Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XII сыпӑк

Пай: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.11 22:08

Пуплевӗш: 324; Сӑмах: 2746

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вӑл Ольгӑна шыраса тупма тухса чупрӗ. Килте: Ольга кайрӗ, тесе каларӗҫ; Обломов яла кайрӗ — ҫук. Вӑл ӑна аяра, пирӗшти пӗлӗтелле хӑпарнӑ пек, ту ҫинелле ҫӑмӑллӑн, кӗлеткипе килӗшӳллӗн чӳхенсе утса хӑпарнине курчӗ.

Обломов ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, анчах Ольга вӗҫнӗ пек хытӑ каять, ури те ҫӗре перӗнмест. Ҫур тӑва ҫитсен, Обломов ӑна чӗнме пуҫларӗ.

Ольга ӑна кӗтсе тӑрать, ҫитесси пӗр-икӗ чалӑш пек юлсан тин вӑл малалла утма пуҫлать, кайран каллех Обломова хыҫала хӑварать те чарӑнса тӑрать, вара кулса ярать.

Юлашкинчен, Обломов, Ольга унран уйрӑлса каяс ҫуккине шанса, чарӑнса тӑчӗ. Ольга вара темиҫе утӑм ун патнелле чупса пычӗ, алӑ пачӗ, унтан кулса ячӗ те хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Вӗсем ращана ҫитсе кӗчӗҫ: Обломов шлепкине хыврӗ, Ольга ун ҫамкине тутӑрпа шӑлса илчӗ те питӗнчен зонтикпа варкӑштарма тытӑнчӗ.

Ольга хӑйне питӗ ҫивӗч тыткаларӗ, нумай калаҫрӗ, вылякаларӗ е сасартӑк ачаш кӑмӑлпа ҫемҫелчӗ, кайран шухӑша кайрӗ.

— Эпӗ мӗн тунӑ ӗнер, пӗл? — ыйтрӗ Ольга, иккӗшӗ сулхӑна ларсан.

— Вуланӑ-и?

Ольга пуҫне пӑркаласа илчӗ.

— Ҫырнӑ-и?

— Юрланӑ-и?

— Ҫук. Юмӑҫ пӑхрӑм! — терӗ Ольга. — Ӗнер графиня экономки килчӗ; вӑл карт пӑхма пултарать, эпӗ пӑхса пама ыйтрӑм.

— Ну, мӗн вара?

— Нимӗн те мар. Ҫул тухрӗ, унтан темӗнле ҫынсем, пур ҫӗрте те сарӑ ҫын, пур ҫӗрте те… Вӑл Катя умӗнчех ман пирки бубновӑй король шутлани ҫинчен сасартӑк каларӗ те эпӗ хӗрелсе кайрӑм. Вӑл эпӗ кам ҫинчен шутланине калама тӑрсассӑн, картсене хутӑштарса тӑкрӑм та тухса тартӑм. Эсӗ шухӑшлатӑн-и ман ҫинчен? — сасартӑк ыйтрӗ Ольга.

— Ах! — терӗ Обломов. — Сахалтарах шухӑшлама май пулсанччӗ!

— Эпӗ пур вара! — шухӑшласа каларӗ Ольга. — Урӑхла пурнӑҫа манса та кайрӑм ӗнтӗ. Иртнӗ эрнере эсӗ тарӑхрӑн та икӗ кун хушши килмерӗн — астӑватӑн-и, ҫилленсе кайрӑн? — эпӗ вара сасартӑк улшӑнтӑм, усалланса кайрӑм. Эсир Захарпа вӑрҫнӑ пек, Катьӑпа ятлаҫатӑп; вӑл хуллен макӑрнине куратӑп, ҫапах пӗрре те шеллеместӗп. Инкепе калаҫмастӑп, вӑл мӗн каланине итлеместӗп, нимӗн те тумастӑп, ниҫта та каяс килмест. Эсӗ килсессӗнех, сасартӑк улшӑнтӑм. Катьӑна хӑмӑр кӑвак тӗслӗ платье парнелерӗм…

— Ку вӑл — юрату! — хавхаланса каларӗ Обломов.

— Мӗн? Хӑмӑр кӑвак тӗслӗ платье-и?

— Пӗтӗмпех! Санӑн сӑмаххусенчен эпӗ хама хам ӑнланса илтӗм: сансӑр манӑн пӗр кун та пурнӑҫ ҫук, ҫӗрле тӗлӗкре пӗрмай темӗнле чечекленекен айлӑмсене куратӑп. Сана курсассӑн — эпӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен; эсӗ пулмасан — кичем, ӳркенчӗк, выртас килет, нимӗн ҫинчен те шухӑшлас килмест. Юрат, хӑвӑн юратӑвӑнтан ан вӑтан…

Обломов сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ. «Мӗн калатӑп эп капла? Эпӗ ҫакӑн пирки килмен-ҫке!» тесе шухӑшласа илчӗ те вӑл, ӳсӗрме тытӑнчӗ; куҫхаршисене пӗркелентерчӗ.

— Сасартӑк эпӗ килмен пулсан? — ыйтрӗ Ольга.

— Мӗнле шухӑш! — шухӑшламасӑртарах каларӗ Обломов.

— Ҫаплах, — терӗ Ольга: — эпӗ шӑнӑп та — вӗрилетсе пӑрахӗ; эсӗ кунта килӗн — эпӗ пулмӑп, пирӗн пата кайӑн — чирлӗ, тесе калӗҫ; тепӗр кунне каллех ҫавӑн пек пулӗ; чӳрече хупписем питӗрӗнсе тӑрӗҫ манӑн; тухтӑр пуҫне пӑркалӗ; Катя сан патна чӗрне вӗҫҫӗн утса, макӑрса тухӗ те: чирлӗ, вилет, тейӗ пӑшӑлтатса.

— Ах! — сасартӑк каларӗ Обломов. Ольга кулса ячӗ.

— Мӗн тӑвӑттӑн эсӗ вара? — ыйтрӗ вӑл, Обломов ҫинелле пӑхса.

— Мӗн? Ухмаха ерсе кайнӑ пулӑттӑм е перӗнсе вилнӗ пулӑттӑм, а эсӗ сасартӑк сывалатӑн!

— Ҫук, ҫук, чарӑн! — терӗ Ольга шиклӗн. — Мӗн тери калаҫса кайрӑмӑр эпир! Анчах эсӗ вилсессӗн, ан кил ман пата: эпӗ вилӗ ҫынсенчен хӑратӑп…

Обломов та, Ольга та кулса ячӗҫ.

— Турӑҫӑм, мӗнле ачасем эпир! — терӗ Ольга, кун ҫинчен калаҫма пӑрахса.

Обломов каллех ӳсӗрсе илчӗ.

— Итле-ха… манӑн каламалли пурччӗ.

— Мӗн? — ыйтрӗ Ольга, хӑвӑрттӑн ун еннелле ҫаврӑнса.

Обломов шикленсе чӗнмерӗ.

— Ну, кала ӗнтӗ, — терӗ Ольга, ӑна кӑштах ҫаннинчен туртса.

— Нимӗн те мар, пустуй… — терӗ Обломов, хӑраса кайса.

— Ҫук, эсӗ темӗн ҫинчен шухӑшлатӑн пулас? Обломов чӗнмерӗ.

— Мӗн те пулин хӑрамалли пулсан, ан та кала пӗреххут, — терӗ Ольга. — Ҫук, кала! — сасартӑк хушса хучӗ вӑл каллех.

— Нимӗн те ҫук, пустуй…

— Ҫук, ҫук, темскер пур, кала! — ҫине тӑчӗ Ольга, сюртукӑн икӗ хӗрринчен те ҫирӗппӗн ярса тытса; ӑна вӑл питӗ ҫывӑхран тытрӗ, Обломов Ольгӑна чуптӑвасран пуҫне е сылтӑмалла, е сулахаялла пӑркалама ҫеҫ пултарчӗ.

Обломов пуҫне пӑркаламан та пулӗччӗ, анчах унӑн хӑлхисенче «нихҫан та» тенӗ хаяр сӑмах янӑраса тӑчӗ.

— Кала ӗнтӗ!.. — йӑлӑнчӗ Ольга.

— Пултараймастӑп, кирлӗ мар… — терӗ Обломов.

— Мӗнле-ха эсӗ: «Телейлӗ пурнӑҫ тӑвас пулсан, чи малтан пӗр-пӗрне шанни кирлӗ, тусунтан нимӗн те пытармалла мар», тесе вӗрентеттӗн. Камӑн сӑмахӗсем ҫаксем?

— Эпӗ халӗ ҫеҫ калас теттӗм, — терӗ Обломов вӑраххӑн: — эпӗ сана питӗ хытӑ юрататӑп, питӗ юрататӑп, эсӗ…

Обломов калама васкамарӗ.

— Эсӗ халь урӑххине юратас пулсан, вӑл сана манран телейлӗрех тума пултарас пулсан, эпӗ… ним шарламасӑр хуйхӑрнӑ пулӑттӑм та ӑна хам вырӑна панӑ пулӑттӑм.

Ольга сасартӑк унӑн сюртукне алӑран вӗҫертрӗ.

— Мӗншӗн? — тӗлӗнсе ыйтрӗ вӑл. — Эпӗ ӑнланмастӑп кӑна! Эпӗ сана никама та паман пулӑттӑм, манӑн сана урӑххипе телейлӗ тӑвас килмест. Ку темӗнле ӑнланмалла мар, эпӗ чухлаймастӑп.

Вӑл йывӑҫсем ҫинелле темӗн шухӑшласа пӑхрӗ.

— Юратмастӑн эппин эсӗ мана? — ыйтрӗ вӑл кайран.

— Пачах урӑхла, эпӗ хама хам шеллеместӗп, эпӗ саншӑн пӗтме те хатӗр.

— Мӗншӗн? Кам ыйтать кӑна санран?

— Эсӗ урӑххине юратас пулсан, тетӗп эпӗ.

— Урӑххине! Эсӗ ухмаха ертӗн-им? Мӗншӗн-ха, эпӗ сана юрататӑп пулсан? Эсӗ ху урӑххине юратнӑ пулӑттӑн-им?

— Эсӗ мӗн итлетӗн мана? Эпӗ тем калатӑп, турӑ пӗлет, эсӗ — ӗненетӗн! Эпӗ кӑна пачах калас та теменччӗ…

— Мӗн каласшӑнччӗ-ха эсӗ?

— Эпӗ сан умӑнта айӑплӑ, тахҫанах айӑплӑ, тесе каласшӑнччӗ…

— Мӗншӗн? Мӗнле? — ыйтрӗ Ольга. — Юратмастӑн-им? Тен, шӳтлерӗн? Кала хӑвӑртрах!

— Ҫук! Ҫук, ку та мар! — хуйхӑллӑн каларӗ Обломов. — Куратӑн-и мӗнле… — иккӗленерех каларӗ вал: — эпир санпа… вӑрттӑн курнӑҫатпӑр…

— Вӑрттӑн? Мӗншӗн вӑрттӑн? Эпӗ кашнинче тенӗ пекех сана курнине инкене калатӑп…

— Ниушле кашнинчех? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Обломов. — Мӗн япӑххи пур-ха унта?

— Эпӗ айӑплӑ: манӑн тахҫанах каламаллаччӗ сана, ку ӗҫе… тумалла мар…

— Эсӗ каларӑн, — терӗ Ольга.

— Каларӑм-и? А! Чӑнах та эпӗ… систертӗм. Апла пулсан, эпӗ хам ӗҫе тунӑ.

Ӑна чун кӗнӗ пек пулчӗ, ҫак йывӑрлӑха Ольга ҫӑмӑллӑнах ирттерсе янӑшӑн савӑнчӗ вӑл.

— Тата мӗн? — ыйтрӗ Ольга.

— Тата… ҫакӑ ҫеҫ, — терӗ Обломов.

— Тӗрӗс мар! — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Ольга. — Темскер пур; эсӗ йӑлтах каламарӑн.

— Эпӗ шухӑшларӑм… — пуҫларӗ Обломов, пӑшӑрханмасӑр калама тӑрӑшса: — эпӗ…

Вӑл калама чарӑнчӗ; Ольга вӑл каласса кӗтрӗ.

— Пирӗн сайрарах курнӑҫас пулать… — Обломов ун ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.

Ольга чӗнмерӗ.

— Мӗншӗн? — ыйтрӗ вӑл, шухӑшланӑ хыҫҫӑн.

— Мана совесть ҫӗлен пек кӑшлать… Эпир иксӗмӗр нумайччен ларатпӑр, чӗрем лӑпкӑ мар манӑн; эсӗ те лӑпка мар… хӑратӑп эп… — аран-аран каласа пӗтерчӗ Обломов.

— Мӗнрен?

— Эсӗ ҫамрӑк, пур хӑрушлӑха та пӗлместӗн, Ольга. Тепӗр чух этем хӑйпе хӑй те хуҫа мар; ӑна темле тамӑк вӑйӗ ҫӗклентерсе ярать, чӗрене сӗмлӗх хупӑрлать, куҫӗсем ҫиҫӗм ҫиҫтереҫҫӗ. Ӑс тӗксӗмленет, тасалӑха, айӑпсӑрлӑха хисеплесси ҫухалать; этем хӑйне хӑй те астумасть; вӑл ҫулӑмланса каять, вӑл хӑйне хӑй те тытса чараймасть — вара ура айӗнче тӗпсӗр авӑр уҫӑлать.

Вӑл ҫӳҫенсе те илчӗ.

— Мӗнех вара? Уҫӑлтӑр-и! — терӗ Ольга, Обломов ҫине чӑр пӑхса.

Обломов чӗнмерӗ; малалла каламалли те ҫук е калама та кирлӗ мар.

Ольга ун ҫине чылайччен, унӑн ҫамки йӗрӗсенче тем вуланӑ пек пӑхрӗ, унӑн кашни сӑмахне, мӗнле пӑхнине аса илчӗ. Хӑйӗн юратӑвӗн пӗтӗм историне, садри тӗттӗм каҫа аса илчӗ те хӗрелсе кайрӗ.

— Эсӗ пӗрмай кирлӗ мара калаҫатӑн, — васкаса каларӗ Ольга, аяккалла пӑхса. — Нимӗнле ҫиҫӗм те кураймарӑм эпӗ санӑн куҫусенче… эсӗ ман ҫине ытларах манӑн няня Кузьминична пӑхнӑ пек пӑхатӑн! — терӗ те вӑл кулса ячӗ.

— Эсӗ шӳтлетӗн, Ольга, эпӗ шӳтле каламастӑп… йӑлтах каламарӑм-ха тата.

— Мӗн тата? — ыйтрӗ Ольга. — Мӗнле тӗпсӗр авӑр унта?

Обломов ассӑн сывласа илчӗ.

— Иксӗмӗрен… пӗччен чухне курнӑҫма юрамасть…

— Мӗншӗн?

— Аван мар…

Ольга шухӑша кайрӗ.

— Ҫапла, ӑна лайӑх мар, теҫҫӗ, — терӗ вӑл шухӑшлӑн: — анчах мӗншӗн?

— Пӗлсен, сӑмах сарӑлсан, мӗн калӗҫ…

— Кам калатӑр? Манӑн аннем ҫук: эпӗ санпа мӗншӗн курса калаҫнине вӑл кӑна ыйтма пултарӗччӗ, пӗр ун умӗнче ҫеҫ: эпӗ нимӗнле усал ӗҫ те тумастӑп, тесе макӑрса калама пултарӑттӑм, эсӗ те ҫавах. Вӑл ӗненӗччӗ. Урӑх кам ӗнентӗр? — ыйтрӗ Ольга.

— Инкӳ, — терӗ Обломов.

— Инке-и?

Ольга хуйхӑллӑн хирӗҫлесе пуҫне пӑркаларӗ.

— Вӑл нихҫан та ыйтмасть. Эпӗ текех киле таврӑнмасассӑн та вӑл мана шырама, ыйтса пӗлме кӑйман пулӗччӗ; эпӗ те ӑҫта пулнине, мӗн тунине урӑх ӑна кайса каламан пулӑттӑм. Кам-ха тата?

— Ыттисем, пурте… Пӗркун Соничка сан ҫине, унтан ман ҫине пӑхрӗ те кулса илчӗ, тата унпа пӗрле пулнӑ леш господинсемпе госпожасем те кулчӗҫ.

Унтанпа мӗнле пӑшӑрханса пурӑннине вӑл йӑлтах Ольгӑна каласа кӑтартрӗ.

— Вӑл ман ҫине кӑна пӑхнӑ чух, — хушса хучӗ Обломов, — нимех те марччӗ, анчах сан ҫине те ҫавнашкалах пӑхсан, манӑн ал-урам сивӗнсе кайрӗ…

— Ну?.. — ыйтрӗ Ольга сиввӗн.

— Ну, вӑт ҫавӑнтанпа эпӗ ир те, каҫ та асапланатӑп, мӗнле сана пӗлтерем-ши, тесе пуҫа ҫӗмӗретӗп; сана хӑратас мар тесе тӑрӑшатӑп… Тахҫанах санпа калаҫас теттӗм…

— Пустуях тӑрӑшнӑ! — хирӗҫлерӗ Ольга. — Эпӗ сансӑрах пӗлнӗ.

— Мӗнле пӗлнӗ? — ыйтрӗ Обломов тӗлӗнсе.

— Ҫаплах. Сонечка калаҫрӗ манпа, манран тӗпчесе ыйтса пӗлчӗ, чӗрене ыраттармалла сӑмахсем каларӗ, санпа чух хама мӗнле тыткаламаллине те вӗрентрӗ…

— Эсӗ мана пӗр сӑмах та каламарӑн, Ольга! — ӳкӗнсе илчӗ Обломов.

— Эсӗ те мана ху тӑрӑшни ҫинчен халиччен нимӗн те каламарӑн!

— Мӗн терӗн эсӗ ӑна хирӗҫ? — ыйтрӗ Обломов.

— Нимӗн те каламарӑм! Мӗн калас ун пирки? Хӗрелтӗм кӑна.

— Турӑҫӑм! Акӑ мӗнле пулса тухрӗ: эсӗ хӗрелетӗн! — тӗлӗнсе каларӗ Обломов. — Мӗнле эпир асӑрханма пӗлместпӗр! Мӗн пулса тухӗ капла?

Вӑл Ольга ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ.

— Пӗлместӗп, — терӗ Ольга йӑвашшӑн.

Обломов Ольгӑпа калаҫса лӑпланма шухӑшланӑччӗ, ун ҫине пӑхса, ун сӑмахӗсене илтсе вӑй илеп тенӗччӗ, анчах Ольга нимех те каламаннине пула, вӑл сасартӑк вӑйсӑрланчӗ.

Унӑн сӑнӗ иккӗленнӗ пек курӑнчӗ, куҫӗсем йӗри-тавралла салхуллӑн пӑхрӗҫ. Ӑшӗнче вӑл кӑштах ҫӳҫенчӗ. Вӑл Ольгӑна пӗтӗмӗшпех манса кайнӑ пек пулчӗ: ун умне Соничкӑпа упӑшки, хӑнасем тухса тӑчӗҫ; вӗсем калаҫни-кулни илтӗнчӗ.

Ольга, ӗлӗкхи пек тавҫӑруллӑ пулас вырӑнне, нимӗн те чӗнмест, Обломов ҫине сиввӗн пӑхать, тата сиввӗнреххӗн «пӗлместӗп» тесе калать.

Обломов ҫав пӗлместӗп» сӑмахӑн вӑрттӑн шухӑшне пӗлме тӑрӑшмарӗ е пӗлме пултараймарӗ. Вӑл чӗнмерӗ: ҫын пулӑшмасӑр вӑл шухӑшласа илеймен пулӗччӗ, вара, пулса ҫитнӗ панулми пек хӑй тӗллӗнех ӳкмен пулӗччӗ, ӑна татса илес пулатчӗ.

Ольга темиҫе минут хушши ун ҫине пӑхрӗ, кайран мантилья тӑхӑнчӗ, турат ҫинчен косынка илчӗ те васкамасӑр ҫыхрӗ, зонтикне илчӗ.

— Ӑҫта? Питӗ хӑвӑрт! — сасартӑк вӑраннӑ пек ыйтрӗ Обломов.

— Ҫук, нумай пулчӗ. Эсӗ тӗрӗсех каларӑн, — хуйхӑллӑн каларӗ Ольга: — эпир ытла шала кӗрсе кайнӑ, тухма та май ҫук: хӑвӑртрах уйрӑлса ӗлӗкхи йӗре ҫӗтерес пулать. Сывӑ пул! — кичеммӗн те хурлӑхлӑн каларӗ вӑл, вара, пуҫне усса, сукмакпа кайма тӑчӗ.

— Ольга, каҫар, турӑ ҫырлах! Курнӑҫмасӑр мӗнле? Эпӗ… Ольга!

Ольга итлемерӗ, хӑвӑртрах утрӗ.

— Ольга Сергеевна! — кӑшкӑрчӗ Обломов. Ольга илтмест, утать.

— Тархасшӑн, таврӑн! — сасӑпа мар, куҫҫулӗпе кӑшкӑрчӗ Обломов. — Айӑплӑ ҫынна та итлес пулать вӗт-ха… Турӑҫӑм! Чӗри пур-ши унӑн?.. Вӑт хӗрарӑмсем!

Вӑл ларчӗ те икӗ аллипе те куҫӗсене хупларӗ. Ура сасси те илтӗнми пулчӗ.

— Кайрӗ! — терӗ те вӑл, хӑраса ӳкнӗ пек, пуҫне ҫӗклерӗ. Ольга ун умӗнче тӑрать.

Вӑл Ольга аллине савӑнӑҫлӑн ярса тытрӗ.

— Эсӗ кайман-и, каймастӑн-и?.. — терӗ вӑл. — Ан кай: асту, эсӗ кайсассӑн — эпӗ вилӗ ҫын!

— Каймасассӑн — эпӗ айӑплӑ, эсӗ те ҫавах ҫакна асту, Илья.

— Ах, ҫук…

— Мӗнле ҫук? Соничкӑпа упӑшки пире каллех пӗрле курсан — эпӗ пӗтетӗп.

Обломов шартах сикрӗ.

— Итле-ха, — хӑвӑрт, такӑнса каларӗ Обломов, — эпӗ пӗтӗмпех каласа пӗтермен-ха, — терӗ те шӑпланчӗ.

Килте ҫав тери ҫӑмӑл, вырӑнлӑ, кирлӗ, илӗртӳллӗ, телейлӗ пек туйӑнни халӗ ӑна сасартӑк темле тӗпсӗр авӑр пекех туйӑнчӗ. Ҫав авӑр урлӑ ярса пусма тӑрсан, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ. Татӑклӑн та хӑюллӑн ярса пусас пулать.

— Такам килет! — терӗ Ольга.

Аякри сукмак ҫинче ура сассисем илтӗнчӗҫ.

— Соничка мар-ши? — ыйтрӗ Обломов; хӑранипе ун куҫӗсем пӗр ҫӗрелле пӑхса хытрӗҫ.

Икӗ арҫынпа хӗрарӑм иртсе кайрӗҫ — ют ҫынсем. Обломов чӗри лӑпланчӗ.

— Ольга, — васкаса калама пуҫларӗ те вӑл, ӑна алӑран тытрӗ: — кунтан ав ҫавӑнта, никам ҫук ҫӗре, каяр. Ларар ҫакӑнта.

Вӑл ӑна сак ҫине лартрӗ те хӑй ун умӗнчи ҫерем ҫине ларчӗ.

— Эсӗ тарӑхрӑн та кайрӑн, эпӗ йӑлтах каласа пӗтермесӗрех, Ольга, — терӗ Обломов.

— Манпа вылятӑн пулсан, каллех каятӑп та текех таврӑнмастӑп, — терӗ Ольга. — Эпӗ йӗрни килӗшнӗччӗ сана пӗррехинче, халӗ, тен, эпӗ хӑвӑн урусем умӗнче йӑваланнине курас килет пулӗ санӑн, ҫапла вара, мана пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑвӑн чуру тӑвас тетен пуль, йӑлӑнтарас, ятлас, кайран йӗрес, хӑрас, мана та ҫӑратас, юлашкинчен иксӗмӗрӗн мӗн тумаллине манран ыйтас килет пуль санӑн? Астӑвӑр, Илья Ильич, — сасартӑк мӑнкӑмӑллӑн каларӗ Ольга, сак ҫинчен тӑрса: сире палланӑранпа эпӗ нумай пӗлекен пултӑм, эсир вылякан вӑйӑ мӗн ятлине те пӗлетӗп… анчах эпӗ йӗрнине эсир текех кураймӑр…

— Ах, туршӑн та, эпӗ вылямастӑп! — терӗ Обломов ӗненмелле.

— Апла пулсан, пушшех япӑхрах сирӗншӗн, — терӗ Ольга. — Эсир шикленни, асӑрхаттарни, ытарлӑн калаҫни пирки эпӗ ҫакна кӑна калатӑп: паянхи тӗлпулуччен эпӗ сире юрататтӑм, хамӑн мӗн тумаллине те пӗлместӗм; халӗ пӗлетӗп, — кайма хатӗрленсе, иккӗленмесӗр каларӗ вӑл, — сирӗнпе канашласа та тӑмастӑп.

— Эпӗ те пӗлетӗп, — терӗ Обломов, ӑна алӑран тытса, сак ҫине лартса; хӑй, вӑй пухас тесе, минутлӑха калаҫма чарӑнчӗ. — Ӑнлан-ха, — пуҫларӗ вӑл, — чун-чӗрере манӑн пӗр ӗмӗт, пуҫӑмра — пӗр шухӑш анчах, вӗсене пурнӑҫлама вӑйӑм ҫитмест, чӗлхем ҫаврӑнмасть: калас килет — калаймастӑп. Каласси йывӑр мар вӗт, мӗнле… Пулӑш мана, Ольга.

— Эсир мӗн шухӑшланине пӗлместӗп эпӗ!

— О, тархасшӑн хуллентерех калӑр: эсӗ мӑнкӑмӑллӑн пӑхни мана вӗлерет, кашни сӑмаху, сивӗ пек, шӑнтса ярать…

Ольга кулса ячӗ.

— Эсӗ ухмаха ернӗ, — терӗ вӑл, аллине унӑн пуҫӗ ҫине хурса.

— Акӑ ҫапла, ҫапла эпӗ шухӑшласа илме, сӑмах тупма тивӗҫ илтӗм! Ольга, — терӗ Обломов, унӑн умне чӗркуҫленсе ларса, — пул манӑн арӑм!

Ольга чӗнмерӗ, ӑна тӳртӗн ҫаврӑнса ларчӗ.

— Ольга, пар мана аллуна! — терӗ вӑл.

Ольга алӑ памарӗ. Обломов хӑех ун аллине тытса чуп турӗ. Ольга туртса илмерӗ. Алли ӑшӑ, ҫемҫе, кӑшт нӳрӗрех.

Обломов ӑна сӑнран пӑхасшӑн пулчӗ — анчах Ольга тата тӳртӗнрех ҫаврӑнса ларчӗ.

— Чӗнместӗр-и? — терӗ Обломов шиклӗн те ыйтуллӑн, Ольга аллине чуптуса.

— Чӗнменни килӗшнине пӗлтерет! — терӗ Ольга хуллен, халӗ те ун енне ҫаврӑнса пӑхмасӑр.

— Халӗ мӗн туятӑн эсӗ? Мӗн шухӑшлатӑн? — ыйтрӗ Обломов; вӑл Ольга именсе, пӗр сӑмахсӑр килӗшессе, йӗрессе ӗмӗтленнӗччӗ.

— Эсӗ мӗн шухӑшлатӑн, ҫавнах, — терӗ Ольга, ҫаплах таҫталла, вӑрман еннелле пӑхса; анчах вӑл хӑйне хӑй чарса калаҫни кӑкӑрӗ хӑвӑрт пӑлханнинчен палӑрчӗ.

«Куҫҫулӗ пур-ши унӑн куҫӗсенче?» — шухӑшларӗ Обломов, анчах Ольга пикенсех ҫӗрелле пӑхрӗ.

— Саншӑн пурпӗрех-им, эсӗ лӑпкӑ-им? — ыйтрӗ Обломов, Ольгӑна аллинчен хӑй ҫумнерех туртса лартма тӑрӑшса.

— Пурпӗрех мар, анчах лӑпкӑ.

— Мӗншӗн?

— Мӗншӗн тесен, ҫавӑн пек пулса тухасса эпӗ тахҫанах пӗлсе тӑнӑ, хӑнӑхса ҫитнӗ.

— Тахҫанах? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Обломов.

— Ҫапла, сана сирень туратне панӑранпах, эпӗ хам ӑшӑмра сана…

Вӑл каласа пӗтереймерӗ.

— Ҫавӑнтанпах!

Обломов ӑна ыталаса илме аллисене сарчӗ.

— Тӗпсӗр авӑр уҫӑлать, ҫиҫӗм ҫиҫет… асӑрхануллӑрах пулӑр! — чеен каларӗ Ольга, Обломовӑн ытамӗнчен пӑрӑнса, ун аллисене зонтикпа аяккалла сирсе.

Обломов пӗркун Ольга сиввӗн «нихҫан та» тенине аса илчӗ те лӑпланчӗ.

— Анчах эсӗ нихҫан та каламан, нимле майпа систермен те… — терӗ вӑл.

— Эпир качча тухмастпӑр, пире параҫҫӗ е илеҫҫӗ.

— Ҫав минутранпах… ниушлӗ? — шухӑшласа каларӗ Обломов.

— Эпӗ сана ӑнланса илмесӗрех ҫакӑнта пӗр-пӗччен пулатӑп, каҫсерен беседкӑра ларатӑп, сана итлетӗп, ӗненетӗп, тесе шухӑшларӑн-им? — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ Ольга.

— Апла ку… — терӗ Обломов, сӑнран улшӑнса, Ольга аллине вӗҫертсе.

Унан тӗлӗнмелле шухӑш ҫуралчӗ, Ольга ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ, вӑл мӗн каласса ҫирӗппӗн кӗтрӗ; анчах Обломов ҫак минутра ун мӑнкӑмӑллӑхне мар, ҫирӗплӗхне мар, ун куҫҫульне, пӗр минутлӑха та пулин телейлӗ тӑвакан юратӑвне кӗтрӗ, кайран вара пурнӑҫ питӗ лӑпкӑ иртсе пырсан та юрӗччӗ!

Анчах сасартӑк кӗтмен телейрен вӗри куҫҫуль тӑкни те, вӑтанчӑклӑн килӗшни те ҫук! Мӗнле ӑнланмалла-ха кӑна?

Унӑн чӗринче иккӗленӳллӗ шухӑш-туйӑм ҫуралчӗ… Юратать-ши Ольга ӑна е качча тухасшӑн кӑна?

— Анчах телей тупма урӑх ҫул пур, — терӗ Обломов.

— Мӗнле ҫул? — ыйтрӗ Ольга.

— Тепӗр чух юрату кӗтмест, чӑтса тӑраймасть, шанчӑка ҫухатать… Хӗрарӑм йӑлт ҫунать, чӗтрет, хӑрасах ҫавнашкал асап та, савӑнӑҫ та курать…

— Эпӗ вӑл ҫул мӗнлине пӗлместӗп.

— Вӑл ҫул ҫинчи хӗрарӑм йӑлтах ҫухатать: канлӗхне те, ырӑ ятне те, чысне те, анчах юратура парне тупать… Ҫав парне уншӑн темрен те хаклӑрах.

— Пирӗн ҫав ҫул ҫине тӑмалла-им?

— Ҫук.

— Эсӗ, ҫав ҫулпа телей шыраса, ман канлӗхпе чыса ҫухатасшӑн-им?

— Ҫук, ҫук! Турра асӑнса тупа тӑватӑп, тем парсан та, — хӗрӳллӗн каларӗ Обломов.

— Мӗншӗн ун ҫинчен асӑнатӑн-ха?

— Чӑнах, хам та пӗлместӗп…

— Эпӗ пӗлетӗп: саншӑн хам канлӗхе ҫухатма пултаратӑп-и, санпа ҫав ҫулпа кайма пултаратӑп-и — ҫакна пӗлессӳ килчӗ санӑн? Ҫапла-и?

— Ҫапла, эсӗ тавҫӑрса илтӗн пулас… Мӗнле?

— Нихҫан та, нимпе те! — ҫирӗппӗн каларӗ Ольга. Обломов шухӑша кайрӗ, унтан ассӑн сывласа ячӗ.

— Ҫапла, вӑл — хӑрушӑ ҫул, вӑл ҫулпа арҫын хыҫҫӑн кайма — питӗ хытӑ юратас пулать, пӗтмелле — ҫапах юратмалла.

Вӑл Ольга ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ: лешӗ ним те мар; куҫхарши ҫинчи пӗркеленчӗк ҫеҫ хускалса илчӗ, сӑнӗ лӑпках.

— Шухӑшласа пӑх, — терӗ Обломов, — Соничка, сан кача пӳрнӳ тӗшне тӑманскер, тӗл пулсан сана сасартӑк палласа илеймӗ.

Ольга йӑлкӑшса кулчӗ, малтанхи пекех уҫҫӑн пӑхрӗ. Обломов ун чӗрине парӑнтарма, вӑл парӑннипе киленме ӗмӗтленчӗ.

— Шухӑшласа пӑх, арҫынсем сан умна пырсан, именчӗклӗн хисеплесе ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ, сана чеен те хаюллӑн кулкаласа сӑнаҫҫӗ…

Обломов Ольга ҫине пӑхса илчӗ: лешӗ зонтикӗпе хӑйӑр ҫинчи чул катӑкне шутаркалать.

— Эсӗ зала кӗреттӗн, темиҫе дама тарӑхса хускалӗччӗҫ; вӗсенчен хӑшӗ-пӗри сан ҫумӑнтан куҫса ларӗччӗ… анчах эсӗ ялтанхи пекех мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ пулӑттӑн, эсӗ ху вӗсенчен ырӑрах та лайӑхраххине уҫҫӑнах курса тӑнӑ пулӑттӑн.

— Мӗн тума калатӑн эсӗ мана пур хӑрушӑ япаласем ҫинчен? — терӗ Ольга лӑпкӑн. — Эпӗ нихҫан та вӑл ҫулпа каяс ҫук.

— Нихҫан та-и? — салхуллӑн ыйтрӗ Обломов.

— Нихҫан та! — тепӗр хут каларӗ Ольга.

— Ҫапла, — терӗ Обломов, шухӑша кайса, — намӑса куҫран тӳрех пӑхма хӑюлӑх ҫитес ҫук сан. Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?

Ольга шухӑшне пӗлес тесе, Обломов ӑна пӗрмай куҫран пӑхрӗ.

Ольга хаваслӑн пӑхать; хӑрушӑ картина ӑна хӑратмарӗ; унӑн тути ҫинче ҫӑмӑл кулӑ вылярӗ.

— Эпӗ шанса та каясшӑн мар, вилесшӗн те мар! — йӑлтах тӗрӗс мар, — терӗ вӑл, — ҫав ҫулпа каймасӑр та тата хытӑрах юратма пулать…

— Анчах мӗншӗн-ха эсӗ ҫав ҫулпа каясшӑн мар? — ҫине тӑрса, кӳреннӗ пекех ыйтрӗ Обломов, — сана хӑрушӑ мар пулсан?

— Вӑл ҫул ҫинче… кайран яланах уйрӑлаҫҫӗ — акӑ мӗншӗн, — терӗ Ольга, — эпӗ вара… санран уйрӑлас пулсан!..

Ольга шӑпланчӗ, Обломовӑн хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хучӗ, чылайччен ун ҫине пӑхрӗ, вара сасартӑк зонтикне аяккалла ывӑтса ячӗ, ӑна мӑйран хӑвӑрт та хӗрӳллӗн ыталаса илчӗ, чуптурӗ, унтан йӑлт хӗрелсе, питне ун кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те шӑппӑн хушса хучӗ:

— Нихҫан та!

Обломов савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те ун ури умне, курӑк ҫине, ӳкрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех