Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан вара кашни ҫартан тата тепрер салтак кӑларса тӑратас, унтан 3-мӗшне, 4-мӗшне т. ыт. те ҫапла вара, хире-хирӗҫ ҫапӑҫакан кашни ҫарта пӗрер салтак ҫеҫ юличченех ҫапла туса пырас (кунта ӗнтӗ хире хирӗҫ ҫапӑҫакан ҫарсен вӑйӗсем иккӗшӗн те пӗр тан пулни кирлӗ тейӗпӗр, салтаксен хисепӗ вӗсен пахалӑхӗпе улшӑнма пултартӑр).
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Андрей, вӑрттӑн кула-кула, тӑрӑшсах сутӗн ҫиет, унтан кукӑль, унтан улма пӳремеҫне ҫырткалать, сӗтпе ҫӑтса ярать…
Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Малтан вӗсем аякран кӑна пӑхкаласа тӑчӗҫ, унтан ерипен ҫывхарса пычӗҫ, унтан йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ.Сначала они держались в отдалении, потом подходили ближе, потом окружали плотной стеной.
Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Малтан вӑл кӗлтесене алӑ вӗҫҫӗн йӑтрӗ, унтан хулпуҫҫи ҫине хурса, унтан хӑй ҫумне пӑчӑртаса, ҫапах кашни кӗлте ӑна малтанхинчен йывӑртарах туйӑнчӗ.
Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ман аттен ун пек лаша пилӗк пин лаша та пур, вӗсенчен нумайӑшӗ унтан илемлӗрех тата унтан хытӑрах каяҫҫӗ.У моего отца пять тысяч подобных ему, и многие из них красивее и, без сомнения, быстрее его.
LXХVIII cыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Малтан чӑнкӑ ҫырти йывӑҫсем хыҫнелле лаша пуҫӗ пытаннӑ, унтан унан мӑйӗ, кӗлеткин малти пайӗ, унтан ун ҫинче ларакан ҫынӗ те — пӑхса та пӗлмелле мар, нихӑҫан та курман хӑрушӑ ҫын кӗлетки.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Мӑнкӑмӑллӑ Вудли Пойндекстер унтан йӗрӗннӗ, ҫакӑнпа пӗрлех унтан хӑрасарах та тӑнӑ.Гордый Вудли Пойндекстер чувствовал к нему отвращение, смешанное со страхом.
XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вар хӗррипе аялалла анчӗҫ, унтан вар тӑрӑх уттарчӗҫ, унтан каллех тепӗр сӑртлӑхӑн хысакӗпе хӑпарчӗҫ те ҫӳлте татах чарӑнса тӑчӗҫ.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан эпӗ каялла ҫавӑртӑм та, хамӑра пӑхса тӑракан ҫын патне уттарса пырса, унтан тӗреклӗрех хулӑ ыйтрӑм.Тогда я поворотил назад, подъехал к дядьке и попросил хлыстика покрепче.
Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан каларӗ: «Капла татӑлсах ан йӗр, анне! Петӗршӗн салтака хам каятӑп, эпӗ унтан аслӑрах. Эпӗ ҫухалмӑп. Вӑхӑт тултарӑп та киле ҫаврӑнса килӗп. Эсӗ, Петӗр, аттепе аннене чипер пӑхса усра; ман арӑма та ан пӑрах, ан хурлантар», — терӗ.
Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан шӑтӑкӗнчен пӗр ури сиксе тухрӗ, унтан тепӗри те тухрӗ, урисемпе тапкаласа ҫӑмха ӑшӗнчен тухма тӑрӑша пуҫларӗ.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах та вӑхӑт каҫа сулӑнсан, кабинӑна анаҫҫӗ пӑшӑлтатса, вуникӗ калуш пӗрле тӑхӑнаҫҫӗ, унтан каллех тухаҫҫӗ, унтан каллех пуҫҫапнӑ пек тӑваҫҫӗ.
Ултӑ манашка // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 97–101 с.
Унтан матроссем, качаллӑ атӑ тӑхӑнса, улӑп ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса каяҫҫӗ те ҫурӑмӗ ҫинчи ҫу сийне пуҫӗнчен пуҫласа хӳри патне ҫитиччен пӗр пек тӑрӑхсене ҫураҫҫӗ, унтан ҫак тӑрӑхсене пайӑн-пайӑн, фут ҫурӑ хулӑнӑш касса, татӑкӗсене пичкене хурса трюма антараҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унтан мана хирӗҫ хыттӑн кӑшкӑрни, унтан йынӑшни илтӗнчӗ, вӗсене вара сакай алӑкӗ хытӑ хушӑнни хупласа лартрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Удэхеецсем тетелсене каллех ваксене ячӗҫ, ку хутӗнче вӗсем пулӑсене тепӗр енчен хӑваларӗҫ, унтан авӑра куҫрӗҫ, авӑртан юханшыв ҫине, унтан вара каллех малтанхи вырӑна тухрӗҫ.
Хӗлле пулӑ тытни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 125–127 с.
Унтан саппунне урайне ҫӗклесе печӗ те ывӑлне ӑҫтан килчӗ унтан ҫапкалама тытӑнчӗ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кайран, колхоз правленинчи телефон патӗнче хурал тӑнӑ чух, правленинчен пушар сарайне, унтан ял тулашне, уйрӑм тӑракан хуралҫӑсем патне, е унтан та инҫерех, хирте пурнакансен станне чупса ҫӳренӗ чух, Сергее яланах хӑй ашшӗпе юнашар пулнӑ пек, ашшӗ вӑйлӑ аллисемпе хӑйне пуҫран лӑпканӑ пек туйӑнса тӑчӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Унтан, пӑртак шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн: — Тухтар-и, — терӗ, — Тухтар вӑл иртнӗ тунтикун Упи пасарӗнче пулнӑ та унтан таврӑннӑ чух Куршанкӑ кӗперӗнчен лавӗ-мӗнӗпе ҫырмана персе аннӑ…
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шпион сехет ҫине пӑхса илчӗ, унтан следователь ҫине пӑхрӗ, унтан каллех пӗрре сехет ҫине, тепре следователь ҫине пӑхса илчӗ.Шпион посмотрел на часы, потом на следователя, снова на часы и снова на следователя.
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Кантюксен картишӗ аслӑ: пысӑк пӳрт хыҫӗнче пӗчӗкрех кивӗ пӳрт, пӗртен-пӗр чӳречине урлӑ тимӗр янӑ; унтан — икӗ хутлӑ, тӑват алӑклӑ кӗлет, ун хыҫӗнче путекпе пӑру хупмалли пӳрт-и, вите-и, унтан платник хатӗресем тытмалли уйрӑм, хыҫаларах лаша витисем, вутӑ купаланӑ аслӑк, пӗр кӗтесре мунча та пур.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.