Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.18 16:11

Пуплевӗш: 407; Сӑмах: 4961

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Давыдов васкамасӑр, анчах пысӑккӑн яра-яра пусса утать. Сӑрт ҫине хӑпарсан, вӑл чарӑнса тӑчӗ, ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан бригада станӗпе сӑртӑн тепӗр тайлӑмӗ тӑрӑх тавракурӑм хӗрри таранах сарӑлса выртакан сухаланӑ пусӑ ҫине пӑхса илчӗ. Мӗнле пулсан та, ку кунсенче вӑл пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ, ытлашши хистенӗшӗн вӑкӑрсем хӑвалакан Варьюха та, Кондрат вӑкӑрӗсем те ан кӳренччӗр ӗнтӗ. Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ…

Кунтан, инҫетрен, сухаласа пӑрахнӑ пусӑ, симӗс курӑк хушшине сарса пӑрахнӑ пысӑк хура бархат татӑкӗ пек курӑнать. Унӑн чи хӗрринче ҫеҫ, ҫурҫӗр енчи тайлӑмра, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле тухнӑ ҫӗрте, сарӑрах, тикӗс мар хӑю тӑсӑлать, йӑрансене тӑрӑх плуг тӗренӗсем ҫавӑра-ҫавӑра хурса ҫутатнӑ хура тӑпра касӑмӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен тӗлӗнче хура кураксем явӑнаҫҫӗ, хура пусӑра тата ҫеҫпӗл ҫеҫки пек кӑвак пӑнчӑ курӑнать: Варя Харламова хӑйне пачах туртма пӑрахнӑ ӗҫе пӑрахнӑ та пуҫне усса майӗпен станалла утать. Кондрат Майданников йӑран ҫинче пӗр хускалмасӑр туртса ларать. Ҫийӗсенче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӑван явӑннӑ пирки, вӑкӑрсем пачах иртӗнсе кайнӑ пулсан, вӗсене пӑхакансемсӗр мӗн тумалла-ха ара унӑн?

Давыдов сӑрт тӳпинче чарӑнса тӑнине курсан, Варя та чарӑнчӗ, пуҫӗнчи явлӑкне хыпаланса салтса илчӗ те майӗпен сулкалама пуҫларӗ. Ҫак сӑмахсӑр каланӑ хӑюсӑр чӗнӳрӗн Давыдов кулса илчӗ. Вӑл кепкипе сӗлтсе илчӗ те урӑх ҫаврӑнса пӑхмасӑр кайрӗ.

«Мӗнле хӑйне майлӑ хӗр! Хӑй чипер хӗр-ха вӑл, анчах иртӗннӗ те хӑйне майлӑ хӗр. Анчах иртӗнмен хӗрсем пулаҫҫӗ-и-ха вара, пӗр хуҫкаланса-вӗҫкӗнленсе тӑманнисем? Тем ун пеккине эпӗ тӗлӗкре те курман, пурнӑҫра та тӗл пулман… Ун пек хӗрупраҫсем вун ултӑ, вун ҫичӗ ҫула ҫитеҫҫӗ те кашниех хитререх тумланма, хӑйне майлӑ капӑрланма тӑрӑшаҫҫӗ, майӗпен хӑйсен вӑйне, влаҫне пирӗн ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланаҫҫӗ, ку вӑл — факт! — шухӑшларӗ Давыдов утнӑ май. — Варюха-горюха та ҫаплах алла илме шутлать мана, хӑйӗн характерне кӑтартать. Анчах кунтан ун ӗҫ тухаймӗ: балтиецсем — хура-шурра курнӑ халӑх. Мӗншӗн будка патне каять-ха вара вӑл? Васкамасӑр, енчен енне тайкаланса пырать, эппин — ӑна Кондрат ӗҫпе яман унта, хӑй ирӗкӗпе каять, хӑй айванла хӗр йӑлӑнтарӑвӗпе. Тен, эпӗ бригадӑран кайнипе-и? Апла пулсан, ку — чӑн-чӑн йӗркесӗрлӗх, ӗҫ дисциплинине пӗтӗмпех пӑсни! Кирлӗ ӗҫпе пулсан — тархасшӑн, утах хӑв пӗлнӗ пек, мӗншӗн те пулин йӑлӑнтарса каять пулсан вара — ҫамрӑккине те, илемлӗ сӑн-питне те пӑхмасӑр, бригадӑн пирвайхи пухӑвӗнчех хӗртес пулать. Суха — вырсарни кунсенчи вӑйӑ-кулӑ мар, ҫавӑнпа та мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек ӗҫле», — халӗ ӗнтӗ ҫилленме пуҫласа шухӑшларӗ Давыдов.

Туйӑмӗ темле икке пайланнӑ унӑн: пӗрре вӑл Варьӑна лешӗ хӑй ирӗкӗпе хӑтланнӑшӑн ҫилленет, тепре ӑна, арҫынна, хӗр ӑна пула вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахнине чухласа илни савӑнтарать те…

Ҫӑл хӑйӗн Ленинградри пӗр тусӗ, матрос пулнӑскер, мӗнле те пулин хӗрпе ҫӳреме тытӑнсан, ӑна айккинелле чӗнсе илсе, питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, пӗр кулмасӑр-тумасӑр, ҫапла каланине аса илчӗ: «Ҫемен, тӑшман патнелле ҫывхаратӑп. Эпӗ ҫӗнтереймесси паллӑ пулсан — мана флангсенчен пулӑш-ха, мана ҫапса аркатсан вара — тархасшӑн эпӗ питӗ намӑслӑн каялла чакнине пытар». Тахҫан иртсе кайнӑ япалана аса илчӗ те йӑл кулчӗ; ҫавӑнтах вара ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, мана ку «тӑшман», Варюха, патне ҫывхарма юрамасть. Ҫулсем пӗр мар, экипажсем урӑх… Эпӗ ун хыҫҫӑн ура ярса пусма ӗлкӗреймӗп, колхозниксем вара тӳрех эпӗ хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнекен пӗр-пӗр путсӗр ҫын тесе шутласа илӗҫ. Анчах, ҫав пӗр Лушкӑран та уйрӑлса ҫитейместӗп пулсан, мӗнле путсӗр сӗтӗрӗнчӗк пулам-ха эпӗ? Ҫук, чипер Варюхӑна чӑнласа ҫеҫ юратма пулать, унпа ахаль кӑна иртӗнме манӑн совеҫ ҫитмест. Ав мӗнле тап-таса ҫын вӑл, уяр кун умӗнхи шуҫӑм пек, мӗнле таса куҫпа пӑхать вӑл ман ҫине… Ну, эпӗ ҫавӑн пек чӑнласа юратма вӗренсе ҫитеймен пулсан, вӑл ӗҫе чухламастӑп пулсан, хӗрӗн пуҫне минретмелле те мар манӑн. Пӑрӑнса кай, Давыдов матрос, ҫитменнине хӑвӑртрах тата!.. Унран чӑнах та аяккарах пулмалла манӑн. Ан кӳрентӗр тесе, асӑрханарах калаҫса пӑхас та унта — айккинелле пӑрӑнас», — хӑй сисмесӗрех ассӑн сывласа ярса шухӑшларӗ Давыдов.

Хайӗн пурнӑҫӗ Шырланпуҫра мухтанмаллах йӗркеленсе каяйманни тата райкомӑн ҫӗнӗ секретарӗ хӑй умне лартнӑ задачӑсем ҫинчен шухӑшланӑ май, вӑл каллех Лушкӑна аса илчӗ: ҫав пурӑннӑ ҫыхха ыраттармасӑр мӗнле салтса ямалла-ха унӑн? Макар, тен, тӗрӗс те калать пулӗ: алӑпа та, шӑлпа та салтма май ҫук пулсан — касса татас пулать! Мӗнле пӑтӑрмах килсе тухрӗ-ха, чӑнах! Унпа яланлӑхах уйрӑлма йывӑр пулать мана. Мӗншӗн? Мӗншӗн Макар ку ӗҫе ҫӑмӑл турӗ, манӑн вара питӗ йывӑрпа пулать? Неушлӗ ҫапла ҫемҫешке ҫын вара? Нихҫан та апла тесе шухӑшламан! Макара та ҫӑмӑлах пулман-и тен, вӑл ҫакна палӑртман ҫеҫ пулӗ? Тен, ҫакӑ вӑл ҫаплах пулнӑ пулӗ, анчах Макар хӑй хуйхине пытарма пӗлнӗ, эпӗ вара пӗлместӗп, пултараймастӑп. Пӗтӗм ӗҫ акӑ мӗнрен килет иккен!»

Давыдов хӑй те сисмесӗр чылай малалла кайрӗ. Ҫул хӗрринчи уртӑш тӗмӗ айне, сулхӑна, кӑнма тата туртса яма выртрӗ, нумайччен: Нагульнова кам пеме пултарнӑ-ши, тесе шухӑшларӗ, унтан вара, тарӑхса, ку шухӑша пӑрахрӗ: «Перекен пулман пулсан та, ялта, кулаксене кӑларса янӑ хыҫҫӑн та-ха, тӗрлӗрен путсӗрсем юлни паллӑ, Макарпа калаҫса пӑхам-ха, ӗҫ мӗнле пулнине пӗлем, ун чухне, тен, мӗн те пулин паллӑ пулӗ, пуҫа кӑлӑхах ҫӗмӗрме кирлех те мар».

Ҫулне кӗскетес тесе, Давыдов айккинелле пӑрӑнчӗ, тӳрӗрен, ҫеремпе кайрӗ, анчах ҫур ҫухрӑм пек те утаймарӗ — ӑна сасартӑк, темле курӑнман чикӗ урлӑ каҫса, урӑх тӗнчене пырса кӗнӗ пек туйӑнчӗ: атӑ кӗли ҫумне пӗрчӗллӗ кушак хӳри ҫапӑнма пӑрахрӗ, таврара чӑпар чечексем курӑнми пулчӗҫ, чечеке ларнӑ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сирӗлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, ун умне таҫта ҫитиех ҫара, сӑрӑ, тӗксӗм ҫеҫен хир сарӑлса выртрӗ.

Ҫак асапланса пӗтнӗ, нумай пулмасть ҫеҫ пушар ҫуласа тухнӑ пек туйӑнакан кичем ҫӗре курсан Давыдова темле аван мар пулса кайрӗ. Тавраналла пӑхса ҫаврӑнсан, вӑл хӑй Бирюк ҫырмин тӳпине, сухаламан ҫерем ҫине пырса тухнине ӑнланса илчӗ. Ку ҫӗр ҫинчен пӗррехинче Яков Лукич правлени ларӑвӗнче ҫапла каланӑччӗ: «Кавказра турӑ темшӗн ту-сӑрт туса тултарнӑ, пӗтӗм ҫӗре темле ухмахла мӑкӑльсем туса хӑпартнӑ, ни лашапа, ни ҫуран иртсе ҫӳреме ҫук. А вӑт пире, Шырланпуҫ казакӗсене, мӗншӗн кӳрентернӗ вӑл — ӑнланма пултараймастӑп. Ҫур пин теҫеттине яхӑн лайӑх ҫӗре ӗмӗр-ӗмер ни сухалама, ни акма юрамалла мар тӑварласа хунӑ. Ҫуркуннесенче унта йӗплӗ курӑк ӳскелет-ха, анчах вӑрахах мар, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫав путсӗр ҫӗр ҫине сурса хур та унта тепӗр ҫуркуннесӗр кайса та ан курӑн. Хутор сурӑхӗсене ҫур уйӑх пек ҫурма выҫӑ тытать те кайран вара список тӑрӑх пирӗнте шутланса тӑрать тата ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ путсӗре — калтасемпе ҫӗленсене — хӳтлӗх парать, — пӗтӗм усси те ҫакӑ ҫеҫ унран».

Тӑварлӑ ҫӗр ҫурӑкӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе, ӗне, сурӑх ури йӗрӗсенчен пулнӑ тата вӗсемех хӑйсен кӑштӑркка чӗлхисемпе йӑлтӑртатса тӑмалла ҫуласа якатнӑ ҫаврашка тарӑн шӑтӑксем урлӑ сике-сике, Давыдов хулленрех кайрӗ. Ҫак шӑтӑксенчи тӑп-тӑварлӑ тӑпра шӑнӑрлӑ сарӑ мрамор пек туйӑнать.

Ҫак кичем ҫеҫен хир пилӗк ҫухрӑма яхӑн, Йӗпе вар патне ҫитичченех тӑсӑлать. Унта кӑлканӑн шурӑ тӗтӗм евӗрлӗ ҫилхисем, тӑварлӑ тӑпран шӑрӑхпа типсе, ҫуркаланса пӗтнӗ мӑкӑрӑлчӑкӗсем курӑнаҫҫӗ, чӗтресе тӑракан ӑрша пайӑркисем юхаҫҫӗ, кӑнтӑр тӗлӗнчи шӑрӑх пуҫланать. Анчах кунта та, вӗтӗннӗ тӑпра ҫинче, нихҫан пӗтмен пурнӑҫ чечекленет. Давыдов ури айӗнчен тӑрсан-тӑрсан хӗрлӗ ҫунатлӑ шӑрчӑксем вӑрӑлтатса сиксе тухаҫҫӗ; пӗр сас-чӗв кӑлармасӑр ҫӗр тӗслӗ калтасем шӑваҫҫӗ, темрен шикленнӗ тыркассем пӗр-пӗрне шӑхӑрса сас параҫҫӗ; кӑлкан тӗсӗпе пӗрлешсе тата айккинелле пӑрӑннӑ чух силлене-силлене илсе, ҫеҫен хир ҫийӗпе аялтанах хир хӑлачӗ вӗҫсе пырать, ҫынран шикленмен тӑрисем вара Давыдова хӑйсен ҫывӑхнех яраҫҫӗ, унтан, кӑмӑлӗсем ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, вӗҫҫе каяҫҫӗ те, ҫӳлелле хӑпарса, тӑп-тӑрӑ тӳпенӗн шупка кӑвак ӑршинче курӑнми пулаҫҫӗ, лерен вӗсен пӗтме пӗлмен юрри шӑппӑнрах, анчах кӑмӑллӑрах илтӗнет.

Ҫуркунне умӗн, юр тӗлӗ-тӗлӗпе ирӗлкелеме пуҫласанах, тӑрисем ҫак кичем, анчах темшӗн вӗсен кӑмӑлне кайнӑ ҫӗр татӑкӗ ҫине вӗҫсе килеҫҫӗ те пӗлтӗрхи хӑрӑк курӑкран йӑва ҫавӑраҫҫӗ, чӗп кӑлараҫҫӗ, вара мӗн хура кӗр ҫитичченех ҫеҫен хире темле чаплах мар, анчах ҫын мӗн ачаранпах юратса итлеме хӑнӑхнӑ юрӑпа савӑнтараҫҫӗ. Лаша ури йӗрне тунӑ ҫавӑн пек пӗр чипер йӑва ҫине Давыдов чутах урипе пусатчӗ. Вӑл, хӑраса ӳксе, урине каялла туртса илчӗ, малалла ӳпӗнчӗ. Кивӗ йӑвана пӑрахса, кайнӑ иккен. Ун таврашӗнче ҫумӑрпа ҫыпӑҫса ларнӑ вӗтӗ-вӗтӗ тӗксем, ҫӑмарта хуппин тӗпренчӗкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

«Амӑшӗ чӗпписене илсе кайнӑ. Тӑри чӗпписене вара курас килетчӗ! Вӗсене ача чухне хӑҫан та пулин курнине астумастӑп эпӗ, — шухӑшларӗ Давыдов. Вара салхуллӑн кулса илчӗ: — Мӗнле пӗчӗк вӗҫен кайӑк та йӑва ҫавӑрать, хӑй йӑхне малалла тӑсать , эпӗ хӗрӗх ҫула яхӑн ӗнтӗ хусах пулса ҫӳретӗп, хамӑн ачамсене курассипе кураяс ҫукки паллӑ та мар-ха тата… Ватӑлмалӑх кунра авланса ярас мар-ши пӗреххут?»

Давыдов самантлӑха хӑйне тӗреклӗ, авланнӑ ҫын вырӑнне, Куприяновна пек самӑр арӑмӗпе тӗрлӗ ҫулти нумай ачисен хушшине хурса пӑхрӗ те сасӑпах кулса ячӗ. Ҫемьепе ҫакӑн пек ӳкерттернине вӑл провинцири хуласенчи фотовитринӑсенче пӗрре мар курнӑ. Авланас пирки пуҫа ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑш ӑна кулӑшла та тӑрлавсӑр пулнӑн туйӑннӑ пирки вӑл аллине ҫеҫ сулчӗ те хуторалла ҫӑмӑллӑнах утма пуҫларӗ.

Килне кӗрсе тӑмасӑр, Давыдов тӳрех колхоз правленине кайрӗ. Унӑн часрах Нагульнова мӗн пулнине ыйтса пӗлесси килчӗ.

Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ. Давыдова курсан, качака таки хусканса илчӗ, сухалне чӗррӗн суллакаларӗ те, пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн, васкаса ун ҫулне пӳлме чупрӗ. Ҫурма ҫулта вӑл пуҫне айккинелле пӑрчӗ, ҫӑмламас та кӗске хӳрине хӑратасла тӑратрӗ, сиккипе чупма пуҫларӗ. Унӑн кӑмӑлне Давыдов пӗрре пӑхсах сисрӗ, ҫавӑнпа та вӑл, кулкаласа, чарӑнса тӑчӗ, сухаллӑ усалӑн атакине кӗтсе илме хатӗрленчӗ.

— Колхоз председательне ҫапла саламлатӑн-ха эппин? Халех эпӗ сана, ват шуйттан, атӑпа футбол вырӑнне тапкалатӑп! — кулса каларӗ те Давыдов, меллешсе, качака такине пӗтӗрӗнчӗк мӑйракинчен ярса илчӗ. — Ну, халӗ правление ответ тытма атя, Ҫӑрттан тусӗ, кӑтӑрнӑскер, ӗҫсӗр аптранӑскер.

Трофим ҫавӑнтах йӑвашланчӗ: Давыдова итлесе, мӑйракине ун аллинчен йӑвашшӑн кӑна вӗҫертме хӑтланнӑ май, пырсан-пырсан пуҫне силле-силле илсе, вӑл ун ҫумӗпе кӗтӗртетсе чупса кайрӗ. Анчах крыльцан пӗрремӗш пусми ҫинче вӑл сасартӑк пур урисемпе те тӗренчӗ те тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдов та чарӑнсан вара, кӗсйине шӑршланӑ май сӑрӑ тутисене кулӑшла сиктеркелесе, ним хӑрамасӑр ун еннелле туртӑнчӗ.

Давыдов, сассине витӗмлӗрех кӑларма тӑрӑшса, пуҫне ӳпкеленӗ чухнехи пек сулкаласа, ӑна намӑслантарма тытӑнчӗ.

— Эх, Трофим, Трофим! Эсӗ старик вӗт ӗнтӗ, колхоз пенсионерӗ темелле, ухмахлӑхна вара ҫаплах пӑрахмастӑн, кашнинпех тӳпелешме хӑтланатӑн, ӗҫ тухмасан вара — ҫӑкӑр тархаслама тытӑнатӑн. Аван мар капла, намӑс та, факт!

Енчӗкпе шӑрпӑк айӗнче Давыдов кӗсйинче тахҫантанпах йӑваланса ҫӳрекен хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ тупрӗ, ӑна табак тӗпренчӗкӗсенчен питӗ тӑрӑшса тасатрӗ те ҫав чаплах мар кучченеҫе ал лаппи ҫине хурса качака такине тӑсса париччен малтан хӑй шӑршласа пӑхрӗ. Качака таки, пуҫне йӑпӑлчӑклӑн та йӑлӑннӑн тайса, Давыдов ҫине ватӑ сатирӑн сӗм авалхи куҫӗпе пӑхрӗ, анчах ҫӑкӑр татӑкне кӑшт шӑршласа пӑхрӗ те, йӗрӗнчӗклӗн хӑртлатса, крыльца ҫинчен мӑнаҫлӑн анса кайрӗ.

— Ытла выҫӑх мар, — тарӑхнине пытармасӑр каларӗ Давыдов. — Эсӗ, йӗрӗнчӗк шуйттан, салтакра пулман-ха, атту йӑпӑр-япӑрах ҫисе янӑ пулӑттӑн! Сухарирен кӑштах табак шӑрши кӗрет имӗш, тупнӑ тӗлӗнмелли япала! Улпут юнӗ нумай пулмалла санра, путсӗр чун, пит тиркеме юрататӑн, факт!

Давыдов сухарине пӑрахрӗ, сулхӑн ҫенӗке кӗчӗ, чугунтан пӗр кружка шыв ӑсса илчӗ те ӑна тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Вара халӗ тин хӑй ҫул ҫинче шӑрӑхпа питӗ ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ.

Правленире Разметновпа счетоводсӑр пуҫне урӑх никам та ҫукчӗ. Давыдова курсан, Разметнов кулкалама пуҫларӗ:

— Килсе ҫитрӗн-им, салтак? Ну, халь ман чӗре лӑштах кайрӗ! Ку колхоз хуҫалӑхӗпе нуша кӑна — тур ан хуштӑрах. Е тимӗрҫ лаҫҫинче кӑмрӑк ҫук, е пахчана шыв яракан машина ҫӗмӗрӗлет, е пӗри пӗр-пӗр нушапа килет, е тепри сӗтӗрӗнсе ҫитет. Нервӑсене ҫакӑн пек пӑсакан ӗҫ ман характершӑн пӗрре те килӗшмест. Кунта тата тепӗр эрне ларас-тӑк, эпӗ курса тӑранмалла мар припадӑшнӑй ҫын пулса тӑраттӑм пулӗ!

— Макар мӗнле?

— Чӗрӗ.

— Чӗррине пӗлетӗп-ха эпӗ, контузи пирки мӗнле унӑн?

Разметнов питне-куҫне пӗркелентерчӗ:

— Пульӑран мӗнле контузи пултӑр-ха ара? Виҫӗ дюймлӑ тупӑран пемен-ҫке ӑна. Ну, пуҫне пӑркаларӗ те пӑртак, пуля чӗрсе янине эрехпе сӑтӑрчӗ, сӑтӑрнӑ хыҫҫӑн ҫур литр кӗленчинче юлнине ашне ячӗ, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтрӗ.

— Халь ӑҫта вӑл?

— Бригадӑна кайрӗ.

— Ҫапах та, мӗнле пулса иртнӗ-ха ҫак япала?

— Ҫаплах вара: ҫӗрле Макар уҫӑ кантӑк умӗнче ларнӑ, ҫӗнӗ вӗреннӗ ҫын, Ҫӑрттан мучи, — сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче. Ну, Макара винтовкӑран шаплаттарнӑ вара. Кам пенине тӗттӗм ҫӗр ҫеҫ пӗлет, пӗр япала ҫеҫ паллӑ: талпасӑн винтовка пулнӑ.

— Ӑҫтан паллӑ вара вӑл?

Разметновӑн, тӗлӗннипе, куҫ харшисем ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ.

— Мӗнле «ӑҫтан» тата? Эсӗ винтовкӑран вӑтӑр утӑмран тивертеймен пулӑттӑн-и-ха? Ирхине эпир вӑл пенӗ вырӑна тупрӑмӑр. Гильза тӑрӑх тупрӑмӑр. Хам виҫсе пӑхрӑм: ҫатанпа тӑпрас хушши шӑпах ҫирӗм сакӑр утӑм.

— Ҫӗрле вӑтӑр утӑмран та тӗл тивертеймӗн.

Ҫук, пулма пултараймасть! — хӗрӳленсе хирӗҫлерӗ Разметнов. — Эпӗ лектереттӗмех! Кӑмӑлу пулсан, атя хӑтланса пӑхатпӑр: ҫӗрле эсӗ Макар ларнӑ вырӑна лар, мана винтовка пар. Пӗр патронпах эпӗ шӑпах сан куҫ харшисем хушшине шӑтӑк туса хурӑп. Эппин, чӑн-чӑн салтак мар, пӗр-пӗр талпас пени паллах.

— Эсӗ тӗплӗнрех каласа пар.

— Пӗтӗмпех йӗркерен каласа парӑп. Ҫур ҫӗр ҫитеспе ҫапла хуторта пӑшал пенине илтетӗп: пӗрре винтовкӑран переҫҫӗ, унтан икӗ хутчен, хулленрех, пистолетран пулмалла, вара каллех — янравлӑ сассинчен винтовкӑран пени паллӑ. Эпӗ минтер айӗнчен нагана туртса кӑлартӑм, утнӑ ҫӗртех тенӗ пек шӑлавара тӑхӑнса ятӑм та урама чупса тухрӑм. Макар хваттерӗ енне чупатӑп: пени унтан илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Ҫылӑха пытарас мар, эпӗ Макар мӗн те пулин хӑтланать тесе шутланӑччӗ…

Ҫамантрах чупса ҫитрӗм. Алӑка шаккатӑп та — питӗрнӗ, анчах пӳртре такам мӗскӗнӗн йӑнӑшни илтӗнет; Ну, хулпуҫҫипе пӗр-ик хутчен питӗ вӑйлӑ кӑна тӗртсе илтӗм, алӑк питӗркӗчне ҫӗмӗртӗм, пӳрте чупса кӗтӗм те шӑрпӑк ҫутрӑм. Кухньӑри кравать айӗнчен ҫын урисем тухса тӑраҫҫӗ. Ярса тытрӑм та туртатӑп. Айтуруй, тытӑнчӗ кравать айӗнче такам сысналла ҫухӑрма! Эпӗ ҫӳҫенсе те кайрӑм, анчах хам ҫапах та ҫавӑн евӗрлех туртатӑп хайхине. Сӗтӗрсе кӑлартӑм та ҫынна кухня варрине, а вӑл ҫын та пулмарӗ, ҫынни арҫын пулмарӗ тесшӗн эпӗ, вӑл кил хуҫи карчӑкӗ пулса кайрӗ. Унран Макар ӑҫтине ыйтатӑп, вӑл вара сехӗрленсе ӳкнипе сӑмах та чӗнеймест.

Эпӗ Макар пӳлӗмне ыткӑнтӑм, унта темле ҫемҫе япаларан такӑнса ӳкрӗм, ура ҫине сиксе тӑтӑм, хамӑн вара чӗре шар! ҫурӑлчӗ: «Макара вӗлернӗ апла, — шухӑшлатӑп, — ку вӑл выртать». Аран-аран шӑрпӑк чӗртрӗм, пӑхатӑп — урайӗнче Ҫӑрттан мучи йӑваланса выртать, ман ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхать, теприне хупнӑ. Мучин пит ҫӑмарти те ҫамки юнпа пӗвеннӗ. «Эсӗ чӗрӗ-и? Макар ӑҫта?» — ыйтатӑп унран. Вӑл вара манран хӑй ыйтать: «Андрюша, туршӑн та пулин кала-ха: чӗрӗ-и эпӗ е ҫук-и?

Сасси хӑйӗн ачаш та ҫинҫе, старикӗн чӑнах та чунӗ тухать тейӗн… Эпӗ ӑна лӑплантартӑм та калатӑп: «Калаҫма пултаратӑн-тӑк — эппин халлӗхе чӗрех-ха. Анчах виле шӑрши кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ санран». Вӑл питӗ хурланса йӗрсе ячӗ те калать: «Ку вӑл ним те мар, манӑн чун ӳтрен уйрӑлни пулмалла, ҫавӑнпа йывӑр шӑршӑ тухнӑ та. Анчах халлӗхе чӗрех пулсан та часах пурпӗрех вилетӗп: ман пуҫра пуля ларать».

— Мӗн шуйттанӗ ку! — тусеймесӗр пӳлчӗ Давыдов. — Анчах мӗншӗн ун питӗнче юн пулнӑ-ха апла? Ним те ӑнланмастӑп! Мӗн, вӑл та суранланнӑ-и?

Кулкаланӑ май, Разметнов малалла каласа кайрӗ:

— Никам та суранланман, чиперех, Ҫапла, кайрӑм, асӑрханас тесе, чӳрече хуппине хупрӑм та лампа ҫутрӑм. Ҫӑрттан месерле мӗнле выртатчӗ, халӗ те ҫаплах пӗр хускалмасӑр выртать, тепӗр куҫне ҫеҫ хупнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ. Тупӑкри пекех пӗр хускалмасӑр выртать, чӑн-чӑн вилнӗ ҫын ӗнтӗ хӑямат. Аран илтӗнекен йӑваш сассипе ыйтать хӑй манран: «Кайса кил-ха, — тет, — турӑ пул, карчӑкӑма чӗн. Вилес умӗн унпа сывпуллашас тетӗп».

Ун ҫинелле пӗшкӗнтӗм те лампӑпа ҫутатса пӑхрӑм. — Разметнов ахӑлтатса кулса ярасран аран-аран тытӑнса юлчӗ. — Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ. Пӗр вилӗмсӗрех вилет вӗт старик, хам куҫ умӗнчех тата, эпӗ вара, каҫса кайса кулнине пула, ниепле те тӳрленсе тӑма пултараймастӑп. Ну, паллах, туртса кӑлартӑм та турпаса мучие калатӑп: «Кӑлартӑм сан пульӑна, тетӗп, — халь тӑрах ӗнтӗ, пустуй йӑваланса ан вырт, анчах Макар ӑҫта ҫухалнине кала мана».

Пӑхатӑп та, Ҫӑрттан мучин кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, анчах ман умра тӑма темшӗн вӑтанать, урайӗнче шукалать, тӑрасса вара тӑмасть… Ҫапах та шуйттан сӳпӗлтийӗ выртнӑ ҫӗрте те пуҫа минретет: «Тӑшмансем мана персен, пуля ман ҫамкана лексен, — тет, — эпӗ йӑванса кайрӑм та тӑна ҫухатнӑ, Макар вара ҫавӑнтах лампа сӳнтерчӗ те чӳречерен сиксе таҫта тарса пытанчӗ. Акӑ мӗнле туслӑх пулнӑ иккен пирӗн хушӑра, — тет ҫак: — эпӗ аманса ӳкнӗ, вилеслех вилнӗ темелле, вӑл вара хӑраса ӳкнӗ те, мана тӑшмансен аллине хӑварса, тухса тарнӑ. Мана чутах вӗлерсе пӑрахман пульӑна кӑтарт-ха. Тур пулӑшнипе чӗрех юлсан, эпӗ ӑна, ӗмӗр асӑнмалӑх, карчӑкӑн турӑшӗсем айне хурӑп!».

«Ҫук, — тетӗп ӑна, — пульӑна эпӗ сана кӑтартма пултараймастӑп, вӑл пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ, ӑна курсан, каллех тӑнна ан ҫухат тата эсӗ. Ку чаплӑ пульӑна эпир Ростова ярӑпӑр, упрама музее хурӑпӑр». Старик пушшех уҫӑлса кайрӗ, аякӗ ҫине вӑрт-варт ҫаврӑнса выртрӗ те ыйтать: «Мӗнле, Андрюша, паттӑрла аманнӑшӑн тата эпӗ тӑшмансем ҫапла тапӑннине тӳссе ирттернишӗн мана пысӑк пуҫлӑхсем мӗнле те пулин медаль памӗҫ-ши?» Кунта вара эпӗ тарӑхса кайрӑм: турпаса ӑна тыттартӑм та калатӑп ҫакна: «Акӑ санӑн «пуля», музее пама юрӑхсӑр вӑл. Хур та турӑш хыҫне, упра, а халӗ пус патне кай, хӑвӑн паттӑрлӑхна ҫуса тасат та хӑвна йӗркене кӗрт, атту санран выльӑх масарӗн шӑрши кӗрет».

Ҫӑрттан мучи картишне тухрӗ те урӑх курӑнмарӗ, часах вара Макар килчӗ, хӑй хыпӑннӑ лаша пек сывлать, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, шарламасть. Унтан сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те калать: «Лектереймерӗм путсӗре! Икӗ хутчен петӗм. Тӗттӗм, мушка курӑнмасть, кӗпҫипе тӗллесе петӗм те — лектереймерӗм. Вӑл вара чарӑнса тӑчӗ, мана тепӗр хут печӗ. Такам гимнастеркӑна туртнӑ пекех пулчӗ». Макар гимнастеркин аркине айккинелле туртса пӑхрӗ; чӑнах та иккен, унӑн гимнастеркин сылтӑм енне, пилӗкӗнчен ҫӳлерех, пуля шӑтарнӑ. Перекенӗ кам пулнине чухласа илеймерӗн-и, тесе ыйтрӑм та, вӑл кулать кӑна: «Манӑн тӑмана куҫӗ мар. Ҫамрӑк ҫын пулнине ҫеҫ пӗлетӗп, мӗншӗн тесен питӗ вӑрт-вартскерччӗ. Ҫулланнӑ ҫын ун пек чупаймасть. Ун хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӑм та — ӑҫта унта! Ӑна юланутпа та ҫитеес ҫук». — «Мӗнле, тетӗп, ҫапла теветкеллӗ хӑтланатӑн-ха? Вӗсем миҫен иккенне пӗлмесӗрех хӑвалама пуҫланӑ? Ҫатан хыҫӗнче хӑвна тата ҫакӑн пек икӗ йӗкӗт кӗтсе ларнӑ пулсан мӗн тӑваттӑнччӗ? Ҫитменнине тата пӗччен пулсан та, вӑл сана ҫывӑхарах ярса хаплаттарма пултарнӑ». Анчах Макарпа калаҫса татӑлма пулать-и вара? «Сан шутпа, ман мӗн тумаллаччӗ вара? — тет вӑл. — Лампа сӳнтермеллеччӗ те кравать айне кӗрсе выртмаллаччӗ-и?» Вӑт, пӗтӗмпех ҫакӑн пек пулнӑ, Макарӑн пенинчен пӗр сунас ҫеҫ юлнӑ.

— Мӗншӗн тата кунта сунас?

— Кам пӗлет ӑна, вӑл хӑй ҫапла калать, эпӗ хам та тӗлӗнетӗп. Ну, мӗн кулатӑн эсӗ? Унӑн ӑна пенӗ хыҫҫӑн чӑнах та питӗ вӑйлӑ сунас пуҫланнӑ. Сӑмсинчен ҫырма пек юхать, ачхуне вара, пулеметран пенӗ пек, ӑстрӑмӑн-ӑстрӑмӑн тӑвать.

— Сплошной тӗттӗмлӗх, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн счетовод, ҫулланнӑ казак, ӗлӗк полк писарӗ пулнӑскер. Вӑл кивелнипе тӗксӗмленнӗ кӗмӗл хашаклӑ куҫлӑхне ҫамки ҫине лартрӗ те тепӗр хут: — Нагульнов юлташ хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартать, ҫавӑ ҫеҫ!

— Халӗ ытларах вӗренмен ҫынсене асапланма тивет, — кулса илчӗ Разметнов. — Эсӗ питӗ нумай вӗреннӗ вӑт, шут шӑрҫисене шалт та шалт ҫеҫ шӗкӗлчетӗн, кашни саспаллиех тата тӗрлӗрен кӑтра-мӑтрасемпе илемлетсе ҫыратӑн, анчах перессе вара темшӗн сана мар, Нагульнова пенӗ… — Унтан Давыдов енне ҫаврӑнчӗ те малалла каласа кайрӗ:  — Ирхине ӑна курма кӗтӗм те унта вӗсен, фельдшерпа иккӗшӗн, шуйттан та ӑнланса илмелле мар тавлашу пырать. Фельдшер Макӑрӑн сунас уҫӑ чӳрече умӗнче ларнӑ чух шӑннипе пулнӑ, тет. Макар вара сунас пуля сӑмса нервине тивнипе пулса кайнӑ, тесе ӑнлантарать. «Пуля хӑлхаран ҫӳлерех иртсе кайнӑ тата тӑнлава пӗҫертсе хӑварнӑ пулсан, ӑҫтан вӑл сӑмса нервине тӗкӗнме пултартӑр?» — ыйтать фельдшер. Макар ӑна хирӗҫ: «Мӗнле тӗкӗнни сан ӗҫ мар, а тӗкӗнни вара — факт. санӑн хӑв пӗлмен япала ҫинчен калаҫса тӑмалла мар, нервӑ сунасне тӳрлетмелле», — тет.

Макар шуйттан пек ӳпрем вӑл, ват супнӑ фельдшерӗ вара унтан та хушӑрах. «Эсир ман пуҫа хӑвӑрӑн ухмахла япалӑрсемпе ан минретӗр, — тет вӑл. — Нервӑсенчен ҫыпнӑн пӗр куҫ хупаххи туртӑнкалать, иккӗш те мар, пӗр пит ҫӑмарти сикет, иккӗш те мар. Апла пулсан, мӗншӗн сирӗн сунас сӑмсан пӗр шӑтӑкӗнчен мар, икӗ шӑтӑкӗнчен те шӑхӑрать-ха? Паллах, шӑнса пӑсӑлнипе».

Макар кӑшт кӑна чӗнмесӗр ларчӗ те ыйтать: «Мӗнле, рота лекарӗ, сана хӑҫан та пулин хӑлхунтан тӑхӑнтартса янӑ-и?» — тет.

Мӗн те пулин пуласран, аллине вӑхӑтра ярса тытма май пултӑр тесе, эпӗ Макар патне ҫывӑхарах куҫса ларатӑп, фельдшер вара пачах урӑхла: унран аяккарах сикет, ӗнтӗ алӑк ҫине пӑхкалать, хӑй шикленерех такӑна-такӑна: «Ҫу-у-ук, тур сыхлар, тӑхӑнтартса курман. Сире мӗншӗн интереслентерет ку?», — тет.

Макар каллех ыйтать унран: «А вӑт эпӗ сана сулахай хӑлхунтан янклаттарса ярсан, мӗн, сулахай хӑлху ҫеҫ янраса кайӗ тесе шутлатӑн-и эсӗ? Ҫук ҫав, икӗ хӑлхунта та мӑнкун чанӗсем кӗрлӗҫ!» тет.

Фельдшер пукан ҫинчен тӑчӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн алӑк патнелле шӑвӑнать, а Макар ӑна: «Эс ан вӗрилен-ха, пукан ҫине лар, — тет, — эпӗ сана хӗнеме шутламастӑп, тӗслӗхшӗн ҫеҫ ӑнлантарса паратӑп. Ӑнлантӑн-и?»

Фельдшер мӗншӗн вӗрилентӗр-ха вӑл? Хӑранине пула вӑл алӑк патнелле куҫнӑччӗ, анчах Макар каланӑ хыҫҫӑн пуканӑн хӗрринех пырса ларчӗ, хӑй вара ларсан-ларсан пӗр алӑк ҫинелле пӑхса илет… Макар чышкине чӑмӑртарӗ, ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут курнӑ пек, ӑна тӗрлӗ енчен ҫавӑра-ҫавӑра пӑхать, вара каллех ыйтать: «Ҫак кучченеҫе эпӗ сана иккӗмӗш хут тыттарсан, ун чухне мӗн пулӗ?» Фельдшер каллех тӑрать те алӑк патнелле чӑмать. Алӑк хӑлӑпне ярса тытрӗ, хӑй калаҫать: «Темле ухмахла япаласем шухӑшласа кӑларатӑр эсир! Сан чышкусем медицинӑпа, нервсемпе ним чухлӗ те ҫыхӑнман!» «Питӗ ҫыхӑннӑ», — тет те ӑна хирӗҫ Макар, каллех ӑна ларма ыйтать, сӑпайлӑн пукан ҫине лартать. Ҫакӑн хыҫҫӑн фельдшер ним сӑлтавсӑрах питӗ тарлама пуҫлать, вара хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫукки, халех чирлисене йышӑнма каймалли ҫинчен пӗлтерет. Анчах Макар, хирӗҫнӗ ан пултӑр, тенӗ пекех сасӑпа: чирлисем темиҫе минут кӗтме пултараҫҫӗ, медицина темипе пуҫланӑ тавлашу малалла тӑсӑлать, терӗ; вӑл вара, Макар, лешне ҫак тавлашура ҫӗнтерессе шанать имӗш.

Давыдов ывӑннӑн кулкалать, счетовод карчӑк пек, ҫӑварне ал лаппипе хупласа кулать, анчах Разметнов ним кулмасӑр-тумасӑр малалла калать:

— «Ҫапла, — тет Макар, — эпӗ сана иккӗмӗш хут ҫавӑнтанах янклаттарсан, куҫҫуль сан пӗр сулахай куҫӑнтан ҫеҫ сиксе тухӗ тесе ан шутла. Пиҫсе ҫитнӗ помидор сӗтекӗ пек, иккӗшинчен те сирпӗнӗ, кӑна эпӗ мӗнле пул-сан та тӗп-тӗрӗсех калатӑп! Нервӑ сунасӗ те ҫавӑн пекех: сӑмсан сулахай шӑтӑкӗнчен юхать пулсан, сылтӑмминчен те юхмалла. Ӑнланмалла-и?» Анчах халӗ ӗнтӗ фельдшер хӑюлланчӗ. «Медицинӑра ним те ӑнланмастӑр пулсан, тет, тем-тем ан суйланӑр, эпӗ каланӑ эмелпе сипленӗр». Эх, Макар мӗнле сиксе илчӗ ҫакӑн хыҫҫӑн! Чутах маччана перӗнмерӗ, хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрашма пуҫларӗ: «Эпӗ медицинӑра ним те ӑнланмастӑп-и?! Ватӑ клизьмӑ эсӗ! Герман вӑрҫинче эпӗ тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хутчен мана контузи пулнӑ, пӗр хутчен газпа сиенленнӗ, граждан вӑрҫинче виҫӗ хут аманнӑ, вӑтӑр лазаретра, госпитальсенче, больницӑсенче йӑваланса выртнӑ, ҫапах та эпех медицинӑра ним те ӑнланмастӑп пулать?! Эсӗ, варвитти порошокӗ, мана мӗнле профессорсемпе тухтӑрсем сипленине пӗлетӗн-и? Эсӗ, ват ухмах, ун пек вӗреннӗ ҫынсене тӗлӗкре те курман!» Халӗ фельдшер та хӗрсе кайрӗ, ӑҫтан кӑна хӑюллӑхӗ тупӑнчӗ-тӗр, вӑл та Макар ҫине кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сире, — тет, — вӗреннӗ ҫынсем сипленӗ пулсан та, медицинӑра эсир тӑм писмен!» Макар ҫакна хирӗҫ: «Эсӗ вара медицинӑра, — тет, — клентӗр шӑтӑкӗ! Эсӗ тин ҫуралнӑ ачасен кӑвапине касма та стариксен грыжине тӗксе кӗртме пултаратӑн, а нервӑсене вара така турӑ кӗнекине пӗлнӗ пекех пӗлетӗн! Нервӑсем ҫинчен калакан наукӑна эсӗ ним чухлӗ те вӗренмен!»

Ну, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, сурса пӗтерчӗҫ, унтан фельдшер Макар пӳлӗмӗнчен ҫип ҫӑмхи пек кусса тухрӗ. Макар кӑштах лӑпланчӗ те калать мана: «Эсӗ правление кай, — тет, — эпӗ ансатрах мелсемпе сипленем-ха, сӑмсана ҫупа сӑтӑратӑп та халех пыратӑп. Тата тепӗр сехетрен вӑл мӗнле килнине курасчӗ санӑн, Давыдов! Сӑмси ун пысӑкланса, баклажан пек кӑвакарса кайнӑ, айккинелле пӑрӑннӑ. Вӑл ӑна, сӑтӑрнӑ чухне, вырӑнтан куҫарнӑ пулмалла. Макартан, унӑн сӑмсинчен ӗнтӗ, пӗтӗм правление така ҫӑвӗн шӑрши сарӑлчӗ. Вӑл ҫавӑнпа сӑтӑрма шутласа кӑларнӑ… Пӑхрӑм та эпӗ ун ҫине — ӗненетӗн-и? — кулнипе каҫӑхса кайрӑм. Ну, йӗкӗт хӑйне пӗтӗмпех тискерлетсе хунӑ! Вӑл хӑйне мӗн туни ҫинчен ыйтас тетӗп, анчах кулнипе ниепле те сывлӑш ҫавӑрса яраймастӑп. Вӑл вара вилесле ҫилленет, ыйтать манран: «Мӗн кулатӑн эс, ухмахла идиот, мӗн, ҫул ҫинче ҫутӑ тӳме тупрӑн-и элле? Мӗншӗн савӑнатӑн, Трофим ывӑлӗ? Санӑн ӑсу пирӗн Трофим качака такинни чухлӗ, хӑв вара йӗркеллӗ ҫынсенчен кулатӑн!»

Вӑл витенелле утрӗ, эпӗ — ун хыҫҫӑн. Куратӑп, Макар йӗнер илчӗ, хӑла ӑйӑра йӗнерлерӗ, витерен илсе тухрӗ, хай вара пӗрре те чӗнмест. Эпӗ кулнӑшӑн ҫилленет ӗнтӗ. «Ӑҫта каяс тетӗн?» — ыйтатӑп унран. «Кӑҫта хирне, хулӑ касма та сана ҫаптарма!» — тавӑрчӗ вӑл ҫилӗллӗн «Мӗншӗн тата?» — ыйтатӑп. Чӗнмест. Ӑна ӑсатма кайрӑм. Ун хваттерӗ патне ҫитичченех ним те шарламарӑмӑр. Калинкке патӗнче вӑл мана чӗлпӗрне ывӑтса пачӗ, хӑй пӳрте кӗчӗ. Пӑхатӑп, тухать хайхи унтан: хул пуҫҫи урлӑ кобурне чикнӗ наганне ҫакса янӑ, аллинче пит шӑлли…

— Пит шӑлли? — тӗлӗнчӗ Давыдов, — Мӗншӗн пит шӑлли?

— Сана каларӑм вӗт-ха: унӑн питӗ вӑйлӑ сунас халӗ, нимле тутӑрпа шӑлса пӗтерме ҫук, манкине вара хамӑрла, ялти пек, ҫӗре ҫӗклесе ҫапма вӑл ҫеҫен хирте те вӑтанать. — Разметнов чеен кулса илчӗ. — Эпӗ ӑна пӗчӗк ҫын вырӑнне ан хур, мӗнле пулсан та вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет, хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартма юрамасть-ҫке-ха унӑн… Ҫавӑнпа тутӑр вырӑнне пит шӑлли илнӗ те ӗнтӗ вӑл. «Санӑн, Макар, пуҫна бинтласа ямаллаччӗ, суранна хупламаллаччӗ», — тетӗп ӑна. Вӑл урсах кайрӗ: «Мӗнле суран-ха ку, шуйттан! — кӑшкӑрать. — Суккӑрланнӑ-им, ку суран мар, чӗрӗм ҫеҫ иккенне курмастӑн-им?! Хӗрарӑмсен ачашлӑхӗ мана кирлӗ мар! Бригадӑна каятӑп та акӑ ӑна ҫил вӗрӗ, тусан ларӗ, вара вӑл ват йыт аҫи суранӗ пекех тӳрленӗ. Эсӗ ҫын ӗҫне ан хутшӑн, тухса вӗҫтерех кунтан хӑвӑн ухмахла канашусемпе!

Куратӑп, фельдшерпа тытӑҫса илнӗ тата эп кулнӑ хыҫҫӑн ун кӑмӑлӗ пит пӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна питӗ асӑрханса: наганне ҫапла курӑнмалла ҫакса ан ҫӳре-ха, тесе канаш патӑм. Ӑҫта унта! Мана тата кирлӗ мар ҫӗре ячӗ те калать: «Мана темле путсӗрсем пӑшалпа переҫҫӗ, манӑн вара ача-пӑча ракаткипе ҫӳремелле-и? Нагана кӗсьере сакӑр ҫул чиксе ҫӳрерӗм, темиҫе кӗсье ҫӗтрӗм, ҫитет! Паянтан пуҫласа курӑнмаллах ҫакса ҫӳретӗп. Вӑл манӑн вӑрланӑ япала мар, юнпа ӗҫлесе илнӗскер. Мӗн, ӑна мана хаклӑ Фрунзе юлташ ячӗпе тата тытки ҫине ята ҫырнӑ кӗмӗл-пластинкӑ ҫыпӑҫтарса ахалех панӑ-им? Ҫук, тӑванӑм, ҫитменнине тата сӑмсуна каллех кирлӗ мар ҫӗре чикетӗн». Вара лашине утланчӗ те кайрӗ. Мӗн хутортан тухичченех, труба кӗрлеттернӗ пек, манкине питшӑллине шӑнкарни илтӗнчӗ. Эсӗ ӑна, Ҫемен, наган пирки кала-ха. Халӑх умӗнче ҫапах та аван мар. Сана вӑл итлет.

Халӗ ӗнтӗ Разметнов сӑмахӗсем Давыдовӑн хӑлхине те кӗмерӗҫ. Пит ҫӑмартисене ал лаппипе тӗрелесе, вӑл сӗтелӗн чӗрпекленсе, чернил тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ хӑмисем ҫине пӑхса ларчӗ, Аржанов каласа панине аса илсе, шухӑша кайрӗ: «Ну, юрӗ, Яков Лукич — кулак, тейӗпӗр, анчах мӗншӗн манӑн шӑпах вӑл пенӗ тесе шутламалла-ха? Хӑй вӑл винтовка тытас ҫук, ытла ватӑ, тата ӑслӑ та; Макар та унран ҫамрӑк, хытӑ чупакан ҫын тарчӗ, тет. Лукич ывӑлӗ ашшӗпе пӗр каварта пулсан вара? Пӗтӗмпех палӑрса ҫитиччен Яков Лукича завхозран кӑларма пурпӗрех юрамасть, вӑл пӗр-пӗр каварта тӑрать пулсан, кунпа ӑна хӑратма анчах пулать, ҫитменнине тата ыттисене те хӑваласа салатӑн. Лукич вара ку ӗҫе пӗччен тытӑнас ҫук. Вӑл шуйттан, ӑслӑ, ҫавӑнпа та пӗччен ку ӗҫе теветкеллесе каяс ҫук: апла пулсан, унпа ӗлӗкхи пекех калаҫмалла, эпир ун ҫинчен мӗн шутланине кӑшт та палӑртмалла мар, атту пӗтӗм ӗҫе пӑсса хума пулать. Вӑйӑ вара пысӑк картсенчен пуҫланать… Часах района кайса килес пулать, райком секретарӗпе, ГПУ начальникӗпе калаҫса пӑхмалла. Начар ӗҫлет пирӗн ГПУ, кунта ав ҫӗрле винтовкӑсемпе те пеме пуҫларӗҫ. Паян — Макара, ыран — мана е Разметнова. Ҫук, капла юрамасть. Маларах ним те тумасан, пӗр-пӗр путсӗр этем пире виҫӗ кунра пӗтерме пултарать… Анчах ҫапах та контрреволюцилле вӑя Яков Лукич хутшӑнӗ-ши вара? Ӗҫе пит шухӑшласа тӑвать вӑл, факт! Ҫитменнине тата, ҫакӑ мӗне кирлӗ ӑна? Завхозра ӗҫлет, правлени членӗ, лайӑх, ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнать. Ҫук, вӑл ӗлӗкхи енне туртӑнма пуҫланине ӗненес килмест манӑн. Ӗлӗкхине каялла тавӑрма май ҫук, вӑл ҫакна ӑнланма тивӗҫ. Эпир пӗр-пӗр кӳршӗпе ҫапӑҫма тытӑнсан татахчӗ хуть, — ун чухне вӑл пуҫне тӑратма пултарӗччӗ, анчах халӗ эпӗ вӑл апла хӑтланнине шанмастӑп.

Давыдов шухӑшӗсене Разметнов татрӗ. Вӑл чылайччен пӗр чӗнмесӗр тусӗн ырханланса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан ӗҫлӗн:
— Эсӗ паян ирхи апат ҫинӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ирхи апат-и? Мӗн вара? — ӑнланман пек ыйтрӗ Давыдов.

— Ырхан эс, пӑхма хӑрушӑ! Пит шӑммисем ҫеҫ юлнӑ, вӗсем те хӗвел ҫинче пиҫсе кайнӑ.

— Эсӗ каллех ӗлӗкхине-и?

— Ҫук, эпӗ чӑнласа калатӑп, шан сӑмаха!

— Ҫимен-ха, ӗлкӗреймерӗм, тата ҫиес те килмест, ирех мӗнле шӑрӑх авӑ.

— Эпӗ темшӗн выҫса ҫитрӗм. Атя манпа пӗрле, Ҫемен, кӑштах ҫырткаласа ярӑпӑр, — сӗнчӗ Разметнов.

Давыдов кӑмӑлӗ туртмасӑрах килӗшрӗ. Пӗрле картишне тухрӗҫ, вӗсене хирӗҫ ҫеҫен хиртен вӗрекен типӗ те вӗри, эрӗм шӑршиллӗ ҫил кӳ килчӗ.

Калинкке патӗнче Давыдов чарӑнса тӑчӗ. Кам ҫине шутлатӑн, Андрей? — ыйтрӗ вӑл.

Разметнов хулпуҫҫисене ҫӗклерӗ те майӗпен аллисене сарса ячӗ.

— Мур пӗлет ӑна! Эпӗ хам тем чул шутларӑм ӗнтӗ, анчах ним те шухӑшласа кӑлараймарӑм. Хуторти кашни казаках илсе пӑхрӑм — ҫапах нимле путлӗ япала та шутласа кӑлараймарӑм. Тупса пачӗ пире темле шуйттан ӗҫ, — халь ак ҫӗмӗр ӗнтӗ пуҫа. Кунта районти ГПУран пӗр юлташ килсе кайрӗ. Макар пӳрчӗ тавра ҫаврӑнкаларӗ, Макартан, Ҫӑрттан мучирен, Макар хуҫайккинчен, манран ыйтрӗ, эпир тупнӑ гильзӑна пӑхрӗ, анчах ӑна паллӑ туман-ҫке-ха… Вара кайрӗ. «Сирӗн пата темле тӑшман килсе тухнӑ пулмалла», — тет. Макар хайхи ыйтать унран: «Сан шутупа, ӑслӑ ҫын, хӑш чух туссем те переҫҫӗ-и? Кай-ха эс кунтан ҫӑва патне! Сансӑрах майлаштарӑпӑр». Лешӗ ним те чӗнмерӗ, сӑмсине нӑш-нӑш ҫеҫ турткаларӗ, унтан лашине утланчӗ те кайрӗ.

— Мӗнле шутлатӑн, Островнов ҫакӑн пек япала тума пултарать-и? — асӑрханса ыйтрӗ Давыдов.

Анчах Разметнов, калинкке шашшулкине тытнӑскер, тӗлӗннипе аллине усрӗ те кулса ячӗ.

— Мӗн эсӗ, ӑсран тайӑлтӑн-и? Яков Лукич-и? Мӗнле ӑс-пуҫпа ҫак япалана тума пултартӑр-ха вӑл? Вӑл урапа кӗпчекӗ шӑхӑрнинчен те хӑрать, эсӗ вара темле ухмахла япала шутласа кӑларнӑ! Пуҫӑма касса пӑрах хуть, анчах ҫакна вӑл туман! Хуть кам ҫине шутла, анчах вӑл мар.

— Ун ывӑлӗ вара?

— Каллех тӗрӗс мар тӗллетӗн. Пӳрнепе ҫапла ним шутламасӑр тӗкес пулсан, мана та лекме пулать. Ҫук, ку япалан тупсӑмне тупма питӗ хӗн. Ку — вӑрттӑн мелпе уҫмалли ҫӑра.

Разметнов енчӗк кӑларчӗ, чикарккӑ чӗркерӗ, анчах хӑй ҫак кунсенче кӑна хӗрарӑмсене кӑнтӑрла кӑмака хутма, арҫынсене урамра табак туртма чаракан постановлени кӑларнине аса илчӗ те, тарӑхса, чикарккине йӑваласа салатрӗ. Давыдов ним ӑнланмасӑр пӑхнине асӑрхасан вара хӑй ҫинчен мар, темле урӑх ҫын ҫинчен каланӑ пек:
— Тӗрлӗрен ухмахла постановленисем кӑлараҫҫӗ! Урамра туртма юрамасть, атя, ман патӑмра килте туртӑпӑр, — терӗ.

* * *

Ирхи апата Разметновӑн ватӑ амӑшӗ Давыдова тахҫанах йӑлӑхтарнӑ, чухӑннине пула вӗтетнӗ ӑш ҫуне те кӑшт ҫеҫ янӑ шӗвӗ кӗрпе пӑтти лартса пачӗ. Анчах вӑл пахчаран пӗр тирӗк хӑяр йӑтса кӗрсен, Давыдовӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ. Вӑл питӗ кӑмӑлласа, ҫӗрпе хӗвелӗн техӗмлӗ шӑрши кӗрекен икӗ хӑяр ҫисе ячӗ, ун хыҫҫӑн пӗр кружка чей ӗҫрӗ те сӗтел хушшинчен тухрӗ.

— Спаҫҫибӑ, анне, тӑраничченех ҫирӗм. Хӑяршӑн вара — уйрӑмах спаҫҫибӑ. Кӑҫал пуҫласа хӑяр ҫисе куртӑм. Аван, ним те калаймӑн, факт!

Ӑшӑ кӑмӑллӑ та калаҫма юратакан карчӑк пит ҫӑмартисене темле хурлӑхлӑн ал лапписемпе тӗрелерӗ:

— Ӑҫтан санӑн, ильӑм, хӑяр пултӑр! Арӑму ҫук вӗт.

— Халлӗхе туянаймарӑм-ха, ялан вӑхӑт ҫук, — йӑл кулчӗ Давыдов.

— Арӑм туянма вӑхӑт ҫук пулсан, ир ӗлкӗрекен хӑяр та ниҫтан кӗтмелли ҫук. Рассадӑпа тата ӑна лартса сан хӑвӑн аппаланмалла мар-ҫке-ха? Ман Андрюшка та арӑмсӑр тӑрса юлчӗ акӑ. Амӑшӗ пулман пулсан, выҫӑпа тахҫанах урисене тӑсса выртмалла. Атту амӑшӗ ҫитеркелет-ха. Сирӗн ҫине пӑхатӑп та эпӗ, хуйха ӳкетӗп. Ман Андрюшкӑ та хусах ҫунипе пырать, эсӗ те, Макар та. Мӗнле сире виҫсӗре те намӑс мар-ха ара? Хутор тӑрӑх ҫакӑн пек вӑкӑрсем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем тӗлӗшпе вара ним ӗҫ кӑлараймаҫҫӗ. Неушлӗ сирӗнтен пӗри те пулин авланмӗ-ши вара? Намӑс ҫеҫ вӗт ку, ним те мар!

Разметнов, кулкаласа, амӑшне вӑрҫтарма пуҫларӗ:

— Пире никам та качча килмест, анне.

— Мӗнле пултӑр тата, тепӗр пилӗк ҫул хусах пулса ҫӳресен, пӗр хӗрарӑм та килес ҫук. Ара, мӗн тума кирлӗ пулӑр-ха эсир, ват супнӑсем, хӗрарӑмсене, — хӗрсем ҫинчен каламастӑп та эпӗ, хӗрсене ҫураҫас вӑхӑт иртнӗ сирӗн!

— Хӑвах калатӑн — хӗрсем пире килмеҫҫӗ: ватӑлнӑ, — тӑлӑх арӑмсем вара пире кирлӗ мар. Ют ҫын ачисене тӑрантарса пурӑнма-и? Ҫӑва патне! — шӳт енне пӑрчӗ Разметнов.

Кун пек калаҫу уншӑн ҫӗнех мар пулмалла, анчах Давыдов чӗнмесӗр ларчӗ, тата вӑл хӑйне темшӗн аван мар туйрӗ.

Кӑмӑллӑ хуҫасене тав туса, сывлӑх сунса тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл тимӗрҫ лаҫҫине кайрӗ. Вӗсене йышӑнакан комисси киличчен утӑ ҫулма хатӗрленӗ лобогрейкӑсемпе лашапа ӗҫлемелли кӗреплесене унӑн хӑйӗн питӗ тӗплӗн пӑхса тухасси килчӗ; ҫитменнине тата юсас ӗҫре вӑл хӑй те вӑй хунӑччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех