Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I сыпӑк

Пай: Челкаш

Автор: Ҫемен Элкер

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Хушнӑ: 2019.10.23 23:37

Пуплевӗш: 299; Сӑмах: 2683

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Грузчиксем ӗҫ пӑрахсан, шавлӑ ушкӑнсемпе гавань тӑрӑх сапаланса кайсан, вӗсем, усламҫӑсенчен тӗрлӗрен ҫимеллисем илсе, унтах ҫул ҫинчи сулхӑн кӗтессене майлашса ларсан, — гавань халӑхӗ лайӑх пӗлекен, тӗнче каснӑ ватӑ кашкӑр, ӗҫкӗрен уйрӑлман каскӑн этем, хӑюллӑ вӑрӑ — Гришка Челкаш курӑннӑ. Вӑл ҫара уран, кивелнӗ, якалнӑ бархат евӗр шӑлаварпа, ҫара пуҫӑн, ҫурӑк ҫухавиллӗ вараланчӑк ҫитсӑ кӗпепе; кӗпи ҫурӑкӗнчен унӑн кӗрен тӗслӗ ӳчӗ тата туртӑннӑ, типшек, кӗтеслӗ шӑммисем курӑнса тӑнӑ. Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ. Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ. Вӑрӑм, ырхан, кӑштах курпунлӑскер, вӑл чулсем тӑрӑх хуллен, кукӑр сӑмсипе ҫаврӑнкаласа, сивӗ те чакӑр куҫӗпе хӑй йӗри-тавра ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхса, грузчиксем хушшинче такама шыраса утнӑ. Унӑн ҫӑра та вӑрӑм, хӑмӑр мӑйӑхӗ кушак аҫинни пек яланах сиккелесе тӑнӑ; ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ аллисем вӑрӑм та кукӑр, вӗсем, качамаклӑ пӳрнисемпе чӗтревлӗн пӗтӗрӗнкелесе, пӗр-пӗринпе сӑтӑрӑнкаланнӑ. Кунта та, хӑй пекех ҫӗршер ҫарамас кӗлеткесем хушшинче те, Челкаш хӑйӗн ҫеҫенхир хурчӑки евӗрлӗхӗпе, тискер вӑрӑнни пек типшӗмлӗхӗпе тата мӗнле те пулин тӗллесе утнипе, ҫиелтен пӑхсан, — лӑпкӑн та майӗпен пек, анчах та ӑшӗнчен — тискер кайӑк вӗҫнӗ пек ярӑнса та сӑнаса утнипе хӑй ҫине пурне те асӑрхаттарса пӑхтарнӑ.

Вӑл кӑмрӑк тултарнӑ карҫинкка купийӗсен сулхӑнне вырӑнаҫса ларнӑ босяк — грузчиксен пӗр ушкӑнӗ тӗлне ҫитсен, ӑна хирӗҫ тӑмсай сӑн-сӑпатлӑ, пӑчӑр-пӑчӑр хӗрлӗ питлӗ, нумай пулмасть хӗненӗрен пулас, чӗркеленсе пӗтнӗ мӑйлӑ, тӑлпан лутра ҫын сиксе тӑчӗ. Вӑл тӑрса, Челкашпа юнашар утма тытӑнчӗ те шӑппӑн калама пуҫларӗ:

— Флотскисем икӗ тӗрке мануфактура ҫӗтернӗ… шыраҫҫӗ.

— Ну? — лӑпкӑн ыйтрӗ Челкаш, куҫӗпе шӑппӑн виҫсе илсе.

— Мӗскер тата — ну? Шыраҫҫӗ, тетӗп. Урӑх нимӗн те ҫук.

— Шыраса тупмашкӑн пулӑшма мана чӗнеҫҫӗ-и-мӗн? Челкаш, йӑл кулса илсе, Ирӗклӗ флот пакгаузӗ еннелле пӑхрӗ.

— Кай, хӑямат патне! Юлташӗ каялла ҫаврӑнчӗ.

— Эй, тӑхта-ха! Сана кам капла тӗрлесе ячӗ? Ха, вывескӑна епле пӑснӑ… Мишкӑна курмарӑн-и кунта?

— Курманни нумай пулать! — кӑшкӑрчӗ лешӗ, юлташӗсем патнелле утса.

Челкаш малалла уттарчӗ, ӑна пурте лайӑх пӗлсе тӑракан ҫынна тӗл пулнӑ пек йышӑнса илеҫҫӗ. Анчах, яланах савӑнӑҫлӑ та ҫивӗчскер, вӑл паян темскершӗн кӑмӑлсӑр пулас, ҫын ыйтӑвӗсене хирӗҫ татса, кӑшкӑрса тавӑрать.

Таҫтан, тавар куписем хыҫӗнчен, тӗксӗм-симӗс тумтирлӗ, тусанланнӑ, ҫар ҫыннилле тӳрӗ шӑмшаклӑ таможня хуралҫи сиксе тухрӗ. Вӑл, Челкаш ҫулне пӳлсе, сулахай аллипе кортик авӑрӗнчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Челкаша ҫухаран ҫавӑрса илме хатӗрленсе тӑчӗ.

— Стой! Ӑҫта каятӑн?

Челкаш пӗр утӑм каялла чакрӗ, хуралҫӑ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те йӑл кулса илчӗ. Хуралҫӑ хӗрлӗ те ӑшӑ кӑмӑллӑ чее сӑн-питне хаярлатма хӑтланчӗ; пичӗ, хӑмпӑланса, ҫавракаланса кайса, хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗн курӑнчӗ, куҫхаршийӗсене сиккелентерчӗ, куҫне чарса пӑрахрӗ те питӗ кулӑшла пулса тӑчӗ.

— Каланӑ сана — гаване ан кӗнӗ пул, аяк пӗрчӳсене хуҫӑп, тесе! Эсӗ каллех-и? — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ хуралҫӑ.

— Сывӑ-и, Семеныч! Пӗр-пӗрне курманни нумай пулать, — терӗ те Челкаш лӑпкӑн, ӑна хирӗҫ аллине тӑсрӗ.

— Сана ӗмӗрне курмасан та аванччӗ! Кай, кай!.. Анчах Семеныч хӑй енне кӑнтарнӑ алла ҫапах та тытса чӑмӑртарӗ.

— Акӑ мӗн, — калаҫма пуҫларӗ Челкаш, хӑйӗн хытӑ ҫулӑхакан пӳрнисенчен Семеныч аллине вӗҫертмесӗр, ӑна юлташла та иртӗнерех силлекелесе, — эсӗ Мишкӑна курман-и?

— Мӗнле Мишкӑна тата? Нимле Мишкӑна та пӗлместӗп! Кай, тӑван, кунтан! Пакгауз пуҫлӑхӗ курсан ак, вӑл сана…

— Пӗркунне эпӗ «Кострома» ятлӑ пӑрахут ҫинче пӗрле ӗҫленӗскере, хӗрлӗ ҫӳҫлине, — хӑйӗннех перкелешрӗ Челкаш.

— Манпа пӗрле вӑрра ҫӳрекенни тесе кала!.. Санӑн Мишкуна больницӑна илсе кайрӗҫ, чугун штыкпа урине лапчӑтнӑ вӑл. Каях, тӑван, хам йӗркеллӗ ыйтнӑ чухне, атту ӗнсерен парса ӑсатӑп!

— Аха, епле вӑл! Мишкӑна пӗлместӗп, тетӗн ху. Пӗлетӗн ҫав. Мӗншӗн эсӗ капла ҫилӗллӗ-ха паян, Семеныч?

— Акӑ мӗн, эсӗ манпа шӑл йӗрсе ан тӑр, кай!.. Хуралҫӑ ҫилленме пуҫларӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа, аллине Челкашӑн хытӑ аллинчен вӗҫертме хӑтланчӗ. Челкаш ун ҫине хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисем айӗн лӑпкӑн пӑхнӑ та унӑн аллине вӗҫертмесӗрех малалла калать:

— Эсӗ мана ан васкат. Эпӗ акӑ санпа тӑраниччен калаҫатӑп та каятӑп. Ну, каласа пар, епле пурӑнатӑн?… Арӑму, ачусем — сывӑ-и? — Куҫне йӑлтӑртаттарса, шӑл йӗрсе, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — сан пата хӑнана пыма хатӗрленетӗп те, ялан вӑхӑт ҫук-ха, ӗҫетӗп пӗрмаях…

— Ну, ну, — эсӗ кӑна пӑрах!  — Эсӗ, — ан кул, хыткан шуйттан! Эпӗ, тӑванӑм, чӑнахах ак… Элле эсӗ ҫуртсем, урамсем тӑрӑх ҫӳресе ҫаратма хатӗрленетӗн-и?

— Мӗншӗн апла? Пирӗн иксӗмӗр ӗмӗре кунта та пурлӑх ҫитет. Тупата туршӑн ҫитет, Семеныч! Итле-ха, эсӗ каллех икӗ тӗрке мануфактура ҫаклатрӑн-и?.. Асту асӑрханарах, Семеныч! Епле те пулин лексе ан лар!..

Семеныч, пӑшӑрханса ӳкнӗскер, сурчӑкне сирпӗтсе, темскер калама хӑтланса, чӗтренсе илчӗ, Челкаш, унӑн аллине ячӗ, хӑйӗн вӑрӑм урисемпе каялла, гавань хапхисем патнелле утса кайрӗ. Хуралҫӑ, хыттӑн вӑрҫса, ун хыҫҫӑн утса пычӗ.

Челкашӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ; вӑл шӑл витӗр хуллен шӑхӑркалама тытӑнчӗ, аллисене шӑлавар кӗсйисене чикрӗ, сылтӑмалла та сулахаялла та мӑшкӑллӑ шӳтле сӑмахсем пӗркелесе хӑварса, хуллен утса кайрӗ. Йӗри-тавраран ӑна хӑйне те ҫавӑн пекех шӳтле кулӑшпа тавӑрса ӑсатрӗҫ.

— Пӑх-ха, Гришка, пуҫлӑхсем сана епле сыхласа упраҫҫӗ! — тесе ҫухӑрчӗ ӑна такӑшӗ, апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче канса выртакан грузчиксем хушшинчен.

— Эпӗ — ҫара уран, ҫавӑнпа Семеныч, такӑнса урана ҫурасран, сыхласа пырать, — терӗ Челкаш.

Хапха патне ҫитрӗ. Икӗ салтак Челкаша хыпашласа пӑхрӗҫ те ҫӑмӑллӑн тӗртсе урамалла кӑларса ячӗҫ.

Челкаш, ҫул урлӑ каҫса, хупах алӑкне хирӗҫ тумбочка ҫине ларчӗ. Гавань хапхинчен вӗҫе-вӗҫӗн тулли лавсем кӗмсӗртеттерсе тухрӗҫ. Вӗсене хирӗҫ извозчиксем пушӑ ларсемпе ҫӗмӗрттерсе кӗчӗҫ. Гавань уласа тӑракан аслати пек сасӑ тата куҫа ҫиекен тусан кӑларса тӑрать…

Ҫак гаваньри урнӑ хӗвӗшӳре Челкаш хӑйне лайӑххӑн туйнӑ. Малалла ӑна пысӑк маттурлӑхпа ҫӑмӑл ӗҫлесех чылай тупӑш тупӑнма пултарасси курӑннӑ. Хӑйӗн маттурлӑхӗ ҫителӗклине вӑл ӗненнӗ, ҫакна пула вӑл, куҫне чарса пӑрахса, кӗсйине хут укҫасем кӗрсен, ыран ирех епле ӗҫме тытӑнасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ. Ӑна юлташӗ, Мишка, аса килчӗ, — урине хуҫман пулсан, кӗҫӗр вӑл питех те юранӑ пулӗччӗ, тесе шухӑшларӗ вӑл. Ку ӗҫе Мишкӑсӑр, пӗччен пултараймӑп тесе, Челкаш хӑй ӑшӗнче вӑрҫса илчӗ. Каҫӗ епле пулӗ-ши? Вӑл ҫанталӑк тӳпинелле тата урам тӑрӑх пӑхса илчӗ.

Унтан ултӑ утӑмра, тротуар хӗрринче, ҫурӑмӗпе тумбочка ҫине тайӑнса, чӑпар тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ, хӑмӑр тӗслӗ ҫӗтӗк картузлӑ ҫамрӑк йӗкӗт ларать. Ун ҫумӗнче пӗчӗк кутамкка тата улӑмпа явса чӗркенӗ кантрапа лайӑх ҫыхса хунӑ авӑрсӑр ҫава выртать. Йӗкӗчӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗскер, тӑлпанскер, хӗвелпе пиҫсе, ҫилпе куштӑрканӑ сарӑ питлӗ, пысӑк та сенкер куҫлӑскер, Челкаш енне ӑшӑ кӑмӑлпа шанчӑклӑн пӑхкалать.

Челкаш, шӑлне йӗрсе, чӗлхине тӑсса кӑларчӗ те, пит-куҫне хӑрушӑлатса, йӗкӗт ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗпе шӑтарас пек пӑхса илчӗ.

Йӗкӗт малтанлӑха ним тума аптранипе куҫне хупрӗ, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса ярса: ах, чудак! — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан вӑл, ура ҫине тӑмасӑрах, хӑйӗн кутамккине тусан тӑрӑх сӗтӗрсе тата ҫава тӑпсине чулсем ҫийӗпе шӑкӑлтаттаркаласа, хӑйӗн тумбочки патӗнчен Челкаш патне упаленсе куҫса ларчӗ.

— Лайӑхах сыпнӑ пулас эсӗ, тӑванӑм! — терӗ вӑл Челкаша, йӗмӗнчен туртса илсе.

— Пулнӑччӗ ӗҫ, пулнӑччӗ ун пекки, чӗчӗ пӑрушӗ, терӗ ӑна Челкаш кулкаласа, хӑй ӗҫнине тунмасӑр.

Ӑна ҫак, пӗчӗк ачанни пек ҫутӑ куҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та хӳхӗм йӗкӗт часах килӗшрӗ. — Утӑ ҫулнӑ ҫӗртен-и?

— Ҫавӑнтан ӗнтӗ… Пӗр ҫухрӑм ҫултӑмӑр, пӗр пус кӑна илтӗмӗр. Ӗҫсем начар! Ха-алӑх — шучӗ ҫук! Хай выҫҫисем килсе тулнӑ та, — хака ӳкерчӗҫ, ӗҫлеме ан та шутла! Кубань таврашӗнче утмӑл пус тӳлерӗҫ. Ӗҫсем!.. Ӗлӗкрех виҫшер, тӑватшар, пилӗкшер тенкӗ тӳленӗ, теҫҫӗ…

— Ӗлӗк! Ӗлӗк унта вырӑс ҫыннине пӗрре курасшӑн та виҫӗ тенкӗ панӑ. Пӗр вунӑ ҫул каярах эпӗ хам та ҫав ремеслопа пурӑнаттӑм. Станицӑна пыратӑн та — эпӗ вырӑс! — тетӗн. Ҫавӑнтах сана пӑхаҫҫӗ, хыпашлаҫҫӗ, куҫласа илеҫҫӗ те — ил виҫӗ тенкӗ! Ҫийӗнчен тата ӗҫтереҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ. Пурӑн, мӗн чухлӗ пурӑнас килет!

Ҫамрӑк ҫын, Челкаша итлесе, малтанлӑха тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахрӗ, кайран, ҫак ҫӗтӗк-ҫурханах суйнине сиссе, тутипе чаплаттарса илчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ. Челкаш, куллине мӑйӑх айне пытарса, сӑпайлӑ сӑн-питпе ларчӗ.

— Чудак, чӑн пулнӑ пек калатӑн, эпӗ пур, итлетӗп те ӗненетӗп… Ҫук, тупата туршӑн, ӗлӗк унта…

— Ну, эпӗ мӗн ҫинчен калатӑп вара? Эпӗ те калатӑп, ӗлӗк унта, тетӗп…

— Кам эсӗ! — йӗкӗт аллине сулчӗ, — Атӑ ҫӗлекен-и? Е ҫӗвӗҫӗ? Кам эсӗ?

— Эпӗ-и? — тепӗр хут ыйтса илчӗ те Челкаш, кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн: Пулӑҫӑ эпӗ… — тесе хучӗ.

— Пулӑҫӑ-ӑ! Вӑн епле эсӗ! Пулӑ тытатӑн апла?

— Мӗскершӗн — пулӑ? Кунти пулӑҫӑсем пулӑ анчах мар тытаҫҫӗ. Пуринчен ытларах шыва путса вилнӗ ҫынсене, кивӗ якорьсене, путнӑ пӑрахутсене, — пурне те тытаҫҫӗ. Ҫавӑн валли хӑйне евӗрлӗ уйрӑм вӑлтасем пур…

— Суй, суй… Хӑйсем ҫинчен ҫапла каласа юрлакан пулӑҫӑсем йышши пулӗ тен:

Эпир тетел каратпӑр —
Типӗ ҫырансем тӑрӑх,
Амбар кӗлетсем тавра…

— Эсӗ ун пеккисене куркаланӑ-и? — ыйтрӗ Челкаш, ун ҫине кулкаласа пӑхса.

— Ҫук, ӑҫтан курас! Илтнӗ…

— Килӗштеретӗн-и?

— Вӗсене-и? Килӗштермесӗр! Пултаракан ачасем, ирӗклӗ, никама пӑхӑнман ҫынсем.

— Мӗн тума сана ирӗклӗх?  — Эсӗ ирӗклӗхе юрататӑн-и-мӗн?

— Епле юратмӑн-ха! Хӑвна ху хуҫа, ӑҫта каяҫ килет — унта каятӑн, мӗн тӑвас килет — ӑна тӑватӑн.. Епле аван та!

Хӑвна ху тыткалама пӗлсен, ӗнсӳ ҫинче чулсем пулмасан — чи лайӑх ӗҫ! Мӗнле ҫӳрес килет — ҫапла ҫӳре, турра кӑна ан ман…

Челкаш, йӗрӗнсе лачлаттарса сурчӗ те, йӗкӗтрен пӑрӑнчӗ.

— Акӑ халӗ хамӑн ӗҫех илем… — каларӗ лешӗ, — манӑн атте вилнӗ, хуҫалӑх пӗчӗк, анне — карчӑк, ҫӗр сӗткенсӗр, — мӗн тумалла-ха манӑн? Пурӑнмаллӑх. Анчах епле? Темскерле. Лайӑх кил-ҫурта, киле кӗрӗп, тейӗпӗр. Юрать. Хӗрне уйӑрса кӑларсанччӗ. Ҫук, хуньӑм, шуйттан, уйӑрса кӑларас ҫук. Ну, ҫӗмӗрӗп вара уншӑн ҫан-ҫурӑма… тахҫанччен… Темиҫе ҫул! Акӑ епле ӗҫсем! Пӗр ҫӗр, ҫӗр аллӑ тенкӗ ӗҫлесе тупас пулсан, часах ура ҫине тӑрӑттӑм та эпӗ, вара Антипа пӳрне витӗр ҫеҫ кӑтартӑттӑм. Марфуна уйӑрса пама килӗшетӗн-и? Ҫук-и? Ҫук пулсан, кирлӗ мар! Мухтав турра, ялта пӗр хӗр кӑна мар. Ҫапла вара эпӗ ирӗке тухӑттӑм, хам тӗллӗн пурӑнӑттӑм… Н-да! — йӗкӗт вӑрӑммӑн сывласа илчӗ. — Халӗ капла акӑ, хӗр патне киле кӗмесӗр, нимӗн те тӑваймӑн. Ҫапла шутланӑччӗ эпӗ: Кубане каятӑп та акӑ пӗр-икӗ ҫӗр тенкӗ ҫатлаттарса илетӗп, тенӗччӗ, — шабаш, улпутӑм! Ҫук, ӗҫ тухмарӗ. Ну, акӑ тарҫа кӗрӗшме кайӑп капла… Хам хуҫалӑха ниепле те тӑваймастӑп эпӗ! Эхе-хе!..

Йӗкӗтӗн пӗрре те хӗр патне киле кайса кӗрес килмен. Хуйхӑпа унӑн пичӗ те тӗксӗмленчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинче йывӑррӑн хуҫкаланса ларчӗ.

— Халӗ ӑҫта каятӑн ӗнтӗ эсӗ? — ыйтрӗ унран Челкаш.

— Ӑҫта каяс-ха, паллах — киле.

— Ну, тӑванӑм, мана ку паллӑ мар, тен, эсӗ Турцие кайма хатӗрленнӗ…

— Турцие-е!.. — тӑсса каларӗ ҫамрӑк. — Православнӑйсенчен, ара, кам унта каять? Ну-и каларӑн тата!

— Эккей, ухмах эсӗ! — Челкаш, ассӑн сывласа, хӑйпе калаҫакан ҫамрӑкран тепӗр хут пӑрӑнса ларчӗ.

Ҫак хӳхӗм ял каччи унӑн ӑшӗнче темскерле туйӑм хускатрӗ… Хуллен ҫитӗнекен пӑтранчӑк, кӳренӳллӗ сисӗм, таҫта, чӗре тӗпӗнче вӗшӗлтетсе, ӑна кӗҫӗрхи каҫ мӗн тумалли ҫинчен ӑса-пуҫа пуҫтарса шутлама чӑрмантарнӑ.

Челкаш вӑрҫса тӑкнӑ йӗкӗт, вӑхӑтран-вӑхӑта босяк ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, ҫурма сасӑпа темскер мӑкӑртатрӗ. Унӑн питҫӑмартийӗсем кулӑшла хӑмпӑланса кайрӗҫ, мӑкӑрӑлса тухрӗҫ, хӗссе лартнӑ, куҫӗ темле, ытла та тӑтӑш, кулӑшла мачлаттарса хупӑна-хупӑна илчӗ. Хӑйӗн калаҫӑвӗ ҫак пысӑк мӑйӑхлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкпа ҫав тери хӑвӑрт та кӳренчӗклӗн пӗтессе вӑл шутламан пулмалла.

Ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫын ун ҫине урӑх ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Вӑл тумбочка ҫинче шухӑша кайса шӑхӑркаларӗ, шӑхӑрнӑ майӗн ҫара та хура ура кӗлипе тапкаласа ларчӗ.

Йӗкӗтӗн унпа татӑласси килчӗ.

— Эй, пулӑҫӑ! Час-часах ӗҫкелетӗн-и эсӗ? — калама пуҫларӗ вӑл, анчах ҫав вӑхӑтрах пулӑҫӑ ун еннелле хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те:

— Итле-ха, чӗчӗ пӑрушӗ. Кӗҫӗр манпа ӗҫлеме килӗшетӗн-и? Часрах кала! — тесе хучӗ.

— Мӗн ӗҫлемелле? — ӗненмесӗр ыйтрӗ йӗкӗт.

— Ну, мӗн? Мӗн ӗҫлеттерӗп… Пулӑ тытма кайӑпӑр. Кимӗпе ишӗн.

— Апла… Мӗн питех? Юрать те юрать. Ӗҫлеме пулать. Анчах… мӗне те пулин ҫакланас марччӗ санпа. Питӗ ӑнланмалла мар… тӗттӗм ҫын эсӗ…

Челкаш хӑй кӑкӑрӗнче темскер пӗҫерсе кайнӑ пек туйрӗ, ҫакна пула вӑл сивлеклӗ ҫилӗпе, ҫурма-сасӑпа ҫапла тавӑрса хучӗ:

— Эсӗ ху мӗн пӗлменнине ан пакӑлтат! Пӗрре тӳплеттерӗп те акӑ ҫамкунтан, ҫутӑлса кайӗ вара унта санӑн…

Вӑл тумбочка ҫинчен сиксе тӑчӗ, сулахай аллипе хӑйӗн мӑйӑхне турткаларӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса, ун шӑнӑрне карӑнтарса, ҫирӗп чышкӑ турӗ те куҫне ҫиҫтерсе илчӗ.

Ҫамрӑкки хӑраса ӳкрӗ. Вӑл, хӑвӑрт йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхкаласа, хӑранипе куҫне мӑчлаттарчӗ, Челкаш пекех сиксе тӑчӗ. Пӗр-пӗрне куҫӗсемпе виҫсе, вӗсем чӗнмесӗр тӑчӗҫ.

— Ну? — ҫилӗллӗн ыйтрӗ Челкаш. Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ. Хӑвӑнтан начартарах, каярах шутласа тӑракан ҫынах, эсӗ пӗр-пӗр япалана е юрататӑн, е кураймастӑн пулсан, вӑл та сан пекех шутласа ху пекех пулма тӑрӑшнине курма кирек хӑҫан та кӑмӑллӑ мар.

Йӗкӗт, Челкаш ҫине пӑхса, ӑна хуҫа вырӑнне шутларӗ.

— Эпӗ, мӗн… хирӗҫ мар, — калама пуҫларӗ вӑл. — Ӗҫ шыратӑп-ҫке. Мана ӗҫлеме — сан патӑнта-и, урӑххи патӗнче-и — пурпӗрех. Эсӗ ӗҫлекен ҫын пек туйӑнманнипе ҫеҫ каларӑм — пит те темле… ҫӗтӗк-ҫурӑк эсӗ. Ну, ун пекки пуринпе те пулма пултарнине пӗлетӗп эпӗ. Турӑҫӑм, ӳсӗрсене курман-им вара эпӗ? Эх, темӗн чухлех!.. Санран ытлараххисене те курнӑ.

— Ну, юрӗ, юрӗ! Килӗшетӗн-и? — халӗ ӗнтӗ ҫемҫереххӗн ыйтрӗ Челкаш.

— Эпӗ-и? Айда!.. савӑнсах пырӑп! Хакне кала.

— Манӑн хакӗ ӗҫӗ тӑрӑх. Мӗнле ӗҫ пулать. Пулли епле кӗрет… Пилӗк тенкӗ илме пултаратӑн. Ӑнланатӑн-и?

Анчах халӗ ӗнтӗ ӗҫ укҫа ҫине куҫрӗ. Кунта вара хресчен тӗрӗс пулма тӑрӑшрӗ, тара тытаканран та вӑл уҫӑмлӑ хак ыйтрӗ.

Йӗкӗте каллех ӗненми, шанми сисӗм хыпса илчӗ:

— Ку япала мана кирлӗ мар, тӑванӑм… Челкаш хӑйӗннех:
— Ан калаҫ-ха, — чим! Хупаха каяр! — терӗ вӑл.

Вӗсем, иккӗшӗ юнашар тӑрса, урампа утрӗҫ. Челкаш, хӑйне хуҫа евӗрлӗ тыткаласа, мӑйӑхӗсене пӗтӗркелесе пычӗ; каччӑ ӑна пӗтӗмпех пӑхӑнма хатӗр пек, анчах, ҫапах та ӑна шанмасӑр, хӑраса пынине палӑртса утрӗ.

— Мӗн ятлӑ эсӗ? — ыйтрӗ Челкаш.

— Гаврила! — пӗлтерчӗ каччӑ.

Вӗсем сӗрӗмпе хуралса ларнӑ таса мар хупаха пырса кӗчӗҫ. Челкаш, буфет умне пырса, ялан ҫӳресе паллашнӑ ҫын сассипе бутылка эрех, купӑста яшки, ӑшаланӑ аш тата чей пама ыйтрӗ. Мӗн кирлине каласа пӗтерсен, буфетчика кӗскен: «пӗтӗмпех кивҫенле!» тесе хучӗ. Буфетчик ӑна хирӗҫ чӗнмесӗрех пуҫне сулса илчӗ. Хӑй хуҫи вӑрӑ пек курӑннӑ пулин те, йӗкӗт, ӑна хупахра лайӑх пӗлсе шанса тӑнине пула, Челкаша сасартӑк хисеплеме пуҫларӗ.

— Ну, халӗ акӑ эпир ҫийӗпӗр те тӗплӗрех калаҫӑпӑр. Эсӗ пӑртак кӗтсе лар-ха, эпӗ кирлӗ ҫӗре кайса килем, — терӗ Челкаш.

Вӑл тухса кайрӗ. Гаврила йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хупахӗ подвалта пулнӑ; унӑн ӑшӗнче нӳрӗ те тӗттӗм, вӑл пӗтӗмпех пуҫа ыраттаракан ҫунӑк эрех шӑршипе, табак тӗтӗмӗпе, сӑмала тата темскерле йывӑр шӑршӑпа тулса тӑрать. Гаврилӑна хирӗҫ тепӗр сӗтел хушшинче хӗрлӗ сухаллӑ, кӑмрӑк тусанӗпе тата сӑмалапа вараланса пӗтнӗ, матрос тумтирӗ тӑхӑннӑ ӳсӗр ҫын ларать. Вӑл, минутранах иклетсе, пӗтӗмпех таткаланчӑк, хуҫкаланчӑк сӑмахсем хушшинчен пӗрре хӑрушшӑн чашкӑрса, тепре пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса юрӑ ӗнӗрешет. Вӑл, ахӑртнех, вырӑс пулман пулмалла.

Ун хыҫӗнче икӗ молдаванка лараҫҫӗ; иккӗшӗ те ҫӗтӗк-ҫатӑк, хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе кайнӑскерсем, вӗсем те ӳсӗр сассисемпе нӑйкӑлтатаҫҫӗ.

Унтах тӗттӗмрен тата урӑх та тӗрлӗрен кӗлеткесем туха-туха тӑчӗҫ, вӗсем пурте темскерле тӑмаланчӑкскерсем, ҫурма-ӳсӗрскерсем, кӑшкӑрашаканскерсем, канӑҫсӑрскерсем пулчӗҫ.

Гаврилӑна пӗччен хӑрушӑ пулма пуҫларӗ. Унӑн хӑй хуҫине хӑвӑртрах таврӑнтарасси килчӗ. Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать… Гаврила хӑйӗн ӳтне темле ӳсӗрӗлтерекен, йывӑрлантаракан сисӗм сӑрхӑнса кӗнине туйрӗ, ҫакӑн пирки пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, хупаха хӑравҫӑн сӑнаса пӑхакан куҫӗ тӗтреленчӗ…

Челкаш таврӑнчӗ, вӗсем калаҫа-калаҫа ҫиме-ӗҫме пуҫларӗҫ. Виҫӗ черкке хыҫҫӑн Гаврила ӳсӗрӗлчӗ. Вӑл хавасланса кайрӗ, хӑйӗн хуҫине унӑн мӗнле те пулин лайӑх сӑмах каласси килчӗ, — хуҫа аван ҫын! — ӑна ҫав тери тутлӑ апат ҫитерет. Анчах та, пыр тӗпне капланса пыракан сӑмахсем сасартӑк йывӑрланнӑ чӗлхинчен темшӗн вӗҫерӗнсе тухаймаҫҫӗ.

Челкаш ун ҫине пӑхрӗ те мӑшкӑллӑн кулса: — Сыпса ҫитрӗ пулать!.. Э-эх, ҫемҫешке! Пилӗк черккепех!.. Епле ӗҫлӗн халӗ ӗнтӗ?.. — терӗ.

— Тусӑм! — сӳпӗлтетрӗ Гаврила. — Ан хӑра! Эпӗ сан кӑмӑлна тӑвӑп. Кӳр-ха, сана чуптӑвам! э?..

— Ну, ну! Ме тата, сып!..

Гаврила ӗҫрӗ. Юлашкинчен унӑн куҫӗ умӗнче мӗнпур япала пӗр тикӗссӗн хумханкаласа ташлама тытӑнчӗ. Ку кӑмӑллах пулман, унӑн ӑшчикӗ пӑтраннӑ. Сӑн-пичӗ унӑн ухмахла савӑнӑҫпа тулчӗ. Мӗн те пулин калама хӑтлансан, вӑл тутисемпе кулӑшла чӑплаттарса, ӗнӗрлесе ярать. Челкаш; ун ҫине тинкерсе пӑхса ларчӗ, темскер аса илчӗ, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, пӗрмаях сӳрӗккӗн кулкаларӗ.

Трактир ӳсӗрсен шавӗпе янӑраса тӑнӑ. Хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ матрос, сӗтел ҫине чавсаланса, ыйха туртнӑ.

— Ну-ка, каяр! — терӗ Челкаш, ура ҫине тӑрса. Гаврила тӑма хӑтланчӗ, анчах пултараймарӗ, ҫавӑнтах вӑл, хыттӑн ятлаҫса ӳсӗр ҫын куллипе кулса ячӗ.

— Лӗнчӗрех кайнӑ! — тесе хучӗ Челкаш, каллех унпа хирӗҫ пукан ҫине ларса.

Гаврила, ӑссӑр куҫӗпе хуҫи ҫине пӑхса, вӗҫӗмсӗр ахӑлтатрӗ. Лешӗ ун ҫине тинкерсе, ҫивӗччӗн, шухӑша кайса пӑхрӗ. Вӑл хӑй умӗнче пурнӑҫӗ кашкӑр аллине лекнӗ ҫынна курчӗ. Челкаш ку пурнӑҫа унталла та кунталла та ҫавӑркалама пултарасса туйрӗ. Вӑл ӑна вылякан картсене лӳчеркенӗ пекех хуҫкаласа хума та, пулӑшса, хресчен йӗркине кӗртме те пултарнӑ. Хӑйне ҫак ҫыннӑн хуҫийӗ вырӑнне туйса, вӑл ҫак йӗкӗт нихҫан та Челкаш ӗҫсе янӑ пурнӑҫ куркине астивме пултараймасси ҫинчен шухӑшларӗ… Вӑл ҫак ҫамрӑк пурнӑҫа ӑмсанчӗ, ӑна хӗрхенчӗ, унран тӑрӑхласа кулчӗ, тата халӗ хӑй аллине лекнӗ пек, урӑххисен аллине лекме пултарӗ тесе, уншӑн хурланчӗ те… Юлашкинчен, Челкашӑн пур туйӑм-сисӗмӗсем те пӗр ҫӗре пӗрлешрӗҫ — вӑл хӑйне ашшӗ пек тата хуҫа пек туйрӗ. Йӗкӗте хӗрхенчӗ вӑл, ҫамрӑк ҫын ӑна кирлӗ те пулчӗ. Вара Челкаш Гаврилӑна хулӗнчен тытса, хыҫалтан хуллен чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, трактир картишне ҫавӑтса тухрӗ, унта ӑна вут шаршанӗн сулхӑнне вырттарчӗ те, хӑй ун ҫывӑхне ларса, чӗлӗм тивертсе ячӗ. Гаврила кӑштах ҫаврӑнкаларӗ, ӗнеркелерӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех