Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан ҫанталӑк уяртса ячӗ, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ вӗрчӗ, ҫеҫенхирте каллех косилкӑсем халтӑртатма пуҫларӗҫ, хуралса кайнӑ купасенчен кӑвакарнӑ уттӑн пылакрах тутӑллӑ хӗрхӳ шӑрши сарӑлчӗ, ҫеҫенхир пӑспа витӗнчӗ; унтан вара сенкертерех тӗтре витӗр хурал куринкисен, тип варсен кӑвак васанӗсемпе инҫетри пӗвӗсем хӗрринчи симӗс ҫӗлӗклӗ йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫӳҫесен уҫӑмсӑр кӳлеписем кӑшт кӑна курӑнмалла палӑракан пулчӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗнер ҫине ларсан, чӗлпӗре аллипе васкамасӑр пуҫтарса тытрӗ те, винтовка ҫаккине хулпуҫҫи тӗлӗнче тӳрлетнӗ май, штабра подполковника курнипе хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине тата ун умӗнче хӑйне мӗн пирки асӑрхансарах тытнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, унтан сӑсартӑках шиклӗн шухӑшласа илчӗ: «Мӗнле пулать-ха ку: кадетсем кунта ӑна-кӑна лайӑх тӗшмӗртекен офицерсене пире хӗрлисен тылӗнче восстани тума, пире лӑпах хӑйсене кирлӗ пек, вӗреннӗ ҫынла, ертсе пыма юри хӑварман-ши?» — унтан ӑс-тӑнра, ҫакна мӑшкӑлласа тӳрре кӑларма тенӗ пекех, питӗ ӗненмелле тавҫӑру ҫуралса ҫирӗпленчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑхӑтсӑр ҫутатса кайрӗҫ Коршуновӑн тилӗ ҫӑмӗ пек хӗрлӗ сухалне кӑвак пӗрчӗсем, унтан тӑнлавӗ ҫине куҫса йӑва ҫавӑрчӗҫ: малтанах — тӑмлӑ тӑпра ҫинчи типчак курӑкӗ пек — пӗчӗк тӗмескепе, унтан хурлӑхлӑ шурӑ пайӑркасем сарӑ хӗрлӗ тӗсе ҫӗнсе илчӗҫ те тӑнлавӗсем ҫинче асар-писеррӗн сарӑлса ашкӑрчӗҫ, хӗрлӗ ҫӳҫе хӗссе пырса, пӗрер пӗрчӗн тыта-тыта илсе, пӗтӗм лӗпкине хупласа хучӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пӑрӑнӑр унтан, пӑрӑнӑр унтан.
Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан та ытларах савӑнать вӑл халӗ: маттур ывӑлӗ ӗнтӗ ун умӗнче выртать, унтан чипер ҫын тӗнчере те ҫук, хура куҫхаршиллӗ вӑл, тӗнчере ун пек илемлӗ куҫхаршисем никамӑн та ҫук!
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пугачев пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленсе тӑрать, хресченсен пӗкӗрӗлнӗ ҫурӑмӗсем ҫине, унтан улпут ҫине, унтан — хӑй хуралӗ ҫине пӑхать.
Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ӑна арӑмӗпе юнашар тӑни аплах мар, мӗншӗн тесен арӑмӗ унтан пӗр шит ытлашшипех ҫӳллӗрех, ҫавӑнпа та вӑл алӑк суллинчен пӗр утӑм маларах иртсе, урисене автан пек хӗстерсе тӑчӗ, унтан, картузне хывса, пӑтранчӑк сӑрӑллӑ тӗксӗм турӑш ҫине пӑхса сӑхсӑхса илчӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унтан кӑнтӑр тӗлӗнче таврӑнчӗ, пашкакаласа чириккине хывса пӑрахрӗ, унтан утса ӗшеннӗ урисене килленчӗклӗн хыҫма тытӑнчӗ.Пришел оттуда в обед, кряхтя скинул чирики и, смачно почесывая натруженные ходьбой ноги, сказал:
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ирӗк парӑр-ха, ырӑ кӑмӑллӑ господин, ирӗк парӑр!» тесе ун патне ҫывхарнӑ май, хӑйне кам та пулин тытса чарасшӑн пулнӑ пек, е ҫынсене сиркелесе халӑх хушшинчен тухнӑ пек, аллисемпе хӑлаҫланса утрӗ, унтан вара, ҫывхарса ҫитсен, Иван Федоровича ыталаса илчӗ те, малтан сылтӑм питҫӑмартине, унтан сулахаййине, кайран каллех сылтӑм питне чуптуса илчӗ.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лида Чебанюк кӗнекесене темле уйрӑмла, эпӗ каланӑ пулӑттӑм, чӑн-чӑн юратупа юратнӑ; мӗншӗн тесен вӑл кӗнекесене вуланинче кӑна мар савӑнӑҫ тупнӑ; алра тытма, автор хушаматне сасӑпа вулама, хӑҫан тухнине ӑна кӑларни ҫинчен мӗн ҫырнине, редактор кам пулнине, хӑш типографинче пичетленине, тиражӗ мӗн чухлине пӑхма; унтан титул ҫине номер лартма, ҫӳлӗк ҫине шӑпах кӗнеке ӑҫта пулма тивӗҫ, ҫавӑнта лартма, кӗнекене вулакана пама, вара унтан каялла илме, ун чухне кӗнекене килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтса, ответне тетрадь ҫине ҫырса хума вулани пекех юратнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӗннисенчен кам килнине секретарьтен ыйтса пӗлесшӗнччӗ кӑна, анчах ҫав вӑхӑтра сасартӑк алӑкран ҫӑмламас йӗпе ҫӗлӗк курӑнса кайрӗ, ӑна икӗ пысӑк сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ пулмалла; унтан бурка, уртса янӑ сарлака хулпуҫҫи курӑнса кайрӗ, хулпуҫҫи ҫинчи бурки шӗп-шӗвӗр кӗтесленсе тӑрать; унтан вара кабинета утса мар, темле хыҫӗпеле сӗртӗнсе, Игнат Савельевич Хворостянкин кӗчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев пӗр шарламасӑр хӗвел ҫине мар, малтан тулли халӑх лартнӑ, хуткупӑссемлӗ, тусана мӑкӑрлантарса площаделле чупса кӗрекен икӗ грузовик ҫине, унтан хӑйӗн кӗсъере чиксе ҫӳремелли сехет ҫине пӑхрӗ, унтан вал пурне те клуба кӗме хушрӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан, сӗтел умне сумлӑн утса пырса, малтан Кондратьева, унтан Чурилова алӑ тытрӗ.Затем с достоинством подошел к столу и подал руку сначала Кондратьеву, потом Чурилову.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Куҫҫульне чарма хал ҫитереймесӗр, ҫак сӑрт ҫинче чылайччен ларчӗ пулас вӑл, унтан вара хӑйӗн хӳшшине кӗрсе тухнӑччӗ пулас, унтан татах, ниҫта ларма-тӑма пӗлмесӗр, таҫта ҫапкаланса ҫӳрерӗ пулас.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унтан шинель кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ, вара, крыльца патне унтан та кунтан пухӑнма ӗлкӗрнӗ ҫынсем пурте хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхнине курсан, кӑн-кӑвак та шӗвӗр мӑйӑхне чӗтретсе илсе, ҫиленсех кӑшкӑрма тытӑнчӗ:
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унтан тухса тарнӑ Агеевна каласа панӑ тӑрӑх, шӑнса хытнӑ нимӗҫсем чи малтан эрех кӗленчисемпе тӗрлӗрен консервӑ банкисем кӑлара-кӑлара лартнӑ-мӗн, унтан вара, хӑйсен ирсӗр чӗлхипе таттисӗр пакӑлтатса, ҫул ҫинчен килнӗ май, ӗҫме-ҫиме тытӑннӑ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ну, чи малтан, «Вставай, проклятьем заклейменный», унтан «Широка страна моя родная», «По долинам и по взгорьям» юрра пӗлетӗп, унтан тата «Потому что у нас каждый молод сейчас, в нашей юной прекрасной стране».
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан вӑл ҫутнӑ хунарне урайӗнчен илчӗ те, хӑй хыҫҫӑн утма хушса, пуҫне сулчӗ, унтан тӗттӗмлӗхе утрӗ; вӗсен умӗнчи тӗттӗмлӗх разведчиксене ҫул пама сирӗлет те иртсе кайсанах каллех пӗрлешет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унтан Зябрев нимӗн кулмасӑрах виҫҫӗшне те пукансем ҫине лартрӗ, малтан пӗрне, унтан тепӗрне, виҫҫӗмӗшне.Затем Зябрев, все так же сохраняя серьезное выражение на лице, усадил всех на табуреты.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.