Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.24 13:44

Пуплевӗш: 680; Сӑмах: 5946

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Аялта тата ҫӳлте

Ҫитес ҫур кун ачасем Яша пичче хушнине турӗҫ. Сухарипе аппаланнӑ хыҫҫӑн типӗтнӗ кӑмпа суйлама тиврӗ, консерва тултарнӑ ещӗксене лайӑхрах вырӑна куҫарса лартрӗҫ.

Ҫӳлте кӗрлевлӗ шав ӳснӗҫемӗн ӳсет. Ачасем, унта мӗн пулса иртнине курас тесе, пӗр вӑрттӑн шӑтӑк патне кайма хӑтланчӗҫ. Анчах ҫӳлти горизонтри часовой вӗсене ямарӗ, телефонпа штаба пӗлтеретӗп, тесе хӑратрӗ. Каялла таврӑнма тиврӗ.

Каялла аялти горизонта таврӑннӑ чух пӗр галерея кӗтессинчен сасартӑк палламан ҫын курӑнчӗ. Ачасем пӗр самантрах аяккинчи кӗтес хыҫне пытанчӗҫ.

— Гей, йӗкӗтсем! — тӗттӗм ҫӗртен илтӗнчӗ сасӑ. — Ман пата килӗр-ха. Эпӗ кунта аташса ҫӳрерӗм-ҫӳрерӗм, ниепле ирӗке тухаймарӑм.

— Ан шарла!.. — пӑшӑлтатрӗ Ваня, хунар ҫутине алтупанӗпе хупласа.

— Халех хамӑрӑннисене калас пулать, — терӗ Володя. Иккӗшӗ те каялла хӑйсене ҫӳлти горизонт ҫине кайма чарнӑ часовой патне вӗҫтерчӗҫ. Часовой ҫавӑнтах штаба шӑнкӑртаттарчӗ. Штабран Иван Захарович Гриценкопа Шульгин килчӗҫ.

— Кам ҫӳрет кунта? — кӑшкӑрчӗ Гриценко мучи ура сасси илтӗнекен тӗттӗм коридор еннелле.

— Кампа калаҫма чыс пулчӗ? — илтӗнчӗ коридортан.

— Итле-ха! — ҫилленчӗ Гриценко. — Санпа шӳтлеме манӑн вӑхӑт ҫук! Тух кунта, ҫутӑ ҫӗре, хунар патне. Ун чухне чыс пулнине курӑн.

Гриценко мучин лӑпкӑ та ҫирӗп сассине палламан ҫын кӑмӑлларӗ пулас: пӗр минутран хунар ҫутинче гимнастерка тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине плащ-палатка уртнӑ ҫивӗч куҫлӑ ҫамрӑк йӗкӗт курӑнса кайрӗ; гимнастерки ҫухисене тӳмелемен, аялта тельняшка курӑнать, петличкисем ҫинче аслӑ сержант паллисем пур. Аллинче автомат.

— Итлӗр-ха, мучисем, — йӑвашшӑн пуҫларӗ сӑмахне палламан ҫын, — эпӗ кунта кӗтӗм те, анчах каялла тухма пӗлместӗп. Эпӗ хамӑрӑннисемпе нимӗҫсене чарса тӑтӑм, патронсем пӗтрӗҫ… юлашки гранатӑна та ывӑтрӑм. Аран тарса ӳкрӗм. Мана вӗсем ҫакӑнта, шуйттан тамӑкне хӑваласа кӗртрӗҫ.

— Эсӗ шуйттан ҫинчен сыхланарах калаҫ, ун вырӑнне ху кам пулни ҫинчен йӗркеллӗн каласа пар! — хаяррӑн каларӗ Гриценко мучи, винтовкине хуллен ҫӗклесе.

— Тинӗс пехота ротин аслӑ сержанчӗ Сосюра Степан… Эсир приказ памасӑрах килтӗм! — йӑл кулса илчӗ те палламан ҫын, пуҫне пӑркаласа, пит-куҫне пӗрчӗ. — Анчах ниҫта кайма та пӗлместӗп, мучисем. Эсир кӑтартмӑр-ши мана ирӗке мӗнле тухмаллине? Унта пирӗннисем пӗтеҫҫӗ.

— Ну, ут пирӗнпе! — команда пачӗ Гриценко мучи, унтан кӑшт йӑвашшӑн хушса хучӗ:  — Пирӗн полкра ҫын хутшӑнчӗ пек туйӑнать.

Ҫапла вара партизансен отрядне тата тепӗр ҫын — комсомолец Сосюра хутшӑнчӗ.

Ҫур сехетрен штаба ҫӗр ӑшӗнче аташса кайнӑ тата тепӗр ҫынна ертсе пычӗҫ. Ку моряк, интендант Александр Бондаренко пулчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинче ҫапӑҫакан тинӗс пехотин бригадийӗпе пӗрле каменоломньӑна кӗрекен шӑтӑк патӗнче атакӑлакан гитлеровецсене чарса тӑнӑ. Ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра унӑн автомачӗ пеми пулать. Бондаренко пистолетпа пеме тытӑнать. Фашистсем ӑна хӑйӗн юлташӗсенчен уйӑрса, пӗччене, пӗрмай перекен офицера хупӑрласа илеҫҫӗ. Бондаренко, чулсем хушшинче хӑтӑлмалли шӑтӑк курса, йӑванса анать те каменоломньӑра пулса тӑрать. Кунта вӑл хӑйӗн автоматне юсама тытӑнать.

Ҫав вӑхӑтра ӑна галерейӑри партизансем курчӗҫ. Штабра Сосюрапа Бондаренко докуменчӗсене тӗплӗн тӗрӗслерӗҫ те вӑхӑтлӑха отрядрах юлма сӗнчӗҫ. Иккӗшӗ те хаваслансах килӗшрӗҫ. Кунӗн-ҫӗрӗн ҫапӑҫса ывӑннӑ, тахҫантанпа сухалӗсене хырманскерсем, аран сывлаҫҫӗ; малтан вӗсем ҫӗр айӗнче иккӗленсе пӑхкалама тытӑнчӗҫ, анчах хӑйсем тавра пухӑннӑ партизансем ҫине тинкерӳллӗ те ӗненсе пӑхаҫҫӗ.

— Кӗскен каласан, йыш ӳсет, — хаваслӑн вӗҫлерӗ Зябрев. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Манто хӑйӗн мотоциклне штаб патнерех кустарса пычӗ те пӗр тупиклӑ пӗчӗк галерейӑна кӗртсе лартрӗ. Володя штаб патне провод тӑсма пулӑшрӗ. Часах Яша пиччен мотоциклӗ икӗ хутчен шаплаттарчӗ те, каменоломньӑра кӗҫех тревога пуҫланатчӗ, унтан хаваслӑн шакӑлтаттарма пуҫларӗ; штабра сӗтел тӗлӗнче Володя патрона пӑрса хунӑ, маччаран ҫакнӑ электричество лампи ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса кайрӗ. Командир Зябрев та, комиссар Котло та, штаб начальникӗ Лазарев та, аслӑ подрывник Жутенков та ҫав вӑхӑтра штабра пулнӑ; пурте Мантопа унӑн ҫамрӑк помощникне мухтарӗҫ.

— Командовани ячӗпе тавтӑватӑп, — терӗ Зябрев. — Ҫутӑ — кунтан лайӑххи кирлӗ те мар! Анчах ӑна сӳнтерес пулать. Сан электростанци, Яков Маркович, ҫутӑран ытла шав ҫӗклет. Движок сан пит вӑйлӑ шаклаттарать. Тӑшмана хамӑр ҫинчен вӑхӑтсӑр пӗлтерме юрамасть.

Командир кӑмӑлӗ уҫӑлнипе усӑ курас тесе, кайма пуҫтарӑннӑ Володя Зябрев ларакан сӗтел патне пычӗ.

— Сире калама юрать-и, Александр Федорович? Эпир ак пурсӑмӑр та — Ваня та, эпӗ те, тата Толя Ковалев та — пионер пулнисем пурте, паян эпир пӗр решени йышӑнтӑмӑр: Эсир пире разведкӑна яма тивӗҫ. Эпир кунти пур шӑтӑксене те пӗлетпӗр… Паян хӑпарса та пӑхрӑмӑр… Пире ҫӳлте сисеймеҫҫӗ… Ҫавӑнпа эпир…

— Камсем решени йышӑнчӗҫ? — интересленчӗ командир.

— Ну, эпир, пурте йышӑнтӑмӑр…

— Ага, — сӑмахне тӑсса каларӗ командир, — эсир йышӑнтӑр эппин? Ну, апла пулсан, сӑмахлама та кирлӗ мар. Решени йышӑнакансене пурне те кунта чӗн.

Пӗр минутран Володя Ваня Гриценкопа Толя Ковалева штаба ертсе пычӗ.

— Ҫапла, — терӗ командир, ачасем ҫине пӑхса. — Ак Дубинин Володя ҫакна пӗлтерчӗ: эпир сире разведкӑна яма тивӗҫ тесе эсир решени йышӑннӑ, имӗш. Тӗрӗс-и ҫак? Тӗрӗс, — харӑс ответлерӗҫ Ваньӑпа Толя. — Эсир решени йышӑнтӑр, пирӗн апла пурнӑҫламалла эппин? Ҫапла-и? — тепӗр хут ыйтрӗ командир. Унтан ура ҫине тӑчӗ те, комиссар енне ҫаврӑнса: — Ну, Иван Захарович, ан ҫак хӑвӑн вырӑнунтан. Эсӗ те, Лазарев юлташ, тӑр. Пирӗн ӗҫ халь питех те ҫӑмӑлланчӗ. Пирӗншӗн решени йышӑнаҫҫӗ. Пирӗн пуҫа ҫӗмӗрме те кирлӗ мар. Тархасшӑн, юлташсем, — командир ачасем енне ҫаврӑнчӗ. — Эпӗ сире калатӑп, Володя, Толя, Ваня. Ларӑр ҫакӑнта. Ну, мӗн ура ҫинче тӑратӑр? Ларӑр.

Командир ачасем патне пычӗ те вӗсене сӗтел патӗнчи пукансем ҫине лартма тытӑнчӗ. Ачасем каялла чакаҫҫӗ, анчах командир виҫҫӗшне те ҫавӑрса тытрӗ те, халӗ ҫеҫ командир, комиссар, штаб начальникӗ ларнӑ вырӑна йӑтса пычӗ. Унтан Зябрев нимӗн кулмасӑрах виҫҫӗшне те пукансем ҫине лартрӗ, малтан пӗрне, унтан тепӗрне, виҫҫӗмӗшне. Котло, Лазарев, Жученков аяккарах койкӑсем ҫине ларчӗҫ, командир мӗн хӑтланнине интересленсе пӑхаҫҫӗ.

— Ну, Дубинин Володя, — малалла каларӗ Зябрев, — решени йышӑнтӑр пулсан, яра парӑр, пурнӑҫлар. Эсӗ, Дубинин, халӗ командир, ҫавӑнпа пирӗн кашни ҫыншӑн ответ тытатӑн. Аллӑ ҫынтан — кашниншӗн. Каменоломньӑра пуриншӗн те ҫак минутран эсӗ ответ тытатӑн. Хӑвӑн совеҫӳ умӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх умӗнче, парти умӗнче, Сталин юлташ умӗнче ответ тытма тивет. Ӑнлантӑн-и? Йышӑн ӗҫсене. Ак кунта пурне те ҫырнӑ. Эсир решение пит ҫӑмӑл йышӑнтӑр пулсан, сире ку ӗҫе туса пыма та ансат пулӗ? Пире, комиссара тата штаб начальникне, йывӑр ӗҫ пек туйӑнатчӗ.

Важенин алӑк тӗлне карнӑ плащ-палаткӑна ҫӗклесе пӑхрӗ. Вӑл кровать ҫинче ларакан командирсемпе сӗтел хушшинче ларакан ачасене курчӗ, анчах ачасем халь начальниксем пек мар, ниҫта кайса кӗме пӗлмеҫҫӗ, курӑнать. Важенин, пуҫне чаршавпа хупласа, каялла чакма тытӑннӑччӗ, анчах командир курчӗ те ӑна:
— Кӗрех, кӗрех, Важенин! — терӗ.

— Командир юлташ, — терӗ Важенин, штаба кӗрсе, — леш, «Киев» секторӗнче, ҫӳлти штольнӑра темӗнле хускав илтӗнет. Поста вӑйлӑлатас пулать тата никам та постран ан кайтӑр тесе, апат та унтах леҫмелле тӑвас пулать. Тата хӗҫпӑшал мастерскойӗ тӑвасчӗ. Нӳрӗ пирки затворсем япӑх ӗҫлеҫҫӗ… Тата ак мӗн ҫинчен каласшӑнччӗ, командир юлташ…

— Эс ку ӗҫсем пирки пирӗн пионерсемпе сӑмахла, — ответлерӗ командир, — вӗсем пирӗншӗн решени йышӑнма пулчӗҫ…

Володьӑпа икӗ юлташӗ сӗтел хушшинче пуҫӗсене усса лараҫҫӗ; вӑтаннипе вӗсен хӑлхисем хӗп-хӗрлӗ пулнӑ. Ачасем штабран епле тухса каяс-ши тесе ҫеҫ лараҫҫӗ. Ҫакӑн чухлӗ ҫыншӑн ответ тытасси, вӗсене ертсе пырасси, чи пысӑк ӗҫсем пирки решени йышӑнасси, ҫавӑнтах тата пӗчӗк ӗҫсене тухасси пысӑк, пит пысӑк ӗҫ иккенне Володя пуҫласа туйрӗ; ҫынсем сана ӗненеҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫне шанса сан аллуна параҫҫӗ! Командир ӑна пӗр минутлӑха ҫеҫ, паллах, шӳт туса, тӑна кӗтӗр тесе ҫеҫ хӑй вырӑнне лартрӗ, анчах ку вырӑн Володьӑна вут пек ҫунтарать. Мӗнле-ши ҫак ҫӳллӗ те илемлӗ, йӑлтартатакан хура куҫлӑ ҫынна? Вӑл ҫав йывӑр ӗҫе пӗр минутлӑха та хӑй ҫинчен сирмест!

Важенин нимӗн те ӑнланаймасть: пӗрре ачасем ҫине пӑхса илет, тепре командир ҫине.

— Мӗншӗн ҫынна тытса тӑратӑн, мӗншӗн ответ памастӑн? — ыйтрӗ командир.

— Александр Федорович… мӗн эсир пиртен кулатӑр? Эпир командовать тӑвасшӑн мар вӗт, разведкӑна яма ҫеҫ ыйтрӑмӑр.

— Апла пулсан, ҫакна палӑртса хӑварар: командир пулма халлӗхе пултараймастӑн. Ҫын сан патна ҫӑмӑл ӗҫпе ҫеҫ килчӗ, эсӗ ӑна та татса параймастӑн. Решени йышӑнма тытӑннӑ.

— Вӑл мӗн ҫинчен ыйтнине ман ӑҫтан пӗлес, Александр Федорович?

— Тӗрӗс, ман шутпа та, эсӗ ун ҫинчен пӗлме пултараймастӑн пек. Анчах разведка енӗпе те эсӗ, тусӑм, вӑйлах мар пек, ҫӳлти лару-тӑру ҫинчен те лайӑхах пӗлместӗн пулӗ, ҫавӑнпа пирӗншӗн решени те йышӑнаймастӑн пулӗ?

— Эпир разведкӑна яма ҫеҫ ыйтрӑмӑр-ҫке.

— Тӑхта, тӑхта! Свидетельсем пур. Мӗнле каларӑн-ха эс? «Эпир решени йышӑнтӑмӑр, эсир пурнӑҫлама тивӗҫ…» Ку — эпир решени йышӑнтӑмӑр, эсир тӑвӑр, тени пулать, Ҫапла-и? Ҫук, шӑллӑм, апла мар! Решение командовани йышӑнать. — Командир сӗтел патне пычӗ те, аллине тӑсса, Володьӑна алтупанӗпе вырӑнӗнчен ерипен сирсе ячӗ. — Атьӑр-ха, геройсем, анӑр ют лаша ҫинчен! Пултараймастӑр, курӑнать. Епле те пулсан сирӗнсӗрех, хамӑрах сӳтсе явӑпӑр та, решени йышӑнӑпӑр.

Зябрев намӑсланнӑ ачасем ҫине пӑхрӗ те сасартӑк ахӑлтатсах кулма пуҫларӗ. Комиссар та кулма тытӑнчӗ, Лазарев та. Вӗсене кура ыттисем те кулса ячӗҫ. Толя Ковалев та ӗхӗлтетме пуҫларӗ, унтан Ваня Гриценко та…

Анчах Володя Ваньӑна аяккалла тӗртрӗ те, янахне хулпуҫҫи ҫумне сӑтӑрса, пӳлӗмрен вӗҫтере пачӗ. Важенин, тытас тесе, аллисене тӑсрӗ, анчах Володя пӗшкӗнчӗ те, лешӗн чавсисем айӗнченех тухса кайрӗ.

— Ҫилленчӗ ача, — терӗ Зябрев.

— Нимех те мар, каҫарӗ-ха, — хушса хучӗ комиссар.

— Канма пултаратӑр, ачамсем, — терӗ командир, штабра юлнӑ ачасене. — Калӑр хӑвӑрӑн Дубинина, ахалех ан кӳрентӗр. Кирлӗ пулсан — сире те разведка ярӑпӑр. Анчах тӳрех калатӑп — пит кирлӗ пулсан ҫеҫ. Паянхи калаҫӑва асра тытӑр. Кам решени йышӑнма, кам ҫав решение пурнӑҫлама тивӗҫлине, тен, ӑнлантӑр пулӗ.

Штабран чупса тухсан, Володя чаршав хыҫӗнче тӑракан часовоя кӗҫех йӑвантарса ямарӗ, вӑл тӳрех хӑйсем вырнаҫнӑ штрек патнелле чупрӗ. Унӑн аяккарах кайса, питҫӑмартисем ҫунни иртсе кайиччен пӗччен пулас килчӗ. Анчах тоннель кукӑрӗнче вӑл хирӗҫ килекен ҫынсене кӗҫех пырса ҫапӑнатчӗ. Хунар ҫути куҫне йӑмӑхтарнипе вӑл самантлӑха куҫне хӗсрӗ, анчах ҫавӑнтах Шустовпа Колышкин партизансене тата икӗ палланӑ ҫынна асӑрхарӗ. Пиллӗкмӗшӗ, сенкер куҫлӑскер, Володя палламан ҫамрӑк ҫын; вӑл вараланнӑ шинель тӑхӑннӑ, петличкисем ҫинче симӗс тӗслӗ лейтенант кубикӗсем, сухалне тахҫантанпа хырман, куҫ айӗ вараланнӑ; шахтӑна пуҫласа кӗнӗ ҫын пек, хӑракаласа, ытлашши пӗшкӗнсе утать, хулпуҫҫисене ҫӗкленӗ. Володя, хирӗҫ пыракансене ирттерсе ярас тесе, стена ҫумне лӑпчӑнса тӑчӗ. Палламан ҫынпа партизансем калаҫнӑ тӑрӑх, хӑшпӗр сӑмахсене кӑна илтсе юлчӗ пулин те, Володя ӑнланчӗ: темӗнле пит пысӑк инкек килсе тухнӑ. Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ. Партизансем палламан ҫынна штаба ертсе каяҫҫӗ пулас. Малта пыракан Шустов калаҫнине Володя уҫҫӑнах илтрӗ.

— Кунта кӑшт тайлӑк, такӑнса ан ӳкӗр, лейтенант юлташ, — терӗ вӑл.

Лешӗ ывӑннипе, хулӑнланнӑ сассипе, пӗрмай тӗпчет:

— Тата нумай утмалла-и? Аташса каймӑпӑр-и?

— Аташмӑпӑр, лейтенант юлташ, кунта эпир кашни чул шатрине пӗлетпӗр. Инҫех мар ӗнтӗ.

Володя, вӗсем сӑмахланине итлесе, пӗр сас-чӳ кӑлармасӑр хыҫҫӑн утать.

Ҫӳлте, каменоломня ҫывӑхӗнче мӗнле трагеди пулса иртнине вӑл пӗлмен.

Аслӑ лейтенант Петропавловский ертсе пыракан тинӗс пехотин роти иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ҫапӑҫа-ҫапӑҫа каялла чакать. Командовани тинӗс пехотинецӗсене Совет ҫарӗсем Хӑмӑш-Бурун патӗнчен чакнӑ чух хӳтӗлесе тӑма хушнӑ. Тӑшмансем ротӑна пур енчен те хӗссе пынӑ. Ӑна тинӗс хӗрринчен пӳлсе темиҫе ушкӑна пайласа янӑ. Чӗрӗ юлнисем ҫӗрле каллех пӗрле пухӑннӑ та, пӗр патрон юлмиччен тытӑнса тӑрса, тинӗс ҫинчи ваттисен сӑмахӗнче каланӑ пек: «Вилетпӗр, анчах парӑнмастпӑр!» — тесе приказа пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ.

Кивӗ Карантин поселокӗ патӗнче чӗрӗ юлнӑ: тинӗс пехотинецӗсене нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ — пирӗннисем мӗн пурӗ те хӗрӗх икӗ ҫын кӑна юлнӑ. Вырӑнӗ кунта лапамлӑ, сӑртлӑ пулнӑ, ӑҫта килнӗ унта темӗнле лакӑмсем, шӑтӑксем курӑнса тӑнӑ. Оборона тытма кунта ансат пулнӑ. Анчах темиҫе кун пӗр таттисӗр ҫапӑҫса ывӑннӑ, хӑйсен частьне ҫухатнӑ, ҫӑлӑнасси ҫинчен мар, чыса ҫухатмасӑр вилессипе хӑйсем пӗтнишӗн тӑшмана хаклӑрах тавӑрасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан хӗрӗх икӗ ҫын мӗнех тума пултарнӑ-ха! Рота командирӗ аслӑ лейтенант Петропавловский тата Корнилов политрук пӗр пысӑк лакӑм тӗпӗнче выртаҫҫӗ, лакӑм хӗрринче боецсем оборона тытса тӑраҫҫӗ. Вӗсем патӗнче икӗ хӗрарӑм — Надя Юштинапа Марина Савина военфельдшерсем — йывӑр аманнисенчен пӗрне перевязка тунӑ. Гитлеровецсем пур енчен те вӗсем патнелле шӑваҫҫӗ. Ҫывӑхрах, ҫирӗм пилӗк метртан та ытла мар пулӗ, нимӗҫ автомачӗ шатӑртаттарма пуҫланӑ. Боецсенчен пӗри тӗттӗм ҫӗре, автомат сасси енне, граната ывӑтнӑ. Граната ҫурӑлни илтӗннӗ, сывлӑшра осколкӑсем шӑйлатнӑ. Автомат шӑпланнӑ. Анчах ҫавӑнтах урӑх енчен тепри шӑтӑртаттарма тытӑннӑ.

— Итле-ха, командир, — хӑрӑлтатакан сасӑпа каланӑ Корнилов, — Сергеев: патронсем пӗтеҫҫӗ, тесе пӗлтерет. Батальон КП-пе ӗнерех ҫыхӑну ҫук. Батальонӗ те ҫук пулӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвас тетӗн?

— Ман шухӑш ҫапла, Георгий Иванович, — хуллен каланӑ Петропавловский: — эпир ҫӗр ҫинче хамӑр ӗҫе турӑмӑр пек…

— Мӗн эс, пӗлӗт ҫине кайма пуҫтарӑнман пулӗ те?..

— Мӗншӗн пӗлӗт ҫине каймалла? Виҫҫӗмӗш вырӑн пур: ҫӗр ҫине те мар, пӗлӗт ҫине те мар, ҫӗр айне. Астӑватӑн-и, Мариенталь поселокӗнче каланине? Кунта, пирӗн айра, каменоломньӑсем пур. Халӑх хушшинче сас-чӳ ҫӳрет: унта партизансем кӗрсе ларнӑ, теҫҫӗ. Пирӗн те ҫавӑнта анасчӗ, политрук, э?

Сергеев лейтенантпа икӗ моряка разведкӑна янӑ. Петропавловский кӑнтӑрлах котлованӑн пӗр аяккинче темӗнле хура шӑтӑк пуррине асӑрханӑ. Сергеевпа икӗ боец ҫав шӑтӑка кӗрсе кайнӑ та ҫурри ишӗлсе аннӑ штольнӑна лекнӗ. Сӗм тӗттӗм пулсан пӗтӗм отрячӗпех ҫав галерейӑна кӗрсе, шӑтӑкне кӗнӗ ҫӗрте — шал енче — выртакан шултра известь чулӗсемпе баррикадӑлама решени йышӑннӑ.

Тӗттӗм пула пуҫласанах фашистсем ку вырӑна ракетӑсемпе ҫутатма пуҫланӑ. Ракетсем тӗттӗм пӗлӗтелле ыткӑнаҫҫӗ те, тискеррӗн авӑнса, лакӑм ӑшне ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ. Вӗсен шап-шурӑ бенгаль ҫути лакӑм тӗпне нумайччен ҫутатса тӑрать; лакӑм ҫав вӑхӑтра уйӑх ҫинчи кратер майлӑ курӑнать. Ҫынсен пит-куҫӗсем, ракета вӗсене юнсӑрлатнӑ пек, шупка-симӗсӗн курӑнса каяҫҫӗ. Моряксем чулсем хыҫне пытана-пытана, ҫӗр ҫумне лапчӑнсах, штольня патнелле шуса пынӑ. Часах пӗтӗм отряд пӗр ҫухатусӑр ҫӗр айне кӗмелли шӑтӑка кӗрсе кайнӑ. Кӗрсенех стена купалама тытӑннӑ, пулеметсемпе винтовкӑсем валли кӑна хушӑк хӑварнӑ. Сергеев, юлташӗсен мӗнпур шӑрпӑкӗсене пуҫтарнӑ та, икӗ боеца хӑйпе илсе, тайлӑк галерейӑпа ҫӗр айнелле утнӑ. Юлнисем ун ҫине шанӑҫлӑн пӑхса тӑнӑ. Малтан вӗсем кӑшт ҫеҫ палӑракан ҫутӑ ҫиҫе-ҫиҫе илнине курнӑ, ку — Сергеев ҫӗр айӗнчи ҫула ҫутатса пынӑ иккен. Унтан ҫутӑ та ялкӑшма пӑрахнӑ, ура сассисем те илтӗнми пулнӑ. Ҫынсем нумайччен аялалла пӑхса, ҫӗр айӗнчи лабиринтӑн хура шӑплӑхне итлесе ларнӑ…

Халӗ ӗнтӗ, суранланнӑ боец йынӑшни кӑна илтӗннӗ; икӗ хӗрарӑм унпа юнашарах ларнӑ. Хӑш чух такам пурне те илтӗнмелле ассӑн сывласа янӑ е шӑппӑн хӑй ӑшӗнче ятлаҫкаласа илнӗ. Чикарккӑ ҫутисем курӑнса кайнӑ. Кӑшт ҫеҫ ҫутатакан чикарккӑсен кӗрен ҫутинче, ҫӗр ҫине тухакан шӑтӑка хуплакан рак хуран чулӗсенчен купаласа тунӑ стенари амбразурсем патӗнче пулеметсем умӗнче ларакан боецсем аран палӑраҫҫӗ. Пӗр пулеметне, вӑл-ку ан пултӑр тесе, штольня енне лартнӑ: тӗттӗм те шӑп тӑракан ҫӗр айӗнчен кам килесси паллӑ мар-ҫке-ха.

Ҫав вӑхӑтра Володьӑпа унӑн тусӗсем, мӗн пулнине пӗлес тесе, штаб умӗнче явкаланаҫҫӗ. Штабпа штрека уйӑракан чаршав витӗр командирӑн уҫӑ сасси, комиссарӑн лӑпкӑ басӗ, хуллен те тытӑнкӑллӑрах сӑмахлакан палламан ҫын хӑрӑлтатса калаҫни илтӗнет. Кӑшт тӑрсан штабран Шустов сиксе тухрӗ те, таҫта кайса, Мантопа пӗрле таврӑнчӗ; Манто аллинче — пӑсланса, тутлӑ шӑршӑ саракан котелок ӑшӗнчен кашӑкӗ курӑнать. Ачасем, мӗн пулнине пӗлме тӑрӑшнипе, хӑлхисене паҫӑрах плащ-палатка ҫумне лӑпчӑтасшӑн пулчӗҫ те, анчах часовой вӗсене хаяррӑн хӑвалать:

— Ну, мӗн хӑлхӑрсене тӗллетӗр? Мӗн кирлӗ? Аяккарах кайӑр, унсӑрӑн комиссара калатӑп.

Тӑрсан-тӑрсан чаршав ҫӗкленчӗ. Штабран отряд командирӗ тухрӗ, ун хыҫҫӑн комиссар. Иккӗшин те аллисенче хунар. Вӗсем хыҫҫӑн палламан лейтенант тухрӗ. Ачасем ҫине пӑхмасӑрах, пурте галерейӑпа «Киев» еннелле утрӗҫ. Володя вӗсем хыҫҫӑн утма тытӑннӑччӗ ҫеҫ, тӗттӗмлӗхрен комиссар басӗ илтӗнчӗ:

— Кам унта шаплаттарса килет? Халех каялла кайнӑ пултӑр! Илтмеҫҫӗ, тетӗн-им.

Нумай вӑхӑт иртрӗ. Пӗр сехет те пулӗ. Тен, иккӗ те-и… Ак ӗнтӗ ачасем «Киев» енчен ҫӗр айне янӑратакан шӑв-шава, тимӗр чанкӑртатнине, ҫынсем кӗрленине илтрӗҫ. Хӑйсем тӑнӑ тӗлте штрека тухакан аяккинчи галерейӑран темӗн чухлӗ ҫын тухсан — тӗттӗмре ҫапла курӑнчӗ — ачасем малтан хӑраса ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Штрека халӑх лӑк тулчӗ; хӑшӗ хамӑрӑн, хӑшӗ ют — тӗттӗмре уйӑрса илме те хӗн. Чи малтан Володя тӗксӗм те хастар сӑн-сӑпатлӑ командира уйӑрса илчӗ. Вӑл хӑй ҫине темӗн чухлӗ хӗҫпӑшал ҫакса янӑ, хул айӗнче икӗ винтовка. Кӑкӑрӗ умне пӗр автомат ҫакнӑ, тепри — аллинче, бушлат айӗнчен, аркине кӑшт хӑпартса тӑрса, йывӑҫран тунӑ сарӑрах пистолет кобурӗ курӑнать. Хулпуҫҫисем ҫине чӑпар, вӑрҫӑ макечӗсем майлӑ курӑнакан плащ-палатка уртса янӑ. Володя ҫавӑнтах Пионер ҫуртӗнчи ҫар кабинетне аса илчӗ. Килнисем икӗ енне сирӗлчӗҫ те, наҫилкка ҫине вырттарнӑ, плащ-палаткӑпа витнӗ ҫынна йӑтса килекенсене ирттерсе ячӗҫ. Вӗсем хыҫӗнчен клеенкӑран ҫӗленӗ хутаҫсем ҫакнӑ икӗ хӗрарӑм пыраҫҫӗ; пӗри тӗрлӗ пӑшал ҫакса тултарнӑ ҫынпа шӑппӑн сӑмахлама пуҫларӗ:

— Политрук, — терӗ вӑл, — мӗн тӑвӑпӑр эпир кунта? Ҫакӑнтах пӗтетпӗр-и?

— Ан пӑшӑрханӑр, Марина, ан пӑшӑрханӑр, — шӑппӑн ответлерӗ хӗрарӑм, пӑшал ҫакса тултарни.

— Ох, политрук, пит хӑрушӑ кунта. Кунтан нихӑҫан та тухаймастпӑр пулӗ ӗнтӗ.

— Шӑппӑн, Марина… Пурте йӗркеллӗ пулӗ — тухатпӑр. Пӑшал ҫакса тултарни тата темӗн каларӗ, анчах Зябревӑн вӑйлӑ сасси ун сассине хупларӗ:

— Акӑ, ҫитрӗмӗр те, юлташсем. Халлӗхе сире урӑх ниҫта та кайма май ҫук. Якӑра ҫакӑнта пӑрахма тивет. Шӑпи ҫакнашкал пулсан, пӗрле ҫапӑҫӑпӑр. Рота командирӗпе политрука хам пата, штаба, кӗме ыйтатӑп. Мантона чӗнӗр. Лазарев, ҫынсене апатлантарма хуш. Жученков ӑҫта? Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш отсексене вырнаҫтартӑр, унта пирӗн пушӑ вырӑнсем пур. Вырнаҫӑр, юлташсем. Мӗнле калас — пирӗн полк йышланать.

Кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ боецсен командирӗсемпе штабра лару пынӑ чух, Володьӑпа ытти ачасем пур штрексене те кӗре-кӗре, ҫӗнӗ хыпар пӗлтерсе ҫӳрерӗҫ. Анчах вӗсем хӑйсен хыпарӗпе никама та тӗлӗнтереймерӗҫ; ҫынсем ку хыпара пурте пӗлеҫҫӗ-мӗн; ку вара ачасене пит кӳрентерчӗ. Ҫӗр айӗнчи крепоҫӗн йышӗ ҫумне хӗрӗх икӗ ҫын хутшӑнни ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ иккен. Анчах килнисене палӑртса хунӑ отсексене вырнаҫтарнӑ чух ачасем пит хӗпӗртерӗҫ вара. Хунарсене сулласа, ҫӗр айӗнчи галерейӑсем тӑрӑх утса, кунти вырӑна хӑнӑхман пирки иккӗленсе утса пыракан тата час-часах такӑнакан боецсене хавхалантарма ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ:

— Эсир, пичче, хӑюллӑрах утӑр! Килӗр кунта, кунтан тӳрӗрех… Халӗ кӑштах пӗшкӗнӗр, унсӑрӑн пуҫа ватма пулать. Кунта ак, мӗнле калас, пирӗн склад, ак ку ҫемьепе пурӑнакансен штрекӗ. Япаласене вырнаҫтарсан, эпир сире камбуза ертсе кайӑпӑр. Пирӗн Манто пичи — шеф-повар.

Шеф-повар саппунне тавӑрса чикнӗ те хӑйӗн камбузӗнче ӑшталанать. Вӑл, ыратнине туймасӑр, вӗҫӗмсӗр хӑй пуҫӗпе маччана перӗне-перӗне, хӑйпе ӗҫлекен хӗрарӑмсене ятлать, рационпа апат-ҫимӗҫ пирки сасӑпах темскер шутласа, пуриншӗн те — вӑл, Яша пичче, путсӗр маччана ҫапӑна-ҫапӑна хӑпарса пӗтнӗ пуҫӗпе ответ тытатӑп, тет…

«Хӗрсен пӳлӗмӗнче» — Надя Шульгинапа Нина Ковалева ҫывӑракан чул тупика ҫапла ят панӑ — халь килнӗ хӗрарӑмсене вашаватлӑн вырнаҫтараҫҫӗ. Виҫӗ-тӑватӑ минутран «хӗрсен пӳлӗмӗнчен» кулни, Надя Шульгинан уҫӑ сасси, кулӑшла Нина Ковалева нӑйкӑшса ҫухӑрашни илтӗнчӗ; вӗсен шавне илтсен, унта тахҫантанпах пӗрне пӗри пӗлекен ҫынсем, сахалтан та пӗр ҫирӗм хӗрарӑм сӑмахлаҫҫӗ, тейӗн.

Ывӑннӑ боецсем ҫывӑрма выртаҫҫӗ, хӗҫпӑшалӗсене хыва-хыва хураҫҫӗ. Ачисем хаяр та йывӑр салтак япалисене хисеплӗн алла тытса, вӗсен йывӑрӑшне, ҫирӗплӗхне, ҫапӑҫура пулнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсен савӑнтаракан тимӗр сивӗлӗхне туяҫҫӗ. Пуринчен ытла ачасене тӗрлӗ хӗҫпӑшаллӑ политрук тӗлӗнтерчӗ. Штабран тухсанах Володя ун патне чупса пычӗ:

— И мӗн чухлӗ сирӗн хӗҫпӑшал, пичче!

— Эсӗ кунта мӗн тӑватӑн? — ыйтрӗ политрук Корнилов. — Партизан мар-и?

— Ӑхӑ… Пичче, кусене пурне те ӑҫтан пуҫтартӑр? Пӑхатӑп та, нимӗҫсен те пур пулас кунта… Ак ку нимӗҫ автомачӗ, эп пӗлекенни. Шмайсер системи. Маттур! Пӑх-ха, Ваня, куратӑн-и? Пичче, ӑҫтан тупрӑр кусене?

— Кусене мана ганссем сыхласа упрама пачӗҫ, — шӳт туса илчӗ Корнилов.

— Мӗнле гансем? — тӗлӗнчӗ Володя.

— Эпӗ леш тӗнчене ӑсатнисем.

— Пурне те хӑвӑрах ӑсатрӑр-и?

— Хӑшне-пӗрне хамах, теприсене юлташсем ӑсатма пулӑшрӗҫ… Кам пулатӑн-ха эс? Мӗн ятлӑ?

— Вова… — Ҫавӑнтах йӑнӑшне тӳрлетрӗ: урӑхла — Володя… Владимир, хушамат — Дубинин.

— Пит аван, Вова, каҫар, Володя. Эсӗ мана пирӗн ҫынсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартмӑн-и? Эпӗ кунта, тӗттӗмре, йӗркине пӗлейместӗп-ха.

— Халех. Утӑр ман хыҫҫӑн. Эпӗ кунта йӑлтах пӗлетӗп. Эпир ачасемпе тӗттӗмре ҫӳреме хӑнӑхнӑ. Сирӗн ятӑр мӗнле, пичче?

— Корнилов Георгий Иванович. Урӑхла чӗнме те пулать: Гора пичче, тата ҫапла та юрать: политрук юлташ. Ну, кайрӑмӑр…

Корнилова ертсе кайнӑ чух, Володя пӗрмай чарӑнать те, хунарне ҫӳлерех ҫӗклесе, политрука куҫӗнчен пӑхса:
— Пичче… политрук юлташ, сирӗн пӑшал пит нумай! Пӗр пистолетне мана парнелӗр, — текелет.

— Ҫук, апла юрамасть, Вова. Ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра хӗҫ-пӑшала парнелемеҫҫӗ.

— Апла пулсан йӑтса пыма та пулин парӑр. Пӗччен йӑтса пыма йывӑр пулӗ.

— Нимех те мар, йӑтса ҫитерӗп. Ыран хӗҫпӑшалсене пурне те регистраци тӑвӑпӑр, унтан кама мӗн кирлине парӑпӑр…

— Пире, ачасене, паратӑр-и?

— Пӑшала тӗкӗнсен, ҫирӗп лекет сана. Ил аллуна. Асра тыт: хӗҫпӑшалпа вылямаҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ мар чух ӑна тытмаҫҫӗ. Пӑшал пеме пӗлетӗн-и-ха ху?

— Пӗлетӗп, пичче! Эпӗ тирта персе курнӑ, пирӗн Пионер ҫуртӗнче. Атьӑр, эпӗ перӗп, эсир пӑхса тӑрӑр.

Володя политрука аллинчен тытрӗ те таҫта аяккинчи галерейӑна ертсе кайма тытӑнчӗ.

— Мӗн эсӗ, тусӑм, епле перӗн кунта, — пур ҫӗрте те сӗм теттӗм. Капла эпир санпа ҫынсене хӑратса пӑрахӑпӑр тата кама та пулин персе вӗлерӗпӗр.

— Пичче, эпӗ сире ҫӳле тухакан шӑтӑк патне ертсе кайӑп, эпӗ пӗлмен вырӑн та ҫук кунта. Упаленсе пырӑпӑр та… Сирӗнпе пӗрле часовой мана та кӑларса ярать!.. Упаленсе пырӑпӑр та, эпӗ фашиста перӗп. Хӑть пӗрре пертерӗр ӗнтӗ, юрать-и?

— Ытла ҫивӗч, курӑнать, эс. Нимӗҫсем те пеме пӗлеҫҫӗ вӗт, — астутарчӗ политрук. — Лектереймесен мӗн тӑвас тетӗн?

— Пӗрре персе лектереймесен, иккӗмӗш хутӗнче лектеретӗп. Эпӗ ҫывӑхарах пырӑп та, унтан — шарт, шарт, шарт, умлӑн-хыҫлӑн! Пӗр пульли ҫапах та лекӗ. Мӗнле, политрук юлташ?

— Ҫук, шӑллӑм, пӑшал пеме унашкал вӗренмеҫҫӗ. Тӑхта, ӑҫта та пулин кунта тир тума май килсен, мишень лартӑпӑр, вара пеме вӗренӗпӗр. Унччен пӑшалпа выляма ан тӑрӑш. Пӑшал япӑх тетте.

Петропавловский ротине хупӑрласа, моряксене пысӑк лакӑма хӑваласа кӗртнӗ гитлеровецсем, поселока хӳтӗлесе тӑракансем ниҫта кайма та пултараймаҫҫӗ, тесе шутланӑ: капкӑн хӗстерсе лартнӑ, унтан хӑтӑласси пулас ҫук. Совет морякӗсем окружение лекнӗ лакӑма пур енчен те хупӑрласа илсен, гитлеровецсем ирччен тӑхтаса, тул ҫутӑлсан чӗрӗ юлнисене тӗппех пӗтеретпӗр, тенӗ. Вӗсем ҫав лакӑма пӗрмай ракетӑсемпе ҫутатса, пулеметсемпе, автоматсемпе персе тӑнӑ. Анчах каҫ пулсан моряксем темшӗн хирӗҫ пеме пӑрахнӑ. Ирхине пӑхаҫҫӗ — хупӑрласа илнӗ совет морякӗсем ҫухалнӑ. Нимӗҫсем ӑнран кайнӑ: хӑйсем темиҫе кун хушши хӑваласа пынӑ отряд ӑҫта кайса кӗме пултарнӑ-ха? Хӑйсен пулемечӗсемпе, суранланнӑ ҫыннисемпе ӑҫта ҫухалма пултарнӑ-ха вӗсем? Ҫӗр айне анса кайма пултараймаҫҫӗ-ҫке?

Анчах лакӑма тӗплӗн пӑхса тухсан, ӗҫ ҫаплах пулса тухни палӑрнӑ: отряд ҫӗр айне анса кайнӑ.

Часах фашистсем акӑ мӗн пӗлнӗ! Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен айӗнче, каменоломньӑсенче, партизансен ҫарӗ пытаннӑ, имӗш. Сталин приказне пурнӑҫласа, Совет Ҫарӗн пӗр пайӗ, партизансемпе пӗрлешсе, Гитлер ҫарне аркатма, ҫӗр айне анса кайнӑ, тенӗ сасӑ та ҫӳренӗ. Нимӗҫсем тинӗс пехотин отрячӗ анса кайнӑ штольньӑна кӗме тапӑнса пӑхнӑ. Анчах сӑрӑ известь чулӗсенчен купаласа тунӑ стена патне ҫывхара пуҫласанах, кашни шӑтӑкран вут-хӗм пӗрӗхе пуҫланӑ: пулеметсем тӑкӑртаттарнӑ, автоматсем шатӑртаттарнӑ. Ҫӗр ҫумне выртма, чултан тунӑ баррикадӑна гранатӑсемпе ҫӗмӗрме, унтан мина хурса пӗтӗм стенине сирпӗнтерме тивнӗ. Анчах, штольньӑна пӗр ҫӗр метр шала кӗрсе кайсан, ҫула тепӗр стена пӳлнӗ; кун хыҫӗнчен партизансем ансӑр коридорпа пыракан кашни гитлеровеца персе пӑрахнӑ.

Ҫак штольня витӗр каменоломньӑна кӗрес шухӑша нимӗҫсем часах пӑрахнӑ, анчах шӑтӑк патне часовойсем тӑратнӑ.

Фашистсен малтанхи атаки ҫинчен, партизансем ӑна хирӗҫ тапӑнса каялла чактарни ҫинчен ҫӗр айӗнчи крепоҫре часах хыпар сарӑлчӗ. Ҫынсем ку ир аякра, «Киев» енче перекен пӑшал сассисене тата ҫӗр айӗнче темиҫе ҫӗрте ҫав сасӑ янӑранине шикленсе итлесе ларнӑ.

Штабран инҫех мар, стена ҫинче «Боевой листокӑн» пӗрремӗш номерӗ курӑнчӗ. Хаҫатра тӑшман ҫӗр айӗнчи крепоҫе кӗме тапӑннине, ӑна каялла чакарни ҫинчен кӗскен ҫырса пӗлтернӗ, анчах пурин те сыхӑ тӑма кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр айӗнче партизансем пурӑннине тӑшман пӗлет, ҫавӑнпа вӑл, каменоломньӑна кӗме татах та пикенсе пӑхӗ. Ку хыпар айне командир приказне ҫырнӑ; унта Петропавловский ротинче хӗрӗх икӗ ҫынна отряда илни ҫинчен, Надя Шульгинана, Нина Ковалевӑна, Володя Дубинина, Толя Ковалева тата Ваня Гриценкона хуҫалӑх ӗҫне пит лайӑх туса пынӑшӑн тав туни ҫинчен каланӑ.

Ачасем мӑнаҫлӑн ҫӳреҫҫӗ; приказа вулакан партизансем кун пирки мӗн сӑмахланине аякран итлеҫҫӗ.

Каҫхине — кун вӑрӑмӑшне кунта, ҫӗр айӗнче, сехет тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ — ҫӳлти горизонтри часовойсем пӗр галерейӑри ҫӗр ҫине тухакан шӑтӑкран инҫех мар вырӑсла таса калаҫакан ҫын ҫӗр айӗнче пурӑнакансене ҫӳле тухма чӗнни ҫинчен телефонпа штаба пӗлтерчӗҫ. Ку анлӑ та сӗвек, шахтерсем «уклонка» текен штольньӑна кӗнӗ ҫӗрте пулнӑ. Отряд командирӗ Зябрев, Котло комиссар, Лазаревпа Корнилов телефонпа пӗлтерсенех унта кайрӗҫ; ерипен «уклонка» патне хӑпарчӗҫ те, аялта чарӑнса, итлеме пуҫларӗҫ.

— Эй, граждансем, — кӑшкӑрать ҫӳлте такам, — кунта, ҫӳле тухӑр, сире нимӗн те пулмасть! Мӗн эсир унта пытанса пурӑнатӑр? Господин комендант пурне те каменоломньӑран ҫӳле тухма хушрӗ! Кам аялта пурӑннине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Вӗсем нимӗн те тумаҫҫӗ сире. Кирлӗ пулсан, список тӑрӑх та… Гражданин Лазарев!.. Жученков!.. Зябрев!..

— Ак ирсӗр, паразит! — пӑшӑлтатрӗ Лазарев. — Сасси те палланӑ ҫыннӑн пек… Пӗрре ҫеҫ илтмен эпӗ ку сасса… Кам мурӗ пире сутать-ха?

— Александр Федорович! — ҫаплах кӑшкӑрать такам «уклонка» умӗнче. — Василий Андреевич!

Зябрев хунарне чул хыҫне пытарчӗ те, Котлопа Лазарева ҫутӑсӑрах «уклонка» тӑрӑх ҫӳлелле ертсе кайрӗ. Пурте, стена ҫумне лапчӑнса, пӗр сасӑ кӑлармасӑр утма тӑрӑшаҫҫӗ. Умра ҫутӑла пуҫларӗ; малтан кӑшт ҫеҫ, кайсан-кайсан ҫап-ҫутах пулчӗ те, штольньӑна кӗрекен ҫур ҫаврашка евӗрлӗ шӑтӑк курӑнчӗ. Кӑвак пӗлӗт ҫинче ҫын мӗлки палӑрать; вӑл чарӑнма пӗлмесӗр партизансен ячӗсене кала-кала кӑшкӑрать. Ун хыҫӗнче автоматлӑ ҫынсен кӗлеткисем курӑнаҫҫӗ.

— Эх, пӑшалпа тӑрӑслаттарма пит меллӗ те кусене! Пӗр черетпех пурне те сӑтӑрса тухма пулать! — хӑлхаран каларӗ Корнилов Зябрева.

Анчах командир аллисене хӑвӑрт ҫӗклерӗ те Корнилова хулпуҫҫинчен тытса силлерӗ.

— Юрамасть, юрамасть! Унта, ытти шӑтӑксенче ҫынсем пытанса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем унта бомбӑсем пӑрахнӑ вӑхӑтра, ҫапӑҫусем пулнӑ чух пытанма хӑйсем валли хӳтлӗх сӑнаса хунӑ. Халӗ ҫак йӗксӗксене персе пӑрахсан, мирлӗ халӑха сиен тума пултаратпӑр. Ан тив, шӑтӑксенчен тухса кайччӑр. Эсӗ мӗнле шутлатӑн, комиссар?

Котло Зябревпа килӗшнине палӑртса, хӑйӗн йывӑр алтупанне ун ҫурӑмӗ ҫине хучӗ.

— Анчах ку сасса эпир асра тытӑпӑр, — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ вӑл.

— Аялалла кайма хӑяймаҫҫӗ, — кулса илчӗ Зябрев. — Хӑраҫҫӗ пулать, ҫапах та. Ку аван… Часовойсем хатӗр тӑччӑр. Хурала вӑйлӑлатас пулать. Илтетӗн-и, Семен Михайлович?

Аялти галерейӑна анчӗҫ. «Уклонкӑри» ҫыннӑн хӑрӑлтатакан сасси нумайччен илтӗнсе тӑчӗ:

— Эй, ҫынсем, граждансем! Ахалех пытанса пурӑнатӑр. Тухӑр… Никам та сире тивмест…

Каҫ пулсан каменоломньӑна Важенинпа Шустов разведчиксем таврӑнчӗҫ; вӗсем ҫӳле аякри штольня урлӑ тухнӑ. Разведчиксем штаба кайрӗҫ. Кӑшт тӑрсан, Зябрев командирсене пурне те хӑй патне чӗнтерчӗ. Пурте пуҫтарӑнсан, Зябрев ҫапла каларӗ:

— Ӗҫсем паянхи кун ҫакнашкал… Гитлеровецсем пирӗн отряд ҫинчен лайӑх пӗлеҫҫӗ пулас. Каменоломня ҫумӗнче пурӑнакансене хӑваласа кӑларса яраҫҫӗ. Ку района ҫирӗп сыхлаҫҫӗ. Арҫынсене пурне те арӗслеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерчӗҫ разведчиксем.

— Аран ҫӑлӑнтӑмӑр, — терӗ Важенин.

— Хӗрарӑмсене нимӗҫсем арӗслемеҫҫӗ-и ку енче? — ыйтрӗ Зябрев.

— Халлӗхе ҫӳреҫҫӗ-ха, — ответлерӗ Важенин.

— Хӗрарӑмсенчен разведкӑна кама ярасси ҫинчен шухӑшлама тивет.

Тепӗр ҫур сехетрен Надя Шульгина столовӑйра ҫӳрет. Важенина тӑрӑхлать:

— Мӗн, Влас мучи, санӑн разведку вӗҫленчӗ пулас? Кӗрсе вырт шӑтӑка, мана ҫул пар. Арҫынсем ҫеҫ хӑюллӑ, тетӗн пулӗ. Юрӑхсӑра тухрӑн пулас. Манӑн черет ҫитрӗ.

— Ҫитӗ-ҫке сана, — кулать Важенин. — Чӗлхӳ санӑн, магазинри касса пекех: сана пӗр кӗмӗл сӑмах, эсӗ каялла вунӑ пӑхӑр сӑмах.

— Чӑнах та, хӗрӗм, — канаш пачӗ Шульгин, — эсӗ хӑв чӗлхӳне кунта хӑвар, унсӑрӑн ҫӳлте ҫыртма ан тивтӗр.

— Эпӗ ҫӳлте хӑлхасӑр-чӗлхесӗр пулатӑп, — кулать Надя. Володя каҫхине Надя тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, ун ҫине ӑмсанса пӑхать: ак телейлӗ хӗр — разведкӑна каять! Ку — сухари суйласси мар.

Анчах Надя Шульгина разведкӑна каяймарӗ. Кивӗ штольня витӗр ҫӳле тухнӑ-тухманах, кӑмӑлсӑр сасӑ пӗлмӗн чӗлхепе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Надя каялла штольньӑна ыткӑнчӗ. Чул тӑрӑх йывӑр ботинкӑпа таплаттарни илтӗнчӗ. Надя хал ҫитнӗ таран аялалла штольньӑна чупрӗ, унтан аяккинчи коридора кӗрсе кайрӗ. Разведчицӑна ӑсатма кайнӑ комиссарпа Важенин штольньӑна кӗрекен шӑтӑк патӗнче автоматлӑ нимӗҫ салтакне курчӗҫ. Важенин винтовкине хатӗрлеме тытӑнчӗ, анчах комиссар ӑна аллинчен тытрӗ; пӑшал сасси тӑшмана партизансем кунтине пӗлтерме пултарать. Ку штольня шӑтӑкне пит ҫирӗп хураллани паллӑ. Ҫапах та партизансем кунта иккенне пӗлтерме кирлӗ мар. Ан тив, кунта бомбӑран сыхланаҫҫӗ, унта пытаннӑ поселок ҫыннисем пурте ҫӳле тухман, тетчӗр…

Разведчицӑна аякри тепӗр шӑтӑк витӗр кӑларса яма тапӑнса пӑхас пулать.

Аякри шӑтӑк патне кайрӗҫ. Ҫитсенех Важенин ҫапла каларӗ:

— Тухма тӑхта, Надюша. Малтан хам пӑхам: мӗн унта вӗсен.

Важенин шӑтӑк патне упаленсе пычӗ те тулалла пӑхрӗ: инҫех те мар нимӗҫсем ҫӗре чаваҫҫӗ те, темскер хураҫҫӗ. Важенин ерипен каялла чакрӗ.

— Тухасси пулмасть, — терӗ вӑл комиссара, — ку енне мина хума тытӑннӑ. Часовойсем те кашни утӑмрах. Тухма май ҫук.

— Ӗҫ кӑткӑсланчӗ, — терӗ комиссар. — Пирӗн ҫулсене вӗсем пит час пӳлчӗҫ. Ҫӳлте пире тахӑшӗ сутать. Эсӗ, Надя, ан хурлан, — лӑплантарма пуҫларӗ вӑл, хуйха ӳкнӗ хӗре. — Тӑхта, ку ӗҫре васкама юрамасть, мӗн те пулин шухӑшласа тупӑпӑр.

Ҫӳле тухакан кашни партизана вилӗм кӗтет пулин те, хушӑран хушӑ разведчиксем тухкалаҫҫӗ. Ҫӳлтен паллӑ мар, ҫурри ишӗлнӗ аякри шӑтӑксене шыраса тупаҫҫӗ те, ҫӳле тухса каяҫҫӗ. Деруновпа Рофейчик килти тума тӑхӑнса час-часах разведкӑна ҫӳреҫҫӗ. Разведка ӗҫне лайӑх пӗлекен Макаровпа Важенин та ҫӳлте пулкалаҫҫӗ. Вӗсем партизансем пурӑнакан ҫӗр айне кӗмелли хӳтӗлемен шӑтӑксене шыракан гитлеровецсене ҫӳлти галерейӑсенче темиҫе хутчен те тӗл пулнӑ. Хӑш чух разведчиксемпе фашистсем хушшинче пӑшалпа перкелешни те пулкаланӑ. Ун пек чух гитлеровецсем курӑнми, нимрен хӑраман партизансем пурӑнакан хӑруш тӗттӗмлӗхрен хӑвӑртрах тарма тӑрӑшнӑ.

Бондаренко интендант кӗтмен ҫӗртенех лайӑх разведчик пулса тӑчӗ. Рофейчикпа тата Деруновпа пӗрле вӑл каменоломньӑн таҫти аякри, темиҫе ҫул хушши пӗр чӗрчун кӗрсе курман кӗтессене кая-кая килнӗ. Бондаренко унти нимӗҫсем пӗлмен шӑтӑксене тупма е бомбежкӑпа артиллери пенинчен сыхланма тарса пытаннӑ, каялла кайма ӗлкӗреймен ҫынсенчен кама та пулин тӗл пулма ӗмӗтленнӗ.

Пӗррехинче вӑл, чӑнах та, пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ шахтӑран ҫӳле тухмалли шӑтӑк тупнӑ. Анчах вӑл ҫав тери ансӑр та тӑвӑр пулнӑ. Сарлака хулпуҫҫиллӗ Бондаренко аран хӗсӗнкелесе тухнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра шӑтӑк патӗнчен хӗрарӑм иртсе пынӑ. Хӑй ури ҫумӗнчех ҫӗр айӗнчен тухакан Бондаренко пуҫне курсан, хӗрарӑм хӑранипе хытсах кайнӑ. Анчах Бондаренко ӑна часах лӑплантарнӑ. Хӗрарӑм инҫех мар ҫӳрекен качаки валли курӑк татма пӗшкӗннӗ пек туса, пӗрмай аяккалла пӑхса, партизанпа сӑмахлама пуҫланӑ. Бондаренко вара поселокри пурнӑҫ ҫинчен, нимӗҫсен ҫӗнӗ чаҫӗсем килни ҫинчен, партизансем ӑҫта пытанса пурӑннине пӗлесшӗн пулса фашистсем таврари ҫынсене тӗпчени ҫинчен пӗлнӗ.

Комиссарпа Важенин Надя Шульгинана ҫӳле кӑларса яма ним усӑсӑрах тӑрӑшнӑ самантра Володя хӑйӗн тусӗсемпе вӑхӑта ахаль ирттермен. Чи аялти, ҫӗр айнелле утмӑл метр анакан шахта горизонтӗнче Корнилов политрук тир пекки турӗ. Кунта ҫамрӑк партизансем, Петропавловский ротинчи хӑшпӗр моряксем пухӑннӑ. Тупиклӑ темӗн тӑршшӗ галерейӑра, урайне лартнӑ икӗ хунар ҫутинче, хаҫат хутӗнчен тунӑ мишеньсем Ҫыпӑҫтарнӑ шитсем палӑраҫҫӗ. Корнилов — чӑн-чӑн снайпер пулнӑ иккен. Вӑл винтовкӑпа пенӗ чух пульлине мишень варринчи чернилпа сӑрласа тунӑ хура «улмана» лектернӗ. Анчах ку сахал…

— Володя, тус пулсамччӗ, пушӑ гильзӑсене пух та, ав ҫав мишень ҫумӗнчи чул ҫине йӗркипе лартса тух.

Володя политрук хушнине тума чупрӗ. Унтан каллех таврӑнчӗ. Мишень ҫумӗнчи чул ҫине кеглисем пек лартса тухнӑ пӑхӑр гильзӑсем кунтан шӗвеккӗн ҫутатакан хунар ҫутинче аран-аран курӑнаҫҫӗ.

— Ак халӗ кур, — терӗ те Корнилов, кобур клапанне уҫса, вӑрӑм кӗпҫеллӗ, ҫӳлӗ мушкӑллӑ пистолет кӑларчӗ, унтан хулпуҫҫи патнелле ҫӗклесе, хулне меллӗн аялалла антарса, тӗллерӗ. Бац! тутарчӗ — пӗр гильзи ҫухалчӗ. Бац! тутарчӗ, тепӗр гильза курӑнми пулчӗ. Малалла политрук пистолетне пӗр сулламасӑр, тӑснӑ аллине хускатмасӑр, темиҫе хутчен умлӑн-хыҫлӑн печӗ. Пӑшал сасси ян та ян тӑвать; пистолет, хӑйӗн хура ӗнсине каялла ывӑтать те, гильзисене, хӗвелҫаврӑнӑш пӗрчине сурса кӑларнӑ пек, аяккинелле ывӑтать. Корнилов алли хускалмасть, мишень патӗнчи гильзӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалаҫҫӗ.

— Ой, вӑт ку маттур! Ку чӑнласах маттур ӗнтӗ! — кӑшкӑрчӗҫ ачасем.

Политрук хӑйӗн хӑрушла пултарулӑхӗпе, искусствипе ҫар ӗҫне лайӑх пӗлнипе выляса, Володьӑна шӑрпӑк коробки тыттарчӗ те:
— Галерея тӑрӑх мачча ҫуммипе ывӑт! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Володя шӑрпӑк коробкине Корнилов хушнӑ пек ывӑтрӗ.

Ҫавӑнтах пӑшал сасси илтӗнчӗ, ачасем коробкӑна илме ыткӑнчӗҫ; пульӑпа шӑтарнӑ коробкӑна пӗр-пӗринчен турта-турта илсе, политрука тыттарчӗҫ.

— Ҫапла, — терӗ Володя, — эпӗ ҫакнашкал пеме пӗлес пулсан…

— Ну, мӗн вара — терӗ Корнилов, — пӑшал тытма ӗмӗтленетӗн пулсан, малтан пӑшал пайӗсене пӗлес пулать, унтан, мӗнле калас, техникине ҫавӑрса илмелле, кайран хӑвӑн аллуна илме те пултаратӑн вара. Ну, килӗр ман пата, ачамсем. Акӑ ку — 1891-мӗш ҫулта пуҫласа кӑларнӑ ҫар винтовки. Вырӑс винтовки, чи шанчӑкли. Халӗ унӑн пайӗсене пӑхса тухар. Ку акӑ, затвор…

Виҫӗ ача пӗшкӗннӗ те, Корниловӑн ҫирӗп аллисем тытнӑ винтовкӑн затворӗ унталла-кунталла шунине пӑхса лараҫҫӗ.

Анчах Колышкин килни урока чарса лартрӗ. Вӑл галерейӑна кӗрсенех, аякранах:
— Дубинин Володя, Толя Ковалев, Гриценко Ваня, — штаба! Хӑвӑртрах! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Ачасем штаба кӗнӗ вӑхӑтра, командир хӑй вырӑнӗнче сӗтел хушшинче ларнӑ, анчах комиссар, ахаль чух ерипен ҫаврӑнкалаканскер, йывӑррӑн пуса-пуса, кӑштах тайкаланса, пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтессе хӑвӑрт уткаласа ҫӳрет. Вӑл ачасем ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те, тӳррӗн ҫаврӑнса, тутине ҫырткалама тытӑнчӗ, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, унтан татах калле-малле утма пуҫларӗ.

— Ну, Иван, Анатолий, Владимир, — пуҫларӗ командир хура куҫӗсемпе ачасем ҫине пӑхса, — ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ мӗнле пырать? Пӗр май-и? Аван. Эпӗ сире пӗр ӗҫпе чӗнтертӗм, ачамсем. Ларӑр! Эсир мана ак мӗн ҫинчен каласа парӑр. Нумай пулмасть эсир кунта кӗмелли шӑтӑксене пурне те пӗлетпӗр тесе мухтантӑр. — Тӗрӗс-и ку?

— Хӑшне-пӗрне пӗлетпӗр, — именчӗклӗн ответлерӗ Володя.

— Эпир тӗп шӑтӑкне ҫеҫ пӗлмен, мӗншӗн тесен пире ямасчӗҫ. Аяккинчисем витӗр пурин витӗр те тухса ҫӳренӗ, — хушса хучӗ Ваня.

— Халӗ ҫав шӑтӑксене шыраса тупма пултаратӑр-и?

— Мӗншӗн тупас мар…

— Апла пулсан, эпир сире мӗн ӗҫпе чӗннине халех каласа паратпӑр, — терӗ малалла командир. — Паян эпир разведчиксене кӑларса яма хӑтлантӑмӑр. Ӗҫ тухмарӗ. Пысӑк шӑтӑксене пурне те нимӗҫсем хураллаҫҫӗ. Эпир пур ҫӗрте те пултӑмӑр. Авӑ, комиссар Иван Захарович хӑй пӑхса ҫӳрерӗ. Пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ачасем пӗлмеҫҫӗ-ши, — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Ҫӳлтен палӑрман шӑтӑк ҫук-и? Пулаҫҫӗ вӗт унашкаллисем?

Володя ура ҫине сиксе тӑчӗ:

— Тӑхтӑр, Саша пичче… Каҫарӑр, Александр Федорович… Чимӗр! — Вӑл Ваня еннелле ҫаврӑнчӗ. — Эпӗ шӑтӑка анса кайнине астӑватӑн-и, Ваня? Леш, чул ҫинчи ҫырусене курнӑ чух… (Ваня пуҫне сулма пуҫларӗ.) Пур, Саша пичче, пур! Эпир пӗлнӗ шӑтӑк пур. Вӑл ҫӳлтен пачах курӑнмасть. Эпир Ваньӑпа темиҫе хут та ун витӗр кӗре-кӗре тухнӑ.

Комиссар утма пӑрахрӗ те сӗтел патне пычӗ.

— Вӑл тӗп шӑтӑкран инҫе мар, — ӑнлантарать Володя, — Васили пиччен ӗни ҫав шӑтӑка такӑннӑ та, анса кайса, урине хуҫнӑччӗ.

Зябрев кулса ячӗ:

— Ӗне урине амантнӑ пулсан, унта шуйттан та урине хуҫать пулӗ… Анчах унта фашистсем ҫӳремеҫҫӗ-и? Мӗнле сан шутпа?

— Э, чимӗр-ха… — пуҫларӗ Шустов. — Эпӗ вӑл вырӑна кӑшт пӗлетӗп. Шӑтӑкӗ ту аяккинче. Вӑл шӑтӑк витӗр ҫӳле тухма май ҫук та, анчах вӑл шӑтӑкран таврари вырӑн аван курӑнать. Ҫав вырӑнтан пирӗн Кивӗ Карантин алтупанӗ ҫинчи пекех курӑнать. Анчах вӑл шӑтӑк патне кунтан кайма май пуррине пӗлмен вара. Эпӗ ӑна ахаль шӑтӑк тесе. Вӗсем ав пурне те пӗлеҫҫӗ иккен… Чим, эсир, ачамсем, суймастӑр-и? Шӑтӑкӗ пит ансӑр-ҫке. Ун витӗр кушак та тухас ҫук.

— Эпир тухатпӑр, — терӗ Володя мӑнаҫлӑн, — командир юлташ, Саша пичче, эсир пире ирӗк парӑр… Паллах, эсир хӑвӑр решени йышӑнӑр, эпир ыйтатпӑр ҫеҫ, — хӑвӑрт хушса хучӗ Володя, пӗркун хӑйне вӗрентнине аса илсе.

— Ну, мӗнле, Иван Захарович, эсӗ мӗн шухӑшлатӑн? — ыйтрӗ комиссартан Зябрев. — Килӗшме тивет пулӗ, э?

Комиссар куҫхаршисене пӗрчӗ те тепӗр хут кӗтесрен кӗтессе утса тухрӗ. Унтан ачасем патне пычӗ те аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытрӗ.

— Ак ӗнтӗ, ачамсем, инкек ҫитрӗ те… Хӑвӑр та ӑнланатӑр пулӗ, кӑларса ярас килмест сире. Анчах пирен ҫапӑҫас пулать, ҫапӑҫма тӗрӗс сведенисем кирлӗ. Пирӗн пурне те пӗлес пулать: мӗнле унта, ҫӳлте, нимӗҫсем мӗнлерех пурӑнаҫҫӗ, салтакӗсем ӑҫта вырнаҫнӑ, штабӗ ӑҫта, хӑш еннелле куҫаҫҫӗ вӗсем… Кӗскен каласан, мӗн тумаллине сире кайран ӑнлантарса парӗҫ. Пире ҫав сведенисем ак ҫак таранах кирлӗ. — Комиссар аллипе тарне сӑтӑрса илчӗ. — Пирӗн партизансен халӗ ҫӳле тухма юрамасть — гитлеровецсем ку таврара арҫынсене пурне те тытаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пирӗн ҫинчен пӗлнӗ. Такам вӗсене пирӗн пирки палкаса панӑ… Пӑрахӑҫа тухнӑ штольньӑсенчи ҫынсене хӑваласа кӑларса янӑ. Ҫитӗннӗ ҫынсен вӗсен куҫ умне курӑнма юрамасть. Ӑнлантӑр-и? Эпир пӗлекен ытти шӑтӑксем умӗнче часовойсем тӑраҫҫӗ. Ҫитменнине тата шӑтӑксем патне минӑсем хураҫҫӗ. Сире асӑрхаймӗҫ, курсан та: ачасем ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ, тейӗҫ… Ҫапах та вӗсен куҫне курӑнма ан тӑрӑшӑр. Сыхлӑр хӑвӑра, ачамсем! Усӑсӑр теветкел ан тӑвӑр, чунтанах тархаслатӑп.

Комиссар ачасем ҫине пӑхрӗ, куҫхаршисене пӗрчӗ, аллине сулчӗ те пукан ҫине ларчӗ; пукан йывӑр ҫын ларнипе шатӑртатса илчӗ. Зябрев комиссар ҫине пӑхрӗ те, куҫне хӗссе, ачасене:
— Ав, комиссар сирӗн пирки пӑшӑрханать, — терӗ.
— Тӳррипе каласан, ман хамӑн та чӗре вырӑнта мар… Эсир, ӑмӑрткайӑксем, сыхланарах ҫӳрӗр унта. Иван Гаврилович Шустов сире пурне те ӑнлантарса парӗ. Унӑн опыт пысӑк. Эсир вӑл каланине асра тытӑр. Анчах, тархасшӑн, хӑвӑр ирӗккӗн нимӗн те ан тӑвӑр. Ӑнлантӑр-и? Халӗ тӑхӑр сехет, — командир сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, — ҫур сехетрен каятӑр… Эсӗ, Иван Гаврилович, шӑтӑк патне ҫитиччен ӑсат, малтан ху сӑна — мӗнле унта. Ҫывӑхра ҫынсене курсан, ачасене ан кӑлар. Майлӑ вӑхӑта кӗтӗпӗр… Сире, ҫӳле ӑнӑҫлӑ тухса кайма май килсен, ҫакӑн пек наказ пулать: вунҫиччӗ те ноль-нольре донесенипе кунта пулмалла. Шустов сире шӑтӑк патӗнче кӗтсе тӑрӗ. Астӑвӑр, каялла таврӑннӑ чух аташса ан кайӑр, хӑвӑр тухнӑ шӑтӑка ан ҫухатӑр, чи кирли — Иван Гавриловича, аҫупа аннӳне итленӗ пекех итлӗр. Асту, Вова: сана шанатӑп. Эсӗ, паллах, час тавҫӑрса илекен ача. Эсӗ командирӗ пулатӑн. Санпа Толя Ковалев каять. Вӑл кунти вырӑнсене пӗлет.

Ваня Гриценко командир ҫине, лешӗ ун ҫине пӑхнине курсан, шанчӑклӑн пӑхрӗ. Анчах командир малалла каларӗ:

— Эсӗ, Толя, Вовӑна итле: унӑн куҫӗсем ҫивӗч, туйӑмӗ те пысӑк. Эпӗ асӑрхарӑм ӗнтӗ. Эсӗ, Ваня, ҫитӗннӗ ача, ӑнланакан ҫын. Сан халлӗхе ҫӳлте курӑнма юрамасть. Сана нумайӑшӗ паллаҫҫӗ. Ну, яра парӑр, ӑмӑрткайӑксем! Аван, ӗҫе ӑнӑҫлӑн туса килме сунатӑп.

— Поселока паян ан кайӑр, — канаш пачӗ комиссар, ачасем патне пырса. — Малтанлӑха пире кунти, хамӑр ҫири, каменоломня ҫывӑхӗнчи обстановкӑна пӗлни кирлӗ. Илтрӗр-и, ачамсем? Эпир командирпа сире шанатпӑр.

— Ан пӑшӑрханӑр, мӗн кирлӗ, ҫавна тӑвӑпӑр, — терӗ Володя, пӑлханнипе хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, ӑшчикӗ сикет, юрлать. — Тӑвӑпӑр, шансах тӑрӑр!

— Шанмасан, ярас та ҫук сире…

— Халӗ, Иван Гаврилович, Манто патне камбуза ертсе кай та вӗсене, тӑраниччен ҫитер. Кала: мӗн ҫиме пултараҫҫӗ, пурне те паччӑр, ҫӳле тухсан, хырӑмӗсем ан пӑкӑртатчӑр… Тата акӑ мӗн, ачамсем: нимӗн шӑв-шав кӑлармасӑрах пуҫтарӑнӑр та шӑппӑн — ҫӳле! Халлӗхе кун ҫинчен никама та, нимӗн те ан шарлӑр.

Разведчиксене иккӗшне те кун ҫинчен сӑмах каламасӑр чӑтма ҫӑмӑлах пулман; Акилина Яковлевна вӗсене васкамасӑр апат панӑ чух: ӑҫта пит васкатӑр, тесе ыйтрӗ.

— Ятарласа задание каятпӑр, Киля аппа, — терӗ те Володя, ҫавӑнтах хушса хучӗ: — секретлӑ.

— Пурин те секретсем… — турӑ сыхлатӑрах, — мӑкӑртатса илчӗ Акилина Яковлевна. — Хӗрсене чӗнтӗм — вӗсен те темӗнле секретсем. Пӗлетӗп вӗсен секречӗсене… Леш докторицӑсемпе «хӗрсен пӳлӗмӗнче» хӑйсене чиперлетеҫҫӗ, хаҫатран фестончиксем, фасончиксем тӑваҫҫӗ, стена ҫумне ҫакаҫҫӗ… Пурин те ӗҫ нумай, апатланма та вӑхӑт ҫук. Вуннӑмӗш сехет, пӗри те ирхи апата килмен. Манто тата таҫта кайса ҫухалнӑ.

— Вӑрҫӑ, тӑванӑм, аппетита пӑсать, — кулса илчӗ Шустов. — Мирлӗ вӑхӑтри расписани тӑрӑх ҫиме май килмест ҫав. Эсир тата, атьсем, мӗн хыпаланатӑр? Лайӑхрах, ытларах шӑнӑҫтӑр. Киля инке ахальтен-и сире валли ресторан уҫнӑ? Ырӑ ҫынсем пек пулса сӗтел хушшине ларӑр, мӗн ура ҫинче тӑратӑр?

— Тӑрса ҫисен ытларах кӗрет, — терӗ Володя, Киля аппа касса панӑ кукӑль татӑкне хӑвӑрт кавлесе, аран ҫӑта-ҫӑта.

Ирхи апат тусан, Киля аппана тав турӗҫ те, пӗчӗк разведчиксемпе вӗсен наставникӗ Шустов пурӑнакан штрека кайрӗҫ. Иван Гаврилович хӑйӗн винтовкине васкамасӑр тӗрӗслерӗ, хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ, граната илчӗ, атӑ кунчи ӑшне матрос ҫӗҫҫине чикрӗ; ҫӗҫӗ ҫӗр айӗнчи тӑвӑрлӑхра чи шанчӑклӑ хӗҫ-пӑшал пулнӑ. Ватӑ разведчик пур хатӗрсене те тум айне пытарчӗ. Аллине лампа-шахтерка тытрӗ. Катаран пӑхсан, мирлӗ горняк ӗҫе тухма пуҫтарӑннӑ, тейӗн, тӳртӗш илесси ҫеҫ юлнӑ.

Володьӑпа Толя ватӑ разведчикӑн хӗҫпӑшалӗсем ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

— Эх, — чӑтаймарӗ Володя, — пире пекӗ пекки те пулин парасчӗ, пушӑ алӑпа тухатпӑр вӗт.

— Эпӗ сана тӑнлӑ ача тесе, санӑн пуҫӑнта айван шухӑшсем те туллиех иккен, — ҫилленчӗ Шустов. — Тавҫӑрса ил-ха эс: сана нимӗҫсем ярса илсен, сан ҫумӑнта хӗҫпӑшал пулсан, мӗн пулма пултарать? Сана та вилӗм, пире те пӗрлех тӗп тӑвӗҫ. Шухӑшлас пулать, тусӑм! Эпӗ хам та ҫӳле кайнӑ чух ҫак пурлӑхсене киле хӑваратӑп. Мирлӗ гражданин — ҫавӑ кӑна. Паян эпӗ, ҫак хӑшпӗр япаласене штольньӑра кӗтмен хӑнасене тӗл пулас-тӑвас пулсан, ҫавсене хӑналама тесе илтӗм.

Ваня Гриценко хӑйӗн юлташӗсем ҫине кӗвӗҫӳллӗн пӑхать. Малтанлӑха ӑна Володьӑпа Тольӑна пӗлнӗ шӑтӑк патне ӑсатса яма ҫеҫ хушнӑ. Ҫӳле кайма халӗ ӑна юраман: Кивӗ Карантинта Ваньӑна пит лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл хӑвӑрт таврӑнни пурне те тӗлӗнтерме пултарнӑ. Гриценкопа ывӑлӗ поселокран эвакуаципе кайнӑ, тесе сасӑ сарнӑ-ҫке.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех