Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VI сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.17 04:58

Пуплевӗш: 203; Сӑмах: 2071

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Бригадӑра кӑнтӑрлахи апата ларнӑ. Алхапӑлта ҫапкаласа тунӑ вӑрӑм сӗтел хушшине, тӑвӑр пулсан та, сухаҫӑсем, вӑкӑр хӑвалакансем пурте вырнаҫнӑ. Ҫинӗ май арҫынсем йӳҫӗ сӑмахсемпе шӳтлесе илнӗ, стрепке пӗҫернӗ пӑтӑ пахалӑхӗ ҫинчен тиркешсе калаҫнӑ.

— Ялан тӑвар каламасть унӑн! Стрепке мар, инкек!

— Тӑварсӑр пӑтӑ пӑта мар, хырӑмна шӑтарса тухмӗ, тыт та тӑварла.

— Эпир Васькӑпа иксӗмӗр пӗр чашӑкран ҫиетпӗр-ҫке, вӑл тӑварлӑ юратать, эпӗ — тӑварсӑр. Пирӗн пӗр чашӑка мӗнле пайлас-ха? Каласа пар, пит ӑслӑ пулсан!

— Ыран ҫатан тытӑпӑр та сирӗн чашӑка ҫурмаран уйӑрӑпӑр, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Эсӗ те ҫав, кӗтӗк ӑс! Ҫавна та хӑв тӗллӗн тавҫӑрса илеймен.

— Ну, тӑванӑм, санӑн та ӑсу касӑри вӑкӑр ӑсӗ чухлех, ним те ытла мар.

Сӗтел хушшинче нумайччен ҫапла хуралашса, шӳтлесе ларатчӗҫ пулӗ, анчах инҫетре лав килнине асӑрхарӗҫ, пуринчен ҫивӗчрех куҫли, Прянишников сухаҫӑ, ал тупанне ҫамки тӗлне тытрӗ те лӑпкӑн шӑхӑрса илчӗ:

— Леш килет, тӑмсай Ванькӑ Аржанов, унпа пӗрле Давыдов.

Кашӑкӗсене сӗтел ҫине шӑкӑр-шакӑр хучӗҫ, пурте лав самантлӑха тип вара анса пытаннӑ тӗле тӳсеймесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ.

— Ак тамаша! Каллех пире буксира илме килет, — ҫиллине чарса каларӗ Агафон. Дубцов, — кӗтсе илтӗмӗр! Ҫук, мана ҫитет! Халӗ эсир куҫӑра вылятӑр, мана вылятса ҫитет, ҫак намӑсран ман ун ҫине пӑхас те килмест!

Сӗтел хушшинчи ҫынсем, ура ҫине харӑс тӑрса, хӑйне саламланине курсан, Давыдовӑн чунӗ савӑнчӗ. Вӑл сарлакан яра-яра пусса пычӗ, ӑна хирӗҫ ӗнтӗ алӑсем тӑсӑлчӗҫ, арҫынсен хуп-хура пиҫсе кайнӑ питӗнче, хӗрсемпе хӗрарӑмсен хӗвел кӑшт анчах тивнӗ, тӗксӗм сӑнӗнче йӑлтӑр кулӑ ҫуталчӗ. Хӗрарӑмсем хӗвелпе нихҫан та хуралса кайиччен пиҫмен, ӗҫленӗ чух пуҫ ҫинчи шурӑ тутӑрне лайӑх ҫавӑрса ҫыхнӑ та куҫ тӗлне ҫеҫ пӗчӗк хушӑк хӑварнӑ. Давыдов, кӑмӑллӑн кулса, сӗтел умне ҫывхарнӑ май паллакан ҫынсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Ӑна ӗнтӗ вӗренсе ҫитнӗ, вӑл килнӗшӗн чунтан савӑннӑ, тӑван пек кӗтсе илнӗ. Давыдов ҫакна самантрах ӑнланса илчӗ, ун чӗрине савӑнӑҫ касса кайрӗ, кӑштах хӑйӑлтатакан сасси хаваслӑн янӑрарӗ:

— Ну, сывӑ-и, юлса пыракан ӗҫченсем! Килнӗ ҫынна апат ҫитеретӗр-и?

— Пирӗн пата нумайлӑха килекене — ҫитеретпӗр, сехетлӗхе, хӑнана ҫеҫ килекене — ҫитерместпӗр, пуҫ тайса кӑна ӑсататпӑр. Ҫапла-и, бригадир? — пурте кулнӑ май каларӗ Прянишников.

— Эпӗ сирӗн пата нумайлӑхах килтӗм пулас, — кулса илчӗ Давыдов.

Хайхи Дубцов хӑлхана хупласа лартакан баспа кӑшкӑрса ячӗ:

— Учетчик! Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх!

Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, пурне те алӑ тытса тухрӗ. Арҫынсем ун аллине яланхи пек хытӑ чӑмӑртарӗҫ, хӗрарӑмсем, куҫран пӑхса, именсе алӑ пачӗҫ: хӑйсен казакӗсем вӗсене ун пек сума суса питех ачашламан, хӗрарӑма тӗл пулсан нихҫан та ӑна, пӗр тан ҫын пек, алӑ парса хисеп туман.

Дубцов Давыдова хӑйпе юнашар лартрӗ, ун чӗрҫи ҫине йывӑр та вӗри аллине хучӗ.

— Эсир килнӗшӗн эпир хавас, пирӗн савнӑ Давыдов!

— Куратӑп. Тавтапуҫ!

— Анчах эсӗ ятлама тӳрех ан пуҫла-ха…

— Эпӗ ятлама шутламастӑп та.

— Ҫук, эсӗ, паллах, тӳсейместӗн, унсӑр ирттерместӗн, пире те ҫирӗп сӑмах усса пырӗ. Анчах халӗ ан шарла. Ҫынсем кавленӗ чухне апат тутине сая яма кирлӗ мар.

— Кӗтме те пулать, — терӗ, кӑмӑллӑн кулса, Давыдов. — Ырӑ калаҫӑва эпир сиктерсе хӑвармӑпӑр, анчах сӗтел хушшинче пуҫламӑпӑр, мӗнле те пулин тӳсӗпӗр, э?

— Тӳсесех пулать! — пат татса каларӗ те Дубцов, кашӑкне пуринчен малтан ярса тытрӗ. Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Давыдов пикенсех, сӑмах чӗнмесӗр ҫирӗ, пуҫне чашӑк ҫинчен пӗрре те ҫӗклемерӗ. Апатланакан сухаҫӑсем мӗн калани ун хӑлхине кӗрсех каймарӗ, анчах вӑл хӑй ҫине тахӑшӗ куҫ сиктермесӗр пӑхнине пӗрмай туйса тӑчӗ. Пӑттине ҫисе ярсан, Давыдов лаштах сывласа ячӗ: нумайранпа кун пек тӑраниччен ҫиейменччӗ-ха. Йывӑҫ кашӑка ача пек ҫуласа илсе, вӑл пуҫне ҫӗклерӗ. Сӗтел урлӑ ун ҫине хӗрӗн кӑвак куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, мӗн тери хӗрӳ, каласа паман юрату, ӗмӗт, шанчӑк, пӑхӑнулӑх вӗсенче — Давыдов пӗр самант ним тума аптӑрарӗ. Вӑл халиччен те — пухура е урамра — ҫак пысӑк алӑллӑ, ҫӳллӗ те илемлӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗре час-часах курнӑ. Ун чухне тӗл пулсан, хӗр, именсе те ачашшӑн пӑхса, йӑл кулнӑ, вӑтаннипе унӑн пичӗ сасартӑк хӗрелнӗ, анчах халӗ унӑн куҫӗсенче темле урӑх, ҫитӗннӗ, пысӑк туйӑм ҫиҫсе тӑнӑ…

«Мӗн туртать сана ман ҫума, мӗне кирлӗ эсӗ мана, савнӑ хӗрӗм? Мӗне кирлӗ эпӗ сана? Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке! Эпӗ санран икӗ хут аслӑ-ҫке, аманса пӗтнӗскер, сӑнсӑрскер, шатра питлӗскер, эсӗ нимӗн те курмастӑн… Ҫук, кирлӗ мар эсӗ мана, Варюха-горюха! Мансӑрах ҫитӗн, чунӑм», — шухӑшларӗ Давыдов, нар пек хӗрелсе кайнӑ хӗр ҫине алчӑраса пӑхкаласа.

Хӗр, Давыдова куҫран пӑхса, кӑштах пӑрӑнчӗ те пуҫне пӗкрӗ. Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем хускалаҫҫӗ, хуралса кайнӑ кивӗ кофтине якатакан куштӑрканӑ пысӑк пӳрнисем самаях чӗтреҫҫӗ. Унӑн кӑмӑлӗ уҫҫӑнах палӑрнӑ, вӑл, ача пек, хӑй туйӑмне пытарма пӗлмен, пытарма та пултарайман, ҫакна суккӑр ҫын кӑна асӑрхайман пулӗччӗ.

Давыдов ҫине пӑхса, Кондрат Майданников кулса ячӗ:

— Эсӗ Варькӑ ҫине ан пӑх-ха, унӑн ахаль те питӗнчен юн татӑлса анас пек! Кайса ҫӑвӑн, Варькӑ, тен, кӑштах сивӗнӗн! Анчах мӗнле кайтӑр-ха вӑл? Унӑн урисем утми пулнӑ-ҫке… Ман патра вӑл вӑкӑрсем хӑвалать, хӑй манран ялан эсӗ, Давыдов, хӑҫан килес пирки ыйтать. Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек.

Хӑйӗн ури утайми пулман иккенне кӑтартас тенӗ пек, Варя Харламова, айккӑн ҫаврӑнса, урине кӑштах хутлатрӗ те хӑй ларакан сак урлӑ вӗлт ҫеҫ сиксе каҫрӗ, будка патне кайрӗ, хӑй Майданников ҫине ҫилленсе ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, шурса кайнӑ тутисем тем пӑшӑлтатрӗҫ. будка патне ҫитсен тин вӑл сӗтел еннелле ҫаврӑнчӗ те тытӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

— Эсӗ Кондрат пичче… эсӗ, пичче… эсӗ тӗрӗс каламастӑн!

Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

— Аякран тӳрре тухасшӑн, — кулса каларӗ Дубцов. — Аякран лайӑхрах ҫав.

— Мӗншӗн хӗре вӑтантартӑн-ха эсӗ? Аван мар! — кӑмӑлсӑр пулса сӑмах хушрӗ Давыдов.

— Эсӗ ӑна пӗлместӗн-ха, — ӑшшӑн каларӗ Майданников. — Вӑл сан умра ҫеҫ ҫавӑн пек сӑпай, эсӗ ҫук чухне вӑл пирӗнтен кирек кама та пыртан тытса пӑвать, хӑраса тӑмасть. Шӑллӑ хӗр! Вут, хӗр мар! Куратӑн-и, вырӑнтан мӗнле сиксе ӳкрӗ вӑл? Хир качаки пек!..

Ҫук, Давыдовӑн арҫын кӑмӑлне илӗртмен ҫак ҫамрӑк хӗр юратӑвӗ, ун ҫинчен тахҫанах пӗтӗм бригада пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халӗ кӑна малтанхи хут илтсе пӗлчӗ. Хӑй ҫине урӑх куҫсем пӗрре те пулин ҫакӑн пек чунтан парӑнса, юратса пӑхса илсен, — аван пулмалла.

Вырӑнсӑр калаҫӑва ирттерсе ярас тесе, Давыдов шӳтлесе илчӗ:

— Ну, тавтапуҫ стрепкепе йывӑҫ кашӑка! Тӑраничченех ҫитертӗр.

— Ытла хытӑ тӑрӑшнӑшӑн хӑвӑн сылтӑм аллупа сарлака ҫӑварна тав ту, председатель, стрепкепе кашӑка мар. Тен, хушса парас? — ыйтрӗ, сӗтел хушшинчен тӑрса, капмар, акӑш-макӑш мӑнтӑр стрепке.

Давыдов унӑн ытама кӗми хулӑн пӗвне, сарлака хул пуҫҫисене уҫҫӑнах тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Ӑҫтан тупнӑ эсир ӑна, ҫав мӑнтӑрккана? — илтӗни-илтӗнми ыйтрӗ вӑл Дубцовран.

— Таганрогри металлурги заводӗнче уйрӑм заказпа туса пачӗҫ, — ответлерӗ учетчик, ҫамрӑк та чараксӑр йӗкӗт.

— Мӗнле-ха эпӗ сана халиччен курман? — ҫаплах тӗлӗнсе ыйтрӗ Давыдов. — Габаритсем санӑн ав епле хулӑн, анчах курма сана, аннеҫӗм, тӳр килмен.

— Тупӑнчӗ мана ывӑл! — кулса илчӗ стрепке. — Ӑҫтан сан аннӳ пулас-ха манӑн, эпӗ пӗтӗмпе те хӗрӗх ҫиччӗре ҫеҫ? Курасса эсӗ мана курман, хӗлле эпӗ пӳртрен тухмастӑп. Хамӑн хулӑн пӳ-сипе, кӗске урасемпе эпӗ юр ҫинче ҫӳрейместӗп, такӑр вырӑнтах юр ӑшне лакса ларма пултаратӑп. Хӗлле эпӗ, ниҫта тухмасӑр, килте ларатӑп, ҫӑм арлатӑп, тутӑрсем ҫыхатӑп, тӑранкаласа пурӑнатӑп ҫапла. Пылчӑкра та эпӗ ҫӳрес ҫын мар, тӗве пек, шуҫӑ ҫӗрте чармакланса, ҫурӑлса каясран хӑратӑп, типӗре ак стрепке пулса килтӗм. Нимле аннӳ те мар эп сана, председатель юлташ. Манпа юраса пурӑнас килсен — Дарья Куприяновна тесе чӗн мана, вара бригадӑра нихҫан та выҫа ҫӳремӗн!

— Сана юраса пурӑнма пӗтӗмпех килӗшетӗп, Дарья Куприяновна, — йӑл кулса каларӗ те Давыдов, ура ҫине тӑрса, тӑрӑшсах пуҫ тайрӗ.

— Капла сана та, мана та лайӑх пулӗ. Эппин, пар-ха хӑвӑн чашӑкна, эпӗ сана турӑх ярса парам, — терӗ стрепке, Давыдов ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пулса.

Вӑл чашӑк ҫине ним хӗрхенмесӗр килограмм таранах турӑх ячӗ те, пилӗк таран пуҫ тайса, пырса пачӗ.

— Мӗншӗн-ха эс стрепкере ӗҫлетӗн, производствӑра мар? — ыйтрӗ Давыдов. — Сан йывӑрӑшпа ака пуҫ ҫине пӗрре пуссанах, суха тимри ҫӗр айне ҫур метр анса каять, факт!

— Манӑн чӗре сывӑ мар-ҫке! Тухтӑрсем манӑн чӗре ҫуланса кайнӑ, теҫҫӗ. Стрепкере те мана йывӑр, чашӑк-тирӗкпе ӑшталанатӑп та — чӗре пыр тӗпӗнчех тапма пуҫлать. Ҫук, Давыдов юлташ, сухаҫӑ пулма юрӑхсӑр эпӗ. Ку ташӑ ман кӗвве лармасть.

— Ялан чӗре начар, тет, хӑй ав виҫӗ упӑшка пытарчӗ. Виҫӗ казак пурнӑҫне илчӗ, халӗ тӑваттӑмӗшне шырать, анчах кӑмӑл тӑваканах ҫук, качча илме хӑраҫҫӗ ӑна, ун пек инке вӗлерсех пӑрахать! — терӗ Дубцов.

— Шатра питлӗ талпас! — хытах ҫилленсе кӑшкӑрчӗ стрепке. — Виҫӗ казакран мана пӗри те шӑнӑрли лекменшӗн, пурте темле хевтесӗр те чирлӗ пулнӑшӑн эпӗ айӑплӑ-им? Вӗсене турӑ пурнӑҫ паман пулсан, эпӗ айӑплӑ-и?

— Эсех вӗсене вилме пулӑшнӑ, — парӑнмасть Дубцов.

— Мӗнле пулӑшнӑ вара эпӗ?

— Мӗнли паллӑ…

— Эсӗ ретлӗрех кала…

— Эпӗ унсӑрах лайӑх пӗлетӗп…

— Ҫук, эсӗ чипер кала, мӗн ахаль тӗветӗн!

— Паллӑ, мӗнле пулӑшни: хӑв юратнипе, — асӑрханса каларӗ Дубцов, кулкаласа илсе.

— Сӗм ухмах эсӗ! — пӗтӗм ҫын куллине хупласа, хаяр ҫилӗпе кӑшкӑрса ячӗ те стрепке сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫурри таранах икӗ аллипе ҫавӑрса илчӗ.

Анчах кунӗ Дубцова картран сиктерме ҫӑмӑл мар. Вӑл турӑхне васкамасӑр ҫисе ячӗ, мӑйӑхне ал тупанӗпе шӑлса илчӗ те каларӗ:

— Тен, чӑнах та эпӗ ухмах, тен, сӗм ухмах та пулӗ, анчах ку ӗҫе эпӗ, хӗрӗм, питӗ лайӑх пӗлетӗп.

Хайхи стрепке Дубцова пӗр шултра сӑмах каласа хучӗ те сӗтел хушшинче пурте ҫав тери хытӑ ахӑлтатса ячӗҫ, кулса та именсе хӗрелсе кайнӑ Давыдов аран-аран сӑмах хушрӗ:

— Мӗнле капла, тӑванӑмсем?! Эпӗ кун пеккине флотра та илтмен!..

Анчах Дубцов, ним хумханмасӑр, юри шӑртлананҫи пулса кӑшкӑрчӗ:

— Приҫак ҫиетӗп! Хӗрес чуп тӑватӑп! Анчах хам сӑмӑх ҫинчех тӑратӑп, Дашкӑ: сан юратӑвна пула виҫӗ арҫын леш тӗнчене ӑсанчӗҫ! Виҫӗ арҫын — калама канас… Иртнӗ ҫул ав Володькӑ Грачев мӗншӗн вилчӗ-ха? Вӑлта сан пата ҫӳренӗ…

Дубцов каласа пӗтереймерӗ, хӑвӑрт пӗшкӗнчӗ: ун пуҫӗ ҫийӗн йывӑр йывӑҫ сӑпала снаряд катӑкӗ пек шӑхӑрса иртсе кайрӗ. Дубцов сак урлӑ ҫамрӑк ҫын пек сиксе каҫрӗ. Вӑл сӗтел патӗнчен вунӑ метр кайма та ӗлкерчӗ, анчах айккинелле сиксе ӳкрӗ, пӑрӑнса юлчӗ, ун тӗлӗнчен, енчен енне турӑх сирпӗтсе, тӑхлан чашӑк кӗрлесе иртсе кайрӗ, сывлӑшра явӑнса илсе, хире инҫете кайса ӳкрӗ.

Урисене сарса тӑрса, Дубцов чышкӑпа юнаса кӑшкӑрчӗ:

— Эй, Дарья, чарӑн! Кирек мӗнпе пер, анчах тӑм чашӑкпа мар! Ҫӗмӗрнӗ савӑт-сапашӑн, турӑ пур, ӗҫ кунӗ катса юлатӑп! Кай, Варькӑ пек будка хыҫне, унтан сана тӳрре тухма ҫӑмӑлрах пулать!.. Эпӗ пурӗ пӗрех хам сӑмах ҫинче тӑратӑп: пӗтертӗн упӑшкусене, халӗ ӑншӑртна ман ҫине яратӑн…

Давыдов аран-аран йӗрке турӗ. будка ҫывӑхне табак туртма ларчӗҫ, кулса лӑкӑртӑка ернӗ Кондрат Майданников калаҫма пуҫларӗ:

— Кашни кун кӑнтӑрлахи е каҫхи апатра ҫакӑн пек спектакль пырать. Агафонӑн куҫ айӗ эрнипех кӑвак ҫӳрерӗ — Дарья ӑна чышкӑпа тӑхӑнтартса янӑ, хӑй ҫапах унтан кулма пӑрахмасть. Сухаран сывӑ пуҫпа таврӑнас ҫук эсӗ, Агафон, е куҫна ҫапса шӑтарӗ, е уруна каялла ҫавӑрса лартӗ, шӳтлесе тупатӑн-ха эсӗ…

— Хӗрарӑм мар, «фордаон» трактор! — тӗлӗнсе каларӗ Дубцов, ҫывӑхра ярӑнса иртекен стрепке ҫине вӑрттӑн пӑхкаласа.

Унтан, нимӗн те асӑрхаман пек, хытах калаҫма пуҫларӗ:

— Ҫук, тӑвансем, ҫылӑха ма пытарас, эпӗ, авланман пулсан, Дашкӑна качча илнӗ пулӑттӑм. Анчах пӗр эрнелӗхе кӑна, кайран — тухнӑ та тарнӑ. Пӗр эрнерен ытла тӳсес ҫук эпӗ, хам тем пек вӑйлӑ пулин те. Халех вилес килмест-ха манӑн. Мӗне кура хам пуҫӑма ҫиес? Пӗтӗм граждан вӑрҫине тӳссе тухрӑм, кунта ак хӗрарӑмран вилӗм кур… Ҫук, эпӗ сӗм ухмах пулин те, питӗ чее! Дашкӑпа эпӗ пӗр эрне мӗнле те пулин тӳссе ирттерӗп, унтан ҫӗр хута вырӑн ҫинчен ерипен анӑп, салтакла упаленсе алӑк патне ҫитӗп, унтан — кил картине, анкарти хыҫӗпе киле… Ӗненетӗн-и, Давыдов, турӑшӑн, суймастӑп, Прянишников та — акӑ вӑл — суйма памӗ: эпир унпа иксӗмӗр Дашкӑна ыталама хӑтланса пӑхрӑмӑр, вӑл малтан пычӗ, эпӗ — хыҫалтан, алла-аллӑн тытӑнтӑмӑр, анчах Дашкӑна ҫавах ытама илеймерӗмӗр, ытла та сарлака! Учетчика чӗнтӗмӗр — вӑл ачи ҫамрӑк та хӑравҫӑскер, Дашкӑ патне ҫывӑха пыма шикленчӗ. Ҫаплах юлчӗ вӑл ӗмӗр-ӗмӗр ыталаймасӑр…

— Ан ӗнен ӑна, усала, Давыдов юлташ! — халӗ ӗнтӗ ним ҫилленмесӗр кулса каларӗ стрепке. — Вӑл паян суймасан, ыран тунсӑхпа вилет. Кашни ярса пусмасра суять, ҫапла ҫуралнӑ вӑл пирӗн!

Табак туртса пӗтернӗ хыҫҫӑн Давыдов ыйтрӗ:

— Сухаламалли мӗн чухлӗ юлнӑ-ха?

— Шуйттан чухлех, — кӑмӑлсӑр ответлерӗ Дубцов. — Ҫӗр аллӑ гектар ытла. Ӗнер ҫӗр аллӑ сакӑр гектар юлнӑ.

— Лайӑх ӗҫлетӗр, факт! — сиввӗн каларӗ Давыдов. — Мӗн тунӑ-ха эсир кунта? Куприянова стрепкепе спектакльсем лартнӑ-и?

— Ну, куна эсӗ кӑлӑхах.

— Мӗншӗн пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсем тахҫанах сухаласа пӗтернӗ, эсир ҫаплах сухалатӑр?

— Айта, Давыдов, каҫхине пурте пухӑнар та чунтан калаҫар, халӗ сухалама каяр, — сӗнчӗ Дубцов.

Ку паха сӗнӳ пулчӗ, Давыдов кӑштах шухӑшларӗ те килӗшрӗ.

— Мӗнле вӑкӑрсем паратӑр мана?

— Ман вӑкӑрсемпе сухала, — канаш пачӗ Кондрат Майданников. — Ман вӑкӑрсем ӗҫе хӑнӑхнӑ, вӑйлӑ, икӗ мӑшӑр ҫамрӑк вӑкӑр пирӗн халӗ курортра.

— Мӗнле курортра? — тӗлӗнчӗ Давыдов. Дубцов, кӑмӑллӑн кулса, ӑнлантарса пачӗ.

— Вӑйсӑр, касӑра пынӑ ҫӗртех выртаҫҫӗ, ну, эпир вӗсене тӑвартӑмӑр та пӗве патне курӑк ҫине ятӑмӑр. Унта курӑкӗ аван, сиплӗ, ан тив, вӑй илччӗр, вӗсенчен пурӗ пӗрех ним усси те ҫук. Вӗсем начар хӗл каҫнӑ, кунта кашни кун ӗҫ, халтан кайрӗҫ, плуг туртайми пулчӗҫ! Вӗсене ватӑ вӑкӑрсемпе пӗр пичеве кӳлсе те пӑхрӑмӑр — ҫавах нимӗн те тухмасть. Кондрат вӑкӑрӗсемпе сухала, вӑл тӗрӗс калать.

— Хӑй вӑл мӗн тӑвӗ?

— Эпӗ ӑна икӗ кунлӑха киле ятӑм. Унӑн арӑмӗ чирленӗ, вырӑн ҫинчех выртать, Ванькӑ Аржановран кӗпе-йӗм те парса ярайман, хӑйне киле пыма чӗннӗ.

— Апла пулсан, юрать. Эпӗ ӑна та эс пӗр-пӗр ҫӗре курорта яратӑн пулӗ тесе. Курорт шухӑшӗ кунта сирӗн, пӑхатӑп-пӑхатӑп та…

Дубцов, Давыдова систермесӗр, ыттисене куҫ хӗсрӗ те, пурте вӑкӑрсем кӳлме тӑрса утрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех