Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 20 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.17 10:14

Пуплевӗш: 212; Сӑмах: 1558

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Упаленсе те пулин — киле!

Эпӗ станцине пӗчченех тӑрса юлтӑм. Сывпуллашнӑ чух тусӑм алла ыраттарса чӑмӑртани ирте пуҫларӗ.

Халӗ ӗнтӗ епле те пулин Мускава ҫитмелле.

Нумайччен эп станци тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳрерӗм, Мускава ларса кайма майсем шырарӑм. Пӗр вагон патне пыратӑп, теприн патне ҫитетӗп. Ҫук, кунта, Мускав таврашӗнче, ҫынсем ытла та хытӑ чӗреллӗ — яхӑнне те ямаҫҫӗ. Икӗ ҫерте эпӗ — «мешочница» ятне илтме тивӗҫлӗ пултӑм. Санитарнӑй поезд ҫине ларма пикентӗм — юрамасть, манпа пӗрле чир кӗресрен хӑраҫҫӗ. Ҫар эшелонӗсем патне — ҫывӑха та ан пыр, унта автоматчиксем, винтовка тытнӑ тӑлӑплӑ часовойсем юнасах тӑраҫҫӗ.

Эпӗ йӑлтах хуйӑха ӳкрӗм, нимӗн тума та пӗлместӗп.

Часах каҫ пулать. Сивӗ. Ҫанталӑк ҫумӑра кайрӗ. Тум-тирӗм — йӗпе, хам ӗшенсе ҫитнӗ. Анчах нумай иртрӗ-и, сахал-и, инҫетрен килекен пассажирски поезд хашлатса ҫитрӗ. Вӑл — ҫапса хӗстернӗ пек. Хунарсем йӑтнӑ патруль состав тавра ҫаврӑнать, карлӑксенчен ҫакӑнса, пусмасем ҫине тӑркаласа пыракан билетсӗр пассажирсене хӑвала-хӑвала антарать. Этем тӳсме ҫук — шав, ҫуйхашу. Поезд нумай тӑмарӗ, кӑшкӑртса, хускалса кайре, эпӗ тӗттӗмпе усӑ курса, никам сисмен чухне юлашки вагон площадкинчен вӑрт кӑна ҫакӑнтӑм, вагон проводници, чылай ҫулсенчи хӗрарӑм, мана антарса ярасшӑнччӗ, анчах питӗме хунарпа ҫутатса пӑхсан, темӗншен ҫемҫелчӗ тата. Ахӑрнех сӑн-сӑпатӑм ытла та телейсӗр курӑнчӗ пулас.

— Ну, ӑҫта эс, ӑҫта кӑна каятӑр эсир? Ҫӳретӗр ҫав ҫапкаланса… — ятлаҫма пуҫларӗ вӑл.

— Проводница юлташ, гражданочка, савнӑ аппам, — тархаслатӑп ӑна, — ҫар эшелонӗнчен тӑрса юлтӑм! Ман Мускава каймалла. Ман унта аттепе анне. Тархасшӑн илсе кайӑр…

— Мӗскер пулса тӑчӗ-ха капла! — вӑрҫать вӑл. — Сире эвакуацилеҫҫӗ, тӑрӑшса илсе каяҫҫӗ, эсир пур — каялла вӑрт та вӑрт! вӑрт та вӑрт! Пӗчӗкҫӗ мар-ҫке ӗнтӗ… Пӗлетпӗр эпир, ҫар эшелонӗнчен, тетӗн. Мускава пропусксӑр ямаҫҫӗ — вокзалтах ярса илӗҫ, унтан — каялла.

— Мӗн тӑвас апла ман?

— Ну эп кунта сана канаш параймӑп ӗнтӗ. Ӗҫӗ ҫавӑн пек. Каймалла пулнӑ — ӑҫта илсе каяҫҫӗ… Ҫук, вӗсен епле те пулсан Мускава таврӑнмалла. Вӗсемсӗр кунта ӗҫ сахал пек!

— Аппа, эсир ан хӑвалӑр ҫеҫ… ҫитем кӑна, вара унта — епле май апла…

— Кам хӑвалать сана? Ытах та лартӑн пулсан, пыр ӗнтӗ. Анчах пурпӗрех сана вокзалтан мала ярас ҫук… Ох, мӗн чухлӗ ача-пӑча ку вӑрҫӑ пирки тертленет, калама хӑрушӑ!

Мускава поезд ҫӗрле ҫитрӗ. Сӗм-тӗттӗм. Анатпӑр. Ку Хусан вокзалӗ иккен. Шӑп виҫӗ эрне каярах кунтан эпир хамӑр ачасемпе тухса кайнӑччӗ. Халӑх — лӑпӑ пек. Мана унтан-кунтан тӗрткелеҫҫӗ, чыша-чыша яраҫҫӗ. Пӗри ак тӗттӗмре пуҫран ҫыхӑпа лектерчӗ, тепри чемоданӗпе ураран сӑптӑрса илчӗ. Унтан халӑх мана таҫталла илсе кайрӗ. Сасартӑк куҫа ҫутӑ пырса тиврӗ, шартарса ячӗ, чӗлӗм шӑршиллӗ ӑшӑ сывлӑш питрен ҫупӑрларӗ. Мана малтан чӳрече янахӗ ҫумне хирсе хӗстерчӗҫ, икӗ хутчен хам тавра тӗрткелешсе илчӗҫ, унтан темӗнле чул муклашки ҫине ҫапӑнтарчӗҫ; вара пӑртакҫӑ ирӗкленнӗ пек туйӑнчӗ. Куҫа уҫса пӑхрӑм. Эпӗ хӗвӗшсе тӑран халӑх хушшинче авалхи замӑкри пек сивӗ сӑнлӑ, начар ҫутатнӑ пысӑк пӳлӗмре тӑратӑп. Ҫӳлте-ҫӳлте, пирӗн пуҫ тӗлӗнче, — массивлӑ стенасем ҫине таяннӑ авӑнчӑк свод. Зал маччана ҫити тикӗссӗн кӗрлесе, татти-сыпписӗр сӗрлесе тӑрать.

Халӑх майӗпен зал варринелле куҫать. Эпӗ те ҫынсемпе пӗрле унталла шӑвӑнтӑм, вара хам умра йывӑр тенкелсенчен айлӑ-ҫийлӗ лартса тунӑ барьер куртӑм. Зала икӗ пая уйӑрнӑ. Барьерӑн вӑта ҫӗрӗнче пӗчӗк хушӑк хӑварнӑ, унта ҫар ҫыннисем тӑраҫҫӗ. Йӗри-тавра пин-пин сасӑ илтӗнет пулсан,. кунта, зал варринче халӑх пӳлӗннӗ ҫӗрте, уйрӑмах шӑп, темӗнле хӑйне евӗр хӳтлӗх пулса тӑнӑ.

Ҫак вырӑнта пропусксем тӗрӗслеҫҫӗ. Пропуск пулмасан, вокзалтан Мускава кӑлармаҫҫӗ.

— Лӑпкӑнрах, граждансем, йӗркеллӗ пулӑр, — майӗпен калаҫать командир. — Документсене хатӗрлӗр. Пропусксене кӑтартӑр.

Телейлисем паспорчӗсене тытса, сарлака пропускӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ, мана хӗрринелле пӑрса хӑвараҫҫӗ.

Манӑн мӗн пурӗ те алӑра шкул ӗнентерӗвӗ ҫеҫ.

Эпӗ хам ҫывӑхрах пӗр ҫӳлӗ ҫынна — вӑтам ҫулхи моряка куртӑм. Сӑнтан пӑхсан — ырӑ, симпатиллӗ. Вӑл васкамасӑр халӑхпа барьер патнелле шӑвать.

Манӑн пӗр шухӑш мӗлтлетсе илчӗ.

— Моряк юлташ, — терӗм эп, хӑюллансах, — питӗ те ыйтатӑп сиртен, калӑр-ха, тархасшӑн: эп унпа тейӗр. Ҫук, апла мар, эпӗ сирӗнпе, тейӗр…

— Мӗнпур кӑмӑлтан, савнӑ гражданочка, ҫамрӑк пике, анчах ман пропуск хам валли анчах. Ӗҫ тухас ҫук…

— Эсир сӑнаса кӑна пӑхӑр. Вӗсем сире ӗненеҫҫӗ. Сирӗн сӑн-сӑпат ҫав тери авторитетлӑ.

Вӑл, ман ҫине ҫӳлтен пӑхкаласа, кулса ячӗ.

— Мӗнле-ха капла, законсӑртарах ҫӳретпӗр, курӑнать? — ыйтрӗ вӑл манран.

Эпӗ асӑрханарах тӑтӑм, пӑртак чакарах илтӗм: тем курса тӑрӑн, халех ярса тытӗ те, часах кирлӗ ҫӗрелле ӑсатӗ.

— Пӗрре те ун пек мар, — ответлерӗм эп. — Эпӗ кунта аташса юлнӑ. Аттепе анне паҫӑрах иртнӗ. Эпӗ кунта, ӑнланатӑр-и, тӗттӗмре…

— Эх, пулать те ашшӗ-амӑшӗ! — терӗ моряк. — Тӑван хӗрне тӗнче ҫине пӑрахса хӑварнӑ… Тен, хӗрӗ хӑй вӗсене пӑрахса кайнӑ пуль? Ну, ҫитӗ сире пустуй калаҫма! Тартӑр пулӗ-ха?

Эпӗ нимӗн те чӗнмерӗм. Чӑнах та, мӗн суймалли пур-ха ман ӑна? Сӑн-пичӗ ун ытла та ырӑ. Эпӗ хуллен ӑна:
— Ну, епле те пулсан, ирттерӗрсем, — терӗм.
— Эпӗ ҫар эшелонӗпе килтӗм, анмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен, ӑна станцине тӑратрӗҫ. Акӑ ман шкул ӗнентерӗвӗ.

— Юрӗ, мӗн пулӗ унта, — ырӑ кӑмӑлпа килӗшрӗ вӑл, манӑн ӗнентерӗве каялла тавӑрса.

Пиртен маларах виҫӗ ҫынтан та ытла юлмарӗ, эпӗ ни вилӗ, ни чӗрӗ тенӗ пек шӑватӑп. Ҫак вӑхӑтра пропусксем тӗрӗслекен командир пӗр вунтӑватӑ ҫулсенчи арҫын ачапа пӗрле пиртен маларах пыракан гражданина тытса чарчӗ.

— Каҫарӑр, ку пропуск сирӗн валли ҫеҫ, — терӗ командир. — Ачӑр валли ӑҫта? Ҫук, вӑл ҫителӗклӗ таранах пысӑк ӗнтӗ. Айӑккине кайса тӑма ыйтатӑп. Ҫук, яма пултараймӑстӑп. Гражданин, эпӗ сире татӑклӑн каларӑм: вӑхӑтлӑха айӑккинелле кайса тӑрӑр.

Ӗҫ начар. Эп хама хӳтӗлекен ҫын ҫине пӑхса илтӗм. Вӑл — ман ҫине. Унтан вӑл аллисене сарса, лаштӑрах ячӗ. Вара эп барьер патӗнчен пӑрӑнтӑм.

Пӗр вӑхӑта эп зал тӑрӑх халӑх хушшинче тӗрткелешсе ҫӳрерӗм. Кӑмӑлӑм — кӑшкӑрса макӑрса ямалла. Чӑнах та, ытла та хурлӑх-ҫке: Мускава ҫитнӗ, хула хушшине кӗнӗ, ҫапах та таҫта, хула тулашӗнче пекех! Ӑсу кӑна кайӗ: ҫумрах, ҫак стена леш енче, — Мускав, Комсомол площачӗ, пӗлекен урамсем. Пин-пин километр килнӗскер, юлашки метрсем юлсан, такӑнтӑм, пӳлӗнсе лартӑм.

Ман ҫывӑхра — пӗр темӗнле арҫын ача. Вӑл пропуск тӗрӗслекен алӑк патӗнче мӗн пулса иртнине аякран тӗпчевлӗн сӑнать. Ку йӗкӗт, ахӑрнех ӑна-куна куркаланӑскер пулмалла. Мускав ачи. Тӳррипех каласан, Мускав ачисем тухма пултарайман, е кӗме ӑс ҫитереймен вырӑн тӗнчере ҫук та, темелле.

Эпӗ унтан пырса ыйтрӑм:

— Итле-ха, йӗкӗт, кунта урӑх ҫул ҫук-и?

— Мӗн, эс пропусксӑр-им? — арҫын ача мана тимлӗн куҫласа илчӗ. — Ну, атя эппин ман хыҫран. Анчах ҫывӑха ан пыр, ан палӑрт, аякран ут, унсӑрӑн тытса кайма пултараҫҫӗ. Тенкелсен айӗнчен тухаятӑн-и?

— Тенкелсем айӗнчен?

— Аха. Тухаятӑн эс, хулӑн мар. Атту кунта пӗр инке хытланса пӑхрӗ те, хӗсӗнсе ларчӗ. Эп ӑна каялла туртса илтӗм. Вӑрҫрӗ-ха тата мӑнтӑр ҫӳпҫе.

Вӑл ман ҫине тепӗр си сӑнаса пӑхса илчӗ, ҫитменнине — ман тавра утса ҫаврӑнчӗ.

— Ҫук, пӗр сӑмахсӑрах, тухатӑн, — терӗ вӑл, ҫаврӑнса тӑрса, — манпала ун хушшинче нимӗнле ҫыхӑну та пулман пек, хӑйӗнпе хӑй кӑна калаҫнӑ пек. — Ав, пӑх, — ман ҫине мар! — лерелле пӑх… стена ҫумӗнчен иккӗмӗш тенкел, пӗр хӑми хӑйпӑнса тӑрать. Пыр ҫавӑнта, кӗр. Эпӗ кунтан хупӑрласа тӑрӑп.

Шӑтӑк-ҫурӑкран кӗме ҫапах та хӑрушӑ пек. Намӑс та… Пӗчӗк ача мар-ҫке, ҫитӗннӗ хӗр.

— Эс ху мӗншӗн кӗместӗн? Е сан пропуск пур-и? — ыйтрӑм эп ачаран.

— Эпӗ виҫӗмкунах ҫӳре пуҫланӑ унтан… Паян ак йӑмӑка кӗтсе илме килтӗм. Анчах курӑнмасть. Ну, ҫапах кӑшт кӗтес пулать; унтан — каялла, ҫав шӑтӑкранах. Эпӗ ӗнтӗ виҫӗ каҫ ҫапла ҫӳретӗп, шав кӗтетӗп.

Вара эп, мӗн пулсан пулать, тек-тек шутласа тӑмарӑм. Малтан ӳпне выртмалла пулчӗ. Тенкелӗсем питӗ те лутра. Леш, манран маларах кунта хӗсӗнсе ларнӑ хулӑм инкекне эпӗ лайӑх тавҫӑрса илтӗм. Алӑри япаласем чӑрмантараҫҫӗ. Кафельнӑй урай сивӗ тата темӗнле йӗпен те туйӑнать. Карболка шӑрши кӗрет. Пӗрремӗш тенкел хыҫӗнчен иккӗмӗшӗ те пулчӗ, унтан — виҫҫӗмӗш. Кунта темиҫе рет куҫарса пӗрлештернӗ иккен. Сахалтан пӗр вунӑ минута ҫак баррикада айӗнче, тенкел урисем хушшипе авкалана-авкалана, хырӑмпа шуса пытӑм. Эхер мана ҫакӑнта хамӑн пионерсем курнӑ пулсан!..

Акӑ ман умра ҫуталса кайрӗ, пит-куҫӑм патӗнчех атӑ, кӑҫатӑ, калуш тӑхӑннӑ урасем иртеҫҫӗ. Такам, ҫӳлӗ кунчаллӑ калуш ҫине кӑҫатӑ тӑхӑннӑскер, ман сӑмса патӗнчех чарӑнчӗ те, ниҫталла пӑрӑнмасӑр тӑрать. Тӑрать те тӑрать. Эпӗ пӗр минута кӗтрӗм, иккӗ кӗтрӗм. Аяккалла шӑвӑнма май ҫук — тенкел ури кансӗрлет. Акӑ тата инкек! Нумайччен тӑрӗ-ши ку? Мӗн тӑвас? Тен калушӗнчен шаккаса пӑхас, пӑрӑнма ыйтас? Вӑл-ку пулас пек туйӑнмасть: ҫӳлӗ кунчаллӑ калушсем мирлӗ сӑнлӑ, штатски, ҫар ҫынни ун пеккине тӑхӑнмасть, Анчах ку чухне пӗлсех пӗтереймӗн: такам-ха унта, вӗсен ҫийӗнче?.. Иҫмасса, пуҫа ҫӗклесе пӑхма та май ҫук. Ҫак самантра эпӗ пальто кесйинче Амед панӑ панулми пуррине астурӑм. Питӗ те шел унпа уйрӑлма, анчах нимӗн те тӑваймӑн! Эпӗ ӑна аран-аран илкелерӗм — ҫакна тума та, вырӑнӑма пула, питӗ те кансӗр пулчӗ, унтан, тенкел айӗнчен аллӑма тӑсса, сылтӑм калуш ҫинелле тӗллесе, вӑльт кӑна пӑрахрӑм. Панулми хуллен кусса кайрӗ, кӗҫех ҫӳлтен ҫаптарса ҫӗлетнӗ ҫанӑллӑ хулӑн алӑ усӑнчӗ, ман улмана ярса илчӗ, калушсем куҫкалама пуҫларӗҫ, ман хӑлхана хулӑн илтӗнекен хӗрарӑм сасси кӗчӗ: «Эккей, пӑхӑр-ха, пӗри панулми ӳкернӗ». Халь ӗнтӗ хӑрамалли нимӗн те ҫук, эпӗ тенкел айӗнчен йӑраланса туха пуҫларӑм, пӗр церемонисӗр хайхи калушсене, ҫул паччӑр тесе, хуллен ҫупкаласа илтӗм. Пӗр калушӗ калтах ҫӗкленчӗ. Унтан тепри те куҫран ҫухалчӗ. Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп: мӗн амакӗ ку — панулмилле хӗрарӑм сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗ ши?

Шӑп ҫак самантра эпӗ хам ҫийӗмрех пӗркеленсе пӗтнӗ ватӑ пите куртӑм, вӑл тенкел айнелле ӳпӗнсе пӑхать Пуҫхӗрлӗ тӑракан пите аялтан пӑхма питӗ кулӑшла иккен: тек тухнӑ сӑмса ҫунатти, лӑпӑс-лӑпӑс сухал, ҫакӑнса тӑракан мӑйӑх вӗҫӗсем.

— Кам унта? — ыйтрӗ старик.

— Эпӗ ха ку.

— Ай-ай, ӑҫта вырнаҫнӑ! Ну тух, тӑрантӑн пуль ҫывӑрса. Старик вӑрӑм кунчаллӑ калуш тӑхӑннӑ урисене хуҫлатса тенкел ҫинче выртать. Эпӗ йӑраланса тухрӑм. Чавсасем, чӗркуҫҫисем сураҫҫӗ, хама темскер ҫыпҫӑннӑ — больница шӑрши ҫапать. Эпӗ пур пек япаласене тенкел айӗнчен сӗтӗрсе кӑлартӑм та хам тавра пӑхма пуҫларӑм. Ман патӑмран икӗ утӑмра — ҫаптарса ҫӗлетнӗ тумтир тӑхӑннӑ пысӑк хӗрарӑм, вӑл шатӑрт-шатӑрт тутарса. ман улмана ҫиет.

Ну, халь пулчӗ ӗнтӗ. Эпӗ тул алӑкӗ патнелле паттӑррӑн уттартӑм.

Алӑк урлӑ — Мускав.

Анчах, алӑк патне ҫитнӗ-ҫитмен, ман ҫула сасартӑк пӗр красноармеец, ҫанни ҫине хӑю тыттарнӑскер, пӳлчӗ. Хӗрлӗ хӑю ҫинче икӗ саспалли: «К. П.»

— Ӑҫта каятӑр? Стоп!

Ман каллех чӗре татӑлса анчӗ.

— Пропуск?

Пӗтрӗм..

— Юлташ, манӑн…

— Мӗн санӑн? Каҫхи пропуск ҫук пулсан, комендант сехетне кӗтес пулать.

— Хӑҫан пулать вӑл?

— Пилӗк сехетрен. Унччен хулара ҫӳреме ҫук. Осадное положение, — терӗ патруль.

Эпӗ тин кӑна ыттисем те кӗтсе тӑнине асӑрхарӑм. Никам та тухса ҫӳремест. Пурте комендант сехетне кӗтеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех