Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 36-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.12 19:56

Пуплевӗш: 563; Сӑмах: 6153

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Колхоз правленин курӑк пусса илнӗ картишӗнче хутор хыҫӗнчи кӗтӳ кӑлармалли вырӑнти пекех шӑп. Кӑнтӑрлахи хӗвел ҫинче кӗлет ҫивиттин тӗссӗрленнӗ черепицисем ӑшшӑн та тӗксӗммӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах лупассен сулхӑнӗнчи таптаннӑ курӑк ҫинче кӑвакрах тӗслӗ сывлӑм тумламӗсем халӗ те ҫакӑнса тӑраҫҫӗ-ха.

Килкарти варринче ҫӑмне ҫап-ҫара касса ҫаратнӑ ытла та йӗрӗнчӗкле ырхан сурӑх тӑрать, ун ҫумӗнче, амӑшӗ пекех шурӑ ҫӑмлӑ путекки малти урисемпе чӗркуҫленсе пӗшкӗннӗ те, ӑшталансах амӑшӗ ҫумне тӗрткеленет.

Любишкин картишне тиха ӗмӗртекен пӗчӗк кӗсре ҫине утланса пырса кӗчӗ. Сарай тӗлӗнчен иртнӗ чухне вӑл сарай тӑрринчен ун ҫинелле шуйттанла симӗс куҫӗсемпе пӑхса тӑракан качака путеккине тарӑхсах чӑпӑрккипе ҫапрӗ те кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

— Пӗрмай таҫта хӑямата улӑхса ҫӳретӗн эсӗ, усал-тӗсел таврашӗ! Качча, ан унтан!

Любишкин тарӑхса ҫитнӗ, сиввӗн пӑхать. Вӑл хиртен сиккипех чуптарса таврӑннӑ, килне кӗмесӗрех правление килнӗ. Унӑн кӗрнексӗр кӗсри хыҫҫӑн, мӑйне ҫыхса янӑ пӗчӗк шӑнкӑравне уҫӑмсӑррӑн тӗнкӗлтеттерсе, кӑпӑшка хӳрине тӑратса, тачка пакӑлчак шӑммиллӗ ҫинҫе урисене вӗлтлеттерсе, тихи чупса пырать. Любишкин кӗлеткишӗн ун кӗсри питех те лутра, ураран вӗҫертнӗ йӗнер пускӑчин чӗнӗ кӗсре чӗркуҫҫисенчен те аяларах усӑнса сулланать темелле; кукӑрӑлса ларнӑ юланутҫӑ, юмахри евӗрлех, пӗчӗк имшеркке лашине хӑйӗн паттӑрла урисем хушшине хӗстерсе, ҫӗклесе пынӑн туйӑнать… Демка Ушаков, крыльца умӗнчен Любишкин ҫине пӑхса тӑраканскер, ахӑлтатсах кулса ячӗ:

— Эсӗ капла ашак ҫине утланса Ерусалима пырса кӗрекен Исус Христос майлах… Каснӑ-лартнӑ ҫавӑн пек!

— Эсӗ хӑв ашак! — харкашса илчӗ Любишкин, крыльца умне ҫитсе тӑрса.

— Урусене ҫӗклерех парсам, капла эсӗ вӗсемпе ҫӗре сухаласах пыратӑн-ҫке!

Любишкин Демкӑна хирӗҫ хуравламарӗ, лаши ҫинчен сиксе анчӗ те чӗлпӗрне пӗчӗк карлӑкран яваласа ҫыхрӗ, сиввӗн ҫапла ыйтрӗ:

— Давыдов кунта-и?

— Кунтах. Ларать тунсӑхласа, сана курасшӑн ҫунать. Виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ ӗҫмест, ҫимест, пӗрмаях: «Ӑҫта-ши манӑн асран кайми Павло Любишкин? Унсӑрӑн чун тухать, ҫут тӗнче те мана савӑнтармасть-ҫке!» — тесе тарӑхать.

— Калаҫса тӑр-ха тата ман умра! Калаҫса тӑр! Чӗлхӳ ҫине пырса пусатӑп акӑ.

Демка Любишкин чӑпӑркки ҫинелле пӑхса илчӗ те шӑпӑртах пулчӗ, Любишкинӗ, урисене таплаттарса пусса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Давыдов, Разметновпа тата хӗрарӑмсен пуххинчен янӑ представительницӑсемпе пӗрле, ача-пӑча ясли тӑвас ыйтӑва тин ҫеҫ сӳтсе явса пӗтернӗччӗ. Любишкин хӗрарӑмсем тухса каясса кӗтсе тӑчӗ те сӗтел патнелле иртрӗ. Унӑн йӳле янӑ, хул калеккисем тӗлӗнче тусанланса пӗтнӗ ситцӑ кӗпинчен тар, хӗвел тата тусан шӑрши перет…

— Эпӗ бригадӑран килтӗм…

— Мӗн пирки килтӗн-ха? — Давыдов куҫхаршисене выляткаласа илчӗ.

— Нимӗн те тухмасть! Ӗҫе юрӑхлисем манӑн ҫирӗм сакӑр ҫын тӑрса юлчӗҫ, вӗсем те ӗҫлесшӗн мар, кахалланаҫҫӗ… Ниепле те итлеттерейместӗп эпӗ вӗсене. Халӗ манӑн вуникӗ плуг ӗҫлет. Сухаҫӑсене аран-аран пуҫтаркаласа ҫитертӗм. Пӗртен-пӗр Кондрат Майданников анчах вакӑр пек ҫавӑрттарать, леш, Аким Бесхлебнов, Куженков Самоха е тата ҫав хӑйӑлти шӑрпӑк Атаманчуковпа ыттисем вара — вӗсем вӗри куҫҫулӗ кӑна, сухаҫӑсем мар! Ӗмӗрте те вӗсем плуг аврине тытса курман тейӗн. Ятне тукаласа ҫеҫ сухалаҫҫӗ. Пӗр ҫаврӑм сухаласа ҫаврӑнаҫҫӗ те чӗлӗм туртма лараҫҫӗ, пӗр ларсан, тӗртсе те тӑратаймастӑн вара.

— Кунне мӗн чухлӗ сухалатӑр?

— Майданниковпа иксӗмӗр эпир виҫӗ чӗрӗкшер сухаласа пӑрахатпӑр, лешсем вара… пурте ҫуршар теҫеттин. Кунашкал сухалас пулсан, кукурузӑна пукрав тӗлнелле тин акма тивет.

Давыдов ним шарламасӑр кӑранташӑн шӗвӗртмен вӗҫӗпе сӗтеле шаккакаласа илчӗ те ытарлӑн:
— Эппин мӗн тума килтӗн-ха эсӗ? Эпир санӑн куҫҫульне шӑлса ярӑпӑр, терӗн-им? — терӗ те куҫӗсене ҫилӗллӗн вылянтарма тытӑнчӗ.

Любишкин шӑртланса кайрӗ:

— Эпӗ куҫҫуль юхтарма килмен! Эсӗ мана ҫынсем пар та плугсем хушса пар, шӳтлесе ларма эпӗ сансӑрах пӗлетӗп!

— Шӳтлеме пӗлетӗн-ха эсӗ, факт, анчах ӗҫе йӗркелесе яма санӑн гайку пушӑрах-мӗн! Тупӑннӑ бри-га-дир! Кахалсене итлеттереймест! Дисциплинӑна сӳтӗлтерсе ятӑн пулсан тата ҫынсем темӗн те пӗр хӑтланнине чӑтса пурӑнатӑн пулсан, факт, итлеттерейместӗн!

— Эсӗ ӑна, ҫав дисциплинӑна, тупса пар-ха! — хыттӑн каланипе пӑлханса тарласа ӳкрӗ Любишкин. — Мӗнпур ӗҫе унта Атаманчуков пуҫарса пырать. Вӑл ман патӑмри халӑха пӑтратать, колхозран тухма хистет, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне, путсӗре, кӑларса ҫапма тытӑнса пӑх, — вӑл хӑй хыҫҫӑн ыттисене те сӗтӗрсе каять. Мӗн ара эсӗ, Ҫемен Давыдов, чӑннипе каласан, кулатӑн-им манран? Темле уксах-чӑлахсемпе нишлисене ман ҫине ҫакса ятӑн та, вӗсемпе ӗҫ пуласса кӗтсе ларатӑн-и? Ҫав Щукарь мучие ӑҫта хурам-ха эпӗ? Ӑна, шуйттана, сӳпӗлтие, катемпи вырӑнне кураксене хӑратма пахчана илсе кайса, шак хытса тӑмаллах тӑратса хурас пулать, эсир авӑ ӑна ман пата бригадӑна персе чикрӗр, чикана амӑш ҫумне янӑ пек йышӑнтартӑр! Мӗне юрӑхлӑ этем вӑл? Плуг хыҫҫӑн утма пултараймасть, вӑкӑрсем хӑвалаканни пулма та пултараймасть. Сасси те унӑн ҫерҫи сасси пек ҫеҫ, вӑкӑрсем ӑна этем вырӑнне те хумаҫҫӗ, унран нимӗн чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ! Клеще ураллӑ шуйттан ара, вӑкӑрсен мӑйракисенчен йӑлласа илнӗ пӑяв ҫине пырса уртӑнать те пӗр ҫаврӑм туса иличчен вунӑ хут чикелене-чикелене ӳкет! Е вӑл пушмак кантрине ҫыхать, е пӗҫҫи-каҫҫине пуҫӗнчен те ҫӳлӗрех каҫӑртса выртать те хӑйӗн пӳсӗрне каялла пӑчӑртаса кӗртме тытӑнать. Хӗрарӑмсем вӑкӑрӗсене пӑрахсах Щукаре курма пухӑнса тӑраҫҫӗ. Ӗҫ мар ҫав ӗнтӗ, спектакль. Ӗнер эпир ӑна, вӑл пӳсӗрпе аптранине кура, пӑтӑ пӗҫерекенни туса та пӑхрӑмӑр ӗнтӗ, анчах вӑл унта та юрӑхсӑр, шуйттан! Пӑтӑ ҫине тураса яма ӑна шӑнҫу патӑм, вӑл ҫавна кӳпнӗ те янӑ, пӑттине ытлашши тӑварлӑ тунӑ тата темле лӑймакаллӑ пӗҫернӗ… Ну ӑҫта кайса чикем-ха эпӗ ӑна? — Любишкинӑн хура мӑйӑхӗсем айӗнче тути хӗррисем сиксе чӗтреме пуҫларӗҫ. Вӑл чӑпӑрккине ҫӗклерӗ те, унӑн хулхушшинче таса мар кӗпи ҫинче тӗссӗрленсе тарпа пиҫӗхсе ларнӑ ҫаврашка курӑнса кайрӗ, вӑл ним тума аптӑранипе ҫапла каласа хучӗ:  — Кӑларӑр мана бригадиртан, ун пек ҫынсемпе тертленме халӑм ҫитес ҫук манӑн: хӑйсен ӗҫӗпе вӗсем мана та тӑлласах лартрӗҫ!..

— Эсӗ кунта тӑлӑх-туратла нӑйкӑшса ан тӑр, факт! Сана бригадиртан хӑҫан кӑлармаллине эпир пӗлетпӗр, халӗ хире кай та каҫ пулнӑ ҫӗре вуникӗ га сухаласа пӑрахнӑ пултӑр! Сухалаймасан — ан кӳрен! Тепрер икӗ сехетрен хам пыратӑп, тӗрӗслесе пӑхатӑп. Каях.

Любишкин хӑй хыҫҫӑн алӑка аслатилле шан! шанлаттарса хупса хӑварчӗ те крыльца ҫинчен чупса анчӗ. Крыльца умне кӑкарса хӑварнӑ кӗсри пуҫне сӗнксе тӑрать. Унӑн ылтӑн тӗслӗ пӑнчӑсемпе йӗрленсе пӗтнӗ симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан куҫӗсенче хӗвел ҫути вылять. Хӗвел хӗртнипе пӗҫерсе тӑракан йӗнер ларкӑчи ҫине сарса хунӑ паласне тӳрлеткелерӗ те Любишкин, хуллен ут ҫине утланма пуҫларӗ. Демка Ушаков, куҫӗсене хӗсӗнтерсе те йӗкӗлтесе, ҫапла ыйтрӗ:

— Нумай сухаласа тӑкрӗ-и сирӗн бригада, Любишкин юлташ?

— Сана пырса тӗкӗнмест вӑл…

— Пырса тӗкӗнмест ҫав… Сана буксире ҫаклатса илетӗп те акӑ, вара пырса та тӗкӗнӗ!

Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ.

— Пыр кӑна! Эпӗ сана, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттана, пӗр самантрах куҫусене майлаштарса лартса ярӑп! Ӗнсӳ ҫине ҫавӑрса лартӑп та хӑвна кутӑн утма вӗрентӗп!

Демка йӗрӗнчеклӗн лачлаттарса сурчӗ.

— Сыватакан тупӑнчӗ-ҫке! Эсӗ малтан хӑвӑн сухаҫусене сыват-ха, вӑр-вартарах сухалаччӑр вӗсем санӑн…

Любишкин, атакӑна ыткӑннӑ чухнехи пек, хапхаран сиккипех вирхӗнсе тухрӗ те хирелле вӗҫтерчӗ. Тиха мӑйӗнче ҫапкаланса пыракан пӗчӗк шӑнкӑрав каҫса кайсах тинкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнми пулса та ӗлкӗрейменччӗ, крыльца ҫине Давыдов тухса тӑчӗ, Демкӑна васкавлӑн каларӗ:

— Эпӗ ик-виҫ кунлӑха иккӗмӗш бригадӑна каятӑп, сана хам вырӑна хӑваратӑп. Ясли тӑвас ӗҫе тӗрӗслесех тӑр, пулӑш вӗсене, виҫҫӗмӗш бригадӑна сӗлӗ ан пар, илтетӗн-и? Мӗнле те пулин чӑрмав сиксе тухсан — ман пата вӗҫтерсе пыр. Ӑнлантӑн-и? Лаша кӳлсе тӑрат-ха, тата Разметнова кала, мана илме кӗтӗр. Эпӗ хваттертех пулатӑп.

— Манӑн хам ҫынсемпе Любишкина пулӑшма пырас мар-и? — сӗнсе пӑхрӗ Демка, анчах Давыдов кӑшкӑрсах вӑрҫса тӑкрӗ:

— Шухӑшласа кӑларатӑн кирлӗ мара! Вӗсем хӑйсемех ӗлкӗрме тивӗҫ! Каятӑп та акӑ, хӳрисене пӑрса яратӑп вӗсенне, вара вӗсем ман умра, факт, ҫуршар теҫеттин кӑна… сухаламӗҫ! Кӳлсе тӑрат!

Разметнов Давыдов хваттерӗ умне правлени ӑйӑрӗсенчен пӗрне кӳлнӗ ҫӑмӑл урапапа пырса тӑчӗ. Давыдов ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрать-мӗн, хул айне пӗр пысӑках мар ҫыхӑ хӗстернӗ хӑй.

— Лар. Мӗн эсӗ капла, ҫимеллисем илсе тултартӑн-им тата? — кулса ячӗ Разметнов.

— Кӗпе-йӗм вӑл.

— Мӗнле кӗпе-йӗм? Мӗн тума?

— Ну, пӗрре улӑштарса тӑхӑнма.

— Мӗне кирлӗ вӑл?

— Ара, уттар-ха эсӗ, мӗн ҫулӑхатӑн? Бригадӑна каятӑп, ну, вара унта, вӗсем хӑҫан сухаласа пӗтереҫҫӗ, ҫавӑнчченех пурӑнма шутлатӑп.

— Эсӗ мӗн, ӑсран тайӑлман пулӗ-ҫке? Мӗн туса пурӑнас тетӗн-ха унта суха туса пӗтеричченех юлса?

— Сухалатӑп.

— Правление пӑрахса хӑварса суха тума тухса каятӑн-и? Ну, шухӑшласа тупнӑ та иккен!

— Уттар! Уттар! — Давыдов пит-куҫне пӗркелентерчӗ.

— Ара ан васкат-ха эсӗ. — Разметнов ҫилленме пуҫларӗ пулас. — Эсӗ мана йӗркеллӗн ӑнлантарса пар: сансӑр пуҫне унта ӗҫлеме пултараҫҫӗ-и е ҫук-и? Санӑн плуг хыҫҫӑн утмалла мар, ертсе пымалла! Эсӗ — колхоз председателӗ…

Давыдов куҫӗсене хаяррӑн ҫиҫтерсе илчӗ:

— Тупӑннӑ тата!.. Вӗрентетӗн пулать!.. Чи малтан эпӗ — коммунист, унтан вара… факт! унтан вара колхоз председателӗ. Манӑн суха тӑвас ӗҫ пӑчланса пырать пулсан, манӑн кунта ларас-и?.. Уттар, уттар, теҫҫӗ сана!..

— Ара мана мӗн? Но! Ҫывӑрсах кайнӑ-мӗн эсӗ, тӑшман!

Разметнов ӑйӑра чӑпӑрккапа туртса ҫапрӗ. Кӗтмен ҫӗртен лаша карт! туртӑннипе Давыдов палтах каялла кайса ҫапӑнчӗ, чавсине ыраттармаллах урапа хыҫӗ ҫумне перӗнтерчӗ, кустӑрмасем ҫуллахи ҫул тӑрӑх хирелле ҫемҫен кӑлтӑртатса чупрӗҫ.

Хутортан тухнӑ чухне Разметнов ӑйӑра уттарма пуҫларӗ те ҫӗвӗллӗ ҫамкине ҫаннипе шӑлса илчӗ.

— Эсӗ, Давыдов, ухмахла хӑтланатӑн! Эсӗ вӗсен ӗҫне йӗркелесе хӑвар та каялла вӗҫтер. Сухаласси вӑл, тӑванӑм, ҫынна тӗлӗнтермелли ӗҫех мар. Лайӑх командирӑн цепьре пымалла мар, унӑн ӑслӑн команда парса тӑмалла, ертсе пымалла, акӑ мӗн калам эпӗ сана!

— Пӑрах тархасшӑн хӑвӑн тӗслӗхӳсене! Манӑн ҫынсене ӗҫлеме вӗрентмелле, эпӗ вӗрентетӗпех, факт! Ҫакӑ вӑл ертсе пыни пулать те! Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсенче пучахлӑ тырӑсене акса пӗтерчӗҫ, кунта авӑ манӑн прорыв. Любишкин пултараймастех пулмалла. Эсӗ те ун еннелле сулӑнатӑн: «лайӑх командир», текелетӗн, темскер калаҫатӑн… Ну, мӗн мана улталаса пыратӑн-ха эсӗ? Эпӗ вара, сан шухӑшупа, лайӑх командирсене курман тетӗн-им? Чӑрмав-мӗн килсе тухсан, кам та кам хӑй пример парса ҫынсене ертсе каять, ҫавӑ лайӑх командир пулать! Манӑн та ҫапла ертсе каймалла!

— Ун вырӑнне эсӗ вӗсене пӗрремӗш бригадӑран пӗр-икӗ плугне илсе парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

— Ҫыннисене вара? Ҫыннисене ӑҫтан илем-ха? Хӑвала, хӑвала, тархасшӑн!

Хир тӳпине хӑпарса ҫитичченех нимӗн чӗнмесӗр ларса пычӗҫ. Ҫеҫенхир ҫийӗнче, ҫӳлте, ҫил тулаштарса шӑмартнӑ хӑмӑр-кӑвак пӑр ҫутаракан пӗлӗт хӗвеле хупласа тӑрать. Унӑн шурӑ аркисем йӑсӑрланса явӑнаҫҫӗ, юр пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах хуп-хура пӗлӗт тӳпи пӗр хускалмасӑр пусакан йывӑрлӑхӗпе хӑрушшӑн курӑнать. Пӗлӗт ҫурӑкӗнчен, хӗвел хӗрлӗрех-сарӑ тӗспе сӑрланӑ хушӑсенчен, хӗвел ури пайӑркисем, сарлака веер майлӑ сапаланса, ҫӗр ҫинелле чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ. Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ…

Ҫумӑр пӗлӗчӗн мӗлки ӳкнипе тӗксӗмленнӗ ҫеҫенхир пӗр сас-чӗвӗсӗр ҫанталӑка пӑхӑнса, ҫумӑр кӗтсе выртать. Ҫилӗ мӑн ҫул ҫинчи кӑвак тусана ҫавӑрттарса ҫӳрет. Ҫил ӗнтӗ чӗрӗ те уҫӑ шӑршӑллӑ сывлӑшпа сывлать. Тепӗр минутранах пӑтӑр-пӑтӑр сайра ҫумӑр ӳккелеме пуҫларӗ. Шултӑра сивӗ шыв тумламӗсем ҫул ҫинчи тусан ӑшне тирӗнсе кӗреҫҫӗ те, пӗчӗкҫеҫ пылчӑк чӑмӑрккисем пулса, ҫаврӑнса выртаҫҫӗ. Тыркассем шиклӗн шӑй-шай шӑхӑркалама тытӑнчӗҫ, путенесен сасси уҫҫӑнах янӑраса илтӗнекен пулчӗ, хир кӑрккин вӗри ачашлӑхпа мӑшӑрне йыхӑракан сасси шӑпланчӗ. Вир хӑмӑлӗ тӑрӑх ҫӗр ҫумӗпе аялтан вӗрекен ҫил вашлатса килчӗ, хӑмӑл шӑртланса тӑчӗ, чӑштӑртатма пуҫларӗ. Ҫеҫенхир пӗлтӗрхи хытхурасен ӳпкелешӳллӗ типӗ кӑшлавӗпе тулса ларчӗ. Шӑп ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫумӗнчех, ҫӳлте, чалӑшшӑн выртса, сарса хунӑ ҫунаттисемпе сывлӑш юхӑмӗ ҫине лекме тӑрӑшса, хӗвелтухӑҫнелле ҫӑхан вӗҫет. Кӗҫех шап-шуррӑн ялкӑшса ҫиҫӗм ҫиҫсе илчӗ те ҫӑхан пыр тӗпӗпе янӑравлӑн кранклатса ячӗ, унтан, сасартӑк аялалла чӑмса анчӗ. Хӗвел ури тӗлне пулнипе ҫуттӑн курӑнса кайнӑскер, вӑл пӗр самантлӑха ҫулӑм хыпса илнӗ сӑмала факелӗ пек йӑлтӑртатрӗ: унӑн ҫунаттин тӗкӗсем витӗр вирхӗнсе тухакан сывлӑш, тӑвӑл чухнехи пек кӗрлеттерсе шӑхӑрса юлни те илтӗнсех тӑрать, анчах ҫӗр ҫумне вӗҫсе ҫитесси пӗр аллӑ чалӑша яхӑн юлсан, ҫӑхан вӑртах ҫаврӑнса тӳррӗн вӗҫме пуҫларӗ, ҫунаттисемпе лапсӑртатма тапратрӗ, вара кӗҫех, хӑлхана ҫурса ярас пек типпӗн шартлатса, аслати килсе ҫапрӗ.

Хир тӳпинчен иккӗмӗш бригадӑн станӗ курӑнса кайсанах, Разметнов хӑйсене хирӗҫ тӑвалла пӗр ҫын утса пынине асӑрхарӗ. Вӑл, пӗчӗк лупашкасем урлӑ сике-сике каҫса, хутран-ситрен ват ҫын пек вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, ҫулсӑр-мӗнсӗрех чупать. Разметнов ӑйӑрне ун еннелле пӑрса тытрӗ те ку Щукарь мучи иккенне аякранах палларӗ… Вӑл ҫӑмӑл урапа патне утса ҫитрӗ. Унӑн ҫӳҫне ҫумӑр йӗпетсе ҫӑтах ҫыпӑҫтарса вырттарнӑ, йӗп-йӗпе пӗчӗк сухалӗпе куҫхаршисене йӑлтах вир пӑтти ҫыпҫӑнса тулнӑ. Щукарь кӑн-кӑвак кӑвакарса, шуралса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ, ҫакна курсан Давыдовӑн пуҫӗнче тӳрех: «Бригадӑра йӗркеллӗ мар… Пӑтӑрмах пуҫланнӑ!» — текен йывӑр шухӑш йӑшӑлах хускалса илчӗ.

— Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ вӑл.

Аран-аран вилӗмрен тарса хӑтӑлтӑм! — хашка-хашка каларӗ Щукарь. — Вӗлермех тӑнӑччӗ…

— Кам?

— Любишкинпа ыттисем.

— Мӗншӗн?

— Хӑйсем кутӑнланнипе… Пӑтӑ пирки тапранса кайрӗ… Эпӗ, сӑмахпа кастарас енчен темӗн те пӗр калама пултаракан ҫын, чӑтса тӑраймарӑм… ну, Любишкин вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ те ман хыҫран… Хам ҫивӗчрех чупман пулсан — ҫӗҫӗ ҫине тирӗнсе ларнӑ пулӑттӑм. Кӑнсах выртнӑ пулӑттӑм!..

— Каях хутора, кайран вӗҫне-хӗрне тупӑпӑр, — хушрӗ Давыдов. ҫӑмӑллӑн сывласа ярса.

… Станра вара, унччен ҫур сехет маларах акӑ мӗн пулса иртнӗ: Щукарь мучи малтанхи кун пӑттине ытлашши тӑварлӑ пӗҫернӗ пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ. Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле. Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн. Ҫакна курса, Щукарь мучи ку чӑхсене ҫав тери хуллен йыхӑрма тытӑнать: «Чип, чип, чип, чип!… Чӑпарккамсем! Ҫунатӑмсем! Тӳ-тӳ-тӳ!» — тесе йыхӑрать шӑппӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑй арпа купи хыҫӗнче тискер кайӑкла йӑпшӑнса ларать. Темле майпа Краснокутов старик анкартинчен инҫех те мар пулнӑ-мӗн. Вӑл чӑхсене такам хуллен кӑна ҫинҫе сассипӗ илӗртсе йыхӑрнине илтет те ҫатан карта леш енне кукленсе ларать… Нимӗн пуласса кӗтмен чӑхсем чиперех арпа купи патне кӗшӗлтетсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах Краснокутов арпа ӑшӗнчен такам алли тӑсӑлса тухса пӗр чӑпар чӑхха кап! ярса илнине курах каять. Щукарь хайхи чӑхха, чи хаяр пӑсара пекех, ҫӑтӑр-ҫатӑрах пӑвса вӗлерет те ӑна миххе пӗтерсе чикме тӑрать, анчах ҫав вӑхӑтра йӑваш сасӑ: «Чӑхсене хыпашласа ҫӳретӗн пулать?» — тесе ыйтнине илтех каять, унтан ҫатан карта хыҫӗнчен Краснокутов ҫӗкленсе тӑнине курать. Щукарь мучи, ним тума аптӑранипе шак хытса кайса, аллинчи миххине лаштӑрах ҫӗре ӳкерет, ҫӗлӗкне хывать те ытла та вырӑнсӑр вӑхӑтра пулин те сывлӑх сунать: «Ырӑ сывлӑх сунатӑп, Афанасий Петрович!» — тесе хурать. «Тавтапуҫ турра, — хирӗҫ хуравлать лешӗ. — Чӑхсемпе чӑрманатӑн-им ҫак, тетӗп-ҫке-ха?» — «Ийя — ийя! Иртсе пыраттӑмччӗ те, курах кайрӑм — чӑпар чӑхӑ ҫӳрет! Тӗкӗ-мамӑкӗ ытла та тӗлӗнмелле илемлӗ хӑйӗн, ҫавӑнпа та ниепле те чӑтса тӑраймарӑм. Кӳр-ха тытса пӑхам, ку мӗнле кайӑк иккенне ҫывӑхранах курам, терӗм. Ӗмӗр пурӑнса та кунашкал тӗлӗнтермӗш кайӑка курманччӗ ӗнтӗ!»

Щукарӗн ҫак ахаль те вырӑнсӑр чеелӗхне Краснокутов пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хунӑ: «Ан юптар, ватсупнӑскер! Чӑхсен тӗсне михӗре пӑхмаҫҫӗ-ҫке! Тунмасӑрах кала, мӗн тума вӑрласшӑн пултӑн-ха эсӗ вӗсене?» — тесе тӗпченӗ вӑл. Щукарь вара айӑпа йышӑннӑ: хӑйӗн бригадинчи сухаҫӑсене чӑх какайӗ ярса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерме шухӑшлани ҫинчен каласа панӑ. Анчах Краснокутов мучие тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ: вӑл пӗр сӑмах та хирӗҫ каламан, ҫитменнине тата ҫакӑн пек канаш панӑ: «Сухаҫӑсене ҫитерме пулсан, юрать, унта нимӗн ҫылӑхӗ те ҫук. Пӗр чӑххине какӑртрӑн пулсан, ӑна миххӳне чиксе хурах ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне кукӑр туюпа тата тепӗрне персе ӳкер, ара, кӑна мар, акӑ ҫакна, ҫӑмарта туманскерне, тӗпеклине… Пӗр чӑх какайӗпе бригада валли лапша пӗҫереймӗн. Тепӗрне ярса тыт та хӑвӑртрах тухса вӗҫтер, унсӑрӑн — турӑ ан хуштӑр та — манӑн карчӑкӑм сисме ӗлкӗрӗ, вара пире иксӗмӗре те ӑшчиксем пӑтранса тухичченех пӑскӑртса тӑкӗ!» — тенӗ.

Ӗҫ ытла та ӑнӑҫлӑ пулса тухнипе калама ҫук хытӑ савӑнса кайнӑ Щукарь иккӗмӗш чӑхха ярса тытать те вӗрлӗк карта урлӑ каҫса малалла сирпӗнет. Икӗ сехет хушшинче вӑл стана ҫитсе ӳкет. Любишкин хутортан пырса ҫитнӗ ҫӗре унӑн виҫӗ витре кӗрекен хуранти шыв вӗреме кӗнӗ, пиҫсе сарӑла пуҫланӑ вир кӗрпи сиксе тухас пек вӗресе хӑпарать, татӑкӑн-хатӑкӑн вакласа янӑ чӑх какайӗнчен ҫу шӑранса тухать. Пӑтти калама ҫук тутлӑ пулнӑ. Пӗртен пӗр япала анчах шиклентернӗ Щукарь мучине, — вӑл пӑтӑран йӳҫӗхсе тӑнӑ шыв шӑрши кӗресрен хӑранӑ, мӗншен тесен пӑтӑ пӗҫермешкӗн шывне вӑл ҫывӑхри ӑшӑх пӗверен ӑсса килнӗ, юхмасӑр выртакан пӗвери шыв кӑшт кӑна шапа лӗккипе витӗннӗ пулнӑ. Анчах та вӑл шикленни кӑлӑхах пулнӑ: пӑтта пурте юратса ҫинӗ тата пикенсех мухтанӑ. Любишкин бригадир хӑй те: «Ӗмӗрте те кун пек тутлӑ пӑтӑ ҫисе курманччӗ! Тавтапуҫ сана, мучи, пӗтӗм бригадӑран тав!» — тесех ырланӑ.

Хурана часах пушатнӑ. Чи вӑр-вартараххисем ӗнтӗ хуран тӗпӗнчен ҫӑрараххине, какай татӑкӗсене ӑса-ӑса кӑларма тытӑннӑ. Шӑпах ҫак самантра, хайхискер, Щукарӗн повар пулас карьерине ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартакан пӗр инкек сиксе тухнӑ… Любишкин какай татӑкки туртса кӑларнӑ, ӑна хыпас тесе тути патне илсе пынӑ та сасартӑк палтах каялла кайса ӳксе шурса кайнӑ.

— Ку мӗн япала вара? — тискеррӗн ыйтнӑ вӑл Щукарьтен, пиҫсе ирӗлсех кайнӑ пӗр шап-шурӑ какай татӑккине пӳрни вӗҫӗсемпе ҫӳлелле ҫӗклесе.

— Ҫунатти пулма кирлӗ, — лӑпкӑн хуравланӑ Щукарь мучи.

Хӑрушла тарӑхса кайнипе Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ ерипен кӑвакарса, хӗрелсе пыра пуҫланӑ.

— Ҫу-нат-ти?.. Ну, кунталла пӑх-ха, — каш-шеварррр! — мӗкӗрсе янӑ вӑл.

— Ох, савнӑ ҫыннӑмсем! — ахлатса илнӗ хӗрарӑмсенчен пӗри. — Ара ку ҫунат ҫинче чӗрнесем те пур-ҫке!..

— Саншӑнах сиксе тухрӗҫ пулӗ-ха, каяннӑй! — хӑтӑрса тӑкнӑ хайхи хӗрарӑма Щукарь мучи. — Ҫунатра ӑҫтан чӗрне пулма пултартӑр? Эсӗ хӑвӑн юбку айӗнче шыраса пӑх вӗсене!

Вӑл аллинчи кашӑкне сарса хуна ратнеллӗ пир татӑкӗ ҫинелле ывӑтса янӑ та тинкеререх пӑхнӑ: Любишкинӑн чӗтрекен аллинче ҫинҫешке шӑмӑ татӑкӗ сулланса тӑнӑ, ҫав шӑммӑн ҫурхах карса илнӗ юплӗ-юплӗ вӗҫӗсенче пӗчӗкҫеҫ чӗрнесем курӑннӑ…

— Тӑвансем! — кӑшкӑрса янӑ ҫав тери тӗлӗнсе хытса кайнӑ Аким Бесхлебнов. — Ара эпир шапа ҫиетпӗр-ҫке!..

Шӑпах ҫак вӑхӑтра пурин те кӑмӑл пӑтранма пуҫланӑ. Хытӑ йӗрӗнекен хӗрарӑмсенчен пӗри, йынӑша-йынӑша сиксе тӑнӑ та, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе хупласа тытса, хирти будка хыҫнелле кайса ҫухалнӑ. Кондрат Майданников, Щукарь мучин калама ҫук хытӑ тӗлӗннипе таврӑнсах тухнӑ куҫӗсем ҫине пӑхнӑ та, вар хытичченех ахӑлтатса кулса, месерле кайса ӳкнӗ, хӑй аран-аран. «Ой, хӗрарӑмсем! Ҫуллӑ апат ҫисе куртӑр-ҫке эсир!» — тесе кӑшкӑрса илме хал ҫитернӗ. Ытлашши йӗрӗнсех кайман казаксем ҫакӑн майлӑ ҫаптарнӑ: «Халӗ ӗнтӗ причасти сыпса курасси пулмарӗ сирӗн!» — юриех хӑраса ӳкенҫи пулса кӑшкӑрса янӑ Куженков.

Анчах Аким Бесхлебнов вӗсем кулнипе тарӑхса, хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ: «Мӗн кулмалли пур кунта? Щукарь таврашне ислетмелле!..»

— Шапа ӑҫтан хурана килсе лекме пултарнӑ-ха? — тӗпчесе ыйтнӑ Любишкин.

— Ара вӑл шывне пӗверен ӑсса килнӗ-ҫке-ха, лайӑхрах асӑрхайман пуль ӗнтӗ…

— Ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Шурӑ шӗвӗрӗлчен!.. Мӗн ҫитертӗн эсӗ пире?! — ҫухӑрса янӑ Аниська, Доннецковсен кинӗ, унтан ӳлешсе ҫухӑрашма тытӑннӑ: — Ара халь эпӗ йывӑр ҫын-ҫке-ха! Сана, путсӗре пула, ача пӑрахсан вара?..

Ҫапла каланӑ та, хайхискер, хӑйӗн тирӗкӗнчи пӑтта Щукарь мучи ҫине вӑркӑнтара панӑ!

Асар-писер шӑв-шав тапранса кайнӑ. Хӗрарӑмсем пӗр харӑсах аллисемпе Щукарӗн сухалли еннелле кармашма тытӑннӑ, аптӑраса ӳкнӗ, сехри хӑпса тухнӑ Щукарь пикенсе кӑшкӑра-кӑшкӑра каланисене те итлесе тӑман вӗсем. Лешӗ пӗрмаях кӑшкӑрнӑ:

— Лӑпланӑрсам пӑртак! Ку вӑл шапа мар-ҫке! Чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп — шапа мар!

— Мӗн пултӑр-ха тата? — сиксе лараслах тӑрӑннӑ Аниська Донецкова, ҫилли тулса ҫитнипе хӑрушланса кайнӑскер.

— Вӑл сире ҫеҫ ҫавӑн пек курӑннӑ! Сирӗн куҫӑра ҫапла курӑннӑ! — чееленсе хӑтланма пӑхнӑ Щукарь.

Ҫапах та, Любишкин ӑна хӑйне ҫав «куҫа ҫеҫ курӑннӑ» чӗрчунӑн пӗчӗк шӑммине кӑшласа пӑхма сӗнсен, вӑл тем тусан та кӑшлама килӗшмен. Тен, ку ӗҫ ҫавӑнпах пӗтнӗ пулӗччӗ, анчах хӗрарӑмсем ытла та тарӑхтарса ҫитернипе, Щукарь ҫапла кӑшкӑрса янӑ:

— Йӗпе хӳресем! Юбка тӑхӑннӑ сатанасем! Ҫынна янахран ҫапма кармашатӑр, хӑвӑр ку ахаль шапа мар, вустрица иккенне те чухласа илейместӗр!

— Мӗ-ӗ-ӗ-ӗн?! — шалтах тӗлӗнсе кайнӑ хӗрарӑмсем.

— Вустрица, тетӗп, вырӑс чӗлхипе калатӑп-ҫке сире! Шапа вӑл — ирсӗр япала, вустрицӑра вара ырӑ йӑх юнӗ чупать! Манӑн тӑван кум, кивӗ прижим чухне, Филимонов генерал патӗнче денщик службинче тӑнӑ та, ҫавӑ каласа паратчӗ, генерал выҫӑ варлах ҫӗршер вустрица хыпса ҫӑтатчӗ, тет! Чӗрӗллех ҫиетчӗ, тет! Вустрици хӑйӗн хуранӗнчен хӑпса тухма та ӗлкӗреймест, вӑл ӑна унтан вилкӑпа чава-чава кӑларатчӗ, тет.

Витӗр тирсе илетчӗ тет те — янкӑлт ҫӑтса яратчӗ, тет! Лешӗ ҫинҫе сассипе мӗскӗннӗн нӑйклатать иккен, вӑл пур ҫавна ҫаплипех карланкине пӗтӗрсе чикет. Ӑҫтан пӗлетӗр-ха эсир, тен, ҫак йӗксӗк те вустрица йӑхӗнченех пулӗ? Генералсем юратса ҫинӗскере, тен, эпӗ те юриех сире, ухмахсене, пӑтти ҫуллӑрах та тутлӑрах пултӑр тесе, хурана ярса пӗҫерсе панӑ пулӗ.

Кунта вара Любишкин чӑтса тӑрайман: йӗс ҫӑпала ярса тытнӑ та, сиксе тӑрса, мӗн сасси ҫитнӗ таранах хытӑ кӑшкӑрса янӑ:

— Генералсем? Ҫуллӑрах пултӑр тесе иккен!.. Эпӗ хӗрлӗ партизан, эсӗ вара мана, пӗр-пӗр генерала ҫитернӗ пек, шапа какайӗ ҫитерес тетӗн-и?!

Щукаре Любишкин аллинчи ҫӑпала ҫӗҫӗ пекех курӑнса кайнӑ та, вӑл вара ури вӑйӗ ҫитнӗ таран, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вырӑнтан тапса сикнӗ…

Ҫакна Давыдов стана ҫитсен пӗлчӗ, халлӗхе вӑл Щукаре ӑсатса ячӗ те Разметнова лашана хытӑрах хӑвалама хушрӗ, вара часах вӗсем бригада станӗ патне пырса ҫитрӗҫ. Ҫеҫенхирте халӗ те ҫумӑр кашласа ҫуса тӑрать. Гремячий Лог хуторӗ патӗнчен пуҫласа инҫетри пӗве таранах, ҫур пӗлӗт тӑршшӗ, тӗрлӗрен тӗслӗ йӑрӑмланан асамат кӗперӗ авӑнса анчӗ. Станра пӗр этем чунӗ те ҫук. Разметновпа сывпуллашса уйрӑлса, Давыдов ҫывӑхарахри сухаласа пӑрахнӑ пӗр ҫӗр лаптӑкӗ патнелле утрӗ. Лаптӑкпа юнашар ҫерем ҫинче тӑварса янӑ вакӑрсем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, плугпа ӗҫлекен ҫухаҫӑ Аким Бесхлебнов, стана ҫитиччен те утма ӳркеннине пула, пуҫӗ ҫийӗнченех сӑхманпа витӗнсе суха касси хӗррине выртнӑ та, йӑсласа ҫӑвакан ҫумӑр шавӗпе тӗлӗрсе кӑтӑш пулнӑ. Давыдов ӑна чӗнсе вӑратрӗ:

— Мӗншӗн сухаламастӑн?

Аким тӑрас килмесӗрех тӑчӗ, анасласа илчӗ, йӑл кулчӗ.

— Ҫумӑр айӗн сухалама юрамасть, Давыдов юлташ. Ун ҫинчен пӗлместӗр-им-ха эсир? Вӑкӑр — трактор мар.. Унӑн мӑйӗ ҫинчи ҫӑмӗ йӗпенсен, йывӑҫ сӳсмен юн тухичченех шӑйӑрса пӑрахма пултарать, вара уйпа ӗҫлесси те пӗтрӗ. Чӑнах, чӑнах ҫапла! — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне, Давыдов ун ҫине ӗненмесӗртереххӗн пӑхса тӑнине асӑрхаса. Унтан ҫакӑн пек канаш пачӗ: — Эсир кайса аника-салтаксене ҫапӑҫма чарсамӑрччӗ. Иртен пуҫласах Кондрат Майданников Атаманчуков ҫумне ҫулӑхать… Халӗ авӑ вӗсен ҫав тӑваткал ҫинче тытӑҫу пырать. Кондрат вӑкӑрсене тӑварма хушать, Атаманчуковӗ ӑна хирӗҫ: «Ан ҫыхланнӑ пултӑр манӑн кӳлӗм ҫумне, ҫыхлансан пуҫна ҫапса ҫуратӑп…» — тесе тӑрать. Вӗсем ӗнтӗ пӗрне-пӗри кӑкрисенчен те ярса тытнӑ пулас, авӑ!

Давыдов склад хыҫӗнчи иккӗмӗш лаптӑк вӗҫнелле пӑхрӗ те, унта чӑнах та тытӑҫу евӗрлӗ темскерле япала пулса иртнине курах кайрӗ: Майданников, аллине тимӗр сӑнӑ тытнӑ та, ӑна хӗҫ пек ҫавӑркаласа тӑрать, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Атаманчуковӗ вара хӑрах аллипе ӑна вӑкӑр сӳсменӗ патӗнчен тӗрте-тӗрте ярать, тепӗр аллине чышкӑласа чӑмӑртанӑ, ҫурӑм хыҫне тытнӑ. Сассисем илтӗнмеҫҫӗ хӑйсен. Васкасах ҫавӑнталла пӑрӑнса утса, Давыдов катаранах кӑшкӑрса ячӗ:

— Ку мӗн япала тата?

— Ара епле-ха капла, Давыдов! Ҫумӑр йӑсласа тӑрать, вӑл пур ҫаплах сухалать! Кун пек хӑтланса вӑл вӑкӑрсен мӑйӗсене шӑйӑрттарса пӗтерет-ҫке-ха! Эпӗ ӑна: «Тӑварса яр, халь ҫумӑр ҫӑвать», тетӗп, вӑл мана намӑс сӑмахсемпе илтерет: «Санӑн ӗҫ ҫук!» — тет. Камӑн ӗҫӗ пултӑр-ха тата ку, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, эсӗ? Камӑн пултӑр, хӑйӑлти шуйттан? — кӑшкӑрса ячӗ Майданников, Атаманчуков еннелле ҫаврӑнса тата ӑна сӑнӑпа хӑмсарса.

Вӗсем ҫапах та пӗрне-пӗри чышкӑласа илме ӗлкӗрнех пулмалла: Майданниковӑн куҫӗ айӗнче хура слива евӗрлӗ муклашка кӑвакарса тухнӑ, Атаманчуковӑн кӗпи ҫухи чалӑшшӑн ҫурӑлса аннӑ, хырса якатнӑ, шыҫӑнчӑк тути хӗррисем юнпа вараланса пӗтнӗ.

— Колхоза сӑтӑр тума памастӑп! — кӑшкӑрать Майданников, Давыдов пырса ҫитнипе хавхаланса кайнӑскер. — «Вӑкрисем манӑн мар, колхозӑн!» — тет вӑл. Колхозӑн пулсан, вара вӗсен тирӗсене те сӳсе илмелле-им-ха! Хӑп вӑкӑрӑсем патӗнчен, усал тӑшман!

— Эсӗ маншӑн указ мар! Хӗнеме те ирӗк ҫук санӑн! Унсӑрӑн акӑ халех туртса кӑларӑп та урӑх сӑнлӑ туса ярӑп! Манӑн нормӑна сухаласа тултармалла, эсӗ пур мана чӑрмантарса тӑратӑн! — хӑйӑлтатать шурса кайнӑ Атаманчуков, сулахай аллипе кӗпи ҫухине хыпашла-хыпашла, ӑна тӳмелеме хӑтланса.

— Ҫумӑрта сухалама юрать-и? — ыйтрӗ унран Давыдов. Вӑл ҫитнӗ-ҫитменех Кондрат аллинчи сӑнна туртса илчӗ, ӑна айккинелле ывӑтса ячӗ.

Атаманчуковӑн куҫӗсем ялкӑшма тытӑнчӗҫ. Хӑйӗн ҫинҫешке мӑйне ҫавӑркаласа, вӑл усал ҫилӗпе ӳхӗрсе ячӗ:

— Хуҫасем патӗнче юрамасть, анчах колхозра сухаламалла!..

— Мӗншӗн «сухаламалла-ха» апла?

— Мӗншӗн тесен плана тултармалла! Ҫумӑр-и, ҫумӑр мар-и унта, сухала. Сухаламасан — Любишкин сана, тимӗре тутӑх ҫинӗ пекех, кунӗпе ҫиет.

— Эсӗ кунашкал калаҫусене… Ӗнер, уяр ҫанталӑкра, нормуна сухаласа тултартӑн-и-ха эсӗ?

— Пултарнӑ таран сухаланӑ!

Майданников сасартӑк кулса ячӗ:

— Чӗрӗк теҫеттин сухаларӗ! Кур-ха, вӑкрисем епле унӑн! Мӑйракисене кармашса алӑ ҫитереймӗн, ҫапах та мӗн чухлӗ сухаланӑ-ха вӑл? Кайса пӑхар, Давыдов хӑвах курӑн — Вӑл Давыдова йӗп-йӗпе пальто ҫаннинчен ярса тытрӗ те суха касси тӑрӑх ҫавӑтса кайрӗ; пӑлханнӑ пирки сӑмахӗсене каласа пӗтереймесӗр, ҫаплах мӑкӑртатса пычӗ: — Тарӑнӑшне виҫӗ вершук ҫурӑран кая мар сухалама йышӑнтӑмӑр, ку мӗн чухлӗ пулать? Хӑвах виҫсе пӑхсам!

Давыдов пӗшкӗнчӗ те пӳрнисене кӑпка та чӗрӗ тӑпраллӑ йӑран хушшине чиксе пӑхрӗ. Суха касси тарӑнӑшӗ вершук ҫурӑ — икӗ вершукран ытла та мар.

— Сухалани пулать-и ку? Сухалани мар, ҫӗре кӑрчанкӑ ертни кӑна ку! Ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн эпӗ ӑна ирех хӗнесе тӑкасшӑнччӗ, Пӗтӗм йӑрансем тӑрӑх утса ҫаврӑн — суха касси тарӑнӑшӗ пур ҫӗрте те ҫавнашкал унӑн!

— Ну, кил-ха кунта! Сана калатӑп, факт! — кӑшкӑрса каларӗ Давыдов, вӑкӑрӗсене ӳрӗк-сӳрӗккӗн тӑварса таракан Атаманчукова.

Лешӗ юлхавлӑн, васкамасӑр пырса тӑчӗ.

— Мӗншӗн-хӑ эсӗ вара… ҫакӑн пек сухалатӑн? — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, хуллен ыйтрӗ Давыдов.

— Эсир мӗнле сухалаттарасшӑнччӗ тата? Сакӑр вершук тарӑнӑш ямалла марччӗ-и? — Атаманчуков куҫӗсене усал ҫилӗллӗн хӗссе хучӗ, унтан касса шаклалатнӑ пуҫӗнчи картузне хыврӗ те пуҫ тайрӗ: — Тавтапуҫах сире! Хӑвӑр тарӑнрах сухаласа пӑхӑр!.. Сӑмахпа эпир пурте янрашма пӗлетпӗр, анчах ӗҫре вара пире кураймӑн!

— Сана, путсӗре, колхозран хӑваласа кӑларса янине питех те курас килет пирӗн! — хӗремесленсе кайсах кӑшкӑрса ячӗ Давыдов. — Кӑларса ҫапатпӑр та!

— Кӑмӑл тусамӑрччӗ! Хамах тухса каятӑп! Хамӑн пурнӑҫӑма сирӗншӗн хӑртса пурӑнма кунта эпӗ ылханлӑ ҫынах мар-ха… Мӗне кура хамӑн вӑй-халӑма сӳслентермелле-ши, пӗлместӗп! — терӗ те, шӑхӑркаласа стан патнелле уттара пачӗ.

Каҫхине, пӗтӗм бригада стан Патне пухӑнса ҫитсен, Давыдов ҫапла каларӗ:

— Бригада умне ҫакӑн пек ыйту лартатӑп; колхоза тата совет влаҫне улталакан, — виҫӗ вершук ҫурӑ тарӑнӑш сухалас вырӑнне ҫӗре пӑсса хӑварса вершук ҫурӑ тарӑнӑш ҫеҫ сухалакан суя колхозникпе мӗнле пулмалла-ши пирӗн? Ҫумӑр айӗнче ӗҫлесе, пӗле-тӑркачах вӑкӑрсене пӗтерме тӑрӑшакан, уяр ҫанталӑкра вара нормӑна ҫурри таран анчах тултаракан ҫынпа мӗн тумалла-ши?

— Хӑваласа кӑлармалла! — терӗ Любишкин. Хӗрарӑмсем уйрӑмах ҫивӗччӗн ун майлӑ тӑчӗҫ.

— Ҫавӑн пек сӑтӑрҫӑ-колхозник пур сирӗн хушӑра. Акӑ вӑл! — Давыдов вӑрӑм урапа турти ҫине пырса ларнӑ Атаманчуков ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Бригадӑри ҫынсем пурте кунта. Ку ыйтӑва сасӑлама сӗнетӗп: кам ҫав сӑтӑрҫа, кахал Атаманчукова, колхозран хӑваласа кӑларса ярас тет, аллӑрсене ҫӗклӗр!

Ҫирӗм ҫичӗ ҫынран «хӑваласа кӑларассишӗн» ҫирӗм виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Давыдов ҫӗкленӗ алӑсене шутласа тухрӗ те, Атаманчукова типпӗн ҫапла каларӗ:

— Тасал кунтан. Халӗ ӗнтӗ эсӗ колхозник мар, факт! Тепӗр ҫулталӑкран курӑпӑр унта: хӑв тӳрленсен, каялла илӗпӗр. Халӗ, юлташсем, манӑн сире каламалли кӗске те питӗ кирлӗ сӑмахӑма итлӗр. Эсир, пурте тенӗ пекех, начар ӗҫлетӗр. Ытла та начар! Майданниковсӑр пуҫне нормӑна нихӑшӗ те тултараймастӑр. Ку вӑл — намӑсланмалли факт, иккӗмӗш бригадӑри юлташсем! Кунашкал ӗҫлесен, пӗтӗм ятӑмӑра вараласа тӑкма пулать. Кун пек ӗҫпе пӗр саматрах хура хӑма ҫине ҫакланма пултаратпӑр, ҫаплипех ҫыпҫӑнса, типсе ларӑпӑр вара унта! Сталин ячӗпе хисепленекен колхозра — сасартӑк ҫавӑн пек йӗркесӗрлӗх пурри палӑрчӗ иккен! Ку япалана тӗпренех пӗтерсе хурас пулать!

— Норми ытла пысӑк-ҫке, вӑй ҫитерме ҫук! Вӑкӑрӗсем туртаймаҫҫӗ, — терӗ Аким Бесхлебнов.

— Вӑй ҫитерме ҫук? Вӑкӑрсен-и? Тӗрӗс мар! Мӗншӗн-ха вара Майданников вӑкӑрӗсем вӑй ҫитереҫҫӗ? Эпӗ сирӗн бригадӑра юлатӑп, Атаманчуков вӑкрисене илетӗп те, кун каҫиччен пӗр га е пӗр га та чӗрӗк сухаласа пӑрахма май пуррине кӑтартса паратӑп.

— Э, Давыдов, эсӗ ытла та вӑрт-варт этем-ҫке! Санӑн туту-ҫӑвару мӗн хыпмаллине пӗлет иккен, — кулса ячӗ Куженков, кӑвакрах сухалӗн кӗске тӑпкине ывӑҫласа тытса. — Атаманчуковӑн вӑкӑрӗсемпе шуйттан мӑйракисене те пӑрса лартма пулӗ! Вӗсемпе пӗр га ҫӗре эпӗ хам та сухаласа пӑрахнӑ пулӑттӑм…

— Хӑвӑннисемпе сухалаймастӑн-и вара эсӗ?

— Ӗмӗрте те ун чухлӗ сухаласси пулмасть!

— Ну, кӳр улӑштаратпӑр! Эсӗ Атаманчуков вӑкӑрӗсемпе сухала, эпӗ санӑн вӑкрусемпе сухалам! Юрать-и?

— Юрӗ, тытӑнса пӑхар, — кӑшт шухӑшласа тӑрсан шӳт тумасӑр тата асӑрханса хуравларӗ Куженков.

… Давыдов ҫӗр хутах канӑҫ курмарӗ. Вӑл хирти будкӑра выртса ҫывӑрчӗ те будка ҫине витнӗ тимӗр ҫилпе хӑнтӑртатнӑран, те ҫумӑрпа исленнӗ пальто типсе ҫитеймен пирки ҫӗрлехи сивӗ ҫапнӑран, те айне сарнӑ сурӑх тир кӗрӗкӗнче ҫав тери йышлӑн кӗшӗлтетекен пӑрҫасем ҫыртса аптӑратнӑран, час-часах вӑрана-вӑрана кайса тертленчӗ…

Шуҫӑм ҫути килсен ӑна Кондрат Майданников пырса вӑратрӗ. Кондрат пӗтӗм бригадӑна ура ҫине тӑратма ӗлкӗрнӗ иккен. Давыдов будкӑран сиксе тухрӗ. Тӳпен хӗвеланӑҫ хӗрринче ҫӑлтӑрсем тӗксӗммӗн ҫиҫсе йӑлтӑртаткалаҫҫӗ, вӗр-ҫӗнӗ ухӑ йӗнни евӗр авӑнчӑк уйӑх хурҫӑ кольчуга тӗслӗ тӳпе ҫинче ылтӑн касӑк пек илемленсе тӑрать. Давыдов пӗверен шыв ӑса-ӑса илсе питне ҫурӗ, Кондрат ун патӗнче тӑчӗ, сарӑрах мӑйӑхӗн вӗҫне чӗтрентерсе, ҫапла каларӗ:

— Кун каҫиччен пӗр теҫеттин ытла сухаласси — ҫӑмӑл ӗҫ мар, ӗҫ вӑл… Ытлашширех ирттерсе каларӑн эсӗ ӗнер, Давыдов юлташ! Санпа иксӗмӗрӗн пирӗн намӑс курса ларас марччӗ…

— Пурте хамӑр алӑра, пурте хамӑрӑн! Мӗнрен хӑратӑн-ха эсӗ, айван? — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче: «Ӑна ҫинчех выртса вилем те, ҫавна пурпӗр тӑватӑпах! Ҫӗрле хунар ҫутса сухалам, пурпӗрех пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахатӑп-пӑрахатӑпах, унсӑрӑн юрамасть. Пӗтӗм рабочи класа намӑс…» — тесе шухӑшласа илчӗ.

Давыдов йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ толстовка кӗпи аркипе пит-куҫне шӑлса типӗтнӗ вӑхӑтра Кондрат хӑйӗн вӑкӑрӗсене те, унӑнне те кӳлсе тӑратрӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Кайрӑмӑр!

Плугсен кустӑрмисем чӗриклетсе куснӑ май, Кондрат Давыдова вӑкӑрсемпе суха тӑвас ӗҫре вуншар ҫулсем хушшинче йӑлана кӗрсе пынӑ ансат йӗркесен никӗсӗсене ӑнлантарса пычӗ.

— Эпир сакковски плуга чи лайӑх плуг тесе шутлатпӑр. Сӑмахран, акӑ, аксайскинех илер, сӑмах та ҫук, плугӗ — плугах, анчах унӑн сакковски плуга ҫитесси инҫе! Вӑл плугӑн ӗнерӗвӗ аплах мар. Эпир ҫапла сухалама шут турӑмӑр: кашнине хӑйне пӗр лаптӑк касса паратпӑр та, ҫавӑрттар кӑна ҫавӑнпа. Малтанах Бесхлебнов, Атаманчуков, Куженков, — Любишкин хӑй те вӗсем ҫумнех пырса сӗкӗннӗччӗ-ха, — умлӑн-хыҫлӑн сухалама тытӑннӑччӗ. «Колхозпа ӗҫлетпӗр пулсан, — плугсене те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ямалла», терӗҫ. Ячӗҫ хайхискер. Анчах курсах тӑратӑп эпӗ — ӗҫ кирлӗ ҫӗрелле пӑрӑнмасть иккен… Малти плугӗ чарӑнсан, ыттисен те чарӑнма тивет. Малта пыраканни ӳрӗк-сӳрӗккӗн сухалать пулсан, ыттисен те ирӗксӗрех унпала танлашса пымалла. Ҫавӑнпа та эпӗ хирӗҫсе кайрӑм. «Е мана мала ярӑр, е кашнинех хӑйне уйрӑм лаптӑк касса парӑр», терӗм. Кунта вара, капла сухалама юраманнине, Любишкин та ӑнланса илчӗ. Нихӑшӗн ӗҫӗ те курӑнмасть-ҫке-ха. Тӑваткӑл лаптӑксем уйӑрса илтӗмӗр те, ну, эпӗ вӗсенчен иртсе кайрӑм вара, вунӑ очко патӑм ҫав шуйттансене! Кашни лаптӑкӗ пирӗн — пӗр теҫеттин тӑршшӗ — ҫӗрутмӑл чалӑш, урлӑшӗ — вунпиллӗк.

— Мӗншӗн лаптӑк вӗҫӗсене урлӑлла сухаламаҫҫӗ-ха? — сухалама пуҫласа хунӑ тӑваткӑл ҫӗр лаптӑкӗ ҫинелле пӑхса ыйтрӗ Давыдов.

— Ку акӑ мӗншӗн: эсӗ тӑрӑхла май сухаласа тухатӑн та, лаптӑк вӗҫне ҫитсен ҫерем ҫинче вӑкӑрусене ҫавӑрса тӑрататӑн. Ҫапла-и? Ытах та вӗсене кӗскен туртса ҫавӑрсан, эсӗ вӗсен мӑйӗсене сӳсменпе шӑйӑрса пӗтеретӗн, вара вӑкӑру пӗтсе те ларчӗ, сухалама юрӑхсӑр!

Ҫавӑнпа та тӑрӑхла сухаласа тухнӑ хыҫҫӑн плугна касӑран кӑларатӑн та пӗр вунпилӗк чалӑшне пушӑллах уттарса каятӑн. Трактор — вӑл вӑртах ҫаврӑнса тӑрать, малти кустӑрмисем те унӑн хӑйӗн айнех кӗрсе каяҫҫӗ, вара каллех каялла ҫӗр ҫӗмӗрттерсе пырать, анчах виҫ-тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑра апла ҫавӑрса тӑратайӑн-и? Ҫаврӑннӑ чухне те шӑйрӑк хӑвармасӑр сухалас тесен, вӗсен стройри пекех сулахай урисем ҫинче ҫаврӑнма тивет! Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑкӑрсемпе сухаланӑ чухне пысӑк тӑваткӑл лаптӑксем касма та кирлӗ мар. Тракторшӑн пулсан, суха касси мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ ӑна кал-калрах, вӑкӑрсемпе вара урӑхларах, вӗсемпе эпӗ утмӑл чалӑш тӑршшӗ сухаласа тухатӑп, унтан, манӑн плуг, лаптӑк урлӑшӗпе иртнӗ чухне, пушӑллах сӗтӗрӗнсе пырать. Ара ӑна эпӗ сире ӳкерсех кӑтартам акӑ, — хайхи Кондрат чарӑнса тӑчӗ те калекӗн шӗвӗр вӗҫӗпе ҫӗр ҫинче лаптӑк чӗрсе кӑтартрӗ. — Ан тив кунта тӑватӑ теҫеттин пултӑр. Тӑршшӗ — ҫӗр утмӑл чалӑш, урлӑшӗ — утмӑл. Акӑ эпӗ лаптӑка тӑрӑхла май чи малтанхи касӑ туса сухаласа тухатӑп, курӑр: ытах эпӗ пӗр теҫеттин пысӑккӑш лаптӑка сухалатӑп пулсан, манӑн лаптӑк вӗҫӗнче ҫерем тӑрӑх вунпилӗк чалӑш пушӑлла ҫаврӑнса утмалла, тӑватӑ теҫеттин пысӑккӑш пулсан — утмӑл чалӑш. Май килмест-ҫке-ха? Ӑнлантӑр-и? Вӑхӑта сая яни пулать…

— Ӑнлантӑм. Кӑна вара эсӗ фактически кӑтартса патӑн.

— Сухаласса хӑҫан та пулин сухаласа курнӑ-и эсир?

— Ҫук, тӑванӑм, сухалама тӳрӗ килмен. Плугне эпӗ пӑртакҫех пӗлкелетӗп, анчах ӑна ӗҫе яма пултараймастӑп. Эсӗ кӑтартса пар-ха мана, эпӗ часах ӑнланакан ҫын.

— Халӗ эпӗ сире плугне майлаштарса парам, сирӗнпе пӗрле пӗр-икӗ ҫаврӑм утса ҫаврӑнам, вара кайран эсир хӑвӑрах хӑнӑхса ҫитетӗр.

Кондрат Давыдов плугне майлаштарса пачӗ, пӗкече картне касӑ тарӑнӑшӗ виҫӗ вершук ҫурӑ пулмалла туса лартрӗ, унтан сисмесӗрех «эсӗ» тесе чӗнме пуҫласа, ҫула май малалла ӑнлантарса пычӗ:

— Сухалама тытӑнсан, хӑвах курӑн унта, вӑкӑрусене йывӑртарах килет пулсан, ак ҫак япалана пӗрре ҫурӑ хута яхӑн пӑрса хытар. Ӑна эпир шӑлтӑрма тетпӗр, куртӑн-и, вӑл шуҫса ҫӳрекен сӑнчӑр ҫинче, касӑ сӑнчӑрӗ вара ӑна ниҫталла та шутармасть. Ҫак шӑлтӑрмана, пӑратӑн та эсӗ, плуг тӗренӗ кӑштах чалӑшать, касӑ хӗрринерех пӑрӑнать, вара хӑйӗн сакӑр дюйм сарлакӑшӗпех мар, ултӑ дюйм сарлакӑшӗпе ҫеҫ илтерсе пыма пуҫлать, хайхи вӑкӑрсене те ҫӑмӑлтарах пулать. Ну, тапранса кайрӑмӑр! Цоб, кукша пуҫ! Цоб!.. Вӑй-хална ан хӗрхен, Давыдов юлташ!

Давыдов ҫумӗнче вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни, ҫамрӑк йӗкӗт, пушшине шартлаттарса илчӗ те, тӗпри вӑкӑрсем пӗр харӑссӑн туртӑнса малалла утрӗҫ. Давыдов кӑштах хумханкаласа аллине плуг аври ҫине хучӗ, хӑй умӗнче плуг шӑрчӗ касса уйӑрнӑ тачка хура тӑпра сийӗ, тӗрен ҫинелле хӑпарса, тӗренӗн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан ҫунатти тӑрӑх шӑвӑнса, ӗнтӗркенӗ мӑн пулӑ евӗр хӑяккӑн йӑвана-йӑвана ҫаврӑнса ӳксе юлнине пӑхса, плуг хыҫҫӑн утса кайрӗ.

Лаптӑк вӗҫне ҫитсе ҫерем ҫине тухсан, Майданников Давыдов патне чупса пычӗ, кӑтартса пачӗ:

— Плугна сулахай енне тайӑлтарса хур, вӑл хӳри ҫинче шуса пытӑр, санӑн, сурпанне тасатмалла ан пултӑр тесен, акӑ мӗнле тумалла, кур-ха! — Вӑл плугӑн сылтӑм аври ҫине уртӑнчӗ, плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине лартрӗ, вара тӑпра сийӗ, плугӑн сурпанӗ тӑрӑх чалӑшшӑн та хыттӑн сӑтӑрӑнса иртсе, сурпан ҫумне ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ тӑпрана, ҫулласа тасатнӑ пекех, тасатса хучӗ. — Акӑ епле тумалла! — Кондрат плуга хӑяккӑн вырттарчӗ те кулса ячӗ. — Кунта та техника! Плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине ан ларт-ха, вара, вӑкӑрсем лаптӑк урлӑшне утса тухнӑ вӑхӑтра сурпан ҫумӗнчи тӑпрана калекпе тасатма тиветчӗ. Капла халь санӑн плугу ҫуса тасатнӑ пекех, ҫавӑнпа та вара эсӗ, ҫула май, чунна кантарма чикарккӑ та ҫавӑрса хыпма пултаратӑн. Ме-ха!

Вӑл чӑмӑркка туса пуҫтарнӑ енчӗкне Давыдова тӑсса пачӗ, чикарккӑ ҫавӑрчӗ те, пуҫӗпе сӗлтсе, хӑйӗн вӑкӑрӗсем ҫинелле кӑтартрӗ.

— Кур-ха, манӑн арӑм епле ҫавӑрттарать! Плугне лайӑх майлаштарса панӑ, касӑран сайра хутра кӑна тухкаласа каять, вӑл хӑй пӗччен те сухалама пултармалла.

— Вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни санӑн арӑму-им вӑл? — ыйтрӗ Давыдов.

— Арӑм. Унпа ӗҫ уҫӑмлӑрах пырать. Тепӗр чухне ӑна ҫирӗп сӑмахпа хӑтӑрса илни те пулкалать — кӳренмест, кӳренсен те ҫӗрлеччен кӑна… Тӗттӗм ҫӗр — килӗштерет, тем тесен те хамӑра хамӑр пӗлетпӗр-ҫке-ха…

Кондрат йӑл кулса ячӗ те, тайкаланса пысӑк утӑмсемпе суха касси тӑрӑх утса кайрӗ.

Ирхи апатчен Давыдов чӗрӗк теҫеттина яхӑн сухаласа пӑрахрӗ. Вӑл ҫиесси килмен ҫӗртенех ларса пӑтӑ ҫикелерӗ, вӑкӑрӗсем апат ҫисе пӗтериччен кӗтсе ларчӗ те Кондрата куҫ хӗсрӗ:

— Пуҫлатпӑр-и?

— Эпӗ хатер. Анютка, хӑвала вӑкӑрсене!

Каллех — касӑ хыҫҫӑн касӑ выртса юлать, ҫӗр ҫулсем хушши ҫил-ҫумӑрпа ҫийӗнсе, пирченсе выртнӑ тӑпра, плуг шӑрчӗпе тӗренӗ айӗнче касӑлса, ҫаврӑнса выртать, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса пӑрахнӑ курӑксен хӑрса пӗтӗрӗнкелесе пӗтнӗ тымаррисем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, касса вакласа тӗпретнӗ ҫиелти ҫеремлӗ тӑпра сийӗ хуп-хура касӑ йӑранӗсем айне пулса пытанать. Тӗрен сурпанӗ аяккинчи ҫӗр юхса тӑнӑ пекех хумханать, тӳнтерле таврӑна-таврӑна выртса юлать. Хура тӑпран тӑварсӑр шӑрши чӗрӗлӗх парса уҫӑлтарать, тутлӑн варкӑшать. Хӗвел чылай ҫӳлте-ха, анчах пичеври вӑкӑрӑн йӑптӑх ҫӑмӗ тарпа исленсе тӗксӗмлене пуҫларӗ… Каҫ пулнӑ ҫӗре Давыдовӑн ботинкипе шӑйрӑлса пӗтнӗ урисем йывӑррӑн сурма тытӑнчӗҫ, пилӗкӗ ыратакан пулчӗ. Такӑна-такӑна уткаласа вӑл хӑйӗн лаптӑкне виҫсе тухрӗ, вара типсе куштӑркаса кайнӑ, тусанпа хуралса ларнӑ тутисене йӗрсе, йӑл кулса ячӗ: кун каҫиччен пӗр теҫеттин сухаласа пӑрахнӑ-мӗн.

— Ну, мӗн чухлӗ ҫавӑрттарса тӑкрӑн? — йӑл кулса, йӗкӗлтесе ыйтрӗ Куженков, Давыдов стан патне урисене аран-аран сӗтӗркелесе пырса тӑрсан.

— Эсӗ мӗн чухлӗ пуль тесе шухӑшлатӑн?

— Ҫур теҫеттинне тукаларӑн-и?

— Ҫук, шуйттан илесшӗ, пӗр теҫеттин те тепӗр ҫаврӑм!

Куженков, сӳре шӑлӗпе кастарнӑ урине сӑвӑр ҫӑвӗпе сӗрсе лараканскер, эхлеткелеме тапратрӗ, Давыдов сухаланӑ лаптӑка виҫсе пӑхма тӑрса утрӗ… Вӑл тепӗр ҫур сехетрен, сӗм тӗттӗм пулса ҫитсен тин таврӑнчӗ, кӑвайт вуттинчен аяккарах кайса ларчӗ.

— Мӗншӗн шӑпӑртах ларатӑн-ха, Куженков? — ыйтрӗ Давыдов.

— Темскер, ура ыратма пуҫларӗ-ха… Ним калаҫмалли те ҫук ӗнтӗ, сухаласса, ну, сухаласа пӑрахнӑ пултӑр… Ӗҫӗ темех мар! — Хирӗҫ чӗнесси килмесӗр хуравларӗ те вӑл, сӑхманӗпе пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, кӑвайт ҫывӑхне тӗршӗнсе выртрӗ.

— Ҫӑварна хупласа хучӗҫ-им-ха? Халӗ текех йытӑлла вӗрместӗн-и ӗнтӗ? — ахӑлтатсах кулса ячӗ Кондрат, анчах Куженков, илтмӗш пулса, нимӗн те чӗнмерӗ.

Давыдов будка ҫумне пырса выртрӗ, куҫӗсене хупрӗ. Кӑвайтӑран кӗл шӑрши варкӑшса килет. Нумай утнипе хӗрсе кайнӑ ура тупанӗсем тӗлкӗшсех ҫунаҫҫӗ, чӗркуҫҫисем — йывӑррӑн сураҫҫӗ, урасене епле вырнаҫтарса хурсан та майлӑ мар, пӗрмаях апла та, капла та хурас килет… Выртнӑ-выртманах тата кӗҫех куҫ умӗнче хумханса выртакан хура тӑпра йӑранӗ курӑнса кайрӗ: плуг тӗренӗн шап-шурӑ ҫивӗччӗшӗ пӗр сасӑсӑр шӑвӑнса пырать, ун аяккипе, хӑйӗн сӑн-питне улӑштарса, сӑмала евӗр вӗресе хура тӑпра парӑлтатса ҫӗкленет, йӑванса выртса юлать… Кӑштах пуҫ ҫаврӑннӑ пек, ӑш пӑтраннӑ пек пулнине туйса, Давыдов куҫӗсене уҫрӗ, Кондрата чӗнчӗ.

— Ыйӑх килмест-им? — хирӗҫ чӗнчӗ лешӗ.

— Килмест ҫав, темшӗн пуҫ ҫаврӑнать, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр плуг айӗнчен тӑпра касӑлса тухса йӑванса юлни курӑнса тӑрать…

— Вӑл ӗнтӗ яланах ҫапла пулать, — Кондратӑн сассинче ӑна кӑмӑллӑн ырласа йӑл кулни сисӗнчӗ. — Кунӗпех ура айнелле пӑхса пыратӑн-ҫке-ха, ҫавӑнпа пуҫ ҫаврӑнать те. Ҫитменнине тата, ҫӗртен шуйттанла тап-таса шӑршӑ ҫапать, ӳсӗртсех ярать. Эсӗ, Давыдов, ыран пӗрмаях ура айнелле пӑхса ан пыр, ытларах йӗри-тавралла интересленсе пӑхкала…

Ҫӗрле Давыдов пӑрҫасем ҫыртса аптӑратнине туймарӗ, лашасем кӗҫеннине те, хир тӳпинче ҫӗр выртакан хуркайӑк кӗтӗвӗ каярах юлса вырӑна ҫитсе какӑлтатнине те илтмерӗ, — вилнӗ пекех хытӑ ҫывӑрчӗ. Шуҫӑм ҫути килеспе тин вӑранчӗ те сӑхманӗпе чӗркеннӗ Кондрат будка патнелле утса ҫывхарнине курчӗ.

— Эсӗ ӑҫта пулнӑ капла? — ыйхи сирӗлеймен пуҫне кӑштах ҫӗклесе ыйтрӗ Давыдов.

— Хамӑн вӑкӑрсемпе санӑн вӑкӑрусене хуралларӑм. Пит аван ҫисе тӑранчӗҫ вӑкӑрсем. Вӗсене лайӑх курӑк ашкӑрса ӳсекен васана хӑваласа антартӑм та,вара…

Кондратӑн хӑйӑлтатарах тухакан сасси хӑвӑртах аяккалла кайса ҫухалнӑҫем илтӗнми пула пуҫларӗ… Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ.

Ҫав кунхине каҫ пулнӑ ҫӗре Давыдов пӗр теҫеттин та икӗ ҫаврӑм сухаласа пӑрахрӗ. Любишкин — шӑп та шай пӗр теҫеттин, Куженков — теҫеттинран кӑшт кӑна катӑкрах турӗ, тата пачах та кӗтмен-туман ҫӗртенех Антип Грач пӗрремӗш вырӑна тухса тӑчӗ. Унччен вӑл кая юлакансен ушкӑнӗнче пыратчӗ-ха, тӑрӑхласа ҫав ушкӑна Давыдов «вӑйсӑр-халсӑр команда» тесе ят панӑччӗ. Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ. Любишкин ҫакна асӑрхарӗ, кулса ячӗ:

— Пӗлсе йӳнеҫтеретӗн, Антип!

— Йӳнеҫтеретӗпех! Пирӗн йӑхрисем ӗҫ умӗнче кайра пымаҫҫӗ! — чӗрре кӗресле каласа хучӗ ҫурхи хӗвелпе тата ытларах пиҫсе хуралса кайнӑ Грач.

Вӑл чӑнах та йӳнеҫтерчӗ: каҫ пулнӑ ҫӗре пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахрӗ. Анчах тӗттӗмленнӗ тӗле Кондрат Майданников та вӑкӑрӗсене стан патне хӑваласа пырса тӑратрӗ. Давыдов унран: «Шабаш тӑвиччен миҫене ҫитертӗн?» — тесе ыйтсан, вӑл хӑйӑлтатса илчӗ: — «Пӗр теҫеттин ҫурӑна пӗр ҫаврӑм ҫитеймерӗ. Чикаркка ҫавӑрмалӑх табак парӑр-ха… кӑнтӑрларанпах туртман…» — терӗ те, Давыдов ҫинелле кастармалла ҫивӗччӗн, анчах ҫӗнтерӳллӗн савӑнса пӑхрӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Давыдов мӗн чухлӗ ӗҫленине шутласа пачӗ:

— Социализмла ӑмӑрту, иккӗмӗш бригадӑри юлташсем, акӑ епле ҫӗкленсе кайрӗ пирӗн! Ырлама тивӗҫлӗ хӑвӑрт ӗҫлерӗмӗр. Лайӑх сухаланӑшӑн колхоз правленийӗ ячӗпе бригадӑна большевикла тав! Прорывран эпир, хаклӑ юлташсем, тухатпӑрах, факт! Нормӑна тултарма май пуррине ӗҫре кӑтартса патӑмӑр пулсан, епле тухас мар-ха тата? Халӗ ӗнтӗ ҫине тӑрсах сӳрелеме тытӑнмалла. Епле пулсан та, виҫӗ хутчен сӳрелемелле! Уйрӑмӑнах Майданникова тавтапуҫ, мӗншӗн тесен вӑл — фактически чӑн-чӑн ударник!

Хӗрарӑмсем савӑт-сапасене ҫуса тасатрӗҫ, сухаҫӑсем ҫывӑрма выртрӗҫ, вӑкӑрсене курӑк ҫитерме ҫерем ҫине хӑваласа кайрӗҫ. Кондрат тӗлӗрсе каймах пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне арӑмӗ пырса сӑхман айне тӗршӗнсе кӗрсе выртрӗ те, ӑна аяккинчен тӗртсе, ҫапла ыйтрӗ:

— Кондраша, Давыдов сана пысӑка хурса хисеп турӗ-ҫке… Мухтаса каланӑ пекех туйӑнчӗ… мӗн тени пулать вара вӑл — ударник тени?

Кондрат ку сӑмаха нумай илтнӗ, анчах ӑнлантарса пама пултараймарӗ. «Давыдовран ыйтса пӗлмеллеччӗ!» — шухӑшларӗ вӑл кӑштах пӑшӑрханнӑ пек пулса. Ҫапах та ӑнлантарса памасӑр хӑварма, арӑмӗ умӗнче хӑй тивӗҫне ӳкерме пултараймарӗ вӑл, ҫавӑнпа та хӑй пӗлнӗ пек ӑнлантарса пачӗ:

— Ударники-и? Эх, эсӗ те ҫав, ухмах хӗрарӑм! Ударник тени-и? Кхм… Вӑл… Ну, мӗнле сана ӑнланмалларах каласа парам-ши? Акӑ, сӑмахран, винтовкӑн боскӗ пур, унпала пистона ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ, — ҫавна ударник теҫҫӗ. Винтовкӑра вӑл япала — чи кирли, унсӑрӑн персе яраймастӑн… Колхозра та вара ҫавнашкалах: ударник чи кирлӗ этем, ӑнлантӑн-и? Ну, халӗ ӗнтӗ ҫывӑрах, ман ҫума ан ҫулӑх!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех