Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах мӗнле лайӑх вӑл ирсерен ваннӑра ҫӑвӑнасси, малтан шывӗ ӑшӑ-ӑшӑ, унтан ӑшӑ шыв юхакан крана пӑрса хуратӑн та тепӗр крана уҫатӑн — унтан ваннӑри ӑшӑ шыв юхса тухать, сивӗ шыв юхакан кран вара ҫаплах уҫӑ тӑрать, ҫавӑнпа та ваннӑри шыв майӗпенех сивӗнсе, сивӗнсе пырать, мӗнле лайӑх ку!
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Австри, унтан — Бургунди утлӑ ҫарӗсене те, пушшех те йышлӑскерсене, вӗсем кашни тӗл пулмассеренех ҫапа-ҫапа салатнӑ; унтан вӗсемпе тата ытти утлӑ ҫарсем ҫапӑҫма хӑтланса пӑхнӑ, анчах лешсем вӗсене те яланах арката-арката тӑкнӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан Машӑпа Рахель пычӗҫ те платьесемпе тӗрлӗ япаласене пӑхса тухма пуҫларӗҫ: лайӑх кӗрӗксӗр пуҫне, мӗн пурришӗн 450 тенкӗ пама юрать, терӗ Рахель; Мерцалова шучӗпе те унтан ытла тӑмасть иккен; Рахель шучӗпе, кӗреке сутма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен тата виҫӗ уйӑхран пурпӗрех ҫӗнӗ кӗрӗк тумалла пулать; ҫапла вара, пӗр 10 сехет тӗлнелле суту-илӳ ӗҫне туса пӗтерчӗҫ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, вӑл вӑйпа хистемен: анчах та эсир унтан хӑтӑлайман та — кирлӗ чухне вӑл хӑйӗн калас шухӑшне икӗ-виҫӗ сӑмахпа та пулин каласа панӑ-панах, эсир вара вӑл мӗн ҫинчен тата мӗнлерех калаҫассине ӑнланнах ӗнтӗ; унтан вӑл: «Калаҫу мӗн ҫинчен пулассине эсир халӗ пӗлетӗр ӗнтӗ; усӑллӑ пулас пек туйӑнать-и сире ҫак калаҫу?» — тесе ыйтнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах идилли сарӑлнӑ япала мар, ҫавӑнпа ҫынсем унтан ютшӑнаҫҫӗ тени вӑл хирӗҫ калани мар вӗт: вӗсем унтан юптарура тилӗ виноградран ютшӑннӑ пек ютшӑнаҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сасартӑк ҫӳреме пӑрахнине ан асӑрхаччӑр тесе, Кирсановӑн Лопуховсем патне ҫитес кунсенче тепӗр икӗ-виҫӗ хут, унтан вара тепӗр эрнерен, кайран пӗр уйӑхран, унтан вара тата ҫур ҫултан кӗрсе тухма тивет.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӗтел хушшинче Марья Алексевна, чӑнах та, урӑх ятлаҫмарӗ, мӗкӗрсе анчах ларчӗ, кӑна та-ха талпӑшас, чӑркӑшас тесе мар, хӑйӗн ҫилли ҫаврӑнтӑр тесе ҫеҫ; унтан вара канма та выртмарӗ, ларчӗ те пӗрре те хускалмарӗ, мӑкӑртатса кӑна ларчӗ, унтан мӑкӑртатми те пулчӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, юлашкинчен: — Матрена! Улпута вӑрат-ха, ман пата килме кала, — терӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сторешников килӗшет, услови ҫӑмӑл пулнӑран хавасланнипе унӑн пит-куҫӗ ҫуталса илет, анчах Жюли паҫӑрхи пекех хытӑ кӑмӑллӑ, вӑл пӗрмаях малалла тӑсать, пӗрмаях ӑнлантарса парать… «пӗрремӗшӗ — ӑна кирлӗ, иккӗмӗшӗ те ӑна, анчах унтан ытларах сире кирлӗ: эпӗ апата пӗр эрнелӗхе хӑварӑп, унтан тата тепӗр эрнелӗхе, вара ӗҫ манӑҫа та тухӗ, анчах эсир ҫакна ӑнланӑр: эсир ҫамрӑк хӗр ҫинчен мӗнле те пулин сӑмах каласа, вӑл ӗҫ ҫинчен астутармасан кӑна, ыттисем вӑл ӗҫе манӗҫ», — тата ыт. те.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унтан килте эрне хушши каллех лӑпкӑ тӑнӑ, хӑна кӑшкӑрашман, анчах пӳлӗмрен те тухса ҫӳремен, унтан вара килне кайнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫамрӑк ҫын нумайччен ҫамкине сӑтӑркаласа тӑчӗ, унтан мӑйӑхне пӗтӗркелеме пуҫларӗ, унтан хӑйӗн пальто ҫанни ҫине пӑхса илчӗ; юлашкинчен, вӑл мӗн тумаллине шутласа илчӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хуран куклипе хӑйма та — чаплӑ апат, темрен те чаплӑрах, уйрӑмах вӗсене, ҫав кукӑльсене, тулли турилкке хурса парсан, унтан, тепӗр хут тата ытларах хурса, купипе купаласа парсан, аван, унтан вара, хӑйма тӗпнех ҫиттӗр, унти кашни кукӑле хӑйма тивтӗр тесе, ҫав турилккене майӗпен силлесен аван.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унтан пуҫӗнчи явлӑкне сӳсе илчӗ, тет те, турине кӑларчӗ, тет, Тимошкӑн ҫӳҫне тураса якатрӗ, унтан тутине чуп турӗ те кайрӗ, тет.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чи малтан эпӗ — коммунист, унтан вара… факт! унтан вара колхоз председателӗ.Я сначала — коммунист, а потом уж… факт! а потом уж председатель колхоза!
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Малтан Таганрогра, унтан Дон-ҫи-Ростовра, Мариупольре, вара, юлашкинчен, Луганскра пулнӑ, унтан вӑл, хӑйӗн сарлака хулпуҫҫийӗпе ҫамрӑк совет влаҫне тӗрев парас тесе, Хӗрлӗ гвардине ҫырӑннӑ.
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Акӑ хайхи, юлашкинчен, хытнӑ си ишӗлсе анчӗ те, шӑтӑкран факелӑн хӗрлӗ хӗлхемӗ, унтан такамӑн савнӑҫ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ хура сӑн-пичӗ, унтан татах факелсемпе пит-куҫсем курӑнчӗҫ, вара ҫӗнтернипе, савӑннипе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ — о, ку ман пурнӑҫра чи лайӑх кун пулчӗ, аса илетӗп те ӑна, ҫук, эпӗ кӑлӑхах пурӑнман тетӗп!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Йӗкӗт малтанлӑха ним тума аптранипе куҫне хупрӗ, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса ярса: ах, чудак! — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан вӑл, ура ҫине тӑмасӑрах, хӑйӗн кутамккине тусан тӑрӑх сӗтӗрсе тата ҫава тӑпсине чулсем ҫийӗпе шӑкӑлтаттаркаласа, хӑйӗн тумбочки патӗнчен Челкаш патне упаленсе куҫса ларчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унтан, унтан вара… пулма пултарать вӗт тем те».
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Вутӑ илсе килчӗҫ, шыв тултрӗҫ, вут хутса ячӗҫ, унтан пӗр-пӗрин хушшинче, ҫӗрулмине хӑҫан пӗҫерме лартассипе лартас марри ҫинчен пӑшӑлтатса тавлашса илчӗҫ, унтан темскер йӑвантарса ячӗҫ, шыв тултарнӑ чугун пулас, мӗншӗн тесен кӑмакари вут пуленккисем чӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Марине инке вӑрахчен-вӑрахчен аллине саппун аркипе шӑлса тӑрӗ, унтан ҫыруне аллине илӗ, лампа ҫывӑхнерех тытса вуласа тухӗ, унтан аса илсе, Тимка умне кӑкшӑмпа сӗт лартӗ, пысӑк-пысӑк ҫӑкӑр чӗллисем касса хӑналама тытӑнӗ:
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951