Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Саккӑрмӗш сыпӑк

Пай: Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни

Автор: Куҫма Чулкаҫ

Ҫӑлкуҫ: Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫул: 1941; Хушнӑ: 2020.11.23 10:16

Пуплевӗш: 510; Сӑмах: 5280

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эпир январӗн 20-мӗшӗнче ирпе тӑватӑ сехетре ҫула тухрӑмӑр.

Питех те тӗттӗм.

Тыткӑна илнисене тыла ятӑмӑр.

Вӗсене икӗ ҫын илсе кайрӗ. Ҫакӑ пӗчӗк хӑрушлӑхах мар пулас, мӗншӗн тесен кашни минутрах шуррисене тӗл пулма пулать.

Пӗлместӗп, эсӗ ҫакӑн пек туйса курнӑ-и: калӑпӑр, ҫын питех те ывӑнса ҫитнипе ҫывӑрса кайма пуҫлать, ӑна сасартӑк вӑратаҫҫӗ. Эсӗ вӑрманта вут умӗнче тин ҫеҫ ӑшӑнма тытӑнатӑн — сана шартлама сивӗ тӗттӗм каҫ вутран уйӑрса ӗҫе яраҫҫӗ.

Эпир ҫапах та каяттӑмӑрччӗ…

Калаҫса тӑма та, табак туртса тӑма та юрамасть!

Эпир пурте пӗр сӑмах чӗнмесӗр шӑп пыратпӑр. Шӳт тума юратакан Антикайнен та нимӗн те чӗнмест. Командирсем тинкерсех пӑхса пыни тӑрӑх, Антикайнен йӗлтӗрпе яланхи пек пӗр тикӗс мар, тапхӑр-тапхӑр патаккисем ҫине пӗтӗм вӑйӗпе уртӑнса малалла пыни тӑрӑх кӑна пирӗн ӗҫ хӑрушӑ пулнине, йывӑррине тавҫӑрса илме пулать. Ҫапла эпир пӗри те сӑмах хушмасӑр чупнӑ пекех хӑвӑрт, пӗр сехет ытларах кайсан, пирӗн умма малтанах тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ вырӑнта разведкӑна каҫпалах кайнӑ Илки юлташ сиксе тухрӗ.

Ун хыҫӗнче хӑйӗн ҫуни ҫинче Кимас-кӳлли ялӗнчи хресчен ларать, ӑна Суси тытса чарнӑ.

Пӗр-пӗринпе канашласа илсе командирсем яла халичченхи майпах ҫавӑрса илме калаҫса татӑлчӗҫ: малтан ҫулсене ҫавӑрса илетпӗр те, унтан вара палӑртнӑ вӑхӑтра пур енчен те пӗр самантра тапӑнса тӳрех ялне ҫавӑрса илетпӗр. Хресчен каласа панӑ тӑрӑх лахтарьсем ялта виҫҫӗр ҫынтан ытла мар: унта фронт штабӗ, шуррисен вӑрманта пӗрремӗш полкӗ, 1919 ҫулта Олонецра нимӗнле закона та пӑхӑнмасӑр тискер ӗҫсем туса пурӑннӑ тискер кайӑкла этемӗн Исотало Антин партизан отрячӗ.

Эпир халӗ штаба фронтран татса Челм-кӳлли ялӗнчен Кимаса каякан ҫул ҫинче тӑратпӑр. Финляндине каякан ҫула татса тӑшмана хӗвеланӑҫ енчен тапӑнмалла. Ҫак ӗҫе тума Лейнон иккӗмӗш ротине хушрӗҫ. Ҫывхарса килекен каҫ тӗттӗмӗнче унӑн кӗлетки халичченхи пек мар пысӑккӑн курӑнать.

Шӑнса ларнӑ кӳлӗ ҫинчи пӑр урлӑ хывнӑ Барыш-наволока каякан ҫула пӗрремӗш ротӑн ҫавӑрса илмелле. Коскинен юлташ ертсе пыракан пӗрремӗш ротӑна тӑшмана хирӗҫ пырса тапӑнма хушнӑ.

Ҫанталӑк питех те лӑпкӑ тӑрать. Ялта автансем авӑтнине, хамӑр чӗресем тапнине те илтме пулать. Мӗнле пулсан та, пире нумайӑшне хамӑр хыттӑн сывланӑ пек, ҫакна пула пире сисме пултарнӑ пек туйӑнать.

Иккӗмӗш рота сулахаялла кайрӗ. Пирӗн ротӑн взвочӗсем сылтӑмалла кайма тытӑнчӗҫ.

Эпир аялалла кӳлӗ патне илсе каякан айлӑм хӗрри патнех пырса тӑтӑмӑр. Аялта, пирӗнтен ҫур километрта, анатарах пӗр сӑмсахра ял ларать, пӳрт мӑрьисенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухать, ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ, автансем авӑтаҫҫӗ, ял вара пирӗн енчен ним те илтмест.

Эпир ҫавӑн чухлӗ вӑрӑм ҫула килни, ҫавӑн чухлӗ тӳссе ирттерни ҫаксем пурте паянхи ҫапӑҫушӑн. Юрӗ!

Чӗриклетекен йӗлтӗрсемпе Антикайнен юлташ ман пата пычӗ. Унӑн уринчи кӑҫачӗсем халичченхи евӗрлӗ мар, вӗсем лапчӑнса ларнӑ. Унӑн яланах тап-таса хырса ҫӳренӗ пичӗ шӑртлансах кайнӑ. Анчах сасси унӑн халичченхи евӗрлех шанчӑклӑ тухать, куҫӗсем те ҫапӑҫу умӗн ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ.

«Пирӗнтен ҫак куна кам пурӑнса ирттерӗ?» — тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн вилекенни кашниех хӑйпе пӗрле икӗ лахтарьтан кая мар ҫӳлти патшалӑха илсе каять.

Антикайнен юлташ мана ҫапла каларӗ:

— Матти, отделенине илсе мала кай, лару-тӑру мӗнлине вӗҫне ҫитичченех йӗрлесе тухмалла.

— Юрать, командир юлташ.

Пӗрремӗш отделенире манпа пӗрле Лейно, Тойво, Яскелайнен тата тӑватӑ ҫын.

— Юрать, командир юлташ! — тетӗп эпӗ, алла балахон айӗнчи шлем патне тытса. Вара хамӑн отделенине пуҫтаратӑп та малалла каятӑп.

— Асӑрханарах пырӑр, юлташсем, — тетӗп эпӗ юлташсене. — Унтан вӗсене юлашки хут кӑтартусем паратӑп.

Ҫапла эпир айлӑм хӗрринех пырса тӑтӑмӑр.

Тул ҫутӑлсах ҫитрӗ. Тул ҫутинче юр сӑрӑ курӑнать.

Кайран мӗн пулса иртнисене, малаллахи ҫур сехетӗн кашни самантнех эпӗ пурне те нихӑҫан манмалла мар асра тытса юлтӑм: сӑрт ҫинчен, тен, юлашки хут хӑй аннине аса илекен Тойвон лӳппер утӑмӗсене те, Лейнон ялкӑшса пыракан куҫӗсене те, унӑн ҫӗтӗлсе кайнӑ алшишне те, алшиш шӑтӑкӗнчен курӑнса тӑракан пуҫ пӳрнине те, Лотавары урлӑ каҫнӑ чухне чылаях чӗртерсе янӑ пирки ывӑҫтупанӗ хытах ыратнине те аванах астӑватӑп…

— Малалла! — терӗм эпӗ, хам чӑнкӑ вырӑнтан анма хатӗрленсе кукленсе тӑтӑм. — Малалла, юлташсем! — тепӗр хут каларӑм эпӗ, икӗ патаккипе те тӗртсе малалла кайрӑм. Хытӑ тӗртнипе эпӗ самантран аялалла ярӑнса кайрӑм. Илемлӗ юр тӑрӑх ҫӑмӑл планер ярӑнса пынӑ евӗрлех анатӑп, хытӑ аннипе сывлӑш та пӳлӗнсе ларать.

Ҫирӗп йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх ҫакнашкал хытӑ аннинчен авантараххи урӑх мӗн пулма пултартӑр-ха?

Эпӗ аялалла вӗҫтеретӗп. Ҫапла хытӑ тӗртнипе тӳрем вырӑнта та виҫҫӗр утӑм таранах ярӑнса кайма пулать. Манӑн та ҫаплах пулчӗ. Йӗлтӗрсем мана тикӗс те тӳрем кӳлӗ урлӑ тӑрӑх тӳрех аялалла илсе пыраҫҫӗ.

Эпӗ пӗтӗм пӗвӗмпе тӳп-тӳрӗ тӑратӑп, хамран ҫӗр — ҫӗр аллӑ утӑмра хӗҫпӑшалланнӑ виҫӗ ҫын тӑнине куратӑп. Вӑл ҫынсем ял хӗрринчи ҫуртсем (тен, мунчасем) патӗнче тӑраҫҫӗ.

Ҫак ҫынсем эпир аннине асӑрхарӗҫ.

Эпӗ каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм — манран вунӑ утӑм каярах Лейно пырать.

Ыттисем улттӑн чӑнкӑ вырӑнтан анмалли ҫӗртех аппаланса тӑраҫҫӗ.

Вӗсенчен пӗри айӑккалла чарӑлса кайнӑ йӗлтӗрӗсене майлаштарать, тепри ӳкнӗ те урисем ҫине тӑрать, вӑл хӗвне тата кӑҫачӗсем ӑшне кӗрсе кайнӑ юра силлет. Телее пула пурте балахонсемпе пулчӗҫ.

Тойвон штыкӗ тухса кайнӑ, вӑл ӑна вырӑнне майлаштарса лартать. Ку тӗркӗшӳ каллех Тойво пирки пулчӗ пуль-ха. Эпӗ Тойвона ҫилленсе кайрӑм, вӑл ҫак йывӑр ҫула, тен, чи хӗрӳ самантра пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе лартмашкӑн чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗн туйӑнчӗ, хама та, Тойвона хӑйӗн айванла ӗҫӗнче пулӑшнӑшӑн, тарӑхрӑм.

— Лейно, малалла каяр! — терӗм эпӗ шӑппӑн хамӑн шанчӑклӑ юлташӑма.

Вӑл хамӑр хӑрушӑ ҫӗрте тӑнине тата эпӗ шухӑшланӑ план та хӑрушӑ пулнине пӗтӗмӗшпех ӑнланнӑ пек пулса пуҫне сулчӗ.

Эпир лахтарьсене хирӗҫ малалла кайрӑмӑр. Нимӗн палӑртмасӑр эпӗ наган кӑлартӑм. Йӗлтӗр патаккисене иккӗшне те сулахай алӑпа ҫурӑм хыҫне тытса (тепӗр аллине револьвер тытса) хуллен лахтарьсене хирӗҫ малалла утатӑп.

Тӑшман дозорӗн винтовкисен затворӗсем уҫӑлнӑ саса илтӗнсе кайрӗ:

— Камсем пулатӑр?

— Шӳт тума пӑрахӑр, ачасем, — терӗм эпӗ, тарӑхнӑ пек пулса, — эпир Риута отрядӗнчен, хамӑрӑннисем ҫине пеместпӗр!

Лахтарьсем ҫаплах ӗненмеҫҫӗ, пирӗн ҫинелле тӗлленӗ пӑшалӗсене ҫаплах тытса тӑраҫҫӗ. Эпӗ каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӑм.

Отделенири юлташсем пурте йӗлтӗрӗсене тӑхӑннӑ, Яскелайнен Лейно йӗррипе анаталла анать. Эпӗ: «Тен, ку ҫынсем Риута отрядӗнчи кашни ҫыннах паллаҫҫӗ пулӗ», тесе шухӑшларӑм та, патнерех пырса:
— Пирӗн мунча кӗмелле, санӑн туртма ҫук-и? — терӗм.
Ҫапла каларӑм та хам ҫийӗнчех: Конец-остров ялӗнчи старик эпир хӗрлисем пулнине штык тӑрӑхах пӗлчӗ пулсан, кусем пире ҫӑмӑллӑнах палласа илчӗҫ ӗнтӗ, тесе шухӑшларӑм. Анчах эпӗ унтан табак ыйтни дозор иккӗленнине сирсе ячӗ. Тӗрӗссипе каласан, кунта, шуррисен центрӗнче, ӑҫтан хӗрлисем пулма пултарччӑр-ха? Кун пек шухӑшлама та май ҫук.

Лахтарь винтовкине ячӗ, кӗсьинчен табак хутаҫҫи туртса кӑларчӗ те ӑна салтма пуҫларӗ. Лейно тепӗр лахтарӗ ҫумнех пырса тӑчӗ. Ытти юлташсем ҫитмӗл утӑма яхӑн хыҫра пыраҫҫӗ. Ҫакна тумашкӑн вӑхӑт пӗр ҫӑвар ҫинӗ кофе сыпса илнинчен те сахалтарах кирлӗ пулчӗ.

Эпӗ йӗлтӗр патаккисене ҫӗре пӑрахрӑм та наган аврипе лахтаре пуҫӗнчен ҫапрӑм. Вӑл сулӑнса кайрӗ, юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Лейно штыкне теприн кӑкӑрӗ тӗлне тытса тӑчӗ.

Виҫҫӗмӗшӗ умӗнче эпӗ пеме хатӗр нагана тытса тӑратӑп.

Юлташсем вӑтӑр утӑмра кӑна. Лахтарьсем нимӗн те тӑваймарӗҫ, вӗсен винтовкисене юр ҫине кӑна пӑрахмалла пулчӗ.

Пуҫӗнчен ҫапнипе ӑнран кайнӑ лахтарь хускалма пуҫларӗ. Вӑл, ахӑртнех, лахтарьсен начальникӗ пулнӑ пулмалла: унӑн кӗсьинче эпӗ йӑлтӑртатса тӑракан авӑрланӑ браунинг тупрӑм. Ӑна эпӗ хамӑн кӑҫат кунчи ӑшне чикрӗм.

Кӑҫат кунчи ҫав териех асланса кайнӑ пирки браунинг ура пакӑлчакӗ патнех анса ларчӗ.

— Тойво! — терӗм эпӗ.

Юлташсем ҫитсе тӑчӗҫ. Сӑрт ҫинчен аннӑ чух ӳкнӗшӗн вӗсем хӑйсене намӑс пек шутлаҫҫӗ пулмалла.

— Тойво, ҫак тыткӑна илнисене сыхла. Анчах, асту, ан ӳк… Эпир малалла вӗҫтертӗмӗр.

Епле пулсан та тӑшмана пур енчен те харӑс тапӑннӑ чухне сехӗрлентерсе ӳкермелле. Сасартӑк Кимас-кӳлли ялӗнчи чиркӳ чанӗсем янӑраса кайрӗҫ. Вӗсем темӗскер пулнӑ чухнехи евӗрлех янӑраҫҫӗ.

Нивушлӗ набат ҫапаҫҫӗ? Нивушлӗ вӗсем пире сиссе ҫапӑҫма хатӗрленеҫҫӗ?

Урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫакнашкал шартлама сивӗре чан ҫапакан мӗншӗн ир-ирех тӑрса чӑрманӗ-ха вара? Эпир пур енчен те уҫҫӑнах курӑнса пыратпӑр.

— Вӗсен постисем кунта епле пулсан та Реболы ялӗнчинчен авантарах, — терӗ кулкаласа Лейно.

Яскелайнен пулеметне ҫатан патне юр ҫине лартрӗ.

Пирӗнтен аллӑ-утмӑл утӑмра ҫирӗм ҫынна яхӑна отряд утса пырать.

Эпир ҫиччӗн кӑна.

Эпӗ каялла ҫавӑрӑнтӑм та пилӗк минут каярах хамӑр ачасем ярӑнса аннӑ сӑрт ҫине пӑхрӑм.

Халӗ ҫак сӑрт тӑрӑх пӗр пек интервал тытса, спорт парадӗнчи евӗрлӗ анлӑ шеренга тытса шурӑ балахонсем тӑхӑннӑ, утмӑл ҫын ярӑнса анаҫҫӗ.

Вӗсем епле анни ҫине пӑхма та аван. Вӗсенчен — ӳкме мар, пӗри те тайкаланмарӗ те.

Пуринчен малта Антикайнен пырать.

Шартлама сивӗ ирхи шӑплӑхра каллех затворсем уҫӑлнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Сӑрт ҫинчен анакансем урӑх курӑнмарӗҫ. Вӗсем, ахӑртнех, кӳлӗ тӑрӑх килеҫҫӗ пулмалла.

Лахтарьсем отряд малтанхи пекех урам тӑрӑх пире хирӗҫ килет.

Сасартӑк эпир хамӑр иртсе кайнӑ кӳлӗ ҫыранӗнчен темиҫе хутчен пенине илтрӗмӗр, ҫуртсенчен темӗнле хура ҫынсем сике-сике тухрӗҫ. Каллех пӗтӗм кӳлӗ ҫийӗнче, таврари пӗтӗм вӑрманта хамӑр ораторӑн, хамӑр командирӑн, Тойво Антикайнен юлташӑн хытӑ янӑракан сасси илтӗнсе кайрӗ. Халӗ вӑл тем те пӗр каласа ятлаҫать.

— Сволочьсем, эпир Финляндирен сире пулӑшма килетпӗр, эсир пире ҫапла кӗтсе илтӗр-и-ха?

Каллех шӑп пулчӗ. Каллех хамӑр паталла утса килекен лахтарьсен отрячӗн ура сассийӗсем илтӗнеҫҫӗ. Каллех темӗскер пулнӑ чухнехи пекех чан сассисем янӑрама пуҫларӗҫ.

Сасартӑк ҫӗнӗрен хыттӑн ятлаҫнипе хыҫалта йӗркесӗр перкелешнӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

— Перӗр — тесе команда патӑм эпӗ Яскелайнена.

Январь уйӑхӗн ирхи сивӗ сывлӑшне хускатса ручной пулемет шатӑртатма пуҫларӗ.

Тӑшман отрядӗнчи икӗ ҫынӗ юр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗҫ. Пулемет чарӑнчӗ. Ыттисем нимӗн тума аптӑраса тӗрлӗ еннелле сапаланса пӗтрӗҫ.

Хӗрлӗ сухаллӑ питех те пысӑк кӗлеткеллӗ фельдфебель команда пачӗ:

— Обоймӑна магазина, прицельнӑй рамкӑна…

— Малалла, юлташсем, ура! Лахтарьсене аркатӑр, — тесе команда патӑм та, алӑри нагана сулкаласа, ҫатан хыҫӗнчен сиксе тухрӑм.

Ачасем пурте ман хыҫран сиксе тухрӗҫ.

Хӗрлӗ сухаллӑ фельдфебеле тӗллесе эпе икӗ хут персе ятӑм. Ҫулран вунпилӗк утӑмра пысӑк сарай ларать, чӳрече вырӑнне унӑн стенисем ҫинче икӗ пысӑк хушӑ пур.

— Ман хыҫран! — тесе кӑшкӑрать фельдфебель, сарай еннелле чупса. Ун хыҫҫӑн юр ҫинчен ыттисем те тӑрса сарайнеллех чупаҫҫӗ. Сарайне чупса кӗрсенех хӗрлӗ фельдфебель каялла ҫавӑрӑнса, тӗллемесӗрех маузерӗпе пеме пуҫларӗ.

Чиркӳ чанӗсем ҫаплах янӑраҫҫӗ. Анчах ун сассине илтсен, эпӗ вӑл набат ҫапманнине, яланхи чухнехи евӗрлех янӑранине аванах чухласа илетӗп.

Хӗрлӗ фельдфебель пенӗ пуля ман отделенири курсанта тивнӗ. Вӑл юр ҫине кӳкленсе ларчӗ.

— Матти, ан хӑра!!! Пурте йӗркеллӗ! Нимех те мар, ҫӑмӑл ҫеҫ амантрӗ! — тесе кӑшкӑрать вӑл мана, ыратнине аран ҫеҫ тӳссе.

Эпӗ хӗрлӗ фельдфебель хыҫҫӑн сарайне петӗм. Анчах пени харама кайрӗ, вӑл хӑй хыҫҫӑн сарай алӑкне хупса лартрӗ.

Сарай стени мӗн хулӑмӑшӗ пулни паллӑ мар, пирӗн лайӑх патронсем те ҫук. Сарай ҫине тапӑнма та вӑхӑт ҫук. Ҫак ҫурӑксенчен вӗсем пирӗн ачасенчен хӑш-пӗрисене вӗлерме те пултараҫҫӗ.

Винтовкисене тытса ачасем чарӑнса тӑчӗҫ. Манӑн наганра урӑх патрон та ҫук: ӗнер пенӗ хыҫҫӑн эпӗ ӑна авӑрлама та манса кайнӑ. Анчах нимех те мар, ку ӗҫе тӳрлетме пулать. Хам туртса илнӗ браунинга илес шутпа эпӗ чупса пынӑ ҫӗртех алла кӑҫат кунчи ӑшне чикрӗм.

Мурилесшӗ! Браунинг темрен ҫакланса ларнӑ та ӑна ниепле те туртса кӑларма ҫук.

Ҫӑвартан вӑрҫмалли сӑмахсем те тухмаҫҫӗ.

Эпӗ сарай ҫывӑхнерех пырса тӑтӑм.

Сарай стени ҫумӗнче вут-шанкӑ выртать. Эпӗ вутӑ патне чупса пытӑм, пысӑках мар туратлӑ вут сыппине ярса тытрӑм. Сарайӗнчисем илтчӗр тесе, эпӗ пӗтӗм вӑйпа хытӑ кӑшкӑратӑп:
— Курсант юлташсем, айӑккинерех сирӗлӗр, эпӗ сарай ҫине граната ывӑтатӑп, — терӗм.

Алӑри вут сыппине пӗтӗм вӑйпа хушӑк витӗр сарайнелле ывӑтрӑм та алӑк патне чупса пытӑм.

Вут сыппинчен ман ал тупанне шӑрпӑксем чӗрсе юлчӗҫ.

Ӑслӑ Лейно манпа юнашарах тӑрать.

Алӑк самантрах уҫӑлса кайрӗ, сарайӗнчен хӗрлӗ фельдфебель сиксе тухрӗ. Анчах вӑл хӑйӗн тӑнлавӗ патӗнче хамӑн авӑрламан нагана тытса тӑнине курсанах, эпӗ кӑшкӑрнипе маузерне ҫӗре пӑрахрӗ.

Фельдфебель хыҫҫӑн иккӗмӗш лахтарӗ те сиксе тухрӗ. Ӑна Лейно ярса тытрӗ. Эпӗ сухаллӑ фельдфебеле хам пата пырса ҫитнӗ курсант аллине патӑм та сарай ӑшне тӗттӗмелле персе:
— Пӑшалусене пӑрахӑр, ирӗкелле тухӑр, вара вӗлерместпӗр, — тесе кӑшкӑратӑп.

Хӑйсен командирӗсӗр тӑрса юлнӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ лахтарьсем сарайӗнчен пӗрин хыҫҫӑн тепри сиксе тухрӗҫ.

Ҫапла эпир хамӑр ӗҫӗн пӗрремӗш пайне аванах турӑмӑр.

Тыткӑна илнисем вунпӗр ҫын, алӑри маузер виҫӗ револьвер — пӗр ҫапӑҫушӑн самаях ҫителӗклӗ.

Эпир тӑракан сарай патӗнчен чиркӳ тӑрри аванах курӑнать. Чан ҫапма чарӑнчӗҫ. Чиркӳрен шуррисем сике-сихе тухаҫҫӗ, нумайӑшӗ вӗсенчен хӗҫпӑшалпа.

Вӗсенчен хӑш-пӗрисем винтовкисене ярса илсе ҫыран хӗрринелле переҫҫӗ.

— Яскелайнен, — тетӗп хамӑн юлташа, — пулеметран пер! Тӳрех турӑ ҫурчӗ еннелле пер!

Яскелайнен хӑйӗн ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина пек пулемечӗпе шатӑртаттарма пуҫларӗ. Ӑҫта килчӗ унта перкелешсе пыракан лахтарьсем сапаланса пӗтрӗҫ.

— Малалла, ачасем!

Пӗри сарай патне тыткӑна илнисене хураллама юлчӗ.

Ман хыҫран пиллӗкӗн чупса пыраҫҫӗ.

Чиркӳ умӗнчи площадь пушансах юлнӑ. Анчах эпир унта чупса ҫитме те ӗлкӗреймерӗмӗр, ҫуртсемпе картасем хыҫӗнчен сылтӑм енчен курсантсемпе пӗрле Илки юлташ сиксе тухрӗ.

Антикайнен малта пырать.

— Малалла! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.

Малалла чупса кайрӑмӑр.

Эпир сӑмсах хӗрринчех тӑратпӑр. Ялӑн тепӗр пайӗ — шӑпах шуррисен штабӗ тӑни — хамӑртан икҫӗр-икҫӗр аллӑ метрта, кӳлӗн ҫурҫӗр енче ларать. Эпир пӑр ҫине чупса тухрӑмӑр. Ҫыран тепӗр енче лахтарьсем каллӗ-маллӗ чупса ҫӳреҫҫӗ. Финсен офицер форми тӑхӑннӑ икӗ ҫынни пурне те темӗскер тума хушаҫҫӗ. Пӗри пулеметне майлаштарать.

— Сволочьсем, Финляндирен хӑвӑра пулӑшма килекенсене эсир ҫапла кӗтсе илетӗр-и-ха? — тесе кӑшкӑрать Антикайнен юлташ.

Сасартӑк шуррисен тылӗнче хӗвеланӑҫ енчен перкелешме пуҫларӗҫ, малтан пӗчченшерӗн тӗрлӗ вырӑнсенче персе илчӗҫ, унтан йӗркеллӗ пеме тытӑнчӗҫ. Хӑйне уйӑрса панӑ вырӑна вырнаҫнӑ хыҫҫӑнах иккӗмӗш рота тӑшман ҫине тапӑнчӗ. Офицер чарӑнса итлесе тӑчӗ, ахӑртнех, вӑл эпир унтан иртсе кайнине тавҫӑрса илчӗ пулмалла. Унтан вӑл каялла ҫавӑрӑнчӗ те, йӗлтӗрсем ҫине тӑрса васкасах сулахаялла, вӑрман патнелле кайма пуҫларӗ. Ун хыҫҫӑн иккӗмӗш офицерӗ те, тата ыттисем те кайма пуҫларӗҫ.

Эпӗ маузера тыткалама хӑнӑхса ҫитмен. Кунсӑр пуҫне ку маузер пенӗ чухне питех те хытӑ каялла тапатчӗ. Акӑ мӗншӗн персе янӑ виҫӗ пульли те тӗл каймарӗҫ. Анчах ҫапах та эпӗ авӑрланӑ маузера сулкаласа, хыттӑн вӑрҫса, шурӑ ялав вӗлкӗшсе тӑракан икӗ хутлӑ ҫурт патне малалла чупса кайрӑм. Лейно ман умрах чупса пырать. Эпӗ крыльца ҫине хӑпарса тӑтӑм. Сулахайран иккӗмӗш ротӑри курсантсем ҫывхарса килеҫҫӗ. Антикайнен приказсем парса хӑвӑрт утса пырать.

— Епле пулсан та малаллах, сылтӑмарах! Епле пулсан та штабри ҫынсене хамӑр алла ҫавӑрса илмелле!

Алӑк ҫине «Штаб» тесе ҫырнӑ. Крыльца умӗнче ӑратлӑ шурӑ ӑйӑр урисемпе юр кукалесе тӑрать. Пӑшал пеме чарӑнчӗҫ.

— Эпир яла илтӗмӗр, — терӗ мана, каҫхи поверка тунӑ чухнехи пекех лӑпкӑ командир. — Матти, сан шлем ӑҫта?

Вӑл ҫапла ыйтнӑ хыҫҫӑн тин эпӗ пуҫа сивӗ пулнине туйса илтӗм. Тар шӑнса ларнӑ ҫӳҫе алӑпа шӑлса илсен тин эпӗ пуҫра чӑнласах та шлем ҫуккине пӗлтӗм.

— Ӑна лахтарьсен пульлиех шуйттан шӑтӑкне ҫапса ӳкерчӗ пулмалла! — терӗм те, темӗншӗн хытӑ кӑшкӑрса шуррисен штабӗ тӑракан ҫурта кӗрсе кайрӑм.

Пӳлӗм полкӑн яланхи канцеляри майлах. Адъютант хутсем хушшинче чакаланать.

Тӗрлӗ хутсем хунӑ темиҫе папка урайӗнче йӑваланса выртаҫҫӗ.

Эпӗ стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан сехет ҫине пӑхрӑм, вӑл нимӗн те пулман чухнехи пекех шаккаса тӑрать.

Ҫур сехет каярах кӑна эпӗ отделенине хам хыҫран аялалла анма приказ параттӑмччӗ. Сасартӑк командир сӗтел ҫинчи папкӑна илнине, вӑл папка айӗнче хама питех те паллӑ монограммӑллӑ портфель выртнине куратӑп. Ку монограмма каснӑ лартнӑ штабс-капитан Верховский портфелӗ ҫинчи монограмма пекех, портфелӗ те Кронштадт патӗнчи рейдра хам туртса илнӗ портфель пекех.

Эпӗ сӗтел патне сиксе ӳкрӗм те портфеле туртса илтӗм. Портфелӗ уҫах. Ун ӑшӗнчен урайне тӗрлӗ запискӑсем, ҫырусем, хутсем тухса ӳкрӗҫ. Эпӗ конверта илтӗм те ун ҫине: штабс-капитана Петр Иванович Верховскине, Гельсингфорс тата малалла ҫырнине вуларӑм. Штемпель «Париж».

Эпӗ листовкӑна илтӗм. Ӑна вырӑсла пичетленӗ, вӑл вӑхӑтра эпӗ вырӑсла ӑнланма тата калаҫма хальхинчен начартарах пӗлеттӗмччӗ.

Лучӑрканса пӗтнӗ карттӑпа пӗрле вӑл листовка манӑн паян кунчченех пурӑнать. Унта ҫапла ҫырнӑ:

«Красноармеецсем! Эпӗ, финн писателӗ Клайдо Ильинарк, сире Карелин Ухтӑри вӑхӑтлӑх правительстви ячӗпе чӗнсе калатӑп.

Эсир ирӗклӗ Карелирен тухса каймасан, хӑвӑр валли хӑвӑрах вилӗм шӑтӑкӗ хатӗрлетӗр, мӗншӗн тесен пирӗн тӑсӑлса ҫитнӗ ҫилӗ питӗ хаяр пулӗ. Красноармеецсем! Хӑвӑрӑн коммунистсемпе комиссарсене арестлӗр те пирӗн пата килӗр. Ҫапла тусан ҫеҫ эсир хӑвӑра ҫӑлма пултаратӑр!».

Хам ывӑнса халтан кайнӑ пулин те, ҫапӑҫура хӗрсе кайнӑ пулин те, хӑрушӑ самант пулин те эпӗ хыттӑн кулса ямасӑр чӑтса тӑраймарӑм. Чӑнласах та вырӑссен штабс-капитанӗ «Карели карелсем валли» лозунгпа Карелипе вырӑссен хӗрлӗ пусмӑрӗнчен хӑтарасшӑн ҫапӑҫать. Эпӗ хам финн, Матти (Маттикайнен, тата финсен Лейно, Хеко, Тойво, Яскелайнен, Антикайнен, Суомиляйнен тата ҫӗршер ытти финсем те Россия советлӑ федеративлӑ социализмлӑ республикишӗн, унӑн автономлӑ пайӗшӗн — Карелишӗн, ӗҫхалӑх массисемшӗн ҫапӑҫатпӑр.

Ҫапла, эпир чи малтан коммунистсем пулатпӑр, кусем, белогвардеец сволочӗсем — пуринчен малтан буржуйсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ниепле те тытма май ҫук офицерӑн портфельне хамӑн пурӑнӑҫра икӗ хут тытса курнӑ чухне мӗнрен кулмалли тупӑнатех.

Анчах Антикайнен сӑнӗ вӑл темӗншӗн тарӑхнине кӑтартса парать.

— Тарма ӗлкӗрчӗҫ! Ильмариненпа штабри темиҫе ҫын вӑрмана тарнӑ. Вӑрмана икӗ ҫӗр ҫынна яхӑн тарса ӳкнӗ.

— Анчах эпир ҫӗнтертӗмӗр! — тесе хучӗ начальник хыҫҫӑн кӗнӗ Лейно.

— Ҫапла, анчах эпир Барыш-наволока каякан ҫула ҫавӑрса илнӗ пулсан, праҫник ячӗпе ҫапнӑ чан сассине илтсе ӑна набат вырӑнне шутласа пӑлханман пулсан, эпир вӗсен пуҫлӑхӗсене те ҫапса аркатнӑ пулӑттӑмӑр.

Эпӗ чӳрече витӗр пӑхрӑм: ман отделени тыткӑна ҫавӑрса илнӗ ҫынсем штаб ҫурчӗ патӗнче тӑраҫҫӗ, кунта вӗсене Тойво илсе килнӗ.

Урам тӑрӑх пирӗн конвоирсем татах тыткӑна илнисене илсе килеҫҫӗ.

Антикайненпа Лейно урама тухрӗҫ. Ҫавӑнпа та пӳлӗме кӗнӗ хӗрарӑм (вӑл килхуҫи арӑмӗ пулчӗ пулас) тӳрех манран ыйтрӗ.

— Господин хӗрлӗ командир. Ильмаринен майор пӑрҫа яшкине питех те юрататчӗ, мана вӑл паян ирпе сысна ашӗпе пӑрҫа яшки пӗҫерме хушрӗ. Яшки хатӗр, сӗтел ҫине лартса памалла-и?

— Мӗн хатӗрленине тепӗр вунӑ минутран пӗтӗмпех кунта пар, — терӗм эпӗ. Кӗтмен ҫӗртенех ҫакнашкал приказ парса эпӗ хам кашкӑр пекех выҫса ҫитнине туйса илтӗм, манӑн сӑмса шӑтӑкӗсене сысна ашӗпе пӗҫертнӗ вӗри пӑрҫа яшкин тутлӑ шӑрши кӑтӑклантарса илчӗ.

Эпӗ хам пӗчченех, пӗрре ларсах Ильмаринен майор вунӑ хут ларса ҫиекен апата тата штабс-капитан Верховский апатне ҫисе яма пултарнӑ пулӑттӑм. Анчах ҫак вӑхӑтра эпӗ тӗп сакайӗнче темӗнле тӗлӗнмелле кӑштӑртаттарнӑ сасӑ илтрӗм.

Эпӗ апат ҫиесси ҫинчен ӗмӗтленме чарӑнтӑм та итлеме пуҫларӑм. Тӗпсакайӗнче пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, тахӑшӗ тата хускалса илчӗ.

Эпӗ татах тимлӗн итлеме пуҫларӑм.

Туртса илнӗ маузер ман алӑра йӑлтӑртатса тӑрать.

Тӗпсакайне епле пулсан та лахтарьсемех пытаннӑ. Эпӗ сакай алӑкне уҫрӑм та маузертан тӗпсакайне, тӗттӗм ҫӗрелле персе ятӑм. Унтан мана хирӗҫ хыттӑн кӑшкӑрни, унтан йынӑшни илтӗнчӗ, вӗсене вара сакай алӑкӗ хытӑ хушӑнни хупласа лартрӗ.

Пӑшӑлтатса калаҫни самантлӑха чарӑнчӗ.

Тен, вӗсем пире, ҫак пӳлӗмри ҫынсене вӗлерес тесе, взрыв тума хатӗрленеҫҫӗ, хаклӑ документсене ҫунтараҫҫӗ? Анчах, тӗлӗнмелле, ҫав вӑхӑтра сакай алӑкӗ кӑштах хускалчӗ те уҫӑлма пуҫларӗ.

Эпӗ маузера хатӗрлесе тытрӑм.

Кӑҫат кунчи ӑшӗнчи браунинг урана хырать.

«Урана браунингпа шӑйӑрттарни тӗлӗнмелле япала пулнӑ пулӗччӗ», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.

Сакай алӑкне ҫын алли мар, сӗтел ури евӗрлӗ темӗнле йывӑҫ ҫӗклет.

Сакай алӑкӗ пӑртак ҫӗкленсенех сакайӗнчен хӗрарӑм сасси ҫав тери хытӑ вӑрҫма тытӑнчӗ:

— Ҫак ир сирӗншӗн, лахтарьсем, юлашки ир пултӑр. Ҫӗр ҫӑтман лахтарьсем, ҫӑкӑр хытти те сирӗн ҫӑварна урлӑ лартӑр! Анӑр кунта: мана, ватӑ хӗрарӑма, хамӑн тӗрӗслӗхшӗн вӗлерӗр! Ҫӗр ҫӑтман лахтарьсем, эпӗ сирӗнтен хӑрамастӑп!

Сакай алӑкӗ пӗтӗмпе пекех уҫӑлчӗ.

— Кун пекех ан вӑрҫ кинемей! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ аялалла. — Лахтарьсем паян Кимасра чӑнласах та юлашки ир кӑна пулчӗҫ! Халь кунта хӗрлисем.

Сакай алӑкӗ сасартӑк хупӑнса ларчӗ те, тӗпсакайӗнче пӑшӑлтатакансем хыттӑнах кӑшкӑрашса калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Ан перӗр пире, эпир хӗрлисем!

— Пире лахтарьсем тыткӑна илчӗҫ!

— Юрать, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ. — Эсир миҫен?

— Вунвиҫҫӗн…

— Пӗрерӗн-пӗрерӗн тухӑр! Анчах суятӑр пулсан, пӗрне те чӗррӗн кӑлармастӑп.

Сакай алӑкӗ каллех хускалса ҫӗкленме пуҫларӗ.

Эпӗ ӑна пӗтӗм вӑйпа илсе аяккалла пӑрахрӑм.

Чи малтанах чылай ҫула кайнӑ ҫын тухрӗ.

Сулахай ури вырӑнне унӑн шӑвӑҫ татӑкӗ, шӑпах сакай хуппине ҫӗклесен, мана ҫур минута каярах сӗтел ури пек туйӑннӑ йывӑҫ татӑкӗ.

Ҫак ҫынна эпир пӗтӗм отрячӗпех Пуялко тесе ят патӑмӑр, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан, вӑл «йывӑҫ ура» тени пулать.

Унӑн хӑрах ури ҫук пулсан та Пуялко ҫирӗп арҫынччӗ, вӑл питех шӳт тӑватчӗ, пӗтӗм батальона килентерсех култаратчӗ.

Тӗпсакайӗнчен тухнӑ самантра та вӑл шӳт тумасӑр чӑтаймарӗ.

— Эпӗ 1916 ҫулта Мурманск чугун ҫулӗ стройки вӑхӑтӗнче рельса ӳкернипе урасӑр тӑрса юлнишӗн манӑн 1922 ҫул пуҫламӑшӗнчех хамӑрӑн хӗрлисен аллинче пӗтмелле пулать тесе шутламалла мар! — терӗ вӑл, килӗшмесӗр мӑкӑртатса.

Унтан тӗпсакайӗнчен ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑннӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ карчӑк тухрӗ. Вӑл сахалтан та утмӑл ҫултан кая мар, хӑй каласа панӑ тӑрӑх шутласан, вӑл Калевала вӑхӑтӗнчен пуҫласах пурӑнать. Вӑл юрласа пани тӑрӑх Ленрот питех те нумай интереслӗ юрӑсем ҫырса илме пултарнӑ пулӗччӗ.

Вӑл тӗпсакайӗнчен вӑрҫса каланӑ сӑмахсене те ҫырса илтӗм-илтӗмех.

Хамӑр хӑтарнӑ ытти юлташсем пекех ӑна та персе вӗлермелле суд тунӑ. Вӗсене праҫник иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр ирхине тул ҫутӑлас умӗн персе вӗлермелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпир кунта килсе ҫитни калама ҫук вырӑнлӑ пулчӗ. Карчӑка погранохранӑри йывӑр аманнӑ, красноармееца хӑй патӗнче пытарнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ. Вӑл ӑна сыватса ҫитермех пуҫланӑ. Анчах вырӑнти Петров кулак ун ҫинчен пӗлтернӗ, вара акӑ, сывалса ҫитме пуҫланӑ красноармеецпа пӗрле, ҫак тӗттӗм те сивӗ тӗпсакайне хупнӑ.

Пограничник кунта чирлесе вилес патнех ҫитнӗ.

— Тӗрӗссипе каласан, эпир кунта пурте вилес патнех ҫитрӗмӗр. Исотало каҫпа пирӗн пата анчӗ те ҫапла каларӗ: «Праҫник хыҫҫӑн сире пурсӑра та персе вӗлеретпӗр, сирӗнпе аппаланса тӑма та кирлӗ мар! Ытлашши карланкӑсем кӑна эсир, сирӗншӗн тата часовойсене ывӑнтармалла пулать», — тесе каласа пачӗ сакайӗнчен тухнӑ виҫҫӗмӗш ҫынни.

Хамӑр хӑтарнӑ ҫынсем пурӗ вунвиҫҫӗн. Вӗсем пурте аслӑ типӗри шуйттансем пекех выҫса ҫитнӗ.

Хӑйсене ирӗке кӑларнишӗн вӗсем епле савӑннине, юлашкинчен, поляр ҫывӑхӗнчи хӗллехи ирӗн хӗвел ҫути питех те лайӑх хутса ӑшӑтнӑ пӳртре епле ҫутӑлса тӑнине курмашкӑн вӗсем мӗн тери телейлӗ пулнине эпӗ каласа пама та пултараймастӑп.

Штаб пӳлӗмне туллиех курсантсем кӗрсе тулнӑ.

Юлашкинчен, вилес патне ҫитиех сехӗрленсе ӳкнӗ часовой лахтарь тухрӗ, ӑна тыткӑна илнисене хураллама хушнӑ пулнӑ…

Пӑшалтан пенӗ сасӑсене илтсен, вӑл ҫав териех сехӗрленсе ӳксе, тӗпсакайӗнче арестленисем патне тӗршӗнсе кӗнӗ те вӗсен хушшине пытанса ларнӑ.

Ҫак ҫын лахтарьсем мобилизациленӗ вырӑнти хресчен пулчӗ.

— Акӑ санӑн шлем, Матти, — терӗ Яскелайнен юлташ. — Эпӗ ӑна кӳлӗри пӑр ҫинче тупрӑм. Лахтарьсем унта вентилици тунӑ. Антикайнен сана хӑй патне чӗнет.

Эпӗ тухрӑм.

Крыльца ҫинче начальник черетлӗ приказсем парать. Тепӗр ик-виҫӗ сехетренех пирӗн ялтан тухса каймалла.

— Ҫывӑхра тӑшмансен питех те пысӑк отрячӗсем пур, — терӗ вӑл мана, — анчах эпир кунта вӗсен тӗп базинчи пӗтӗм ҫар хатӗрӗсене пӗтерсе тӑкӑпӑр. Эпир хамӑр алла вунтӑватӑ лав ҫавӑрса илтӗмӗр. Ҫак лавсем ҫине мӗн тиеме пултарнине пирӗн пурне те тиеме тӑрӑшмалла, ыттисене вара ним юлмичченех пӗтермелле. Ҫав ӗҫе тума, Матти, санӑн взводна хушатӑп.

Эпир ял тӑрӑх кайрӑмӑр. Складсем пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех штаб ҫывӑхӗнчи кивӗ сарайсемпе ҫӗнӗрен лартнӑ, сарайсенче вырнаҫаҫҫӗ. Штаб валли ялта чи лайӑх ҫурта — шкула йышӑннӑ.

Хамӑр алла тытса илнӗ ҫар хатӗрӗсем ҫинчен эпӗ нумай ҫырмастӑп. Складсенче акӑ мӗн пурччӗ: ҫур миллион ытла питех те лайӑх патрон; ҫу сӗрсе хунӑ вӑтӑр винтовка (тыткӑна илнӗ ҫынсен винтовкисемсӗр пуҫне); темиҫе йывӑр пулемёт тата автоматсем; темиҫе аптека, эмелсемпе пӗрле Маклен ятлӑ тупӑсен виҫӗ ҫӗр снарячӗ. Пӗр сарайне пӗтӗмӗшпех обмундированисем, кӑҫатсем, полушубкӑсем, ӑшӑ кӗпе-йӗмсем, тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем тултарса хунӑ.

Питех те аслӑ пӳлӗмсене шпик, кӗрпе миххисем, тӑварланӑ аш, консервӑсем тултарса хунӑ. Темиҫе ешчӗк коньяк. Ҫӑнӑх нумай.

Пур лабазсенче те, яланах тӗл пулакан тул ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пысӑк михӗсемсӗр пуҫне, тата пӗрер пӑт ҫӑнӑх тултарнӑ пӗчӗк михӗсем те темӗн чухлех. Ҫакнашкал михӗсем ҫумӗнче кашнин ҫинчех ҫӗлесе лартнӑ пӗчӗк хӑма татӑкӗсем пур, унта кашнинчех «пӑлханнӑ карель халӑхне» ҫӑлакан ҫара ыр суннипе халалласа панӑ ҫынсен хушамачӗсемпе ячӗсене пӗтӗмӗшпех ҫырса хунӑ.

— Апат-ҫимӗҫ нумай! — савӑнчӗ Тойво.

— Лахтарьсем пама пулнӑ ҫичӗ миллион килогрампа танлаштарсан, ытла нумаях та мар, — терӗ шӑл витӗр Лейно.

Пирӗн ачасем хамӑр алла ҫавӑрса илнӗ лавсем ҫине хамӑра мӗн кирлисемпе мӗн хума юранисене пурне те майлаштарса хураҫҫӗ.

Тӗрлӗ япаласемпе патронсем чикнипе пирӗн ҫурӑм хыҫӗнчи «обезьянкӑсем» каллех йывӑрланчӗҫ, ҫапах та пит-куҫсем пурин те савӑнӑҫлӑн курӑнаҫҫӗ.

Хамӑрпа пӗрле илме май ҫуккисене пурне те эпир краҫҫын сапса, типӗ улӑмсем купаласа, шӑрпӑксемпе чӗртсе ҫунтарса ятӑмӑр.

Ҫакнашкал питех те нумай пуянлӑха пӗтерме питех те шел пулчӗ.

Штаба чӗртсе янӑ пекех, артиллери запасӗсем выртакан склада та, хамӑр тухса каяс умӗн ҫеҫ чӗртсе яма юрать.

Каллех калатӑп, ҫакнашкал питех те нумай пуянлӑха ҫунтарса яма питех те шел пулчӗ, анчах урӑхла тума май ҫук. Эпир ывӑннипе пӗтӗм вӑй-халран кайнӑскерсем, пирӗнтен темиҫе хут вӑйлӑрах тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса хамӑр отрядсем ҫитиччен яла хамӑр алӑра сахалтан та вунӑ кун хушши кӑна тытса тӑма пултарнӑ.

Штаба ҫӗмӗрсе тӑкса малалла каятпӑр пулсан, каллех пирӗн тӑшманӑн тылӗнчи базисене пӗтерсе пымалли ҫинчен приказ пулнӑ.

Эпир ярса илнӗ патронсене пурне те питӗ ҫирӗп кӑвак хутпа чӑрканӑ. Кашни чӑрки ҫинчех Рихимякин патрон фабрикин уҫҫӑнах палӑрса тӑракан маркисем пур (Ритавури правительстви ҫакна тунма хӑтланса пӑхрӗ. Вӗсенчен пӗр чӑмӑрккине эпӗ хампа пӗрлех илтӗм, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна документпах кӑтартса пама пултаратӑп.

Пушар пуҫланчӗ.

Вут ҫулӑмӗн чӗлхисем хӑваласа ҫитсе тытмалла вылянӑ чухнехи евӗрлех пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӑмӑллӑн ялкӑшса тухаҫҫӗ. Ӑна пӑхса тӑмашкӑн пирӗн вӑхӑт пулмарӗ.

Эпӗ штаб ҫуртне пытӑм. Папкӑсене пӗр-пӗрин ҫине хурса тухнӑ. Тӗрлӗрен хутсене купи-купипех хурса вӗсем ҫине улӑм купалаҫҫӗ.

Адъютант темтепӗр тултарнӑ пӳлӗмри пуш сӗтел хушшинче ларать. Ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсем пулман пекех, питех те вӑйлӑ ҫапӑҫу та пулман пекех, вӑл отряд дневникӗ ҫине лӑпкӑн ҫапла ҫырса хучӗ:

«Тыткӑна 42 ҫын илтӗмӗр, ирӗке кӑларнисем — 13 ҫын. Шуррисене 5 ҫын вӗлернӗ, вӗсенчен иккӗшӗ — финн офицерӗсем, ӑна хӑйсем ҫумӗнчен илнӗ документсем тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Пирӗннисенчен икӗ юлташ ҫӑмӑл аманнӑ. Хӗҫпӑшал запасӗсене хамӑр алла ҫавӑрса илтӗмӗр…»

Кунта вӑл ман ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Хам тӗрӗсленӗ ӗҫсем ҫинчен эпӗ ӑна пӗтӗмӗшпех тӗплӗн пӗлтертӗм. Эпӗ каласа панӑ цифрсене вӑл пӗтӗмӗшпех отряд дневникӗ ҫине ҫырса хучӗ. Малалла Илки ҫапла каласа пачӗ: «Ильмаринен майор тата бандитла восстанине ертсе пыракан ытти ҫынсем йӗлтӗрсем тӑхӑнса вӑрмана тарса ӳкрӗҫ, хӑйсене тивӗҫлипе тавӑрассинчен хӑтӑлчӗҫ».

Ҫак тӗлте вӑл ҫырма чарӑнчӗ.

— Матти, Ильмаринен ӑйӑрне эпир ҫапах та ярса илтӗмӗр вӗт!

Урай варринче ларакан пысӑк хуранран юлташсем тутлӑ пӑрҫа яшки антараҫҫӗ. Ҫакнашкал тутлӑ яшкана эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑмра та пуҫласа ҫисе куратӑп. Эпир пурте киленсех Ильмариненпа унӑн штабӗнчи ҫыннисем валли пӗҫернӗ пӑрҫа яшкине ҫиетпӗр!

Ывӑнма пӗлмен Пуялко, хӑйӗн йывӑҫ урипе таклаттарса ҫӳресе, пирӗн юлташсене хӑйӗн шӳтлӗ сӑмахӗсемпе култарать:

— Ильмаринен манран: «Аха, уксахскер, эсӗ те килтӗн-и-ха?» тесе ыйтать. — Илсе килеҫҫӗ-тӗк, килтӗм, — тетӗп эпӗ ӑна.

Эпӗ кӑҫата хыврӑм, йӗм пӗҫҫинчен ҫакланнӑ, браунинга тата йывӑҫ кашӑка кӑлартӑм та, пуринпе те пӗрле яшка ҫиме тытӑнтӑм. Вӗри яшкана сыпмассерен мана вӑй кӗрсе пырать, лӑпланса пынипе пӗрлех манӑн ҫывӑрас килсе кайрӗ.

Хырӑм тӑранса ҫитни канлӗн ҫывӑрасси, лайӑх канасси ҫинчен ӗмӗтлентерет.

Райри пек тутлӑ ҫак пӑрҫа яшкине пӗҫернӗ тулли кӑкӑрлӑ шкул сторожихи хуран патӗнче ҫапла калаҫса тӑрать:

— Вӗсен партизанла отрячӗн командирӗ мана ӗнер каҫхине пӗр пӗчӗк кӗленче кӑтартрӗ те ҫапла каларӗ: «Кунта манӑн вӗлерекен наркӑмӑш пур. Эпир хӗрлисен аллине тыткӑна лекме пултараймастпӑр. Мӗн те пулин пулас пулсан — пӗрре ҫеҫ сыпатӑп. Анчах, кунтан икҫӗр ҫухрӑм хушшинче хӗрлисем пӗри те ҫук», тет. Унтан сасартӑк…

— Юратнӑ ҫыннӑм, эпир кунта пилӗкҫӗр ҫын. Эпир малалла каятпӑр, пирӗн хыҫран пирӗн евӗрлисемех темиҫе пин ҫын килеҫҫӗ, — тесе хучӗ шӑл витӗр Лейно, ӑнсӑртран каланӑ пек пулса.

— Пурте сирӗн пек хырӑнманскерсем-и? — кулса ыйтрӗ хӗрарӑм.

— Ҫук, вӗсем хуть те кама та хӑйсем хырма пултараҫҫӗ!

Ҫак самантра апатланма ӗлкӗрнӗ Тойво ҫенӗхре хыттӑн кулни илтӗнчӗ. Алӑк яриех уҫӑлса кайрӗ те, пӳлӗме Тойво хуралласа пыракан икӗ лахтарь кӗрсе тӑчӗҫ. Вӗсен пичӗсем шӑннипе кӑвакарсах кайнӑ, шӑлӗсем шатӑртатса тӑраҫҫӗ, ваткӑллӑ шӑлаварӗсем ҫурри таранах анса ларнӑ пирки сивӗпе кӑвакарсах кайнӑ, йӗрӗнмелле ҫара купарчисем янках курӑнса тӑраҫҫӗ.

— Ачасем, итлӗр-ха, мана, — тет Тойво, — яла ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑнах, пӑрҫа яшки ҫиме тытӑниччен малтан, манӑн уборнӑйне кӗрес килчӗ. Эпӗ хыҫалти уборнайне кайрӑм, мурилесшӗ, — ӑна малтан питӗрнӗ. Тӑхтаса пӑхас тесе шухӑшлатӑп. Вунӑ минут иртсен, каллех алӑка туртатӑп, — ӑна шалтан ҫаклатса лартнӑ. Камӑн вар-хырӑмӗ ҫав териех пӑсӑлма пултарнӑ-ха? тетӗп. Унтан ачасемпе пӗрле пӑрҫа яшки тутанса пӑхрӑм… Каллех шаккатӑп — ҫаплах уҫмаҫҫӗ… Капла-и-ха? тетӗп. Эпӗ алӑка туртрӑм та хӑйпӑтса кӑлартӑм. Пӑхатӑп, унта ҫак ырӑ мӑшӑр йӗммисене антарнӑ лара параҫҫӗ, пӗр сехет хушши яхӑнах ларчӗҫ хӑйсем. Унта ларса хӑтӑлма шутланӑ пулмалла. Анчах вӗсен ӗҫ тухмарӗ. Малтан вӗсем мана ҫурма ӑслӑ терӗҫ пулмалла, пакӑлтатма кӑна тытӑнчӗҫ: «Эпир… хӗрлисем, шуррисенчен пытанса кунта ларатпӑр», теҫҫӗ. Епле, ларса ирттеретпӗр-и!

Адъютант юлташ хӑйӗн дневникӗ ҫине ҫырнӑ 42 цифра хуратса хучӗ те, унӑн вырӑнне 44 ҫырса лартрӗ.

Пӳлӗме кӗрсе тулнӑ курсантсем кулаҫҫӗ кӑна. Ывӑнса халтан кайман пулсан тата хамӑр ирӗке кӑларнӑ юлташ пограничник вилес умӗн йынӑшман пулсан, пирӗн ачасем вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнмалла. Ҫитменнине тата ҫисе тӑранма ӗлкӗрнӗ Пуялко та вӗҫӗмсӗр шӳт тӑвать.

— Хамӑр алла ҫавӑрса илнӗ ҫар хатӗрӗсемпе тыткӑнрисене тата ирӗке кӑларнисене хамӑрӑн чаҫе яратпӑр, хамӑрӑннисем ӑҫта та пулин Конец-островпа Реболы ялӗсем хушшинче пулмалла, — терӗ те Антикайнен ялтан тухма приказ пачӗ.

Складсем ялкӑшса кӑна ҫунаҫҫӗ, штаб ҫуртне те ҫулӑм ҫавӑрса илнӗ. Вут ҫулӑмӗсем пӗрене стенасем ҫинче сиккелесе, пытанмалла вылякан ачасем пекех, куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ.

Отряд строя тӑма пуҫларӗ. Малтисем ялтан тухрӗҫ.

Тыткӑна илнисене шеренгӑна тӑватшарӑн тӑратса тухрӗҫ.

Пуялко пуринчен те ытларах кускаласа ҫӳрет.

Вӑл Антикайнен патне сиккелесе пычӗ те:
— Начальник юлташ, мана мӗн тума хушатӑр? Манӑн йывӑҫ урана пӗр йӗлтӗр те юрӑхлӑ мар, вӗҫме эпӗ пӗлместӗп вара. Каллех тӗпсакайне анса лахтарьсем килессине кӗтсе ларас мар-и манӑн? — тесе ыйтрӗ.

— Ан пакӑлтат-ха, Пуялко, — терӗ хаяррӑн ерҫмен командир. — Хӑвна валли Ильмаринӑн ӑйӑрне йӗнерле те, унпа сиктерсе кӑна пыр.

Ильмаринен ӑйӑрӗ пирки ыйтӑва ҫапла татса пачӗҫ ӗнтӗ.

Ҫак питех те илемлӗ те маттур лаша ҫинчен хамӑн калавӑма халех пӗтеретӗп. Кайран вӑл лашана Петрозаводска, унтан Ленинграда илсе пычӗҫ. Иртнӗ ҫулта кӑна, хамӑн служба ӗҫӗпе командировкӑна Ленинград урлӑ кайсан, юлташсем мана лашасене ӑмӑртса чуптарнине курма илсе кайрӗҫ. Унта эпӗ ун чухнехи пекех илемлӗ те маттуртарах мар пулин те, анчах ипподромра ҫапах та ҫак лаша пур енчен те аван чупнине куртӑм.

Пирӗн вараланса пӗтнӗ ҫиелти балахонсенчен те шурӑрах лаша ҫинче ларса пыракан хӑрах ураллӑ Пуялко хӑй те шӳтлӗ курӑнать.

Приказ пулчӗ. Эпир ялтан тухрӑмӑр.

Анчах, ялтан тухнӑ-тухманах, ҫил-тӑман ахӑрма пуҫларӗ.

— Питех те аван, питех те аван, — тесе Антикайнен юлташ хӑйӗн тӑм илнӗ питҫӑмартисене аллипе сӑтӑрса пырать. — Пӗрремӗшӗнчен, эпир чӗртсе хӑварнӑ пушара вӑйлатать, иккӗмӗшӗнчен, пирӗн йӗрсене шӑлса лартать. Малалла!

Малта пыраканнисем каллех шӑнса, пӑрланса ларнӑ ҫара вӑрмана кӗчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн тыткӑна илнисем, тыткӑна илнисем хыҫҫӑн — отрядӑн тӗп вӑйӗ, отряд хыҫҫӑн — лаша ҫине утланнӑ Пуялко ертсе пынипе хамӑр ирӗке кӑларнӑ юлташсем пыраҫҫӗ.

— Ильмаринен, табак туртӑпӑр! — шӳт туса кӑшкӑрать Антикайнен Пуялкона.

Карчӑк ыттисемпе пӗрлех пырать. Хайне ҫуна ҫине ларма хушсан, вӑл кӳренсе те илчӗ.

— Турра тав, эпӗ аманман-ха! Хамӑрӑннисене чӑрмантаратӑп-и вара?!

Ирӗке кӑларнисем хыҫӗнче вунтӑватӑ тулли лавсем пыраҫҫӗ, лавсем хыҫҫӑн — манӑн арьергардри взвод пырать.

Тин кӑна вӑйланса пыракан ҫил-тӑманра эпир халичченхинчен те ерипентерех пыратпӑр.

Лашасем те пирӗнпе тан халичченхи пек пыма пултараймаҫҫӗ, пирӗн хамӑрӑн та япаласем халичченхинчен ытларах йӑтса пымалла, ҫавӑнпа питех те ывӑнса ҫитнӗ. Халтан кайнипе сулкаланатпӑр, йӗлтӗрсем те тӗмескесем ҫине пыра-пыра тирӗнеҫҫӗ, ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ кутамкка чӗнӗсем хулпуҫҫисене кассах кӗреҫҫӗ, ҫывӑрас килнипе куҫ хупанкисем ҫыпҫӑнсах лараҫҫӗ. Ку сӗмсӗр пуҫне тата хирӗҫ вӗрекен ҫил курсантсен пичӗсем ҫине вӗтӗ те ыраттаракан юр пӗрчисемпе сапса пырать.

Тӗрӗссипе каласан, ку пире питех те юрарӗ, юр пӗрчисем сапман пулсан, эпир ҫывӑрсах кайнӑ пулӑттӑмӑр.

Ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса ҫитсен, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм: ҫил-тӑман витӗр ҫунакан складсен ҫулӑмӗсем уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ.

Эпӗ сехет ҫине пӑхрӑм: вӑхӑт вуникӗ сехете яхӑн. Вӑхӑт тата тӑватӑ сехет те иртмерӗ, эпӗ хамӑн отделенине аялалла ярӑнса анма приказ патӑм; ялта авӑтакан автансен сассине илтнӗ самантранпа вӑхӑт тӑватӑ сехет те иртмерӗ. Ҫак сехетсем манӑн пурнӑҫри чи пуян сехетсем пулчӗҫ, вӑл сехетсенче хам мӗнле ирттернине эпӗ ҫав териех пӗтӗмӗшпе ҫырса панипе паманнине хам та пӗлме пултараймастӑп.

Тӑшман фрончӗн штабӗ ҫук. Мӗнле пысӑк телей: шуррисен фрончӗн бази ҫук.

Кунта эпир хамӑра Таммерфорс патӗнче ҫӗнтернӗшӗн те, Выборг патӗнче ҫӗнтернӗшӗн те тавӑртӑмӑр. Пирӗн отечество ҫине, пирӗн Советлӑ созиализмлӑ союзлӑ республика ҫине тапӑнма хӑякан пур ҫарсен штабӗсене те эпир ҫаплах пӗтерсе тӑкӑпӑр.

Эпӗ арьергардра пыратӑп. Эпир каллех вӑрмана кӗтӗмӗр, кунта пирӗн отряда пӗр ҫын хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл та йӗлтӗрпе, хӑй тарланӑ.

— Мана хӑвӑрпа пӗрле пыма ирӗк парӑр, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа, — Ильмаринен тӑрӑшнипе мана Карелин учредительнӑй собранине суйларӗҫ, анчах халӗ эпӗ хам лахтарьсемпе каяс ҫуккине татӑклӑнах пӗлетӗп. Вӗсем пире: карел ҫыннисене пӗтерме хӗрлисем Китайсен питех те хӑрушӑ чаҫӗсене яраҫҫӗ тесе суйрӗҫ. Халӗ эсир, хам курнӑ пек чӑн-чӑн финсемех килтӗр. Эпӗ Финлянди пире пӗтерессишӗн мар, ӑна хирӗҫ, Карелишӗн тӑратӑп.

— Санӑн пуҫӑнти политикӑлла шухӑшусемпе аппаланса тӑма вӑхӑт ҫук ман. Мала, командир патне кай!

Эпӗ Лейнона ӑна илсе кайма хушрӑм.

Вӑл ӑна илсе кайрӗ. Эпир сехет хушшинче пилӗк километртан ытла мар тетпӗр; тен, ҫиле хирӗҫ кунтан хӑвӑртрах кайма май та ҫук пуль.

Ялтан тухса сехет ҫурӑ хушши кайнӑ хыҫҫӑн, ҫӑра вӑрман витӗр пынӑ чухлӗ, инҫетре виҫӗ хутчен аслати сасси пек кӗмсӗртетсе кайнипе илтрӗмӗр.

Ку сасӑсем артиллери снарячӗсем ҫурӑлнипе пулчӗҫ. Вунпилӗк километр кайнӑ хыҫҫӑн эпир халтан кайрӑмӑр. Ҫиле хирӗҫле хамӑр ерипен пыратпӑр пулин те, хамӑр ҫинчи тар каллех тумтирсем витӗр тулалла сӑрхӑнса тухса сивӗпе шӑнса ларать. Ҫавӑнпа та нумай вӑхӑт хушши чарӑнса тӑмалли ҫинчен панӑ приказа пурте савӑнсах йышӑнчӗҫ.

Ҫил вӑйлӑланчӗ. Эпӗ моряк пулнӑ пулсан, вӑл миҫе бала ҫитнине тӗрӗсех пӗлнӗ пулӑттӑм, анчах эпир ун чухне ҫакӑн ҫинчен шутламан та. Курсантсенчен нумайӑшӗ кӑкӑрсемпе патаккисем ҫине тӗрӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайрӗҫ. Хӑшӗсем ракотулет тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсемпе пӗрле тыткӑна илнисене те ӗҫлеттереҫҫӗ.

Пуялко хӑйӗн лаши патӗнчех аппаланать, вӑл ӑна ҫитерет, шӑварать, ачашлать. Хӑш-пӗр нянька ачана лайӑх пӑхнӑ пекех пӑхать.

Яланхинчен иртерех каҫ пулчӗ.

Лавсемпе тункатасем патне ҫил-тӑман кӗрт хӳсе тултарать. Халӗ ракотулет тума нихӑҫанхинчен те йывӑртарах пулчӗ. Анчах ҫапах та тӗттӗм пуличчен ҫил-тӑман айӗнче, ракотулет еннелле ҫурӑмӗсене, аякӗсене, кӑкӑрӗсене черетпе ҫавӑра-ҫавӑра пӗтӗм отряд ҫывӑра пуҫларӗ.

Ывӑннипе халтан кайнӑ отряд харлаттарса ҫывӑрнине вӑйлӑ ҫил-тӑман шавӗ те хупласа хурас ҫук пек туйӑнчӗ мана.

Паллах, пуринчен ытларах хурал тӑракансене йывӑртарах ӗнтӗ. Хуралта тӑракансене кашни сехетренех улӑштаратпӑр, мӗншӗн тесен пӗр сехет ытларах ҫывӑрса каймасӑр тӑма пултаратӑп, тесе никам та хӑй ҫине шанма пултраймасть.

Похода тухнӑранпа эпир пӗрре те ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши канман. Ҫав каҫхине пирӗнтен пӗри те, эпир мӗнле хӑрушлӑх умӗнче пулни ҫинчен шухӑшламан…

Эпир Кимас-кӳлли ялӗнчен тухса кайсан виҫ-тӑватӑ сехетренех пушар ҫутипе тата снарядсем ҫурӑлнӑ сасса илтсе, нумай пулмасть ҫеҫ фронта тухнӑ лахтарьсен икӗ роти тӑватӑ ҫӗр ҫынна яхӑн унта тавӑрӑннӑ. Вӗсем халӗ пӗрре те ывӑнманскерсем пулнӑ. Пирӗн отряд инҫетех кайма пултарайманнине, тулли тиенӗ лавсемпе пыракан отрядӑн йӗррине вӑйлӑ ҫил-тӑман шӑлса лартма пултарайманнин вӗсем аванах пӗлсе тӑнӑ. Анчах темӗн пирки вӗсем пирӗн хыҫран пыман. (Хыҫҫӑн пынӑ пулсан, пирӗн боецсенчен нумайӑшӗ вилсе пӗтнӗ пулӗччӗҫ). Ҫунакан штабпа складсене курсан тата Ильмариненӑн йӗррине те тупманнипе вӗсем васкасах финсен чикки патнелле кайнӑ.

Паллах, ҫаксем ҫинчен эпир кайран ҫеҫ пӗлтӗмӗр. Вӑл каҫхине эпир пурин ҫинчен те манса кайсах кантӑмӑр. Вӑл кунхине эпӗ хам мӗн курнисенчен — обозри лаша сывласа кӑларнӑ ҫӑра сывлӑш хыр тӑррисем ҫинелле хӑпарнине тата ракотулет ҫуннипе ирӗлекен юр чашлатнине кӑна астӑватӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех