Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 28-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.10 00:05

Пуплевӗш: 233; Сӑмах: 2587

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Мартӑн 20-мӗшӗнче, ирхине, почтальон шыв-шур пирки кая юлса ҫитнӗ хаҫатсене Гремячий Лог хуторне кӳрсе пачӗ, ҫав хаҫатсенче ӗнтӗ Сталин юлташӑн «Ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнни» ятлӑ статьи пичетленсе тухнӑ. «Молот» хаҫатӑн виҫӗ экземплярӗ кун каҫиччен мӗнпур килсене ҫитсе ҫаврӑнчӗ, каҫ пулнӑ ҫӗре вара вӗсенчен ҫупа вараланса пӗтнӗ, нӳрелсе, сӳсленсе кайнӑ татӑк-кӗсӗксем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Гремячий Лог хуторӗ пуҫланнӑранпа нихҫан та хаҫат тени хӑй тавра ҫав кун пуҫтарнӑ чухлӗ итлекен халӑх пуҫтарни пулман. Хаҫатсене вӑл кун пӳртсенче, тӑкӑрлӑксенче, картиш хыҫӗсенче, кӗлетсем умӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑна-пухӑна ларсах вуларӗҫ… Пӗри сасӑпа вулать, ыттисем пӗр сӑмахне те пулин илтеймесӗр юласран хӑраса, тем пекех шӑппӑн ларма тӑрӑшса итлеҫҫӗ. Статья пирки пур ҫӗрте те вӑйлӑ тавлашусем сике-сике тухаҫҫӗ. Кашни хӑй майлӑ калаҫать, нумайӑшӗ епле ӑнланас килнӗ ҫапла ӑнланаҫҫӗ. Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать.

— Ну, халӗ ӗнтӗ колхозсем ҫӗршӗннӗ кӗпе-тумтир ҫӗвӗрен кайнӑ пекех саланса каяҫҫӗ! — хӑй епле шухӑшланине никамран малтан каласа пачӗ савӑнса ӳкнӗ Банник.

— Тислӗкӗ юхса кайӗ ҫав, анчах йывӑртараххи — тӑрӑлса юлатех, — хирӗҫлерӗ ӑна Демка Ушаков.

— Асту, тӳнтерле, тепӗр майлӑ пулса ан тӑтӑрччӗ, — усаллӑн йӗкӗлтесе илчӗ те Банник, ытти ҫӗре ҫитсе шанчӑклӑрах ҫынсене: «Яра пар, кая юличчен колхозран тухма васка!» — тесе пӑшӑлтатса ҫӳреме чупрӗ.

— Чармакланса тӑчӗ иккен вӑтам хресчен! Пӗр урипеле колхозра тӑрать, тепӗр урине ҫӗкленӗ те, суллакалать, халех колхозран тухса каялла, хӑйӗн хуҫалӑхнелле ярса пусма хӑтланать, — терӗ Павло Любишкин Менока, хӗрсе кайсах калаҫса тӑракан колхозниксем — вӑтам хресченсем ҫинелле кӑтартса.

Нумай япалана ӑнланса илеймен хӗрарӑмсем, хӑйсен йӑлипе, мӗн пулас-килесси пирки яланхи пекех чухласа та тӗшмӗртсе калаҫма тытӑнчӗҫ. Вара хутор тӑрӑх тем тӗрлӗ сӑмах-юмах та ҫӳре пуҫларӗ:

— Колхозсене салатса яраҫҫӗ!

— Ӗнесене каялла тавӑрса пама Мускавран приказ пур тет.

— Кулаксене каялла илсе килсе колхоза кӗртеҫҫӗ тет.

— Сасӑ прависӗр хӑварнисене каллех сасӑ прави параҫҫӗ тет.

— Тубянскире чиркӳ уҫаҫҫӗ тет, унта пухса хунӑ вӑрлӑхлӑх тырра колхозниксене ҫиме салатса параҫҫӗ тет.

Пысӑк событисем ҫывхарса килчӗҫ. Ҫакна пурте туйса тӑраҫҫӗ. Каҫхине, партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, Давыдов, хумханса, ҫапла каларӗ:

— Сталин юлташ статьине питех те кирлӗ вӑхӑтра ҫырса кӑларнӑ! Макара вӑл, сӑмахран, акӑ, куҫӗнченех пырса тӗкет! Ҫитӗнӳсене пула Макарӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑччӗ, унпа пӗрлех пирӗн хамӑр пуҫсем те кӑштах ҫаврӑннӑ… Кӳрӗр, сӗнӳсем парӑр, юлташсем, тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетмелле пирӗн! Ну, чӑх-чӗпсене салатса патӑмӑр-ха эпир, ӑна вӑхӑтрах тавҫӑрса илтӗмӗр, анчах акӑ сурӑхсемпе тата ӗнесемпе мӗн тӑвӑпӑр-ши? Сиртен ыйтатӑп-ҫке эпӗ, ҫавсемпе мӗн тӑвӑпӑр-ши? Ытах та ку ӗҫе политика енчен шухӑшласа тумасан, кунта вара, факт, ҫапла… ҫапла пулса тухать: «Кам хӑтӑлма пултарать, хӑтӑл!», «Колхозран тухса тар!» — текен сигнал панӑ пек пулать. Тухса та тарӗҫ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе илсе кайса пӗтерӗҫ, вара эпир шӑпах ҫурӑк валашка умне ларса юлӑпӑр, чӑнах та, ҫӑмӑллӑнах ларса юлма пулать!

Нагульнов, пухӑва пуринчен кайран пынӑскер, ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗпе йӗпрекен, юнпа пӑвӑннӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине шӑтарас пек пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах Давыдов Макартан шурӑ эрех шӑрши ытла та хытӑ ҫапнине туйса илчӗ. Макар ҫапла каларӗ:

— Ҫак статья мана куҫранах пырса тӗкет тетӗн-и? Ҫук, куҫран мар, чӗреренех пырса тиврӗ! Ӑна витӗрех шӑтарса тухса кайрӗ! Пуҫӑм та манӑн колхоз тунӑ чухне мар, акӑ халь, ҫак статьяна вуланӑ хыҫҫӑн, ҫаврӑнса кайрӗ…

— Санӑн вӑл пӗр кӗленче шурӑ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫавӑрӑнса кайнӑ, — хуллен хушса хучӗ Ванюшка Найденов.

Разметнов йӑл кулса ячӗ, ӑна ӑнланса куҫ хӗсрӗ, Давыдов пуҫне сӗтел ҫинелле пӗкрӗ, Макар шурса кайнӑ сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хучӗ, унӑн тӑрӑ мар куҫӗсенче тилӗрӳ ҫиҫсе ялкӑшрӗ:

— Эсӗ, шӑхличӗ, мана вӗрентсе ларма тата тӗртсе калаҫма ҫамрӑкрах-ха халь! Эпӗ санӑн кӑвапу типсе ҫитичченех совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫнӑ, партире тӑнӑ… Авӑ епле! Эпӗ паян ӗҫни вӑл, пирӗн Давыдов калашле — факт. Пӗр кӗленче кӑна та мар, иккӗ ӗҫнӗ!

— Тупнӑ мухтанмалли! Ҫавӑнпа санран ирсӗр шӑршӑ персе тӑрать… — терӗ Разметнов сиввӗн.

Макар ун еннелле хӑяккӑн кӑна пӑхса илчӗ, анчах хӑй хулленрех калаҫма пуҫларӗ. Вӑл аллине тӗлсӗр-йӗрсӗр суллакалама та чарӑнчӗ, ӑна кӑкри ҫумне хыттӑн чӑмӑртаса тытрӗ те, ним ҫыхӑнусӑр хӗрӳллӗ сӑмахне каласа пӗтеричченех ҫапла тӑчӗ.

— Ухмах шӑрши персе тӑмасть манран халь, суятӑн, Андрюшка! Ӗҫессе те эпӗ акӑ мӗншӗн ӗҫнӗ: Сталин юлташӑн ҫак статьи мана пуля пек витӗрех шӑтарса тухрӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑшра вӗри вутлӑ юн вӗреме тапратрӗ… — Макарӑн сасси чӗтреме тытӑнчӗ, шӑппӑнрах илтӗнме пуҫларӗ. — Кунта эпӗ — ячейка секретарӗ, ҫапла-и? Эпӗ хур-кӑвакалсене колхоза хӑваласа пуҫтарас тесе халӑха та, сире те хистерӗм, ҫапла-и? Колхозшӑн епле тӑрӑшрӑм-ха эпӗ? Акӑ епле: хамӑр усал ҫынсене хӑшне-пӗрне, вӗсем вӑтам хресченсем шутӗнче тӑраҫҫӗ пулин те, тӳрех ҫапла калаттӑмччӗ: «Колхоза кӗместӗн пулать? Эппин эсӗ совет влаҫне хирӗҫ? Вунтӑххӑрмӗш ҫулта пирӗнпе ҫапӑҫрӑн, пире хирӗҫ тӑтӑн, халӗ те хирӗҫ тӑратӑн-и? Ну, апла пулсан, манран мирлешессе ан кӗт. Сана эпӗ, ҫӗлене, пӗррех тӑрӑнтарса ярӑп та акӑ, мӗнпур шуйттансен ӑшчикки пӑтранса тухӗ!» — теттӗм. Ҫапла каланӑ-и эпӗ? Каланӑ! Ҫитменнине наганпа та сӗтеле шакканӑ. Тунмастӑп! Чӑнах та, пурне те каламан эпӗ, анчах хӑшпӗрисене, хӑйсен чунӗсемпе пире хирӗҫ уйрӑмах хытӑ вӗчӗрхенсе тӑраканнисене, каланӑ. Халӗ ӳсӗр мар эпӗ, тархасшӑн ан ухмахланӑр! Ҫав статьяна чӑтма пултараймарӑм, ҫавӑнпа ҫур ҫул хушшинче пӗрремӗш хут ӗҫрӗм. Мӗнле статья-ха вӑл? Акӑ мӗнле: Сталин юлташ ӑна ҫырса кӑларнӑ та, хайхи, урӑхла каласан, Макар Нагульнов, палтах кайса ӳкнӗ! — выртатӑп хайхи ураран ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн таптаса лапчӑтнӑ ҫын пек пылчӑк ӑшӗнче ӳпне… Мӗнле-ха капла? Юлташсем! Эпӗ, чӑх-чӗпсемпе тата ытти тӗрлӗрен чӗрчунсемпе супса, сулахаялла кукӑртса хунӑ тенипе хамах килӗшетӗп-ҫке-ха… Анчах та, тӑвансем, мӗн пирки кукӑртнӑ-ха эпӗ? Тата мӗн тума эсир ман мӑйран Троцкие ҫакса яратӑр, мана унпа пӗрле кӳлетӗр? Мӗн, эпӗ унпа пӗр кӳлӗмре ҫӳренӗ-им? Эсӗ, Давыдов, яланах мана: эсӗ — сулахай троцкист, тесе куҫран тӗртеттӗнччӗ. Анчах эпӗ Троцкий чухлӗ хутла пӗлместӗп, тата эпӗ ун йышши те мар… парти ҫумне эпӗ нумай вӗреннӗ кӑмӑрчак пулса пырса ҫыпҫӑнман, хамӑн чӗремпе, партишӗн тӑкнӑ хамӑн юнпа ӳтленсе ҫыпҫӑнса ларнӑ!

— Эсӗ ӗҫ пирки калаҫ-ха, Макар! Мӗн эсӗ ҫакӑн пек хаклӑ вӑхӑтра та сӑрнайна ӗнерсе ларатӑн? Вӑхӑт кӗтмест. Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн…

— Калама парсам! — хӗремесленсе кайса, аллине тата хытӑрах кӑкри ҫумне чӑмӑртаса тытса, кӑшкӑрса ячӗ Макар. — Троцкие эпӗ пӗтӗмпех сивлетӗп! Мана халь унпа пӗр шайра тӑма намӑс! Эпӗ сутӑнчӑк ҫын мар, ҫавӑнпа та сире малтанах асӑрхаттарса хуратӑп: кам та кам мана троцкист тет — ҫавӑнне питне-куҫне ҫапса ҫӗмӗретӗп! Шӑммине те хуҫса пӗтеретӗп! Чӑхсемпе супса сулахаялла пӑрӑнни те ман Троцкишӗн мар, эпӗ тӗнчери революци патне хӑвӑртрах ҫитме васканӑран пулнӑ! Ҫавна пула манӑн пӗтӗм ӗҫе хӑвӑртрах тӑвас килчӗ, харпӑрлӑх тытакансене — вак-тӗвек буржуйсене — хытӑрах пӑркӑчлас килчӗ. Ун пек тунипе тӗнчери капитализма аркатса тӑкассине пӗр утӑм та пулин ҫывхартнӑ пулӑттӑмӑр! Ну? Мӗн нимӗн те чӗнмесӗр ларатӑр-ха эсир? Халӗ ӗнтӗ ҫапла: Сталин юлташӑн статьи тӑрах пӑхсан, кам пулса тӑратӑп-ха эпӗ? Ҫав статьяра акӑ мӗн ҫырса пичетлесе кӑларнӑ, — Макар кӗске кӗрӗк кӗсйинчен «Правда» хаҫат туртса кӑларчӗ, ӑна саркаласа тытрӗ те ерипен вулама пуҫларӗ: «Кама кирлӗ-ха ун пек ытлашши иртӗнсе хӑтланни, колхоз юхӑмне ҫапла чиновникле декретлени, хресченсене тивӗҫсӗр хӑратса ята яни? Хамӑр тӑшмансемсӗр пуҫне урӑх никама та кирлӗ мар! Ӑҫта илсе пыма пултараҫҫӗ-ха вӗсем, унашкал иртӗнсе хӑтланнисем? Хамӑрӑн тӑшмансем вӑйланасси патне, тата колхоз юхӑмӗн идейине халӑх умӗнче куҫран ӳкерсе пӗтерсе хурасси патне илсе пыраҫҫӗ. Паллӑ мар-и-ха ӗнтӗ, ҫав ытлашши иртӗнӳсен авторӗсем хӑйсене хӑйсем «сулахаййисем» тесе шутлаканскерсем, чӑннипе илсен, сылтӑм оппортунизм арманне авӑртма шыв юхтарса тӑни?» Ҫакӑн пек пулса тухать те ӗнтӗ: эпӗ чи малтан каласанах — декретнӑй чиновник тата автор иккен, эпӗ колхозниксене куҫран ӳкерсе тивӗҫсӗре кӑларнӑ тата эпӗ сылтӑм оппортунистсем ҫине шыв ярса тултарнӑ, вӗсен арманне ӗҫе ярса авӑрттарнӑ пулать. Ҫитменнине ҫак мӗнпур пек айӑпсем ҫав нимӗне тӑман сурӑхсемпе чӑхсем пиркиех пулчӗҫ-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ, вилсе пӗтменскерсене! Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ӗлӗк шуррисем енче пулнӑ ҫынсенчен хӑшне-пӗрне, колхоза тормоз ҫине ларса анаканнисене, хӑраткаласа та пӑхнӑ. Ҫавӑншӑн вара айӑпа кӗтӗм пулать. Тӗрӗс мар ку! Колхоз тӑвас тесе ӗҫлерӗмӗр-ӗҫлерӗмӗр те, халь акӑ ку статья ҫав ӗҫсене каялла тума хушать. Эпӗ поляксем ҫине те,Врангель ҫине те эскадрон ертсе кайнӑ, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: пӗрре атакӑна ыткӑнтӑн пулсан — ҫурма ҫултан каялла ан ҫаврӑн!

— Эсӗ, хайхискер, эскадронтан шӑп та шай пӗр сотня вырнаҫмалӑх маларах сиксе ӳкнӗ… — терӗ Разметнов, юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах Давыдова пулӑшса пыраканскер. — Эсӗ тата, тархасшӑн, сӑмахна пӗтер-ха, Макар, ӗҫ ҫинчен калаҫас пулать-ҫке! Эсӗ рядовой боец, ҫавӑнпа та строя тытса пыр, унсӑрӑн эпир сана часах ҫӑварлӑхлама пултаратпӑр!

— Эсӗ ан пӳл-ха, Андрей! Эпӗ партин кирек хӑш приказне те пӑхӑнатӑп, анчах халӗ, хамӑн тӑван партие хирӗҫ пыма шухӑшласа калаҫасшӑн мар эпӗ, ӑна ырӑ тӑвасшӑн калаҫатӑп! Сталин юлташ: вырӑнти условисене шута илсе ӗҫлемелле пулнӑ, тесе ҫырнӑ, ҫапла-и? Мӗншӗн-ха вара эсӗ, Давыдов, ку статья шӑп та шай мана пуҫран пырса тӗкет, тетӗн? Унта Макар Нагульнов — автор тата чиновник, тесе тӳрех ҫырса хуман-ҫке? Тен, вӑл сӑмахсем мана пачах та пырса тивмеҫҫӗ пуль? Анчах Сталин юлташ, акӑ, Гремячий Лог хуторне килес-тӑвас пулсан, эпӗ ӑна ҫаплах каланӑ пулӑттӑм: «Пирӗн хаклӑ Осип Виссарионович! Эсӗ вӑтам хресченсене хӑратса пӑскӑрткаласа илессине хирӗҫ тӑратӑн пулать, эппин? Апла эсӗ вӗсене шеллетӗн, ҫавӑнпа та ачашласа ӳкӗте кӗртме шухӑшлатӑн-и? Ытах та вӑл, ҫав вӑтам хресчен, иртнӗ вӑхӑтсенче шурӑ казак пулса ҫӳренӗ пулсан тата халиччен те вилес пекех харпӑрлӑхшӑн ҫунать пулсан, вара ӑна манӑн вӑл колхоза кӗтӗрччӗ тесе тата тӗнчери революци патне тӳсӗмлӗн ҫывхарса пытӑрччӗ тесе хӑш вырӑнтан пырса ҫуламалла-ши? Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм. Ну, Сталин юлташ, ҫавнашкал халӑха курса, каллех эсӗ ытлашши иртӗнсе хӑтланнӑ, колхозран тухма хӗтертнӗ теес пулсан колхозниксене, эпӗ ӑна тӳрех ҫапла калӑттӑм: «Шуйттан ӳкӗтлетӗр вӗсене, Сталин юлташ, эпӗ — фронтсем тӑрӑх ҫӳресе хамӑн сывлӑхӑма пӗтернӗ ҫын — урӑхла пултараймастӑп. Мана Китай чиккине ярӑр, унта эпӗ партие ытларах кирлӗ пулӑп, Гремячий хуторне, антив, Андрюшка Разметновах коллективизацилетӗр. Унӑн ҫурӑм шӑммийӗ те ҫемҫерех, ӗлӗк шурри пулнӑ ҫынсене питех те лайӑх пуҫ тайма пултарать, куҫҫульне те кӑларма пӗлет… Ӑна тума та пултарать вӑл!» — тейӗттӗм.

— Эсӗ мана ан тӗкӗннӗ пултӑр, унсӑрӑн эпӗ те сана пырса тӗкӗнме пултаратӑп…

— Ну, ҫитӗ-ҫке! Ҫитӗ паянлӑха! — Давыдов ура ҫине тӑчӗ, Макар патне ҫывӑхах утса пычӗ, хӑйне кура мар сивӗрех сассипе ҫапла ыйтрӗ:  — Сталин ҫырӑвӗ, Нагульнов юлташ, вӑл — ЦК линийӗ. Эсӗ мӗн вара, ҫав ҫырупа килӗшместӗн-им-ха?

— Ҫук.

— Хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑн-и тата? Эпӗ, сӑмахран, хамӑн йӑнӑшсене йышӑнатӑп. Факта хирӗҫ кайма ҫук тата хӑшпӗр япаларан ҫӳлерех те сикме ҫук. Эпӗ хамӑр ҫапла вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе, пӑрусене-мӗнсене пӗрлештерсе, ытлашширех ирттерсе хӑтланнӑ йӑнӑш тенине йышӑнатӑп кӑна мар, хамӑн йӑнӑшсене тӳрлетсе пыма тытӑнатӑп. Эпир коллективизаци процентне ӳстерессишӗн ытлашши ӑшталаннӑ, кунта ӗнтӗ райком айӑпӗ те пурах, кунсӑр пуҫне тата колхоза чӑннипех тӗреклетес тӗлӗшпе питех те сахал ӗҫленӗ. Ҫакна йышӑнатӑн-и эсӗ, Нагульнов юлташ?

— Йышӑнатӑп.

— Мӗн пирки хирӗҫетӗн-ха тата?

— Статья тӗрӗс мар.

Давыдов пӗр минута яхӑн сӗтел ҫине витнӗ вараланчӑк клеенкӑна алтупанӗсемпе шӑлса якаткаласа ларчӗ, унтан, чип-чиперех вӑхӑтлӑ ҫунакан лампа хӑюне пӑрса хӑпартрӗ, — хӑй пӑлханнине пусарас терӗ пулмалла, анчах пусӑрӑнаймарӗ.

— Эсӗ! Тунката, явӑл!.. Сана кунашкал калаҫусемшӗн тепӗр ҫӗрте партирен кӑларса сирпӗтнӗ пулӗччӗҫ! Ку, факт! Ухмаха ертӗн-им эсӗ? Е эсӗ ҫав… ҫав хӑвӑн… хӑвӑн оппозицине халех пӑрахатӑн, е эпир сан ҫине… Факт! Эсӗ каланӑ сӑмахсене эпир ҫителӗклех тӳсрӗмӗр, анчах эсӗ чӑнласах ыйтӑва ҫапла лартатӑн пулсан, — тархасшӑн! Эпир эсӗ парти линине хирӗҫ тухса калани ҫинчен райкома официально ҫырса пӗлтерӗпӗр!

— Пӗлтерех. Эпӗ хамах райкома пӗлтеретӗп. Банникшӑн та, ыттишӗн те пӗтӗмпех пӗр харӑс ответ тытӑп…

Давыдов, Макарӑн ҫухалса кайнӑ сассине тимлесе итленӗ май, кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах халӗ те сивӗнсе ҫитеймен ҫиллине шӑнараймасӑр, хулпуҫҫисене хутлаткаласа, ҫапла каларӗ:

— Пӗлетӗн-и, Макар? Кай-ха эсӗ, ҫывӑрса тӑран, кайран вара эпир санпа ятласах калаҫӑпӑр. Унсӑрӑн пирӗн санпа калаҫни шурӑ вӑкӑр ҫинчен калакан юмахри майлах пулса тухать: «Эпир санпа пӗрле пытӑмӑр-и?» — «Пытӑмӑр». — «Тӑлӑп тупрӑмӑр-и?» — «Тупрӑмӑр». — «Ну, кил-ха, хайхи тӑлӑпа хамӑр малтан килӗшсе хунӑ пек пайлар». — «Мӗнле тӑлӑпа?» — «Ара эпир санпа иксӗмӗр пӗрле пытӑмӑр-ҫке?» — «Пытӑмӑр…» Пӗр вӗҫӗмсӗрех ҫапла каять вара. Пӗрре эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑп тетӗн, ҫавӑнтах тата статья тӗрӗс мар тесе хуратӑн. Апла, санӑн шухӑшупа, статья тӗрӗс мар пулсан, хӑш йӑнӑшусене йышӑнтӑн-ха эсӗ? Пӑтрашса кайнӑ эсӗ, факт! Унтан тата, — хӑҫантанпа пирӗн ячейка секретарӗсем пухусене ӳсӗр пуҫпа ҫӳреме пуҫланӑ? Мӗнле япала ку, Нагульнов? Ку вӑл парти умӗнче айӑпа кӗни пулать! Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн… Акӑ, Найденов — комсомолец, санӑн сӑн-сӑпату пирки мӗн шухӑшлама пултарӗ-ши вӑл? Кунсӑр пуҫне тата, эсӗ ҫапла ӗҫсе ҫӳренине, ҫакӑн пек ответлӑ тапхӑрта ҫакнашкал хӑтланнине, вӑтам хресченсене пӑшалпа хӑратнине, хӑв ытлашши иртӗнсе йӑнӑшсем туни ҫине большевикла пӑхманнине, парти линине хирӗҫ сӑмах тухса каланине районти контроль комиссийӗ пӗлес пулсан, ку вара саншӑн, Нагульнов, питех те кулянмалла факт пулса тухать. Эсӗ ячейка секретарӗ кӑна мар, парти членӗ те пулаймастӑн, пӗлсех тӑр ҫавна! Ҫакна эпӗ сана чӑнласах калатӑп. — Давыдов ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа илчӗ, хӑй Макарӑн чунне витермеллех каланине туйса, чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан малалла каларӗ:

— Статья тавра нимӗнле дискусси те туса тӑмалли ҫук. Партие эсӗ хӑвна майлӑ ҫавӑрса яраймӑн, вӑл сан йышшисенне кӑна мар мӑйракисене хуҫа-хуҫа хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Епле ҫавна та ӑнланаймастӑн!

— Ара, пӑрах-ха эсӗ ҫавӑнпа аппаланма! Вӑл пӗр сехет хушши янӑрашса тӑчӗ, анчах йӗркеллӗ итлемелли нимӗн те пулмарӗ. Ан тив кайса ҫывӑртӑр. Каях, Макар! Намӑс сана! Хӑв ҫине тӗкӗр витӗр пӑх-ха — хӑраса кайӑн: питӳ-куҫу кӳпчесе кайнӑ, куҫусем урнӑ йыттӑнни евӗрлӗ, ну, мӗн тума кунашкал сӑн-питпе килсе кӗтӗн-ха эсӗ кунта? Тухса кай! — Разметнов сиксе тӑчӗ, Макара хулпуҫҫисенчен тытса хаяррӑн лӑскарӗ, лешӗ халсӑррӑн, сӳрӗккӗн хускалкаласа ун аллине хӑй хулпуҫҫийӗ ҫинчен сирсе ячӗ, курпунне тата ытларах кукӑртса хучӗ…

Пурте аван мар кӑмӑлпа шӑпланса ларнӑ хушӑра Давыдов пӳрнисемпе сӗтеле шӑкӑртаттарса илчӗ. Найденов Ванюшка, ним калама аптранипе йӑл кулса, ҫаплах Макар ҫине пӑхса ларнӑскер, сӑмаха вӗҫлеме ыйтрӗ:

— Атьӑр-ха, Давыдов юлташ, пӗтерер.

— Ҫапла ӗнтӗ, юлташсем, — уҫӑлса кайрӗ Давыдов, — эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе тата ӗнесене колхозниксене каялла тавӑрса памалла, анчах та икӗ ӗне панисене каласа ӗнентермелле, пӗр ӗнине колхозӑн пӗрлештернӗ кӗтӗвӗнчех хӑварма ыйтмалла. Ыран ирхине тӳрех пуху пухмалла та ӑнлантарас ӗҫе пуҫласа ямалла. Халӑха каласа ӑнлантарас ӗҫ ҫине халӗ пӗтӗм вӑя хумалла! Колхозран тухма тытӑнасси те шиклентерет мана, пирӗн паян-ыранах хире тухмалла-ҫке-ха… Акӑ ӑҫта, Макар, хӑвӑн ҫирӗплӗхне кӑтартса пар эсӗ! Каласа ӳкӗте кӗрт ҫынсене, анчах нагансӑр. Ҫынсем колхозран ан тухчӑр, ку вара факт пулать! Мӗнле ӗнтӗ, сасӑлатпӑр-и? Манӑн сӗнӗве сасӑласа йышӑнатпӑр-и? Кам йышӑнас тет? Эсӗ сасӑлама тытӑнса тӑратӑн-им, Макар? Ҫаплах ҫырса хурӑпӑр: «пӗри сасӑлама тытӑнса тӑчӗ», тейӗпӗр вара…

Разметнов ырантан тытӑнсах тыркассемпе кӗрешӳ пуҫласа яма сӗнӳ пачӗ. Тыркассене пӗтерме колхозниксенчен пӗр пайне, хирти ӗҫрен пушӑ юлаканнисене, мобилизацилеме шут туса хучӗҫ, вӗсем ҫумне, шыв кӳрсе тӑма, темиҫе мӑшӑр вӑкӑр ҫирӗплетсе парас тата шкул заведующине, Шпыня учителе, кӑшлакан чӗрчунсене пӗтерес ӗҫре халӑха пулӑшма вӗренекен ачасемпе хире тухма ыйтас, терӗҫ.

Давыдов хӑй ӑшӗнче ҫаплах иккӗленсе ларчӗ: Макара хытах хӗстермелле-ши е ҫук-ши? Сталин юлташӑн статьине хирӗҫ сӑмах тухса каланӑшӑн, колхоз тӑвас ӗҫри «сулахайла» йӑнӑшсен юлашкисене пӗтересшӗн пулманшӑн ӑна парти умӗнче ответ тыттарма ун ҫинчен ыйту лартмалла-ши, ҫук-ши? Анчах пуху пӗтнӗ тӗле Макарӑн тӑнлавӗсем ҫинче карӑнса тӑракан юн тымарӗсемпе вилнӗ пекех шурса кайнӑ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ сӑнӗ ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, кирлӗ мар! Хӑех ӑнланӗ. Ан тив, хӗстермесӗр-тумасӑрах ӑнланса илтӗр. Пӑтраштарать ӗнтӗ, анчах та хамӑр ҫын-ҫке-ха! Тата ҫав чирӗ пур унӑн… тытамак. Ҫук, ку ӗҫе тула кӑларар мар-ха!» — терӗ.

Макарӗ вара, хӑй пӑлханнине ҫиелтен нимӗнпе те палӑртмасӑр, пуху пӗтичченех шӑпӑрт ларчӗ. Ун ҫине пӑхкаласа илнӗ хушӑра, Давыдов пӗр хут ҫеҫ ҫакна асӑрхарӗ: Макарӑн чӗркуҫҫисем ҫине халсӑррӑн хунӑ аллин ӳчӗ кӑтрашка хум пек чӗтрет…

— Нагульнова ҫывӑрма хӑв патна илсе кай, асӑрхасах тӑр, ан ӗҫтӗр вӑл, — пӑшӑлтатрӗ Давыдов Разметнова. Лешӗ, унпа килӗшсе, пуҫне сулчӗ.

Давыдов килне пӗчченех таврӑнчӗ. Лукашка Чебаковӑн килӗ умӗнче, тӳнсе кайнӑ ҫатан карта ҫинче, казаксем лараҫҫӗ. Вӗсем хӗрсе кайсах калаҫни илтӗнет. Давыдов урамӑн тепӗр енӗпе утса пырать; вӗсен тӗлне ҫитсен, тӗттӗмре тахӑшӗ хулӑн сасӑпа хӑюллӑнах ҫапла калаҫнине илтрӗ:

— «… темӗн чухлӗ парсан та, темӗн чухлӗ тӳлесен те, — вӗсене пурпӗрех сахал!» Тепри ҫакӑн пек калаҫать тата: «Халӗ совет влаҫӗн икӗ ҫунат пурри палӑрчӗ: сылтӑмми тата сулахаййи. Хӑҫан хӑпса вӗҫсе кайӗ-ши вӑл пирӗн патран хӑямат таврашнелле?»

Пурте харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ те сасартӑк шӑпӑрт пулчӗҫ.

— Тссс!.. Давыдов килет! — тесе пӑшӑлтатни илтӗнчӗ.

Ҫав самантрах паҫӑрхи хулӑнрах сасӑ, халӗ ӗнтӗ пӗрре те сӑмахне вылятмасӑр, юри ӗҫ ҫинчен калаҫанҫи пулса, тӑстарса калаҫма тытӑнчӗ:

— Ҫапла-а-а… Ҫумӑрсем пулмасан, тыррине ӑна хӑвӑртах акса пӗтерӗттӗмӗр-ха… Ҫӗрӗ типсех пырать, курса та юлма ҫук… Ну, мӗнле, тӑвансем, ҫывӑрма кӗрер пулӗ? Сывӑ пулӑр-ха эппин халлӗхе!

Ӳсӗрни илтӗнчӗ. Ура сассисем…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех