Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIX

Пай: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.29 00:35

Пуплевӗш: 322; Сӑмах: 7022

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Урӑхла ҫын

Кирсанов тухса кайсан, тепӗр виҫӗ сехетрен, Вера Павловна тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Унӑн чи малтанхи шухӑшӗ мастерской пирки пулчӗ, мастерскоя капла хӑварма юрамасть, — шухӑшласа илчӗ вӑл. Мастерской хӑй тӗллӗнех ӗҫлет тесе ӗнентерме юратнӑ пулин те, чӑннипе Вера Павловна ҫав шухӑшпа хӑйне хӑй ҫеҫ йӑпатнине, чӑннипе мастерскоя ертсе пыракан ҫын кирлине, унсӑрӑн ӗҫ йӑлтах пӗтме пултарнине пӗлнӗ. Тепӗр тесен, халӗ ӗнтӗ ӗҫ лайӑхах майлашса кайрӗ, ӑна ертсе пыма сахалтарах тӑрмашсан та юрамалла. Мерцаловӑн икӗ ача; анчах вӑл, кашни кунах мар пулин те, мастерской валли кунне пӗр сехет е сехет ҫурӑ уйӑрма пултаратех. Вӑл хирӗҫ пулас ҫук, мастерскойра халӗ те нумай ӗҫлет вӑл. Вера Павловна хӑйӗн япалисене сутас тесе тустарма пуҫларӗ, Машӑна Мерцаловӑна чӗнме, унтан кивӗ кӗпе-йӗмпе, тӗрлӗ япаласемпе сут тӑвакан Рахели патне ячӗ. Рахели ӗҫе чи ӑста майлаштаракан чее еврейкӑсенчен пӗри пулнӑ, вӑл Вера Павловнӑшӑн лайӑх пӗлӗш пулнӑ; еврей вак сутӑҫсем пурте тенӗ пекех пӗр йӗркеллӗ ҫынна та улталаман, ҫавӑн пекех Рахель те Вера Павловнӑна улталаман. Рахельпе Машӑн, хулари хваттере кӗрсе, унта юлнӑ кӗпесемпе япаласене пуҫтарса тухмалла, ҫула май, тир-сӑранпа сут тӑвакан патне кӗрсе, Вера Павловнӑн ҫума панӑ кӗрӗкне илмелле те ҫав мӗнпур ӑпӑр-тапӑрпа дачӑна пымалла, унта вара вӗсене Рахель лайӑх пӑхса тухса хаклать те пурне те пӗрле туянать.

Маша хапхаран тухнӑ чухне ӑна дача патӗнче ҫур сехете яхӑн ҫӳренӗ Рахметов тӗл пулчӗ.

— Эсир каятӑр-им, Маша? Нумайлӑха-и?

— Нумайлӑха ҫав. Тен, каҫпа ҫеҫ таврӑнатӑп пулӗ. Ӗҫ нумай.

— Вера Павловна пӗчченех юлать-и?

— Апла пулсан, эпӗ килте сирӗн вырӑна ларса юлам-ха, тен, кирлӗ пулӑп.

— Тархасшӑн юлӑр, атту эпӗ хӑраттӑмччӗ-ха уншӑн. Тата эпӗ, Рахметов господин, мансах кайнӑ: вӑл паян кӑнтӑр апачӗ те ҫимен-ха, кӳршӗрен кама та пулин апат пырса пама чӗнӗр-ха, — унта манӑн туссем пур, кухаркӑпа нянька.

— Нимех те мар; эпӗ те ҫимен, хамӑрах ҫийӗпӗр. Эсир хӑвӑр ҫинӗ-и тата?

— Ҫирӗм, Вера Павловна ҫимесӗр ямарӗ.

— Апла пулсан, юрать-ха хуть. Хӑйсене пула ӑна та манаҫҫӗ пуль тенӗччӗ эпӗ.

Машӑсӑр тата унпа таннисемсӗр е унран ӑшӑ кӑмӑллӑрах та ун чухлех тӑхӑнманнисемсӗр пуҫне ыттисем пурте Рахметовран кӑшт шикленнӗ. Лопухов та, Кирсанов та; пурте вӗсем, никамран та, нимрен те шикленменскерсем, хӑш чухне хӑйсем унран кӑшт хӑранӑ пек туйнӑ. Вӑл Вера Павловнӑпа пӗртте ҫывӑх пулман: Вера Павловна ӑна кичем ҫын тесе шутланӑ, Кирсанов хӑй нихҫан та ун ҫыннисемпе пӗрле пулма тӑрӑшман. Анчах Кирсанов унпа ытти пӗр хӑна чухлӗ те ӑшшӑн калаҫман пулин те, Маша ӑна питӗ юратса пӑхнӑ.

— Эпӗ, Вера Павловна, чӗнмесӗрех килтӗм, — пуҫларӗ вӑл, — анчах эпӗ Александр Матвеича куртӑм та, пурне те пӗлетӗп. Ҫавӑнпа эпӗ, тен, сире кирлӗ пулӑп та сирӗн патӑрта ларса ҫӗр каҫӑп, — терӗм.

Унӑн пулӑшӑвӗ, тен, халех те кирлӗ пулма пултарнӑ: Вера Павловнӑна япалисене майлаштарма пулӑшмалла. Рахметов вырӑнӗнче кам та пулин урӑх ҫын пулнӑ пулсан, ӑна ҫав самантрах чӗннӗ те пулӗччӗҫ, вӑл хӑй те ҫав ӗҫе тӑвам-и тенӗ пулӗччӗ. Анчах вӑл хӑй те тӑвам-и темерӗ, чӗнессе те ӑна никам чӗнмерӗ; Вера Павловна ун аллине тытса чӑмӑртарӗ ҫеҫ, унтан чун-чӗре туйӑмӗпе: сире маншӑн тӑрӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тавтапуҫ, — терӗ.

— Эпӗ кабинетра пулӑп, — терӗ Рахметов, — мӗн те пулин кирлӗ пулсан, чӗнӗр эсир; кам та пулин килсен, алӑка эпӗ хамах уҫӑп, эсир хӑвӑр ан пӑшӑрханӑр.

Ҫак сӑмахсене каласан, вӑл лӑпкӑн утса кабинета кайрӗ, кӗсйинчен пысӑк татӑк ветчина тата пӗр татӑк хура ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ те, — пӗрле илсен, вӗсем тӑватӑ кӗренкене яхӑн пулнӑ, — вырнаҫса ларчӗ, лайӑх чӑмлама тӑрӑшрӗ, пурне те ҫисе ячӗ, ҫур графин шыв ӗҫрӗ, унтан кӗнеке ҫӳлӗкӗ патне пычӗ те, вулама суйласа илес тесе, кӗнекесене пӑхма пуҫларӗ: «вуланӑ…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук…» «хӑйӗн шухӑшӗ ҫук» тесе вӑл Маколей, Гизо, Тьер, Ранке, Гервинус кӗнекисем пирки каларӗ. «Ак ку вара, халь алла лекни, лайӑх», — кӑна вӑл темиҫе хулӑн кӗнеке тӗпси ҫине «Полное собрание сочинений Ньютона» тесе ҫырса хунине вуласассӑн каларӗ; вӑл томсене васкавлӑн уҫа-уҫа пӑхрӗ, юлашкинчен хай мӗн шыранине тупрӗ те, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса: «Акӑ вӑл, акӑ вӑл» терӗ, Observations on the Prophethies of Daniel and the Apocalipse of St. John, урӑхла каласан, «Замечания о пророчествах Даниила и Апокалипсиса св. Иоанна». «Ҫапла, ку тӗлӗшпе эпӗ ку таранчченех начартарах пӗлетӗп. Ньютон ку асӑрхаттарусене ватӑлса ҫитсен, ҫурри ӑсран тайӑлнӑ чухне ҫырнӑ. Ӑссӑрлӑхпа ӑс хутӑшни ҫинчен калакан питӗ чаплӑ пуян ҫӑлкуҫ. Ку ыйту пӗтӗм тӗнчипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ-ҫке-ха; пур ӗҫсенче те, пур кӗнекесенче те, пур пуҫсенче те тенӗ пекех ӑспа ӑссӑрлӑх хутӑшса кайнӑ. Анчах кунта ҫав хутӑшу чи чаплӑ формӑра пулма тивӗҫ: пӗрремӗшӗнчен, эпир пӗлекен паллӑ ӑслӑ ҫынсенчен чи гениллӗ те чи йӗркелли; иккӗмӗшӗнчен, ун ҫумне хутшӑннӑ ӑссӑрлӑх та — пурте йышӑннӑ ӑссӑрлӑх, ун пирки ним тавлашмалли те ҫук. Ҫапла ӗнтӗ, хӑй енӗпе илсен, ҫав тери тӗплӗ кӗнеке. Пӗтӗмӗшле явленин питех те пӗчӗк йӗрӗсем кунта ниҫтинчен те ытларах палӑрмалла, ҫак вӑл ӑспа ӑссӑрлӑх хутӑшнӑ явленин йӗрӗсем пулнӑ пирки никам та иккӗленме пултараймасть. Ку кӗнеке — вуласа вӗренмелли кӗнеке». Рахметов ҫине тӑрсах, киленсех ҫак кӗнекене вулама пуҫларӗ, ку кӗнекене юлашки ҫӗр ҫул хушшинче, ун корректорӗсемсӗр пуҫне, урӑх никам та вуламан пулӗ; ӑна вуласси, Рахметовсӑр пуҫне, кирек камшӑн та хӑйӑр е пӑчкӑ кӗрпи ҫиессипе пӗрех пулмалла. Рахметовшӑн вӑл тутлӑ.

Рахметов пек ҫынсем сахал: ун йышши ҫынсене эпӗ ку таранччен пурӗ те сакӑр ҫын ҫеҫ (вӑл шутрах икӗ хӗрарӑм) курнӑ; вӗсем пурте тӗрлӗ ҫынсем, анчах вӗсен пӗр пекки пӗр паллӑ пур. Вӗсен хушшинче ҫемҫе кӑмӑллисемпе хытӑ кӑмӑллисем те, кичеммисемпе савӑнӑҫлисем те, вӗтеленчӗккисемпе мӑраннисем те, нӑйкӑшшисемпе (пӗри хаяр сӑн-сӑпатлӑ, кулӑшла та сӗмсӗрскер; тепри ытла та кӑнттам пит-куҫлӑ, чӗмсӗр, нимӗнпе те интересленменскер; вӗсем иккӗшӗ те ман умра темиҫе хутчен те ытлашши кӑшкӑрса-ҫухӑрашса йӗрекен хӗрарӑмсем пек уласа йӗчӗҫ, хӑйсен ӗҫне пула мар, калаҫса ларнӑ ҫӗртех, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ӗҫ тунӑ хушӑрах; пӗччен чухне вӗсем час-часах йӗнӗ пулас, эп ӑна шансах тӑратӑп) кирек мӗн пулсан та, хӑйсене лӑпкӑ тытаканнисем те пулнӑ. Вӗсем пурте тӗрлӗ ҫынсем, анчах вӗсен пӗр пек пӗр паллӑ пур, ҫав паллӑ вӗсене, пӗр йӑха пуҫтарса, мӗнпур ытти ҫынсенчен уйӑрса тӑрать. Вӗсенчен хӑшпӗрисене эпӗ ҫывӑх пӗлетӗп, вӗсемпе ҫеҫ чухне эпӗ вӗсенчен кулатӑп та; вӗсем е ҫилленеҫҫӗ, е ҫилленмеҫҫӗ, анчах та хӑйсем те хӑйсенчен кулаҫҫӗ. Чӑнах та, вӗсенче кулӑшли нумай ҫав ӗнтӗ, вӗсен чи паха енӗ, вӗсене урӑхла йӑх ҫыннисем тӑваканни — ҫавсем пурте кулӑшла пулни. Ҫавнашкал ҫынсенчен кулма юрататӑп эпӗ.

Эпӗ вӗсенчен пӗрне Лопуховпа Кирсанов патӗнче тӗл пултӑм, халӗ эпӗ ун ҫинчен каласа паратӑп. — Ҫав ҫынпа тӗл пулсан, Вера Павловнӑн иккӗмӗш тӗлӗкӗнче Лопуховпа Алексей Петрович тӑпра свойствисем ҫинчен калаҫни ҫумне тата хушса каламаллине лайӑх курса тӑратӑн; ҫакна хушса хумалла: кирек мӗнле тӑпра ҫинче те тӗл-тӗл сывӑ пучахсем ҫитӗнме пултараҫҫӗ. Манӑн калавӑн тӗп геройӗсен: Вера Павловнӑн, Кирсановпа Лопуховӑн йӑхӗ-шывӗ, тӗрӗссипе каласан, асаттесемпе асаннесенчен мала иртмест, питех те тӑрӑшса асаилме хӑтлансан, тен, кӑштах мӗнле те пулин мӑн асанне ҫинчен калама пулӗ (мӑн асаттене, тем пулсан та, манӑҫ тусанӗ витнӗ ӗнтӗ; вӑл мӑн асаннен упӑшки пулни, ӑна Кирил тесе чӗнни ҫеҫ паллӑ пире, мӗншӗн тесен асатте Герасим Кирилыч ятлӑ пулнӑ). Рахметовсем XIII ӗмӗртенпе паллӑ пулнӑ, урӑхла каласан, Рахметовсен йӑхӗ пирӗн патӑрта ҫеҫ мар, Европӑра та чи авалхи йӑхсен шутӗнче тӑнӑ. Летопись каланӑ тӑрӑх, халӑха магомет тӗнне йышӑнтарма хӑтланнӑ тутарсене, корпус начальникӗсене (тен, вӗсен ун пек шухӑш пулман та пулӗ, уншӑн та мар, пусмӑрланӑшӑн пулӗ) хӑйсен ҫарӗсемпе пӗрлех Тверьте касса вӗлерсе тухнӑ; Рахмет та вӗсем хушшинче пулнӑ. Рахмет вырӑс хӗрне, урӑхла каласан, Тверьти обер-гофмаршалӑн тата фельдмаршалӑн племяницине вӑйпа качча илнӗ, амӑшне хӗрхеннипе вӗсен пӗчӗк ачине Латыфа ҫӗнӗ ят панӑ — Михаил ят хунӑ. Ҫав Латыф-Михаил Рахметовичран Рахметовсем пуҫланса кайнӑ. Вӗсем Тверьте боярсем пулнӑ, Мускавра окольничисем анчах пулса юлнӑ, иртнӗ ӗмӗрте Петербургра генерал-аншефсем пулкаланӑ, — паллах, пурте пулайман: вӗсен йӑхӗ-тӑванӗ питӗ йышланса кайнӑ пирки генерал-аншеф чинӗ пурне те лекеймен ӗнтӗ. Пирӗн Рахметовӑн мӑн аслашшӗн аслашшӗ Иван Иванович Шуваловпа туслӑ пулнӑ; Минихпа туслӑ пулнӑшӑн айӑпласа хупса лартсан, Шувалов ӑна тӳрре кӑларнӑ. Рахметовӑн мӑн аслашшӗ Румянцевпа пӗрле служить тунӑ, вӑл генерал-аншеф ятне ҫитнӗ, ӑна Нови патӗнче вӗлернӗ. Аслашшӗ Александра Тильзита ӑсатнӑ, вӑл пуринчен аслӑрах чина та ҫитме пултарнӑ пулӗччӗ те, анчах Сперанскипе туслӑ пулнипе часах хӑйӗн карьерине пӗтерсе лартнӑ. Ашшӗн ӑнӑҫусем те, инкек-синкек те пулман, вӑл 40 ҫулта генерал-лейтенанта ҫитсе отставкӑна тухнӑ те Медведица шывӗн тури тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ хӑйӗн поместьисенчен пӗринче пурӑнма пуҫланӑ. Поместьесем ытла пысӑках пулман, ун аллинче пӗр-икӗ пин ҫура яхӑн чун пулнӑ, ача-пӑча вара ялти канлӗ пурнӑҫра нумай ҫуралнӑ, сакӑр ачана ҫитнӗ; пирӗн Рахметов чи кӗҫӗннисенчен пӗри пулнӑ, унран кӗҫӗнни йӑмӑкӗ ҫеҫ пулнӑ; ҫавӑнпа та пирӗн Рахметовӑн пуянлӑх нумай пулман ӗнтӗ; ӑна пӗр 400 чуна яхӑн ҫын та 7000 теҫеттин ҫӗр леҫнӗ. Ҫынсемпе тата 5500 теҫеттин ҫӗрпе вӑл мӗн тунине никам та пӗлмен, вӑл хӑй валли 1500 теҫеттин ҫӗр хӑварнине те никам та пӗлмен, унсӑр пуҫне тата вӑл помещик иккенне, вӑл, хӑй валли хӑварнӑ ҫӗрне тара парса, ҫапах та 3000 тенкӗ тупӑш илнине вӑл пирӗн хушӑра пурӑннӑ чухне, никам та пӗлмен. Ӑна эпир каярахпа ҫеҫ пӗлтӗмӗр, ун чухне вара эпир ӑна леш пуян Рахметовсен йӑхӗнчен пуль тесеччӗ; лешсен вӗсен пуян ҫӗр улпучӗсем нумай, пурне те пӗрле илсен, вӗсен Медведица, Хопра, Сура тата Цна шывӗсем тӑрӑхӗнче 75000 чуна яхӑн шутланнӑ, ҫав вырӑнсенче вӗсем ним улшӑнмасӑр уезд пуҫлӑхӗ пулаҫҫӗ, вӗсенчен кам та пулин е пӗри е тепри ҫав тӑрӑхри виҫӗ губернирен пӗринче пӗрмаях губерни пуҫлӑхӗ пулаҫҫӗ. Пирӗн пӗлӗш Рахметов ҫулталӑкра 400 тенкӗпе пурӑннине пӗлнӗ эпир; студентшӑн пулсан, вӑл ун чухне сахал пулман, анчах Рахметовсен йӑхӗнчи ҫӗр улпучӗшӗн ытла та сахал пулнӑ ҫав; ҫавӑнпа та пирӗнтен кашниех хӑй ӑшӗнче пирӗн Рахметов Рахметовсен йӑхӗн мӗнле те пулин юхӑнса ҫӗрсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ сыппинчен тухнӑ пуль, хысна палатинче ӗҫлекен мӗнле те пулин советникӗн, ачисене нумаях мар мул хӑварнӑскерӗн, ывӑлӗ пуль тесе шутланӑ, эпир ҫавна пӗлесшӗн пурте ытлашши тӑрӑшса кайман. Вӑл япаласемпе интересленмелле пулман вӗт-ха пирӗн.

Халӗ вӑл ҫирӗм иккӗре ӗнтӗ, 16-ран пуҫласа вӑл студент пулнӑ; анчах та вӑл пӗр 3 ҫуллӑха университета пӑрахса кайнӑ. 2-мӗш курсран тухса, хӑйӗн поместьине кайнӑ, опекун хирӗҫнине ҫӗнтерсе, хуҫалӑхне урӑхла йӗркелесе янӑ, ҫавӑншӑн ӑна пиччӗшӗсем ылханса пӗтернӗ, аппӑш-йӑмӑкӗсен упӑшкисем вӗсене унпа калаҫма чарнӑ; унтан вӑл тӗрлӗ майпа Россия тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ: тип ҫӗрпе те, шывпа та, унпа та, кунпа та, ахаль чухнехи пек те, урӑхла та ҫӳренӗ, — сӑмахран, ҫурран та, паруслӑ суднӑпа та, шӑтӑк кимӗсемпе те, — ҫул ҫинче унӑн хӑйне пула тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑ; калас пулать, вӑл икӗ ҫынна — Хусан университетне, пилӗк ҫынна Мускав университетне вӗренме леҫсе янӑ, — вӗсем унӑн стипендиачӗсем пулнӑ; хӑй вӑл Петербургра пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа унта никама та илсе пыман, ҫавна пула унӑн тупӑшӗ 400 мар, 3000 тенкӗ пулнине пирӗнтен никам та пӗлмен. Кӑна эпир кайран ҫеҫ пӗлтӗмӗр, ун чухне вара эпир ҫакна куртӑмӑр: вӑл нумайччен ҫухалса пурӑнчӗ, унтан вара, — Кирсанов кабинетӗнче Ньютон Апокалипсисне мӗнле ӑнланмалла-ха тесе шухӑшласа лариччен икӗ ҫул маларах Петербурга таврӑнчӗ, — филологи факультетне вӗренме кӗчӗ, — малтан вӑл естествознани факультетӗнче пулнӑ, — ҫавна ҫеҫ пӗлтӗмӗр.

Рахметовӑн Петербургри пӗлӗшӗсем никам та унӑн тӑванла ҫыхӑнӑвӗсем ҫинчен, унӑн укҫа-тенкисем ҫинчен пӗлмен пулсан, паллакансем вара пурте ӑна икӗ ятпа чӗннине пӗлнӗ; ҫав ятсенчен пӗри «Ригорист» текенни — пирӗн калавра тӗл пулнӑччӗ ӗнтӗ; ригорист тесе чӗннине вӑл хӑйӗн яланхи пек тӗксӗмрех савӑнӑҫлӑ куллипе йышӑннӑ. Ӑна Никитушка е Ломов, е пӗрле Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чух вӑл сарлакан та пылаккӑн йӑл кулнӑ, ун пек кулма унӑн чӑнах та тивӗҫлӗ сӑлтавӗ те пулнӑ, мӗншӗн тесен миллионшар ҫынсем хушшинче чапа тухнӑ ята вӑл ҫутҫанталӑкран мар, хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫирӗп пулнинчен илнӗ. Анчах та ҫав ятӑн чапӗ сакӑр кӗперне тӑрӑх тӑсӑлса выртакан 100 ҫухрӑм сарлакӑш тӑрӑхра ҫеҫ мухтавлӑн кӗрлесе тӑрать; Российӑри ытти вулакансене вара ҫав ят мӗнле ят пулнине ӑнлантарса парас пулать. Никитушка Ломов, пӗр 20 — 25 ҫул каярах Атӑл тӑрӑх ҫӳренӗ бурлак, Геркулес пек вӑйлӑ ҫын пулнӑ; унӑн ҫӳллӗшӗ 15 вершук пулнӑ, кӑкӑрӗпе те, хулпуҫҫипе те сарлашкаскер, мӑнтӑр мар, анчах та питӗ кӗрнекскер, вӑл 15 пӑт тайнӑ. Унӑн вӑйӗ мӗнлине пӗлмешкӗн ҫакна калани те ҫителӗклӗ: вӑл ӗҫ укҫине 4 ҫын чухлӗ илнӗ, судно хула тӗлне ҫитсе чарӑнсан, вӑл рынока, Атӑл ҫинчи пек каласан, базара кайнӑ. Инҫетри тӑкӑрлӑксенче вара ачасем: «Никитушка Ломов килет, Никитушка Ломов килет!» — тесе кӑшкӑрни илтӗннӗ, вара пурте пристаньтен базара каякан урамалла чупнӑ, халӑх ушкӑнӗ хӑйӗн паттӑрӗ хыҫҫӑн кӗпӗрленсе пынӑ.

16-ра чухне, Петербурга килсен, Рахметов ытлашши нимпех те палӑрман, яш пулнӑ, пӗвӗпе чылай ҫӳллӗскер, вӑл самаях тӗреклӗ пулнӑ, анчах та вӑй енчен мухтанмалли нимех те пулман: унпа пӗр ҫулти пӗр вунӑ яшран иккӗшӗ ӑна хӑй айне хума пултарнӑ та пулӗ. Вунҫичче пуссан вӑл хӑйӗн вӑй-халне ҫирӗплетме шутланӑ та хӑйне хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫине тӑрсах гимнастика тума пуҫланӑ; вӑл лайӑх ӗнтӗ, анчах гимнастика вӑл мӗн пуррине ҫеҫ лайӑхлатма пулӑшать-ҫке, вӑй пухас пулать, вӑл вара пӗр вӑхӑт хушши гимнастикӑпа икӗ хут нумайрах хӑтланнӑ, кунне темиҫе сехетлӗхе вӑй хумалли ӗҫсем тунӑ: шыв турттарнӑ, вутӑ йӑтнӑ, вутӑ ҫурнӑ, йывӑҫ каснӑ, чум чутланӑ, ҫӗр чавнӑ, тимӗр туптанӑ; вӑл нумай тӗрлӗ ӗҫ туса ҫӳренӗ, час-часах улӑштарнӑ вӗсене, мӗншӗн тесен кашни ҫӗнӗ ӗҫре, кашни улшӑнура мӗнле те пулин мускӑлсем тата лайӑхрах хытаҫҫӗ-ҫке-ха. Кӗҫех вӑл боксерсем ҫинӗ пек ҫиме тытӑннӑ: йӑлтах вӑя ҫирӗплетекен апатсем — пуринчен ытла бифштекс, пиҫнӗ-пиҫменскерне, ҫинӗ — ҫав вӑхӑтранпа вара яланах ҫапла пурӑннӑ. Ҫакӑн пек пурӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫултан вӑл ҫулҫӳреме тухса кайнӑ, кунта вара уншӑн хӑйӗн вӑй-халне ӳстерме тата лайӑхрах майсем тупӑннӑ: ака-суха тунӑ, платник пулнӑ, кимӗпе шыв урлӑ каҫарнӑ тата вӑй-халшӑн усӑллӑ тӗрлӗ ытти ӗҫсене те тунӑ; пӗрре вӑл бурлак пулса Атӑла та тӑршшӗпех, Дубовкӑран пуҫласа Рыбинска ҫитиччен, ҫуран утса тухнӑ. Вӑл манӑн бурлак пулас килет тенӗ пулсан, судно хуҫипе бурлаксем шалт тӗлӗнсе кайнӑ пулӗччӗҫ, пӗртте ӗненмен пулӗччӗҫ, ӑна ӗҫе илмен пулӗччӗҫ; ҫавӑнпа вал эртелпе туслашса кайнӑ та ахаль пассажир пек пулса ларнӑ, бурлаксене судно туртма пулӑшнӑ, тепӗр эрнерен чӑн-чӑн рабочи пекех кӳлӗнсе ӗҫлеме пуҫланӑ; часах вӑл мӗнле туртнине ҫынсем асӑрханӑ, унпа туртӑнса вӑйсене виҫсе пӑхма тытӑннӑ, — вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен чи патваррисене те, виҫҫӗшне е тӑваттӑшне, туртса ҫӗнтернӗ; ун чухне вӑл 20 ҫулта пулнӑ, вара ӑна юлташӗсем, унчченхи героя асӑнса, Никитушка Ломов тесе чӗнме пуҫланӑ. Тепӗр ҫулла вӑл пӑрахут ҫине ларса кайнӑ; палуба ҫинче хӗвӗшекен ахаль халӑх хушшинчен пӗри пӗлтӗр унпа пӗрле кӳленсе ҫӳренӗ ҫын: пулнӑ, ҫакӑнтан вара юлташ-студенчӗсем ӑна Никитушка Ломов тесе чӗннине пӗлнӗ. Чӑнах та вӑл питӗ вӑйланса кайнӑ, уншӑн вӑл вӑхӑта та ним чухлӗ те хӗрхенмен. «Ҫапла кирлӗ те, — тенӗ вӑл, — ун пек тусан ахаль ҫынсем хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ. Усӑллӑ вӑл, кирлӗ пулма пултарать».

Ҫак шухӑш ун пуҫне вунҫичӗ ҫула пуссан кӗрсе юлнӑ, мӗншӗн тесен ун уйрӑмлӑхӗ ҫак вӑхӑтран пуҫласа аталанма тытӑннӑ. 16 ҫулта чухне вӑл, вӗренсе тухнӑ лайӑх гимназист, ыттисем пекех, нимпе те уйрӑлса тӑманскер, ырӑ кӑмӑллӑ та таса чӗреллӗ яш Петербурга пынӑ, вара виҫ-тӑватӑ уйӑх хушши тин ҫеҫ пурӑнма пуҫлакан студентсем пек пурӑнса ирттернӗ. Унтан вӑл студентсем хушшинче уйрӑмах ӑслӑ ачасем пурри ҫинчен илтнӗ, вӗсем шухӑшласса та ыттисем пек шухӑшламаҫҫӗ иккен, ун пеккисене вӑл пӗр пилӗк ҫынна пӗлнӗ, — ун чухне вӗсем сахал пулнӑ-ха. Вӑл вӗсемпе интересленсе кайнӑ та вӗсемпе кампа та пулин паллашма тӑрӑшнӑ; унӑн вара Кирсановпа тӗл пулма май килнӗ, ҫавӑнтан вара унтан урӑхла ҫын, Никитушка Ломов тата ригорист, пуласси пуҫланнӑ. Пирвайхи каҫ вӑл Кирсанов сӑмахне ҫӑварне карсах итлесе ларнӑ, макӑрнӑ, Кирсанов сӑмахне пӳле-пӳле, пӗтме пӳрнине ылханса кӑшкӑрнӑ, пурӑнма пӳрнишӗн савӑнса, ӑна ырӑ суннӑ. — «Мӗнле кӗнекесенчен пуҫлас-ха манӑн вулама?» Кирсанов каласа панӑ. Вӑл тепӗр кунне ирхине 8 сехетренех Невски тӑрӑх, Адмиралтейски кӗпертен пуҫласа Полицейски кӗпер патне ҫитиччен, мӗнле те пулин нимӗҫ е француз кӗнеке магазинӗ уҫасса кӗтсе уткаласа ҫӳреме пуҫланӑ, мӗн кирлине илнӗ те виҫӗ талӑк ытла ниҫта тухмасӑр вуланӑ, — кӗҫнерникун ирхине 11 сехетрен пуҫласа вырсарникун каҫхине 9 сехет ҫитиччен, 82 сехет хушши вуланӑ; малтанхи икӗ каҫне чӑлкӑм куҫ хупмасӑр ирттернӗ, чей-мӗн ӗҫмен, виҫҫӗмӗш каҫхине сакӑр стакан питӗ ҫӑра кофе ӗҫнӗ, ҫапах та тӑваттӑмӗш каҫ валли нимӗнле кофепе те вӑй ҫитмен, вӑл йӑванса кайнӑ та урайӗнче 15 сехет ҫывӑрнӑ. Тепӗр эрнерен вӑл Кирсанов патне пынӑ, мӗнле ҫӗнӗ кӗнекесем вуламаллине тата ӑнланман вырӑнсене ӑнлантарса пама ыйтнӑ; Кирсановпа туслашса кайнӑ, ун урлӑ вара Лопуховпа туслашнӑ. Ҫур ҫул иртсен вӗсем, вӑл 17 ҫулта ҫеҫ, хӑйсем вара иккӗшӗ те 21-ре пулнӑ пулин те, ӑна хӑйсемпе танлаштарса текех ҫамрӑк ҫын теме пӑрахнӑ, вӑл ӗнтӗ урӑхла ҫын пулнӑ.

Урӑхла ҫын пулмалӑх мӗн пулнӑ-ха ун иртнӗ пурнӑҫӗнче? Ытлашши нумаях пулмасан та, ҫапах пулнӑ. Унӑн ашшӗ тискер характерлӑ ҫын, питӗ ӑслӑ, нумай вӗреннӗ ҫын тата ультраконсерватор пулнӑ, — Марья Алексевна йышши ультра-консерваторах, анчах тӳрӗ кӑмӑлли. Ӑна, паллах, йывӑр пулнӑ. Кунпа ҫеҫ пулнӑ пулсан юрӗччӗ-ха. Анчах та ун амӑшӗ, чылаях сӑпай та ҫепӗҫ хӗрарӑм, упӑшкин характерӗ йывӑр пулнипе тем пекех асапланнӑ, тата вӑл ялта мӗн тунине те курнӑ; ҫакӑ та темех марччӗ ӗнтӗ; акӑ тата мӗн пулнӑ: вунпиллӗке пуссан, вӑл ашшӗн еркӗнӗсенчен пӗрне юратса пӑрахнӑ. Пӗр ӗҫ пулса иртнӗ, паллах ӗнтӗ, ку ӗҫ уйрӑмах ҫав хӗрарӑмшӑн йывӑр пулнӑ. Вӑл хӑй пирки асап курнӑ хӗрарӑма питӗ хӗрхеннӗ. Ун пуҫне ҫӗнӗ шухӑшсем пырса кӗре пуҫланӑ, Вера Павловнӑшӑн Лопухов кирлӗ пулнӑ пек, уншӑн Кирсанов кирлӗ ҫын пулса тӑнӑ; урӑхла ҫын пулма май параканни уншӑн иртнӗ пурнӑҫӗнчех юлнӑ; анчах ун пек урӑхла ҫын пулма чи кирли вӑл, паллах, — ҫын хӑй, ун шухӑш-кӑмӑлӗ. Университета пӑрахса хӑйӗн поместьине, унтан вара Россия тӑрӑх ҫӳреме кайиччен кӑшт маларах вӑл хӑйӗн материальнӑй пурнӑҫӗнче те, хӑйне хӑй епле тытас тӗлӗшпе те, ӑс-тӑн енӗпе те хӑйне евӗр интереслӗ принципсем тытса пыма пуҫланӑ, вӑл ҫул ҫӳресе таврӑннӑ тӗле ҫав принципсем аталанса, система пулса ҫитнӗ те, вӑл пӗр пӑркаланмасӑр ҫав системӑна пӑхӑнса пурӑннӑ. Вӑл хӑйне каланӑ: «Эпӗ пӗр тумлам та эрех ӗҫместӗп. Эпӗ хӗрарӑм ҫумне пырса та сӗртӗнместӗп», — тенӗ. Анчах ҫынни вара вӗресе тӑракан ҫын пулнӑ. «Мӗн тума-ха ку? — Пӗртте кун пек хӑтланма кирлӗ мар». — «Кирлӗ. Эпир ҫынсене пурнӑҫпа туллин киленме хушатпӑр, — пирӗн хамӑр пурнӑҫпа ҫакна кӑтартса памалла: кӑна эпир кашнин харпӑр хӑйӗн туйӑмӗсене тивӗҫтерме мар, кашни харпӑр хӑйшӗн мар, пӗтӗмпе илсен, ҫыншӑн ҫапла тума хушатпӑр, эпир хамӑршӑн тӑрӑшса мар, принцип тӑрӑх, хамӑра кирлӗрен мар, хамӑр ҫапла тумаллине шанса панӑ пирки ҫеҫ калатпӑр».

Ҫавӑнпа вӑл хӑйне пурнӑҫӗнче питӗ хытӑ тыткалама пуҫланӑ. Никитушка Ломов пулмашкӑн ӗне какайӗ нумай ҫимелле пулнӑ, — вӑл ӑна чӑнах та нумай ҫинӗ. Анчах та ӗне какайӗсӗр пуҫне вӑл мӗнле те пулин урӑх апат-ҫимӗҫ илме пӗр пус укҫине те хӗрхеннӗ; ӗне какайне вӑл хуҫа арӑмне илтернӗ, чи лайӑххине, ятарласах чи лайӑх татӑксене суйласа илме хушнӑ, ыттине вара килте чи йӳннине ҫинӗ. Шурӑ ҫӑкӑр ҫиме пӑрахнӑ, килте хурине ҫеҫ ҫинӗ. Ун ҫӑварӗнче эрни-эрнипе сахӑр катӑкӗ, уйӑхӗ-уйӑхӗпе нимӗнле улма-ҫырла, пулярка е пӑру какайӗ пӗр татӑк та пулман. Хӑйӗн укҫипе вӑл ҫакӑн пеккисене нимӗн те туянман: «уншӑн укҫа тӑкма пултараймастӑп эпӗ, унсӑрӑн та пурӑнма пулать» тенӗ, — анчах хӑй вӑл тутлӑ апат ҫисе ӳснӗ пулнӑ, апат-ҫимӗҫ мӗнлине питӗ ӑста хаклама пултарнӑ; кам патӗнче те пулин апатланнӑ чухне вӑл хӑй килте ҫиме пӑрахнӑ апатсене те нумайӑшне ҫинӗ, хӑшӗсене вара ҫын патӗнче те ҫимен. Кун сӑлтавӗ чылаях пысӑк пулнӑ: «Ахаль халӑх хутран-ситрен ҫиекен апата, кирлӗ пулсан, эпӗ те ҫиме пултаратӑп. Ахаль ҫынсем нихҫан та астивсе пӑхайманнине манӑн та ҫиме кирлӗ мар! Ку вӑл мана, ман пурнӑҫпа танлаштарсан, вӗсен пурнӑҫӗ епле хӗсӗк пулнине пӗлме, кӑштах та пулин пӗлме кирлӗ». Ҫавӑнпа улма-ҫырла пырса лартсан, вӑл яланах панулми ҫинӗ, абрикос вара нихҫан та ҫимен; Петербургра апельсин ҫинӗ, провинцире ҫимен, — куратӑр-и, Петербургра ахаль халӑх апельсин ҫиет, провинцире вара ҫимест. Паштет ҫинӗ, мӗншӗн тесен «лайӑх кукӑль паштетран начарах мар, ахаль халӑх тӑварлӑ чустана пӗлет вӑл», анчах та сардинкӑна ҫимен. Капӑрлӑха юратнӑ пулин те, вӑл питӗ начар тумланса ҫӳренӗ, ытти енӗпе вара хӑйне питӗ хытӑ тытнӑ; сӑмахран, ҫывӑрасса вӑл матрац сарса ҫывӑрман, ашӑк ҫинче ҫывӑрнӑ, ӑна та-ха ҫаплипех, пӗртте хуҫлатмасӑр сарнӑ.

Ӑна пӗр япала кӑмӑлне кайман, — вӑл туртма пӑрахайман: «сигара туртмасӑр пуҫ ӗҫлемест; чӑнахах ҫапла пулсан, эпӗ тӗрӗс тӑватӑп ӗнтӗ; анчах, тен, хам ҫемҫешкерен пулӗ ку». Начар сигара туртма пултарайман вӑл, — аристократсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ-ҫке-ха. Ун пурӗ 400 тенкӗ расход тухнӑ пулсан, унтан 150 тенки сигара илнӗ ҫӗре кайнӑ. «Ирсӗр ҫемҫешке» тенӗ вӑл ҫавна. Ҫакӑ ӑна кӑштах хирӗҫ калама пулӑшнӑ; вӑл кама та пулин питӗ хытӑ питлеме тытӑнсан, леш ӑна: «Ара, пӗртте ӗненмелле мар-ҫке, — туртатӑн вӗт эсӗ» тенӗ, — ун чухне Рахметов тата ытларах питлеме тытӑннӑ, анчах та вӑл халӗ ҫурри ытла ӗнтӗ хӑйне ятланӑ, леш ҫынна вара ҫапах та сахалтарах лекнӗ, апла пулин те Рахметов ӑна йӑлтах манса хӑварман.

Вӑл шутсӑр нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗпе те, ытти япаласене тыткаланӑ пекех, питӗ тирпейлӗ усӑ курма шутланӑ. Уйӑх хушшинче чӗрӗк сехет те сая кайман ун, кану кирлӗ пулман ӑна. «Эпӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑватӑп; тӗрлӗ ӗҫ туни вӑл канниех». Тусӗсем хушшинче вӑл ытла час-часах пулман, вӗсем патне вӑл шӑпах пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулмалӑх ҫӳренӗ, пуҫтарӑнасса вӗсем Кирсановпа Лопухов патӗнче пуҫтарӑннӑ: «Ҫӳрес пулать, пулас пулать; камсемпе те пулин ҫывӑх пулни кирлӗ, — ӑна кулленхи пурнӑҫ кӑтартса парать, — тӗрлӗрен япаласем ҫинчен ыйтса пӗлме ҫывӑхра яланах ҫынсем кирлӗ» тенӗ вӑл. Хӑйӗн тусӗсем патӗнчи пухусенче пулнисӗр пуҫне, ӗҫ пулмасан вӑл урӑх ниҫта та кайман, тата ӗҫ тума кирлинчен нихҫан та пилӗк минут ытларах тӑман; хӑйӗн патне пыракансене те вӑл ҫакӑнтан ытла тытса тӑман; вӑл хӑнине тӳрех: «Эпир сирӗн ӗҫ ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ; халӗ эсир мана ытти ӗҫсене тытӑнма ирӗк парсамӑр, мӗншӗн тесен маншӑн вӑхӑт питӗ хаклӑ», тенӗ.

Хай ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек пулнӑ малтанхи уйӑхсене вӑл ялан тенӗ пекех килте кӗнеке вуласа ирттернӗ: анчах ку вӑл ҫур ҫул ытларах ҫеҫ ҫапла тӑсӑлнӑ: хӑйӗн шухӑшӗсем системӑна кӗрсе ҫитнине курсан (ҫав принципсене вӑл тӗрес принципсем тесе шутланӑ), вӑл ҫийӗнчех ҫапла каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ вуласси пӗрремӗш ӗҫ мар; ку енчен илсен, эпӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗр, — вара вӑл пушӑ чухне кӑна кӗнекесемпе ларнӑ, анчах ун пушӑ вӑхӑт нумай пулман. Ҫапах та вӑл хӑйӗн пӗлӗвне тӗлӗнмелле хӑвӑрт ӳстерсе пынӑ: халӗ вӑл, 22 ҫулта чухнех, питӗ тӗплӗ вӗреннӗ ҫын пулнӑ. Ку акӑ мӗншӗн ҫапла пулнӑ: вӑл кунта та ытлашши иртӗнмелле мар текен правилӑпа пурӑннӑ; мӗн кирлӗ, ҫавна ҫеҫ вӗренмелле. Анчах та мӗне кирлӗ-ха? Вӑл ҫапла каланӑ: «Пур предметпа илсен те, тӗплӗн ҫырнӑ кӗнекесем питӗ сахал; мӗнпур ытти кӗнекесенче ҫак сахал кӗнекесенче туллинрех те уҫҫӑнрах мӗн калаҫҫӗ, ҫавна ҫеҫ тепӗр хут калаҫҫӗ, чӑмласа ҫемҫетеҫҫӗ, пӑсаҫҫӗ. Малтанхисене ҫеҫ вуламалла; ыттисене вулани вӑхӑта сая яни ҫеҫ. Вырӑс кӗнекисене илетпӗр. Эпӗ калатӑп: чи малтан Гоголе вуласа тухатӑп. Ыттисене пин повесть илсе, пилӗк страница уҫса, кашнинчен пилӗкшер йӗрке вуласанах, эпӗ унта Гоголь пек ҫырма тӑрӑшнине, анчах ӑна пӑсса хунине ҫеҫ куратӑп, — мӗншӗн вулатӑп-ха эпӗ вӗсене? Наукӑра та ҫаплах, — ку уйрӑмлӑх вӑл наукӑра татах та ытларах палӑрса тӑрать. Эпӗ Адам Смит, Мальтус, Рикардо, Милль кӗнекисене вуласа тухрӑм пулсан, эпӗ ӗнтӗ вӗсен тӗп шухӑшне пӗлетӗп, ҫавӑнпа та манӑн ҫӗршер политико-экономран, вӗсем темӗнле чапа тухнӑ пулсан та, пӗрне те вулама кирлӗ мар; эпӗ пилӗк страница уҫса пилӗкшер йӗрке вуланипех вӗсен пӗр ҫӗнӗ шухӑш та ҫуккине куратӑп, вӗсем пурне те ҫынсенчен ҫырса илнӗ е пӑса-пӑса хунӑ. Эпӗ кашни хӑй пуҫӗпе шухӑшласа ҫырнине ҫеҫ вулатӑп, — вуласса та йӑлтах мар, ҫав ҫыннӑн тӗп шухӑшне пӗлмелӗх ҫеҫ вулатӑп». Ҫавӑнпа ӑна нимӗнле те Маколей ҫырнисене вулаттарма май килмен; пӗр вунпилӗк минут хушши тӗрлӗрен страницӑсем ҫине пӑхса ларсан, вӑл: «ку ҫӗтӗк-ҫурӑка мӗнрен пухнине пӗлетӗп эпӗ» тесе шутланӑ. Теккерейӗн «Ярмарка суеты» ятлӑ кӗнекине вӑл киленсех вуласа тухнӑ, «Пенденниса» ятлӑ кӗнекине вулама тытӑннӑ та 20-мӗш страницӑна ҫитсенех хупса хунӑ: «Ярмарка суеты» кӗнекере каланинех калать, урӑх нимӗн те ҫӗнни ҫук пулмалла, вулама та кирлӗ мар». — «Пӗр кӗнекене вуласа тухни мана ҫӗр кӗнеке вулассинчен хӑтарать», — тенӗ вӑл.

Гимнастика тӑвасси, вӑй-хал ҫирӗплетмелли ӗҫсем тӑвасси, кӗнеке вуласси — ҫаксем Рахметовӑн чи кирлӗ ӗҫӗсем пулнӑ; анчах та вӑл Петербурга таврӑннӑранпа вӗсем ун вӑхӑчӗн тӑваттӑмӗш пайне ҫеҫ йышӑннӑ, ытти чухне вӑл ют ӗҫсене тунӑ е, вуланӑ чухнехи пек правилӑпах пурӑнса, никам ӗҫне те тусах кайман: кирлех мар ӗҫсемпе, кирлех мар ҫынсемпе вӑхӑтне сая яман, чи кирлӗ ӗҫсене ҫеҫ тума тӑрӑшнӑ, ҫав ӗҫсене тусан вара кирлех мар ӗҫсем тата вӑл ертсе пыракан ҫынсем унсӑр пуҫнех улшӑннӑ. Сӑмахран, тусӗсен ушкӑнӗнче мар чухне вӑл ытти ҫынсемшӗн кирлӗ ҫынсемпе ҫеҫ паллашнӑ. Пӗр-пӗр ҫынна ытти темиҫе ҫын хисеплемен пулсан, вӑл ҫын вара нимӗнле майпа та унпа калаҫӑва хутшӑнма пултарайман. «Каҫарсамӑр мана, ман вӑхӑт ҫук, ерҫейместӗп» тенӗ те Рахметов ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. Анчах ҫавӑн пекех вӑл кампа та пулин паллашма кӑмӑл тунӑ пулсан, вара ҫав ҫын унтан хӑпма пултарайман, Рахметов унпа пурпӗрех паллашнӑ. Вӑл сирӗн патӑра пырать те хӑйне мӗн кирли ҫинчен каласа парать, унтан ҫапла калать: «Ман сирӗнпе паллашас килет; питӗ кирлӗ. Эсир халӗ ерҫейместӗр пулсан, тепӗр чухне тӗл пулӑпӑр, хӑҫан ерҫетӗр эсир, ҫавна ҫеҫ калӑр». Эсир унӑн чи ҫывӑх пӗлӗшӗ пулсан та, эсир ӑна хӑвӑр ӗҫӗр ҫинчен итлеме тархасласан та, вӑл сирӗн вак-тӗвек ӗҫ ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. «Ерҫейместӗп» тенӗ те пӑрӑнса кайнӑ. Анчах та пысӑкрах, кирлӗрех ӗҫсене, хӑй шучӗпе хутшӑнмалла пек туйӑнсассӑн, никам ыйтмасӑрах хутшӑннӑ: «Ман тумалла кӑна», тенӗ вӑл. Ун пек чухне вӑл мӗн каланинчен, мӗн тунинчен шалт тӗлӗнсе каймалла! Акӑ, сӑмахран, эпӗ унпа епле паллашрӑм. Ун чухне эпӗ ҫамрӑках марччӗ ӗнтӗ, чылаях пурӑнса курнӑскер, хӑш чухне ман патӑмра пирӗн провинцири ҫамрӑксем пӗр пилӗк-ултӑ ҫын пуҫтарӑнса ларатчӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ уншӑн пулсан хаклӑ ҫын шутланнӑ: эпӗ вӗсене хисепленине кура, ҫав ҫамрӑксем мана хама та хисеплетчӗҫ; ҫавна пула ман ята илтнӗ те ӗнтӗ Рахметов. Эпӗ ӑна пуҫласа Кирсанов патӗнче куртӑм, ун чухне эпӗ ун ҫинчен нимӗн те илтменччӗ-ха: ун чухне вӑл тин ҫеҫ ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе таврӑннӑ пулнӑ. Вӑл унта ман хыҫҫӑн пырса кӗчӗ; унти ҫынсем хушшинче вӑл палламанни эпӗ ҫеҫ пулнӑ иккен. Вӑл кӗнӗ-кӗменех Кирсанова айккинелле илсе кайрӗ те, куҫӗпе ман ҫине кӑтартса, ик-виҫӗ сӑмах каларӗ. Кирсанов та ӑна пӗр-ик сӑмах каларӗ, ун хыҫҫӑн Рахметов ӑна тытса тӑмарӗ. Тепӗр минутран Рахметов мана хирӗҫ пырса ларчӗ, пире диван патӗнчи пӗчӗк сӗтел кӑна уйӑрса тӑрать, хушӑмӑр пӗр аршӑн ҫурӑран ытла мар ӗнтӗ, пырса ларчӗ те шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ кӳрентӗм; вӑл ман ҫине ытла та темӗнле, хӑй умӗнче ларакан ҫын ҫине мар, портрет ҫине пӑхнӑ пек пӑхса ларчӗ, — эпӗ тӗксӗмлентӗм. Унӑн нимӗнле ӗҫ те ҫук-ҫке-ха мана ун пек пӑхма. Пӗр-икӗ минут пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл мана: «N г., ман сирӗнпе паллашмалла. Эпӗ сире пӗлетӗп, эсир мана пӗлместӗр», — тесе хучӗ. «Ман ҫинчен эсир кил хуҫинчен е ҫакӑнти ҫынсенчен ыттисенчен ыйтса пӗлӗр, кама уйрӑмах шанатӑр, ҫавӑнтан ыйтса пӗлӗр» — унтан хӑй ура ҫине тӑчӗ те тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗ. «Мӗнлескер ара ку?»  — «Рахметов вӑл. Вӑл сире хӑй ҫинчен, ӑна шанма юранипе юраманнине ыйтса пӗлтересшӗн, — ӑна, паллах, пӗр сӑмахсӑрах шанма юрать, тата паллашмалла-и унпа е паллашмасан та юрать-и, — вӑл кунта пуринчен те аслӑраххи, эпир пурсӑмӑр пӗрле те ун тӗшне тӑрас ҫук», — терӗ Кирсанов, ыттисем те вара тӗрӗс тесе ҫирӗплетрӗҫ. Тепӗр пилӗк минутран вӑл эпир ларакан пӳлӗме пычӗ. Манпа калаҫмарӗ, ыттисемпе те сахал калаҫрӗ, — калаҫӑвӗ ученӑй калаҫу пек мар хӑйӗн, пит кирлинех калаҫмасть. «Э, вунӑ сехет ҫитнӗ иккен, — терӗ вӑл кӑшт вӑхӑт иртсен, — 10 сехетре ман тепӗр ҫӗрте ӗҫ пур. Г. N — вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ, — пӗр-ик сӑмах каламалли пур. Кил хуҫине айккинелле илсе кайса, сирӗн ҫинчен кам вӑл тесе ыйтнӑ чухне эпӗ куҫпа сирӗн ҫине кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн ҫинчен ыйтса пӗлнине эсир пурпӗрех асӑрхаттӑрчӗ вӗт; ҫавӑнпа та сире систермесӗр ыйтни вӑл кӑлӑхах пулнӑ пулӗччӗ. Ман сирӗн пата кӗрсе тухмалли пур, хӑҫан килте пулатӑр-ши эсир?» «Эпӗ ун чухне ҫӗнӗ паллашусене юратмастӑм, ку ҫыпӑҫсах паллашасшӑн пулни вара мана пушшех те килӗшмерӗ, — эпӗ киле ҫӗр каҫма ҫеҫ пыратӑп, эпӗ кунӗпе те килте пулмастӑп», — терӗм хайхине. — «Ҫывӑрасса килтех ҫывӑратӑр пуль? Хӑш вӑхӑтра киле таврӑнатӑр-ха эсир?»  — «Питӗ кая юлса таврӑнатӑп». — «Ну, миҫе тӗлнелле?»  — «Пӗр икӗ-виҫӗ сехетсенче». — «Маншӑн пулсан пурпӗрех, миҫере пырас, калӑр». — «Сирӗн питех пымалла пулсан, виҫмине ирхине, виҫӗ сехет ҫурӑра». — «Паллах, сирӗн сӑмахсене ман кулса, мӑшкӑлласа калани вырӑнне хурса йышӑнмалла; кам пӗлет, тен, сирӗн хӑвӑрӑн та сӑлтав пулӗ, тен, мухтава тивӗҫлӗ сӑлтав та пулӗ. Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ сирӗн патӑрта виҫмине ирхине, виҫӗ сехет ҫурӑра пулатӑп». — «Ҫук, эсир ҫав териех хӑюллӑ пулсан, луччӑ каярахпа кӗрӗр: эпӗ ирхине мӗн 12 сехетченех килте пулатӑп». — «Юрать. Пӗр 10 сехетре кӗретӗп. Эсир пӗчченех пулатӑр-и?»  — «Пӗчченех». — «Юрать». Вӑл ман пата пычӗ те тӳрех хӑйӗн ӗҫӗ пирки калаҫма пуҫларӗ. Эпир ҫур сехете яхӑн калаҫрӑмӑр; мӗн ҫинчен калаҫни вӑл пурпӗрех; ҫакна пӗлтерсен те ҫитет: вӑл «кирлӗ» тет, эпӗ «кирлӗ мар» тетӗп; вӑл калать «сирӗн тумалла кӑна» тет, эпӗ калатӑп: «манӑн мар» тетӗп. Пӗр ҫур сехет иртсен вӑл: «Малалла калаҫма кирлӗ мар, пурпӗрех усси ҫук. Мана шанма юранине пӗлетӗр вӗт-ха эсир!» — терӗ. — «Пӗлетӗп, мана йӑлтах каласа пачӗҫ, тата халӗ ӑна эпӗ хам та куратӑп». — «Апла пулсан та, ҫаплах малтанхи пек шухӑшлатӑр-и?»  — «Ҫаплах шухӑшлатӑп». — «Пӗлетӗр-и эсир, кун хыҫҫӑн мӗн темелле сире? Е эсир суеҫӗ, е путсӗр!» Епле пек ку сире? Тепӗр ҫын пулсан, мӗн тумаллаччӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн? Дуэле тухма чӗнмелле-и? Анчах вӑл питӗ ҫепӗҫ калаҫать, нимӗн кӳренни те палӑрмасть, кӳрентерме мар, чӑнлӑха тупма тӑрӑшакан историк пек калать, хӑй те вӑл тӗлӗнмелле ҫын, ӑна кӳренни вӑл кулӑшла кӑна пулнӑ пулӗччӗ, вара эпӗ кулса яма кӑна пултартӑм: — ара, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗт, — терӗм эпӗ. — «Хальхинче вӗсем пӗр мар». — Апла пулсан иккӗшӗ те эпӗ пулӗ. — «Хальхинче вӑл та, ку та мар. Анчах вӗсенчен пӗри тӗрӗсех ӗнтӗ: е эсир хӑвӑр шухӑшланӑ пек, хӑвӑр каланӑ пек тумастӑр: ун пек пулсан, эсир суеҫӗ; е эсир чӑнах та хӑвӑр мӗн шухӑшланине, мӗн каланине тӑватӑр: ун пек пулсан, эсир чӑнах та путсӗр. Иккӗшӗнчен пӗри — пурпӗрех тӗрӗс. Ман шутпа, пӗрремӗш тӗрӗс». — Мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек шухӑшлӑр, — терӗм эпӗ, кулма чарӑнмасӑр. — «Сывӑ пулӑр. Кирек мӗн пулсан та ҫакна ан манӑр: эпӗ сире шанатӑп тата хӑвӑр хӑҫан кӑмӑллатӑр, ҫавӑн чухне каллех кун пирки калаҫма хатӗр».

Ҫак калаҫу ытла тӗлӗнмелле пулчӗ пулин те, Рахметов йӑлтах тӗп-тӗрӗс тунӑ: калаҫма пуҫланӑ чухне те, калаҫса пӗтернӗ чухне те, — вӑл малтан ман ҫинчен лайӑх ыйтса пӗлсен кӑна ӗҫе тытӑннӑ; эпӗ ӑна чӑнах та хам мӗн шухӑшланине каламан, ҫавӑнпа вӑл мана суеҫ теме те пултарнӑ, ҫакӑ вӑл маншӑн нимӗн чухлӗ те кӳренмелле пулман, Рахметов каланӑ пек, «хальхинче» тесен, мана вӑл пӗртте вӗчӗлтеттермен, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ӗҫ пулнӑ, вӑл хӑй те мана ӗлӗкхи пекех шанма, тен, хисеплеме те пултарнӑ.

Унӑн йӑлисем пит тӗлӗнмелле пулнӑ пулин те, кашниех Рахметова питӗ ӑслӑ тесе шутланӑ; вӑл ҫынпа питӗ хыттӑн калаҫнӑ, анчах ҫавӑншӑн ӑна тӑнлӑ-пуҫлӑ пӗр ҫын та кӳренмен, тата хӑй питӗ йӗркесӗр пулин те, тӗпрен илсен, питех те ҫепӗҫ ҫын пулнӑ. Кун пирки унӑн умсӑмахсем те пулнӑ, вӑл ӑна ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпӗ калаҫнӑ чухне нихҫан та хамӑн туйӑмсене асра тытса калаҫмастӑп. Ман сӑмахсем сирӗн кӑмӑлӑра каймаҫҫӗ пулсан, каҫарма ыйтатӑп. Анчах та, ман шутпа, хур тӑвасшӑн мар, кирлӗрен, ырӑ кӑмӑлпа каланӑ сӑмахсемшӗн нимӗн те кӳренмелли ҫук. Тепӗр тесен, эсир ман сӑмахсене ахалех, ним усӑсӑр итлени паллӑ пулсанах эпӗ калаҫма чарӑнатӑп; ман йӗрки ҫапла: кирлӗ чухне эпӗ яланах, хамӑн шухӑшсене каласа парса, шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп, анчах та нихҫан та вӑйпа хистеместӗп, хӑвӑн ирӗкӳ, мӗнле кирлӗ ҫапла шухӑшла». Чӑнах та, вӑл вӑйпа хистемен: анчах та эсир унтан хӑтӑлайман та — кирлӗ чухне вӑл хӑйӗн калас шухӑшне икӗ-виҫӗ сӑмахпа та пулин каласа панӑ-панах, эсир вара вӑл мӗн ҫинчен тата мӗнлерех калаҫассине ӑнланнах ӗнтӗ; унтан вӑл: «Калаҫу мӗн ҫинчен пулассине эсир халӗ пӗлетӗр ӗнтӗ; усӑллӑ пулас пек туйӑнать-и сире ҫак калаҫу?» — тесе ыйтнӑ. Эсир «ҫук» тесессӗн вӑл сире пуҫ тайнӑ та айккинелле пӑрӑннӑ.

Акӑ епле калаҫнӑ вӑл, акӑ епле туса пынӑ вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене, ӗҫ вара ун питӗ нумай пулнӑ, анчах вӑл хӑйшӗн мар, пӗрмаях ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ; хӑйшӗн тӑрӑшмалли ӗҫсем пулман унӑн, ӑна пурте пӗлнӗ. Вӑл килте сахал ларнӑ, пӗрмаях е ҫурран е лашапа тухса ҫӳренӗ, ытларах ҫурран ҫӳренӗ. Хӑй патӗнче те пӗрмаях ҫынсем пулнӑ, е унччен ҫӳрекеннисемех, е пӗрмаях ҫӗннисем; ҫынсемпе калаҫмашкӑн тесе вӑл 2 сехетпе 3 хушшинче яланах килте ларнӑ; ҫак вӑхӑтра вӑл ӗҫсем ҫинчен калаҫнӑ тата кӑнтӑр апачӗ ҫинӗ. Анчах та час-часах темиҫе кун хушши вӑл килте пулман. Ун чухне килте ун вырӑнне ун тусӗсенчен пӗри, ӑна чун-чӗререн парӑннӑскер тата вилтӑпри пекех чӗмсӗрскер, юлнӑ.

Эпир ӑна Кирсанов кабинетӗнче Апокалипсиса Ньютон ӑнлантарса ҫырнине вуласа ларнине куртӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн тата икӗ ҫултан вӑл Петербургран тухса кайнӑ, Кирсановпа хӑйӗн ик-виҫӗ чи ҫывӑх тусне: манӑн кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, эпӗ тума пултарнине пурне те турӑм, тепӗр виҫӗ ҫул иртсен тин ытларах тума май килӗ, халӗ эпӗ виҫӗ ҫуллӑха ирӗклӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫак виҫӗ ҫул хушшинче малашнехи ӗҫе тума хатӗрленесшӗн, тенӗ. Кайран эпир вӑл хӑйӗн поместьине кайнине, хӑйӗн аллинче юлнӑ ҫӗрне сутса пӗр 35 пин тенке яхӑн илнине пӗлтӗмӗр, унтан вӑл Хусана тата Мускава кӗрсе тухнӑ, вӗренсе пӗтерччӗр тесе, хӑйӗн ҫичӗ стипендиатне 5 пин тенке яхӑн валеҫсе панӑ, ҫакӑнсӑр пуҫне эпир урӑх нимӗн те пӗлместпӗр. Мускавран ӑҫта кайса ҫӗтнӗ вӑл, — ку та паллӑ мар. Темиҫе уйӑх хушши ун ҫинчен пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ, кун хыҫҫӑн вара ун ҫинчен кӑшт ытларах пӗлекен ҫынсем хӑйсем мӗн пӗлнине пытарми пулчӗҫ, — Рахметов пирӗн хушӑра пурӑннӑ чухне хӑй ыйтнипе тусӗсем ун ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламан пулнӑ. Вара эпир ун стипендиатсем пуррине, ҫавӑн пекех эпӗ халь каласа панинчен ытларах пӗлтӗмӗр, ун ҫинчен пайтах тӗлӗнмелле историсем пӗлтӗмӗр, вара эпир Рахметова лайӑхрах ӑнланма мар, пушшех те ӑнланми пултӑмӑр, вӑл пирӗншӗн питех те тӗлӗнмелле ҫын пулса тӑчӗ; эпир ун ҫинчен пӗр майлӑ шутланӑччӗ, вӑл пур, веҫех тепӗр майлӑ пулса тухать, эпир ӑна питех те типӗ ҫын, туйӑмсӑр-мӗнсӗр ҫын, ун чӗри харпӑр хӑйӗн пурнӑҫӗпе нимӗн чухлӗ те тапмасть тенӗччӗ. Кунта ҫав мӗнпур историсене каласа пама вырӑнлӑ мар ӗнтӗ. Вӗсенчен иккӗшне ҫеҫ, кашни тӗрлине, илсе кӑтартатӑп: пӗри — пачах та урӑхли, тепри — эпир ун ҫинчен шутланине хирӗҫли. Илессе вара Кирсанов каласа кӑтартнӑ историсенчен суйласа илетӗп.

Петербургран тухса кайса иккӗмӗш хут, — юлашки хут, та-и, тен, — ҫухаличчен пӗр ҫул малтан Рахметов Кирсанова: «Ҫивӗч япаласемпе кастарсан сурана ӳт илтермелли маҫ парӑр-ха мана, чылаях кирлӗ» тенӗ. Мӗнле те пулин платниксен е час-часах алли-урисем касӑлакан ытти ӑстасен артельне леҫсе ярасшӑн пуль тесе, Кирсанов Рахметова темӗн пысӑкӑш банкӑпа эмел парса ярать. Тепӗр кун ирхине Рахметов хозяйки, сехри хӑпса тухнӑскер, Кирсанов патне чупса пырать: «Турӑҫӑм — тухтӑр, ҫынна мӗн пулнине пӗлместӗп эпӗ: хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тахҫантанпах ӗнтӗ тухмасть, алӑка питӗрсе лартнӑ хӑй, эпӗ хушӑкран пырса пӑхрӑм та: вӑл шак юн ҫинче выртнине куртӑм; куртӑм та кӑшкӑрса ятӑм, вӑл мана алӑк урлӑ: «нимех те мар, Аграфена Антоновна», — тет. — «Мӗнле нимех те мар пултӑр унта! Ҫӑлса хӑварах, турӑҫӑм — тухтӑр, вилес-тӑвасран хӑратӑп. Хӑйне нимӗн те хӗрхенмест-ҫке вӑл». Кирсанов тухса вӗҫтерет. Рахметов тӗксӗммӗн кулса алӑк уҫать, — вара Кирсанов тӗлӗнмелле япала курать, ӑна курсан пӗр Агрефена Антоновна ҫеҫ мар аллисене сарса ярать ӗнтӗ: Рахметовӑн аялти кӗпи ҫурӑм ҫинче те, аякӗсенче те юнланса пӗтнӗ (хӑй вӑл пӗр кӗпепе ҫеҫ пулнӑ), кравать айӗнче те юн курӑнать, вӑл ҫывӑракан ашӑк та юнлӑ; ашӑк ҫине шлепкисене аялалла, шӗвӗр вӗҫӗсемпе ҫӳлелле туса темиҫе ҫӗр вӗтӗ пӑта чике-чике тултарнӑ, вӗсем ашӑк ӑшӗнчен ҫур вершук ытла тухса тӑраҫҫӗ. Рахметов ҫав пӑтасем ҫинче выртса ҫӗр каҫнӑ. «Мӗне пӗлтерет ку, Рахметов, калӑр-ха тархасшӑн», — тет Кирсанов тӗлӗнсе. — «Туса пӑхатӑп-ха, хӑнӑхатӑп. Кирлӗ. Чӑн-чӑнах пулас пек мар та ӗнтӗ, ҫапах та туса пӑхни кансӗрлемест. Куратӑп, чӑтма пултаратӑп». Рахметов курнинчен тата ҫакӑ та паллӑ: хозяйка ун ҫинчен нумай тӗлӗнмелле япаласем каласа пама пултарнӑ пулас; анчах та хозяйка Рахметовшӑн каҫсах кайнӑ пирки унран нимех те ыйтса пӗлме май килмен. Вӑл хальхинче Кирсанов патне тухса чупасса та Рахметов ирӗк панипе ҫеҫ тухса чупнӑ: Рахметов хӑйне хӑй вӗлересшӗн пуль тесе, вӑл питӗ хытӑ макӑрнӑ, ҫавӑнпа ӑна Кирсанов лӑплантарасшӑн пулнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран — ку ӗҫ май уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ — Рахметов пӗр эрне хушши е ытларах та ҫухалса пурӑннӑ, анчах ӑна ун чухне никам та асӑрхаман, мӗншӗн тесен темиҫе кунлӑха вӑл час-часах ҫухалкаланӑ. Халӗ Рахметов ҫав кунсене мӗнле ирттерни ҫинчен каласа пачӗ ӗнтӗ Кирсанова. Ҫав кунсем Рахметов пурнӑҫӗнче эротикӑлла эпизод пулса юлнӑ. Никитушка Ломов ҫеҫ тума пултаракан паттӑр ӗҫрен юрату ҫуралса тухнӑ. Рахметов, яланхи пекех шухӑша кайса, ҫӗрелле пӑхса, вӑрман институчӗн ҫумӗпе пӗрремӗш Паргаловран хуланалла пынӑ. Шухӑша кайса пынӑ вӑхӑтра ӑна хӗрарӑм сехри хӑпса шари ҫухӑрни илтӗнсе кайнӑ; Рахметов ҫаврӑнса пӑхнӑ та шарабан ҫинче ларса пыракан дамӑн лаши ӗрӗхсе кайнине курнӑ, тилхепине дама хӑй тытса пынӑ пулнӑ, анчах та лашине тытса чарайман, тилхепи ҫӗртре сӗтӗрӗнсе пынӑ — лаша Рахметов патне ҫитесси икӗ метр ҫеҫ юлнӑ; Рахметов ҫул варринелле ыткӑннӑ, анчах лаша ун ҫумӗнченех вӗҫтерсе иртсе кайнӑ, вӑл чӗлпӗре тытма ӗлкӗреймен, шарабанӑн хыҫалти тӗнӗлӗнчен ҫеҫ ярса тытма ӗлкӗрнӗ — тытса чарнӑ, анчах хӑй те ӳкнӗ. Халӑх чупса пынӑ, дамӑна шарабан ҫинчен анма пулӑшнӑ, Рахметова ҫӗклесе тӑратнӑ; унне кӑштах кӑкӑрне амантнӑ пулнӑ, анчах та чи йывӑрри, кустӑрма ун уринчен чылай пысӑк татӑках какай тӑпӑлтарса илнӗ. Дама тӑна кӗрсе ҫитнӗ те ӑна хӑй патне, пӗр ҫур ҫухрӑмра ларакан дачӑна, йӑтса леҫме хушнӑ. Рахметов, хӑй вӑйсӑррине туйса, килӗшнӗ, анчах та Кирсановсӑр пуҫне урӑх нимӗнле тухтӑр патне те чӗнме ан ярӑр, тесе хушнӑ. Кирсанов: кӑкӑра амантни хӑрушах мар, анчах та юн нумай кайни начар япала, тенӗ. Вӑл пӗр вунӑ кун тӑраймасӑр выртнӑ. Вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ дама, паллах, ӑна хӑй пӑхнӑ. Самаях хавшанӑ пирки Рахметовӑн калаҫнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тума юраман, — ҫавӑнпа вӑл дамӑпа калаҫма пуҫланӑ та ытларах та ытларах калаҫса кайнӑ, — вӑхӑт пурпӗрех сая кайнӑ пулӗччӗ. Дама пӗр 19 ҫулхи тӑлӑх арӑм пулнӑ, — чухӑн хӗрарӑм мар тата никама та пӑхӑнса тӑманскер, ӑслӑ та йӗркеллӗ хӗрарӑм. Рахметовӑн вут-кӑвар пек хӗрӳ сӑмахӗсене илтсен, — паллах, юрату ҫинчен мар ӗнтӗ, — вӑл каҫсах кайнӑ: «Эпӗ ӑна тӗлӗкре куратӑп та, ун йӗри-тавра тӗнче ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑнӑ пек курӑнать», тенӗ вӑл Кирсанова. Рахметов та ӑна юратса пӑрахнӑ. Тумтиртен те, ахаль те вӑл Рахметова ҫук ҫын тесе шутланӑ, ҫавӑнпа Рахметов 11-мӗш кунне вырӑн ҫинчен тӑрса хӑй киле кайма пултарни ҫинчен пӗлтерсен, дама ӑна хӑй юратни ҫинчен пӗлтерсе венчете тӑма сӗннӗ. «Эпӗ хам шухӑшсене сиртен пытарсах тӑмарӑм, ыттисене эпӗ кун пек нихҫан та каласа паман; ман йышши ҫынсем хӑйсен кун-ҫулне камӑн та пулин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнтарма пултарайманнине куратӑр эсир. — Ҫапла, тӗрӗс, — тенӗ вӑл, — эсир авланма пултараймастӑр. Анчах та хӑвӑр пӑрахса кайиччен юратӑр ӗнтӗ мана». — «Ҫук, эпӗ кунпа та килӗшме пултараймастӑп, — тенӗ Рахметов, — ман чӗрери юратӑва пӗтерес пулать: сире юратни ман ал-урана ҫыхса лартнӑ пулӗччӗ, — эпӗ вӗсене ахаль те часах салтас ҫук, — ҫыхса лартнӑ ӗнтӗ вӗсене. Анчах та салтатӑпах. Манӑн юратма юрамасть». Кайран ҫав дамӑпа мӗн пулнӑ-ши вара? Ун пурнӑҫӗнче улшӑну пулмалла пулнӑ; вӑл хӑй те ыттисенчен урӑхла ҫын пулса тӑнӑ пулмалла. Манӑн пӗлес килетчӗ. Анчах та эпӗ ун ҫинчен пӗлместӗп, Кирсанов мана ун ятне каламарӗ, тата хӑй те вӑл мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлмен: Рахметов Кирсанова унпа ан тӗл пул, ун ҫинчен ыйтса ан пӗл, тенӗ. «Эсир ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлес пулсан, эпӗ чӑтса тӑраймӑп, ыйтса пӗлме пуҫлӑп, ку вара юрӑхсӑр япала». Ҫакӑн пек истори ҫинчен илтсен, пурте ҫав вӑхӑтра Рахметов пӗр уйӑх ҫурӑ е икӗ уйӑх хушши, тен, унтан та ытларах-и, ахаль чухнехинчен салхурах, тӗксӗмрех ҫӳренине, ӑна унӑн сӗмсӗр ачашлӑхӗпе, сигарӑсемпе, — куҫранах ятланӑ пулсан та, хӑйне хирӗҫ хӗрсе кайманнине, ӑна Никитушка Ломов тесе чӗннӗ чухне сарлакан та пылаккӑн йӑл кулманнине аса илнӗ. Эпӗ вара тата ытларах та аса илтӗм: ҫав ҫулла вӑл, пирӗн пӗрремӗш калаҫу хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, эпӗ унран кулнӑшӑн (иксӗмӗр чухне ҫеҫ) мана юратса пӑрахрӗ, эпӗ кулнӑ чухне вӑл виҫӗ-тӑватӑ хут та ҫавӑн пек сӑмахсем каларӗ: «Хӗрхенӗр мана, хӗрхенӗр, эсир тӗрӗс калатӑр: эпӗ те отвлеченнӑй идея мар-ҫке, ҫын эпӗ, манӑн та пурӑнас килет. Ну, ку вӑл нимех те мар, иртет» тесе хушса хуратчӗ вӑл. Чӑнах та, иртрӗ ун. Пӗрре, кӗркунне, эпӗ кула-кула ӑна тарӑхтарса ҫитертӗм те, вӑл вара кӗр хӗл еннелле кайрӗ пулин те, ҫав сӑмахсене каларӗ-каларех.

Ҫакӑнтан вара витӗр курса тӑракан вулакан ман пирки: Рахметов ҫинчен ытларах пӗлет-ҫке ку, анчах та пӗлнӗ чухлӗ каласа кӑтартмасть, тесе шутлама пултарать. Пултарать. Эпӗ ӑна хирӗҫ калама хӑяймастӑп, мӗншӗн тесен вӑл витӗр курса тӑрать-ҫке-ха. Анчах та эпӗ пӗлетӗп пулсан, эсӗ пӗлменнине сахал пӗлетӗп-и вара эпӗ, эсӗ ӑна витӗр курса тӑракан вулаканӑм, ӗмӗрне те пӗлес ҫук. Мӗн пӗлменнине эпӗ чӑнах та пӗлместӗп вара: ӑҫта-ши халь Рахметов, мӗнле пурӑнать-ши вӑл, хӑҫан та пулин курайӑп-ши эпӗ ӑна? Ун пирки эпӗ ӑна паллакан ытти ҫынсенчен ытла нимӗнле хыпар та пӗлместӗп, тавҫӑрса илме те пултараймастӑп. Вӑл Мускавран тухса кайса ҫухални виҫӗ-тӑватӑ уйӑх иртсен те ун ҫинчен нимӗнле хыпар та илтӗнмерӗ, вара эпир пурте ӑна Европа тӑрӑх курса ҫӳреме тухса кайнӑ пуль тесе шутларӑмӑр. Ҫапла шухӑшлани тӗрӗсех те пулӗ. Акӑ мӗн ҫирӗплетсе парать-ха ӑна. Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.

Ҫаксене илтсен вӑл чӑнах та Рахметовах пулнӑ пек туйӑнать, ҫак каласа кӑтартакан ҫын асне кӗрсе юлнӑ «кирлӗ» сӑмах та Рахметова аса илтерет. Ҫулӗнчен, сассинчен, сӑн-сӑпатӗнчен те вӑл, ҫак ҫын астуса юлнӑ тӑрӑх питех те Рахметов пек курӑнать. Анчах та ҫак ҫын хӑйӗн ҫул ҫинчи юлташне питех сӑнама та пултарайман, лешӗ унпа пӗрле пӗр-икӗ сехет хушши ҫеҫ пӗрле ларса пынӑ; пӗр пӗчӗк хулара поезд ҫинчен аннӑ та пӗр ялта анса юлнӑ; ҫавӑнпа ҫак ҫын ӑна пӗтӗмӗшле сӑнласа пама ҫеҫ пултарнӑ, кунта ку шӑпах Рахметов тесе калама ҫукрах ҫавӑ: тӗрӗссипе, вӑл Рахметовах пулнӑ пек туйӑнать, анчах та кам тӗплӗн пӗлет-ха ӑна? Тен, вӑл та мар пулӗ.

Тата ҫакӑн пек сас-хура пулнӑччӗ: вырӑс ҫынни, ҫамрӑкскер, помещик пулнӑскер, XIX ӗмӗрти чи пысӑк мыслитель, ҫӗнӗ философие пуҫласа яракан нимӗҫ патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн 30.000 талер укҫа пур; мана 5000 ҫеҫ кирлӗ; ыттине эпӗ манран илме ыйтатӑп» (философ питӗ чухӑн пурӑнать)  — Мӗн тума?  — «Сирӗн сочиненисене пичетлесе кӑларма». — Философ, паллах, илмен; анчах та вырӑс ҫынни банкир патне кайса пурпӗрех укҫа хывнӑ та ун патне ҫапла ҫырнӑ пулать: «Укҫапа кирек те мӗн тӑвӑр, хуть те шыва пӑрахӑр, анчах эсир ӑна мана тавӑрса пама пултараймастӑр, эсир мана шыраса тупаймастӑр», — вара ҫав укҫа халӗ те банкир патӗнчех выртать иккен. Ҫак сас-хура тӗрӗсех пулсан, вара нимӗн иккӗленмелли те ҫук: философ патне пыраканни шӑпах Рахметов пулнӑ ӗнтӗ…

Акӑ мӗнле ҫын пулнӑ халӗ Кирсанов кабинетӗнче ларакан господин. Ҫапла, ыттисем пек мар, урӑхла ҫын, питӗ сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ ҫын пулнӑ ҫак господин, эпӗ ҫак сайра тӗл пулакан йӑхран тухнӑ пӗр экземпляра питӗ тӗплӗн сӑнласа пама тӑрӑшрӑм; анчах та эпӗ, витӗр курса вулаканӑм, сана ҫак йӑхран тухнӑ ҫынсемпе лайӑх калаҫма, вӗсем умӗнче хӑвна лайӑх тыткалама вӗрентесшӗн тӑрӑшмарӑм (эсӗ хӑвна ун пек тыткалама пӗлместӗн) эсӗ ун пек ҫынна нихҫан та курас ҫук; пурне те витӗр курса вулакан, сан куҫусем ун пек ҫынсене кураймаҫҫӗ, курмалла туман ҫав вӗсене; вӗсем сан куҫна курӑнмаҫҫӗ; вӗсене таса та хӑюллӑ куҫсем кӑна кураҫҫӗ; ун пек ҫын ҫинчен ҫырни сана акӑ мӗн тума кирлӗ; эсӗ тӗнчере мӗнле ҫынсем пурӑнни ҫинчен илтсе те пулин юлма пултаратӑн. Вулакан хӗрарӑмсемпе ахаль вулакансем ҫав ҫырса кӑтартни мӗн тума кирлине хӑйсемех пӗлеҫҫӗ.

Ҫапла, кулӑшла вӗсем. Рахметов йышши ҫынсем питӗ кулӑшла. Вӗсем кулӑшла тесе эпӗ вӗсемшӗн хӑйсемшӗн калатӑп; хӗрхенетӗп эпӗ вӗсене, ҫавӑнпа калатӑп; эпӗ кӑна вӗсемпе каҫсах каякан ырӑ ҫынсем валли калатӑп: ырӑ ҫынсем, ан кайӑр вӗсем хыҫҫӑн, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен вӗсем сире чӗнекен ҫул ҫинче харпӑр хӑйне кирлӗ телей сахалтарах; анчах та ыра ҫынсем мана итлемеҫҫӗ, ҫук, сахал мар, питӗ нумай, теҫҫӗ вӗсем, вара тата хӑш-пӗр тӗлте е сахалтарах пулсан та, вӑрӑм мар вӗт-ха ҫав вырӑн, эпир вӑл вырӑна утса тухмалӑх, питех те савӑнӑҫлӑ, вӗҫӗ-хӗррисӗр вырӑнсене ҫитмелӗх вӑй тупатпӑр ӗнтӗ.

Куратӑн-и ӗнтӗ, пурне те витӗр курса вулаканӑм, Рахметов йышши ҫынсем кулӑшла ҫынсем тесе эпӗ кӑна сан валли мар, халӑхӑн тепӗр пайӗ валли калатӑп. Сана эпӗ, пурне те витӗр курса вулаканӑм, ҫакна калатӑп: вӗсем пӑсӑк ҫынсем мар; атту эсӗ, тен, ху ӑнланаймӑн та, ҫапла, пӑсӑк ҫынсем мар. Сахалӑн вӗсем, анчах та пурин пурнӑҫӗ те ҫавсене пула чӗрӗлсе тӑрать; вӗсем пулмасан, пурнӑҫ пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, йӳҫсе ларнӑ пулӗччӗ; сахалӑн вӗсем, анчах та вӗсем мӗнпур ҫынна сывлама май параҫҫӗ, вӗсем пулмасан, ҫынсен сывлӑш та пӳлӗнсе ларнӑ пулӗччӗ. Тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем нумай, вӗсем пек ҫынсем сахал; анчах та вӗсем ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ та ырӑ ҫынсем хушшинче — чейри чей пӗрчи пек, чаплӑ эрех ҫине ларнӑ чечек ҫыххи пек; вӗсенче ҫав ҫынсен — вӑй-хӑвачӗ, тутлӑ шӑрши; вӗсем — чи лайӑх ҫынсенчен чи лайӑххисем, двигательсен двигателӗсем, ҫӗр тӑварӗн тӑварӗ пулаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех