Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унтан сăмах пирĕн базăра пур.
унтан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑшт тӑхтасан, ҫул ҫинче малтан мотоциклсем, унтан хайхи йӑлтӑртатакан хуп-хура «мерседес», унтан каллех мотоциклсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, унтан «Урр-а-а!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ те, «Интернационал» юрӑ кӗвви ҫав ҫӳллӗ урай патӗнчен пирӗн пата шыв пек юхса килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Татах упӑшкине тӗмсӗлсе пӑхса тӑркаларӗ, унтан, халсӑррӑн кӗвентеленсе, ӑна тутипе ҫамкинчен ҫемҫен, вӑрӑммӑн тӗкӗнсе илчӗ, вара, чӑматанне йӑтса, васкамасӑр, куҫҫульне пӗчӗк тутӑрпа типӗткелесе, тӑн-тан юхӑнса килхушшине, унтан, тӗнкӗлтеткелесе, урама тухрӗ те укӑлча патнелле, Шӑмӑршӑпа Канаша ҫыхӑнтаракан мӑн ҫул еннелле сӗнкрӗ…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унтан васкавлӑн: — Атьӑр, пӳрте кӗрӗпӗр, — терӗ те, ҫаврӑнса, пӑлтӑр патнелле йӑпӑшлатрӗ, унтан ун картлашкисемпе кӑчӑртаткаласа хӑштик-хӑштик хӑпарчӗ те тӗнкӗл-тӗнкӗл пӳртелле хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Агенствӑн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республики Тутарстана географи тӗлӗшӗнчен те, генетика тӗлӗшӗнчен те ҫывӑх: «Хӑҫан-тӑр эпир пӗр халӑх пулнӑ, унтан уйрӑлса кайнӑ, анчах та пирӗн пӗр генетика кочӗ. Пирӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнмалла. Тутарстанра 1 миллиона яхӑн чӑваш пурӑнать теҫҫӗ. Халӑхра шӳтлекенсем те пур: тутара кӑшт тӑрмаласан, унтан чӑваш тухать», – терӗ ертӳҫӗ хӑнасене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Унтан, унтан ӳкнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урсэкие ачана куҫӗнчен пӑхрӗ те кӑштах ҫемҫелнӗ пек пулчӗ, унтан вара, аллине хӑвӑрт саппун айӗнчи кӗсйине чиксе, унтан ункӑласа чӗркенӗ тӑхлан лентине кӑларчӗ.

Пристально посмотрев малышу в глаза и словно смягчившись, Урсэкие быстро сунул руку в карман, под фартук, и вынул оттуда свернутую кольцом ленту олова.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫамрӑксем малтан «паттӑр совет хӗрарӑмӗсемшӗн», унтан — «паттӑр совет салтакӗсемшӗн», унтан — «кунта ларакан паттӑр хӗрсемшӗн» черкке ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, шкап патне ҫӑмӑллӑн утса пырса, унтан грифельсем, линейкӑсем, аспид хӑмисем кӑларчӗ, вӗсене сӗтел ҫине хучӗ, унтан сӗтелтен кӑвак питлӗ журнал, чернил кӗленчи, ручка кӑларчӗ, пирӗн ятсене ҫырма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтан, унтан тата темле япала урайне хӑвӑрттӑн лаплатса ӳкнӗн туйӑнчӗ, тулта каллех улатакка шакканӑ пек, аслати авӑтнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Унтанунтан ӑҫта каймаллине Ухтиван халлӗхе хӑй те пӗлмест-ха.

Потом… Ухтиван пока еще и сам не знал, куда он направится и что будет делать потом.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юманлӑх, ҫӑкалӑх, ӑвӑслӑх, унтан кӑшт ҫара вырӑн, унтан каллех юманлӑх, ҫӑкалӑх, ӑвӑслӑх е хурӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малтан сеид, унтан хан, унтан карачисемпе эмирсем учӗсене утланчӗҫ те, хан свити ик айккипе тӑрса тухнӑ халӑх хушшипеле хула хапхи еннелле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн куҫӗсенче тӗлӗнӳпе савӑнӑҫ ҫиҫеҫҫӗ; малтан, аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса, вӑл хускалма хӑяймасӑр тӑчӗ, унтан Эли аллинчен асамлӑ япалана хӑвӑрт туртса илчӗ, ӑна пӗр аллипе, унтан тепринпе чӑмӑрта-чӑмӑрта, — вӑл вӗри тимӗр тейӗн, — ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн сиккелерӗ.

Изумление и восторг блеснули в ее глазах; сначала, приставив руки к груди, она стояла, не смея пошевелиться, потом быстро выхватила из рук Эли волшебную штуку и, хватая ее то одной, то другой рукой, как будто это было горячее железо, подскочила вверх легким прыжком.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Вӑл аптӑравлӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ те алӑка тӳрех тупаймарӗ, унтан кайрӗ, — малтан хуллен, унтан васкавлӑн.

Она растерянно оглянулась и пошла, не сразу найдя дверь, — сначала тихо, потом быстрее.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫак вӑхӑтрах кӗвӗ уҫӑмлӑн янӑрама пуҫларӗ; ҫынсен ушкӑнӗн кӑнтӑрлахи кӗрлевӗ, ҫыран хӗрринчен илтӗнекенскер, параппан сассине ҫеҫ хӑварса пӗрре хуплать, унтан вара каллех янӑрама ирӗк парать, унтан ҫав кӗвӗ шыв тӑрӑх уҫӑмлӑн сапаланать; ҫапларах калатчӗҫ-и-ха: «хӑлхара янӑрать».

В это же время стала явственно слышна музыка; дневной гул толпы, доносившийся с набережной, иногда заглушал ее, оставляя лишь стук барабана, а потом отпускал снова, и она отчетливо раздавалась по воде, — то, что называется: «играет в ушах».

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл уҫрӗ, вуларӗ, ман ҫине, унтан Бутлер ҫине пӑхрӗ, — ку айккинелле тинкерет, унтан ҫемҫен кӑххӑмлатрӗ.

Он распечатал, прочел, взглянул на меня, на Бутлера, который смотрел в сторону, и откашлялся.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унтан… — ансатраххӑн калама тӑрӑшрӗ Горн, — унтан пӗр ҫӗрте ларса йӑлӑхтарнӑран ҫапкаланчӑка тухрӑм; кунсӑр пуҫне — мана ӑнмарӗ: эпӗ ӗҫленӗ предприяти хуҫисем чумаран вилчӗҫ.

— Потом, — продолжал Горн, стараясь говорить как можно проще, — я стал бродягой оттого, что надоело сидеть на одном месте; к тому же мне не везло: хозяева предприятия, где я служил, умерли от чумы.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех