Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Мов»

Автор: Александр Алга

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Хушнӑ: 2019.10.30 00:10

Пуплевӗш: 172; Сӑмах: 2720

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

… Ман пӳлӗм чӳречи площадь еннелле тухать, ҫав площаде пилӗк урам, михӗсенчен паранкӑ тӑкнӑ пек, кунӗпех ҫынсене кӑлара-кӑлара тӑкать, ҫынсем кӗпӗрленеҫҫӗ, чупаҫҫӗ, унтан вӗсене каллех урамсем карланкӑ пек ҫӑтса яраҫҫӗ. Площадь, нумайччен аш ӑшаланӑ хыҫҫӑн ҫуса тасатман ҫатма пек, ҫаврака та вараланчӑк. Ҫак тӑвӑр ҫаврашка площаде тӑватӑ енчен трамвай ҫулӗ пырса тухать; ҫынсемпе лӑк тулнӑ вагонсем, пӑрӑнчӑксенче чуна тивмелле сасӑпа ҫухӑрашса, минутсерен тенӗ пекех, рельсӑсем тӑрӑх шӑвӑнаҫҫӗ, Хурҫӑ ҫулпа иртсе пынӑ чух вӗсем, тем пулнӑ пек, васкавлӑн чӗтрекен тимӗр сассине йӗри-тавра салатса янӑратаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тата ураписем айӗнче электричество ҫӳҫене-ҫӳҫене ҫухӑрашса илет. Тусанлӑ сывлӑшра чӳрече кантӑкӗсем, чирленӗ пек, чӗтреҫҫӗ, урапасем рельсӑсене тивнипе тухакан сасӑ янӑраса тӑрать. Хулан ылханлӑ музыки пӗр чарӑнми улать, тискер сасӑсем пӗр-пӗринпе тытӑҫса ӳкеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрине касаҫҫӗ, пӑваҫҫӗ. Ҫав сасӑсем вара тӗлӗнмелле те салхуллӑ, тӗксӗм фантази ҫуратаҫҫӗ.

… Темле урса кайнӑ нӗрсӗрсен кӗтӗвӗ, хӗскӗчсемпе, ҫӗҫӗсемпе, пӑчкӑсемпе, тимӗртен мӗн кӑна тӑваҫҫӗ — ҫав япаласемпе пуринпе те хӗҫпӑшалланнӑскер, пӗр-пӗринпе ҫыхланса ӳкнӗ ӑман ҫӑмхи пек, ӑссӑрла ҫаврӑнакан ҫавраҫил пек. Вӑл хӑйӗн ҫӑткӑн аллисемпе хӗрарӑма ярса тытса ҫӗре ӳкернӗ те, ӑна пылчӑкпа тусан ӑшне пӑрахнӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл унӑн кӑкӑрне турта-турта ҫурать, ӳтне каскалать, юнне ӗҫет, ирӗксӗрлет, ним курмасӑр, выҫӑпа антӑхнӑн, ҫав хӗрарӑмшӑн ҫапӑҫать.

Кам вӑл хӗрарӑм? Курӑнмасть. Вӑл аяла пулнӑ, ӑна ҫынсен сӑрӑ та ҫав тери пысӑк вараланчӑк купи хупласа хунӑ. Ҫынсем ана йӗри-таврах сырса илнӗ, хӑйсен хыткан пӗвӗсемпе ун ҫумне ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна ларнӑ, ҫӑткӑн тутисемпе ӑҫтан килчӗ унтан ун сӗткенне ӗмеҫҫӗ… Выҫӑхнипе антӑхса вӗсем хӑйсен тупашӗ ҫинчен пӗрне-пӗри ывӑтса яраҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, таптаҫҫӗ, шӑмми-шаккисене ҫӗмӗреҫҫӗ, пӗрне-пӗри вӗлереҫҫӗ. Кашнин хӑйне нумайрах илес килет, пӗр татӑксӑр тӑрса юласран сехрисем хӑпнипе пурте чӗтреҫҫӗ. Шӑлӗсем шатӑртатни, аллисенчи тимӗрсем чӑнклатни, ыратнипе йынӑшса яни, ҫӑткӑнлӑха пула ахлата-ахлата илни, татӑк аш тивменшӗн хирӗлсе кӑшкӑрни, выҫӑпа хаяррӑн ҫухӑрни — ҫаксем пурте пиншер хут ирӗксӗрлесе ҫуркаласа пӗтернӗ тупӑш ҫинче, ҫӗрӗн тӗрлӗ тӗслӗ пылчӑкӗпе вараланса пӗтнӗ виле тупӑш ҫинче янӑраса тӑракан музыкӑпа пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Вӑй ҫитменнипе аяла пулнисен мӗскӗн сасси таврари тискер кӑшкӑрашупа хутшӑнса каять; вӗсене аякка сирсе ывӑтнӑ та, халь ӗнтӗ вӗсем, выҫӑ пирки, тутӑ чухнехи пурнӑҫшӑн мӗскӗнленсе макӑраҫҫӗ; анчах ҫав пурнӑҫшӑн кӗрешме пултараймаҫҫӗ вӗсем, хӑравҫӑскерсем, вӑйсӑрскерсем.

Ҫакна сӑнласа кӑтартать хула музыки.

Вырсарникун. Ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та нумай-нумай ҫынсен пит-куҫӗсенче, темрен шикленнӗ пек, темӗнле ӑнланмалла мар кичемлӗх палӑрать. Ӗнерхи куна ӑнланмаллаччӗ — ҫынсем ир пуҫласа каҫчен ӗҫленӗ. Яланхи вӑхӑтра, сехет ҫитсен, вӑраннӑ, фабрикӑсене, конторӑсене кайнӑ, урама тухнӑ. Хӑнӑхса ҫитнӗ меллӗ вырӑнсенче тӑнӑ е ларнӑ. Укҫа шутланӑ, суту-илӳ тунӑ, ҫӗр чавнӑ, йывӑҫ каснӑ, чул якатнӑ, тимӗр шӑтарнӑ е туптана — яра кунах алӑпа ӗҫленӗ. Яланхи пекех ывӑннӑ та ҫывӑрма выртнӑ, паян вара — вӑраннӑ та пушӑ куна мӗнпе те пулин тултарма хушакан ӗҫсӗрлӗх, тем ыйтса, куҫран пӑхать…

Ҫынсене ӗҫлеме вӗрентнӗ, анчах пурӑнма вӗрентмен, ҫавӑнпа та канмалли кун вӗсемшӗн йывӑр кун пулса тӑрать. Тӗрлӗрен машинӑсем, керменсем, пысӑк карапсем е ылттӑнран шӑратса илемлӗ пӗчӗк япаласем тума ӑста пултараканскерсем, вӗсем хӑйсен кунне, хӑнӑхса ҫитнӗ ӗҫсемпе тултарнисӗр пуҫне, нимӗнпе те тултарма пултараймаҫҫӗ. Вӗсем — уйрӑм пайсемпе татӑксем, фабрикӑсенче, конторӑсенче, магазинсенче хӑйсене хӑйсем лӑпкӑн та ҫынсем пекех туяҫҫӗ, унта вӗсем хӑйсем пек пайсемпе пӗрлешсе, пӗр-пӗтӗм те йӗркеллӗ организм пулса тӑраҫҫӗ; ҫав организм хӑйӗн чӗрӗ нервисен сӗткенӗнчен васкавлӑн хаклӑ йышши кирлӗ япаласем тӑвать, анчах та хӑйне валли мар.

Эрнере ултӑ кун хушши пурнӑҫ хӑй тӗллӗн йӗркеленсе пырать, эрне — вӑл тем пысӑкӑш машина, ҫынсем — ун пайӗсем, унта кашни хӑй вырӑнне пӗлет, кашниех ҫав машинӑн вараланчӑк та суккӑр пит-куҫне паллатӑп та пӗлетӗп, тесе шухӑшлать. Ҫиччӗмӗш кун — ҫынсем умне пурнӑҫ ӑнланмалла мар, сапаланнӑн тухса тӑрать, пурнӑҫ хӑй сӑн-сӑпатне пӑсса пӑрахать, вӑл ӑна йӑлтах ҫухатать…

Ҫынсем урамсем тӑрӑх сапаланнӑ, хупахсенче, парксенче лараҫҫӗ, чиркӳсенче пулнӑ, кӗтессенче тӑраҫҫӗ. Кирек хӑҫанхи пекех, хӗвӗшсе ҫӳрени пур, анчах та юхӑм тепӗр минутран е сехетрен темскер умӗнче чарӑнса тӑрас пек, — тем ҫитмест пурнӑҫа, темӗн-ҫке, ҫӗнни тухса тӑрассӑн туйӑнать. Никам та хай мӗнле туйнине чухласа илеймест, никам та ун ҫинчен сӑмахпа каласа пама пултараймасть, анчах пурте хӑйсене темле хӑнӑхман япала, чуна ҫӳҫентерекен япала пуснине туяҫҫӗ. Ҫӑвартан шӑлсем тухса ӳкнӗ пек, пурнӑҫран сасартӑках халиччен ӑнланма ансат вак-тӗвек япаласем пӗтӗмӗшпех тухса ӳкнӗ пек пулчӗҫ.

Ҫынсем урамсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, вагонсене кӗрсе лараҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, ҫиелтен пӑхма вӗсем пурте лӑпкӑ, пӗр-пӗрне ӑнланаҫҫӗ — ҫулталӑкра вырсарникун аллӑ икӗ хут пулать, ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӗсем ҫав кунсене пӗр евӗр ирттерме хӑйсене хӑйсем хӑнӑхтарса ҫитернӗ. Анчах кашни хӑй ӗнерхи пек мар иккенне туять, унӑн юлташӗ те ӗнерхи евӗр мар ӗнтӗ, — таҫта шалта юн ӗмекен пушӑ вырӑн пур пек, ҫав пушӑ вырӑнта, тен, темле ӑнланмалла мар чӑрсӑр та хӑрушӑ япала сасартӑк ҫухӑрса ярӗ.

Ҫыннӑн тем ыйтас кӑмӑл пур, анчах ҫав кӑмӑла вӑл хӑйӗнчен хӑвалать…

Ҫынсем ирӗксӗрех пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ, ушкӑн-ушкӑн пулса, урам кӗтессисенче чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ, йӗри-тавралла пӑхкалаҫҫӗ, вӗсем патне татах та татах чӗрӗ татӑксем — ҫынсем пыра-пыра хутшӑнаҫҫӗ те, пӗчӗк пайсем пӗрлешме туртӑннипе — кӗтӳ пек ушкӑн пулса тӑрать.

… Ҫынсем васкамасӑр пӗр-пӗринпе хутшӑнаҫҫӗ — вӗсене пурне те пӗр туйӑм, кӑкӑрта темскер ҫуккине, вӑл пушӑ иккенне туйни пӗтӗҫтерет, ҫав туйӑм вӗсене магнит тимӗр ҫӳппине хӑй ҫумне пуҫтарнӑ пек, пӗр-пӗрин ҫумне туртать. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр тенӗ пекех, вӗсем пӗр-пӗринпе юнашар тӑрса хӗсӗнеҫҫӗ те, — площадь кӗтессинче вара нумай пуҫлӑ пӗр ҫӑтӑ та хура мӑн кӗлетке пулса тӑрать. Чӗмсӗр те салхуллӑ вӑл, тем кӗтсе сехӗрленнӗ пек, хускалманпа пӗрех. Малтан ун кӗлетки пулса тӑрать, унтан вара, ҫавӑн хыҫҫӑнах, ӑна чун кӗрет, унӑн сарлака та тӗксӗм сӑн-пичӗ пулса тӑрать, вара ҫӗршер пушӑ куҫ пӗр куҫ пулса, пӗр куҫпа пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ; темскере кӗтнӗн, шанмасӑртарах пӑхать ҫав куҫ, хӑй мӗн шыранине хӑй те ӑнланмасть, вӑл темскере, инстинкт шикленсе систернине шырать пулас.

Ҫапла ҫуралать ҫав хӑрушӑ выльӑх, ӑна ухмахла ятпа «Мов», — кӗтӳ, ушкӑн, тесе чӗнеҫҫӗ.

… Урампа кам та пулин иртсе пырать пулсан, вӑл мӗнпе те пулин ытти ҫынсем пек мар пулсан, е урӑхларах тумланӑ, е вӑл ахаль ҫын пек мар, хӑвӑртрах утать пулсан, — «Мов», хӑйӗн ҫӗршер пуҫне ун еннелле ҫавӑрса, ӑна ҫисе ярас пек куҫпа хыпашласа ӑсатса ярать.

Мӗншӗн вӑл ыттисем пек тумлаймасть? Ку иккӗлентерет. Мӗн пирки-ха вӑл ҫак урам тӑрӑх ытлашши хӑвӑрт утать, кам хушать ӑна ҫапла утма? Паян ыттисем пурте ерипен утаҫҫӗ вӗт ха? Тӗлӗнмелле…

Икӗ ҫамрӑк ҫын утнӑ май ахӑлтатса кулаҫҫӗ. «Мов» тинкерсе пӑхать. Мӗнрен кулмалла-ха ҫак ӑнланма ҫук пурнӑҫра, ӗҫсӗр чухне? Кулӑ выльӑха кӑштах вӗчӗрхентерет, савӑнӑҫа хирӗҫ тӑратать. Темиҫе пуҫ салхуллӑн ҫаврӑнса хаваслӑскерсене пӑхса ӑсатса ярать, темскер мӑкӑртатать…

Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать. Вилӗм хушшинче ҫӳрекен ҫын хӑранине ӑнланать вӑл; пурнӑҫӑн хӗвӗшсе тӑракан вӑрттӑнлӑхӗнче вӑл мӗн ӑнланма пултарать, ҫав савӑнтарать ӑна…

Акӑ, пӗтӗм хулипе, пӗтӗм ҫӗршывӗпе паллӑ хуҫа автомобиль ҫинче ларса пырать. «Мов» ун ҫине ҫав тери интересленсе пӑхать, унӑн куҫӗсем пӗрлешсе пӗр ҫутта пухӑнаҫҫӗ те, ҫав ҫутӑра вара хуҫан типшӗм те шӑмӑллӑ, сарӑхнӑ сӑн-пичӗ курӑнать, ҫав тӗксӗмрех ҫутӑ «Мов» хуҫа ҫине хисеплесе пӑхнине палӑртать. Ватӑ упасем хӑйсене пӗчӗкрен ҫавӑтса ҫӳренӗ хуҫи ҫине ҫапла пӑхаҫҫӗ. «Мов» хуҫана ӑнланать, вӑл — вӑй. Вӑл — аслӑ ҫын: вӑл пурӑнтӑр тесе, пиншерӗн ӗҫлеҫҫӗ, пиншерӗн! Хуҫа пирки «Мов» нимӗн чухлӗ те иккӗленмест, ун пирки пӗр шухӑш, — хуҫа ӗҫ парать. Анчах та акӑ — трамвай вагонӗнче кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын ларать, унӑн сӑн-пичӗ хаяр, куҫӗсем ҫивӗч. «Мов» вӑл кам иккенне те пӗлет, ун ҫинчен, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хурса, хаҫатсенче ҫыраҫҫӗ — вӑл государствӑна аркатса тӑкасшӑн, вӑл хуҫасенчен мӗнпур фабрикӑсене, чугун ҫулсене, пӑрахутсене, пӗтӗмпех туртса илесшӗн… Хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх, ку вӑл — ухмахла та кулӑшла япала. Ушкӑн ҫав ватӑ ҫине кӳренсе, ӑна сивлесе те йӗрӗнерех тӗлӗнсе пӑхать. Ухмаха ернӗ ҫын — яланах тӗлӗнтерет.

«Мов» туять ҫеҫ, вӑл курать анчах. Вӑл хӑй курни-туйнине шухӑша ҫавӑрма пултараймасть, ун чунӗ — чӗмсӗр, чӗри суккӑр.

… Ҫынсем умлӑн-хыҫлӑн утаҫҫӗ, ӑҫта, мӗн тума каяҫҫӗ вӗсем? Тӗлӗнмелле, пӗлме те, ӑнлантарса пама та ҫук. Вӗсем пите нумайӑн, тимӗр, йывӑҫ, чул катӑкӗсенчен те нумай тӗрлӗрех хӑйсем, тӗрлӗрӗн манитсенчен, материсенчен тата ӗнер выльӑх хӑй ӗҫленӗ чух усӑ курнӑ хатӗрсенчен те нумай тӗрлӗрех. Ку «Мов»а ҫиллентерет. Вӑл хӑйӗнни пек мар урӑх пурнӑҫ пуррине, унта урӑх йӑласемпе, илӗртсе тӑракан пӗлмелле мар япаласемпе тулнӑ пурнӑҫ пуррине, тӗтре витӗр курнӑ пек туйса илет…

Темле хӑрушлӑха тимлӗн те вӑраххӑн кӗтсе тӑни сисӗм-туйӑма ыраттарса каять, вӑл выльӑхӑн суккӑр чӗрине ҫинҫе йӗпсемпе чӗрмелет. Унӑн куҫӗсем тӗксӗмленеҫҫӗ, тачӑ та формӑсӑр ӳт-пӗве, ӑнланмалла мар хумхану ҫавӑрса илнипе, тем кӗтнӗ пек хытса каять, палӑрмаллах чӗтренсе илет…

Ҫынсем вӗлтлетеҫҫӗ, вагонсем, автомобильсем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ… Магазинсен кантӑкӗсем витӗр темле йӑлтӑркка япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсем мӗн тума кирли паллӑ мар, анчах та вӗсем хӑйсене алла тытас кӑмӑла йӗкӗлтесе, хӑйсем патнелле туртаҫҫех…

«Мов» хумханать…

Вӑл ҫак пурнӑҫра хӑй пӗччен иккенне туять, мӗнпур шукӑль тумланнӑ ҫынсем хӑйӗнчен ютшӑннине туять. Вӑл вӗсен тап-таса ҫуса тасатнӑ ӗнсисене, вӗсен ҫинҫе те шурӑ аллисене, вӗсен янаххисем усӑнса аннине, тутӑ пирки пичӗсем ҫуталса тӑнине асӑрхать, — асӑрхать те, ирӗксӗрех вӗсем кашни кун ҫиекен апат ҫинчен шухӑшлать. Ҫав апата ҫинипе питсем ҫакӑн пек хитрен йӑлтӑртатаҫҫӗ пулсан, хырӑмсем ҫапла илемлӗ, ҫап-ҫавракан ӳссе каяҫҫӗ пулсан, вӑл апат тӗлӗнмелле тутлӑ пулмалла…

«Мов» хӑйӗнче хапсӑнчӑк кӑмӑл пуррине туять, ҫав туйӑм унӑн пырне кӑтӑклантарать…

Хаклӑ та ҫӑмӑл кӳме ҫинче илемлӗ, ҫинҫе пилӗклӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ. Вӗсем, урисене тӑсса, минтерсем ҫинче илӗртӳллӗн выртаҫҫӗ, пичӗсем вӗсен — ҫӑлтӑр пек, илемлӗ куҫӗсем ҫынсене йӑл кулма хушаҫҫӗ.

— Пӑхсамӑр, епле илемлӗ эпир! — теҫҫӗ хӗрарӑмсем пӗр сӑмахсӑрах.

Ушкӑн тимлӗн пӑхать те, ҫак хӗрарӑмсене хӑйсен арӑмӗсемпе танлаштарать. Вӗсен арӑмӗсем, ырханскерсем е питӗ самӑрскерсем, яланах ҫӑткӑн тата час-час чирлеҫҫӗ. Вӗсен пуринчен ытла час та часах шӑлӗсем ыратаҫҫӗ, хырӑмӗсем пӑсӑлаҫҫӗ. Ҫитменнине тата вӗсем яланах пӗр-пӗринпе харкашаҫҫӗ.

«Мов» кӳме ҫинчи хӗрарӑмсене шухӑшпа салтӑнтарать те вӗсен кӑкӑрӗсене, урисене хыпашлать. Вара, хӗрарӑмӑн ҫуталса тӑракан ҫӑра ӳчӗ ҫинчен, нӑк ӳчӗ ҫинчен шухӑшласа, — «Мов» хӑйӗн хускалса кайнӑ вӗри туйӑмне тытса чараймасть, вӑл хӑйпе хӑй калаҫса илет, унӑн сӑмахӗсенчен вӗри те ҫуллӑ тар шӑрши кӗрет, вӑл сӑмахсем, вараланчӑк йывӑр алӑ туянтарнӑ ҫупкӑ пек, кӗске те вӑйлӑ…

«Мов»-а хӗрарӑм шухӑшӗ кӗрет. Ҫывӑхран вӗлтлетсе иртсе каякан хитре пикесен ҫинҫе те тӑп-тӑпӑл ӳтне ҫисе ярас пек пӑхакан куҫӗсем унӑн ҫунаҫҫӗ.

Ачасем ҫиҫсе пыраҫҫӗ, вӗсем кулни, кӑшкӑрашни янӑраса юлать. Таса тумланнӑ, сывӑ ачасем, урисем вӗсен тӳрӗ, илемлӗ. Пичӗсем хӗрлӗ, савӑнӑҫлӑ…

«Мов» ачисем ырханкка, сархайнӑ тӗслӗ, урисем вӗсен темшӗн кукӑр. Кукӑр ураллӑ ачасем час-часах тӗл пулаҫҫӗ.

Кун пирки амӑшӗсем айӑплӑ пулас, вӗсем ҫуратнӑ чухне мӗн тума кирлине пурне те тумаҫҫӗ пулмалла…

Танлаштарни «Мов»-ӑн тӗксӗм чӗринче хапсӑнчӑк кӑмӑл ҫуратать.

Кӗтӳ пек ушкӑнӑн ҫилли ҫумне ӗнтӗ курайманлӑх хутшӑнать, вӑл — ҫын ҫине хапсӑнса пӑхнӑ чух хӑвӑрттӑн шӑтса ешерекен курайманлӑх. Пысӑк, хура кӗлетке хӑйӗн пайӗсене лӳпперрӗн хумхантарса тӑрать, ҫӗршер куҫ хӑйсем пӗлмен те ӑнланма пултарайман япаласене тимлӗн те шӑтарас пек пӑхса кӗтсе илеҫҫӗ.

«Мов» хӑйӗн чее те вӑйлӑ тӑшманӗ пуррине, вӑл кирек ӑҫта та ҫӳренине, ҫавӑнпа ӑна ниепле те тытма ҫуккине туять. Унӑн тӑшманӗ таҫта ҫывӑхрах, ҫав хушӑрах вӑл ниҫта та мар. Вӑл хӑйне валли мӗнпур тутлӑ япаласене, илемлӗ хӗрарӑмсене, чечек сӑнлӑ ачасене, кӳмесене, ҫиҫсе тӑракан пурҫӑн таврашне тытса илнӗ те кама парас тенӗ — ҫавна парать, анчах «Мов»-а мар. Ӑна вӑл кураймасть, пӗлмест те, курмасть те; ку хӑй те ун тӗлӗшӗнчен ҫапла…

«Мов» шырать, шӑршлать, пурне те сӑнать. Анчах, пурӑнан урамсенче вӑл пӗлменни, ҫӗнни нумай пулин те, пурте яланхи пекех, вӑл тек юхать, хӗлӗх пек туртӑнса тӑракан курайманлӑха, такама тытса ҫапса лапчӑтас кӑмӑла тӗкӗнмесӗр, ҫумран вӗлтлетсе иртсе каять.

Площадь варринче кӑвак шлепке тӑхӑннӑ полицейски тӑрать. Унӑн хырнӑ пичӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать. Ку ҫын никам ҫӗнейми вӑйлӑ, мӗншӗн тесен ун аллинче кӗске те хулӑн туя — варрине тӑхлан шӑратса янӑ туя пур.

«Мов» ун туйи ҫине куҫ хӳрипе пӑха-пӑха илет. Пӗлӗт вӑл ун пек туясене, вӑл вӗсене ҫӗршер пин те курнӑ, вӗсем пурте — йывӑҫран е тимӗртен.

Анчах туяра — кӗске те пуклакскерӗнче — шуйттан вӑйӗ пур, ӑна хирӗҫ тӑма май ҫук.

«Мов» пурне те хирӗҫ, вӑл хумханать, вӑл темле хӑрушӑ ӗҫ тума та хатӗр. Ирӗксӗрех ҫав кӗске те пуклак туяна вӑл куҫпа виҫет.

Хура ҫӗтӗк-ҫурӑк пек ӑнланусӑр чӗрере яланах шиклев йӑсӑрланать…

Пурнӑҫ ывӑнма пӗлмесӗр, пӗр чарӑнми шавлать. Ӑҫтан тухать унӑн хӑвачӗ «Мов» ӗҫлемен чухне?

Ушкӑн хӑйӗн пӗчченлӗхне тата уҫҫӑнрах туякан пулать, темле ултава сисет, тата ытларах вӗчӗрхенсе, мӗн ҫине алӑ хурам-ши тесе, лайӑхрах тем шырама тытӑнать.

Вӑл ӗнтӗ тимлӗрех те сисӗмлӗрех, ун умӗнчен нимӗн те курӑнмасӑр иртсе кайма пултараймасть, Вӑл ӗнтӗ ҫивӗччӗн те усаллӑн кулма хӑять, ҫавӑнпа та хайхи питӗ сарлака кӑвак шлепкеллӗ ҫын, хӑйне кулса йӗпленине курса, шавлӑ сӑмахсемпе тиврете-тиврете илнине туйса, утӑмне хӑвӑртлатать. Площадь урлӑ каҫса пыракан хӗрарӑм кӑшт ҫеҫ юбкине ҫӗклерӗ, анчах, ушкӑн хӑйӗн урисем ҫине мӗнле куҫпа пӑхнине курсан, ҫийӗнчех, сасартӑк аллинчен ҫапнӑ пек, пӳрнисене материрен вӗҫертрӗ…

Площаде таҫтан пӗр ӳсӗр тайкаланса тухать. Вӑл пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑ, тем мӑкӑртатать, унӑн кашни секундрах чул ҫине е рельса ҫине ӳксе ҫӗмӗрӗлме хатӗр ӳчӗ-кӗлетки, эрехпе ҫӑвӑннӑскер, вӑйсӑр сулланкалать.

Вӑл пӗр аллине кӗсйине чикнӗ, тепринче — тӗркеленсе пӗтнӗ, тусанлӑ шлепке, вӑл ӑна сулкалать те, хӑй нимӗн те курмасть.

Площадьре, металл сассисен ҫил-тӑвӑл пек шӑв-шавне кӗрсе ӳксен, вӑл кӑштах тӑна кӗрет, чарӑнса тӑрать те тӗтреллӗ, нӳрӗ куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхкалать. Пур енчен те ун ҫинелле вагонсем, кӳмесем ыткӑнаҫҫӗ, — тӗксӗм шӑрҫа тирсе тултарнӑ темле вӑрӑм ҫип тӑсӑлать пек. Ӑна асӑрхаттарса, вагон шӑнкӑравӗсем хайрӑлса янӑраҫҫӗ, лаша таканӗсем чӑнклатаҫҫӗ, мӗнпурӗ ҫухӑрашать, кӗмсӗртетет, мӗнпурӗ ун ҫинелле сӗкӗнет.

«Мов» тем пуласса, ҫав тем ӑна кӑштах уҫӑлтарса ярасса туять. Вӑл каллех хӑйӗн ҫӗршер куҫӗсене пӗр ҫутта пухать те асӑрхать, кӗтет…

Вагон кондукторӗ чӑнкӑртаттарать те ӳсӗре кӑшкӑрать, вӑл карлӑк урлӑ уртӑнчӗ, пичӗ хӑйӗн кӑшкӑрнипе хӗрелсе кайнӑ, — ӳсӗрри ӑна шлепкине тус-юлташла сӗлттет те рельса ҫине, вагон айне пулмах уттара парать. Пӗтӗм кӗлеткипе каялла уртӑнса, куҫне хупса, кондуктор пӗтӗм вӑйӗпе ручкӑна пӑрать, вагон чӗтренсе илет те кӗмсӗртетсе чарӑнса тӑрать…

Ӳсӗр малалла утать — вӑл шлепкине тӑхӑннӑ та пуҫне каллех ҫӗрелле уснӑ.

Анчах пӗрремӗш вагонтан васкамасӑр тепри шӑвӑнса тухать те ӳсӗрскере ура хурса ӳкерет, вӑл малтан сетка ӑшне йывӑррӑн йӑванса каять, унтан рельса ҫине тухса ӳкет, сетка вара унӑн лӳчӗркеннӗ кӗлеткине ҫӗр ҫийӗпе тӗртсе, сӗтӗрсе каять…

Усӗрӗн алли-ури ҫӗре ҫапӑнкаласа пыни курӑнать. Хӑй патне такама чӗннӗ пек, хӗрлӗ те ҫӳхе юн, кулӑ пек, йӑлтӑртатрӗ…

Вагонран хӗрарӑмсем шари ҫухӑрни илтӗнсе каять, анчах пур сасӑсем те «Мов»-ӑн хӗпӗртӳллӗ шӑв-шавӗнче часах ҫухалаҫҫӗ — вӗсем ҫине сасартӑк йывӑр та нӳрӗ, пусарса хуракан витӗнкӗҫ ывӑтрӗҫ, тейӗн. Шӑнкӑравсем хӑрушлӑх систерсе чӑнкӑртатнӑ, утсем тӑпӑртатнӑ, электричество ҫухӑрни — пурте хура ушкӑн хумӗнчен хӑранипе пӗтсе ларнӑ. Хура ушкӑнӗ вара выльӑх пек мӗкӗрсе малалла ыткӑнчӗ, вагонсем ҫумне пырса ҫапӑнчӗ, вӗсене тӗксӗм пӑнчӑсемпе — уйрӑм пайӗсемпе сапрӗ те ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Вагонсен ҫӗмрӗлекен чӳречисем, хӑравҫӑ пек, мӑнтарӑн пек, чӗтренеҫҫӗ. Нимӗн те курӑнмасть, пӗр «Мов»-ӑн пысӑк кӗлетки ҫеҫ ҫапӑҫса та сиккелесе тӑрать, унӑн йынӑшнӑ сассипе хавхаланса кӑшкӑрашнӑ сассисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмест; ҫапла кӑшкӑрашнипе вӑл хӑй ҫинчен, хӑйӗн вӑйӗ ҫинчен, юлашкинчен, вӑл та хӑйӗн ӗҫне тупни ҫинчен савӑнса пӗлтерет.

Сывлӑшра ҫӗршер пысӑк алӑ курӑнать, вуншар куҫ тӗлӗнмелле ҫӑткӑнлӑхпа, выҫӑхнӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Такама хӗнет ҫав хура «Мов», такама таткалать, такама тавӑрать…

Унӑн ҫил-тӑвӑла ҫаврӑннӑ кӑшкӑрашӑвӗнчен ытларах та ытларах, вӑрӑм та ҫинҫе ҫӗҫӗ пек йӑлтӑртатса, хӑрушӑ сӑмах янраса каять:

— Линч!

Вӑл сӑмахӑн «Мов» кӑмӑлне ҫырлахтармалли асамлӑ вӑйӗ пур, унӑн кӑшкӑравне вӑл хӑй ҫумне тачӑрах пӗрлештерет:

— Линч!

Ушкӑнӑн хӑшпӗр пайӗсем вагонсем ҫине улӑхса кайрӗҫ, унта та, сывлӑшра саламат пек шӑхӑрса, ҫемҫен пӗтӗрӗнсе вӑлах явкаланать-ха:

— Линч!

Ак ушкӑн варринче пӗр тачӑ кумкка пулса тӑчӗ, вӑл тем ҫӑтса, ӗмсе ячӗ те йӑраланать, ушкӑнран шӑтса, юхса тухать. Ушкӑн кӗлетки, варринчен хӗснипе, шӑтӑртатса илет, унтан ерипен ҫутӑлать те, ун ӑшӗнчен хайхи тачӑ та хура кумкка шӑвӑнса тухать — вӑл хӑйӗн пуҫне, ҫӑварне кӑтартать.

Ҫав ҫӑварӑн шӑлӗсем хушшинче таткаланса пӗтнӗ, юнланнӑ ҫын силленет — вӑл вагон кондукторӗ иккен: ун ҫӗтӗк-ҫурӑкӗ ҫинче нашивкӑсем пур.

Халӗ вӑл — чӑмласа пӗтернӗ аш татӑкӗ — илӗртмелле тутлӑ та йӑлтӑр ҫутӑ юнпа сӗткенленнӗ чӗрӗ аш татӑкӗ.

Ушкӑнӑн хура ҫӑварӗ йӑтса пырать те ҫаплах чӑмлать-ха ӑна, ушкӑн аллисем, спрут аллисем пек, унӑн пит-куҫсӑр кӗлеткине ҫатӑрласа тытнӑ.

«Мов» ҫухӑрать:

— Линч!

Вара хӑйӗн пуҫӗ хыҫӗнче вӑрӑм та тачӑ кӗлетке пулса пырать, вӑл тем чухлӗ аш ҫӑтса яма хатӗр.

Анчах сасартӑк таҫтан ун умне пӑхӑр питлӗ, хырӑннӑ ҫын тухса тӑрать. Вӑл хӑйӗн кӑвак шлепкине куҫӗ ҫине антарса лартрӗ, ушкӑн ҫулӗ ҫине кӑвак чул юпа пек тӑчӗ те, чӗнмесӗр, патакне сывлӑша ҫӗклерӗ.

Ушкӑн пуҫӗ, ҫав патакран пӑрӑнасшӑн пулса, сылтӑма, сулахая сулӑнчӗ.

Полицейски хускалми тӑрать, аллинче патакӗ чӗтренмест унӑн та хытӑ куҫӗсем мӑчлатмаҫҫӗ.

Ҫакӑ хӑй вӑйне хӑй ӗненни «Мов» питне сасартӑк сивӗ ҫил вӗрнӗ пекех туйӑнса каять.

Ушкӑн сулӗ сине пӗр ҫын тухса тӑрсан, пӗччен халлӗнех ҫав ушкӑнӑн йывӑр та вӑйлӑ кӑмӑлне хирӗҫ пулсан, вӑл ҫапла лӑпкӑ пулсан ӑна ҫӗнтерме ҫук вара!

Ушкӑн ӑна хирӗҫех тем кӑшкӑрать, аллисене сулкалать, вӗсемпе полицейскин сарлака хулпуҫҫийӗсене ярса илесшӗн, тейӗн, анчах вӑл кӑшкӑрашнинче ӗнтӗ, унӑн кӑшкӑрашӑвӗ тем пек ҫилӗллӗн янӑрать пулин те, темле мӗскӗнлӗх те илтӗнсе тӑрать. Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.

Акӑ, васкамасӑр, патаклисем тата иккӗн килеҫҫӗ. «Мов» аллисем хӑйсем ярса тытнӑ кӗлеткене халран кайнӑн вӗҫертеҫҫӗ, лешӗ чӗркуҫҫи ҫине ӳкет, закон представителӗн ури умне тӑсӑлса выртать, полицейски ун ҫинче хӑй влаҫӗн кӗске те пуклак символне тытса тӑрать…

«Мов» пуҫӗ те ерипен уйрӑм пайсене вакланать, унӑн тӑлпӑвӗ ҫук ӗнтӗ, площадь тӑрӑх ывӑннӑ, ҫапса хуҫнӑ ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем шӑвӑнаҫҫӗ, — вӗсем, пысӑк мӑй ҫыххин хура шӑрҫисем пек, пылчӑклӑ площаде сапаланаҫҫӗ.

Сапаланса, уйрӑлса кайнӑ ҫынсем валак пек урамсене чӗнмесӗр те салхуллӑн кӗрсе каяҫҫӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех