Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.19 00:18

Пуплевӗш: 374; Сӑмах: 3370

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Асар-писеррӗн алхасса ҫӳрет тӑван ҫеҫенхир тӑрӑх хӗвелтухӑҫ ҫилӗ. Тип варсене юр хӳсе кайнӑ. Улӑхсемпе васансене тикӗсленӗ. Ҫулсем те, сукмаксем те ҫук. Пур ҫӗрте те ҫил урлӑ-пирлӗ ҫулласа пӗтернӗ ҫара шурӑ тӳремлӗх тӑсӑлать. Вилӗ выртать тейӗн ҫеҫенхир. Тӳпере хутран-ситрен кӑна ҫак ҫеҫенхир пек, ҫуллахи ҫул айккинчи юр ҫӗлӗклӗ (йӗри-тавра ҫӑра ашкӑрса ӳснӗ хура армути тӗмӗсем ҫав ҫӗлӗке хӗррипе акӑш-макӑш илемлӗ хантӑр тытса ҫавӑрнӑ пек кӑтартаҫҫӗ), ҫӳллӗ куринке пек ватӑ ҫӑхан вӗҫсе иртет. Сывлӑша ҫунаттисемпе шилеттерсе ҫурса, пыр тӗпӗпе йынӑшнӑ пек кранклатса вӗҫсе иртет ҫӑхан. Инҫете вӗҫтерсе каять ҫил унӑн сассине, вӑл вара ҫӗрлехи шӑплӑхра хулӑн баслӑ хӗлӗхе темле асӑрхамасӑр пырса сӗртӗннӗ майлӑ вӑрахчен те салхуллӑн янӑраса тӑрать.

Анчах юр айӗнче те пур-пӗр пурӑнать ҫеҫенхир. Унта, юрпа кӗмӗлленсе, сухаласа пӑрахнӑ уйсем шӑнса хытнӑ хумсем пек мӑкӑрӑла-мӑкӑрӑла тӑсӑлаҫҫӗ, кӗркунне сӳрелесе хӑварнӑ ҫӗр вилнӗ пек хускалмасӑр кӑтрашкаланса выртать, — унта ӳксе пӗтнӗ кӗрхи калча саралса выртать. Йӑпӑрка симӗскер, хытса ларнӑ сывлӑм евӗр куҫҫулӗ витсе илнӗскер, вӑл кӗрпеклӗ хура ҫӗр ҫумне шӑнса ӗнтӗркенӗ пек лӑпчӑнать, унӑн сиплӗхлӗ хура юнӗпе тӑранать, ирӗлсе эрешмен карти пек ҫӳхелнӗ йӑлтӑркка пӑра шӑтарса ҫӗкленес, май уйӑхӗнче акӑш-макӑш ашкӑрса симӗсленес тесе, ҫуркуннене, хӗвеле кӗтет. Ҫӗкленетех вӑл вӑхӑчӗ ҫитсен! Ун хушшинче вара путене аҫисем ҫапӑҫӗҫ, ун тӑрринче апрельти тӑри юрри шӑнкӑравлӑн чӳхенсе тӑрӗ. Ҫавнашкалах ӑшшӑн ҫутатӗ ӑна хӗвел, ҫав ҫилех ӑна хӑйӗн курӑнман ҫунаттисемпе ачашласа ҫупӑрлӗ. Пулатех вӑл ҫапла — пиҫсе ҫитнӗ тулли тӗвӗллӗ пучах, юхтарса ҫӑвакан шалкӑм ҫумӑрсемпе хаяр ҫилсем муталаса лутӑрканӑскер, хӑйӑхлӑ пуҫне ҫӗрелле усиччен, хуҫин ҫивчӗ ҫави ҫулса пӑрахса, итем ҫине шултра те йывӑр пӗрчисене ӳкериччен ҫапла пулать.

Пӗтӗм Дон тӑрӑхӗ вӑрттӑн, пусӑрӑнчӑк пурнӑҫпа пурӑнчӗ. Тӗксӗм кунсем ҫывхарчӗҫ. Мӗн пулас-килесси патнех ҫитсе тӑнӑ. Тури Дон енчен, Чир, Цуцкан, Хопер, Еланка тӑрӑх, — казак хуторӗсем сапаланса ларса тухнӑ пысӑк тата пӗчӗк юхан-шывсем тӑрӑх, — хӑрушӑ сас-хура шуса анчӗ. Хум пек кусса килсе Донец леш енне ҫитсе чарӑннӑ фронт мар, васкаварлӑ (чрезвычайлӑ) комиссисемпе трибуналсем хӑрушши ҫинчен сӑмах ҫӳрерӗ. Вӗсем кӗҫ-вӗҫ персе ҫитессе станицӑсенче кашни кун шиклӗн кӗтни ҫинчен калаҫрӗҫ: ӗнтӗ Мигулинскипе Казански станицӑсене пырса та тухнӑ имӗш; вӗсем унта шуррисем енче ҫапӑҫнӑ казаксене кӗске те тӗрӗс мар суд туса айӑплаҫҫӗ текелерӗҫ. Тури Дон казакӗсем фронта пӑрахса кайни вӗсене тӳрре кӑлармасть пулать, сучӗ вара ытла та ансат имӗш: айӑплаҫҫӗ, пӗр-икӗ ыйту, унтан приговор — пулемет айне. Казанскипе Шумилински станицӑсенче халех иккен пӗр казак пуҫӗ ҫеҫ мар ҫатрака ҫапӑсем хушшинче пуҫтармасӑр-мӗнсӗр йӑваланса выртнӑ пек калаҫкаларӗҫ… Фронтовиксем кулкаларӗҫ кӑна: «Суя! Офицерсен халапӗ! Кадетсем тахҫанах пире Хӗрлӗ Ҫарпа хӑратаҫҫӗ!» — терӗҫ.

Сас-хурасене ӗненчӗҫ те, ӗненмерӗҫ те. Унччен те хуторсенче мӗн кӑна суйса калаҫмарӗҫ пулӗ. Хавшак чунлисене ырӑ мар хыпар-хӑнар шуррисемпе пӗрле чакма хӗтӗртрӗ. Ҫапах та фронт иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӑлӑм куҫ хупмасӑр ҫӗр каҫакансем те сахал тупӑнмарӗҫ: вӗсемшӗн минтер вӗри, вырӑн хытӑ пулчӗ, тӑван арӑм юттӑн туйӑнчӗ.

Хӑш-пӗрисем хӑйсем Донец леш енне кайманшӑн кулянсах кулянчӗҫ, анчах пулни-иртнине ӗнтӗ каялла тавӑраймӑн, пӗрре ӳкернӗ куҫҫуле тепре ҫӗклеймӗн.

Татарски хуторӗнчи казаксем каҫсерен тӑкӑрлӑксенче пуҫтарӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗҫ, унтан килсем тӑрӑх ҫӳресе сӑмакун ӗҫрӗҫ. Шӑпӑрт та хавассӑр пурнӑҫпа пурӑнчӗ хутор. Ӳте кӗрсенех хуторта пӗртен-пӗр туй ҫеҫ шӑнкӑравсемпе чӑнкӑлтатса иртрӗ: Мишка Кошевой йӑмӑкне качча пачӗ. Ун пирки те вара йӗплесе мӑшкӑлласа сӑмах турӗҫ:

— Тупнӑ мӑшӑрланмалли вӑхӑт! Хӗстерсе ҫитернӗ пулӗ-ха!

Влаҫа суйланӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне хуторта хӗҫпӑшал кайса паман кил юлмарӗ те. Моховсен ревком йышӑнса илнӗ ҫуртӗнчи ӑшӑ ҫенӗкпе коридор хӗҫпӑшалпа тулса ларчӗ. Петро Мелехов та хӑйӗннипе Григорий винтовкисене тата икӗ наганпа хӗҫ пырса пачӗ. Офицер наганӗсене пиччӗшӗпе шӑллӗ килӗнчех хӑварчӗҫ. Германи вӑрҫинчен юлнисене ҫеҫ леҫрӗҫ.

Петро ҫӑмӑлланнӑ чунпа килне таврӑнчӗ. Григорий, ҫаннисене чавси таран тавӑрса, курницӑра икӗ винтовка затворӗн тутӑхнӑ пайӗсене сӳтсе тӑкнӑ та краҫҫынпа тасатса аппаланать. Винтовкисене путмар сакки ҫумне тӑратса хунӑ.

— Ку ӑҫтан? — Петрон тӗлӗннипе мӑйӑхӗ те усӑнса анчӗ.

— Атте ман пата Филоновӑна пырсан илсе килнӗ. Григорин хӗсӗннӗ куҫ хушӑкӗсенче ҫутӑ пайӑркисем чӳхенме пуҫларӗҫ. Вӑл, краҫҫынпа йӗпетнӗ аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, ахӑлтатса ячӗ те, шӑлӗсене кашкӑрла шаклаттарса илсе, ҫавнашкалах сасартӑк кулма чарӑнчӗ:

— Винтовка — мӗн вӑл!.. Пӗлетӗн-и, — пӳртре ют ҫын никам та ҫук пулин те, пӑшӑлтатса калаҫрӗ вӑл, — атте паян мана ним тунмасӑр каларӗ. — Григорий каллех куллине ҫӑтса ячӗ. — Унӑн пулемет та пур иккен.

— Суя-а-тӑн! Ӑҫтан? Мӗн тума?

— Обозри казаксем пӗр хутаҫ турӑхшӑн парса ячӗҫ, тет. Ҫапах та тыттарать, ман шутпала, ватӑ эсремет! Вӑрланӑ пуль-ха! Вӑл тислӗк хурчӗ пекех, ҫӗклеме вӑйӗ ҫитмен япаласене те йӑлтах сӗтӗрет. «Манӑн анкартинче пулемет пур, ҫӗр айне чавса лартрӑм, — тет мана пӑшӑлтатса. — Пружини атӑ йӗппи тума селӗм те, тивес мар, терӗм». «Мӗн тума сана пулемет?» — ыйтатӑп хайхи. «Хаклӑ пружинӑна ӑмсантӑм, — тет. — Тен, мӗн те пулин тума кирлӗ пулӗ. Япали хаклӑ — тимӗртен тунӑ…»

Петро тарӑхса кайрӗ, ашшӗ патне кухньӑна кӗресшӗнччӗ, Григорий чарчӗ:

— Пӑрах! Пулӑш тасатса пуҫтарма. Ятланипе мӗн усси унран?

Винтовка кӗпҫисене сӑтӑркалсеа тасатнӑ хушӑра Петро чылайччен мӑшлата-мӑшлата сывларӗ, унтан шухӑша кайнӑ пек каласа хучӗ:

— Вӑл, тен, чӑнах та… кирлӗ те пулӗ. Пултӑрах тата.

Ҫав кун Томилин Иван Казанскинче казаксене персе вӗлерме пуҫланӑ текен хыпар илсе килчӗ. Кӑмака патӗнче чӗлӗм туртрӗҫ, калаҫса ларчӗҫ. Сӑмах хушшинче Петро тимлесех темӗн шухӑшларӗ. Шухӑшлама хӑнӑхманран, ҫакӑ уншӑн йывӑр пулчӗ, ҫамки ҫине тар шӑрҫаланса тухрӗ.

— Халех Яшка Фомин патне Рубежина каятӑп, — пӗлтерчӗ вӑл Томилин тухса кайнӑ хыҫҫӑн. — Вӑл килӗнчех халь, каларӗҫ мана. Округри ревком ӗҫӗсемпе ҫавӑрттарать, теҫҫӗ. Тем тесен те — тӳрем ҫӗрте тунката. Тем пулас-килесрен хута кӗме ыйтатӑп.

Пантелей Прокофьевич кӗсрене хуплӑ ҫунана кӳлсе тӑратрӗ. Дарья ҫӗнӗ кӗрӗкӗпе кӗптенчӗ те Ильиничнӑна вӑрахчен темӗн пӑшӑлтатса калаҫрӗ. Иккӗш те кӗлете кӗрсе кайрӗҫ, унтан ҫыхӑ йӑтса тухрӗҫ.

— Ку мӗн? — ыйтрӗ старик.

Петро шарламарӗ, Ильинична хӑвӑрт тӑрӑлтатса пӑшӑлтатрӗ:

— Эпӗ унта ҫу пухса пынӑччӗ, сых ятне тесе упрарӑм. Халӗ ӗнтӗ ҫу ҫинчен шухӑшламалли вӑхӑт мар, Дарйӑна патӑм. Илсе кайтӑрах кучченеҫ Фомин арӑмӗ валли, тен, пулӑшӗ Петькӑна лешӗ, — унтан йӗрсе ячӗ. — Ҫӳрерӗҫ, ҫӳрерӗҫ вӑрҫӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе, пурнӑҫа хӗрхенмерӗҫ. Халӗ ав, пакунсем тесе, тем курса ларас пулать…

— Чарӑн, ҫӗрӗк! — Пантелей Прокофьевич тарӑхса чӑпӑрккине утӑ ҫинелле ывӑтрӗ, Петро патне пычӗ. — Эсӗ ӑна тулӑ пама пул.

— Мӗн мурне кирлӗ вӑл ӑна! — хӗремесленсе кайрӗ Петро. — Сирӗн Аникушка патне кайса кӑмӑшка туянса килесчӗ, атте, атту — тулӑ!

Пантелей Прокофьевич, аркӑ айне пытарса, пӗр витре кӗрекен кӑкшӑмпа сӑмакун илсе таврӑнчӗ.

— Эрехӗ лайӑхскер, аҫа ҫапман! — терӗ ырласа. — Микулайскипе пӗрех.

— Эсӗ хыпса та ӗлкӗртӗн пулать, ватӑ кӗрт! — сиксе ӳкрӗ ун ҫине Ильинична; анчах старик илтмӗше печӗ тутӑ кушак аҫи пек куҫне хӗскелесе, эхлеткелесе, кӑмӑшка пӗҫертнӗ тутине ҫаннипе шӑлкаласа, маттур каччӑ пек шуххӑн пӳртелле уксахласа кӗрсе кайрӗ.

Петро картишӗнчен тапранса тухрӗ те уҫӑ хапхана, хӑна пек, хупмасӑрах хӑварчӗ.

Службӑра пӗрле ҫӳренӗ, халӗ питӗ хӑватлӑ ҫын пулса тӑнӑ казак патне вӑл хӑйӗнчен те парне илсе кайрӗ: кӑмӑшкасӑр пуҫне — вӑрҫӑччен тӗртнӗ шевиот тӗрки, сӑран атӑпа пӗр кӗрепенкке хаклӑ йышши чей. Ҫаксене пурне те вӑл Лискинче, станцие ҫапӑҫупа илнӗ хыҫҫӑн 28-мӗш полк вакунсемпе складсене ҫаратма салансан, тупнӑччӗ…

Ҫакӑн чухне вӑл ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тытса илнӗ пуйӑс ҫинчен хӗрарӑм кӗпи-йӗмӗ тултарнӑ карҫинкка йӑтса тухрӗ. Ӑна вӑл фронта пырса кайнӑ ашшӗнчен парса янӑччӗ. Дарья вара, Натальйӑпа Дуняшкӑна чӑтма ҫук кӗвӗҫтерсе, унччен нихҫан курман кӗпе-йӗмпе вӗҫкӗнленсе ҫӳрерӗ. Ют ҫӗршывра тӗртнӗ ҫав тери ҫӳхе пир юртан та шурӑччӗ, кашни япали ҫинех гербпа инициалсем пурҫӑн ҫиппе эрешлесе тӗрленӗччӗ. Йӗмӗ ҫумӗнчи чӗнтӗрӗсем Дон кӑпӑкӗсенчен те кӑпӑшраххӑн ҫӗкленсе тӑратчӗҫ. Дарья упӑшки таврӑнсан малтанхи каҫ ҫав йӗмпе ҫывӑрма выртрӗ.

— Эппин, арҫын йӗмӗпе ҫӳретӗн пулать-ха? — хӗрхеннӗ пек кулкаласа шӑл йӗрчӗ Петро ҫутӑ сӳнтерес умӗн.

— Унпа ӑшӑрах, тата хитри те хитре, — ӗмӗтлӗн хуравларӗ Дарья. — Ӑнланса пӗтер ӑна: арҫыннӑн пулсан — вӑрӑмрах кирлӗ пек. Чӗнтӗрӗ тата… Мӗне кирлӗ вӑл сире?

— Чаплӑ-ятлӑ арҫынсем чӗнтӗрлине тӑхӑнаҫҫӗ, ахӑр. Мана мӗн? Ҫӳре, ара, — ыйхӑллӑн хыҫкаланса хуравларӗ Петро.

Ку ыйту ӑна питех интереслентермерӗ. Анчах ҫавӑн хыҫҫӑн, арӑмӗпе юнашар выртнӑ чух кашнинчех, чӗнтӗрсем ҫине ирӗксӗррӗн хисеплесе те пӑлханса пӑхрӗ, вӗсене сӗртӗнме те хӑрарӗ, Дарья ҫумӗнчен шиклӗн аяккарах шуса выртакан пулчӗ, Дарйӑран ютшӑна пуҫланине туйрӗ. Ҫав йӗме ниепле те хӑнӑхаймарӗ вӑл.

— Хывса пер йӗмӳ-качкуна! — ҫилленсе кайса татӑклӑн хушса каларӗ Петро виҫҫӗмӗш каҫ. — Хӗрарӑма килӗшмест унпа ҫӳрени, тата япали те вӑл хӗрарӑмӑнни мар. Выртатӑн улпут майри пек! Темле юттӑн курӑнатӑн унпа!

Ирхине вӑл Дарйӑран маларах тӑчӗ. Ӳсӗркелесе, питне-куҫне шӑмарса, йӗме хӑй ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланчӗ. Унӑн пурҫӑн йӗсмисемпе чӗнтӗрӗсем тата хӑйӗн ҫара, чӗркуҫҫийӗнчен аяларах ҫӑра ҫӑмлӑ урисем ҫине вӑл чылайччен те шикленсерех пӑхса тӑчӗ. Унтан тӗкӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те, купарча хыҫӗнчи йӑпӑрка хутламӗсем шалпаррӑн мӑкӑрӑлса тӑнине курса, сурса пӑрахрӗ, ятлаҫса илчӗ, ытла та сарлака йӗм пӗҫҫисем ӑшӗнчен упа пек мӗшеленсе тухрӗ. Ура пӳрни чӗнтӗртен ҫакланнипе темле ҫеҫ арча ҫине кайса ӳкмерӗ, унтан, хальхинче чӑнласах тарӑхса, йӗмӗн йӗсмисене турта-турта татрӗ, тинех ирӗке тухрӗ.

— Мӗн эс? — ыйхӑллӑн ыйтрӗ унран Дарья.

Петро, кӳреннӗ пек мӑшлаткаласа тата ҫине-ҫинех сура-сура пӑрахса, сӑмах та чӗнмерӗ. Те арҫын, те хӗрарӑм валли ҫӗленӗ йӗме вара Дарья ҫав кунах, ассӑн сывласа, арчана пуҫтарса хучӗ (унта хӗрарӑмсем нихӑшӗ те усӑ курма пӗлмен япаласем татах сахал мар выртрӗҫ). Каярахпа ҫав кӑткӑс япаласене сӳтсе кӑкӑр ҫыххисем ҫӗлеме тиврӗ. Юбкисемпе чӑнах та усӑ курма пӗлчӗ вара Дарья; вӗсем темшӗн ытла та кӗскеччӗ, анчах тавҫӑруллӑ хӗрарӑм, чӗнтӗрӗсем аллаппи сарлакӑш пек курӑнса ҫӳретчӗр тесе, аялти юбкине ҫиелти вӑрӑмминчен те вӑрӑмрах пек туса майлаштарса тӑхӑнчӗ. Тытӑнса кайрӗ вара Дарья янкӑсланма, капӑр чӗнтӗр вӗҫӗпе ҫӗр урайне сӗртӗнсе ҫӳреме.

Халӗ те вӑл, упӑшкипе пӗрле хӑнана каяканскер, акӑш-макӑш шукӑль тумланнӑ. Дон тӑрӑхӗнчилле, аркисенче ҫӑмӗ курӑнса тӑмалла ҫӗленӗ кӗрӗкӗ айӗнчен аялти юбкин чӗнтӗрӗсем те курӑнаҫҫӗ, ҫиелти те, ҫӑм пусмаран ҫӗлени, ҫӗнӗ те лайӑхскер: ӑнланса илтӗр Фоминӑн ӳпререн тӳрене тухнӑ арӑмӗ Дарья та ахаль казачка маррине, мӗнле пулсан та, офицер арӑмӗ иккенне.

Петро чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине чаплаттара-чаплаттара илчӗ. Ҫӑмӗ саралса юлнӑ мӑн хырӑмлӑ кӗсре яка ҫулпа, Дон тӑрӑх, ӳппӗн-тӗппӗн лӗкӗстетсе чупрӗ. Рубежин хуторне кӑнтӑрла тӗлне ҫитрӗҫ. Фомин чӑнахах килӗнче-мӗн. Петрона вӑл ыррӑнах кӗтсе илчӗ, сӗтел хушшине лартрӗ, ашшӗ Петро ҫуни ҫинчен айккисем пасарнӑ, утӑ ванчӑкӗ ларса тулнӑ кӑкшӑма ҫӗклесе кӗрсен, сарӑрах хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ.

— Тем-ха курӑнмастӑн эс, тӑванӑм, — чарса хунӑ чакӑр куҫ хӳрипе Дарья ҫине ясаррӑн пӑха-пӑха илсе, сӑмахӗсене килӗшӳллӗ хулӑн сасӑпа тӑсарах каларӗ те Фомин, мӑйӑхне мӑнкӑмӑллӑн пӗтӗрме пуҫларӗ.

— Ху пӗлетӗн, Яков Ефимыч, чаҫсем иртрӗҫ, йывӑр вӑхӑт…

— Вӑл ҫапла-ха. Карчӑк! Пире сан хӑяр, купӑста, типӗтнӗ пулӑ лартса парӑсчӗ.

Вутӑ нумай хутнӑ тӑвӑр пӳртре вӗри. Кӑмака ҫинче ашшӗ сӑнлӑ, ҫавнашкалах чарӑлчӑк кӑвак куҫлӑ арҫын ачипе хӗрачи выртаҫҫӗ. Кӑштах сыпкаласан, Петро ӗҫ ҫине куҫрӗ:

— Хуторсенче чеккасем килнӗ, казаксене тыта-тыта каяҫҫӗ текен сӑмах ҫӳрет.

— Вешенскине вунпиллӗкмӗш Инзенски дивизин трибуналӗ килнӗччӗ. Ну, мӗнех вара? Сана мӗн?

— Мӗнле — мӗн, Яков Ефимыч? Хӑвӑр пӗлетӗр, офицер шутланатӑп. Офицер тесен, калас пулать, — вӑл ячӗ кӑна ман.

— Ну, тата мӗн?

Фомин хӑйне пурте унран хӑйӗнчен килекен хуҫа пек тытать. Эрех сыпкаланӑ хыҫҫӑн пушшех кӗрмекленсе хӑлаҫланма пуҫларӗ. Кӑкӑрне каҫӑртса хучӗ, мӑйӑхне шӑлкаласа, куҫ айӗпе хистевлӗн пӑхрӗ.

Ӑна пӗлсе ҫитсе, Петро мӗскӗне печӗ, хӑйне ун умӗнче кӗҫӗне хурса, йӑпӑлтатса кулчӗ, анчах асӑрхаман ҫӗртенех «эсиртен» «эсӗ» ҫине куҫрӗ.

— Пӗрле пултӑмӑр службӑра иксӗмӗр. Эсӗ ман пирки япӑх калама пултараймастӑн. Хӑҫан та пулин урлӑ пулнӑ-и эпӗ санпа? Ӗмӗрте пулман! Турӑ каҫартӑр, эпӗ ялан казаксемшӗн тӑнӑ!

— Эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, Петро Пантелеевич, ан иккӗлен. Эпир кашнинех витӗр пӗлсе ҫитнӗ. Сана тӗкӗнмеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисене ярса илетпӗр вара. Хӑшӗ-пӗрисене ҫилхисенченех ҫулса тытатпӑр. Кунта нумай ҫӗлен пытанса тулнӑ-ха. Юласса юлнӑ, хӑйсен ав — ӑсӗсенче урӑх шухӑш. Хӗҫпӑшал пытарса усраҫҫӗ… Эсӗ хӑвӑнне леҫрӗн-и тата? Э?

Фомин майӗпен калаҫса ларнӑ хушӑрах ҫав тери хӑвӑрт тапӑнма пуҫларӗ те, Петро пӗр хушӑ ҫухалса кайрӗ, питне палӑрмаллах юн пырса ҫапрӗ.

— Ху кайса патӑн-и эсӗ? Ну, мӗн чӗнмесӗр ларатӑн? — хуптӗрлеме тытӑнчӗ Фомин, сӗтел урлӑ кармашса.

— Панӑ, паллах, Яков Ефимыч. Эсӗ темскер ан шухӑшла… эпӗ пӗр пытармасӑр.

— Пӗр пытармасӑр? Пӗлетпӗр сирӗн йышшисене… Хам кунтисем, — вӑл, хӗрӗнкӗллӗн куҫне хӗссе, лаптак шӑллӑ пысӑк ҫӑварне карса хучӗ. — Пуян казака хӑрах аллуна пар та, тепринче ҫӗҫӗ тытса тӑр, унсӑррӑн хӑй сана яшлаттарать… Йытӑсем! Пӗр нимӗн те пытармасӑр пурӑнакан ҫук. Эпӗ сахал мар ҫынна курса пӑхнӑ. Сутӑнчӑксем! Анчах эсӗ ан хӑра, сана тивмеҫҫӗ. Каланӑ — пулать!

Дарья эрех хыҫҫӑн сутӗн ҫыртрӗ, сӑпайлӑх ячӗшӗн ҫӑкӑрне ҫименпе пӗрех ларчӗ. Кил хуҫи арӑмӗ ӑна тараватлансах хӑналарӗ.

Хӑйне тивес-тӗкӗнес ҫукки ҫинчен шантарса каланипе хӗпӗртесе кайнӑ Петро килне каҫ пулас умӗн тухса кайрӗ.

* * *

Петрона ӑсатнӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич Коршунов хӑти патне калаҫса ларма кайрӗ. Ун патӗнче вӑл хӗрлисем килес умӗн пулнӑччӗ-ха. Лукинична ун чухне Митькӑна ҫул ҫине ӑсатма хатӗрлетчӗ те, килӗнче вӗркӗшӳччӗ, йӗрки-масарӗ ҫукчӗ. Пантелей Прокофьевич, хӑй кунта ытлашши пулнине сиссе, килне кайнӑччӗ. Хальхинче вара вӗсен пурте чиперех-и тесе пӗлме тата, сӑмах май, килсе ҫитнӗ вӑхӑтсемшӗн пӗрле хуйхӑрса илме шут турӗ.

Хуторӑн тепӗр вӗҫне вӑл часах тӗшӗлтетсе ҫитеймерӗ. Ватӑлса кайнӑ тата юлашки вӑхӑтра темиҫе шӑл ҫухатма ӗлкӗрнӗ Гришака мучи ӑна картишӗнче хирӗҫ пулчӗ. Паян вырсарникун, мучи чиркӗве каҫхи кӗлле кайма тухнӑ. Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.

— Мӗн эс, мучи! Ӑсран тайӑлмарӑн пуль, хӑта? Ку вӑхӑтра кам халь хӗрессемпе, кокардӑсемпе ҫӳретӗр?

— Аҫ! — Гришака асатте ал тупанне хӑлхи патне тытрӗ.

— Кокардуна сӳсе пӑрах, тетӗп! Илсе пер хӗресӳсене! Кун пек хӑтланнӑшӑн арестлеҫҫӗ ак сана. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче юрамасть, саккун хушмасть.

— Эпӗ, ывӑлӑм, хамӑн шурӑ патшана парӑнса вӑрҫнӑ. Влаҫӗ ку турӑран мар. Эпӗ ӑна влаҫ тесе йышӑнмастӑп. Эпӗ Александр патшана причак панӑ, мужиксене мар, ҫапла вӑт! — Гришака мучи кӑвакарса тӗссӗрленнӗ тутине мӗкӗлтеттерсе симӗсрех сарӑ мӑйӑхне шӑлса илчӗ те туйипе килӗ еннелле кӑтартрӗ. — Мирон патне-и эсӗ? Вӑл килтех. Митюшкӑна ӑсатрӑмӑр ав. Упрасам ӑна, ҫӳлти турӑ амӑшӗ… Санӑн юлчӗҫ-и-ха? Аҫ? Апла мӗнле пулать-ха ӗнтӗ… Ав мӗнлерех казаксем кайрӗҫ! Хӑйсем наказноя причак панӑ пулӗ-ха. Ҫар облаҫӗшӗн йывӑр вӑхӑт ҫитрӗ, вӗсем арӑмӗсем ҫумӗнче юлнӑ… Наталья тасах-и тата?

— Тасах… Таврӑн, хӗресӳсене вӗҫерсе хур, хӑта! Вӗсемпе юрамасть халь. Эй, турӑ, тӑнранах кайрӑн-и, хӑта?

— Каях! Ҫамрӑк-ха мана вӗрентме! Уттар ху ҫулупа. Гришака мучи хӑти ҫинелле тӳррӗн утса кайрӗ. Пантелей Прокофьевич унӑн-кунӑн пӑхкаласа илчӗ те, шанчӑксӑррӑн пуҫне пӑркаласа, сукмак ҫинчен юр ҫине кӗрсе тӑрса, ӑна ҫул пачӗ.

— Курмарӑн-и пирӗн служивӑя? Вӑт асап! Турри те илсе каймасть ӑна. — Ку кунсенче сисӗнмеллех ватӑлнӑ Мирон Григорьевич хӑтине ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗ. — Хӑйӗн хӗресӗ-мересӗсене ҫакса тултарчӗ, кокардӑллӑ карттусне тӑхӑнчӗ, кайрӗ тухса. Хӑть вӑйпа сӳсе ил ун ҫинчен. Пӗчӗк ачах пулса кайрӗ, нимӗн ӑнланмасть.

— Йӑпантӑр-иҫ, нумаях юлман ӗнтӗ ун… Ну, мӗнле унта пирӗннисем? Гришӑна антихристсем ҫулӑхнӑ тенӗ пек илтсеччӗ те, тӗрӗс-и ку сӑмах? — Лукинична казаксем патне пырса ларчӗ, хуйхӑллӑн чавсаланса янахне тытрӗ. — Инкек-ха пирӗн, хӑта… Тӑватӑ лашана тытса тухса кайрӗҫ, кӗсрепе пукрас тихана кӑна тивмерӗҫ. Йӑлтах юхӑнтарса хӑварчӗҫ!

Мирон Григорьевич хӑрах куҫне пӑшалпа тӗлленӗ пек хӗстерчӗ те ҫӗнӗлле, тулса тӑкӑнакан хаяр тарӑхупа калаҫма тытӑнчӗ:

— Мӗне пула пурнӑҫ саланса кайрӗ? Камра сӑлтавӗ? Ак ҫак эсремет влаҫӗнче! Пӗтӗмпех вӑл айӑплӑ, хӑта. Шухӑшласа пӑх-халӗ, мӗнле вӑл пурне те танлаштарма пултӑр? Хӑть эс ман чуна вӑтӑрса кӑлар та, эпӗ килӗшместӗп! Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫленӗ, пилӗке хуҫнӑ, тарпа исленсе ҫӑвӑннӑ. Халӗ вара ман, нушаран тухас тесе, ӗҫ патне пӳрне ярса курман ҫынпа та пурӑнмалла пулать-и? Ҫук ӗнтӗ, тӑхтаса пӑхар кӑшт! Пурнӑҫ ҫыннин шӑнӑрӗсене касса татать ку влаҫ. Ҫавӑнпа алӑ та усӑнать: мӗн тесе пурлӑх пухмалла, кам валли ӗҫлемелле? Паян ӗҫлесе тупатӑн, ыран килсе кӗреҫҫӗ те пӗтӗмпе шӑлса пуҫтарса каяҫҫӗ… Тата акӑ мӗн, хӑта: ман патӑмра пӗркун Мрыхин хуторӗнчен пӗр пӗлӗш пулчӗ, калаҫса кайрӑмӑр унпа… Фрончӗ кунтах ак, Донец ҫывӑхӗнчех. Тытӑнса тӑраять-и вӑл? Эпӗ, тӗрӗссипе калас пулсан, шанчӑклӑ ҫынсене, хамӑрӑннисене, Донец леш енчи ҫарсене, хамӑртан пулӑшас пулать тесе тӑнлантаратӑп…

— Мӗнле пулӑшас-ха? — пӑлханса, тем пирки хуллен пӑшӑлтатса ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич.

— Мӗнле пулӑшас-и? Ҫак влаҫа тапса сирпӗтмелле! Лайӑххӑн кӑна пырса тапас пулать те, ывтӑнса кайтӑр вӑл каллех таҫти Тамбов кӗпӗрнине. Танлаштарччӑрах вара унта мужиксемпе. Эпӗ хамӑн пурлӑха юлашки ҫип юлмиччен паратӑп, ҫав тӑшмансене анчах пӗтерсе тӑкасчӗ. Кирлӗ, хӑта, тӑн кӗртмеллех! Вӑхӑт! Кайран кая юлатпӑр… Хайхи пӗлӗшӗм каларӗ-ха, казаксем вӗсем патӗнче те пӑлханаҫҫӗ, тет. Пурсӑмӑр пӗр пулса кӑна тытӑнасчӗ! — унтан хӑвӑрт, чыхӑна-чыхӑна пӑшӑлтатса, калаҫма тытӑнчӗ:  — Чаҫӗсем иртсе кайрӗҫ, вӗсем кунта мӗн чухлӗ юлнӑ, тетӗн? Миҫе ҫынне пӳрнепе шутласа кӑларма пулать! Хуторсенче председательсем ҫеҫ… Вӗсен пуҫӗсене татса пересси — пӗрре сурмалӑх ӗҫ. Вешенскинче, ну, мӗнех-ха… Пурсӑмӑр пӗрле ярса илтӗмӗр пулсан — татӑкӑн-татӑкӑн вакласа тӑкатпӑр! Пирӗннисем пӗтме памаҫҫӗ, пӗрлешетпӗр… Тӗрӗс сӑмах, хӑта!

Пантелей Прокофьевич ура ҫине тӑчӗ. Сӑмахӗсене пуҫ тавра шухӑшласа, шиклӗн канаш парса каларӗ:

— Асту, шуса ӳксен — инкек курса лармалла пулать! Казакӗсем иккӗленессе иккӗленеҫҫӗ те-ха, шуйттан пӗлет-и вӗсем ӑҫта сулӑнассине. Кунашкал ӗҫ-пуҫ пирки халь кашнинпех калаҫма хӑрамалла… Ҫамрӑксене пачах ӑнланса пӗтме ҫук, куҫ хупмалла вылянӑ пек пурӑнаҫҫӗ. Пӗри чакакансемпе каять, тепри юлать. Йывӑр пурнӑҫ! Пурнӑҫ мар, тӗттӗм каҫ.

— Ан хӑра, хӑта! — шелленӗ пекрех кулса илчӗ Мирон Григорьевич. — Эпӗ пӗлмесӗр калаҫмастӑп. Ҫынсем — сурӑхсемпе пӗрех: таки ӑҫталла, кӗтӗвӗ те ҫавӑнта каять. Ҫавӑнпа ҫул кӑтартмалла та вӗсене! Ку власть пирки вӗсен куҫӗсене уҫас пулать. Ҫумӑр килмесӗр аслати ҫапмасть. Эпӗ тӳрех калатӑп казаксене: пӑлхав пуҫлас пулать. Вӗсем пур казаксене те ҫакса вӗлерме приказ кӑларнӑ текен сас-хура ҫӳрет. Эппин, мӗнле ӑнланмалла куна?

Мирон Григорьевичӑн куктӗрриллӗ питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ.

— Капла мӗнле-ха, Прокофич? Персе вӗлерме тытӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ… Мӗнле пурнӑҫ пулать ку? Пӑх-ха, пӗтӗмпе ҫак ҫулсенче арканса кайрӗ! Краҫҫын ҫук, шӑрпӑкӗ — каллех, юлашки вӑхӑтра Мохов канфетпа кӑна сутӑ турӗ… Аки-сухи тата мӗнле? Ӗлӗкхинчен шутласан, мӗн чул акаҫҫӗ? Лашасем хӑвармарӗҫ. Манӑнне ав тытса кайрӗҫ, тепринне… Илсе кайма пурте пӗлеҫҫӗ ӑна, ӗрчетекенӗ кам пулӗ? Ӗлӗк, эпӗ каччӑ чух, пирӗн сакӑрвун ултӑ лаша пулсаччӗ. Астӑватӑн пулӗ-ха? Вӑйлӑ чупаканскерсемччӗ, хӑть калмӑка хӑваласа ҫит! Ун чух ҫӑлтӑр хушка ҫӳренни пулнӑччӗ пирӗн. Эпӗ унпа мулкачсене ҫитсе таптататтӑм. Йӗнерлесе ҫеҫенхире тухаттӑмччӗ те мулкача, хыт курӑк ӑшӗнчен хӑратса кӑларса, пӗр ҫӗр чалӑш пек тартаттӑмччӗ — унтан хуса ҫитсе ут чӗрнисемпе таптатса вӗлереттӗмччӗ. Хальхи пекех астӑватӑп. — Мирон Григорьевичӑн пичӗ вӗри хӗлхемлӗ кулӑпа ҫуталчӗ. — Пӗрре ҫапла, ҫил арманӗсем патне кайрӑм та пӑхатӑп — мулкач тӳп-тӳррӗн ман еннелле вӑркӑнса килет. Лашана ун ҫинелле тытрӑм, вӑл ялт! кӑна аяккалла сиксе ӳкрӗ, анаталла анса кайрӗ те яра пачӗ Дон урлӑ леш енне! Мыскари ку ҫӑварни вӑхӑтӗнче пулнӑччӗ-ха. Дон ҫинчи юра ҫил ҫулласа кайнӑ, пӑрӗ шӑвать. Эпӗ ӑна-кӑна пӑхмасӑрах яра патӑм мулкач хыҫӗнчен. Лаша шуса кайрӗ те чанк! кӑна пӑр ҫине ҫапӑнчӗ, пуҫне те ҫӗклеймерӗ. Хӑранипе чӗтреме ертӗм хам! Йӗнере хывса илсе киле хашкаса ҫитрӗм. «Атте, лаша ӳксе вилчӗ ман айра! Мулкач хыҫӗнчен хӑваласаччӗ», — тетӗп. — «Ҫитсе тытрӑн-и хӑть?» — ыйтать хайхи. — «Ҫук». — «Хӳрине йӗнерле те, ҫитсе тыт, йытӑ ҫури!» Ав мӗнлерех вӑхӑтсемччӗ! Пурӑннӑ — йӑпанса савӑннӑ казаксем. Лаша ӳксе вилнӗ — шел мар, мулкачне тытмаллах. Лаши ҫӗр тенкӗ тӑрать, мулкачӗ — вунӑ пус… Эх, мӗн калаҫмалли ӗнтӗ!

* * *

Пӑлханчӑк та кичем шухӑшсем тӑвӑнтарса витернӗ Пантелей Прокофьевич хӑти патӗнчен пушшех те хыпӑнса тухса кайрӗ. Ӗнтӗ вӑл пурнӑҫ тытӑмӗ темле пачах урӑх, хӑйӗншӗн тӑшманла вӑй аллине кӗрсе ӳкнине пӗтӗм чунӗпеле туйрӗ. Ӗлӗкрех вӑл пурнӑҫа, лайӑх ҫӳреме вӗрентсе ҫитернӗ лашана чӑрманчӑклӑ ӑмӑртура тытса пынӑ пек, кӑрӑн-карӑн тытса пынӑ пулсан, ӑна хӑйне халь пурнӑҫ чӑм кӑпӑка ӳксе ӗрӗхекен урхамах пек сӗтӗрет; вӑл ӑна тытса пымасть ӗнтӗ, унӑн силленсе-сулкаланса пыракан ҫурӑмӗ ҫинче хевтесӗррӗн ҫапкаланать кӑна, ӳксе юлас мар тесе, мӗскӗннӗн тӗрмекленет. Килес кунсене тӗтре карса илнӗ. Нумай пулать-и-ха Мирон Григорьевич чи пуян хуҫаччӗ? Анчах иртнӗ виҫӗ ҫул унӑн хӑватне пӗтӗмпех якатса кайрӗ. Тарҫисем саланчӗҫ, тырпул тӑхӑр хут сахал акса тӑвать; вӑкӑрӗсемпе учӗсем ахаль те, тӗрекне ҫухатнӑ хаксӑр-мӗнсӗр укҫалла та картишне пушатса хӑварчӗҫ. Пурте тӗлӗкре пулса иртрӗ тейӗн. Йӑлтах Дон ҫийӗн шӑвӑнакан тӗтре пек юхса кайрӗ. Пӗртен-пӗр пӳрчӗ кӑна хӑйӗн тӗлӗнмелле кукӑрӑлчӑкӗсемпе эрешлентернӗ балконӗпе тата тӗссӗрлене пуҫланӑ чӗнтӗрлӗ карнизӗпе асӑнмалӑх юлчӗ. Вӑхӑтсӑр ҫутатса кайрӗҫ Коршуновӑн тилӗ ҫӑмӗ пек хӗрлӗ сухалне кӑвак пӗрчӗсем, унтан тӑнлавӗ ҫине куҫса йӑва ҫавӑрчӗҫ: малтанах — тӑмлӑ тӑпра ҫинчи типчак курӑкӗ пек — пӗчӗк тӗмескепе, унтан хурлӑхлӑ шурӑ пайӑркасем сарӑ хӗрлӗ тӗсе ҫӗнсе илчӗҫ те тӑнлавӗсем ҫинче асар-писеррӗн сарӑлса ашкӑрчӗҫ, хӗрлӗ ҫӳҫе хӗссе пырса, пӗрер пӗрчӗн тыта-тыта илсе, пӗтӗм лӗпкине хупласа хучӗҫ. Мирон Григорьевичӑн чунӗнче те ӗнтӗ икӗ хире-хирӗҫ вӑй хаяррӑн кӗрешрӗ: сарӑ хӗрлӗ юн пӑлханса вӗрерӗ, ӗҫе хӑваларӗ, акма, ҫурт-йӗрсем тума, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсене юсама, пуйма хӑваласа хистерӗ; анчах ҫав хушӑрах пуҫа: «Кирлӗ мар мул пухма. Усӑсӑр ҫухалать!» — текен салхуллӑ шухӑшсем хӗсӗне-хӗсӗне кӗчӗҫ, пурне те сӳрӗклӗхӗн виле сӑнӗ пек шуранка тӗсӗпе витрӗҫ. Нӗрсӗрленнипе хӑрушшӑн курӑнакан аллапписем мӑлатука е алӑ пӑчкине ӗлӗкхи пек хыпӑнчӑклӑн ярса тытмарӗҫ, ӗҫпе лутӑрканса ваннӑ вараланчӑк пӳрнисене хускаткаласа, супъяххӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче выртрӗҫ. Ватлӑх вӑхӑтсӑр килсе ҫитрӗ. Ҫӗр йӗрӗнтерекен пулчӗ. Ҫуркуннесенче Мирон Григорьевич ун патне, савман арӑмӗ патне пынӑ пек, йӑлишӗн, тивӗҫлипе кура ҫеҫ пычӗ. Савӑнӑҫ-хавассӑр мул пухрӗ вӑл; ҫухатасса та ӑна пит ытлашши хуйхӑрмасӑр ҫухатрӗ… Ҫавӑтса тухса кайрӗҫ хӗрлисем лашасене, — вӑл хӑнк та тумарӗ тейӗн. Икӗ ҫул каялла ав пустуй япалашӑнах — вӑкӑрсем таптаса ватнӑ утӑ купишӗн ҫеҫ — арӑмне чут ҫеҫ сенӗкпе тирсе пӑрахмарӗ. «Ытла ҫӑткӑнланса туртрӗ Коршунов, кӳпсе тултарчӗ, халӗ ак каялла хӑсать», — калаҫрӗҫ ун пирки кӳрши-аршисем.

Пантелей Прокофьевич киле лӑкӑштатса ҫитрӗ те кӑштах канса илме тесе, кравать ҫине выртрӗ. Кӑкӑр шӑмми айӗнче темскер ӗмрӗ, пырӗ патне, темле шӗвӗр япалапа тирӗнтернӗ пек ыраттарса, йӗксӳ капланчӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн карчӑкӗнчен вӑл тӗпсакайӗнчен йӳҫӗтнӗ арбуз илсе тухса пама ыйтрӗ. Пӗр татӑк ҫисе ячӗ те чӗтреме пуҫларӗ, аран кӑмака патне утса ҫитрӗ. Ир енне вӑл, тиф вӗрилентерсе ҫунтарнипе ним пӗлми-туйми пулса, тӑнсӑр йӑваланса выртрӗ. Юн кӗвелсе ларнӑ тута хӗррисем ҫурхаланчӗҫ, сӑнӗ сарӑхса кайрӗ, куҫ шуррисем кӑвакарса тухрӗҫ. Дроздиха папаҫ унӑн юн тымарне касса уҫрӗ, алӑри венӑран тикӗт пек хура юна икӗ турилкке сӑрӑхтарса кӑларчӗ. Анчах тӑна кӗреймерӗ вӑл, пичӗ кӑна кӑвакарса шуралчӗ, сывлӑша хӑркӑлтатса ҫӑтакан хура шӑллӑ ҫӑварӗ пушшех те ытларах карӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех