Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтас (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ыйтас килет: ҫапла хӗненипе мӗн усси тунӑ-ши?

А спрашивается, что толку-то?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тыркассене пӗтерме колхозниксенчен пӗр пайне, хирти ӗҫрен пушӑ юлаканнисене, мобилизацилеме шут туса хучӗҫ, вӗсем ҫумне, шыв кӳрсе тӑма, темиҫе мӑшӑр вӑкӑр ҫирӗплетсе парас тата шкул заведующине, Шпыня учителе, кӑшлакан чӗрчунсене пӗтерес ӗҫре халӑха пулӑшма вӗренекен ачасемпе хире тухма ыйтас, терӗҫ.

Решили мобилизовать на уничтожение сусликов часть колхозников из числа тех, которые не будут заняты на полевых работах, прикрепить к ним несколько пар быков для доставки воды и просить заведующего школой учителя Шпыня выйти в поле с учениками, помочь в выливке грызунов.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, ыйтас килет, мӗн тума ҫыхлантӑн?

Ну, спрашивается, зачем?

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыйтас килет-ха: ну, мӗн шуйттанӗ тума эсӗ кулаксене пирӗн пата ятӑн?

Ну, спрашивается, за каким ты чертом к нам кулаков направил?

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӳлти влаҫсенчен ыйтас пулать!

Просить надо высшие властя!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: паянах пӗтӗм пухупа йышӑнса, усал шухӑшпа выльӑх пусакансене персе пӑрахмалла тума ыйтас пулать!

Я вот что предлагаю: нынче же вынести собранием ходатайство, чтобы злостных резаков расстрелять!

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апла пулсан, мӗн тума пурӑнатпӑр, тесе ыйтас килет.

А для чего живем, спрашивается?

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

Ҫыннӑн тем ыйтас кӑмӑл пур, анчах ҫав кӑмӑла вӑл хӑйӗнчен хӑвалать…

Человек чувствует в себе возможность вопроса, и эта возможность вызывает у него инстинктивное желание избежать встречи с ней.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ял ҫинчен тата унти ӗҫсем ҫинчен йӗкӗтрен ыйтас вырӑнне, вӑл, асӑрхамасӑрах, ун ҫинчен хӑй ӑна каласа пама пуҫларӗ:

И вместо того, чтобы расспрашивать парня о деревне и ее делах, незаметно для себя стал сам рассказывать ему:

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Тӑхта, апатланнӑ хыҫҫӑн шыраса тупатӑп, Захартан ыйтас пулать…

— Постой, я после обеда сыщу; надо Захара спросить…

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унран: эсӗ ӑна саватӑн-и? тесе ыйтас пулсан, вӑл каллех кулса илӗччӗ те юрататӑп тейӗччӗ; анчах Обломов ун патӗнче эрне кӑна пурӑннӑ пулсан та, вӑл ҫаплах калӗччӗ.

Если б ее спросили, любит ли она его, она бы опять усмехнулась и отвечала утвердительно, но она отвечала бы так и тогда, когда Обломов жил у нее всего с неделю.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ йӗрни килӗшнӗччӗ сана пӗррехинче, халӗ, тен, эпӗ хӑвӑн урусем умӗнче йӑваланнине курас килет пулӗ санӑн, ҫапла вара, мана пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑвӑн чуру тӑвас тетен пуль, йӑлӑнтарас, ятлас, кайран йӗрес, хӑрас, мана та ҫӑратас, юлашкинчен иксӗмӗрӗн мӗн тумаллине манран ыйтас килет пуль санӑн?

 — Тебе понравились однажды мои слезы, теперь, может быть, ты захотел бы видеть меня у ног своих и так, мало-помалу, сделать своей рабой, капризничать, читать мораль, потом плакать, пугаться, пугать меня, а после спрашивать, что нам делать?

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:

Когда же, однако, случалось, что Илья Ильич спрашивал какую-нибудь вещь, а вещи не оказывалось или она оказывалась разбитою, и вообще, когда случался беспорядок в доме и над головой Захара собиралась гроза, сопровождаемая «жалкими словами», Захар мигал Анисье, кивал головой на кабинет барина и, указывая туда большим пальцем, повелительным шепотом говорил:

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакӑ вӑл хӑех манӑҫа юлнӑ, хале ним те таваймастӑн хайне хаех иртсе кайнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, каҫару ыйтас пулать».

оно бы так и прошло, само бы забылось, теперь, нечего делать, надо выпросить прощение».

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.

Он имеет своего какого-то дохода рублей триста в год, и сверх того он служит в какой-то неважной должности и получает неважное жалованье: нужды не терпит и денег ни у кого не занимает, а занять у него и подавно в голову никому не приходит.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хирӗҫ тӑрас, ыйтас, кӑшкӑрас, урама тухас…

Протестовать, требовать, кричать, идти на улицу…

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

в) кайса ҫынсем тупас та пулӑшу ыйтас.

в) идти искать людей и помощь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн Игорьтен ҫакна ыйтас килчӗ: мӗншӗн-ха апла, пирӗн гороскопсене вӑл тивмен пулсан, пирӗн нӳхрепе ун лезвийӗ лекме пултарнӑ?

Мне хотелось спросить у Игоря: почему же тогда, если он не трогал гороскопы, его лезвие оказалось в нашем погребе.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен калушӗнчен шаккаса пӑхас, пӑрӑнма ыйтас?

Может быть, постучать в бот и попросить отойти?

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Арӑслансем те, ав, ман ҫине халь-халь манран: «Кам эсӗ, ӑҫта ҫуралнӑ, чӑнах вунтӑххӑрта-и эсӗ?» тесе ыйтас пек пӑхса тӑраҫҫӗ.

Львы смотрят на меня с таким видом, как будто и они сейчас начнут спрашивать: кто я, где родился и верно ли, что мне девятнадцать лет?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех