Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламастӑп (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллӑсене ҫӑва ҫӑттӑр вӗсене, мӗн те пулин пулас пулсан — Давыдов хӑй ответ тыттӑр, эпӗ вара ҫул ҫинче хампа мӗнле те пулин аван мар япала пулас пулсан, уншӑн ответ тытма шутламастӑп!

Хрен с ними, с этими приметами, а в случае чего случится — пущай Давыдов отвечает, а я отвечать за всякую пакость, какая может приключиться со мной в дороге, не намеренный!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ пӑрӑнма шутламастӑп та!

— Да я никуда и не собираюсь деваться!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн колхозри ӗҫ эртел ӗҫӗ, вӑл пурне те усӑ тума каять, ҫавӑнпа тепӗр бригадӑран пулӑшу илнине япӑх япала тесе шутламастӑп эпӗ.

Я так разумею: работа наша в колхозе артельная, идет она на общую пользу, и принять помощь от другой бригады не считаю зазорным делом.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унпа урӑх шӳтлеме шутламастӑп эпӗ, ӑна ҫаплах кала.

Шутить я с ним больше не намерен, так и скажи ему.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Фельдшер пукан ҫинчен тӑчӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн алӑк патнелле шӑвӑнать, а Макар ӑна: «Эс ан вӗрилен-ха, пукан ҫине лар, — тет, — эпӗ сана хӗнеме шутламастӑп, тӗслӗхшӗн ҫеҫ ӑнлантарса паратӑп. Ӑнлантӑн-и?»

Фельдшер встал со стула, бочком, бочком подвигается к двери, а Макар говорит: «Да ты не горячись, садись на стул, я вовсе не собираюсь тебя бить, а объясняю просто для примера. Ясно?»

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эпӗ ятлама шутламастӑп та.

— Да я вовсе и не думаю ругаться.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эп унпа пахча сухалама шутламастӑп, вӑл пӗр касӑллӑ плуга та сӗтӗрес ҫук…

Огород на нем пахать я не собираюсь, он и однолемешного плуга не потянет…

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах унпа сӑмах пуҫласа калаҫма шутламастӑп, мӗншӗн тесен вӑл манӑн начальник, ҫитменнине тата, темшӗн, вӑл ман кӑмӑла пӗтӗмпех хай енне ҫавӑрса илчӗ.

Но не решался заговорить с ним, потому что он был моим начальником и потому еще, что он внушал мне странное уважение.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Халӗ те эпӗ ним евӗрлӗ те мар, сехетсемпе минутсене шутламастӑп, хӗвел тухнипе хӗвел аннине пӗлместӗп, пӗр ҫакна ҫеҫ шутлатӑп: куртӑм-и — курман, куратӑп-и — курмастӑп, килсе кайрӗ-и — килмен, килет-и…

И теперь я уже ни на что не похож, не считаю часы и минуты, не знаю восхождения и захождения солнца, а считаю: видел — не видал, увижу — не увижу, приходила — не пришла, придет…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсем пурте Татаринов капитан ҫырӑвӗсем тесе шутламастӑп эпӗ.

Не думаю, что все это были письма капитана Татаринова, вернее всего — разные письма, от разных лиц —

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ Ромашова хамӑн юлташ тесе шутламастӑп.

— Во-первых, я не считаю Ромашова своим товарищем.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн.

Письмо твое, в котором просишь ты нас о родительском нашем благословении и согласии на брак с Марьей Ивановой дочерью Мироновой, мы получили 15-го сего месяца, и не только ни моего благословения, ни моего согласия дать я тебе не намерен, но еще и собираюсь до тебя добраться да за проказы твои проучить тебя путем как мальчишку, несмотря на твой офицерской чин: ибо ты доказал, что шпагу носить еще недостоин, которая пожалована тебе на защиту отечества, а не для дуелей с такими же сорванцами, каков ты сам.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӗрарӑм сирӗн паха енӳсем ҫине сиввӗн пӑхнишӗн ҫав тери хӑрушла тавӑрни тивӗҫлӗ тесе шутламастӑп эпӗ.

Я не думаю, чтобы равнодушие женщины к вашим блестящим достоинствам заслуживало такое ужасное мщение.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эп шутламастӑп, — эп каятӑп! — терӗ те Алексей хуллен, унӑн цыганла куҫӗсем йӑлтӑрах ҫутӑлса илчӗҫ.

— Я не думаю: я пойду! — тихо сказал Алексей, и его цыганские глаза сверкнули упрямым вызовом.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ну, тӑванӑм, эпӗ ун пек шутламастӑп, — терӗ Горбунов.

– Ну, брат, не думаю, – сказал Горбунов.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тваттӑ — Урӑх шутламастӑп, Аншарлине памасассӑн Урӑх ташламастӑп.

Один, два, три, четыре — Больше не сосчитаю, Самогонку не дадите Больше не станцую.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ сана йӗкӗлтеме шутламастӑп та!

Вовсе я тебя не дразню, и не думаю, даже.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапах хама ватах тесе шутламастӑп.

И все же себя совсем старым не считаю.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хулара чӑвашла калаҫмастӑп пулин те хама вырӑс тесе шутламастӑп, тӑван чӗлхене пӗрре те манман эпӗ.

Хоть и не разговариваю в городе по-чувашски, себя русским не считаю, родной язык нисколько не забыл.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех