Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Итали ҫинчен хунӑ юмахсем

Автор: Александр Алга

Ҫӑлкуҫ: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хушнӑ: 2019.10.28 16:45

Пуплевӗш: 470; Сӑмах: 8007

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пурнӑҫ хӑй хайланӑ юмахсенчен лайӑх юмах ҫук.

Андерсен.

* * *

Ӗмӗрхи юрпа витӗннипе ҫунатланнӑ пек курӑнакан чӑнкӑ тусем хушшинче — лӑпкӑ кӑвак кӳлӗ; чӗнтӗр тыттарнӑ кӑпӑш аркӑ пек садсем шыв хӗрринелле кӑтраланса анаҫҫӗ, шыва ҫырантан шурӑ ҫуртсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене сахӑртан купаланӑн туйӑнать, йӗри-тавра мӗн пурӗ ача ыйхи пекех тӳлек.

Ирхине. Тусем ҫинчен чечек шӑрши ачашшӑн юхса килет, хӗвел тухайнӑ; йывӑҫ ҫулҫисемпе курӑк тунисем ҫинче сывлӑм йӑлтӑртатать-ха. Сӑрӑ ҫул лӑпка ту хушӑкне кӗрсе каять, ҫав ҫула чул сарса тунӑ, анчах вӑл бархат пек ҫемҫе туйӑнать, ӑна алӑпа сӑтӑрса ачашлас килет.

Вакланӑ чул купи патӗнче нӑрӑ пек хура рабочи ларать, ун кӑкӑрӗ ҫинче медаль, пичӗ-куҫӗ хӑюллӑ та кӑмӑллӑ. Пӑхӑр тӗслӗ алӑ тунине чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, пуҫне кӑшт ҫӗклесе, вӑл иртен-ҫӳрене, каштан йывӑҫҫи айӗнче тӑракана:
— Ку, синьор, Симплон туннелӗнче ӗҫленӗшӗн панӑ медаль, — тесе каласа парать.

Вара, хӑй кӑкӑрӗ ҫине пӑхса, металл катӑкӗн илемӗшӗн кӑмӑллӑн кулса илет.

— Э, ӗҫ вӑл, ӑна юратма тытӑниччен, кашниех йывӑр, унтан — чуна ҫӗклентерсе ярать те ҫӑмӑлтарах пулать. Ҫапах та — мӗн калӑн — йывӑра килчӗ.

Вӑл ерипен пуҫне пӑркаларӗ, хӗвеле хирӗҫ йӑл кулса, сасартӑк чӗрӗлсе кайрӗ, аллине сулчӗ, вара хура куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Хӑрушӑ та пулса килетчӗ, хӑшпӗр чухне. Ҫӗрӗн те мӗне те пулин туймалла-ҫке — ҫапла мар-и? Эпир ӑна суранласа, ун ӑшне тарӑнӑн шӑтарса кӗтӗмӗр те, — вӑл пире унта хаяррӑн кӗтсе илчӗ. Вӑл пирӗн ҫинелле, чӗре тапма чарӑнмалла, вӗри сывлӑшӗпе сывларӗ, пуҫ йывӑрланнӑҫем йывӑрланса килетчӗ, шӑмӑсем суратчӗҫ, — ҫакна нумайӑш тӳсрӗҫ! Унтан ҫӗр ҫынсем ҫине чулсем вӑркӑнтаратчӗ, вӗри шывпа сапатчӗ; ҫав тери хӑрушӑччӗ! Хӑш чухне, вут ҫутинче, шыва хӗрлӗ тӗс ҫапатчӗ те, атте мана ҫапла калатчӗ: эпир ҫӗре суранларӑмӑр, ҫавӑншӑн пире вӑл, курӑн ак, хӑйӗн юнӗ айне путарса, ҫунтарса ярать, тетчӗ. Ку, паллах, юмах кӑна, анчах ҫак сӑмахсене таҫта ҫӗр айӗнче, пӑчӑ тӗттӗмре, шыв салхуллӑн шӑмпӑлтатнӑ ҫӗрте, тата чул, тимӗр шӑтӑртаттарнӑ вырӑнта илтетӗн пулсан, — юмӑх ҫинчен манатӑн. Унта пӗтӗмпех юмахри пекчӗ, хисеплӗ синьор; эпир, ҫынсем — пӗчӗккӗскерсем кӑна, вӑл, ҫавӑ ту — пӗлӗте ҫити, эпир унӑн вар-хырӑмне пӑраласа шӑтаратпӑр… Ҫакна ӑнланса илес тесен, ӑна курас пулать! Ҫав тӑвӑн эпир касса ҫурнӑ пысӑк ҫӑварне, ирхине, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, пӗчӗк ҫынсем кӗре-кӗре кайнине, ҫӗр айне кӗрекенсем хыҫӗнчен хӗвел салхуллӑн пӑхса юлнине курас пулать, — унта машинӑсем, тӑвӑн тӗксӗм сӑнарӗ, ҫав тарӑн шӑтӑкра шӑв-шав кӗрлесе янӑраса тӑрать, ҫӗре кисрентернӗ сасӑ, ӑссӑр ҫын ахӑлтатнӑ евӗр, ахӑрса каять.

Вӑл хӑйӗн аллине пӑхрӗ, куртка ҫинчи жетонне тӳрлетрӗ, ерипен ассӑн сывласа илчӗ.

— Ҫын — ӗҫлеме пӗлет! — терӗ малалла мӑнкӑмӑллӑн. — О, синьор, ҫын пӗчӗк вӑл, анчах ун ӗҫлес кӑмӑлӗ пысӑк пулсан — никам ҫӗнтереймест ӑна! Ӗненӗр мана: ҫав пӗчӗк ҫын хӑй мӗн тӑвас тенине тӑватех вара. Ман атте ҫакна ӗненместчӗ малтан.

«Тӑва пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва витӗрех шӑтарса тухни» — тетчӗ вӑл — ҫӗршывсене пӗр-пӗринчен ту стенисемпе уйӑрнӑ турра хирӗҫ пыни пулать, — курӑр ак, мадонна пирӗнпе пӗрле пулас ҫук. Атте йӑнӑшрӗ, мадонна вӑл хӑйне кам юратать, яланах ҫавӑнпа пӗрле. Каярахпа атте те халь эпӗ сире каласа панӑ майлах шухӑшлама пуҫларӗ; мӗншӗн тесен хӑй вӑл туран ҫӳлӗреххине, вӑйлӑраххине туйса илчӗ; анчах ҫакӑн пек вӑхӑт та пулкалатчӗ: уяв кунӗсенче, сӗтел хушшинче, эрех кӗленчи умӗнче ларса, манпа ыттисене ҫапла вӗрентетчӗ:

— «Турӑ ачисем» — тетчӗ — ку унӑн юратнӑ сӑмахӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл турра ӗненекен ырӑ ҫынччӗ, — «турӑ ачисем, ҫӗрпеле капла кӗрешме юрамасть, вӑл хӑйӗн суранӗсемшӗн тавӑрӗ, ӑна ҫӗнтереес ҫук! Курӑр ак хӑвӑрах: ту чӗри патне пӑраласа ҫитӗпӗр те, ӑна перӗнсен — вӑл пире вута пӑрахса ҫунтарса ярӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр чӗри — вут-ҫулӑмлӑ, ҫакна пурте пӗлеҫҫӗ! Ҫӗре сухалани — ӑна ҫуратма пулӑшни пулать — вӑл пирӗн чыслӑ тивӗҫӗмӗр, анчах эпир унӑн тӗсне-питне пӑсатпӑр. Ту айне шалтан шаларах кӗнӗҫем сывлӑш вӗриленсе, сывлама йывӑрланса пырать…»

Ҫын, икӗ аллинчи пӳрнисемпе те мӑйӑхне пӗтӗркелесе, лӑпкӑн кулса илчӗ.

— Вӑл хӑй ҫеҫ мар ҫапла шухӑшлатчӗ, сӑмахӗ те тӗрӗсчӗ: шаларах кӗнӗҫем туннелре вӗриленсе пычӗ, чирлекенсем, ураран ӳкекенсем нумайланчӗҫ. Вӗри ҫӑлсем вӑйлӑрах юхма, ту тӑпри-чулӗсем ытларах тӑкӑнма тытӑнчӗҫ, пирӗннисенчен иккӗшӗ, Лугано ҫыннисем, ухмаха ерчӗҫ. Казармӑра каҫсерен нумайӑшӗ аташса, йынӑшса выртатчӗҫ е темрен хӑраса сике-сике тӑратчӗҫ…

— «Тӗрӗсне каламарӑм-и?» — тетчӗ атте, хӑра-хӑра пӑхкаласа, час-часах пырпа ӳсӗрсе… «Тӗрӗсне каламарӑм-и ҫӗре ҫӗнтерме ҫук тесе!»

— Вара — выртрӗ те, урӑх тӑраймарӗ. Ҫирӗпчӗ вӑл, манӑн ватӑ аттем. Вӑл, хӑй хакне хӑй пӗлекен ҫын, пӗр ӳпкелешмесӗр, ҫине тӑрса, виҫӗ эрне ытла вилӗмпе тавлашрӗ.

— «Ман ӗҫӗм — пӗтрӗ, Паоло», — терӗ вӑл пӗр каҫхине мана. — «Сыхла хӑвна, киле таврӑн, ан пӑрахтӑрах сана мадонна!» — Унтан куҫне хупса, сывлӑшне аран-аран ҫӑтса, темӗнчченех пӗр чӗнми выртрӗ.

Ҫын ура ҫине тӑчӗ, тусем ҫинелле пӑхрӗ те шӑнӑрӗсем шатӑртатмаллах пӗтӗм вӑйран карӑнса илчӗ.

— Мана алӑран тытса хӑй патне ҫывӑхартрӗ те — таса чӑнлӑх ку, синьор! — «Пӗлетӗн-и, Паоло, ывӑлӑм», — терӗ. — «Эпӗ, ҫапах та, ҫакӑ вӑл пулмаллах тесе шухӑшлатӑп: эпир те, леш енчен килекенсем те пӗрне-пӗри ту айӗнче тупӑпӑр, эпир тӗл пулӑпӑр ӗненетӗн-и эсӗ ҫакна?» Эпӗ — ӗненнӗ. — «Аван, ывӑлӑм!» — терӗ вӑл. «Ҫапла кирлӗ те: пур ӗҫе те ырӑпа вӗҫленессе ӗненсе тӑвас пулать, ырӑ ӗҫ тума мадонна кӗллипе пулӑшакан турра та ӗненес пулать. Эпӗ акӑ мӗн ыйтатӑп санран, ывӑлӑм: ӗҫ ӑнӑҫлӑ пӗтсен, ҫынсем пӗр пӗринпе тӗл пулсан, — ман тӑпрам ҫине пыр та кала: атте, турӑмӑр! те. Эпӗ пӗлем ҫакна!»

— Кӑмӑллӑ пулчӗ ку, хисеплӗ синьор, — эпӗ сӑмах патӑм. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пилӗк кун иртсен вилчӗ вӑл, виличчен икӗ кун малтан мана тата ыттисене вӑл хӑйне туннеле, хӑй ӗҫленӗ вырӑна пытарма хушрӗ; питӗ ыйтрӗ ҫакна, анчах, ман шухӑшпа, кӑна вӑл аташнӑ чух каланӑ пулӗ…

— Эпир тата леш енчен килекенсем ту айӗнче атте вилни вунвиҫӗ эрне иртсен тӗл пултӑмӑр — ӑсран яракан тӗлӗнмелле кун пулчӗ вӑл, синьор! О, унта, ҫӗр айӗнче, тӗттӗмре урӑх ҫынсем ӗҫленине, ҫӗр айӗпе пире хирӗҫ килекен ӗҫ шавне илтсен — ӑнланайӑр-ши эсир ҫакна, синьор! — Пире, пӗчӗккӗскерсене, пурсӑмӑра та пӗр харӑс лапчӑтса хума пултармалла, калама ҫук йывӑр ҫӗр айӗнче ӑна илтсен!

— Нумай кунсем хушши илтӗнсе тӑчӗ пире ҫав кӗрлевлӗ сасӑ, кунран кунах ӑнланмалла та уҫҫӑнрах илтӗнекен пулса пычӗ те вӑл, пирӗн чӗресене ҫӗнтерӳҫӗсен хаваслӑ шухлӑхӗ ҫавӑрса илчӗ — эпир вара, усал сывлӑш пек, ӳтсӗр-чунсӑр пек, ывӑннине туймасӑр, хушнине кӗтсе тӑмасӑр ӗҫлерӗмӗр — хӗвеллӗ кун ташланӑ пекех пит лайӑхчӗ! Чӑнне калатӑп! Эпир пурте, ачасем пекех, ырӑ кӑмӑллӑ пулса тӑтӑмӑр. Уйӑхӗ-уйӑхӗпе, арлан пек чавса кӗнӗ ҫӗр айӗнче, тӗттӗмре ҫынпа тӳсме ҫук тӗл пулас килет! Пӗлесчӗ ӑна сирӗн!

Ӑна пӗтӗмпех вут хыпса илчӗ тейӗн, итлекен умнех пырса тӑчӗ те, ӑна хӑйӗн чӑн-чӑн этем куҫӗпе тарӑнӑн тинкерсе куҫран пӑхса, шӑппӑн та савнӑҫлӑн малалла каласа кайрӗ:

— Акӑ хайхи, юлашкинчен, хытнӑ си ишӗлсе анчӗ те, шӑтӑкран факелӑн хӗрлӗ хӗлхемӗ, унтан такамӑн савнӑҫ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ хура сӑн-пичӗ, унтан татах факелсемпе пит-куҫсем курӑнчӗҫ, вара ҫӗнтернипе, савӑннипе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ — о, ку ман пурнӑҫра чи лайӑх кун пулчӗ, аса илетӗп те ӑна, ҫук, эпӗ кӑлӑхах пурӑнман тетӗп! Ӗҫ пулнӑ, ман ӗҫӗм, таса ӗҫ, тетӗп сире, синьор! Ҫӗр айӗнчен хӗвеле тухсан, нумайӑшсем кӑкӑрӗсемпе выртса ҫӗре чуптурӗҫ, куҫҫуль юхтарчӗҫ — ҫакӑ пӗтӗмпех юмахри пекех тӗлӗнмелле пулчӗ! Ҫапла ҫав, парӑннӑ тӑва чуптурӗҫ, ҫӗре чуптурӗҫ — ҫав кун ҫӗр мана нихҫанхинчен ҫывӑх та ӑнланмалла пулса тӑчӗ, синьор, эпӗ ӑна вара хӗрарӑма савнӑ пекех юратрӑм.

— Паллах, эпӗ атте патне кайрӑм, епле-ха каймӑн! Вилнисем нимӗнех илтме пултарайманнине пӗлетӗп пулин те, ҫапах та кайрӑм: пирӗншӗн ӗҫленисенӗн, пиртен сахалах мар тӳснисенӗн кӑмӑлне кӳрес пулать — ҫапла мар-и?

— Ҫапла, эпӗ ун тӑпри ҫине кайрӑм, ҫӗре урапа шаккарӑм та — хӑй хушса хӑварнӑ пекех:
— Атте — турӑмӑр! — терӗм.
— Ҫынсем ҫӗнтерчӗҫ. Туса пӗтертӗмӗр, атте!

* * *

Аннесем ҫинчен татти-сыпписӗр каласа пама пулать.

Хурҫӑ-тимӗр тӑхӑннӑ тӑшман хулана темиҫе эрне хушши ӗнтӗ таччӑн хупӑрласа тӑнӑ; каҫсерен кӑвайтӑ хурса вут чӗртнӗ те, сӗм-тӗттӗмрен хула стенисем ҫине вут-ҫулӑм тем чухлӗ хӗрлӗ куҫсемпе пӑхнӑ — вӗсем усаллӑн ялкӑшнӑ, ҫав хӑратса асӑрхаттаракан вут-ҫулӑм ӗнтӗ хупӑрласа илнӗ хулари ҫынсене салхуллӑн шухӑшлаттарнӑ.

Стенасем ҫинчен ҫынсем тӑшман хулана ҫывӑхран ҫывӑхрах хупӑрласа илнине, вут-ҫулӑм тавра вӗсен хура мӗлкисем вылянине курнӑ; тутӑ утсем тулхӑрни, хӗҫпӑшал чӑнкӑртатни, ҫӗнтересси пирки иккӗленмесӗр хаваслӑн янӑратнӑ юррисем илтӗннӗ — тӑшман куллипе юррине илтнинчен йывӑрри мӗн пур тата?

Хулана шыв паракан пур ҫырмасене те тӑшман вилӳтсем пӑрахса тултарнӑ, виноград сачӗсене ҫунтарса янӑ, хирсене таптаса пӗтернӗ, садсене касса тӑкнӑ — хула, йӗри-тавралӑх ҫаралса юлнипе, пур енчен те уҫҫӑнах курӑннӑ, тӑшман тупписемпе йывӑр пӑшалӗсем ун ҫине кашни кунах, чугунпа тӑхлан сапнӑ.

Хулан тӑвӑр урамӗсемпе ҫапӑҫусенче ӗшенсе ҫитнӗ выҫӑ салтаксем ушкӑн-ушкӑнпа салхуллӑн танкканӑ; кил-ҫуртсен чӳречисенчен аманнисем йынӑшни, аташса кӑшкӑрашни, хӗрарӑмсем кӗлтуни тата ачасем йӗни илтӗннӗ. Ҫынсем ҫурма сасӑпа, шикленсе калаҫнӑ, пӗрне-пӗри сӑмах варринчех пӳлсе, тӑшмансем хулана тапӑнса килмеҫҫӗ-и тесе, тимлӗн итленӗ.

Пурнӑҫ нихҫанхинчен ытла каҫ пулсан тӳсме ҫук йывӑрланса ҫитнӗ; ун чухне, шӑплӑхра, ҫын йынӑшни, йӗни уҫҫӑнрах, хытӑрах илтӗннӗ, — ун чухне инҫетри тусем хушӑкӗнчен сӗм хура мӗлкесем тухнӑ, вӗсем, тӑшман вырнаҫса тӑнӑ вырӑна хупласа, ҫурма ишӗлнӗ стенасем патнелле ҫывхарнӑ, хура ту тӑррисем ҫине уйӑх ҫӗкленсе тухнӑ, вӑл хӗҫпе тирсе пӗтернӗ пӑрахӑҫ питлӗх пек курӑннӑ.

Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.

Кил-ҫуртра ҫутӑ ҫутма хӑранӑ, урама куҫ курми тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫав тӗттӗмре, хуҫа плащӗпе пуҫ ҫинчен пӗркенсе, чӗнмесӗр, шыв тӗпӗнчи пулӑ пек, пӗр хӗрарӑм вӗлтлетсе пынӑ.

Ҫынсем, ӑна курсан, пӗр-пӗринчен:
— Ҫавӑ-и вӑл? — тесе ыйтнӑ.

— Ҫавӑ! — тенӗ хирӗҫ.

Вара хапхаран кӗрсе ҫухалнӑ е, пуҫӗсене пӗшкӗртсе, ун ҫумӗнчен чупса иртсе кайнӑ, патрульсен начальникӗсем ӑна:
— Эсир каллех урамра-и, монна Марианна? Астӑвӑр, сире вӗлерме пултараҫҫӗ, айӑплине вара никам та шырас ҫук, — тесе асӑрхаттарнӑ.

Вӑл тӳрленсе тӑнӑ, кӗтнӗ, анчах патруль, ун ҫине алӑ ҫӗклеме шутламасӑр е йӗрӗнсе, иртсе кайнӑ; хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем унран, вилӳтрен пӑрӑннӑ пекех, аякранах пӑрӑнса иртнӗ, вӑл пур — тӗттӗме тӑрса юлнӑ та, унтан каллех, хула инкекӗ пек пулса, тӗм-хура курӑнса, чӗнмесӗр, урамран урама пырса кӗрсе, пӗччен, шӑппӑн таҫталла утнӑ; ун хыҫӗнчен, ӑна хӑваланӑ пек, кичем сасӑсем хурлӑхлӑн илтӗнсе пынӑ: вӗсем йынӑшнӑ, йӗнӗ, кӗлтунӑ тата ҫӗнтерӳ шанӑҫне ҫухатнӑ салтаксем салхуллӑн калаҫнӑ сасӑсем пулнӑ.

Вӑл, гражданка тата амӑшӗ, хӑйӗн ывӑлӗпе тӑван ҫӗршывӗ ҫинчен шухӑшланӑ: хулана аркатакан ҫынсене пуҫ пулса тӑраканӗ унӑн хаваслӑ та хытӑ чӗреллӗ, илемлӗ ывӑлӗ пулнӑ; нумаях та пулмасть-ха вӑл ывӑлне тӑван ҫӗршыв валли хатӗрленӗ хаклӑ парне вырӑнне, хула ҫыннисене пулӑшма ырӑ хӑват паракан ҫын вырӑнне хунӑ: ҫак хулара — хӑйсен йӑвинче — вӑл хӑй ҫуралнӑ, ҫакӑнтах ӑна та ҫуратса кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ. Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.

Ҫапла ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вӑл урамсемпе ҫӳренӗ, нумайӑшсем, паллаймасӑр, унран хӑранӑ, тӗм-хура кӗлеткене куҫа курӑнса килекен вилӗм вырӑнне хунӑ, палласа илсен — сутӑнчӑк ҫын амӑшӗ тесе, чӗнмесӗр пӑрӑнса кайнӑ.

Анчах та пӗринче, пӗр шӑпӑрт вырӑнта, хула стени патӗнче, амӑшӗ тепӗр хӗрарӑма курнӑ: вилӳт умне ҫӗр муклашки пек, пӗр хускалми кукленсе ларса, хурлӑхлӑ пит-куҫпа ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса кӗлтунӑ вӑл, стена ҫинче, ун пуҫӗ тӑрринче, шӑппӑн хуралҫӑсем калаҫкаланӑ, чулсене перӗнсе хӗҫпӑшал шӑлтӑртатса илнӗ.

Сутӑнчӑк ҫын амӑшӗ ҫапла ыйтнӑ:

— Упӑшку-и?

— Ҫук.

— Тӑвану-им?

— Ывӑлӑм. Упӑшкана вунвиҫӗ кун маларах вӗлерчӗҫ, кӑна — паян.

Вилнин амӑшӗ чӗркуҫҫи ҫинчен тӑнӑ та:
— Мадонна пӗтӗмпех курать, вӑл йӑлтах пӗлсе тӑрать, эпӗ ӑна тав тӑватӑп! — тенӗ.

— Мӗншӗн? — тесе ыйтнӑ пӗрремӗшӗ, леш ӑна вара ҫапла каланӑ:
— Халӗ, тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса, таса чунпа вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанрах ман чӗрене пӑшӑрхантарни ҫинчен калама пултаратӑп: ҫӑмӑл шухӑшлӑскер, ытла та хаваслӑ пурнӑҫа юрататчӗ ҫавӑн пиркиех, тӑшмана сутӑнса, хулана хирӗҫ тарасран хӑраттӑм; Марианна ывӑлӗ, турӑпа этем тӑшманӗ, пирӗн тӑшмансене пуҫ пулса ертсе пыраканӗ ҫапла тунӑ; ман ылханӑм ун пуҫне пултӑр, ӑна йӑтса ҫӳренӗ хӗрарӑм варне виттӗр!..

Марианна питне хупласа пӑрӑнса кайнӑ та тепӗр кун ирхине хулана сыхлакансем патне пырса ҫапла каланӑ:
— Ывӑлӑм сирӗн тӑшманӑр пулса тӑнӑшӑн е вӗлерӗр мана, е хапхӑра уҫӑр та, эпӗ ун патне каям… — тенӗ.

— Эсӗ — ҫын, тенӗ лешсем, — апла-тӑк, тӑван ҫӗршыву хаклӑ пулмалла саншӑн; ывӑлу — пире пурсӑмӑра та тӑшман пулнӑ пекех, саншӑн та тӑшман.

— Эпӗ — ун амӑшӗ, эпӗ ӑна юрататӑп, ҫавӑнпа та вӑл ҫапла пулса тӑнӑшӑн хама хам айӑплӑ тесе шутлатӑп!

Ҫынсем вара амӑшӗпе мӗн тумалли ҫинчен канашласа илнӗ те ҫапла каланӑ:
— Ывӑлун ҫылӑхӗсемшӗн эпир сана вӗлерме тивӗҫ мар, — тенӗ вӗсем, — пӗлетпӗр, эсӗ пама пултарайман ӑна ҫав йывӑр ҫылӑхсене, эсӗ мӗнле асапланнине те эпир чухлатпӑр.
Анчах сана хулара салукшӑн хӑварни те кирлӗ мар пире — сан ывӑлу саншӑн ҫунмасть, вӑл, эсрелӗ, сана маннӑ, тесе шутлатпӑр — ҫакӑ сана, ку айӑпа ху тивӗҫлине туян-тӑк, айӑплани пултӑр. Пирӗншӗн пулсан, ку вилӗмрен хӑрушӑ туйӑнать!

— Тӗрӗс! — тенӗ вӑл. — Ку — вилӗмрен хӑрушӑ.

Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.

Вӑл, плащ аркипе витнӗ тулли савӑт йӑтса пынӑ пек, савӑтри шывӗ тӑкӑнасран хӑранӑ пек, сыхланса утнӑ, инҫете кайнӑҫем пӗчӗкленсе пынӑ; стена ҫинчен пӑхса тӑракансене унпа пӗрле вӗсенчен ӗнтӗ хурлӑхпа шанӑҫсӑрлӑх та кайнӑнах туйӑннӑ.

Тата ҫакна курнӑ: ҫурма ҫула ҫитсен вӑл чарӑннӑ та, пуҫӗнчен плащ, капюшонне сирсе, вӑрахчен хула еннелле пӑхса тӑнӑ; лерен, тӑшман лагерӗнчен те, уйра пӗр пӗччен тӑракана асӑрханӑ, вара хӑй пекех хура кӗлеткесем ун патнелле васкамасӑр, асӑрханса ҫывхарнӑ.

Пынӑ та — вӑл камне, ӑҫтан килнине ыйтнӑ.

— Сирӗн пуҫлӑхӑр — ман ывӑлӑм, — тенӗ вӑл, кун пирки пӗр салтак та иккӗленмен вара. Вӗсем, ывӑлӗн ӑсӗпе хӑюлӑхне мухта-мухта, унпа юнашар утса кайнӑ; вӑл, пуҫне мӑнкӑмӑллӑн тытса итлесе пынӑ та, пӗрттех те тӗлӗнмен — ун ывӑлӗ ҫапла пулмалла та!

Акӑ вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫуратиччен тӑхӑр уйӑх малтан пӗлнӗ ҫын умӗнче, яланах хӑй чӗринче усранӑ ҫын умӗнче тӑнӑ — тумӗ ун пурҫӑн та бархат, хӗҫпӑшалне хаклӑ чулсемпе эрешленӗ. Йӑлтах — ҫапла иккен, темиҫе хутчен те тӗлӗкре курнӑ пекех — паллӑ ҫын, пуян, юратмалла.

— Анне! — тенӗ вӑл, ун аллине чуптуса. — Эсӗ ман пата килтӗн, апла эсӗ мана ӑнлантӑн, эпӗ ҫак ылханлӑ хулана ыранах илетӗп!

— Ху ҫуралнӑ хулана, — астутарнӑ амӑшӗ.

Хӑйӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗпе каппайнӑскер, тата та пысӑк чапа хапсӑнса ӑсран кайнӑскер, вӑл, ҫамрӑк чун хӗрӳлӗхӗпе чӑрсӑрланса, амӑшне ҫапла каланӑ:

— Эпӗ тӗнчене тӗлӗнтерме ҫуралнӑ! Эпӗ ку хулана сан пирки кӑна хӗрхенсе тӑтӑм — вӑл, урана кӗнӗ шӑрпӑк пек, мана мухтавлӑх патне хӑвӑрт утма чӑрмантарса, ӗмӗтӗме чарса тӑрать. Анчах халӗ — ыран — ҫав кутӑнсен йӑвине ишетӗп!

— Унта сана кашни чул ачаран пӗлсе, астуса юлнӑ, — тенӗ ӑна амӑшӗ.

— Ҫын калаҫтармасан, чулсем — чӗлхесӗр, — ан тив ман ҫинчен тусем калаҫчӑр, эпе ҫавна илтесшӗн!

— Анчах — ҫынсем мӗн?.. — ыйтнӑ амӑшӗ унран.

— Чӑн сӑмах, эпӗ вӗсене астӑватӑп, анне! Вӗсем кирлӗ мана, мӗншӗн тесен геройсем ҫынсен асӗнче кӑна вилӗмсӗр!

— Герой вӑл — вилӗме пӑхмасӑр, ӑна ҫӗнтерсе пурнӑҫ тӑвакан ҫын… — тенӗ амӑшӗ.

— Ҫук! — хирӗҫленӗ ывӑлӗ. — Хуласене ишӗлтерекен те ҫав хуласене ҫӗклекен этем пекех мухтавлӑ. Рим хулине Эней е Ромул туса лартнӑ теҫҫӗ, эпир ӑна пӗлместпӗр, анчах ҫав хулана ишсе аркатакан Аларихпа ытти геройсен ячӗсем — паллӑ…

— Вӗсем пӗри те ҫук, хула халь те ларать, — астутарнӑ амӑшӗ.

Ывӑлӗ унпа хӗвел анса ларичченех ҫакӑн пек калаҫнӑ; амӑшӗ ун ӑссӑр калаҫӑвне ӗнтӗ сайраран сайра пӳлнӗ, малтан хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытнӑскер, халь вӑл пуҫне уснӑҫем уснӑ.

Амӑшӗ — пурнӑҫ тӑвать, сыхлать ӑна, ун умӗнче ишес те аркатас пирки калаҫни — ӑна хирӗҫ калаҫни пулать, ывӑлӗ ҫакна пӗлмен, ҫавӑн пата ун пурнӑҫӗпе килӗшмен.

Амӑшӗ — яланах вилӗме хирӗҫ; ҫын кил-ҫуртне вилӗм илсе кӗрекен алӑ — Аннесемшӗн курайми усал тӑшман вӑл, ун ывӑлӗ, ҫынна чӗресӗр тӑвакан чап-мухтавӑн сивӗ ҫутипе суккӑрланнӑскер, ҫакна курман.

Хӑй парса хӑй сыхлакан пурнӑҫшӑн тӑрас пулсан, амӑшсем ӑслӑ, ниме хӗрхенми, ҫаплах нимрен хӑрами тискер кайӑк пек пулса тӑнине те пӗлмен вӑл.

Амӑшӗ пӗшкӗнсе ларнӑ, ҫар пуҫӗн уҫса хунӑ пуян чатӑрӗ витӗр ӑна хула курӑннӑ; ҫав хулара вӑл, йывӑрланнине сиссе, малтанхи хут ыррӑн ҫӳҫенсе илнӗ, унтан тӳсме ҫук асапланса ачине ҫуратнӑ; ҫав ачи ӗнтӗ ватас-аркатас шухӑшпа ҫеҫ пурӑнать.

Хӗвелӗн хӗрхӗлтӗм пайӑркисем хула стенисемпе башнисене юн сапнӑ пек хӗретнӗ, чӳречесем чуна ҫӳҫентермелле хӑрушшӑн ҫуталнӑ, пӗтӗм хула аманнӑн-суранланнӑн туйӑннӑ, ун суранӗсенчен юн мар — пурнӑҫ сӗткенӗ сӑрхӑнса юхнӑ; вӑхӑт иртсе пынӑ май хула вилӳт пек хуралнӑ та, ун ҫинчи ҫӑлтӑрсем вилнӗ ҫын пуҫ вӗҫне лартнӑ ҫуртасем пек курӑннӑ.

Хулара, тӑшман ан асӑрхатӑр тесе, кил-ҫуртсенче ҫутӑ ҫутмасӑр ларнӑ, урамсенче те сӗм-тӗттӗм пулнӑ, унта виле шӑрши кӗнӗ, вилӗм кӗтекен ҫынсем пӑшӑлтатса калаҫни илтӗннӗ, — амӑшӗ ҫаксене мӗн пурнех пӗлсе-курса тӑнӑ; ун умӗнче тӑван ҫӗршывӗпе тӑван ҫынсем пулнӑ, вӗсем вӑл мӗн тӑвасса кӗтнӗ, вӑл вара хӑйне хӑй тӑван хулан мӗнпур ҫыннисен амӑшӗ пек туйнӑ.

Хура тусен тӑрринчен айлӑмалла сӗм пӗлӗтсем юхнӑ, ҫунатлӑ урхамахсем пек, вӗсем вилме ҫырнӑ хула ҫинелле юхнӑ.

— Тен, ҫӗр тӗттӗм пулсан, хула ҫине эпир кӗҫӗрех тапӑнатпӑр, — тенӗ ун ывӑлӗ, — тӗттӗм ҫеҫ пултӑр! Куҫран хӗвел пӑхать пулсан, ҫынна вӗлерме аван мар, хӗҫ йӑлтӑртатни те тата куҫа йӑмӑхтарать — вара нумай чухне тӗрӗсех касаймастӑн, — тенӗ вӑл, хӑйӗн хӗҫне пӑхкаласа.

Амӑшӗ ӑна ҫапла каланӑ:

— Кил кунта, хурсам кӑкӑрӑм ҫине пуҫна, ача чухне хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, сана пурте юратнине аса илсе кансам…

Вӑл итленӗ, ун чӗрҫи ҫине пуҫне хунӑ та куҫне хупнӑ.

— Эпӗ, — тенӗ вӑл, — мухтава тата сана ҫеҫ юрататӑп. Сана — эс мана ҫапла пулма ҫуратнӑшӑн.

— Хӗрарӑмсене? — ыйтнӑ амӑшӗ ун умне пӗшкӗнсе.

— Вӗсем нумай, питӗ пылак япала пек, хӑвӑртах йӑлӑхтараҫҫӗ.

Амӑшӗ унран юлашки хут:
— Сан хӑвӑн ача пуррине курас килмест-им? — тесе ыйтнӑ.

— Мӗншӗн? Вӗсене ҫынсем вӗлерччӗр-и? Кам та пулин, ман пекки, вӗлерӗ те вӗсене, ман чӗре ыратӗ, вӗсемшӗн тавӑрма ун чух ман хӑватӑм та ҫитес ҫук — ватӑ та вӑйсӑр пулӑп.

— Эсӗ илемлӗ, анчах, ҫиҫӗм пек, хӗсӗр, — тенӗ амӑшӗ, ассӑн сывласа.

— Ҫапла, ҫиҫӗм пек, — тенӗ ывӑлӗ йӑл кулса. Вара амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ача пек ҫывӑрса кайнӑ. Амӑшӗ, ывӑлне хура плащӗпе витнӗ те, ӑна сасартӑк чӗринчен ҫӗҫӗпе чикнӗ; ывӑлӗ чӗтренсе илнӗ те ҫавӑнтах вилнӗ — амӑшӗ ывӑлӗн чӗри хӑш вырӑнта тапнине аван пӗлнӗ. Вӑл ун вилӳтне хӑй чӗрҫи ҫинчен тӗлӗнсе хытса кайнӑ хуралҫӑсем умне йӑвантарнӑ та, хула енне пӑхса ҫапла каланӑ:

— Эпӗ — ҫын. Тӑван ҫӗршывшӑн мӗн тума пултарнине йӑлтах турӑм; анчах эпӗ — ун амӑшӗ — ҫавӑнпа хам ывӑлӑмпа юлатӑп! Эпӗ тепӗр ывӑл ҫуратаяс ҫук ӗнтӗ, ман пурнӑҫӑм никама та кирлӗ мар.

Ҫав ҫӗҫӗпех, ывӑлӗн юнӗпе (вӑл амӑшӗн юнех) вӗриленӗ хыҫҫӑн сивӗнсе ҫитеймен ҫӗҫӗпе, вӑл хӑй аллипе хӑйне кӑкӑртан чикнӗ те чӗрине тӗрӗсех тивертнӗ, — ыратакан чӗрене тивертме ҫӑмӑл.

* * *

Хуртсем сӗрленӗ вӑхӑт.

Олива йывӑҫҫисен ҫӑра ҫулҫисем хушшине темиҫе пин йӗс хӗлӗх каркаланӑ тейӗн, хытӑ ҫулҫӑсене ҫил силлентерет те, вӗсем ҫав хӗлӗхсене ҫепӗҫҫӗн, пӗр чарӑнми сӗртӗне-сӗртӗне илнипе вӗри сывлӑш пуҫа янӑратакан сасӑпа тулать. Ку — музыка мар-ха, анчах такам алли темиҫе ҫӗр арфӑна килӗштерме тӑрӑшнӑн туйӑнать, акӑ пӗр саманта шӑп пуласса, унтан хӗвелпе тӳпене, тинӗсе мухтаса хӑватлӑ гимн янӑраса каясса чӑтайми кӗтетӗн.

Ҫил вӗрет те, йывӑҫсем силленеҫҫӗ, вӗсем, тӑррисене хумхантарса, тинӗс хӗррине аннӑн туйӑнаҫҫӗ. Чуллӑ ҫырана пӗр вӗҫӗмсӗр хум пыра-пыра ҫапать; тинӗс — шурӑ кӑпӑкпа вӗрет, унӑн сенкер тӳремӗ ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑн вӗҫен кайӑк аннӑ тейӗн, вӗсем пурте пӗр еннелле вӗҫеҫҫӗ, шыва чӑмса куҫран ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухаҫҫӗ те аран ҫеҫ илтӗнмелле нӑйкӑшаҫҫӗ пек. Вӗсене хӑйсем хыҫӗнчен ертсе пынӑ евӗр, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, виҫӗ хутламлӑ парӑсне ҫӗклесе, икӗ карап ишет; вӗсем те кӑвак вӗҫен кайӑк пекех курӑнаҫҫӗ; ҫакӑ — тахҫан курса манма пуҫланӑ тӗлӗке аса илтерсе — пӗрттех те пурнӑҫ пек туйӑнмасть.

— Каҫа хирӗҫ вӑйлӑ ҫил тухмалла! — тет ватӑ пулӑҫӑ; вӑл шакӑл вӗтӗ чулсем сапаланнӑ хӑйӑр ҫинче, пысӑк чулсем хӳттинче ларать.

Хумсем ҫав чулсем ҫине шӑршлӑ тинӗс курӑкӗн — кӗрен те ылтӑн тӗслӗ е симӗс курӑкӑн лӑймакине кӑларса ывӑтнӑ; хӗвел ҫинче тата вӗри чул ҫинче выртнипе курӑк типсе куштӑркаса кайнӑ, тӑварлӑ сывлӑш йодӑн тӑкӑскӑ шӑршипе тулнӑ. Хӑйӑрлӑ ҫырана пӗрин хыҫҫӑн тӗпри кӑтра хумсем чупа-чупа улӑхаҫҫӗ.

Ватӑ пулӑҫӑн вӗҫен кайӑк евӗрӗ пур — пичӗ пӗчӗккӗ, сӑмси курпун, тӗксӗмленнӗ пӗрӗнчӗк ӳт хушшинчен кӑшт ҫеҫ палӑракан куҫӗ ҫаврака, вӑл витӗр курать пулас. Алӑ пӳрнисем кукрашкаллӑ, вӗсем типӗ, сиккеленмеҫҫӗпе пӗрех.

— Аллӑ ҫул каялла, синьор, — тет мана ват ҫын, хумсем шавланипе хуртсем сӗрленӗ май, — пӗррехинче кунӗ ҫапла хаваслӑ та янӑравлӑччӗ, йӗри-тавралӑх кулса-юрласа тӑратчӗ, темелле. Атте хӗрӗхреччӗ ун чухне, эпӗ — вунулттӑра, пӗр хӗре юратса пӑрахнӑччӗ, юрататӑнах ҫав вунулттӑра чухне тата хӗвел те хӗртсе пӑхать пулсан.

— Каяр-и, Гвидо, пеццони тытма, — терӗ атте. Пеццони вӑл, синьор, питӗ ҫӳхе те тутлӑ, роза ҫунатлӑ пулӑ, ӑна мерчен пулӑ тесе те калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл мерчен пулакан вырӑнта пурӑнать, питӗ тарӑн ҫӗрте. Ӑна якӑр янӑ кимӗ ҫинчен йывӑр путаркӑҫлӑ вӑлтапа тытаҫҫӗ. Илемлӗ пулӑ.

Тухса кайрӑмӑр вара: ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассинчен урӑх ним те кӗтместпӗр хамӑр. Ман атте вӑйпитти ҫынччӗ, ӑста пулӑҫӑччӗ, анчах ҫав кунччен кӑшт маларах чирлерӗ — кӑкӑрӗ ыратнипе, аллин пӳрнисем те ревматизмпа пӑсӑлнӑччӗ — пулӑҫсен чирӗ вӑл.

Ҫакӑ ҫил, пире пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех тинӗселле тӗкнӗ пек, ҫыр хӗрринчен ачашшӑн вӗрекен ҫил, питӗ чее те усал; унта вӑл систермесӗр кӑна ҫывхарать те, пире хӑйне кӳрентерекенсем вырӑнне хунӑ пек, пирӗн ҫине сасартӑк сиксе ӳкет. Кимӗ вара ҫийӗнчех пӑявне татса ывӑтать те ҫиле май вӗҫе парать, эсир — шампӑрах шыва! Ку вӑл пӗрре куҫ хупса иличчен пулса иртет, эсир вӑрҫма та, турра асӑнма та ӗлкӗрейместӗр, сире ҫавӑрать-ҫавӑрать те таҫта аяккалла хӑваласа каять. Вӑрӑ-хурах та ҫав ҫилтен тӳрӗрех кӑмӑллӑ. Тепӗр тесен, ҫынсем ҫил-тӑвӑлтан яланах тӳрӗрех кӑмӑллӑ.

Ҫапла, ҫак ҫил ӗнтӗ ҫырантан тӑватӑ километрта пырса ҫапрӗ пире — питӗ ҫывӑхрах, хӑравҫӑ пек, йӗксӗк пек, систермесӗр пырса ҫапрӗ.

— Гвидо! — терӗ атте, нӳтӗркенсе пӗтнӗ аллисемпе кӗсменсене ярса тыта-тыта. — Ҫаклат, Гвидо! Хӑвӑртрах! — якӑр!

Эпӗ якӑра майлаштарнӑ самантра аттене пӗр кӗсменӗ кӑкӑртан тиврӗ те — кӗсменсем ун аллинчен вӗҫерӗнчӗҫ — хӑй вӑл, ӑнсӑр пулса, кимӗ тӗпне кайса ӳкрӗ. Манӑн ӑна пулӑшма вӑхӑтӑм та пулмарӗ, пирӗн кимӗ халь-халь ӳпӗнсе каяс пек ҫаврӑнать. Малтан — пурте хӑвӑрт пулса иртрӗ: эпӗ кӗсмене ярса тытрӑм ҫеҫ — пире, шыв кӑпӑкӗ хупланӑскерсене, темӗн таҫталла вӗҫтере пачӗ, ҫил хумсен тӑррисене, нуп пек, пирӗн ҫине сирпӗтет, ҫылӑхӑмӑрсене ҫуса тасатас тенӗ пек мар, ҫав тери тӑрӑшса сирпӗтет.

— Ку хӑрушӑ япала, ачам, — терӗ атте, тӑна кӗрсе ҫыраналла пӑхса. — Ку — вӑраха пырать, ывӑлӑм.

Ҫамрӑк чун хӑрушлӑха ҫийӗнчех ӗненсе каймасть; эпӗ ҫаплах кӗсменсемпе ишме тапаҫланатӑп; пур усал сывлӑш вӗрсе, пире шӑтӑк чавса, пӗр тӳлевсӗрех кӑмӑллӑн вилӗм юрри юрланӑ хӑрушӑ самантра ишетӗп.

— Лар лӑпкӑ, Гвидо, — терӗ мана атте, йӗпеннӗ ҫӳҫне-пуҫне сӑтӑрса, кӑшт куларах. — Тинӗсе шӑрпӑкпа пӑлхатнинчен мӗн усси? Вӑйна перекетле, унсӑрӑн сана килте кӑлӑхах кӗтсе ларӗҫ.

Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек. Атте ҫапла каларӗ вара мана:
— Эсӗ, тен, ҫӗр ҫине таврӑнӑн, — терӗ, — эпӗ, ҫук, таврӑнаймастӑп!
Итле, акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана пулӑ ҫинчен тата ӗҫ пирки…

Вара вӑл мана хӑш пулӑ мӗнлине, вӗсен йӑлине — ӑҫта, хӑҫан тата мӗнле вӗсене тытма лайӑххи ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

— Тен, халӗ турра кӗлтусан лайӑхрах пулӗ, атте, — терӗм эпӗ, пирӗн ӗҫсем япӑххине сиссе: эпир шӑлне йӗрсе тӑракан шурӑ йытӑсем хушшинчи икӗ кролик вырӑнӗнчеччӗ ун чухне.

— Турӑ пурне те курать, — терӗ атте. — Ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнма ҫуратнӑ ҫынсем тинӗс ҫинче вилме патне ҫитни паллӑ, вӗсенчен пӗри, ҫӑлӑнас шанчӑкне ҫухатни, хӑй мӗн пӗлнине ывӑлне каласа хӑвармалла. Ӗҫ вӑл ҫӗр валли тата ҫынсене кирлӗ — турӑ ӑнланать ӑна…

Ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пӗтӗмпех каласа пӗтерсен, атте мана ҫынсемпе мӗнле пурӑнмаллине вӗрентме тытӑнчӗ.

— Вӑхӑт-и халь вӗрентме? — терӗм эпӗ ӑна. — Ҫӗр ҫинче те эсӗ вӗрентсе калаҫмастӑн!

Ҫил тискер кайӑк пек улать, хумсем шавлаҫҫӗ — ывӑлӗ илттӗр тесе, аттене кӑшкӑрма тивет, вӑл кӑшкӑрса калаҫать:
— Асту! — тет.
— Хӑвна ху яланах ҫапла тыт: санран лайӑх ҫын та, санран япӑххи те ҫук пек тыткала хӑвна — ку тӗрӗс пулать! Улпут-и, пулӑҫӑ-и е пуп-и, салтак-и — пурне те пӗр ӳтрен тунӑ, эсӗ те, ыттисем пекех, пурне те кирлӗ ҫын. Тепӗр ҫын ҫине нихҫан та унӑн ырринчен усалли ытларах тесе ан пӑх — ырри унӑн ытларах тесе шухӑшла — вӑл тӗрӗссипех ҫапла пулӗ! Ҫынсем хӑйсенчен мӗн ыйтнине параҫҫӗ.

Ку сӑмахсене вӑл, паллах, сасартӑках калаймарӗ, темле, команда хыҫҫӑн каласа пынӑ пек пулчӗ: ҫил пире хум ҫинчен хум ҫине ывӑтса пычӗ, атте сассине эпӗ пӗр ҫӳлтен, пӗр аялтан шыв шавӗ витӗр тенӗ пек итлерӗм. Унӑн пайтах сӑмахӗсене вӗсем ман хӑлхана кӗме ӗлкӗриччен ҫил таҫта вӗҫтерсе ячӗ, пайтахӑшне эпӗ ӑнланаймасӑр юлтӑм — кашни самантра сана вилӗм хыпса ҫӑтас пек чухне, синьор, вӗренме вӑхӑт ҫук. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм, тинӗс ҫавӑн пек урса кайнине малтанхи хут курнӑскер, унпа кӗрешме халӑм ҫитес ҫуккине туйрӑм. Халӗ калама та пултараймастӑп — халӗ те ҫавна аса илетӗп те, ҫав туйӑм яланах ман асӑмра иккенне сисетӗп.

Аттене хальхи пекех куратӑп: вӑл, чир ернӗ аллисене саркаласа, пӳрнисемпе кимӗ хӗрринчен ҫатӑрласа тытса, кимӗ тӗпӗнче ларать, шлепкине ҫил хывса ывӑтнӑ, пӗр сулахайран, пӗр сылтӑмран ун пуҫӗпе хулпуҫҫине хум пыра-пыра ҫапать, хум ӑна кӑкӑрӗнчен, ҫурӑмӗнчен ҫапать, хӑй вӑл пуҫне сулла-сулла илет, тулхӑрать те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ман еннелле пӑхса кӑшкӑрать. Йӗпеннӗскер, вӑл пӗчӗкленчӗ, куҫӗсем, хӑранипе, тен, ыратнипе-и, пысӑкланса кайрӗҫ. Ыратнипе пулӗ, тетӗп.

— Итле! — тет вӑл мана кӑшкӑрса. — Эй — илтетӗн-и? Тапхӑр-тапхӑр эпӗ ӑна:
— Илтетӗп, — тетӗп.

— Ан ман — пур ырлӑх та ҫынтан килет.

— Юрать! — кӑшкӑратӑп ӑна хирӗҫ.

Ҫӗр ҫинче манпа нихҫан та вӑл ҫакӑн пек калаҫманччӗ. Хӑй хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑччӗ, анчах ман ҫине кӑшт куларах, ӗненмесӗртерех пӑхатчӗ, мана ача вырӑнне хуратчӗ. Хӑш чухне ку мана кӳрентеретчӗ — ҫамрӑк вӑхӑтра хӑвна ху пысӑка хурас килет.

Ун сасси мана кӑшт лӑплантарчӗ, ҫавӑнпа та-и тен, эпӗ ҫав саманта лайӑх астӑватӑп.

Ватӑ пулӑҫӑ калаҫма чарӑнчӗ, кӑпӑкланнӑ шурӑ тинӗс ҫине пӑхса илчӗ, йӑл кулчӗ те, куҫне хӗссе, ҫапла каласа хучӗ:

— Ҫынсем ҫине пӑхатӑн-пӑхатӑн та, синьор, ҫакна чухлатӑн: мӗне те пулин асра тытни ӑнланнипе пӗрех вӑл, мӗн чухлӗ нумайрах ӑнланатӑп, ҫавӑн чухлӗ ытларах лайӑххине куратӑп, — ку чӑнах та ҫапла, ӗненӗр!

Ҫапла, эпӗ ун йӗпенсе пӗтнӗ, кӑмӑллӑ питне, пысӑк куҫне астӑватӑп: вӑл ман ҫине, халь ӗнтӗ мана хисепе хурса, ӑшӑ куҫпа пӑхрӗ — эпӗ вара хама паянхи кун вилӗм пӳрменнине туйса илтӗм. Хӑратӑп хам, ҫапах та вилес ҫуккине пӗлетӗп.

Пире, паллах, тӑвӑл ӳпӗнтерсе ывӑтрӗ. Акӑ эпир иксӗмӗр те вӗресе тӑракан шывра ӗнтӗ, пирӗн куҫ-пуҫа кӑпӑк хупласа лартнӑ, хумсем пирӗн ӳт-пӗве унталла та кунталла ывӑтаҫҫӗ, кимӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнтараҫҫӗ. Эпир унчченех-ха кимӗ ҫумне мӗн ҫыхмалли пур, ҫавна йӑлтах ҫыхнӑччӗ, пирӗн алӑра вӗрен, эпир, вӑй пур таран хамӑр кимӗрен вӗҫерӗнсе каяс ҫук, анчах — шывра тытӑнса тӑма йывӑр. Темиҫе хутчен те аттене е мана хум пӑрӑс ҫине кӑларса ывӑтрӗ, анчах ҫав самантрах унтан шӑла-шӑла пӑрахрӗ. Акӑ мӗн кунта чи йывӑрри: пуҫ ҫаврӑнать, илтми-курми пулатӑн — куҫпа хӑлхана шыв кӗрсе тулать, карланка ирӗксӗрех нумай шыв ҫӑтма тивет.

Питӗ вӑрахчен асапланмалла пулчӗ — ҫичӗ сехет хушши, унтан сасартӑках ҫил ҫаврӑнчӗ те ҫыран еннелле вашлатса вӗрме тытӑнчӗ, пире вӑл ҫӗр еннелле вӗҫтере пачӗ. Эпӗ вара савӑнса ӳкрӗм те:
— Тыт! — тесе кӑшкӑртӑм аттене.

Атте мана тем кӑшкӑрать, эпӗ пӗр сӑмахне ҫеҫ ӑнланса юлтӑм:

— Ҫӗмӗрет… — терӗ вӑл.

Вӑл чулсем пирки шухӑшланӑ-мӗн, вӗсем инҫетреччӗ-ха, ҫавӑнпа та эпӗ атте сӑмахне ӗненмерӗм. Анчах вӑл манран лайӑх пӗлнӗ, — эпир, хамӑра тӑрантаракан киммӗмӗр ҫумне шуйттан мӑйракисем пек ҫыпҫӑннӑ та, ун айккипе ҫапӑна-ҫапӑна лӳчӗркеннӗскерсем, халтан кайса чылаях шӑнса хытнӑскерсем, тусем пек ҫӳлӗ хумсем хушшипе ярӑнса пыратпӑр. Вӑрахчен пытӑмӑр ҫапла, анчах та ҫыр хӗрринчи тӗксӗм тусем курӑнма пуҫласан — калама ҫук хӑвӑрт юхма тытӑнтӑмӑр. Тусем пирӗн паталла силлене-силлене ҫывхарнӑн туйӑнаҫҫӗ, ак халӗ-халь пирӗн пуҫсем ҫине йӑванас пек шывалла усӑнаҫҫӗ — шурӑ хумсем пирӗн ӳт-пӗве пӗр аялалла, пӗр ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ, кимӗ атӑ кӗли айне пулнӑ мӑйӑр пек ҫатӑртатать, эпӗ кимӗрен уйрӑлса кайнӑ, тӑрмаланса пӗтнӗ хура ту хысакӗсене куратӑп, вӗсем ҫӗҫӗ пек ҫивӗч, хамран таҫта ҫӳлте атте пуҫне, унтан — армак-чармак чӗрнеллӗ ҫав тусем ҫинче мӑйракаллисене куратӑп. Ӑна икӗ сехет иртсен тупрӗҫ, ун ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнӑ, пуҫ чашки пуҫ мими таранах ҫӗмӗрӗлнӗ. Суранӗ питӗ пысӑкчӗ, пуҫ мимин пӗр пайне шыв юхтарса кӑларнӑ, анчах эпӗ ҫав суранра кӑвак та хӗрлӗрех татӑксем курнине астӑватӑп, вӗсем мрамор тӗслӗччӗ, кӑпӑкпа юн хутшӑнсан ҫав тӗслӗ пулать. Унӑн шӑмшакне ҫав тери ҫӗмӗркелесе пӗтернӗччӗ, анчах пичӗ таса та лӑпкӑччӗ, куҫӗ аван, тачӑ хупӑннӑччӗ.

— Эпӗ-и? Ҫапла, мана та аванах нӳтӗркенӗччӗ, хама ҫырана илсе тухнине астумастӑп, тӑна ҫухатнӑ пулнӑ. Пире материк патне юхтарса ҫитернӗ-мӗн, Амальфи леш енне — ют вырӑн, анчах, паллах, хамӑр ҫынсем — вӗсем те пулӑҫсем, кун пек ҫил-тӑвӑл вӗсене тӗлӗнтерсе пӑрахмасть, анчах кӑмӑлӗсене тата ырӑрах тӑвать: хӑрушлӑхра пурӑнакан ҫынсем яланах ырӑ кӑмӑллӑ!

— Аттем ҫинчен хам мӗнле туятӑп, ҫавӑн пек каласа параймарӑм пулӗ тесе шухӑшлатӑп, аллӑ ҫул хушши хам чӗрере тытса усранине каласа пама йӑлтах урӑхла сӑмахсем кирлӗ, тен вӑл юрра та тивӗҫлӗ-и, анчах — эпир ахаль ҫынсем, пулӑсем пек, кӑмӑл туртнӑ пек илемлӗ каласа пама пӗлместпӗр! Нумай туятӑн, сахал калаҫатӑн. Вӑл яланах ҫапла.

— Ӗҫ кунта акӑ мӗнре тӑрать: ман атте, вилес вӑхӑчӗ ҫитсен, ҫав вилӗмрен хӑтӑлма ҫуккине сиссе, хӑраса ӳкмерӗ, мана, хӑйӗн ывӑлне, манмарӗ, чи кирли ҫинчен мӗн каласа хӑварма шутланӑ, ҫавна пӗлтерме вӑйне те, вӑхӑтне те тупрӗ. Утмӑл ҫичӗ ҫул тултартӑм эпӗ, ҫакна тӳррӗнех калама пултаратӑп: атте ӗнентерсе хӑварнисем пӗтӗмпех — тӗрӗс!

Ват ҫын хӗвел ҫинӗ ҫӑм калпакне хыврӗ (вӑл ӗлӗкрех хӗрлӗ пулнӑ пулас), ун ӑшӗнчен чӗлӗмне кӑларчӗ те, пӑхӑр тӗслӗ шакла пуҫне пӗшкӗртсе, хыттӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Пурте тӗрӗс, хаклӑ синьорӑм! Ҫынсем вӗсем эсӗ вӗсене мӗнле курас тетӗн, ҫапла пулаҫҫӗ, вӗсем ҫине эсир ырӑ куҫпа пӑхӑр, вара хӑвӑра та лайӑх, вӗсене те; ҫакӑн пиркиех, вӗсем тата ырӑрах пулаҫҫӗ, эсир те! Ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ!

Ҫил вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑланать, хумсем ҫӳлӗрен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, ҫивӗчленеҫҫӗ, шуралаҫҫӗ, тинӗс ҫинче вӗҫен кайӑксем курӑнчӗҫ, вӗсем таҫта васканӑҫем васкавлӑн сывлӑшра ишеҫҫӗ, виҫӗ хутламлӑ парӑс карнӑ икӗ карап ӗнтӗ ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти кӑвак тавралӑха кӗрсе ҫухалчӗ.

Утравӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хум кӑпӑкӗпе хупланать, кӑвак тинӗс чӑрсӑрланать, хуртсем ырми-канми, каҫса кайса сӗрлеҫҫӗ.

* * *

Святой Яков кварталӗ хӑйӗн фонтанӗпе тивӗҫлипе мухтанать, ун умӗнче, хавассӑн калаҫа-калаҫа, вилӗмсӗр Джованни Боккачио ларма юратнӑ; ӑна аслӑ Сальватор Роза пысӑк пир ҫине пӗрре кӑна мар ӳкерсе илнӗ; Сальватор Роза Томазо Аниелло тусӗ пулнӑ, Томазо Аниеллона чухӑн халӑх Мазаниелло тесе чӗннӗ, вӑл чухӑн халӑхӑн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешсе вилнӗ — Мазаниелло та пирӗн кварталта ҫуралнӑ.

Пӗтӗмпе илес-тӗк — пирӗн кварталта нумай паллӑ ҫынсем ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ, — авал вӗсем хальхинчен нумайрах ҫуралнӑ, паллӑрах та пулнӑ, халӗ, пурте пиджак тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра тата пурте политикӑпа аппаланнӑ чухне, ҫынна теприсенчен ҫӳлерех ҫӗкленме йывӑр пулса ҫитрӗ, чун та сарӑлсах каяймасть, мӗншӗн тесен ӑна хаҫат хучӗпе кипкелеҫҫӗ.

Иртнӗ ҫуллаччен ҫак квартал пахча-ҫимӗҫ сутакан Нунчапа мухтанатчӗ — вӑл тӗнчипе чи хаваслӑ ҫынччӗ, пирӗн урамри чи илемлӗ хӗрарӑмччӗ, — ку урамра хӗвел хулан ытти урамӗсенчен ытларах тӑрать. Фонтан, паллах, ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлнӑ; вӑхӑт шунӑҫем саралса пырса, вӑл ютран килнӗ ҫынсене хӑйӗн илемӗпе малашне те пайтах тӗлӗнтерӗ, — мрамортан туса лартнӑ ачасем ватӑлмаҫҫӗ, вӑййисенче те ывӑнмаҫҫӗ.

Илемлӗ Нунча иртнӗ ҫулла урамра, ташланӑ ҫӗрте вилсе выртрӗ, — ҫын ҫапла вилни сайра-хутра пулать, ҫавӑнпа ун ҫинчен каласа пама юрать.

Вӑл ҫав тери хаваслӑ та хӗрӳ чӗреллӗ хӗрарӑмччӗ, ҫавӑнпа та упӑшкипе лӑпкӑн пурӑнма пултарайман: упӑшки ӑна вӑрахчен ӑнланаймасӑр пурӑнчӗ — кӑшкӑратчӗ, турӑпа хӑрататчӗ, аллине те ирӗке яркалатчӗ, ҫынсене ҫӗҫӗпе те юнатчӗ, пӗринче ҫав ҫӗҫҫипе такама аяк пӗрчинчен те лектерчӗ, анчах кун пек айкашнине полици юратсах каймасть, Стефано вара, пӗр вӑхӑт хушши тӗрмере ларса пӑхрӗ те, унтан тухсан Аргентинӑна кайрӗ: урӑх сывлӑш ҫилӗллӗ ҫынсене питӗ пулӑшать.

Нунча вара ҫирӗм виҫҫӗрех пилӗк ҫулхи хӗрачипе тӑлӑх арӑм пулса юлчӗ, унӑн икӗ ашак, пахча тата пӗр пӗчӗк урапа пурччӗ, — хаваслӑ ҫынна нумаях кирлӗ мар, ҫакӑ та ӑна ҫителӗклипех ҫитетчӗ. Ӗҫлеме пӗлетчӗ вӑл, ӑна пулӑшас текенсем те нумайччӗ; ӗҫ туса панӑшӑн тӳлеме укҫа ҫитмесен — вӑл хӑйӗн кулли-юррипе тата укҫаран яланах хаклӑ япалапа тӳлесе тататчӗ.

Унӑн пурнӑҫне хӗрарӑмсенчен пурте кӑмӑллатчӗҫ теме ҫук, арҫынсем те, паллах, пурте мар, анчах та — ырӑ чӗреллӗскер — вӑл авланнисене тивместчӗ кӑна та мар, вӗсене час-часах арӑмӗсемпе мирлештеретчӗ, — вӑл ҫапла калатчӗ:
— Хӗрарӑма пӑрахрӗ пулсан, эппин, вӑл юратма пӗлмест… — тетчӗ.

Артур Лано, пулӑҫӑ, ҫамрӑк чухне пупа тухас тесе семинарире вӗреннӗскер, анчах та тинӗс ҫинче, пӗр сӑмахпа каласан, ӑҫта хаваслӑ ҫавӑнта ҫӳре-ҫӳре, рай ҫулӗнчен аташса кайнӑскер — ҫав Лано, пите хӗретекен юрӑсем хайлама ӑстаскер, пӗринче ӑна:
— Эсӗ юрату науки турӑ кӗнекинчен те йывӑр тесе шухӑшлатӑн пулас? — тенӗ.

— Эпӗ наукӑсене пӗлместӗп, — хирӗҫ тавӑрнӑ Нунча, — сан юррусене вара пурне те пӗлетӗп.

Ҫапла каланӑ та, пичке пек урлӑш-тӑршшӗ пӗр ҫынна ҫак юрра юрласа панӑ:

Ҫуркунне килсе ҫитсессӗн,
Яланах ҫапла пулать:
… … …

Лешӗ, паллах, куҫне мӑнтӑр питҫӑмарти ӑшне путарса, каҫса кайсах кулнӑ пулас.

Ҫапла пурнатчӗ вӑл, хӑй те хавасланатчӗ, ҫынсене те нумайӑшне савӑнтаратчӗ, пуриншӗн те кӑмӑллӑччӗ, пурна-киле хӗрарӑм тусӗсем те, ҫыннӑн характерӗ шӑмшакӗпе юнӗнчен килнине, «таса аттесем» те хӑйсене хӑйсем яланах ҫӗнтерме пултарайманнине аса илчӗҫ пулас та, унпа хирӗҫме пӑрахрӗҫ, мирлешрӗҫ. Арҫын, тепӗр тесен, турӑ мар, турра ҫеҫ улталама юрамасть…

Нунча вунӑ ҫул хушши ҫапла чи чаплӑ ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе йӑлкӑшса тӑнӑ, ӑна пурте чи илемлӗ хӗрарӑм тесе шутланӑ, кварталта вӑл чи лайӑх ташлаканни пулнӑ, вӑл хӗр пулнӑ пулсан, ӑна кашниех пасар королевине суйланӑ пулӗччӗҫ.

Ют ҫӗршывсенчен килнисене те кӑтартса пӑхрӗҫ ӑна, вӗсенчен нумайӑшӗсем унпа улах ҫӗрте калаҫасшӑн та пулчӗҫ, — ку вара ӑна каҫса каймаллах култарчӗ.

— Ҫав темиҫе хут ҫуса кивелнӗ синьор мӗнле чӗлхепе калаҫасшӑн вара манпа? — тетчӗ вӑл.

— Ылтӑн чӗлхипе, ухмах, — хирӗҫ тавӑратчӗҫ ӑна пӗлекенсем, анчах вӑл хӑйӗннех перетчӗ:
— Ют ҫынсене эпӗ, суханпа ыхра тата помидорсӑр пуҫне, нимӗн те сутмастӑп, — тетчӗ.

Ӑна чунтанах ырӑ сунакансем унпа ҫине тӑрсах калаҫнисем те пулчӗҫ:
— Мӗн вӑт пӗр уйӑх сана, Нунча, — уйӑх иртет те пуян пулса тӑратӑн! — тетчӗҫ вӗсем.
— Шухӑшла-ха лайӑхрах кун ҫинчен, санӑн хӗр пуррине ан ман тата.

— Ҫук, — хирӗҫ тавӑратчӗ вӑл, — эпӗ хамӑн ӳте юрататӑп, ҫавӑнпа та ӑна варалама пултараймастӑп. Кӑмӑл туртмасӑр пӗрре кӑна мӗн те пулин тӑвас пулсан, хӑвна ху хисеплеме яланлӑхах пӑрахатӑн…

— Анчах — ыттисемпе пурӑнатӑн-ҫке-ха эсӗ!

— Хамӑрӑннисемпе, тата кӑмӑл пулсан.

— Мӗн тени вӑл «хамӑрӑннисем» тени? Вӑл ӑна лайӑх пӗлнӗ:
— Хампа пӗр ҫӗрте ӳснӗ ҫынсем, вӗсем ман чуна аван ӑнланаҫҫӗ, — тетчӗ.

Ҫапах та унӑн Англирен килнӗ пӗр форестиерпе истори пулса иртрӗ, — тӗлӗнмелле чӗмсӗрскерччӗ вӑл, хӑй пирӗн чӗлхене лайӑх пӗлетчӗ. Ҫамрӑк, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, пичӗ урлӑ — ҫӗвӗ; сӑнӗ — вӑрӑ-хурахӑн, куҫӗ святойӑнни пек. Хӑшӗсем: вӑл кӗнеке ҫырать, тетчӗҫ; теприсем картла вылякан, тетчӗҫ. Нунча унпалан таҫта Сицилиех кайрӗ те, унтан питӗ начарланса таврӑнчӗ. Лешӗ пуянах пулман-тӑр, — Нунча хӑй валли укҫа та, парнесем те илсе килеймерӗ. Вара каллех хӑй тенӗ ҫыннисем хушшинче ӗлӗкхи пекех савнӑҫлӑн, пурне те савӑнтарса пурӑнма тытӑнчӗ.

Анчах та акӑ пӗринче, уяв кунӗ, ҫынсем чиркӳрен тухнӑ чухне, такам-ҫке тӗлӗнсе:
— Пӑхӑр-ха, Нина каснӑ-лартнӑ амӑшӗ пекех пулса ҫитӗнет, — терӗ.

Ку сӑмах, май уйӑхӗнчи уяр кун пекех, тӗрӗс пулнӑ: Нунча хӗрӗ, ҫынсем сисмесӗрех, амӑшӗ пекех ҫӑлтӑрӑн-шуҫӑмӑн йӑлтӑртатса тӑракан пулса ҫитӗнсе кайнӑ. Вӑл ун чухне вун тӑваттӑра ҫеҫчӗ, анчах та — питӗ те яштака пӳллӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ, мӑнкӑмӑллӑн пӑхакан куҫлӑ, вӑл хӑй ҫулӗнчен аслӑрах, хӗрарӑм пулма ӗнтӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ пек курӑнатчӗ.

Нунча хӑй те, ун ҫине пӑхса илчӗ те, тӗлӗнсе кайрӗ.

— Таса мадонна! — терӗ вӑл ӑна. — Ниушлӗ, Нина, эсӗ манран илемлӗрех пуласшӑн?

Хӗрӗ йӑл кула-кула:
— Ҫук, — терӗ хирӗҫ тавӑрса, — сан пек ҫеҫ пуласшӑн эпӗ, ку маншӑн та ҫителӗклӗ пулӗччӗ…

Хаваслӑ хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗ ҫавӑн чухне ӗнтӗ малтанхи хут тӗксӗмленсе илчӗ, каҫхине вара тусӗсене вӑл ҫапла каланӑ:

— Акӑ пирӗн пурнӑҫ! Ху стаканӑн ҫуррине ӗҫсе яраймастӑн, ун патнелле тепӗр алӑ туртӑнать те…

Амӑшӗпе Нина хушшинчи кӗвӗҫӳ малтанлӑха, паллах, ним чухлӗ те палӑрса каймарӗ — хӗрӗ хӑйне сӑпайлӑ тыткалатчӗ, ҫут тӗнчене куҫхупаххи витӗр ҫеҫ пӑхатчӗ те арҫынсем умӗнче ирексӗртерех кӑна ҫӑвар уҫатчӗ, анчах амӑшӗн куҫӗсем ҫӑткӑнрах та ҫӑткӑнрах пӑхма тытӑнчӗҫ, сассине хаярлатнӑҫем хаярлатакан пулчӗ. Ун таврашӗнче ҫынсем, тин тухнӑ хӗвел шевли тивнипе парӑс ҫуталса илнӗ пек, йӑлкӑшса ҫунса тӑратчӗҫ, ку чӑннипех ҫаплаччӗ: Нунча нумайӑшсемшӗн, мачта пек тӳрӗ пилӗклӗскер, янӑравлӑ сасӑллӑскер, урампа хӑй урапи ҫумӗнче утса пынине курсан, ун ҫинчен ырӑ мар сӑмах каламастчӗҫ — ӑна ҫапла хисеп кӳретчӗҫ. Пасарта тӗрлӗ тӗслӗн ҫуталса выртакан купи-купи пахча-ҫимӗҫ хушшинче тӑнӑ чухне те вӑл, шурӑ чиркӳ стени ҫине аслӑ ӑстаҫӑ ӳкернӗ пекех, илемлӗччӗ, — унӑн вырӑнӗ Святой Яков чиркӗвӗ ҫумӗнчехчӗ, вилессе те вӑл ҫав вырӑнтан виҫӗ утӑмрах вилчӗ. Пӑхатӑп та — вӑл пӗтӗмпех вут пек ҫунса-йӑлкӑшса тӑрать, унӑн шӳтлесе каланӑ сӑмахӗсем, унӑн кулли, юрри (вӗсене вӑл пинӗ-пинӗпех пӗлетчӗ) ҫынсен пуҫӗсем ҫинче пӗр чарӑнми вӗҫсе-янӑраса ҫӳреҫҫӗ.

Тумланасса вара вӑл хӑйне тата илемлетсе ямалла тумланатчӗ, лайӑх кӗленчерен тунӑ стаканри эрех ҫапла илемлӗ курӑнать: кӗленче мӗн чухлӗ витӗр таса — эрехе те вӑл ҫавӑн чухлех таса кӑтартать, тӗс вӑл, хитре юрӑ кӗвви сӑмаха ҫӗкленӗ пекех, яланах эрехӗн шӑршипе тутине тата ырӑрах тӑвать, эпир ӑна чунӑмӑра кӑштах та пулин хӗвелӗн юнне парас тесе ӗҫетпӗр. Эрех! мӗн тери вӑл, турӑҫӑм! Этем хӑйӗн мӗскӗн чунне пӗр стакан лайӑх хӗрлӗ эрехпе йӑпатма пултармасть пулсан, ҫак шӑв-шавлӑ, кӑткӑс тӗнчемӗр ашак чӗрни тӗшне те тӑман пулӗччӗ; эрех вӑл, святой шывӗ пек, пирӗн чунсене усал ҫылӑх юлашкисенчен тасатать тата тӗнчене юратма та каҫарма вӗрентет: тӗнчере йӗрӗнтермелле япаласем ҫапах та нумай-ха… Эсир хӑвӑр стаканӑра хӗвеле хирӗҫ тытса пӑхӑр-ха, — эрех сире тӗлӗнмелле юмахсем каласа парӗ…

Тӑрать ҫапла Нунча хӗвел ҫинче, ҫынсен хаваслӑ ӗмӗт-шухӑшне, юраттарас кӑмӑлне чӗртсе — илемлӗ хӗрарӑм умӗнче паллӑ мар пулса юлма намӑс, яланах пуҫ тӳпинчен ҫӳлерех сикес килет. Нумай ырлӑх кӑтартрӗ Нунча, пурнӑҫра нумай вӑй-хӑват вӑратрӗ, темелле. Лайӑх япала яланах тата лайӑхрах тӑвас кӑмӑл ҫуратать.

Ҫапла, амӑшӗ куҫ умне часран часах хӗрӗ курӑнса каять, монахиня пек сӑпайлӑ хӑй е йӗнӗре выртакан хӗҫ пек. Арҫынсем пӑхаҫҫӗ, танлаштараҫҫӗ, тен, хӑшпӗрисем ун чухне хӗрарӑм мӗн туйни-сиснине, ӑна пурӑнма кӳренмелле пулса тӑнине ӑнланаҫҫӗ те пулӗ.

Вӑхӑт, вӗтӗ утӑмне хӑвӑртлатнӑҫем хӑвӑртлатса, иртнӗҫем иртсе пырать, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӗвелӗн хӗрлӗ хӗлхемӗ витӗр курӑнакан ылтӑн тусан пӗрчисем пек мӗлтлетеҫҫӗ. Нунча часран часах хӑйӗн хулӑн куҫхаршийӗсене пӗре-пӗре илекен пулчӗ, хӑш чухне тата, картла вылякан тепӗр юлташӗ ҫине унӑн мӗнле картне пӗлме тӑрӑшса пӑхнӑ пек, тутине ҫыртса херӗ ҫине куҫ хывса илет…

Пӗр ҫул иртет ҫапла, икӗ ҫул та иртет, — хӗрӗ амӑшне ҫывӑхрах та ҫывӑхрах, ҫав хушӑрах амӑшӗнчен инҫетрех те пулса пырать. Каччӑсем хӑшин енне кӑмӑллӑрах пӑхмаллине пӗлмесӗр аптраса тӑни пурне те паллӑ пулса ҫитет. Амӑшӗн тантӑш-туссем — туссемпе тантӑшсем вӗсем санӑн ӑҫта ытларах кӗҫӗтет, ҫавӑнтан ҫыртма юратаҫҫӗ:
— Мӗнле, Нунча, хӗрӳ хӑвӑнтан иртет-им? — тесе ыйтаҫҫӗ.

Хӗрарӑм, кула-кула, хирӗҫ тавӑрать:
— Пысӑк ҫӑлтӑрсем уйӑх ҫутинче те курӑнаҫҫӗ… — тет.
Амӑшӗ вырӑнӗнче пулса — вӑл хӑй хӗрӗн илемӗпе мухтаннӑ, хӗрарӑм вырӑнӗнче пулса — Нунча ҫамрӑклӑха ӑмсанмасӑр тӑма пултарайман; Нина унпа хӗвел хушшинче тӑнӑ, — амӑшне сулхӑн ӳкнӗ тӗлте пурӑнни кӳрентернӗ вара. Лано ҫӗнӗ юрӑ хайланӑ, вӑл ҫапла пуҫланатчӗ:

Эх, арҫын эп пулӑттӑм.

Вара хаман хӗрӗме
Хӗр ҫуратмашкӑн хушӑттӑм,
Хама аса илме…

Нунча ку юрра юрласшӑн марччӗ. Нина Нунчана пӗрре кӑна мар ҫапла каланӑ тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ:

— Эсӗ ӑслӑрах пулнӑ пулсан, эпир лайӑхрах пурӑннӑ пулӑттӑмӑр, — тенӗ имӗш.

Хӗрӗ амӑшне акӑ мӗнле каламалли кун та ҫитсе тӑчӗ вара:

— Анне, — тенӗ вӑл, — эсӗ мана ҫын умне курӑнма чаратӑн, эпӗ пӗчӗккӗ мар-ҫке ӗнтӗ, манӑн пурнӑҫран хама тивӗҫлине пӗтӗмпех илес килет! Эсӗ нумай та савнӑҫлӑ пурӑннӑ, — маншӑн та пурӑнма вӑхӑт ҫитсе тӑмарӗ-ши?

— Мӗн пирки эсӗ? — ыйтнӑ унран амӑшӗ пуҫне айӑплӑн ҫӗрелле усса, — пӗлнӗ вӑл мӗн пирки сӑмах пынине.

Австралирен Энрико Борбоне таврӑнчӗ, ҫав тӗлӗнмелле ҫӗршывра (унта камӑн кӑмӑл пур, ҫавӑ ҫӑмӑллӑнах нумай укҫа тупма пултарать) вӑл вӑрман касса пурӑннӑ, халӗ тӑван ҫӗршыв хӗвелӗпе ӑшӑнма килнӗ те унтах, ирӗклӗн пурӑнмалли ҫӗрех, каялла кайма шухӑшлатчӗ. Вӑл вӑтӑр улттӑраччӗ; сухаллӑскер, патварскер, хаваслӑскер, хӑй ӑҫта-ӑҫта пулса мӗн курни-илтни ҫинчен, сӗм вӑрманти пурнӑҫ ҫинчен тӗлӗнмелле лайӑх каласа паратчӗ; ҫав пурнӑҫа пурте юмах вырӑнне хурса йышӑнатчӗҫ, амӑшӗпе хӗрӗ — ӗненетчӗҫ.

— Эпӗ хам Энрикона кӑмӑла кайнине куратӑп, — тенӗ Нина, — эсӗ пур, унпа вылятӑн, ку вара, ӑна ҫӑмӑл шухӑшлӑ тӑвать те, мана кансӗрлени пулать…

Ҫав хӗрарӑм вара хӑйне нумайӑшӗнчен ытларах кӑмӑлне каякан арҫынпа (кӑна пурте куратчӗҫ) ҫӳреме пӑрахрӗ.

Анчах ҫӑмӑл ҫӗнтерӳ ҫӗнтерекене вӗҫкӗнлентерсе кӑна яни такама та паллӑ, ҫӗнтерекенни ача ҫеҫ пулсан — ӗҫ пӗтӗмпех начар вара.

Нина амӑшӗпе тивӗҫсӗррӗн калаҫма пуҫларӗ; пӗринче вара, Святой Яков кунӗ, пирӗн кварталти уявра, пур ҫынсем те чунтан хавасланнӑ чухне, Нунча тарантелла ташшине тӗлӗнмелле лайӑх ташласа пӗтернӗччӗ кӑна, — хӗрӗ ӑна ҫакӑн пек асӑрхаттарса каласа хучӗ:
— Ытла нумай ташламастӑн-ши эсӗ? — терӗ.
— Ху ҫулна кура ытлашши те пулӗ, чӗрӳне хӗрхенме вӑхӑт…

Ачашшӑн каланӑ чӑрсӑр сӑмахсене илтсен, пурте пӗр саманта шӑпланчӗҫ, Нунча, аллисемпе ҫинҫе пилӗкне тытса, ҫилленсе кӑшкӑрса илчӗ:

— Чӗрӳ, тетӗн-и? Эсӗ ун пирки пӑшӑрханатӑн-им? Аван, хӗрӗм,тавтапуҫ куншӑн! Анчах — курӑпӑр, камӑн чӗри сывӑрах!

Кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн:
— Эпир санпа ҫакӑнтан фонтан патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ виҫӗ хут чупса килӗпӗр, — терӗ, сӑмахне малалла тӑсса, — пӗр канмасӑр, паллах…

Хӗрарӑмсем ҫапла тупӑшса чупни нумайӑшне кулӑшла пек туйӑнчӗ, ку намӑс япала текенсем те пулчӗҫ, анчах пайтахӑшӗсем, Нунчана сума-суса, ун сӗнӗвне кӑшт шӳтлекелесе вырӑна илчӗҫ те, Нинӑн амӑш тупӑшма чӗннипе ирӗксӗрех килӗшмелле пулса тӑчӗ.

Судьясем суйласа лартрӗҫ, мӗн таран хӑвӑрт чупмаллине палӑртрӗҫ, — акатуйри пекех тӗплӗн те йӑлтах калаҫса татӑлчӗҫ. Нумай хӗрарӑмсемпе арҫынсем, амӑшӗ ҫӗнтертӗрччӗ тесе, чӗреренех ун енче пулнӑ, мадоннӑна, вӑл Нунчана пулӑшма килӗшет пулсан ӑна вӑй патӑрччӗ тесе, сӑмах панӑ.

Ак ӗнтӗ амӑшӗпе хӗрӗ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр, юнашар тӑраҫҫӗ; ак бубен янлатрӗ, вӗсем вырӑнтан тапса сикрӗҫ те урампа площаделле икӗ пысӑк шурӑ вӗҫен кайӑк пек вӗҫтере пачӗҫ, — амӑшӗн пуҫӗнче хӗрлӗ явлӑк, хӗрӗн кӑвак.

Хӗрӗ амӑшӗ чухлех ҫӑмӑл та ун пекех вӑйлах марри пӗр самантранах паллӑ пулса тӑчӗ — Нунча ҫав тери ирӗккӗн те илемлӗн чупать, амӑшӗ пӗчӗк ачине йӑтса пынӑ пек, ӑна ҫӗр хӑй ҫӗклесе пырать тейӗн, — ҫынсем чӳречесенчен, тротуар ҫинчен ун ури айне чечексем пӑрахма тытӑнчӗҫ, алӑ ҫупаҫҫӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра хавхалантараҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен хӗрӗнчен тӑватӑ минут ытларах малтан чупса тухрӗ, Нина, халтан кайнӑскер, ӗҫ ӑнманнипе кӳреннӗскер, хашка-хашка, ӗсӗкле-ӗсӗкле, чиркӳ крыльци ҫине кайса ӳкрӗ — виҫҫӗмӗш хут чупма пултараймарӗ вӑл.

Кушак пек чӗрӗскер, Нунча ун умне пӗшкӗнчӗ те, ыттисемпе пӗрле кула-кула:
— Хӗрӗм, — терӗ хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӗрӗн сапаланнӑ ҫӳҫне якатса, — ачамҫӑм, пӗлес пулать: чӗре вӑл вӑйӑра, ӗҫре, юратура пиҫет — пурнӑҫ курнӑ хӗрарӑм чӗри вӑл, пурнӑҫа ӑна вӑтӑртан аякка иртсен тин пӗлсе ҫитетӗн… ан кӳрен, хӗрӗм!

Чупнӑ хыҫҫӑн кӑшт канса илмесӗрех, Нунча каллех тарантелла ташшине ташлама вӗҫтерчӗ.

— Кам ташлас тет?

Энрико тухрӗ, шлепкине хыврӗ те, ҫав чаплӑ хӗрарӑм умне пуҫне пӗкрӗ, ҫапла ӑна хисеп туса нумайччен-нумайччен тӑчӗ вӑл.

Бубен кӗрлесе, янӑраса, шавласа кайрӗ те, хайхи ташӑ, тахҫанхи тӗм-хура хаяр эрех пек ӳсӗртекен урӑм-сурӑм ташӑ, вутӑн-ҫулӑмӑн ялкӑшма тытӑнчӗ: Нунча ҫӗлен пек явкаланса ҫаврӑнать ӗнтӗ, — юна вӗрилентерсе яракан ҫавӑ ташша вӑл чӗререн ӑнланатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле илемлӗ, парӑнми ӳт-пӗвӗ мӗнле чӗррӗн вылянине пӑхса тӑрсан, чун киленсех каятчӗ.

Вӑл нумай ҫынсемпе, вӑрахчен ташларӗ, арҫынсем ывӑнса ҫитеҫҫӗ, вӑл пур, ҫаплах киленсе ҫитме пултараймасть, ҫур-ҫӗр те иртнӗччӗ ӗнтӗ, вӑл:
— Ну, тепӗр хут, Энри, юлашки хут! — тесе кӑшкӑрчӗ те каллех майӗпен унпа ташлама пуҫларӗ — куҫӗсем пысӑкланса чарӑлса кайрӗҫ, ачашшӑн ҫиҫсе, вӗсем тем сӗннӗ пек, илӗртнӗ пек пулчӗҫ, — анчах сасартӑк кӑшт ахлатса илчӗ те Нунча, чӗркуҫҫи айӗнчен такам каснӑ пек, аллисене саркаласа, ҫӗре персе ӳкрӗ.

Тухтӑр: вӑл чӗри ҫурӑлнипе вилчӗ, терӗ. Тӗрӗсех пулӗ…

* * *

Пепе — вуннӑра, вӑл имшеркке те ҫинҫе пӳ-силлӗ, калта пек йӑрӑ ача; ансӑр хулпуҫҫийӗнчен унӑн ула-чӑла ҫӗтӗк-ҫатӑк усӑнса тӑрать, ҫийӗнчи шӑтӑк-ҫурӑк витӗр хӗвелпе те пылчӑкпа хуралса ларнӑ ӳчӗ питӗ нумай тӗлте курӑнать.

Хӑй вӑл типнӗ курӑк туни пек, — тинӗсрен ҫил вӗрет те, ҫав курӑк тунине вӗҫтере-вӗҫтере, таҫта та ҫитерет, — Пепе ир пуҫласа каҫчен утрав ҫинчи чулсем тӑрӑх сиккелесе ҫӳрет, кашни сехетрех ӑҫтан та пулин унӑн ывӑнма пӗлмен ҫинҫе сасси янӑраса юхса килет:

Илемлӗ Итали,
Ман юратнӑ ҫӗршыв!..

Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.

— Пӑхӑр-ха, пичӗ мӗнле унӑн! — тет Пепе хӑйӗн юлташӗсене, пурне те асӑрхакан куҫӗпе пӗр нимӗҫ енне кӑтартса; лешӗн, хӑйне хӑй ҫав тери мӑнаҫ тытнипе, ҫӳҫӗ те вирелле тӑрса кайнӑ. — Унӑн питҫӑмарти ман хырӑмран ним чухлӗ те пӗчӗк мар!

Пепе нимӗҫсене юратмасть, вӑл хӑйсен урамӗнчи, плошадьри тата тӗксӗм ларёксем умӗнчи пурнӑҫпа пурӑнать, унта Пепешӗн ҫывӑх ҫынсем сӑра ӗҫеҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, хаҫат вулаҫҫӗ тата политика ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

— Пире — теҫҫӗ вӗсем, — кӑнтӑрти чухӑн ҫынсене, Балканра пурӑнакан славянсем «ырӑ кӑмӑллӑ» союзниксенчен ҫывӑхрах та, кӑмӑллӑрах, лешсем, «ырӑ кӑмӑллисем», пире туслӑхшӑн Африка хӑйӑрӗ парнелерӗҫ.

Кӑнтӑрта пурӑнакан ҫынсем ҫакӑн пирки тӑтӑшах калаҫаҫҫӗ, Пепе пурне те итлет, пурне те ӑнланать.

Хачӑ юпписем пек урисемпе кичеммӗн акӑлчан утать, — Пепе, ун умӗнче пырса, е вилнӗ ҫынна пытарнӑ чухне юрлакан юрра е пӗр-пӗр урӑхла хурлӑхлӑ юрӑ юрлать:

— Юлташӑм вилсе кайрӗ,
Ман арӑм хуйхӑрать…

Ӑнланаймастӑп эпӗ:
Мӗскершӗн вӑл ҫунать?

Пепе юлташӗсем хыҫалтан, чӑтайманнипе хырӑмӗсене тыта-тыта, кулса пыраҫҫӗ, вӗсем енне ҫав юлхав ҫын тӗссӗр куҫӗпе лӑпкӑн ҫаврӑнса пӑхсан, ачасем, тӗм хыҫне пытанакан шӑшисем пек, кӗтессене тара-тара пытанаҫҫӗ.

Пепе ҫинчен питӗ нумай тӗлӗнтермӗш мыскара каласа пама пулать.

Пӗринче ҫапла, пӗр темӗнле синьора ӑна хӑй садӗнчен тусӗ патне пӗр карҫинкка панулми кайса пама хушать.

— Пӗр сольдо паратӑп, — тет синьора. — Вӑл сана сиен тӑвас ҫук.

Пепе, панулми тултарнӑ карҫинккӑна хапӑлласах илет те, ӑна пуҫӗ ҫине лартса, тухса каять: сольдо илме вӑл каҫхине ҫеҫ пырать.

— Эсӗ васкаман иккен, — тет ӑна хӗрарӑм.

— Эпӗ ывӑнтӑм-ҫке, хаклӑ синьора, — хирӗҫ тавӑрать ӑна Пепе. — Вӗсем вуннӑран та ытлаччӗ!

— Карҫинккӑна тӳпеми тултарнӑччӗ, унта вунӑ улма анчах пулнӑ-и?

— Ачасем, синьора.

— Анчах — улмасем ӑҫта?

— Малтан — ачасем пулчӗҫ: Микеле, Джованни…

Синьора ҫиллене пуҫлать, ачана хулпуҫҫинчен тытса лӑскать.

— Кала, улма леҫсе патӑн-и?

— Площаде ҫитиччен, синьора! Итлӗр-ха, синьора, эпӗ хама хам питӗ лайӑх тыткаларӑм: малтан вӗсем тӑрӑхланишӗн эпӗ хӑнк та тумарӑм, — ан тив, терӗм, вӗсем мана ашакпа танлаштарччӑр, ҫапах та сире, синьорӑна, сума-сунӑ пирки, эпӗ тем те тӳсме пултарӑп, терӗм. Анчах вӗсем ман аннерен кулма тытӑнсан, — аха, куншӑн сире лекет-ха; терӗм. Карҫинккӑна ҫӗре лартрӑм та, — курасчӗ сирӗн, ырӑ синьора, ҫав йӗксӗксене эпӗ епле лайӑх тӗл тивертнине! — -курсан — каҫса кайса кулнӑ пулӑттӑр!

— Вӗсем ман улмасене илсе тарчӗҫ-и!? — тесе кӑшкӑрса пӑрахать хӗрарӑм.

Пепе ассӑн сывласа:
— Ҫук, — тет.
— Ачасене тивеймен улмасем стена ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна саланчӗҫ, ыттисене, эпӗ ҫав ачасене ҫӗнтерсен, вӗсемпе мирлешсен, пӗрле ҫисе ятӑмӑр…

Хӗрарӑм хайхи Пепене: пуҫна пултӑр, тесе ылхана-ылхана, темӗнччен кӑшкӑрать. — Пепе ӑна, хутран-ситрен чӗлхине чаклаттарса, йӑвашшӑн та тимлӗн итлесе тӑрать, е хӗрарӑмӑн сӑмахне кӑмӑлланӑ пек пулса:
— Ха-ха, мӗнле кӑна сӑмахсем! Мӗн тери калаҫатӑр! — текелет.

Ятла-ятла ывӑнса ҫитсен, синьора пӑрӑнса каять те, Пепе ун хыҫӗнчен ҫапла каласа юлать:

— Сирӗн садӑрти тӗлӗнмелле лайӑх улмасемпе эпӗ ҫав пылчӑк пуҫлӑ йӗксӗксене тӗл персе тивертнине курнӑ пулсан, эсир пӑшӑрханман пулӑттӑр, — эх, эсир ҫавна курнӑ пулсанччӗ! Ҫавна курнӑ пулсан, хӑвӑр пама пулнӑ пӑр сольдо вырӑнне иккӗ тыттарнӑ пулӑттӑр!

Усал хӗрарӑм сӑпайлӑ ҫӗнтерӳҫӗ кӑмӑлне ӑнланмарӗ, — вӑл ӑна хӑйӗн тимӗр пек чӑмӑрӗпе кӑна юнаса хӑварчӗ.

Пепен хӑйӗнчен нумай ҫул аслӑрах, анчах ӑсӗпе унран иртеймен аппӑшӗ пӗр пуян американец патне ҫуртри пӳлӗмсене тасатса тӑма тарҫа вырнаҫать. Вӑл часах таса ҫӳрекен пулать, питне хӗрлӗ тӗс кӗрет, лайӑх апатпа унӑн ӳт-пӗвӗ, август уйӑхӗнчи груша пек, чиперленсе каять.

Шӑллӗ пӗррехинче унран:
— Эсӗ кашни кун ҫиетӗн-и? — тесе ыйтать.

— Кӑмӑлӑм пулсан, кунне иккӗ те, виҫҫӗ те ҫиетӗп, — тет лешӗ мӑнкӑмӑллӑн.

— Шӑлна хӗрхенесчӗ! — тесе канаш парать те ӑна Пепе, хӑй шухӑша каять; унтан:
— Сан хуҫу питӗ пуян-и? — тесе ыйтать.

— Вӑл-и? Ман шухӑшпа, вӑл корольтен те пуянрах.

— Айван сӑмах, ӑна кӳршӗсем калаҫчӑр, тейӗпӗр! Сан хуҫун миҫе шӑлавар?

— Ӑна калама йывӑр.

— Вуннӑ пур-и?

— Тен, ытларах та…

— Пыр-ха, пӗрне, ытла вӑрӑмах маррине, ӑшӑраххине, ман валли илсе кил, — тет Пепе.

— Мӗн тума?

— Куратӑн-и манӑн мӗнлине?

Пепен шӑлаварӗ ҫукпа пӗрех пулнӑ, вӑл пӗтӗмпех таткаланса-ҫуркаланса пӗтнӗ.

— Чӑнах та, — килӗшет хайхи аппӑшӗ, — санӑн тумланас пулать! Анчах хуҫа эпир вӑрланӑ теме пултарать.

— Ҫынсене хамӑртан ухмахраха хума юрамасть! — тет ӑна хирӗҫ Пепе витӗмлӗн. — Пӗр купаран пӗр пӗрчӗ илни вӑл вӑрлани мар, пайлани ҫеҫ пулать!

— Кӑна юрӑра ҫеҫ ҫапла калаҫҫӗ! — тет аппӑшӗ, унпа килӗшмесӗр, анчах Пепе хӑвӑртах ӳкӗте кӗртет ӑна, вара аппӑшӗ кухньӑна лайӑх кӑна ҫутӑ-кӑвак шӑлавар илсе пырать; анчах шӑлаварӗ Пепен пӗвӗнчен те вӑрӑмрах иккен, Пепе кунпа мӗн тумаллине тӳрех ӑнкарса илет.

— Ҫӗҫӗ пар-ха! — тет вӑл.

Вӗсем иккӗшӗ, американец шӑлаварне каскаласа, арҫын ача валли питӗ майлӑ костюм туса хураҫҫӗ: чӑн та, вӑл михӗ пек, аслӑрах, анчах питӗ ансат михӗ, ӑна хулпуҫҫи урлӑ мӑй тавра ҫавӑрттарса кантрапа ҫакса яма пулать, кӗсйисем ҫанӑ вырӑнне юраҫҫӗ.

Вӗсем ӑна тата та лайӑхрах туса ҫитернӗ пулӗччӗҫ-и, тен, анчах шӑлавар хуҫи арӑмӗ пырса чӑрмантарать: вӑл кухньӑна кӗрет те, темиҫе тӗрлӗ чӗлхери намӑс сӑмахсене ытти американецсем пекех хуҫкаласа, вӑрҫма-ятлаҫма тытӑнать.

Вӑл хӗрсе кайса калаҫнине Пепе нимпе те чарма пултараймасть, сӑмсине турткалать, аллине чӗри тӗлне тытать, ним тӑвайман енне, ҫӳҫне тӑрмаласа пӑхать, ассӑн сывла-сывла илет, анчах лешӗ упӑшки пырса кӗриччен те лӑпланаймасть.

— Мӗн пулнӑ кунта? — тесе ыйтать упӑшки. Пепе вара ӑна:
— Синьор, — тет, — мана сирӗн синьора шӑв-шав кӑларни питӗ тӗлӗнтерет, эпӗ сирӗншӗн кӑштах кӳренетӗп те.
Вӑл, ман шухӑшпа, ҫак шӑлавара эпир пӑсса пӑрахнӑ, тет пулас, анчах, ӗненсемӗр, вӑл маншӑн питӗ те юрӑхлӑ! Эпӗ сирӗн юлашки шӑлаварӑра илтӗм те, эсир урӑх туянма пултараймастӑр тесе шухӑшлать пуль-ха вӑл…

Американец лӑпкӑн кӑна итлесе тӑрать-тӑрать те ҫапла хушса хурать:

— Эпӗ, янаварӑм, полицие чӗнме кирлӗ тесе шухӑшлатӑп.

— Чӑнах-и? — питех те тӗлӗнсе ыйтать Пепе. — Мӗншӗн?

— Сана тӗрмене илсе кайма…

Ку вӑл Пепене питӗ кӳрентерет, кӗҫех йӗрсе ямасть вӑл, анчах хӑйне хӑй тытса чарать те хисеплӗ ҫын пек ҫапла каласа хурать:

— Ку вӑл сирӗн кӑмӑлӑра каять пулсан, эсир ҫынсене тӗрмене хупса лартма юрататӑр пулсан, — паллах ӗнтӗ! Анчах, манӑн нумай шӑлавар пулнӑ пулсан, ҫирӗн пӗрре те пулман пулсан, эпӗ апла туман пулӑттӑм! Эпӗ сире икӗ шӑлавар, тен, виҫҫӗшне те парӑттӑм; анчах виҫӗ хут шӑлавар тӑхӑнмаҫҫӗ-ҫке! Уйрӑмах — шӑрӑх кун…

Американец ахӑлтатса кулса ярать, хӑш чухне пуяннисем те хаваслӑ пулаҫҫӗ-ҫке.

Унтан вӑл Пепене шоколад ҫитерет, пӗр франк укҫа парать. Пепе укҫана шӑл айне хурса тӗрӗслет те:
— Тавтапуҫ сире, синьор! Чӑн-чӑн укҫах пулас? — тесе тав тӑвать.

Ӑҫта та пулсан чулсем хушшинче тӑнӑ чухне Пепене нимрен те лайӑхрах вара; вӑл ҫав самантра, чул ҫурӑкӗсене шухӑшлӑн пӑхса, чулӑн авалхи тӗксӗм историне вулать пек. Ҫав вӑхӑтра унӑн илемлӗ тӗтрепе кӑшт ҫеҫ витӗннӗ куҫӗсем яр уҫӑлса каяҫҫӗ, ҫинҫе аллисене вӑл хыҫалалла тытать, пуҫне, чечек хӑлхи пек, тайӑлтарса та кӑшт суллантарса тем итлет. Хӑй шӑппӑн тем ӗнерет, — яланах юрлать вӑл.

Чечексем ҫине пӑхса тӑнӑ чухне те вӑл питӗ кӑмӑллӑ, — чечексем шӑнкӑр шыв юхӑмӗ пек курӑнаҫҫӗ, вӗсем умӗнче вара ҫак ача карӑннӑ хӗлӗх пек тӑрать, вӑл тинӗс ҫилӗпе ҫӳҫенсе чӗтренекен пурҫӑн ҫулҫӑсене итленӗ пек туйӑнать.

Пӑхса тӑрать те юрлать:

— Фиорино-о… Фиорино-о…

Инҫетрен тинӗс шавлани тем пысӑкӑш тамбурин янӑранӑ пек илтӗнет. Чечексем ҫинче лӗпӗшсем вӗлтӗртетеҫҫӗ, — Пепе пуҫне ҫӗклет те, хӗвел хӗртнипе куҫне хӗссе, вӗсене тинкерсе сӑнать; вӑл кӑшт ӑмсанса, салхуллӑнрах пӑхать, ҫапах, вӗсем хушшинче ҫак ҫӗр ҫинче хӑйне асла хурса, ыррӑн кула-кула илет.

— Чо! — кӑшкӑрать вӑл; изумруд тӗслӗ калтана хӑратас тесе, аллипе ҫапать.

Тинӗс тӗкӗр пек тикӗс чухне, чулсем хушшинче шурӑ хумсем сиккелесе выляман вӑхӑтра, Пепе пӗр-пӗр чул ҫине пырса ларать те, ҫивӗч куҫӗпе тӑрӑ шыв ҫинелле пӑхать: унта, хӗрлӗрех тӗслӗ шыв курӑкӗсем хушшинче, пулӑсем ярӑнса ишеҫҫӗ, пӗчӗк раксем хӑвӑрттӑн вӗлтлетеҫҫӗ, краб хӑяккӑн йӑраланса иртет. Ҫак шӑплӑхра вара, сенкер-кӑвак тинӗс хӗрринче, арҫын ачан шухӑша яракан сасси лӑпкӑн, янӑравлӑн илтӗнсе каять:

— Эй, тинӗс… тинӗс…

Пысӑккисем вӑл ача ҫинчен:
— Ку анархист пулать, — теҫҫӗ.

Ырӑрах чӗреллисем, пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑллӑрах пӑхакансем, — урӑхла шухӑшлаҫҫӗ:

— Пепе пирӗн поэт пулать, — теҫҫӗ вӗсем.

Пасквалино вара, столяр, кӗмӗл пек шурӑ пуҫлӑ, авалхи римсен пӑхӑрӗнчен шӑратса тунӑ пек сӑн-питлӗ старик, — пурте кӑмӑллакан ӑслӑ Пасквалино хӑйӗннех калать:

— Ачасем пиртен лайӑхрах пулӑҫ, пурӑнасса та вӗсем пиртен аванрах пурӑнӗҫ! — тет вӑл.

Ӑна нумайӑшӗ ӗненеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех