Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр сехете яхӑн эпӗ пӳлӗм тӑрӑх утрӑм; унтан лартӑм та Вальтер Скотт романне уҫрӑм, вӑл манӑн сӗтел ҫинче выртатчӗ; вӑл «Шотланди пуританӗсем» ятлӑ, эпӗ малтан вӑйпах вуларӑм, унтан асамлӑ шухӑшпа киленсе, йӑлтах манса кайрӑм…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл ман ҫине, ятлаҫса темӗн мӑкӑртатрӗ, унтан чемоданне пӑлхатма пуҫларӗ; акӑ вӑл пӗр тетрадьне туртса кӑларчӗ те тарӑхнипе ӑна ҫӗклесе ывӑтса ячӗ; унтан тепӗрне те, виҫҫӗмӗшне те, вуннӑмӗшне те ҫавӑн пекех ҫӗрелле вӑркӑнтарчӗ; унӑн кӳреннинче те мӗнле ача йӑлӑнтарӑшӗ те пур, мана вӑл кулӑшла та шел пек курӑнчӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл минтерӗ пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрса хучӗ, пин таран, унтан каялла шутларӗ, хушамачӗсем «А» саспаллипе пуҫлакан хӑй палланӑ пур ҫынсене, унтан «Б» саспаллипе пуҫланакансене аса илсе выртрӗ, йӑсӑрланакан лампа ҫути ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗ, анчах харпӑр хӑйне ҫывратса ямалли ҫӗр хут тӗрӗсленнӗ меслетсем паян пулӑшмарӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ӑна ҫавӑнтах, сӗтел патӗнчех вуласа тухрӗ, унтан аялта пропусксем тӗрӗслесе таракан часовой патӗнче, унтан трамвайра, юлашкинчен тротуар ҫинче, ҫумӑр айӗнче тӑрса вуларӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан яла таврӑнчӗ, хӑй патне пупа чӗнтерчӗ, ӑна укҫа пачӗ, унтан кайрӗ, мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ — аванскер хӑй, — терӗ Ванька.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Надзирательсем унпа ҫав тери мухтанаҫҫӗ: «Кунӗ-кунӗпе ӗҫлет, унтан шанчӑклӑ ҫын тупас та ҫук, хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать, ӑна кунта тума юраман ӗҫсем еннелле пӑрса яраймӑн; коридорнӑйсем, пурте унтан пример илӗр!»
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ иккӗмӗш хут уҫӑлса ҫӳреме тухсан та, Лида манпа пӗрле пычӗ, унтан вӑрттӑн ирттерекен пӗрремӗш пухӑва, унтан пӗрремӗш явкӑна пычӗ…Лида пошла со мной и на вторую прогулку, потом на первую нелегальную встречу, потом на первую явку.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Айӑплакан акта ҫыриччен ик-виҫ эрне иртет, унтан мана Германие илсе каяҫҫӗ, суд пулать, приговор, унтан вара вӗлереҫҫӗ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унтан ман хыҫра манӑн ята асӑнчӗҫ те, штатскилле тумланнӑ, чехла калаҫакан икӗ ҫын мана лифт патне илсе пырса, тӑваттӑмӗш этажа хӑпартрӗҫ, унтан алӑкӗ ҫине 400 тесе ҫырнӑ аслӑ пӳлӗме илсе кӗртрӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унтан тата: «Халь эсир эпӗ мӗнле хитре каччӑ пулнине куртӑр ӗнтӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр, а эпӗ хамӑн чаҫе каятӑп, унтан адрес ярса паратӑп», тетӗп.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсӗ халӗ ху салтак иккенне ман, эсӗ халь — пӗчӗк ача, пӗрер утӑмӑн, пӗрер утӑмӑн утма вӗрен, малтан костыльсемпе, унтан стенасенчен тытса, унтан туяпа.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пур енчен те пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем пенӗ, унтан кӑшт пысӑкрах калибрлисем, вӑтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысӑккисем, питӗ пысӑккисем, чи пысӑккисем, хӑш чух тата пысӑкран та пысӑккисем, инҫетри тылра кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ухлатаканнисем пенӗ, вӗсен калама та ҫук пысӑк снарячӗсем сасартӑках ӳлесе, шатӑртатса пӗр-пӗр хӑйӑрлӑ вырӑна пырса ӳкнӗ, кунта вара хӑйӑрпа пӗрле курӑксем, йывӑҫсем ҫӳлелле сирпӗнсе, аялалла хура стена пек ишӗлсе аннӑ, ун варринче ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек хӗм йӗрӗсем курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Кунтан таҫта аякрах мар, Вӑ-ӑн, ҫав ҫурт Иван Колокольников пӳрчӗ, — ҫыранра ларакан пӳрте тӗллесе кӑтартрӗ старик, — леререх — Бедаревсем, унтан Волокотинсем, унтан Зиновьевсем, ну, кӑшт пӑрӑнсан, тӑкӑрлӑкра — пирӗн ҫурт.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Унтан ҫынсем ҫапах та ачасене кимӗ ҫине лартнӑ та пӗр ҫурта илсе кайнӑ, каҫхи апат ҫитернӗ, икӗ-виҫӗ сехет кантарнӑ та унтан килне леҫсе хӑварнӑ.
32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том чӗркуҫленсе ларнӑ та аялалла анса каякан стенана тепчесе пӑхма пуҫланӑ, унтан хӑйӗн алли ҫитнӗ таран кӗтес хыҫӗнчи стенана хыпашлама тапратнӑ, унтан пӑртак сылтӑмалларах карӑнса пӑхнӑ та, ҫав самантра вара пӗр ҫирӗм ярдра ҫеҫ тенӗ пек чул сӑрт кӗтесси хыҫӗнчен ҫурта тытнӑ алӑ курӑнса кайнӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Унтан… унтан…
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Малтан пӗр мӑшӑр куҫ, унтан тепӗр мӑшӑр тата виҫҫӗмӗш те пачӑшкӑ куҫӗсем хыҫҫӑн пӑхма пуҫларӗҫ, унтан чиркӳри ҫынсем, пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен кар тӑрса, куҫӗ-пуҫӗсене чарса пӑрахсах, виҫӗ вилӗ клирос тӑрӑх епле утнине сӑнарӑҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.