Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VI сыпӑк

Пай: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.10 16:49

Пуплевӗш: 241; Сӑмах: 2633

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Юлхавланса, ним шухӑшламасӑр тӗлӗрсе, хавхалануллӑ туйӑмсемпе киленсе выртнӑ вӑхӑтра Обломов яланах хӗрарӑм ҫинчен ӗмӗтленет: ҫав хӗрарӑм — унӑн арӑмӗ е еркӗнӗ.

Ун ӗмӗтӗнче ҫӳлӗ те йӑрӑс пӳллӗ хӗрарӑм курӑнать, вӑл аллисене лӑпкӑн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн пӑхать; вӑл ӑна садра, касса тикӗсленӗ йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче, е аллейӑра, е кавир тӑрӑх ҫӑмӑллӑн, пилӗкне чӗтретсе утнине курать, унӑн кӗрнеклӗ хулпуҫҫийӗсем ҫийӗнче пуҫӗ илемлӗн ларать, вӑл, этемӗн идеалӗ пек, пӗтӗм пурнӑҫӑн сӑнарӗ пек, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн курӑнать.

Малтанах ӑна ҫав хӗрарӑм алтарь умӗнче, чечексемпе эрешленӗ вӑрӑм пӗркенчӗк айӗнче пек курӑнчӗ, унтан арлӑ-арӑмлӑ вырӑнӑн пуҫелӗкӗ умӗнче именчӗклӗн пуҫне усса ларнӑ пек, юлашкинчен ача амӑшӗ пек, ача-пӑча ушкӑнӗнче курӑнчӗ.

Унӑн тути ҫинче кулӑ вылять; кулли хӗрӳ туйӑмлӑ мар, куҫӗсем Обломов кӑмӑлне тултарасшӑн пулса шывланман кулли уншӑн, упӑшкишӗн илӗртӳллӗ, ыттисемшӗн пуриншӗн те кӑмӑллӑ; вӑл Обломов ҫине ҫеҫ ӑшшӑн пӑхать, ыттисем ҫине именчӗклӗн те ҫиллессӗн пӑхать.

Обломов ҫак хӗрарӑм пӑлханнине, унӑн хӗрӳллӗ ӗмӗчӗсене, вӑл кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтарнине, тертленнине, вӑйран кайнине, кайран вара чарусӑррӑн хавасланнине курасшӑн мар. Ӑна хуйхӑ та, хурлӑх та кирлӗ мар. Хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен шурса каймалла мар, тӑнсӑр пулса ӳкмелле мар, тӗлӗнтермӗш пулмалла мар…

— Ҫавнашкал хӗрарӑмсен еркӗнӗсем пур, — тет вӑл, — тата чӑрмавӗ те нумай: тухтӑрсем чӗнмелле, курортсене ӑсатмалла, темӗн тӗрлӗ тӗлӗнмелле япаласем кирлӗ. Лӑпкӑн ҫывӑраймӑн!

Мӑнаҫлӑ та вӑтанчӑк, лӑпкӑ арӑм ҫумӗнче этем пӗр шухӑшсӑр ҫывӑрать. Вӑл ирхине вӑрансан унчченхи пек илӗртӳллӗн пӑхнинех курас шанчӑкпа ҫывӑрса каять. Вара ҫирӗм, вӑтӑр ҫул иртсен те, хӑй ӑшшӑн пӑхнине хирӗҫ унӑн куҫӗсенче йӑваш та лӑпкӑн илӗртекен кулла курнӑ пулӗччӗ. Мӗн вилсе кайичченех ҫавӑн пек!

«Ҫакӑ мар-ши арҫынсемпе хӗрарӑмсен вӑрттӑн тӗллевӗ: хӑвӑн тусун чӗринче шанчӑклӑ лӑпкӑлӑха, туйӑмсем ӗмӗрӗпех, пӗр тикӗссӗн юхнине тупасси мар-и? Юрату виҫи-ҫке ку, мӗн те пулин унран кӑштах пӑрӑнсан, улшӑнсан, сивӗнсен — эпир тертленетпӗр: апла пулсан, ман пурнӑҫӑн тӗллевӗ — ыттисен тӗллевӗ мар-и? — шухӑшларӗ Обломов. — Ҫакӑ вӑл арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗпчени пулмасть-ши?»

Хавхалануллӑ туйӑма кирлӗ пек вӗҫлентересси, пӗтӗм ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн юханшыва ӑҫталла юхма кӑтартасси — пӗтӗм этемлӗхӗн теллевӗ, ӳсӗмӗн тӳпи пулса тӑрать, ун тӑррине тӗрлӗрен Жорж Зандсем хӑпараҫҫӗ, анчах айккинелле аташса каяҫҫӗ. Ҫавна татса пама ултав та, сивӗнни те кирлӗ мар ӗнтӗ, лӑпкӑ та телейлӗ чӗре ӗмӗрех пӗр тикӗсӗн тапни кирлӗ, ӗмӗрех тулли пурнӑҫ, пурнӑҫӑн ӗмӗрхи сӗткенӗ, йӑла тирпейӗ тӗлӗшӗпе сывлӑхлӑ пулни кирлӗ.

Ҫавӑн пек ырлӑхӑн тӗслӗхӗсем пур, анчах сайра; ун ҫине ҫав тери тӗлӗнмелле япала ҫине кӑтартнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Ҫавнашкал пулма телейлӗ ҫуралмалла, теҫҫӗ. Турӑ пӗлет-и, воспитани илмелле мар-и, ӑс-тӑнпа ҫитмелле мар-и ун патне?

Хавхалануллӑ туйӑм! Ку пӗтӗмпех юрӑра тата сцена ҫинче лайӑх, унта актерсем плащсем тӑхӑнса, ҫӗҫӗсем тытса уткаласа ҫӳреҫҫӗ, унтан вара вилнисем те вӗлерекеннисем те пӗрле каҫхи апата каяҫҫӗ…

Хавхалануллӑ туйӑмсем ҫавӑн пек вӗҫленни аванччӗ, анчах вӗсем хыҫҫӑн тӗтӗм, шӑршӑ юлать, телейӗ ҫук! Аса-илӳсем — пӗр намӑс ҫеҫ тата ним тӑвайман енне ҫӳҫе тӑпӑлтарни кӑна!

Юлашкинчен, ҫавӑн пек инкек — хавхалану килсе тухсан — ку ӗнтӗ чӑтма ҫук япӑх тӑвалла ҫул ҫине тухнӑ пек; ҫак ҫул ҫинче лашасем те ӳкеҫҫӗ, юланутҫӑ та халтан каять; тӑван ял та ҫывӑхрах ӗнтӗ: ӑна куҫран ҫухатмалла мар, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах хӑрушӑ вырӑнтан хӑтӑлса тухмалла…

Ҫапла, хавхалануллӑ туйӑмсене чакармалла, пӑвса пӑрахмалла, авланса путармалла…

Хӗрарӑм ӑна сасартӑк куҫӗсемпе ҫунтарса илсе, хӑй йынӑшса ярса, куҫӗсене хупса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксен, унтан тӑна кӗрсе, ӑна пӑвса пӑрахас пекех, аллисемпе мӑйран ыталасан — вӑл, сехӗрленсе ӳксе, хӗрарӑмран тарнӑ пулӗччӗ… Ку ӗнтӗ — тӗрлӗ тӗссемпе ялтӑртатса тӑракан япала, тар пички сывлӑша сирпӗнни; унтан мӗн? Хӑлхана питӗрсе хуни, курми пулни, ҫӳҫе ӗнтсе яни пулать!

Анчах пӑхар-ха, Ольга мӗнле хӗрарӑм!

Обломов хӑй юратни ҫинчен ӑнсӑртран каланӑ хыҫҫӑн вӗсем нумай вӑхӑт хушши куҫа-куҫӑн курнӑҫаймарӗҫ. Вӑл, Ольгӑна курсан, шкул ачи пекех тарса пытанчӗ. Ольга унпа улшӑнчӗ, анчах тармарӗ, сивӗ кӑмӑллӑ пулмарӗ, шухӑша кайса ҫӳрерӗ.

Ӑна Обломов ҫине интересленсе пӑхнипе асаплантарма тата вӑл яланах выртнинчен, унӑн ӳркевлехӗнчен, вӑл ҫаврӑнӑҫусӑр пулнинчен ыррӑн тӗрткелесе илме кансӗрлекен темскерле япала килсе тухни шел пулнӑ пек туйӑнчӗ…

Ун ӑшӗнче тӑрӑхлас туйӑм вӗресе тӑчӗ; анчах ҫак кулӑ ача амӑшӗнни пек, ывӑлӗн кулӑшла тумне курса, кулмасӑр чӑтса тӑма пултарайман ача амӑшӗнни пек пулчӗ. Штольц кайрӗ, ӑна вара кичемлӗх пусрӗ — никама та юрласа пама ҫук; вӑл рояльне хупрӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсене Обломовпа иккӗшне те ирӗксӗрех пусмӑрлӑх хупӑрласа илчӗ, иккӗшне те аван мар пулчӗ.

Мӗнле аван пуҫланса кайнӑччӗ! Мӗнле ҫӑмӑллӑн паллашрӗҫ вӗсем! Мӗнле ирӗклӗн пӗрлешрӗҫ! Обломов Штольцран кӑмӑллӑрах, унран ырӑрах пулчӗ; Ольгӑна Штольц пекех култармарӗ, култарсан та хӑйӗнчен хӑй култарчӗ тата хӑйӗнчен тӑрӑхланине ҫӑмӑллӑн каҫарчӗ. Унтан тата Штольц хӑй тухса кайнӑ чух Обломова асӑрхама, ӑна килте ларма кансӗрлеме Ольгӑна хушса хӑварчӗ. Ольгӑн ӑслӑ та илемлӗ пуҫӗнче, Обломова апат хыҫҫӑн ҫывӑрма мӗнле пӑрахтармалли тӗплӗ план та йӗркеленчӗ ӗнтӗ — ҫывӑрма кӑна мар, вӑл ӑна кӑнтӑр кунӗнче диван ҫине выртма та памӗ, унран сӑмах илӗ.

Вӑл Штольц хӑварнӑ кӗнекесене мӗнле «ӑна вулама хушасси» ҫинчен, ӑна кашни кунах хаҫатсем вулаттарса ҫӗнӗ хыпарсем калаттарасси ҫинчен, яла ҫырусем ҫыртарасси ҫинчен, имение урӑхлатмалли плана туса пӗтерттересси ҫинчен, ют патшалӑха кайма хатӗрлеттересси ҫинчен ӗмӗтленчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл Ольга умӗнче тӗлӗреймӗ; Ольга ӑна тӗллев кӑтартӗ, вӑл мӗне юратма пӑрахнине пурне те каллех юраттарӗ, Штольц, таврӑнсан, Обломова паллаймӗ те.

Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене вӑл, Ольга, йӑваш та питех сӑмах вакламанскер, ку тарана ҫитсе те никама итлеттерейменскер, пурӑнма пуҫламанскер, тӑвӗ! Ҫак улшӑнусемшӗн айӑпли — вӑл пулӗ!

Улшӑну пуҫланчӗ ӗнтӗ: Ольга юрласа ҫеҫ ярать, Обломов унчченхи пек мар…

Вӑл пурӑнӗ, ӗҫлӗ, хӑй пурнӑҫне тата Ольгӑна тав тӑвӗ. Вилес патне ҫитнӗ ҫынна чӗртнӗшӗн мӗн чухлӗ мухтав тухтӑра! Йӗрке-тирпей тӗлӗшӗнчен пӗтнӗ ӑса, чуна хӑтарасси тата мӗнлерех хисеплӗ!..

Ольга мӑнаҫлӑн, савӑнӑҫлӑн пӑлханнипе ҫӳҫенсе илчӗ; ҫакна вӑл турӑ хушни вырӑнне шутларӗ. Вӑл ӗмӗтӗнче Обломова хӑйӗн секретарӗ, хӑйӗн библиотекарӗ пулма лартрӗ. Ҫаксем сасартӑк пӗтсе лармалла пулсан! Ольга хӑйӗн мӗн тумаллине пӗлмерӗ, ҫавӑнпа та Обломова курсан, сӑмах хушмарӗ.

Обломов ӑна хӑратнӑшӑн, намӑслантарнӑшӑн вӑтанчӗ, Ольга хӑй ҫине ҫиҫӗм пек пӑхса илессе, сиввӗн калаҫасса кӗтрӗ, чӗтресе тӑчӗ, ӑна курсанах аяккалла пӑрӑнчӗ.

Ҫав вӑхӑтра вӑл дачӑна куҫса, яланах пӗччен, тӗмескесем ҫийӗн, шурлӑх урлӑ, вӑрмана ҫӳрерӗ е яла кайса хресченсен хапхисем умӗнче пӗр шухӑшсӑр ларса ирттерчӗ, ача-пӑчасемпе пӑрусем мӗнле чупкаланине, кӑвакалсем пӗвере мӗнле чӑмпӑлтатнине сӑнарӗ.

Дача ҫывӑхӗнче кӳлӗ, пысӑк парк пур. Ольгӑна пӗччен курасран хӑранипе вӑл паркра ҫӳремерӗ.

«Кам хистесе калаттарчӗ мана!» — шухӑшларӗ вӑл, анчах хӑй чӑнахах каланӑ-и, е ку музыка вылянӑ самантра кӑмӑл ҫӗкленни ҫеҫ пулнӑ-и, ҫакна вӑл хӑйӗнчен ыйтмарӗ.

Именни, намӑс курни е, хӑй калашле, «намӑса» ҫухатни Обломова хӑй туйӑмне ӑнланса илме, Ольга уншӑн кам пулнине тавҫӑрса илме кансӗрлерӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн чӗри ҫумне темле ытлашши япала, унччен пулман темле чӑмакка хутшӑннине тӗрӗслесе те пӑхмарӗ. Ун ӑшӗнче пӗтӗм туйӑм — намӑс — пӗр чӑмаккана пӗрлешрӗ.

Ун асӗнче Ольга сӑнарӗ пулнӑ минутсенче леш сӑнарӗ те — канлӗхлӗ пурнӑҫӑн идеалӗ те — тухса тӑрать: ҫак идеал — каснӑ-лартнӑ Ольга. Икӗ сӑнар та пӗрлешсе пӗр пулаҫҫӗ.

— Ах, мӗн туса хутӑм эпӗ! — тет Обломов. — Йӑлтах пӗтерсе лартрӑм! Мухтав турра, Штольц тухса кайрӗ: Ольга ӑна каласа кӑтартма ӗлкӗреймерӗ, каласа панӑ пулсан, ҫӗр тӗпне анса кай! Юрату, куҫҫуль — мана килӗшет-и вара? Ольга инкӗшӗ патӗнчен те килекен ҫук, хӑй патне чӗнмест; Ольга ӑна каласа панӑ пулас… Турӑҫӑм!..

Ҫапла шухӑшларӗ вӑл паркра, шаларах, аякри аллейӑна кӗрсе ларса.

Ольга вара Обломова мӗнле тӗл пуласси, тӗлпулу мӗнле пулса иртесси ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ: хӑйсен хушшинче ним те пулман пек шарламасӑр ирттерсе ямалла-и, мӗн те пулин каламалла-и?

Мӗн каламалла-ха? Пит-куҫа хаярлатмалла-и, Обломов ҫине мӑнаҫлӑн пӑхмалла-и, е пачах пӑхмалла мар, пуҫа мӑнна хурса, сиввӗн: «эсир ҫапла тӑвасса эпӗ ниепле те кӗтменччӗ: кам вырӑнне хуратӑр мана ҫапла пуҫсӑрланма?..» тесе ҫеҫ асӑрхаттармалла. Сонечка мазурка ташланӑ чухне темле корнета, хӑй унӑн пуҫне ҫавӑрасшӑн пулса тем пек тӑрӑшсан та, ҫавӑн пек хирӗҫ тавӑрнӑччӗ.

«Ара мӗн пуҫсӑрланни пулчӗ-ха кунта? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен. Ну, вӑл чӑнах та ҫавна туять пулсан, мӗншӗн каламалла мар-ха?.. Ҫапах та, мӗнле-ха вӑл, сасартӑк, паллашма ӗлкернӗ-ӗлкӗрменех… Ҫакна тепӗр ҫын, хӗрарӑма иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш хут курнипех тем парсан та калас ҫук; тата никам та юратӑва ҫавӑн пек час туйса илмен пулӗччӗ. Ҫакна тума Обломов ҫеҫ пултарчӗ…»

Анчах тепӗр чухне юрату кӗтмен ҫӗртен килсе тухни ҫинчен илтнине, вуланине аса илчӗ вӑл.

«Унӑн та кӑмӑлӗ сасартӑк ҫӗкленнӗ, вӑл юратнӑ; халь вӑл куҫ умне курӑнмасть: ӑна намӑс, апла пулсан, ку пуҫсӑрланни мар. Кам айӑплӑ-ха тата? — шухӑшларӗ вӑл малалла. — Паллах, Андрей Иванович, мӗншӗн тесен мана юрлама вӑл хушрӗ».

Анчах Обломов малтан итлесшӗн те пулмарӗ — Ольгӑна кӳрентерчӗ, Ольга вара… тӑрӑшрӗ. Вӑл хӗп-хӗрлӗ пулчӗ — ҫапла, Обломова вырӑнтан хускатма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ.

Штольц ун ҫинчен: вӑл сӳрӗк, ӑна нимӗн те интереслентермест, унӑн чӗринче йӑлтах сӳннӗ, терӗ… Ольга вара ун чӗринче пурте сӳннине курасшӑн юрларӗ… нихҫанхинчен лайӑхрах юрларӗ…

«Турӑҫӑм! Эпӗ айӑплӑ вӗт: эпӗ унран каҫару ыйтатӑп… Мӗншӗн ыйтмалла-ха? — терӗ вӑл кайран. — Мӗн калӑп эпӗ ӑна: мсье Обломов, эпӗ айӑплӑ, эпӗ илӗртрӗм… Мӗнле намӑс! Ку тӗрӗс мар! — терӗ вӑл хӗрсе, урипе тапса: — Кам ҫапла шухӑшлама хӑять?.. Мӗн пуласса пӗлнӗ-и вара эпӗ? Ҫаксем пулман пулсан, вӑл каласа хуман пулсан… ун чухне мӗн?.. — ыйтрӗ Ольга. — Пӗлместӗп…» — шухӑшларӗ вӑл.

Ҫав кунранпа унӑн чӗри темле, тӗлӗнмелле… вӑл ҫав тери кӳреннӗ пулас… ӑна пӗҫертсе те илет, унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ тухаҫҫӗ…

— Пӑлханнӑран… кӑштах сивчир пур, — терӗ ӑна тухтӑр.

«Мӗн туса хучӗ ҫав Обломов! О, ӑна вӗрентес пулать, малалла текех ун пекки ан пултӑр! Инкерен ӑна киле кӗртме чарма ыйтатӑп: Обломовӑн чӑрсӑрланмалла мар… Мӗнле хӑйрӗ вӑл!..» — шухӑшларӗ Ольга паркпа пынӑ чух; унӑн куҫӗсем ҫунса тӑчӗҫ…

Сасартӑк такам утнине илтрӗ вӑл.

«Такам килет…» — шухӑшларӗ Обломов.

Вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫех пулчӗҫ.

— Ольга Сергеевна! — терӗ Обломов, ӑвӑс ҫулҫи пекех чӗтресе.

— Илья Ильич! — хирӗҫ тавӑрчӗ те Ольга именчӗклӗн, вӗсем иккӗшӗ те чарӑнса тӑчӗҫ.

— Сывлӑх сунатӑп, — терӗ Обломов.

— Сывлӑх сунатӑп, — тавӑрчӗ Ольга.

— Ӑҫта каятӑр? — ыйтрӗ Илья Ильич.

— Ҫӳретӗп… — терӗ хӗр, пуҫне ҫӗклемесӗр.

— Эпӗ сире кансӗрлеместӗп-и?

— Ҫук, ним чухлӗ те… — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга, ун ҫине хӑвӑрттӑн та интересленсе пӑхса.

— Сирӗнпе пыма юрать-и? — ыйтрӗ Обломов сасартӑк, ун ҫине тинкерсе.

Вӗсем ним шарламасӑр утрӗҫ. Учитель линейкинчен те, директор куҫхаршийӗнчен хӑранипе те Обломов чӗри нихҫан хальхи пек тапман. Вӑл тем каласшӑн пулчӗ, хӑйне тытса чарма тӑрӑшрӗ, анчах сӑмахӗсем ҫӑварӗнчен тухмарӗҫ; чӗри ҫеҫ, инкек умӗнхи пек, пӗр чарӑнмасӑр, ҫав тери вӑйлӑ тапрӗ.

— Эсир Андрей Ивановичран ҫыру илмерӗр-и? — ыйтрӗ О льга.

— Илтӗм, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов.

— Мӗн ҫырать вӑл?

— Парижа чӗнет.

— Эсир мӗн шутлатӑр?

— Каятӑп.

— Хӑҫан?

— Халех… ҫук, ыран… хатӗрленсе ҫитсен.

— Мӗншӗн ҫав териех хӑвӑрт? — ыйтрӗ Ольга.

Обломов шарламарӗ.

— Сире дача килӗшмест-и, е… калӑр-ха, эсир мӗншӗн каясшӑн?

«Чӑрсӑр! Вӑл кунтан каясшӑн тата!» — шухӑшларӗ Ольга.

— Манӑн темшӗн кӑмӑл пӑтранать, аван мар, пӗҫертет мана, — пӑшӑлтатрӗ Обломов, ун ҫине пӑхмасӑр.

Ольга хирӗҫ чӗнмерӗ, сирень туратне хуҫса илчӗ те унпа питне тата сӑмсине хупласа шӑршларӗ.

— Шӑршласа пӑхӑр-ха, мӗнле ырӑ шӑршӑ! — терӗ вӑл, унӑн сӑмсине те сиреньпе хупларӗ.

— Акӑ лантӑш! Тӑхтӑр-ха, эпӗ татса илем, — терӗ Обломов, курӑк патне пӗшкӗнсе, — ун шӑрши тутлӑрах: уй-хир, раща шӑрши пур; ҫутҫанталӑк ытларах. Сирень вара ҫуртсем умӗнче ҫеҫ ӳсет, турачӗсем чӳречерен пӳртех кӗреҫҫӗ, шӑрши ытлашши пылак. Лантӑш ҫинче, авӑ, халӗ те сывлӑм типсе ҫитмен-ха.

Вал Ольгӑна темиҫе чечек татса пачӗ.

— Эсир тата резеда юрататӑр-и? — ыйтрӗ Ольга.

— Ҫук: ытлашши шӑршлӑ; резедана та, розӑна та юратмастӑп. Ара эпӗ чечексене пачах юратмастӑп; уй-хирте юрать-ха вӑл, пӳлӗмре вара — мӗн чухлӗ ӗҫ вӗсемпе… ҫӳп-ҫап…

— Пӳлӗмсенче таса пулнине юрататӑр-и эсир? — ыйтрӗ Ольга, Обломов ҫине чеен пӑхкаласа. — Ҫӳп-ҫапа тӳсме пултараймастӑр-им?

— Ҫапла; анчах манӑн тарҫи ҫавӑн пек… — мӑкӑртатрӗ Обломов. — «Ай, хаярскер!» — тесе шухӑшласа илчӗ кайран.

— Эсир тӳрех Парижа каятӑр-и? — ыйтрӗ Ольга.

— Тӳрех унта каятӑп; Штольц тахҫантанпах кӗтет мана.

— Ун патне ҫыру илсе кайӑр, эпӗ ҫырса хуратӑп, — терӗ Ольга.

— Паянах парӑр вара; эпӗ ыран хулана куҫатӑп.

— Ыран-и? — ыйтрӗ Ольга. — Мӗншӗн-ха ҫав тери хӑвӑрт? Сире кам та пулин хӑвалать тейӗн.

— Ахаль те хӑвалаҫҫӗ…

— Кам-ха?

— Намӑс… — пӑшӑлтатрӗ Обломов.

— Намӑс? — терӗ Ольга хӑвӑрттӑн. — «Акӑ халь эпӗ ӑна калатӑп: мсье Обломов, эпӗ пачах кӗтменччӗ…»

— Ҫапла, Ольга Сергеевна, — терӗ вӑл юлашкинчен, хӑйса, — эсир, ман шутпа, тӗлӗнетӗр… ҫилленетӗр…

«Ну, шӑпах вӑхӑт… ака чӑн-чӑн минут. — Ольга чӑтаймасӑр ларчӗ. — Пултараймастӑп, турӑҫӑм!»

Обломов вара, Ольга мӗн шутланине пӗлесшӗн пулса, ӑна питӗнчен пӑхма тӑрӑшрӗ: анчах Ольга лантӑш, сирень шӑршларӗ, хӑй мӗн шутланине пӗлмерӗ… мӗн каламалла ун, мӗн тумалла.

«Ах, Сонечка халь мӗн те пулин шухӑшласа кӑларнӑ пулӗччӗ, эпӗ вара ҫав тери айван! нимӗн те пӗлместӗп… тертленетӗп!» — шухӑшларӗ Ольга.

— Эпӗ пачах манса кайнӑ… — терӗ вӑл.

— Ӗненӗр мана, ку ирӗксӗртен пулчӗ… Анчах эпӗ чӑтса тӑма пултараймарӑм… — калаҫма пуҫларӗ Обломов, хуллен-хулленех хӑюлланса. — Ун чухне аслати кӗмсӗртетнӗ пулсан та, ман ҫине чул ӳкнӗ пулсан та, эпӗ пурпӗрех каланӑ пулӑттӑм. Ҫакна нимле вӑйпа тытса чарма ҫукчӗ… Туршӑн та, ан шутлӑр эпӗ каласшӑн пултӑм, тесе…. Асӑрханмасӑр тухса кайнӑ сӑмаха тепӗр минутран каялла тавӑрассишӗн эпӗ мӗн паман пулӑттӑм-ши, турӑ пӗлет…

Ольга пуҫне чиксе, чечек шӑршласа пычӗ.

— Манӑр ӗнтӗ ҫакна, — малаллах калаҫрӗ Обломов, — манӑр, ҫитменнине ку чӑн мар…

— Чӑн мар? — терӗ Ольга та сасартӑк, унтан тӳрленсе тӑрса, чечекне ӳкерчӗ.

Сасартӑк унӑн куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ те тӗлӗннипе ҫуталчӗҫ.

— Мӗнле тӗрӗс мар? — ыйтрӗ Ольга тепӗр хут. — Ҫапла, турӑшӑн та, ан ҫилленӗр, манса кайӑр. Ӗнентеретӗп сире, ку минутлӑха юратса пӑрахни кӑна пулнӑ… музыкӑна пула.

— Музыкӑна пула ҫеҫ!..

Ольгӑн сӑнӗ улшӑнчӗ: питҫӑмартийӗсем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ пӗтрӗ, куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ.

«Акӑ, нимӗн те ҫук! Акӑ вӑл ӑнсӑртран каласа хунӑ сӑмаха каялла илчӗ, халь ҫилленме те кирлӗ мар! .. Акӑ лайӑх та… халь-халь чӗре канлӗ… Ӗлӗкхи пекех калаҫма, шӳт тума юрать…» — шухӑшларӗ те Ольга, иртсе пынӑ майӑн йывӑҫ туратне хыттӑн туртса хуҫса илчӗ, тутисемпе ҫыртса пӗр ҫулҫӑ татрӗ, унтан турата та, ҫулҫа та ҫийӗнчех ҫул ҫине пӑрахрӗ.

— Эсир ҫилленместӗр-и? Мантӑр-и? — терӗ Обломов, ун патнелле пӗшкӗнсе.

— Мӗнех вара? Мӗн пирки ыйтатӑр эсир? — хирӗҫ тавӑрчӗ Ольга, тарӑхнӑ пекех пӑлханса тата унран пӑрӑнса. — Эпӗ йӑлтах манса кайнӑ… эпӗ ав тери час манатӑп!

Обломов шарламарӗ, мӗн тумаллине пӗлмерӗ. Вӑл Ольга кӗтмен ҫӗртен тарӑхнине ҫеҫ курчӗ, сӑлтавне асӑрхамарӗ.

«Турӑҫӑм! — шухӑшларӗ хӗр. — Акӑ пурте йӗркене кӗчӗ: мӗн пулса иртни асра та ҫук, тав турра! Мӗнех вара… Ах, турӑҫӑм! Мӗн япала-ха ку? Ах, Сонечка, Сонечка! Мӗнле телейлӗ эсӗ!»

— Эпӗ киле каятӑп, — терӗ вӑл сасартӑк, унтан хӑвӑрттӑн утса тепӗр аллейӑналла пӑрӑнма пуҫларӗ.

Унӑн пырне куҫҫуль тулчӗ. Вӑл макӑрса ярасран хӑрарӗ.

— Унталла мар, кунтан ҫывӑхрах пулать, — асӑрхаттарчӗ Обломов. — «Ухмах!» — терӗ вӑл хӑйне хӑй кичеммӗн, — ӑнлантарма кирлӗччӗ вара! Халь тата ытларах ҫиллентертӗм. Аса илтерме кирлӗ марччӗ! Ҫакӑ вӑл хӑех манӑҫа юлнӑ, хале ним те таваймастӑн хайне хаех иртсе кайнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, каҫару ыйтас пулать».

«Мана акӑ мӗн кӳрентерчӗ пулас, — шухӑшларӗ Ольга, — эпӗ ӑна калама ӗлкӗреймерӗм: мсье Обломов, эсир ҫакӑн пек тӑвасса ниепле те кӗтмен, тесе… Вӑл мана эпӗ ӑна калама ӗлкӗриччен систерчӗ… «Тӗрӗс мар!» Калӑр-ха, тархасшӑн, вӑл суйрӗ тейӗр! Ара мӗнле хӑйрӗ вӑл?»

— Чӑн та маннӑ-и эсир? — ыйтрӗ Обломов шӑппӑн.

— Маннӑ, пурне те маннӑ! — хӑвӑрттӑн каларӗ Ольга, киле кайма васкаса.

— Ҫилленместӗп, тесе алӑ парӑр эппин.

Ольга, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳрни вӗҫӗсене тӑсса пачӗ, вӗсене Обломов кӑшт перӗнсенех, Ольга аллине каялла туртса илчӗ.

— Ҫук, эсир ҫилленетӗр! — терӗ Обломов, ассӑн сывласа. — Ку минутлӑха иленни ҫеҫ пулнине, эпӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвасшӑн мар пулнине сире мӗнле ӗнентермелле-ха?.. Ҫук, паллах ӗнтӗ, эпӗ текех эсир юрланине итлейместӗп…

— Нимле те ан ӗнентерӗр: эсир ӗнентерсе каланисем мана кирлӗ мар… — хӑвӑрт каларӗ Ольга. — Эпӗ хам та тек юрламастӑп!

— Юрать, эпӗ шарламастӑп, — терӗ Обломов, — анчах туршӑн та, ҫакӑн пек уйрӑлса ан кайӑр, ун пек манӑн чӗрере йывӑрлӑх юлать…

Ольга, хуллентерех утма пуҫласа, Обломов сӑмахӗсене тимлӗн итлерӗ.

— Эсир юрланине итленӗ хыҫҫӑн, эпӗ тӗлӗннипе ахлатса янине илтмесӗрех: макӑрса ятӑм, тени тӗрӗс пулсан, халь вара, эсир ӑшшӑн кулмасӑрах, туслӑн алӑ памасӑрах манран уйрӑлатӑр пулсан, эпӗ… хӗрхенӗр, Ольга Сергеевна! Эпӗ чирлесе ӳкетӗп, манӑн чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, эпӗ арӑн-аран тӑратӑп…

— Мӗне пула? — сасартӑк ыйтрӗ Ольга, Обломов ҫине пӑхса илсе.

— Эпӗ хам та пӗлместӗп, — терӗ Обломов, — халӗ ман намӑсланни иртсе кайрӗ: мана хам сӑмахшӑн намӑс мар… ман шутпа ҫав сӑмахра…

Обломовӑн каллех чӗри ыратса кайрӗ; каллех унта темӗн ытлашши пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна; Ольга ачашшӑн та интересленсе пӑхни ӑна ҫунтарма пуҫларӗ. Ольга ун еннелле ҫав тери мӑнаҫлӑн ҫаврӑнчӗ те Обломов мӗн каласса ҫав тери пӑшӑрханса кӗтрӗ.

— Мӗн ҫав сӑмахра? — ыйтрӗ Ольга чӑтаймасӑр.

— Ҫук, калама хӑратӑп: эсир каллех ҫилленетӗр.

— Калӑр! — хушрӗ Ольга. Обломов шарламарӗ.

— Ну?

— Манӑн, сирӗн ҫине пӑхса, каллех макӑрас килет. Манӑн мӑнаҫланас йӑла ҫук, эпӗ хам чӗререн вӑтанмастӑп…

— Мӗншӗн макӑрмалла-ха? — ыйтрӗ те Ольга, унӑн питҫӑмартийӗсем ҫине икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ сиксе тухрӗ.

— Мана яланах сирӗн сассӑр илтӗнет… эпӗ каллех туятӑп…

— Мӗн? — терӗ те Ольга, ун куҫӗнчен куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ: вӑл тимлӗн кӗтрӗ.

Вӗсем крыльца патне пычӗҫ.

— Чухлатӑп… — пуҫлана сӑмахне каласа пӗтерме васкарӗ Обломов, унтан чарӑнса тӑчӗ.

Ольга ерипен, аран-аран тенӗ пекех, картлашкасем тӑрӑх хӑпарчӗ.

— Ҫав музыкӑнах… ҫав… пӑшӑрханӑвах… ҫав туй… каҫарӑр, каҫарӑр — турӑшӑн та, хама хам ҫӗнтерме пултараймастӑп.

— Мистер Обломов… — хыттӑн калаҫма пуҫларӗ Ольга, унтан сасартӑк унӑн пичӗ ҫинче кулӑ ялкӑшса илчӗ, — эпӗ ҫилленместӗп, каҫаратӑп, — тесе хушса хучӗ вӑл ҫемҫен, — анчах малашне…

Вӑл, ҫаврӑнса пӑхмасӑр, аллине каялла тӑсса пачӗ; Обломов ӑна ярса тытрӗ, алтупанне чуптурӗ; Ольга хуллен ҫеҫ унӑн тутине аллипе чӑмӑртаса илчӗ те кӗленче алӑкран хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ, Обломов вара юпа пекех тӑрса юлчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех