Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.16 13:59

Пуплевӗш: 205; Сӑмах: 2645

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Кӑнтӑр енче лару-тӑру йывӑрлансах пычӗ. Нумайранпах ӗнтӗ хаҫатсем Дон ҫинчи ҫапӑҫусем ҫинчен пӗлтермерӗҫ. Сасартӑк Информбюро сводкинче Дон ку енчи, Атӑл патнелле, Сталинград патнелле каймалли ҫул ҫинчи ялсен ячӗсене асӑнса илчӗҫ. Унти вырӑнсене пӗлмен ҫынсене вӑл ятсем нимӗн те каласа паман. Анчах ҫавӑнта ӳснӗ Алексей Дон ҫинчи укрепленисене нимӗҫсем татса кӗрсе кайнине, вӑрҫӑ Сталинград стенисем патнелле куҫнине ӑнланса илчӗ.

Сталинград! Ку сӑмаха сводкӑра асӑнман-ха, анчах вӑл пурин ҫӑварӗнче те пулнӑ. 1942 ҫулхи кӗркунне вӑл сӑмаха пӑлханса, чӗрене ыраттарса каланӑ, ӑна хула ҫинчен асӑннӑ пек мар, ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ ҫывӑх ҫын ҫинчен асӑннӑ пек каланӑ. Мересьев чӗрине ку тата ытларах ыраттарнӑ, мӗншӗн тесен Оля ҫав хула ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирте пулнӑ, — кам пӗлет, мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивет ӑна унта! Халӗ вӑл ун патне кашни кун ҫырчӗ. Анчах та унӑн темле полевой почта адресӗпе яракан ҫырӑвӗсем мӗне пӗлтернӗ-ха? Каялла чакса пынӑ ҫӗрти пӑтравлӑхра, Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирте пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ ҫапӑҫу ҫулӑмӗнче ҫырусем Ольӑна тупма пултарӗҫ-ши?

Лётчиксен санаторийӗ, пусса лапчӑтнӑ тӗмескери кӑткӑсем вӗркӗшнӗ пек, ҫынпа хӗвӗшрӗ. Кунта пур хӑнӑхнӑ япаласене те — шашкӑсене, шахмӑтсене, волейбола, фронтовиксем пурте питӗ юратакан «козёл» вӑййисене те пӑрахрӗҫ. Ҫынсен ӑс-пуҫне нимӗн те кӗмерӗ. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрас вӑхӑтчен пӗр сехет малтан, радиопа ҫичӗ сехетре паракан пӗрремӗш сводкӑна итлеме чи кахаллисем те тӑрса пычӗҫ. Сводка эпизочӗсенче лётчиксен подвигӗсене асӑнсан, пурте салхуллӑн, кӳренсе ҫӳрерӗҫ, сестрасемпе сӑлтавсӑрах харкашрӗҫ, санатори йӗркисемпе апата тиркерӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, аманнӑ лётчиксем ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтра хӑйсен ҫакӑнта, хӗвел ҫинче, тӗкӗр пек кӳлӗ хӗрринчи вӑрман шӑплӑхӗнче пулма тӳр килнӗшӗн, вӗсем лере, Сталинград таврашӗнчи ҫеҫен хирсем ҫинче ҫапӑҫма пултарайманшӑн санатори администрацийӗ айӑплӑ тесе шутланӑ пек пулса тухрӗ. Юлашкинчен, канакансем: эпир канса тӑрантӑмӑр, терӗҫ те, хӑйсене срок ҫитичченех ҫапӑҫури чаҫсене яма ыйтрӗҫ.

Каҫалапа Сывлӑшри Ҫар Вӑйӗсен (ВВС) комплектовани пайӗн комиссийӗ пычӗ. Тусанпа витӗннӗ машинӑсенчен медицина службин петлицисене ҫакнӑ темиҫе командир тухрӗ. Пӗр машинин малти алӑкӗнчен сывлӑшри ҫар вӑйӗсем хушшинче пурте пӗлекен пӗрремӗш рангри военврач Мировольский, самӑр та тӗреклӗ ҫын тухрӗ. Хӑйсемпе ашшӗ пекех ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ пирки лётчиксем ӑна питӗ юратнӑ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче комисси отпуск пӗтичченех чаҫе кайма кӑмӑл тӑвакансене суйлама тытанасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Вӑл кун Мересьев тул ҫутӑлнӑ чухнех тӑчӗ, анчах хӑйӗн яланхи упражненийӗсене тумарӗ, тӳрех вӑрмана кайса унта ирхи апатченех ҫӳрерӗ. Сӗтел хушшине ларсан та вӑл нимӗн те ҫимерӗ, апата пӗтӗмпех тарелкӑсенче хӑварнӑшӑн сӑмах тӗкнӗ официанткӑна вӑрҫса тӑкрӗ, унтан Стручков ӑна: хӑвна ырӑ сунакан хӗре ятлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, тесе асӑрхаттарсан, вӑл сӗтел хушшинчен тӑрса столовӑйӗнчен тухса кайрӗ.

Коридорта, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан Совинформбюро сводки умӗнче, Зина тӑнӑ. Алексей ун патӗнчен иртсе пынӑ чух Зина ӑна курмӑш пулчӗ, хулпуҫҫисене хаяррӑн хускатса илчӗ ҫеҫ. Анчах Алексей ӑна хӑй те чӑнахах асӑрхамасӑр иртсе кайсан, хӗр кӳреннипе макӑрас патне ҫитсе, ӑна ятпа чӗнсе илчӗ.

Алексей ун ҫине ҫилӗпе, хулпуҫҫи урлӑ ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Ну, мӗн тӑвасшӑн эсир? Мӗн кирлӗ сире?

— Юлташ старший лейтенант, мӗншӗн эсир… — терӗ хӗр хуллен, хӑйӗн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗ пекех хӗрелсе кайса.

Алексей ҫавӑнтах хӑйне алла илсе, тӑруках темле пусӑрӑнса ларчӗ.

— Паян манӑн пурнӑҫ ыйтӑвӗ татӑлать, — терӗ вӑл янравсӑр сасӑпа. — Ну, мана телей сунса ал парар…

Ытти чухнехинчен ытларах уксахласа, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те питӗрӗнсе ларчӗ.

Комисси залра вырнаҫрӗ. Унта тӗрлӗ приборсем — спирометрсем, вӑй виҫмеллисем, куҫсем мӗнле курнине тӗрӗслемелли таблицӑсем илсе пычӗҫ. Пӗтӗм санатори юнашар пӳлӗме пухӑнчӗ, срок ҫитичченех каяс текенсем питӗ вӑрӑм черет пулса тӑчӗҫ. Анчах Зиночка пурне те миҫе сехетре тата миҫе минутра пымаллине кӑтартнӑ билетсем валеҫсе пачӗ те, саланма хушрӗ. Черетри пирвайхи ҫынсем комиссие кӗрсе тухсан, комисси ытла хытах пӑхманни, питех тиркесе тӑкманни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ. Чӑн та ӗнтӗ, Атӑл таврашӗнче сарӑлса пынӑ вӑйлӑран та вӑйлӑ ҫапӑҫу ҫӗнӗрен ҫӗнӗ вӑйсем ыйтнӑ чух, комисси ӑҫтан-ха ҫынсене ытлашши тиркеме пултарнӑ? Алексей ҫенӗк умӗнчи чул карта ҫинче урисене сулкаласа ларчӗ, комисси ӗҫлекен пӳлӗм алӑкӗнчен кам та пулин тухсан, юриех ытлашши интересленмен пек пулса ыйтрӗ:

— Ну, мӗнле?

— Ҫапӑҫатпӑр! — хаваслӑн ответ пачӗ ӑна алӑкран халь ҫеҫ тухни, утнӑ ҫӗртех гимнастёркине тӳрлетсе е пиҫиххине хытарса.

Мересьев умӗн комиссине Бурназян кӗчӗ. Туйине вӑл алӑк умнех тӑратса хӑварчӗ те, енчен енне сулӑнмасӑр, уксах ури ҫине тайӑнмасӑр тӳррӗн утма тӑрӑшса ҫирӗппӗн кӗрсе кайрӗ. Ӑна нумай вӑхӑт тытса тӑчӗҫ. Юлашкинчен, уҫӑ чӳрече витӗр Алексей хӑлхине хаяррӑн каланӑ сӑмахсем пырса кӗчӗҫ. Унтан алӑкран тарласа кайнӑ Бурназян сирпӗнсе тухрӗ. Вӑл Алексей ҫине ҫилӗллӗ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах паркалла танкӑлтатса кайрӗ.

— Бюрократсем, тылри йӗкехӳресем! Авиацире мӗн ӑнланаҫҫӗ вӗсем? Балет-им вӑл?.. Ура кӗске… Клистирсем, шприцсем вӗсем, шуйттан пуҫӗсем!

Алексейӑн хумханнипе хул айӗсем сивӗнсе кайрӗҫ, анчах пӳлӗме вӑл хаваслӑн, кула-кула кӗрсе кайрӗ. Комисси пысӑк сӗтел хушшинче ларнӑ. Варринчи пӗрремӗш рангри военврач Мировольский пуринчен те ҫӳлӗрех курӑннӑ. Аяккарахра, пӗчӗк сӗтел хушшинче, лётчиксен личнӑй ӗҫӗсен купи умӗнче, Зиночка ларнӑ. Вӑл крахмалпа хытарнӑ шап-шур халат тӑхӑннӑ, унӑн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗсем марлӗрен тунӑ тутӑр айӗнчен аялалла усӑнса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпе вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗн те илемлӗн курӑннӑ. Вӑл Алексее хӑйӗн «ӗҫне» тыттарчӗ те, ҫав вӑхӑтрах ун аллине хуллен кӑна чӑмӑртаса илчӗ.

— Ну-с, ҫамрӑк ҫын, гимнастёркуна хывӑр-ха, — терӗ Мировольский, куҫӗсене хӗссе.

Алексей спортпа нумай вӑхӑт ирттерни тата хӗвел ҫинче пӗрмай хӗртӗнни усӑсӑр пулман. Унӑн ҫирӗп те тӗреклӗ кӗлетки ҫине врач ҫав тери кӑмӑлласа пӑхрӗ. Хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленсе ларнӑ тирӗ айӗнчен кашни мышца палӑрса тӑнӑ.

— Сирӗн ҫине пӑхса Давид кӗлеткине ӳкерме пулать, — тесе, хӑй нумай пӗлнине палӑртса илчӗ комисси членӗсенчен пӗри.

Мересьев пур тӗрӗслевсене те ҫӑмӑллӑнах ирттерчӗ: аллипе вӑл нормӑран пӗрре те ҫурӑ ытларах пӑчӑртарӗ, сывлӑша ҫав тери нумай вӗрсе кӑларнипе виҫмелли стрелка тепӗр вӗҫнех кайса перӗнчӗ. Юн таппи унӑн виҫеллӗ, нервӑсем питӗ лайӑх пулнӑ. Юлашкинчен вӑл вӑй виҫмелли приборӑн хурҫӑ аврине ҫав тери хыттӑн туртрӗ те, прибор пӑсӑлса кайрӗ.

— Лётчик-и? — тулли кӑмӑлпа ыйтрӗ Мировольский, кресло хыҫнелле тайӑнса, ҫав хушӑрах «Старший лейтенант А. П. Мересьевӑн «личнӑй ӗҫӗн» кӗтесси ҫине резолюци ҫырса хума хатӗрленсе.

— Лётчик.

— Истребитель?

— Истребитель.

— Ну, истреблять тума кайӑр эппин. Халь унта сирӗн йышшисем ҫав тери нумай кирлӗ! Госпитальте мӗн пирки выртнӑ вара эсир?

Алексей хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗчӗ сасартӑк пӗтсе ларма пултарассине туйса, нимех те шарлаймарӗ; ҫав вӑхӑтра военврач лётчикӑн «личнӑй ӗҫне» вулама тытӑнчӗ те, унӑн сарлака та ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ тӗлӗннипе тӑсӑлсах кайрӗ:

— Урисене татнӑ… Мӗнле айванла япала ку? Кунта мӗн, йӑнӑш ҫырнӑ-и? Ну, мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗр?

— Ҫук, йӑнӑш ҫырман, — хуллен те вӑраххӑн, картлашкасем тӑрӑх эшафот ҫине хӑпарнӑ пек, ответ пачӗ Алексей.

Врач та, комисси членӗсем те ҫак ҫирӗп кӗлеткеллӗ, патмар, вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан йӗкӗт ҫине шанмасӑртарах, мӗн пулнине ӑнланаймасӑр пӑхрӗҫ.

— Брюкине хӑпартӑр! — тек тӳссе тӑраймасӑр команда пачӗ военврач.

Алексей кӑвакарса кайрӗ. Вӑл, ним тӑвайманнипе, Зиночка ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те, брюкине вӑраххӑн хӑпартса, сӗтел умӗнче хӑйӗн сӑран протезӗсем ҫинче чылайччен тӑчӗ. Вӑл нимӗн те калаймарӗ, унӑн аллисем усӑнчӗҫ…

— Мӗншӗн пирӗн пуҫсене минретсе тӑратӑр-ха эсир, батенька? Мӗн чухлӗ вӑхӑт йышӑнтӑр. Урасӑрах авиацине кайма шутламастӑр-ҫке ӗнтӗ эсир? — терӗ юлашкинчен Мировольский.

— Эп шутламастӑп, — эп каятӑп! — терӗ те Алексей хуллен, унӑн цыганла куҫӗсем йӑлтӑрах ҫутӑлса илчӗҫ.

— Эсир ӑсран кайнӑ пулӗ! Урасӑр — мӗнле вӑл?

— Ҫапла ҫав, урасӑр, анчах пурӗпӗр вӗҫетӗп, — лӑпкӑнах ответ пачӗ Мересьев. Унтан вӑл аллине хӑйӗн ҫуллахи френчӗн кӗсйине чикрӗ те, журналтан касса кӑларса тирпейлӗн хуҫлатса хунӑ заметкӑна туртса кӑларчӗ. — Куратӑр, вӑл пӗр урасӑр вӗҫнӗ вӗт, мӗншӗн-ха эпӗ икӗ урасӑр вӗҫме пултараймастӑп?

Заметкӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Мировольский лётчик ҫине тӗлӗнсе, ҫав вӑхӑтрах ӑна хисеплесе пӑхрӗ.

— Анчах куна валли шуйттанла тренировка кирлӗ. Куратӑр, вӑл питӗ нумай тренировка тунӑ. Протезсемпе урасемпе ӗҫленӗ пекех ӗҫлеме вӗренес пулать вӗт, — терӗ военврач, ҫемҫелсе.

Ҫак самантра Алексей сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен пулӑшу илчӗ. Зиночка хӑйӗн сӗтелӗ хушшинчен вӗҫнӗ пекех сиксе тухрӗ те, пӗчӗк аллисене кӑкри ҫине хӗреслесе хурса, тӑнлавӗсем ҫине тар пӗрчисем тухичченех хӗрелсе кайса, калама тытӑнчӗ:

— Мировольский юлташ, эсир вӑл мӗнле ташланине курӑр-ха! Сыввисенчен те пуринчен лайӑхрах ташлать. Ну, чӑнласа калатӑп сире!

— Мӗнле ташлать? Мӗн шуйттан тата! — Военврач хулпуҫҫисене хутлаткаласа, комисси членӗсем ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗ.

Алексей савӑнсах Зина панӑ шухӑша ҫавӑрса тытрӗ:

— Эсир «юрӑхлӑ» тесе те, «юрӑхсӑр» тесе те ан ҫырӑр. Эсир каҫхине пирӗн пата, ташланӑ ҫӗре пырӑр. Вара эсир унта эпӗ ташлама пултарнине куратӑр.

Алӑк патнелле утса кайнӑ чух, Мересьев комисси членӗсем пӗр-пӗринпе тем ҫинчен хумхансах калаҫнине тӗкӗр ҫинче курчӗ.

Кӑнтӑрлахи апат умӗн Зиночка Алексее кивелнӗ паркри чӑтлӑхра шыраса тупрӗ. Вӑл ӑна Алексей тухса кайнӑ хыҫҫӑн комисси членӗсем нумайччен ун ҫинчен калаҫни ҫинчен, военврач: Мересьев — тӗлӗнмелле йӗкӗт, тен вӑл — кам пӗлет! — чӑнах та вӗҫекен пулӗ, — вырӑс ҫынни мӗн кӑна тума пултармасть вӑл, тени ҫинчен каласа пачӗ. Куна хирӗҫ комисси членӗсенчен пӗри: авиаци историйӗ кун пек тӗслӗхсене пӗлмест, тенӗ. Анчах Мировольский ӑна: авиаци историйӗ нумай япаласене пӗлмен, ӑна ҫак вӑрҫӑра совет ҫыннисем нумай вӗрентрӗҫ, тесе хунӑ.

Суйласа илнӗ доброволецсене действующи армине ӑсатас умӗнхи каҫ — санаторире вӗсем пӗр икҫӗр ҫын таран пулнӑ — ташӑ ытти чухнехинчен пысӑкрах программӑпа пулчӗ. Мускавран грузовикпа ҫар оркестрӗ пычӗ. Духовой оркестр пӗтӗм ҫурта янратса, чӗтрентерсе тӑчӗ. Лётчиксем йӗп-йӗпе тара ӳксе, ывӑнма пӗлмесӗр ташларӗҫ. Вӗсем хушшинче пӗрмаях та савӑнӑҫлӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ Мересьев хӑйӗн ылтӑн тӗслӗ кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӗпе ташларӗ. Ку мӑшӑр питӗ килӗшӳллӗ пулнӑ.

Военврач Мировольский, уҫӑ чӳрече умне пӗр кружка сивӗ сӑра тытса ларнӑскер, Мересьевпа унӑн ҫулӑм ҫӳҫлӗ мӑшӑрӗ ҫинчен куҫ илмерӗ. Вӑл медик пулнӑ, унтан та ытларах — вӑл ҫарти медик пулнӑ. Вӗҫӗмсӗр йышлӑ тӗслӗхсем тӑрӑх вӑл протезсем чӑн-чӑн урасенчен мӗнле уйӑрӑлса тӑнине лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Халӗ, хурарах сӑнлӑ тӗреклӗ лётчик хӑйӗн хитре мӑшӑрне илемлӗн ҫавӑрса ташлаттарнине сӑнаса ларса, вӑл ҫакна ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ, ӑна ку темле ултав пек туйӑнчӗ. Юлашкинчен, йӗри-тавра алӑ ҫупса тӑракан ҫынсем хушшинче «барыня» ташшине лётчик ҫав тери хӗрӳллӗн, шӑхӑрса, ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйне айӑкӗсенчен, питӗнчен ҫапса тӑпӑртаттарса илсен, унтан йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, пӑлханса кайнӑскер военврач патнелле хӗсӗнсе тухсан, ку унӑн аллине кӑмӑллӑн тытса чӑмӑртарӗ.

Мересьев нимӗн те каламарӗ, анчах унӑн куҫӗсем Мировольский ҫине тӳррӗн пӑхса, ӑна тархасларӗҫ, ответ парасса кӗтрӗҫ.

— Эсир хӑвӑрах ӑнланатӑр, эпӗ сире тӳрех чаҫе яма пултараймастӑп. Анчах эпӗ сирӗн ҫинчен кадрсен управленине заключени ҫырса парӑп. Эпӗ хамӑн шухӑша, эсир кирлӗ пек тренировка тунӑ хыҫҫӑн вӗҫме пултаратӑр, тесе ҫырса парӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, епле пулсан та эпӗ сирӗн майлӑ пулатӑп, — ответ пачӗ комисси председателӗ.

Мировольский залран санатори начальникӗпе, хай пекех опытлӑ ҫар врачӗпе пӗрле алӑран алӑ тытса тухрӗ.

Иккӗшӗ те вӗсем Мересьев ҫинчен тӗлӗнсе, хавасланса калаҫрӗҫ. Ҫывӑрас умӗн те, пирус туртса ларса, вӗсем совет ҫынни мӗн те пулин тума ҫирӗп шут тытсан, вӑл тем те туса хума пултарни ҫинчен калаҫрӗҫ…

Ҫак вӑхӑтра, аялти хутра ҫаплах музыка янранӑ, чӳречесем витӗр ташлакансен мӗлкисем курӑннӑ чух, Алексей Мересьев ҫӳлте, ҫирӗппӗн питӗрнӗ ванна пӳлӗмӗнче, тутине юн тухичченех ҫыртса, урисене сивӗ шыва чиксе ларчӗ. Ыратнипе ӑнран тухса каяс патне ҫитсе, вӑл протезсем сӑтӑрӑннипе урисенче хӑпарса тухнӑ юнлӑ кӑвак вырӑнсене, шӑйрӑлса хӗрелнӗ суранӗсене йӗпетсе ҫунӑ.

Сайра-хутра ванна пӳлӗмӗнчен хуллен йынӑшни илтӗннӗ. Анчах Алексей ыратнӑ пирки йынӑшман, — ҫук? Ӑна урисем ыратнинчен ытларах урӑххи асаплантарнӑ. Нумайранпа ӗнтӗ вӑл хӑй ирӗксӗрех ним тӑваймасӑр пурӑннине курайми пулчӗ, ҫавна тӳсме ӑна кунран кун ытларах та ытларах йывӑр пулса пычӗ. Кӑнтӑр енче Тӑван ҫӗршывӑн малалли кунҫулне татса паракан ҫав тери хаяр ҫапӑҫусем пынӑ чух, тылра алӑсене усса лармалла пуласси Алексее пӗр канӑҫ та паман.

Хамӑрӑн Совет государствипе тантӑш ҫын, хӑй ӳснӗ пурнӑҫ условийӗсемсӗр пуҫне урӑх нимӗнле условисене те пӗлменскер, вӑл Ҫӗршыв хӑйне мӗн панине пурне те нимӗн шухӑшламасӑрах йышӑннӑ. Анчах халӗ, Тӑван ҫӗршыв умне ҫав тери пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑрсан, Тӑван ҫӗршыв уншӑн халичченхинчен виҫӗ хут хаклӑрах пулса тӑчӗ. Хум ҫапнипе ҫыранти вӗри хӑйӑр ҫине тухса ӳкнӗ пулӑ шывсӑр пурӑнма пултарайман пекех, Мересьев хӑй те советла пурнӑҫсӑр урӑх нимӗнле пурнӑҫ йӗркипе те пурӑнма пултараяс ҫуккине ӑнланчӗ. Радио тӑрӑх диктор сасси Хӗрлӗ Ҫар ҫав-ҫав хуласене хӑварни ҫинчен пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернисене илтсен, ӑна нимӗҫ унӑн хӑйӗн килне пырса кӗнӗ пекех, нимӗҫ унӑн чунтан юратнӑ тӑван амӑшне асаплантарнӑ пекех туйӑнчӗ; унӑн амӑшӗ тутине юн тухичченех ҫыртса, мӑнаҫлӑ чӗрепе шӑппӑн асапланса, аллисене ывӑлӗ енне тӑснӑ пек курӑнчӗ. Алексейӑн пӗтӗм канӑҫсӑр тимлӗхӗ, пурнӑҫӗ фронт еннелле туртӑнчӗ. Хӑйне вӗҫӗмсӗр тренировкӑсемпе асаплантарса, кашни кунах хӑйне кӑткӑсрах та йывӑртарах уроксем парса пырса, вӑл кулленех, ҫывӑрма выртас умӗн, хӑйӗн записной кӗнекинчи календарь ҫинче пурӑнса ирттернӗ числона чӗрсе пӑрахрӗ, ку вара хӑйне боевой пурнӑҫран уйӑрса тӑракан тата тепӗр чӑрмава ҫӗнтернӗ пек пулчӗ. Анчах халӗ, вӑл ҫав тери ҫине тӑрса, нумай тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫласси патнех ҫитсе тӑрсан, ӑна хӑй ҫар эшелонӗ ҫине ларса Сталинград еннелле кайнӑ пекех туйӑнма пуҫласан, ҫав ӗмӗт пӗтӗмпех, пӗтӗмпех, яланлӑхах, нихҫан тӳрленмелле мар ишӗлсе анас пек пулса тӑчӗ… Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа вӑл сасӑпах йынӑшрӗ, хӑй йынӑшни ан илтӗнтӗр тесе, ӑна кранран юхакан шыв сассипе хупларӗ.

Тепӗр сехетрен, майор Стручков пӳлӗме пырса кӗнӗ чух, Мересьев питне ҫуса уҫӑлса, тӗкӗр умӗнче хӑйӗн хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗсене тураса тӑнӑ.

— Сана унта Зиночка шырать. Сывпуллашас май, санӑн унпа уҫӑлса ҫӳресчӗ хуть!

— Атьӑр пӗрле, Павел Иванович! Каяр ӗнтӗ, мӗнех вара сана уншӑн? — ӳкӗтлеме тытӑнчӗ ӑна Мересьев.

Хӑйне ҫав тери тӑрӑшса ташлама вӗрентнӗ кӑмӑллӑ, кӑшт кулӑшларах хӗрпе пӗчченех пӗрле пуласси ҫинчен шухӑшлани ӑна халӗ темле пӑлхатса ячӗ. Оля ҫырӑвӗ хыҫҫӑн ӑна унпа пӗрле пулма йывӑр пулчӗ. Ҫавӑнпа та вӑл халӗ ҫине тӑрсах Стручкова хӑйпе пӗрле пыма сӗтӗрчӗ, юлашкинчен вара лешӗ ирӗксӗрех, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса, картузне тӑхӑнчӗ. Зиночка балкон ҫинче кӗтсе тӑнӑ. Унӑн аллинче пӗтӗмпех татса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ чечексен букечӗ пулнӑ. Татӑк-ҫурӑк чечек ҫеҫкисем унӑн урисем патӗнче, урайӗнче сапаланса выртнӑ.

— Атьӑр вӑрманпа сывпуллашма! — ним ҫинчен шухӑшламан пек сӗнчӗ Алексей.

Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗнчен тытрӗҫ те, ним калаҫмасӑрах ватӑ ҫӑкасен аллейи тӑрӑх утса кайрӗҫ. Вӗсен урисем айӗнче, шурӑ уйӑх ҫути ҫутатнӑ ҫӗр ҫинче, кӑмрӑк пек хура мӗлкесем хускалса пычӗҫ, унта та кунта сапаласа тӑкнӑ ылтан укҫасем пек, кӗркунне майӗпе тӑкӑннӑ малтанхи ҫулҫӑсем йӑлтӑртатрӗҫ. Акӑ, аллея пӗтрӗ. Вӗсем паркран тухрӗҫ те, кӑваккӑн курӑнакан йӗпе курӑк тӑрӑх кӳлӗ патнелле кайрӗҫ. Кунти лапам вырӑн, шурӑ така тирӗпе витӗннӗ пек, ҫӑра шурӑ тӗтрепе витӗннӗ. Вӑл ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑннӑ, уйӑх ҫутинчи сивӗ сывлӑшра тӗлӗнмелле йӑлтӑртатнӑ. Сывлӑш нӳрӗ пулнӑ, вӑл кӗрхи шӑршӑсемпе тулнӑ, хӑш ҫӗрте сулхӑн та сивӗ, тепӗр ҫӗрте ӑшӑ та пӑчӑ пулнӑ, ҫак тӗтре кӳллинче хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пулнӑ пек, хӑйӗн ӑшӑ та сивӗ юхӑмӗсем пулнӑ пек туйӑннӑ…

— Эпир великансем пек, пӗлӗтсем ҫийӗпе пынӑ пек пулса тухмасть-и ку? — терӗ Алексей шухӑшлӑн.

— Эпир ухмахсем пулнӑ пек пулса тухать! Урасене йӗпететпӗр те, ҫула тухса каяс умӑн шӑнса пӑсӑлатпӑр! — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ Стручков, хӑйӗн темле савӑнӑҫсӑр шухӑшсем ӑшне путнӑскер.

— Манӑн уншӑн хӑрамалла мар, манӑн йӗпенмелли те, шӑнса пӑсӑлмалли те ҫук, — кулса илчӗ Алексей.

Зиночка вӗсене тӗтрепе хупланнӑ кӳлӗ патнелле туртса кайма тытӑнчӗ:

— Атьӑр, атьӑр, унта халӗ питӗ аван пулма кирлӗ.

Вӗсем кӑшт ҫеҫ шыва кӗрсе каймарӗҫ; кӑтраланакан мамӑк пек тӗтре витӗр урасем айӗнчех шыв хура тӗслӗн курӑнса кайсан, тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗҫ. Юнашарах мостки курӑнчӗ тата пӗчӗк кимӗ мӗлки палӑрчӗ. Зиночка тӗтре ӑшнелле чупса кӗрсе кайрӗ те кӗсменсем ҫӗклесе таврӑнчӗ. Алексей ишме ларчӗ. Зинӑпа майор кимӗ хӳрине юнашар вырнаҫса ларчӗҫ. Кимӗ лӑпкӑн сарӑлса выртакан шыв тӑрӑх ерипен шума тытӑнчӗ, вӑл пӗрре тӗтре ӑшне чӑмрӗ, тепре ирӗке тухрӗ; хуп-хура шыв ҫине уйӑх кӗмӗл тӗс сапса тӑчӗ. Вӗсем кашниех хӑйӗн шухӑшне шухӑшласа пычӗҫ. Каҫӗ питӗ лӑпкӑ пулчӗ, кӗсменсем айӗнче шыв ртуть тумламӗсем пек саланса пырса, ҫавӑн пекех йывӑр пулнӑн туйӑнчӗ. Кӗсмен пӑтисем пӗрмай кӗмсӗртетсе пычӗҫ, — таҫта карӑш авӑтрӗ, таҫтан инҫетрен каҫхи тӑмана ахӑрса кӑшкӑрни илтӗнчӗ.

— Юнашарах вӑрҫӑ пынине ӗненмелле те мар… — терӗ Зиночка хуллен. — Ман пата ҫырусем ҫыратӑр-и ӗнтӗ, юлташсем? Акӑ, сӑмахран, Алексей Петрович, эсир кӑшт та пулин ҫыратӑр-и? Кӑмӑлӑр пур-и, эпӗ сире хамӑн адреса ҫырнӑ открыткӑсем парса ярам? Чӗрӗ, сывӑ, салам сире, тесе ҫыратӑр та, — ещӗке пӑрахатӑр, э?

— Ҫук, тӑвансем, эпӗ ҫав тери тулли кӑмӑлпа каятӑп! Шуйттан патне пӗтӗмпех, ҫитет! Ӗҫе, ӗҫе тытӑнас пулать! — кӑшкӑрсах илчӗ Стручков.

Унтан каллех пурте шӑп пулчӗҫ. Кимӗ тӗпне шыв ҫапӑнса шӑмпӑртатрӗ, унӑн хӳри патӗнче вӑл кӑпкаланса, йӑрӑмланса пычӗ. Тӗтре сирӗлчӗ, ҫырантан кимӗ патнелле уйӑх ҫути тӑсӑлса пыни курӑнса тӑчӗ, шыв ҫинче кувшинкӑсемпе лилисен мӗлкисем палӑрчӗҫ.

— Юрласа илер-и, э? — сӗнчӗ те Зиночка, хӑйне ответ парасса кӗтмесӗрех, пилеш ҫинчен калакан юрра пуҫларӗ.

Пирвайхи куплета вӑл пӗчченех кичемлӗн юрласа илчӗ, унтан ӑна хӑйӗн тарӑн та вӑйлӑ баритонӗпе Стручков пулӑшма тытӑнчӗ. Вӑл унччен малтан нихҫан та юрламан, ҫавӑнпа та Алексей унӑн ҫакӑн пек ырӑ, бархат пек сасӑ пуласси ҫинчен шухӑшламан та. Тӗкӗр пек яка шыв ҫийӗпе ҫак каштах хурлӑхлӑ та хӗрӳллӗ юрӑ вӑйлӑн янраса кайрӗ. Икӗ уҫӑ сасӑ — арҫынпа хӗрарӑм сасси — пӗр-пӗрине пулӑшса, хавхалантарса пычӗҫ. Алексее хайӗн пӳлӗмӗн чӳречи умӗнче ларакан пилешӗн пӗртен-пӗр ҫырла сапакийӗ тата ҫӗр пӳртсен ялӗнчи пысӑк куҫлӑ Варя аса килчӗҫ, унтан пӗтӗмпех куҫран ҫухалчӗҫ: кӳлӗ те, ҫак юмахри пек уйӑх ҫути те, кимӗ те, юрлакансем те ҫухалчӗҫ. Вӗсем вырӑнне Алексей хӑй умӗнче, кӗмӗл тӗслӗ тӗтре ӑшӗнче, Камышинри хӗре курчӗ. Анчах фотографи ҫинчи, ешерекен улӑхри чечексем хушшинче ларакан Ольӑна мар, темле ҫӗнӗ, халиччен палламан, ывӑннӑ, хӗвелте пиҫнипе пит ҫӑмартисем улаланнӑ, тутисем таткаланса кайнӑ, тарланипе витӗрех тӑвар ҫапнӑ гимнастерка тӑхӑннӑ, аллине кӗреҫе тытнӑ, таҫта лере, Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирсенче ӗҫлекен Ольӑна курчӗ вӑл.

Алексей кӗсменсене пӑрахрӗ те, юлашки куплета вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле юрласа пӗтерчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех