Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II сыпӑк

Пай: Челкаш

Автор: Ҫемен Элкер

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хушнӑ: 2019.10.23 23:48

Пуплевӗш: 449; Сӑмах: 4006

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ну, хатӗр-и? — ыйтрӗ Челкаш ерипен, кӗсменсемпе аппаланакан Гаврилӑран.

— Халех! Пӑти сиккеленет-ха, — кӗсменпе пӗрре ҫапма юрать-и?

— Ни ни! Пӗр сас-чӗв те ан пултӑр! Алӑпа хытӑрах пус ӑна, вӑл хӑех вырӑнне кӗрсе ларать.

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр кимӗ ҫинче шӑппӑн аппаланаҫҫӗ. Ку кимме юман хӑмасем тиенӗ паруслӑ баркӑсем, пальмӑпа, сандалпа тата хулӑн кипарис кӗрешӗсемпе тултарнӑ тӗрӗк фелюгисем кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗрте, пӗр баркӑран кӑкарса хунӑ пулнӑ.

Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, тӳпе тӑрӑх лӗмсӗркке пӗлӗтсен хулӑн сийӗсем шӑвӑннӑ; тинӗс тӳлек, хура та ҫу пек ҫӑран курӑнса выртнӑ. Вӑл тӑварлӑ нӳрӗ шӑршӑпа сывланӑ, пӑрахутсен ҫумне, ҫырана лӑпкаса, тата Челкаш киммине хуллен кӑна суллантарса, ачашшӑн шӑпӑлтатнӑ. Тинӗс ҫинчи тӳпене шӑтарса кӗрекен шӗвӗр мачтисем ҫине тӗрлӗ фонарь ҫакнӑ карапсен тӗттӗм кӳлеписем ҫырантан таҫта ҫитичченех курӑнса тӑнӑ. Фонарь ҫутисем, тинӗсе ӳксе, темӗн чухлӗ сарӑ пӑнчӑсем сапаланӑ. Вӗсем ҫемҫе те хӑмӑр-хура бархат пек тинӗс ҫинче илемлӗн выляса тӑнӑ. Тинӗс кун каҫа ӗҫлесе ывӑннӑ тарҫӑн вӑйлӑ та ҫирӗп ыйхипе ҫывӑрнӑ.

— Кайӑпӑр! — терӗ Гаврила, кӗсменӗсене шыва ярса.

— Юрӗ! — Челкаш, рульне вӑйлӑн сулса, кимме баркӑсен хушшинчи уҫӑ тӗле кӑларчӗ, яка шыв тӑрӑх вӑл хӑвӑрт шӑвӑнчӗ, кӗсменсен айӗнчи шыв сенкер фосфорит ҫутипе хыпса кайрӗ: унӑн вӑрӑм ленти, ҫемҫен йӑлтӑртатса, кимӗ хӳри хыҫӗнчен вӗлтӗртетсе пычӗ.

— Ну, пуҫу епле? Ыратать-и? — ӑшшӑн ыйтрӗ Челкаш.

— Шутсӑр!.. Чугун пекех янӑрать… Халех ӑна шывпа йӗпететӗп.

— Мӗншӗн шывпа? Эсӗ, ме-ха, акӑ, ӑшна йӗпет, тен, часрах урӑлӑн, — вӑл Гаврилӑна бутылка тӑсса пачӗ.

— Чӑнах-и? Пилле, турӑҫӑм!.. Бутылкӑран хуллен лӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ.

— Эй, эсӗ! Хавасах? Ҫитӗ!- чарчӗ ӑна Челкаш.

Кимӗ каллех пӗр сассӑр, пӑрахутсем хушшипе ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкаласа, малалла вӗҫтерчӗ. Вӑл, сасартӑк, пӑрахутсен, баржӑсен ушкӑнӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те — вӗсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ тинӗс — кӑвак инҫетелле тӑсӑлакан тинӗс — сарӑлса выртни курӑнчӗ; тинӗсӗн кӑвак инҫетӗнчен тӳпенелле — хӗррисенче сарӑ мамӑк харталлӑ, шупка-кӗрен те тинӗс шывӗ тӗслӗ симӗсрех пӗлӗтсем, тата салхуллӑ мӗлке ӳкекен, тӑхлан тӗслӗ кичем пӗлет сӑрчӗсем мӑкӑрланса хӑпарнӑ. Пӗлӗтсем, е пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайса, е пӗр-пӗринчен иртсе кайса, хуллен шунӑ, хӑйсен тӗсӗсемпе кӗлеткисене улӑштарнӑ, кӗрнеклӗ те, салхуллӑ курӑнса, хӑйсене хӑйсемех ҫӑта-ҫӑта ярса, куҫ умне каллех урӑхла, ҫӗнӗ тӗссемпе туха-туха тӑнӑ… Ҫак чунсӑр пӗлӗтсем хуллен шунинче темскер чуна шиклентерекен вӑй пулнӑ. Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.

— Аван-и тинӗс? — ыйтрӗ Челкаш.

— Пырать! Анчах хӑрамалла тинӗсре, — терӗ Гаврила, кӗсменӗсемпе шыв тӑрӑх пӗр тикӗс те вӑйлӑн авӑсса пырса. Вӑрӑм кӗсменсем айӗнче шыв кӑшт кӑна илтӗнмелле шӑмпӑртатса чӳхенет, тата ҫаплах ӑшӑ та кӑвак фосфор ҫутипе йӑлтӑртатать.

— Хӑрамалла! Эк-кей ухмах!.. — мӑшкӑллӑн мӑкӑртатса илчӗ Челкаш.

Вӑл, вӑрӑ, тинӗсе юратнӑ. Вӗресе тӑраканскер, сисӗме астивме ҫав тери выҫтахскер, вӑл ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр, ирӗклӗ, хӑватлӑ, анлӑ тӗттӗмлӗхе нихҫан та курса тӑранайман. Хӑй юратакан илемлӗх ҫинчен ыйтнине хирӗҫ ҫапла тавӑрнине илтни ӑна кӳрентерчӗ. Кимӗ хӳринче ларса, вӑл рульпе шыва касса пырать, ҫак яка бархатлӑ шыв тӑрӑх вӑрах та инҫете каяс кӑмӑлпа тулса, малалла тинкерсе пӑхать.

Тинӗс ҫинче унӑн яланах анлӑ, ӑшӑ туйӑм ҫӗкленнӗ, — вӑл, пӗтӗм чунне ҫавӑрса илсе, унӑн пурнӑҫ киревсӗрлӗхне пӑртак тасатнӑ. Вӑл ҫакна хакла хунӑ, хӑйне ҫакӑнта, шывпа сывлӑш хушшинче, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ шухӑш хӑйӗн ҫивӗчлӗхне, пурнӑҫ — хӑйӗн хакне ҫухатакан ҫӗрте, лайӑх ҫын пек курӑнма юратнӑ. Каҫсенче тинӗс ҫийӗн вӑл ыйхӑллӑн сывлани илтӗнсе тӑрать, ҫак ытама кӗми сасӑ ҫыннӑн чунне канлӗх вӗрсе кӗртет, унӑн усал чунне йӑвашлатса, хӑватлӑ ӗмӗтсем ҫуратать.

— Пулӑ тытмалли хатӗрсем ӑҫта? — сасартӑк ыйтрӗ Гаврила, кимӗ ҫине пӑшӑрханса пӑхса.

— Хатӗрсем-и? Вӗсем ман патра, хӳрере.

Анчах ӑна ҫак ача умӗнче суеҫтересси хӑйне кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Йӗкӗт пирки сирӗлнӗ паҫӑрхи шухӑшӗсене вӑл ҫавӑнтах хӗрхеннӗ пек пулса кайрӗ. Вӑл ҫилленчӗ. Час-часах кӑкӑрӗпе пыр тӗпӗнче ҫивӗччӗн пӗҫерсе каякан япала халӗ ӑна кӑртах ярса илчӗ, ҫакна пула вӑл Гаврилӑна итлеттермелле хыттӑн каласа хучӗ:

— Эсӗ акӑ мӗн, — ларатӑн пулсан — лар! Хӑвӑн ӗҫ ҫук ҫӗре сӑмсуна пырса ан тӗк. Сана кӗсменпе ишме тытнӑ-тӑк, — иш. Чӗлхӳпе пакӑлтататӑн пулсан — асту. Ӑнлантӑн-и?

Минутлӑха кимӗ картах сиксе илчӗ те чарӑнчӗ. Кӗсменсем, кӑпӑк кӑларса, шыврах выртаҫҫӗ. Гаврила ларчӑк ҫинче канӑҫсӑррӑн ҫаврӑнкалама пуҫларӗ.

— Иш!

Кӑшкӑрса вӑрҫни сывлӑша чӗтретсе ячӗ. Гаврила кӗсменӗсене сулса илчӗ. Кимӗ, хӑранӑ пек чӳхенкелесе, шыва шавлӑн касса, хӑвӑрттӑн малалла ярӑнчӗ.

— Тикӗсрех!..

Челкаш, кимӗ хӳринчен ҫӗкленсе, кӗсменне алӑран пӑрахмасӑрах, хӑйӗн сивӗ куҫӗсемпе Гаврилӑн шурса тӗссӗрленнӗ сӑн-пичӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Малалла ӳпӗннипе кӑшт кукӑрӑлнӑскер, вӑл сиксе ӳкме хатӗрленнӗ кушак пек курӑнчӗ. Шӑлӗсене усаллӑн шатӑртаттарни тата темле шӑмӑсемпе шикленсе шакӑртаттарни илтӗнчӗ.

— Кам кӑшкӑрать? — тинӗс енчен сиввӗн кӑшкӑрни янӑраса килчӗ.

— Ну, шуйттан, иш лайӑхрах!.. Шӑппӑн!.. Вӗлеретӗп сана, йытта! Иш, тетӗп, ну!.. Пӗрре, иккӗ! Сасӑ кӑлар ҫеҫ!.. Ҫ-ҫурса таткалӑп!.. — чашкӑрчӗ Челкаш.

— Эй, турра ҫуратнӑ… хӗр… — пӑшӑлтатрӗ Гаврила, сехри хӑпнипе тата пӗтӗм вӑйран ишнипе чӗтрекен пулса.

Кимӗ майӗпе ярӑнса ҫаврӑнать те гавань патнелле, фонарь ҫутисем тӗрлӗ тӗслӗ ушкӑн пулса кӗперленнӗ ҫӗрелле, мачта вуллисем курӑнакан еннелле каять.

— Эй! кам кӑшкӑрать? — каллех илтӗнчӗ сасӑ.

Халӗ ӗнтӗ ку сасӑ малтанхинчен инҫерехрен илтӗнчӗ. Челкаш лӑпланчӗ.

— Эсӗ ху кӑшкӑратӑн! — тесе тавӑрчӗ вӑл кӑшкӑрнӑ сасӑ еннелле, унтан халӗ те ҫаплах кӗлӗ сӑмахӗсем каласа пӑшӑлтатакан Гаврила патнелле ҫаврӑнса: — Ну, тӑван, хӑвӑн телейӳ пулчӗ! Ҫав шуйттансем пирӗн хыҫран хӑваланӑ пулсан, — эсӗ пӗтеттӗн. Сисетӗн-и? Эпӗ сана ҫавӑнтах пулӑсем патне пӑрахаттӑм!

Халӗ ӗнтӗ, Челкаш лӑпкӑн тата кӑмӑллӑн калаҫнӑ пулин те, сехӗрленнипе ҫаплах чӗтрекен Гаврила ӑна тархаслама тытӑнчӗ:

— Итле-ха, яр эсӗ мана! Христос ячӗпе ыйтатӑп, яр! Ӑҫта та пулин кӑларса хӑвар! Ай-ай-ай!.. Пӗтӗмпех пӗтрӗм эпӗ!.. Ну, турра аса ил те, яр! Мӗн эпӗ сана? Пултараймастӑп кӑна!.. Пулса курман эпӗ ун пек ӗҫсенче…  — Пӗрремӗш хут… Эй, турӑ! Пӗтетӗп эпӗ! Мӗнле-ха эсӗ, тӑван, мана улталатӑн? э? Ҫылӑх-ҫке сана? Чуна пӗтеретӗн-ҫке!.. Ну, ӗҫсе-ем…

— Мӗнле ӗҫсем? — хаяррӑн ыйтрӗ Челкаш. — А? Ну, мӗнле ӗҫсем?

Йӗкӗт хӑрани ӑна хӗпӗртеттерчӗ: ҫапла вӑл Гаврилӑн сехри хӑпнипе те тата хӑй, Челкаш, епле усал ҫын иккенне кӑтартса панипе те чунӗпе киленсе илчӗ.

— Усал ӗҫсем, тӑванӑм… Турӑшӑн та яр!.. Мӗн тума кирлӗ эпӗ сана?.. Савнӑ ҫыннӑм…

— Ну, ан чӗн! Кирлӗ пулман пулсан, эпӗ сана илместӗмччӗ те. Ӑнланатӑн-и? — апла-тӑк, ан шарла!

— Эй, турӑ! — тарӑннӑн сывласа илчӗ Гаврила.

— Ну, ну!.. Нӑйкӑшма-и ман умра!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Челкаш.

Анчах та Гаврила халӗ ӗнтӗ чӑтса тӑраймарӗ, вӑл хуллен ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, сӑмсине нӑшлаттарса туртма пуҫларӗ, ларкӑч ҫинче шуҫкалама тытӑнчӗ, анчах кӗсменӗсемпе пӗтӗм вӑйран ишмешкӗн тытӑнчӗ. Кимӗ ухӑ йӗппи пек вӑркӑнса пычӗ. Ҫул умӗнче каллех пӑрахутсен хура кӳлеписем курӑнса кайрӗҫ, кимӗ, вӗсен хушшинчи ансӑр шыв уҫланкисемпе кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа, шалалла кӗрсе ҫухалчӗ.

— Эй, эсӗ! Итле-ха! Кам та пулин мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, — чӗрӗ юлас килсен, ан чӗн! Ӑнланатӑн-и?

— Эх-ма!.. — шанӑҫсӑррӑн хашлатса илчӗ те Гаврила, хӑйне хыттӑн хушса каланине хирӗҫ, хурлӑхлӑн:
— Эх, пӗтрӗ ӑраскалӑм! — тесе хучӗ.

— Ан нӑйкӑш! — итлеттермелле пӑшӑлтатрӗ Челкаш. Гаврила, пулас инкек сивлекӗпе ҫӳҫенсе кайса, пӑшӑлтатса каланӑ ҫав сӑмахсене илтсен, мӗн те пулин тавҫӑрса илес хастарлӑхне те ҫухатрӗ. Вӑл, машина пек хускалкаласа, кӗсменӗсене шыва ячӗ, хӑй каялла каҫӑрӑлчӗ, унтан каллех кӗсменӗсене кӑларчӗ те шыва пӑрахрӗ, ку хушӑра пӗрмаях хӑйӗн ҫӑпатисем ҫине шӑтарас пек пӑхса ларчӗ.

Ыйхӑллӑ хум шавӗ тем систернӗ пек кӗрлерӗ, вӑл хӑрушшӑн туйӑнчӗ. Акӑ гавань… Унӑн гранит хӳми хыҫӗнче ҫын сассисем, шыв пӑшӑлтатни, такам юрлани тата ҫӑмӑллӑн шӑхӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ.

— Чарӑн! — терӗ Челкаш пӑшӑлтатса. — Кӗсменсене пӑрах! Аллусемпе хӳмерен тӗкӗлен!.. Шӑппӑнрах, эсрелӗ!..

Гаврила, яка чултан тытӑнса, кимме хӳме ҫумӗпе шутарчӗ. Кимӗ лӑймаланса ларнӑ чул ҫийӗпе сас-чӗвсӗр шӑвӑнса ярӑнса ҫеҫ кайрӗ.

— Чарӑн! Кӗсменӳсене пар! Пар кунта! Паспорту ӑҫта санӑн? Кутамккара-и? Пар кутамккуна! Ну, пар хӑвӑртрах! Ку, савнӑ тусӑм, эсӗ пӑрахса тарасран… Халӗ каяймӑн… Кӗсменсӗр эсӗ мӗнле те пулин тарма пултарӑттӑн, паспортсӑр — хӑратӑн. Кӗтсе тӑр! Асту, сасӑ кӑларсан — тинӗс тӗпӗнчен те тупӑп…

Сасартӑк Челкаш темскертен аллисемпе уртӑнчӗ те, сывлӑшалла ҫӗкленсе, хӳме ҫинче ҫухалчӗ.

Гаврила чӗтресе илчӗ… Ку ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, Гаврила ҫак мӑйӑхлӑ, хытанка вӑрӑ умӗнче чухне туйса тӑнӑ йывӑрлӑхпа сехӗрленни сирӗлсе кайнине сисрӗ. Часрах тарас!.. Вӑл, ирӗкккӗн сывласа, йӗри-тавра пӑхкаларӗ. Сулахайра темскерле катмар, ҫынсӑр, пушӑ мачтӑсӑр хура корпус карӑнса тӑнӑ. Унӑн аяккине кашни хум пырса ҫапӑнмассерен, ун ӑшӗнчен йывӑррӑн ахлатнӑ пек янӑраса илтӗнекен сасӑ тухнӑ. Сылтӑмра, шыв ҫийӗпе, сивӗ те йывӑр-ҫӗлен пек, нӳрӗ чул хӳме тӑсӑлса выртнӑ. Хыҫалта каллех темскерле хура мӗлкесем курӑннӑ; малта, чул хӳмепе ҫав тупӑк пек карап хушшинчен, хура пӗлӗтпе витӗннӗ чӗмсӗр-пушӑ тинӗс курӑннӑ. Пысӑк та йывӑр пӗлӗтсем, тӗттӗмрен шикленнипе хӑйсем те хӑрушшӑн сывласа, хӑйсен йывӑрӑшӗпе ҫынна пусарса лапчӑтма хатӗр пек курӑнса, хуллен-хуллен шӑвӑннӑ. Пурте сивӗ, тӗттӗм, пулас инкеке систернӗ пек пулнӑ. Гаврилӑна хӑрушӑ пулса тӑчӗ. Ҫав хӑрушлӑх Челкашран хӑранинчен те ытларах пулчӗ; вӑл Гаврилӑна кӑкӑрӗнчен такам ҫирӗп ытампа ыталанӑ пек ыталаса илчӗ, ӑна чӑмӑртаса, вӑйсӑр муклашка туса хучӗ те кимӗ ларкӑчӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ пекех лартрӗ.

Йӗри-таврара шӑп пулнӑ. Тинӗс хашлатнисӗр пуҫне пӗр сасӑ та илтӗнмен. Пӗлӗтсем тӳпе тӑрӑх халичченхи пекех салхуллӑн, хуллен шӑвӑннӑ, анчах вӗсем тинӗсрен нумайрах та нумайраххӑн хӑпарса пынӑ, тӳпене пӑхсан, вӑл пӗлӗтсем ҫинчи ыйхӑллӑ, лӑпкӑ, тикӗс тинӗсе ӳпӗнсе тӑракан тепӗр тинӗс, пӑлханчӑк тинӗс тесе шутлама пулнӑ. Ку пӗлӗтсем ҫӗр ҫине, хумсене ҫил тӑпӑлтарса кӑларнӑ вырӑна, тата тин ҫеҫ ҫуралакан симӗсрех кӑпӑксемпе витӗнеймен хум ҫине кӑтрашкаллӑ купасемпе аялалла вирхӗнекен ҫуткам-кӑвак хумсем евӗрлех курӑннӑ.

Гаврила хӑйне ҫак тӗттӗм шӑплӑхпа тата илемлӗхпе лапчӑнса ларнӑ пекех туйнӑ, ҫакна пула ун хӑвӑртрах хӑйӗн хуҫине курас килнӗ пек пулнӑ. Тен, вӑл кунтах юлсан?.. Вӑхӑт тӳпери пӗлӗтсенчен те хуллентерех шунӑ… Вӑхӑт вӑрахӑн иртнипе шӑплӑх шиклентернӗҫем шиклентернӗ ӑва… Акӑ гавань хӳми хыҫӗнчен шӑпӑлтатни, кӑштӑртатнӑ тата лӑшӑлтатнӑ пекки илтӗнчӗ. Гаврила хӑйне кӗҫ-вӗҫ вилсе каяс пек туйрӗ…

Ҫак самантрах Челкаш сасси янӑраса кайрӗ:

— Эй! Ҫывратӑн-им? Тыт!.. Асӑрханарах!..

Хӳме ҫинчен темӗнле тӑваткал, йывӑр япала курӑнчӗ. Гаврила ӑна кимӗ ҫине илчӗ, татах тепӗр ҫавӑн пек япалах тытрӗ. Унтан хӳмене урлӑ Челкашӑн вӑрӑм кӳлепи курӑнчӗ, таҫтан кӗсменсем те тупӑнчӗҫ, Гаврила урисем патне унӑн кутамкки пырса ӳкрӗ, йывӑррӑн сывлакан Челкаш хӳрене вырнаҫса ларчӗ.

Гаврила, ун ҫине пӑхса, савнӑҫлӑн та шикленерех йӑл кула-кула илчӗ.

— Ывӑнтӑн-и? — ыйтрӗ вӑл Челкашран.

— Унсӑр пулмасть, пӑру. Ну-ка, иш лайӑхрах! Пӗтӗм вӑйпа вӗҫтер! Лайӑх ӗҫлесе илтӗн эсӗ, тӑванӑм! Ҫур ӗҫе турӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ҫав шуйттансен куҫӗ курмалла мар ишсе иртмелле, унтан вара — укҫана ил те хӑвӑн Машку патне кай. Машка пур-и санӑн? Эй, ачамкӑ?

— Ҫ-ҫук! — Гаврила кӑкӑрӗпе вӗркӗч пек сывласа, аллисене хурҫӑ пружина пек авкалантарса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ. Кимӗ хыҫӗнчен шыв шӑмпӑлтатса пычӗ, сенкер йӗр халӗ сарлакарах пулчӗ. Гаврила, лачкам тара ӳкнӗскер, ҫаплах пӗтӗм вӑйӗпе ишет. Кӗҫӗрхи ҫӗр икӗ хутчен ҫав тери сехӗрленсе ирттернӗскер, вӑл халӗ ӗнтӗ ун пек сехре хӑпнине виҫҫӗмӗш хут тӳсмелле пуласран хӑрарӗ: ҫак ылханлӑ ӗҫе хӑвӑртрах пӗтересшӗн пулчӗ, ҫӗр ҫине тухса, ҫак ҫын ӑна чӑнахах вӗлериччен е тӗрмене хуптариччен, унран хӑвӑртрах тарма кӑна шутласа пычӗ. Вӑл унпа ним ҫинчен те калаҫас мар, ӑна хирӗҫтерес мар, мӗн хушнине пурне те тӑвас, унран чипер уйрӑлса хӑтӑлсан, ыранах Николай Чудотворец ячӗпе молебен тутарас тесе шутларӗ. Унӑн кӑкӑрӗнчен хӗрӳллӗ кӗлӗ сӑмахӗсем юхса тухма хатӗр тӑчӗҫ. Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ.

Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ. Челкаш ӗҫ ӑнӑҫлӑ тухнӑшӑн, хӑйшӗн тата хӑйӗнчен хытӑ хӑранӑ, унӑн тарҫи пулнӑ йӗкӗтшӗн кӑмӑллӑ пулнӑ.

Вӑл Гаврила епле тӑрӑшса ӗҫлени ҫине пӑхрӗ те ӑна хӗрхенсе кайрӗ, унӑн ӑна паттӑрлатас килчӗ.

— Эй! — кулкаласа, шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Эсӗ пит те хытӑ хӑрарӑн-и вара? э?

— П-питех мар!.. — терӗ Гаврила, сывлӑш ҫавӑрса, ҫак хушӑрах хуллен ӳсӗрсе илчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ кӗсменсем ҫине питех ан уртӑн. Ӗҫ пӗтрӗ ӗнтӗ. Тата тепӗр вырӑнтан ҫеҫ чипер иртсе каясчӗ… Кан-ха…

Гаврила ӑна итлесе чарӑнса тӑчӗ, пичӗ ҫинчи тарне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те кӗсменӗсене каллех шыва антарчӗ.

— Ну, хуллен иш… Шыв ан калаҫтӑр. Пӗр хапхаран иртсе каймалла. Шӑппӑнрах, шӑппӑнрах… Ахаллӗн, тӑванӑм, кунта ҫынсем усал… Пӑшалпа пеме те пултараҫҫӗ. Ҫамку ҫине мӑкӑль ҫапса кӑларӗҫ те ахлатса та юлаймӑн.

Халӗ кимӗ шыв тӑрӑх пӗр сассӑр пекех йӑпшӑнса пычӗ. Кӗсменсенчен кӑна сенкер тумламсем тумларӗҫ, вӗсем тинӗсе ӳксен, ӳкнӗ тӗлте пӗр саманта каллех сенкер пӑнчӑсем курӑнчӗҫ. Ҫӗр тӗттӗмленсех, шӑплансах пычӗ. Халӗ ӗнтӗ тӳпе пӗрре те хумханакан тинӗс пек пулман — ун тӑрӑх пӗлӗтсем сарӑлса кайнӑ, ӑна тикӗс те йывӑр шӑналӑк пек карса илнӗ, шыв ҫинелле анса, хусканмасӑр хытса тӑнӑ.

Тинӗс тата лӑпкӑрах та хурарах пулса тӑчӗ, вӑл ӗнтӗ халичченхи пек анлӑн курӑнман, ӑшӑ, тӑварлӑ шӑршӑ ытларах туйӑна пуҫларӗ.

— Эх, ҫумӑр ҫусанччӗ! — пӑшӑлтатрӗ Челкаш. — Эпир вара чаршав хыҫӗпе шунӑ пекех ишсе иртеттӗмӗр.

Киммӗн сылтӑм енче те, сулахай енче те темскерле ҫуртсем — баржӑсем, салху та таврари шыв пекех йӑмӑх-хура мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ. Вӗсенчен пӗрин ҫинче вут ҫути мӗлтлетрӗ, унта тахӑшӗ фонарьпе утса ҫӳрет. Тинӗс, баржӑсен аяккисене лӑпкаса, тилмӗрекен вӑйсӑр сасӑпа шавлать, вӗсем ӑна хирӗҫ, темӗн пирки парӑнмасӑр тавлашнӑ пек, сиввӗн янӑракан сасӑпа тавӑраҫҫӗ.

— Кордонсем! — кӑшт кӑна илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Челкаш.

Хӑйне кӗсменсемпе шӑппӑнрах ишме хушнӑранпа Гаврила каллех, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, темскер пуласса кӗтме пуҫларӗ. Вӑл пӗтӗмпех малалла, тӗттӗмелле ӳпӗнчӗ те, ӑна хӑй ӳссе пынӑ пек туйӑнчӗ, — унӑн шӑммисемпе шӑнӑрӗсем йывӑррӑн, ыратӑнса карӑнчӗҫ, пӗр шухӑшпа кӑна тулнӑ пуҫӗ ыратать, ҫан-ҫурӑмӗ туртса чӗтренет, урисене вӗтӗ те вичкӗн, сивӗ йӗпсем тиреҫҫӗ. Тӗттӗмрен кӗҫ-вӗҫ мӗн те пулин тухса: «Чарӑнӑр, вӑрӑсем!» — тесе кӑшкӑрасса кӗтсе, малалла тинкерсе пӑхса пынипе куҫӗ тӳсме ҫук ыратать.

Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ… Вӑл ӗнтӗ тутине те уҫрӗ, ларкӑч ҫинчен пӑртак ҫӗкленчӗ те, кӑкӑрне карӑнтарса, сывлӑш ҫӑтса илчӗ, ҫӑварне карчӗ — анчах сасартӑк, хӑранипе, такам саламатпа ҫапса антарнӑ пек, куҫне хупрӗ те кимӗ тӗпне ӳкрӗ.

… Кимӗ умӗнче, инҫетрен-инҫетрен, тинӗсӗн хура шывӗнчен темӗн пысӑкӑш сенкер вутлӑ хӗҫ хӑпарчӗ те ҫӗрлехи тӗттӗме ҫурмаран касрӗ, ун шӗвӗр вӗҫӗ, тӳпери пӗлӗтсем ҫумӗпе шуса иртсе, анлӑ сенкер ярӑм пек тӑсӑлса, тинӗс кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ. Ҫутӑ ярӑмӗ выртать, вӑл ҫутатнӑ вырӑна тӗттӗмрен халиччен курӑнман хура та чӗмсӗр, ҫӗрлехи кӑпӑш чаршав пӗркеннӗ карапсем тухаҫҫӗ. Вӗсем, хӑватлӑ ҫил-тӑвӑл вӑйӗпе тинӗс тӗпне путса, унта нумай тӑнӑ хыҫҫӑн, халӗ ӗнтӗ тинӗс ҫуратнӑ вутлӑ хӗҫ хушнипе унтан ҫӳле — тӳпере тата шыв ҫийӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхма хӑпарнӑ пек туйӑнать… Каначӗсем мачтӑсене ҫавӑрса явкаланнӑ, вӗсем, ҫак хура улӑпсемпе пӗрех, тинӗс тӗпӗнчен тетел пек сырӑнса тухнӑ шыв курӑкӗсем евӗрлӗ. Ҫав хӑрушӑ, сенкер хӗҫ каллех тинӗс тӗпӗнчен ҫӳлелле йӑлтӑртатса хӑпарать, хӑпарать те, каҫ тӗттӗмне тепӗр хут касса, ҫӗнӗрен, анчах та халӗ ӗнтӗ тепӗр еннелле тӑсӑлса выртать.

Лере, вӑл выртакан вырӑнта, каллех халиччен курӑнман карапсен мӗлкисем тухаҫҫӗ.

Челкаш кимми чарӑнчӗ те, хӑй шухӑшне татаймасӑр иккӗленсе тӑнӑ пек шыв ҫинче сиккеленсе тӑчӗ. Гаврила, питне аллисемпе хупласа, кимӗ тӗпӗнче выртать, Челкаш, урса кайса, анчах та шӑппӑн пӑшӑлтатса, ӑна урипеле тапрӗ.

— Ухмах, таможеннӑй крейсер вӑл… Вӑл электричество фонарӗ! Тӑр, каска! Халех пирӗн ҫине ҫутӑ пӑрахаҫҫӗ!.. Шуйттан, хӑвна та, мана та пӗтеретӗн! Ну!

Юлашкинчен, Гаврила ҫурӑмӗнчен атӑ кӗли вирлӗнех лекет, вӑл сиксе тӑрать те, ҫаплах куҫне уҫма хӑраса, ларкӑч ҫине ларать, унтан кӗсменсене хыпашласа тупса, киммине малалла хускатса ярать.

— Шӑппӑнрах! Вӗлеретӗп! Ну, шӑппӑнтарах!.. Эх, ухмах, шуйттан илесшӗ! Мӗнрен хӑратӑн эсӗ? Ну? Тӑмсай!.. Фонарь вӑл — урӑх нимӗн те мар. Кӗсменсемпе хуллентерех! Анра-шуйттан! Контрабандистсене сыхлаҫҫӗ вӗсем. Пирӗн пата тӗкӗнмеҫҫӗ — инҫете ишсе кайнӑ ӗнтӗ вӗсем. Ан хӑра, тӗкӗнмеҫҫӗ. Халӗ эпир… — терӗ те Челкаш, йӗри-тавра савнӑҫлӑн пӑхкаларӗ. — Паллах, ишсе тухрӑмӑр!.. — Ф-фу! Н-ну, телейлӗ те иккен эсӗ, шуйттан кӗвенти!

Гаврила чӗнмерӗ, ишрӗ те ишрӗ, йывӑррӑн сывласа, ҫаплах пӗрре улӑхакан, тепре анакан вутлӑ хӗҫ еннелле куҫне чалӑштарса пӑхса пычӗ. Челкаш — «фонарь кӑна вӑл» — тенине ниепле те ӑнланма пултараймарӗ вӑл. Тӗттӗме касса, тинӗсе кӗмӗл ҫутӑпа ҫутатакан сивӗ те сенкер йӑлтӑркка темле ӑнланмалла мар япала пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Гаврилӑна каллех тем амакӗ чӗтретмеллипех чӗтретрӗ. Вӑл машина пек ӗҫлесе, такам ҫӳлтен ҫапасса кӗтнӗ пек, ялан лӑпчӑнса ларса пычӗ, унӑн ӗнтӗ нимӗне пӑхӑнасси те килмен — вӑл чунсӑр, пушӑ тӑрса юлчӗ. Кӗҫӗрхи пӑшӑрхану юлашкинчен, унӑн ӑшӗнчи этем халне йӑлтах кӑларса илчӗ.

Челкаш хавхаланнӑ. Унӑн хӑрушлӑха хӑнӑхнӑ шӑнӑрӗсем халӗ ӗнтӗ лӑпланса ҫитнӗ. Мӑйӑхӗ чӗтренкелесе илет, куҫӗсем вут пек ҫиҫеҫҫӗ. Вӑл хӑйне-хӑй пит те лайӑх туять, шӑл витӗр шӑхӑркаласа пырать, нӳрлӗ тинӗс сывлӑшне тарӑннӑн ҫӑтса сывлать, йӗри-тавра пӑхкалать, Гаврила ҫине куҫ хывать, ырӑ кӑмӑллӑн йӑл кула-кула илет.

Ҫил, вӑшӑлтатса килсе, тинӗсе вӑратрӗ, шыв ҫийӗ чӑпарланчӗ. Пӗлӗтсем ҫӳхелсе витӗр курӑнакан пулнӑ пек туйӑнчӗҫ, анчах та пӗтӗм тӳпе ҫаплах вӗсемпе хупланса тӑрать. Тинӗс ҫинче ҫӑмӑлрах кӑна ҫил ирӗклӗн вӑшлатса вӗрнине пӑхмасӑрах, пӗлӗтсем ҫаплах темле салху шухӑша кайнӑ пек хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.

— Ну, эсӗ, тӑванӑм, тӑна кӗр, вӑхӑт ӗнтӗ! Ха, епле санӑн ӳт-тирӗнтен пӗтӗм чунна пӑчӑртаса кӑларнӑ пек, пӗр михӗ шӑмму ҫеҫ юлнӑ! Ӗҫ пӗтӗмпех пӗтрӗ ӗнтӗ. Эй!..

Ҫакна Челкаш каларӗ пулин те, Гаврилӑна ҫапах та ҫын сассине илтни ыррӑнах туйӑнчӗ.

— Эпӗ илтетӗп, — тесе хучӗ вӑл хуллен.

— Асту ҫав! Ҫемҫешке… Ну-ка, руль тытма лар, эпӗ — кӗсменсем тытам, ывӑнатӑн пулӗ!

Гаврила, хӑвӑрт куҫса ларса, вырӑнне улӑштарчӗ. Челкаш, вырӑнӗсене улӑштарнӑ чухне, ӑна куҫӗнчен пӑхса, вӑл чӗтрекен урисем ҫинче тайкаланнине асӑрхарӗ те йӗкӗте тата ытларах хӗрхенсе кайрӗ. Вӑл ӑна хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ.

— Ну, ну, ан хӑра! Ҫавӑнпа та лайӑх ӗҫлесе илтӗн. Эпӗ сана, тӑванӑм, нумай укҫа парӑп. Ҫирӗм пилӗк тенкӗ илес тетӗн-и? Э?

— Мана — нимӗн те кирлӗ мар. Ҫырана ҫеҫ тухасчӗ… Челкаш аллине сулчӗ, сурса илчӗ те, кӗсменӗсене хӑйӗн вӑрӑм аллисемпе хыҫалалла инҫе ывӑта-ывӑта ярса, ишме тытӑнчӗ.

Тинӗс вӑранчӗ. Вӑл, пӗчӗк хумсем кӑларса, вӗсене кӑпӑк ҫӳҫисемпе илемлетсе, пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарса, вӗтӗ тусан пӗрчи пек вӗҫтере-вӗҫтере ярать. Кӑпӑк ирӗлсе чӑшӑлтатать, ассӑн сывланӑ пек — пӗтӗм тавралӑх шӑв-шавлӑ кӗвӗпе, шӑпӑлтатнӑ сасӑпа тулчӗ. Тӗттӗм каҫ чӗрӗле пуҫланӑ пек туйӑнчӗ.

— Ну, кала-ха мана, — калаҫма пуҫларӗ Челкаш, — яла таврӑнатӑн та эсӗ, авланатӑн акӑ, ҫӗр чавалама пуҫлатӑн, арӑму ачасем ҫуратса тултарать, ҫиме ҫитмест; ну, вара, ӗмӗр тӑршшӗпе чунтан асапланӑн… Ну, мӗскер? Мӗн пур-ха кунта лайӑххи?

— Мӗн лайӑххи ӗнтӗ! — шикленнӗн, ҫӳҫенсе хирӗҫ тавӑрчӗ Гаврила.

Ҫил хӑшпӗр тӗлте пӗлӗтсене сирнӗ те, пӗлӗт хушӑкӗсенчен пӗрер-икшер ҫӑлтӑрлӑ сенкер тӳпе татӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ. Вылякан тинӗс ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр ҫутисем, хумсем тӑрӑх сиккелесе, пӗрре ҫухалаҫҫӗ, тепре ҫӗнӗрен курӑнаҫҫӗ.

— Сылтӑмарах тыт! — терӗ Челкаш. — Халех ҫитетпӗр. Н-да!.. Пӗтертӗмӗр. Пархатарлӑ ӗҫ! Акӑ, куратӑн-и епле?… Пӗр каҫ анчах — ҫур пин тенкӗ хаплаттартӑм та.

— Ҫур пин… — ӗненмесӗр ӗнӗрлешрӗ Гаврила, анчах ҫавӑнтах хӑраса кайрӗ те, кимӗ ҫинчи тӗркесене урипе тапса: — Мӗнле япала пулать-ха ку? — тесе ыйтрӗ хӑвӑрт.

— Ку — хаклӑ япала. Вӗсене пӗтӗмпех хӑй хакӗпе сутас пулсан, пин тенкӗрен те иртмелле. Анчах эпӗ хӗрхенместӗп… Пултаратпӑр-и?

— Апла-и?.. — ыйтнӑ пекрех тӑсса каларӗ Гаврила. — Эпӗ ҫапла пултарсанччӗ! — терӗ вӑл ассӑн сывласа, ҫавӑнпа пӗрлех хӑй сасартӑк тӑван ялне, чухӑн хуҫалӑхне, амӑшне, инҫетри пӗтӗм тӑванӗсене аса илчӗ, вӑл вӗсемшӗн ӗҫлеме тухса килнӗ, ҫавсемшӗнех кӗҫӗрхи ҫӗр асапланса ирттернӗ.

Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ…  — Эх, кирлӗччӗ… — хурлӑхлӑн хашлатса илчӗ вӑл.

— Н-да!.. Ман шухӑшпа, эсӗ халех чугун ҫулпа килелле вӗҫтереттӗн… Эх, епле вара юратӑччӗҫ ялта сана хӗрсем!.. Кирек хӑшне ил! Хӑвна валли ҫурт туса лӑртӑттӑн, — ну, ҫурт тума ку укҫа, ҫавах та, сахалтарах ҫав…

— Вӑл тӗрӗс… Ҫурт тума ҫитеймест. Пирӗн патра вӑрман хаклӑ.

— Ну, мӗн? Киввине юсатарӑттӑн. Лаша епле? Пур-и?

— Лаша-и? Пурри пур та, питӗ ватӑ — шуйттан!

— Ну, апла лаша илӗттӗн. Ла-айӑх лаша! Ӗне… Сурӑхсем… Тӗрлӗрен чӑх-чӗп… Э?

— Ан та кала!.. Эх, турӑҫӑм… Вӑт пурӑнӑттӑмччӗ вара!

— Н-да, тӑванӑм, аван пурнӑҫах пулӗччӗ апла… Ӑна эпӗ те ӑнланатӑп. Тахҫан ӗлӗк ман хамӑн та йӑва пулнӑ… Атте ялти чи пуяннисенчен пӗриччӗ…

Челкаш кӗсменсемпе хуллен ишет. Кимӗ хӑйӗн айккисене икӗ енчен те ҫапӑнакан хумсем ҫийӗпе чӳхенсе ярӑнать, тӗттӗм тинӗс тӑрӑх аран шуса пырать, тинӗсӗ хытӑрах та хытӑрах вылянать. Икӗ ҫын шыв ҫинче ярӑнса, тавралӑха пӑхкаласа шухӑша кайнӑ. Челкаш, Гаврила кӑмӑлне хӑпартас, лӑплантарас тесе, ӑна юри ял ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн. Малтан вӑл кӑшт куларах кӑна калаҫрӗ, анчах каярахпа, хӑйпе калаҫакана хирӗҫ тавӑрса пынӑҫемӗн, хӑй тахҫанах ял пурнӑҫӗнчен писнӗскер, ӑна маннӑскер, халӗ, хресчен пурнӑҫӗн хаваслӑхӗсене аса илтерсе пынӑ май, — хӑй те ял пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшласа йӑпанса кайрӗ. Ял ҫинчен тата унти ӗҫсем ҫинчен йӗкӗтрен ыйтас вырӑнне, вӑл, асӑрхамасӑрах, ун ҫинчен хӑй ӑна каласа пама пуҫларӗ:

— Хресчен пурнӑҫӗнче чи пахи вӑл — ирӗклӗх, тӑванӑм: хӑвна ху хуҫа эсӗ. Санӑн хӑвӑн ҫурт — пӗр пуслӑх ҫеҫ пулсан та — ҫавах хӑвӑн! Санӑн хӑвӑн ҫӗр — мӗнпурӗ те пӗр ывӑҫ ҫеҫ пулин те — ҫавах хӑвӑн! Патша эсӗ хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче!.. Санӑн хӑвӑн сӑн-сӑпату пур… Кирек кама та хӑвна хисеплеттерме пултаратӑн… Ҫапла-и? — ҫӗкленсе кайса вӗҫлерӗ Челкаш хӑйӗн сӑмахне.

Гаврила ун ҫине сӑнаса пӑхрӗ, вӑл хӑй те чунӗпе ҫӗкленсе кайнӑ. Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй умӗнче кам тӑнине манса кайма ӗлкӗрнӗ, хӑй умӗнче вӑл — хӑй пекех вӑрӑм ӑрури сыпӑксен тарӗпе ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ, унпа ача чухнехисене аса илнисемпе ҫыхӑннӑ хресчене, анчах та ҫав ҫӗр татӑкӗнчен тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлессинчен хӑй ирӗкӗпех уйрӑлнӑ, ҫавӑн пирки ҫителӗклӗ таран асап тӳсекен хресчене курчӗ.

— Вӑл, тӑванӑм, тӗрӗс! Эх, епле тӗрӗс вӑл! Акӑ, пӑх-ха хӑвӑн ҫине, мӗн халӗ эсӗ ҫӗрсӗр?.. Ҫӗре ӑна, тӑванӑм, аннӳ пекех нумайччен манмастӑн.

Челкаш астуса илчӗ… Вӑл, хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне — лара-тӑра пӗлмен маттурӑн чӑрсӑрлӑхне кӑшт та пулин, кам та пулин тӗкӗнсен, пуринчен ытла хӑй умӗнче этем хакне тӑман ҫын тӗкӗннӗ чухне, ялан пекех кӑкӑрӗнче йӗкӗлтекен япала, пӗҫертсе янине туйнӑ. Халӗ те ҫаплах пулчӗ.

— Авӑртса хутӑн!.. — терӗ вӑл хаяррӑн. — Эпӗ ҫаксене пурне те чӑннипех каларӑм тесе шухӑшлатӑн пуль эсӗ? Асту, кӗтсех тӑр…

— Тӗлӗнмелле ҫын эсӗ! — терӗ ҫӗнӗрен хӑрама пуҫланӑ Гаврила. — Эпӗ сан ҫинчен калатӑп-им вара? Сан пеккисем нумай-ҫке-ха вӗсем!.. Эх, мӗн чухлӗ телейсӗр халӑх тӗнчере! Ҫапкаланса ҫӳрекенсем…

— Лар, пӑру, кӗсменсем патне! — кӗскен касса татрӗ Челкаш, карланки патне капланса пынӑ хӗрӳ те усал сӑмахӗсене тем пирки тытса чарса.

Вӗсем каллех вырӑнӗсене улӑштарчӗҫ. Хӳрене тавар тӗркисем урлӑ каҫнӑ чухне, Челкашӑн Гаврилӑна шыва йӑвантарса ямаллах хыттӑн тапас килсе кайрӗ.

Кӗске калаҫу чарӑнчӗ, анчах халӗ ӗнтӗ Гаврила чӗнмесӗр ларнинчен те Челкаш ҫинелле ял шӑрши ҫапрӗ. Вӑл иртнӗ пурнӑҫне аса илчӗ. Ҫак майпа, хум ҫапнӑран таҫта тинӗселле пӑрӑннӑ киммине тытса пыма та манса кайрӗ. Хумсем, кимӗ хӑйӗн ҫулне ҫӗтернине ӑнланнӑ пек, ӑна ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗклесе ярса, кӗсменсем айӗнчен ачаш та сенкер вутпа хӗмленсе, унпа ҫӑмӑллӑн выляҫҫӗ. Челкаш умӗнчен тахҫан ӗлӗк пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫӗ, босяк пурнӑҫӗпе уйрӑлса тӑракан пурнӑҫ, хӑвӑрттӑн шуса иртрӗ. Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ… Асаилӳ вӑл — телейсӗрсене хӗртекен инкек, — иртнӗ ҫулсен чулӗсене те чӗртсе тӑратать, тахҫан ӗҫнӗ наркӑмӑш ҫине те пыл тумламӗ ярса парать…

Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ. Вӑл халӗ хӑйне пӗр-пӗчченӗн туйрӗ, хӑйӗн юн тымарӗсенче юхакан юнне панӑ пурнӑҫ йӗркинчен ӗмӗрлӗхех тӑпӑлса тухса ӳкнӗ пек шутларӗ.

— Эй! ӑҫта каятпӑр-ха эпир? — сасартӑк ыйтрӗ Гаврила. Челкаш, шартах сиксе, тискер кайӑкӑнни пек шикленнӗ куҫпа пӑхкаласа илчӗ.

— Ха, шуйттан илсе кӗнӗ!.. Иш-ха тӑтӑшрах…

— Шухӑша кайрӑн-и? — кулса ыйтрӗ Гаврила.

— Ывӑнтӑм…

— Халӗ эпир кусемпе лекместпӗр-и ӗнтӗ? — терӗ Гаврила, урипе тавар тӗркисене тӗксе.

— Ҫук… Ан шиклен. Акӑ халех кайса паратӑп та, укҫине илетӗп… Н-да!..

— Пилӗкҫӗр-и?

— Унтан кая мар.

— Ку, хайхи-майхи, укҫа! Мана хуйхӑлӑскере, пулсанччӗ… Эх, юрра шӑратӑттӑмччӗ эпӗ вӗсемпе!

— Хресченле-и?

— Урӑх ниепле те мар! Халехчӗ…

Гаврила ӗмӗт ҫуначӗсем ҫинче вӗҫсе кайрӗ. Челкаш: шарламарӗ. Унӑн мӑйӑхӗ усӑнса аннӑ, шыв сирпӗннипе сылтӑм аякӗ йӗпеннӗ, куҫӗ шалалла путса кӗнӗ, тӗксӗмленнӗ. Унӑн тискер кайӑкӑнни пек кӗлетки, хӑй тин кӑна шухӑшланӑ шухӑшӗсене пула, пӗтӗмпех ҫемҫелсе, нӳтӗркенсе кайнӑ.

Вӑл киммине хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те шывран кӑнтарса тӑракан темле хура япала патнелле шутарчӗ.

Тӳпе каллех пӗлӗтсемпе хупланчӗ, — вӗтӗ, ӑшӑ ҫумӑр хумсем ҫине савнӑҫлӑн шӑпӑртатса пӗрӗхме пуҫларӗ.

— Чарӑн! Хуллен! — команда пачӗ Челкаш. Кимӗ сӑмсипе барка аяккине пырса тӗкӗнчӗ.

— Те ҫывӑраҫҫӗ, шуйттансем? — мӑкӑртатрӗ Челкаш, бортран усӑнса тӑракан темле вӗренсенчен багорпа ҫаклатса. — Трап парӑр!.. Ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ тата, маларах пултарайман вӑл. Эй, эсир!.. Эй!..

— Селкаш-и ку? — ачашшӑн мӑрӑлтатни илтӗнчӗ ҫӳлтен.

— Ну, антарӑр трап! Калимера, Селкаш!

— Антар трап, хура шуйттан! — мӗкӗрчӗ Челкаш.

— О, ҫиленсе килнӗ паян… усал!

— Хӑпар, Гаврила, — хушрӗ Челкаш юлташне.

Самант хушшинчех вӗсем виҫӗ тӗттӗм кӗлетке тӑракан палуба ҫине хӑпарса кайрӗҫ, лешсем, сухаллӑскерсем, пӗр-пӗринпе селӗппӗн пӑшӑлтатса, тӗлӗнмелле чӗлхепе хавассӑн калаҫаҫҫӗ, борт урлӑ Челкаш кимми ҫине пӑхаҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш ҫынни, вӑрӑм хлӑмидӑпа чӗркеннӗскер, Челкаш патне пычӗ те, чӗнмесӗр, унӑн аллине чӑмӑртарӗ. Унтан вӑл Гаврила енне темле шанчӑксӑррӑн пӑхса илчӗ.

— Ирхинене укҫа хатӗрле, — кӗскен каларӗ ӑна Челкаш. — Халӗ эпӗ ҫывӑрма выртатӑп. Кайрӑмӑр, Гаврила. Ҫиес килет-и?

— Ҫывӑрасчӗ, — терӗ те Гаврила, тепӗр пилӗк минутранах хӑрлаттарма тытӑнчӗ. Челкаш, унпа юнашар ларса, такам аттине тӑхӑнса виҫрӗ, шухӑшлӑн ларса, аяккала суркаласа илчӗ, шӑл витӗр хурлӑхлӑ кӗвӗ шӑхӑрчӗ. Ун хыҫҫӑн вал, аллисене пуҫӗ айне хурса, мӑйӑхне сиктеркелесе, Гаврилӑпа юнашар тӑсӑлса выртрӗ.

Вылякан шыв ҫинче барка хуллен чӳхенсе ларать, таҫта хурлӑхлӑ сасӑпа хирӗнекен йывӑҫ чӗриклетет, палуба ҫинче ҫемҫен ҫумӑр шӑпӑртатать, хумсем барка аяккине ҫапӑнса шӑпӑлтатаҫҫӗ… Пурте хурлӑхлӑ, хӑйӗн ачин пулас телейне шанман амӑшӗ сӑпка юррине юрланӑ чухнехи пек хурлӑхлӑ…

Челкаш, шӑлне йӗрсе, пуҫне ҫӗклесе, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те каллех ӳпӗнчӗ… Вӑл, урисене сарса пӑрахса, пысӑк хачӑ евӗр пулса выртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех