗр манпа, хам ҫемҫе чӗрчун пулмасан та, эсир ман ҫинчен йӗрӗнсе аса илесси ҫинчен шухӑшлассине хампа пӗрле илсе кайни аван мар мана.

Анна Сергеевна, халь кӑна ҫӳллӗ ту ҫине улӑхса ҫитнӗ ҫын пек, тарӑннӑн сывларӗ те, унӑн сӑн-пичӗ ӑшӑ кулӑпа чӗрӗлсе кайрӗ: вӑл Базарова иккӗмӗш хут аллине тӑсса пачӗ, Базаров хӑй аллине чӑмӑртанине хирӗҫ те тавӑрчӗ.

— Иртнине кам аса илет, унӑн куҫӗсене кӑларса ывӑтмалла, — терӗ Одинцова: — ҫитменнине тата, тӗрӗссипе каласан, хам та ун чухне ҫылӑха кӗнӗ, ытлашши хуҫкаланса мар пулсан та, темскер урӑххипе. Пӗр сӑмах: ӗлӗкхи пекех юлташлӑ пулӑпӑр. Вӑл тӗлӗк пулнӑ, тӗрӗс мар-и? Тӗлӗке кам астӑвать вара?

— Вӗсене кам астӑвать? Ҫитменнине тата, юрату вӑл… суя туйӑм.

— Чӑнах та-и? Кӑна илтме эпӗ питӗ хавас.

Ҫавӑн пек каларӗ Анна Сергеевна, ҫавӑн пекех каларӗ Базаров та; вӗсем иккӗшӗ те тӗрӗс калатпӑр тесе шухӑшланӑ, анчах вӗсен сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх, чӑн тӗрӗслӗх пулчӗ-ши вара? Кӑна вӗсем хӑйсем те пӗлмен, автор пушшех пӗлмест. Анчах вӗсем пӗр-пӗрне пӗтӗмпе ӗненнӗ пекех калаҫса кайрӗҫ.

Анна Сергеевна сӑмах майӗн Базаровран Кирсановсем патӗнче мӗн туни ҫинчен ыйтрӗ. Вӑл кӑшт кӑна Павел Петровичпа пулнӑ дуэль ҫинчен каласа паратчӗ, анчах хӑй кун пеккипе интересленет тесе шутласран ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ, вара ку вӑхӑтра эпӗ пӗтӗмпех ӗҫлерӗм тесе ответлерӗ.

— Эпӗ вара, — терӗ Анна Сергеевна, — малтанах кичемлентӗм, турӑ пӗлет-и темшӗн, ют ҫӗршыва кайма та пуҫтарӑннӑччӗ — шутлӑр-ха!.. Унтан ку япала иртсе кайрӗ, сирӗн тусӑр Аркадий Николаевич килчӗ, каллех хамӑн йӗр ҫине, хамӑн чӑн-чӑн роле кӗтӗм.

— Мӗнле роле, пӗлессӗм килет?

— Аппӑшӗ, вӗрентекенӗ, амӑшӗ рольне эппин, мӗнле калас килет — ҫавӑн пек калӑр. Сӑмах майӗн, пӗлетӗр-и, эпӗ Аркадий Николаевичпа сирӗн хушӑри тачӑ туслӑха та лайӑх ӑнланман, эпӗ ӑна ытла пысӑк вырӑна хуман. Анчах халь акӑ, ӑна лайӑхрах пӗлтӗм те, вӑл ӑслине куртӑм… Пуринчен ытла вӑл ҫамрӑк, ҫамрӑк… манпала сирӗн пек мар, Евгений Васильевич.

— Вӑл эсир пур чухне халь те ҫавӑн пекех именет-и? — ыйтрӗ Базаров.

— Апла… — пуҫларӗ Анна Сергеевна, анчах кӑшт шухӑшласан, ҫапла хушса хучӗ: — халь вӑл шанаканрах пулчӗ, манпа та калаҫать. Халиччен вӑл манран тарса ҫӳретчӗ. Ҫитменнине эпӗ те унӑн обществине шыраман. Вӗсем Катяпа питӗ туслӑ.

Базаров кӳренчӗ. «Хӗрарӑм чееленмесӗр пултараймасть!» — шухӑшларӗ вӑл.

— Эсир вӑл сирӗнтен тарса ҫӳретчӗ тетӗр, — терӗ вӑл сиввӗн кулса: — анчах вӑл сире юратса кайнине эсир пӗлмесӗр юлмарӑр пуль вӗт?

— Мӗнле? Вӑл та-и? — вӗҫерӗнсе кайрӗ Анна Сергеевнӑн.

— Вӑл та, — терӗ тепӗр хут Базаров, кӑмӑллӑн пуҫ тайса. — Е пӗлмен-и кӑна эсир, апла эпӗ ҫӗнӗ хыпар каларӑм-и?

Анна Сергеевна аялалла пӑхрӗ.

— Эсир йӑнӑшатӑр, Евгений Васильевич.

— Йӑнӑшма шухӑшламастӑп. Тен, ун ҫинчен аса илмелле те марччӗ манӑн. «Эсӗ малашне ан чеелен», — хушса хучӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

— Мӗншӗн аса илес мар? Анчах эсир кунта та самантлӑх туйӑмах ытлашши пысӑк вырӑна хуратӑр, тесе шутлатӑп эпӗ. Эсир ӳстерсе шутлама юрататӑр, тетӗп эпӗ.

— Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр, Анна Сергеевна.

— Мӗншӗн-ха? — тавӑрчӗ вӑл, сӑмаха урӑххи ҫине ҫавӑрса ярса. Хӑй те, Базаров та, иртнине манӑпӑр терӗҫ пулин те, Одинцовӑна унпа ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗр-пӗрне нимӗне пӗлтерми сӑмахсем калакаласа ларнӑ хушӑрах, вал кӑштах шикленнӗ. Пароход ҫинчи ҫынсем тинӗсре ҫапла, ҫӗр ҫинчи пек пӗр йӳнеҫӳсӗр пами-илми калаҫаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах пӗчӗк инкек пулсанах, мӗнле те пулин халичченхинчен уйрӑм япала килсе тухсанах, пурин сӑнӗсем ҫинче те яланах хӑрушлӑха сиссе тӑнине пӗлтерекен канӑҫсӑрлӑх палӑрать.

Анна Сергеевнӑпа Базаров хушшинчи калаҫу нумая тӑсӑлмарӗ. Вӑл шухӑша кайма, тӗлсӗр ответлеме пуҫларӗ, юлашкинчен Базарова залӑна куҫма чӗнчӗ; унта княжнӑпа Катяна тӗл пулчӗҫ. «Аркадий Николаевич ӑҫта-ха?» — ыйтрӗ Анна Сергеевна, вӑл сехет ытла никама та курӑнманнине пӗлсен, ӑна чӗнме ячӗ. Ӑна часах тупаймарӗҫ: вӑл садри чи чӑтлӑх вырӑна кӗрсе вырӑнаҫнӑ та, янаххине хӗреслетсе тытнӑ аллисемпе тӗревленсе, шухӑша путса ларнӑ. Унӑн шухӑшӗсем тарӑн та питӗ кирлӗ пулнӑ, анчах хурлӑхлӑ пулман. Вӑл Анна Сергеевна Базаровпа пӗчченех ларнине пӗлнӗ, анчах халичченхи пек кӗвӗҫмен, пачах урӑхла, унӑн сӑн-пичӗ хуллен ҫуталсах пынӑ; вӑл тӗлӗннӗ пек те, хӗпӗртенӗ пек те, темскер тума шут тытнӑ пек те пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех