Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII сыпӑк

Пай: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.10 17:03

Пуплевӗш: 213; Сӑмах: 2170

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вӑл, куҫӗсене чарса, ҫӑварне карса, ун хыҫӗнчен нумайччен тинкерсе тӑчӗ, тӗмесем ҫинелле нумайччен пӑхрӗ…

Палламан ҫынсем иртсе кайрӗҫ, кайӑк вӗҫсе иртрӗ. Хӗрарӑм, ҫул майӗн, ҫырла кирлӗ мар-и, тесе ыйтрӗ, — Обломов ҫаплипех хытса тӑчӗ.

Вӑл каллех майӗпен ҫав аллейӑпах утрӗ, майӗпенех ун ҫуррине ҫитрӗ те Ольга ӳкернӗ лантӑш ҫине тата вӑлах хуҫса илсе, кӳреннипе пӑрахнӑ сирень турачӗ ҫине пырса пӑхрӗ.

«Мӗншӗн вӑл апла?» — шухӑшласа, аса илме тытӑнчӗ Обломов…

— Ухмах, ухмах! — сасартӑк сасӑпах каларӗ вӑл, лантӑшпа сирень туратне илчӗ те аллея тӑрӑх чупнӑ пекех ыткӑнчӗ. — Каҫару ыйтрӑм, вӑл вара… ах, ниушлӗ?.. Мӗнле шухӑш!

Няни каларӗш, «ҫамки ҫинче уйӑх ҫуталнӑ пек йӑлкӑшса», телейлӗскер, вӑл киле таврӑнчӗ те, диван кӗтессине лартса, тусанлӑ сӗтел ҫине пысӑк саспаллисемпе хӑвӑрт ҫырса хучӗ.

— Ах, мӗнешкел тусан! — тӑна кӗрсе асӑрхарӗ вӑл. — Захар! Захар — нумайччен кӑшкӑрчӗ вӑл, мӗншӗн тесен Захар пралукалла тухакан хапха умӗнче кучерсемпе ларнӑ-мӗн.

— Кай эсӗ! — хаяррӑн пӑшӑлтатса каларӗ Анисья, Захара ҫаннинчен туртса. — Улпут тахҫанах чӗнет сана.

— Пӑх-ха, Захар, мӗн ку? — терӗ Илья Ильич, ҫемҫен те кӑмӑллӑн: халӗ вӑл хаярланма пултараймарӗ. — Эсӗ кунта та ҫавӑн пекех йӗркесӗрлӗх тӑвасшӑн-и: тусан, эрешмен карти? Ҫук, каҫар, ирӗк памӑп! Ахаль те Ольга Сергеевна мана канӑҫ памасть: «Эсир ҫӳп-ҫап юрататӑр», тет.

— Вӗсене лайӑх калама; вӗсен пилӗк тарҫӑ, — астутарчӗ Захар, алӑк патнелле ҫаврӑнса.

— Ӑҫта каятӑн? Тыт та шӑл: кунта ларма та май ҫук… Йӗрӗнчӗк вӗт ку, ку… обломовщина!

Захар тутине тӑсрӗ те улпут ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ. «Авӑ епле!» — шухӑшларӗ вӑл. Тата темӗнле мӗскӗн сӑмах шухӑшласа кӑлартӑн! Ҫапах пӗлекен сӑмах!»

— Ну, шӑлса тасат, тетӗп, мӗн пӑхса тӑратӑн? — терӗ Обломов.

— Мӗн шӑлмалла? Шӑлнӑ эпӗ паян! — кутӑнланчӗ Захар.

— Шӑлтӑн пулсан, ӑҫтан-ха ҫак тусан? Пӑх, авӑ, авӑ! Текех ан пултӑр! Халех шӑл!

— Шӑлтӑм эпӗ, — ҫине тӑрсах каларӗ Захар: — Вуншар хут шӑлмалла мар ӗнтӗ! Тусанӗ урамран кӗрет… кунта уй, дача: тусан нумай урамра.

— Эсӗ, Захар Трофимович, — пуҫларӗ Анисья, сасартӑк тепӗр пӳлӗмрен пӑхса: — кӑлӑхах малтан урайне, кайран сӗтелсене шӑлатӑн; тусанӗ каллех ларать… Эсӗ малтан…

— Эсӗ мӗн вӗрентме килтӗн тата? — хаяррӑн хӑрӑлтатрӗ Захар. — Кай хӑвӑн вырӑнна!..

— Ӑҫта пулнӑ вӑл малтан урайне, кайран сӗтелсене шӑлни?.. Улпут ҫавӑншӑн ҫиленет те…

— Ну-ну-ну! — кӑшкӑрчӗ Захар, Анисьйӑна кӑкӑртан чавсапа хӑмсарса.

Анисья кӑштах кулса илчӗ те кайса ҫухалчӗ. Обломов Захара тухса кайма аллипе сулчӗ. Вӑл пуҫне минтер ҫине хучӗ, аллине чӗри тӗлне тытрӗ те чӗри мӗнле тапнине итлеме пуҫларӗ.

«Ку сиенлӗ вӗт, — каларӗ вӑл хӑйне хӑй. — Мӗн тумалла? Тухтӑрпа калаҫса пӑхсан, вӑл Абиссининех ярать пулӗ ӗнтӗ!»

Захарпа Анисья мӑшӑрланиччен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӑватчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫне хутшӑнмастчӗҫ. Анисья пасара кайса килетчӗ те кухньӑра ӗҫлетчӗ; пӳлӗме тирпейленӗ ҫӗре ҫулталӑкра пӗрре кӑна, урай ҫунӑ чух, хутшӑнкалатчӗ.

Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн, улпут пӳлӗмӗсене вӑл ирӗклӗнрех ҫӳреме пуҫларӗ. Захара пулӑшкаласа, пӳлӗмсенче те тасарах тытма пуҫларӗ; пӗтӗмӗшпе илсен, упӑшкин хӑшпӗр ӗҫӗсене вӑл ирӗккӗнех хӑй ҫине илчӗ, хӑшпӗр ӗҫне Захар ирӗксӗрлесе хушнӑран ҫеҫ тукаларӗ.

— Ме акӑ, кавиртен тусан шаккаса кӑлар, — хӑрӑлтатса хушатчӗ Захар. Е тата: — Ҫав кӗтессе тултарнӑ япаласене пӗрерӗн-пӗрерӗн суйласчӗ те ытлашшине кухньӑна илсе тухса хурасчӗ сан, — тетчӗ.

Пӗр уйӑха яхӑн ҫапла ыр курса пурӑнчӗ вӑл: пӳлӗмсенче таса, улпут мӑкӑртатмасть, «мӗскӗн сӑмахсем» каламасть, Захар вара нимӗн те тумасть. Анчах ыр курасси иртсе кайрӗ — акӑ мӗн пирки.

Вӗсем, Анисьйӑпа иккӗшӗ, улпут пӳлӗмӗсене пӗрле тирпейлеме тытӑннӑранпа Захар нимле ӗҫ тытсан та майне пӗлмест. Унӑн кашни утӑмӗ — йӑлтах апла мар та капла мар. Аллӑ пилӗк ҫул ҫӗр ҫинче «эпӗ пур ӗҫе те лайӑх тӑватӑп, унтан ытла пулма та пултараймасть», — тесе хӑйӗнне хӑй ӗненсех пурӑнатчӗ вӑл.

Сасартӑк халӗ, икӗ эрне хушшинчех, Анисья хӑй унран ытларах пултарнине кӑтартрӗ; ҫитменнине тата Анисья ку ӗҫе ачасене е сӗм ухмахсене кӑна туса кӑтартнӑ пекех, питӗ кӑмӑллӑн, лӑпкӑн, кӳрентермелле тӑвать, юлашкинчен тата Захар ҫине пӑхса, йӗрӗннӗ пек пулать.

— Эсӗ, Захар Трофимыч, — йӑвашшӑн калать вӑл: — кӑлӑхах малтан мӑрйене хупатӑн, унтан форточкӑсене уҫатӑн: каллех пӳлӗме сивӗтсе яратӑн.

— Мӗнле-ха тата, сан шутупа? — ыйтать вӑл, упӑшка тӳрккеслӗхӗпе. — Хӑҫан уҫмалла-ха?

— Хӑҫан хутса яратӑн, ҫавӑн чухне: сывлӑш туртса илет те, кайран пӳлӗм каллех ӑшӑнать, — лӑпкӑн тавӑрать Анисья.

— Вӑт ухмах! — тет Захар. — Ҫирӗм ҫул эпӗ ҫакӑн пек тунӑ, саншӑн улӑштармастӑп…

Шкап ҫӳлӗкӗ ҫинче унӑн: чей, сахӑр, лимон, кӗмӗл кашӑксем, ҫавӑнтах тата вакса, щеткӑсем, супӑнь пӗрлеччӗ.

Пӗррехинче вӑл килет те сасартӑк ҫак япаласем тӗрлӗ вырӑнсенче выртнине курать: супӑнь — супӑнь хумалли ҫӗрте, щеткӑсемпе вакса — кухньӑри чӳрече умӗнче, чейпе сахӑр — комодӑн уйрӑм ещӗкӗнче.

— Эсӗ мӗн кунта йӑлтах хӑвӑн майлӑ туса тӑкнӑ — э? — хаяррӑн ыйтать Захар. — Эпӗ юри, алӑ айӗнче пултӑр тесе, йӑлтах пӗр кӗтесе хунӑччӗ, эсӗ пур — тӗрлӗ ҫӗре пӑрахса пӗтернӗ.

— Чейрен супӑнь шӑрши ӑн кӗтӗр, терем, — йӑвашшӑн тавӑрать Анисья.

Тепрехинче тата вӑл улпут тумтирне ик-виҫӗ хутчен кӗве ҫисе шӑтарнине кӑтартать те эрнере пӗрре силлесе тасатасах пулать, тесе асӑрхаттарать.

— Кӳр, хамах милӗкпе силлесе тасатам, — кӑмӑллӑн хушса хурать вӑл.

Захар ун аллинчен милӗкпе фрака туртса илет те малтанхи вырӑнах кайса хурать.

Пӗррехинче тата Захар, яланхи пекех, «улпут мана таракансемшӗн кӑлӑхах ятлать, эп шутласа кӑларнӑ-им вӗсене», тесе ӳпкелешет, вара Анисья, ним шарламасӑр, ҫӳлӗк ҫинчи хура ҫӑкӑр татӑкӗсемпе тахҫантанпах, выртакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарать, шкапсене, савӑт-сапана шӑлса,… ҫуса тасатать те — таракансем пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтеҫҫӗ.

Захар ҫапах мӗн пулса иртнине лайӑххӑн ӑнланса илеймест, кӑна вӑл Анисья тӑрӑшнӑшӑн кӑна пулчӗ тесе шутлать. Пӗррехинче тата, чашӑксемпе стакансем лартнӑ патнуса йӑтса пынӑ чух, вӑл икӗ стакан ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те, яланхи пекех, ятлаҫма пуҫларӗ, патнусӗ-мӗнӗпех урайне пӑрахасшӑн пулчӗ, вара Анисья патнуса Захар аллинчен илчӗ, ун ҫине урӑх стакансем, сахӑр хумалли, ҫӑкӑр ним хускалмалла мар вырнаҫтарса лартрӗ, вара патнуса хӑрах алӑпа йӑтса, тепӗр аллипе мӗнле ҫирӗп тытса пымаллине кӑтартрӗ те икӗ хутчен пӳлӗм тӑрӑх патнуса сылтӑм еннелле те, сулахай еннелле те сулкаласа утрӗ — пӗр кашӑк та вырӑнтан хускалмарӗ. Тинех Захар хӑйӗнчен Анисья ӑслӑраххине ӑнланса илчӗ!

Вӑл Анисья аллинчен патнуса туртса илчӗ те стакансене ӳкерсе пӗтерчӗ, ҫакӑнтанпа вара вӑл Анисьйӑна курайми пулчӗ, каҫарасшӑн пулмарӗ.

— Куратӑн-и, мӗнле тумалла! — хушса хучӗ каллех Анисья лӑпкӑн.

Захар ун ҫине тӑмсайла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ — Анисья кулкалать кӑна.

— Ах, эсӗ хӗрарӑм, ӑҫтиҫук салтак арӑмӗ, ӑслӑ пулас килет-им! Обломовкӑра пирӗн ҫурт ҫакӑн пек анчахчӗ-и? Пӗр ман ҫинче ҫеҫ йӑлт тытӑнса тӑратчӗ: лакейӗсем кӑна ачи-пӑчисемпе вунпиллӗкӗнччӗ! Сирӗн тӑванусене, хӗрарӑмсене, ячӗсене те пӗлсе ҫитейместӗмччӗ… Эсӗ пур кунта… Ах, эсӗ!

— Эпӗ ырӑ тӑвас тетӗп вӗт, — терӗ Анисья.

— Ну-ну-ну! — хӑрӑлтатрӗ Захар, чавсипе кӑкӑртан хӑмсарма хатӗрленсе. — Кай кунтан, улпут пӳлӗмӗсенчен, кухньӑна… хӗрарӑм ӗҫӗсене пӗлсен те ҫитӗ сана!

Анисья кӑштах кулса илчӗ те тухса кайрӗ. Захар ун хыҫӗнчен салхуллӑн, хӑяккӑн пӑхса юлчӗ.

Мӑнкӑмӑллӑхне пула вӑл асапланать, вара арӑмӗпе ҫапла кӑмӑлсӑр калаҫать. Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:

— Кай-ха эсӗ улпут патне: мӗн кирлӗ ӑна унта? Анисья кӗрет те улпутӑн тарӑхне яланах калаҫса ирттерсе ярать. Захар хӑй те, Обломов кӑшт «мӗскӗн сӑмахсем» калама тытӑнсанах, Анисьйӑна чӗнсе илме улпутран ирӗк ыйтать.

Ҫапла майпа, Анисья пулман пулсан, Обломов пӳлемӗсенче каллех йӑлтах юхӑнса каятчӗ пулӗ; Анисья ӗнтӗ халӗ хӑйне хӑй Обломов килӗнчи ҫын вырӑннех шутлать, хӑйӗн упӑшкин пурнӑҫӗпе, Илья Ильичпа, унӑн кил-ҫуртӗнчи йӗркесемпе шухӑшламасӑрах килӗшрӗ, — вара вӑл хӗрарӑмӑн ҫивӗч куҫӗпе, ӗҫчен аллипе ҫак юхӑнчӑк пӳлӗмсенче канма пӗлмесӗр тӑрӑшма пуҫларӗ.

Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.

Анисья ҫивӗч те чӗрӗ, хӗрӗх ҫичӗ ҫулалла ҫитнӗ, кулма юратакан хӗрарӑм; куҫӗсемпе вӑл пур еннелле те пӑхса ҫитерет; унӑн мӑйӗпе кӑкӑрӗ ҫирӗп, хытӑ ярса тытакан хӗрлӗ аллисем нихҫан та ывӑнма пӗлмеҫҫӗ.

Пичӗ унӑн ҫукпа пӗрех; сӑмси ҫеҫ, пысӑках мар пулин те, питӗнчен уйрӑлнӑ пек, е тӗрӗс мар лартса янӑ пек палӑрса тӑрать, кунсӑр пуҫне сӑмси вӗҫӗ каҫӑр, ҫавна пула унӑн пичӗ палӑрмасть; вӑл тӗссӗрленсе, питӗ типсе ларнӑ, ҫавӑнпа та питне асӑрхиччен малтан, сӑмсине асӑрхатӑн.

Тӗнчере Захар пек арҫынсем нумай. Тепӗр чух дипломат хӑйӗн арӑмӗ каланине тимлемесӗр итлет, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелет кӑна — вӑрттӑн вара арӑмӗ канашланӑ пек ҫырса хурать.

Тепӗр чухне администратор, арӑмӗ пысӑк ӗҫ ҫинчен пакӑлтатнине хирӗҫ шӑхӑркаласа, мӑнкӑмӑлланса итлет — ыран вара ҫав пакӑлтатса каланӑ сӑмахсенех министра каласа парать.

Ку господасем хӑйсен арӑмӗсемпе ҫавнашкалах салхуллӑн е ҫӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ; Захар хӑй арӑмне хӗрарӑм вырӑнне ҫеҫ хурать пулсан, кусем вара арӑмӗсене чечек вырӑнне ҫеҫ, ӗҫлӗ-чӑрмавлӑ пурнӑҫран йӑпанмалли япала вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ…

Кӑнтӑрлахи хӗвел паҫӑрах паркри ҫулсене хӗртсе ҫутатать. Пурте сулхӑнра, пир каркӑчсем айӗнче лараҫҫӗ; нянькӑсемпе ачасем кӑна, хӗвелтен хӑрамасӑр, курӑк ҫинче ушкӑнпа ҫӳреҫҫӗ е лараҫҫӗ.

Обломов ҫаплах, Ольгӑпа ирхине калаҫнӑ сӑмахсен шухӑшне ӗненсе те ӗненмесӗр, диван ҫинче выртать.

— Вӑл мана юратать, ун кӑмӑлӗ ман еннелле туртӑнать. Чӑнах-и ку? Вӑл ман ҫинчен шухӑшлать; вӑл маншӑн ҫав тери хӗрӳленсе юрларӗ, музыка пире пӗр-пӗрине килӗштерчӗ.

Вӑл мӑнаҫлӑн хӗпӗртесе ӳкрӗ, унӑн пурнӑҫӗ халичченхинчен илӗртӳллӗрех, илемлӗрех курӑнма пуҫларӗ. Акӑ вӑл, ӗмӗтӗнче, Ольгӑпа ют ҫӗршывра, Швейцарири кӳлӗсем ҫинче, Италире, Рим ишӗлчӗкӗсем хушшинче ҫӳрет, гондолӑра ярӑнать, унтан Париж, Лондон ҫыннисем хушшинче, унтан… унтан хӑйӗн ҫӗр ҫинчи райӗнче — Обломовкӑра.

Кӑмӑллӑ калаҫакан, илемлӗ шурӑ питлӗ, ҫемҫе ачаш мӑйлӑ Ольга — турӑ пекех…

Хресченсем нихҫан та ун пеккине курман; ҫак пирӗшти умӗнче вӗсем чӗркуҫҫи ҫине ӳкеҫҫӗ. Вӑл курӑк ҫийӗн ерипен утать, Обломовпа пӗрле хурӑнлӑх сулхӑнӗнче ҫӳрет, уншӑн юрлать…

Обломов вара пурнӑҫ мӗнле пылаклӑ иртсе пынине туять… кӑмӑл тулнипе, ӗмӗт ҫитнипе, телей курнипе шухӑша каять…

Сасартӑк ун сӑнӗ улшӑнчӗ.

— Ҫук, ку пулма пултараймасть! — сасӑпа каларӗ вӑл, диван ҫинчен тӑрса пӳлӗм тӑрӑх уткаларӗ. — Мана, кулӑшласкерне, ҫывӑрса тӑртаннӑскерне, юратма… Вӑл кулать ҫеҫ манран…

Обломов тӗкӗр умне пырса тӑчӗ те чылайччен хӑйне сӑнарӗ, малтан кӑмӑлсӑрланчӗ, унтан ун куҫӗсем майӗпен ҫуталчӗҫ; вӑл кулса та илчӗ.

— Эпӗ хуларинчен тасарах, лайӑхрах пек, — терӗ вӑл, — куҫӑмсем манӑн тӗксӗм мар… Акӑ урпа тухма пикеннӗччӗ те — пӗтрӗ… Кунти сывлӑшран пулас; нумай ҫӳретӗп, эрех ӗҫменпе пӗрех, выртмастӑп… Египета кайма та кирлӗ мар.

Ольга инкӗшӗн, Марья Михайловнӑн, тарҫи апата чӗнме килчӗ.

— Пыратӑп! Пыратӑп! — терӗ Обломов. Тарҫӑ кайма тӑчӗ.

— Тӑхта! Акӑ сана.

Обломов ӑна укҫа пачӗ.

Ӑна хаваслӑ, ҫӑмӑл. Ҫутҫанталӑк та янкӑр уҫӑ. Ҫынсем пурте кӑмӑллӑ, пурте киленеҫҫӗ; пурин те сӑнӗнче телей курӑнать. Захар ҫеҫ салхуллӑ, улпут ҫине пӗрмай хӑяккӑн пӑхать; Анисья вара питӗ кӑмӑллӑ кулкалать.

«Йытӑ туянас, — терӗ Обломов, — е кушак аҫи… кушак аҫи лайӑхрах: вӑл ачаш, мӑрлатать».

Вӑл Ольга патне чупрӗ.

«Ҫапах та… Ольга мана юратать! — шухӑшларӗ вал ҫул ҫинче. — Ҫав ҫамрӑк, таса хӗр! Ун ӗмӗтӗнче халӗ чи илӗртӳллӗ пурнӑҫ уҫӑлнӑ ӗнтӗ: тӗлӗкре ӑна хура та кӑтра, яштака ҫӳлӗ каччӑсем курӑнмалла, вӗсен сӑнӗнче шухӑш, вӑрттӑн вӑй, хӑюлӑх палӑрать, вӗсем мӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ, куҫӗсенче чӗрене тивекен хӗлхем ялкӑшать, ҫемҫе уҫӑ сасси те хӗлӗх пек янӑрать. Тепӗр тесен, каччӑсем ҫеҫ мар, сӑнри хӑюлӑхшӑн мар, ҫивӗч ташланӑшӑн мар, юланутпа сиктерсе ҫӳренӗшӗн мар юратаҫҫӗ…

Ольга япӑх хӗр мар, ун чӗрине уссисемпе кӑтӑклаймӑн, хӑлхине хӗҫ сассипе килентереймӗн, тейӗпӗр; анчах вара урӑххи кирлӗ… Сӑмахран, пысӑк ӑс кирлӗ — хӗрарӑм ҫав ӑса хисеплесе пуҫ тайтӑр, ҫынсем те пуҫ тайччӑр… Е чапа тухнӑ артист пулас пулать… Эпӗ вара кам? Обломов — урӑх ним те мар. Акӑ Штольц — пачах урӑх ҫын: Штольц — ӑслӑ, вӑйлӑ, хӑйне хӑй те, ыттисене те, шӑпине те тыткалама пӗлет. Ӑҫта ан пытӑр, кампа ан паллаштӑр — пӑхатӑн, вӑл ҫав ҫынна ҫавӑрса та илнӗ… — Эпӗ вара? Захара та, хама та тыткалаймастӑп… эпӗ — Обломов! Штольц! Турӑҫӑм!.. Ольга ӑна юратать-ҫке, — хӑраса шухӑшларӗ вӑл, — хӑех каларӗ, юлташла юрататӑп, терӗ; анчах ку суя, тен, шухӑшламасӑрах суйни пуль… Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче туслӑх пулмасть…»

Иккӗленнӗҫемӗн вӑл хулленрех, хулленрех, хулленрех утрӗ.

«Е вӑл манпа вылять ҫеҫ пулсан?.. Е вӑл!..»

Вӑл тӑпах чарӑнчӗ те минутлӑха хытса тӑчӗ.

«Е кунта ултав, кавар пулсан… Мӗншӗн эпӗ вӑл мана юратать, тетӗп-ха? Вӑл мана пӗлтермерӗ: хӑйне хӑй юратма ӑна шуйттан пӑшӑлтатса хушрӗ пуль! Андрей! Нивушлӗ?.. пулма пултараймасть: Ольга ҫапласкер вӑл, ҫапласкер… Авӑ вӑл мӗнлескер!» — сасартӑк хаваслӑн каларӗ вӑл, хирӗҫ килекен Ольгӑна асӑрхаса.

Ольга, йӑлкӑшса кулса, ӑна алӑ пачӗ.

«Ҫук, вӑл унашкал мар, ултавҫӑ мар, — шухӑшларӗ вӑл, — ултавҫӑсем ун пек ӑшшӑн пӑхмаҫҫӗ; вӗсем ун пек чӗререн кулмаҫҫӗ… вӗсем ҫинҫе сасӑпа йӗрмешеҫҫӗ кӑна… Ҫапах та вӑл: юрататӑп, тесе каларӗ-ҫке! — каллех сасартӑк хӑраса шухӑшларӗ Обломов: кӑна вӑл ҫапла ӑнланчӗ… — Мӗншӗн кӳренетӗп-ха вара?.. Турӑҫӑм! Мӗнле авӑра лекрӗм эпӗ!»

— Мӗн ку сирӗн? — ыйтрӗ Ольга.

— Турат.

— Мӗнле турат?

— Куратӑр: сирень турачӗ.

— Ӑҫтан тупрӑр? Кунта сирень ҫук. Ӑҫтан килтӗр эсир?

— Кӑна эсир паҫӑр хуҫса пӑрахса хӑвартӑр.

— Мӗншӗн илтӗр-ха ӑна эсир?

— Килӗшрӗ мана, эсир ӑна… кӳренсе пӑрахрӑр.

— Эпӗ кӳренни килӗшет-и — ку ҫӗнӗ хыпар. Мӗншӗн?

— Каламастӑп.

— Калӑр, тархасшӑн, ыйтатӑп…

— Нимпе те, нихҫан та, нимле ырлӑхшӑн та!

— Йӑлӑнатӑп сире!

Обломов хирӗҫлесе пуҫне пӑркаларӗ.

— Эпӗ юрласа кӑтартсан?

— Вара, тен…

— Апла музыка ҫеҫ сире хумхантарать-и? — терӗ Ольга, куҫхаршисене пӗрсе. — Чӑнах-и вара ку?

— Ҫапла, эсир юрланӑ музыка…

— Апла эпӗ юрлатӑп… Casta diva, Casta diva… — янӑратса ячӗ те Ольга Норма юррине, шӑпланчӗ.

— Ну, халӗ ӗнтӗ калӑр! — терӗ вӑл. Обломов темиҫе минут хӑйпе хӑй кӗрешрӗ.

— Ҫук, ҫук! — тата хӑюллӑрах шут тытрӗ вӑл. — Нимпе те, нихҫан та! Ку чӑн мар пулсан, ку мана ҫапла туйӑнчӗ ҫеҫ пулсан?.. Нихҫан та, нихҫан та!

— Мӗн ку? Мӗнле те пулин хӑрушӑ япала, — терӗ Ольга, ҫак ыйту пирки шухӑшланӑ май, Обломов ҫине тинкерсе пӑхса.

Унтан, ерипен, вӑл тавҫӑрса илни палӑрчӗ; унӑн сӑнӗнче тавҫӑрса илни сисӗнчӗ, сӑнӗ ҫуталса кайрӗ… Хӗвел тухнӑ чухне ҫапла малтан пӗр тӗмене, кайран теприне, унтан ҫурт тӑррине, вара пӗтӗм тавралӑха ҫутатса ярать. Ольга Обломов шухӑшне пӗлчӗ ӗнтӗ.

— Ҫук, ҫук, ман чӗлхем ҫаврӑнаяс ҫук… — хайӗннех каларӗ Обломов, — ан та ыйтӑр…

— Эпӗ ыйтмастӑп сирӗнтен, — терӗ Ольга пӑлханмасӑр.

— Мӗнле-ха? Халь эсир…

— Киле каяр, — кулмасӑр, ӑна итлемесӗр, каларӗ Ольга, — инке кӗтет.

Вӑл, Обломова инкӗшӗпе пӗрле хӑварса, малалла иртрӗ те тӳрех хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех