Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Мӗн тумалла? –> Пӗрремӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.11.24 17:32

Пуплевӗш: 250; Сӑмах: 3076

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вера Павловнӑна ыттисене вӗрентнӗ пекех вӗрентсе ӳстернӗ. Студент-медикпа, Лопуховпа, паллашиччен унӑн пурнӑҫӗ начарах пулман, анчах ытлашши чаплах та пулман. Хӑйне вара вӑл Лопуховпа паллашичченех темӗнле урӑхла тыткаланӑ.

Вера Павловна Гороховӑй ятлӑ урамра, Садовӑй урампа Семеновски кӗпер хушшинче, нумай хутлӑ ҫуртра ӳссе ҫитӗннӗ. Халӗ вӑл ҫурта хӑйне тивӗҫлӗ номерпе паллӑ тунӑ, 1852 ҫулта вара, ун пек номерсем пулман чухне, ун ҫине: «действительнӑй статски советникӗн Иван Захарович Сторешниковӑн ҫурчӗ», тесе ҫырса хунӑ пулнӑ. Ҫырса хуни ҫапла каланӑ; анчах Иван Захарыч Сторешников 1837 ҫултах ҫӗре кӗнӗ, унтанпа вара кил хуҫи унӑн ывӑлӗ, Михаил Иванович, пулнӑ, — документсем ҫапла каланӑ. Анчах вӑл ҫуртра пурӑнакансем: Михаил Иванович — кил хуҫин ывӑлӗ ҫеҫ пулнине, кил хуҫи — Анна Петровна пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ.

Ҫурт ун чухне те, хальхи пекех, пысӑк пулнӑ, урай енчен икӗ хапха тата тӑватӑ подъезд, шалта виҫӗ картиш пулнӑ. Урама тухакан пусмасенчен чи пысӑкки тӗлӗнче, иккӗмӗш хутра, 1852 ҫулта, хальхи пекех, кил хуҫи хӗрарӑмӗпе ывӑле пурӑннӑ. Анна Петровна халӗ те, ун чухнехи пекех, паллӑ хӗрарӑм, Михаил Иванович халӗ паллӑ офицер, ун чухне те вӑл паллӑ та хитре офицер пулнӑ.

Пӗрремӗш картишӗн шутсӑр нумай пусмисенчен чи чыссӑррипе хӑпарсан, тӑваттӑмӗш хутра, сылтӑмри хваттерте халӗ кам пурӑннине эпӗ пӗлместӗп; 1852 ҫулта унта ҫурт управляющийӗ, кӗрнек те паллӑ ҫын Павел Константиныч Розальский ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хыткан та тӗреклӗ хӗрарӑмпа, арӑмӗпе, Марья Алексевнӑпа, хӗрӗпе, ҫитӗнсе ҫитнӗскерпе — шӑпах ҫакӑ пулать те ӗнтӗ Вера Павловна, — тата тӑхӑр ҫулхи ывӑлӗпе, Федьӑпа пурӑннӑ.

Ҫурт тытса тӑнисӗр пуҫне Павел Константиныч тата пӗр департаментра столоначальник помощникӗ пулса ӗҫленӗ. Унта вӑл тупӑш илеймен; ҫурт тытса пырса вӑл тупӑш илнӗ, анчах вӑтам тупӑш ҫеҫ; тепри пулсан, чылаях илнӗ пулӗччӗ те, анчах Павел Константиныч, хӑй каларӑшле, намӑса пӗлнӗ ҫав: ун вырӑнне унпа хозяйка питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, вара вӑл вунтӑватӑ ҫул хушшинче пӗр вунӑ пине яхӑн укҫа пухнӑ. Ку укҫаран пӗр виҫӗ пинӗ хозяйкӑн хӑйӗн пулнӑ, унтан ытла мар; ыттисем хутшӑнса пыни хозяйкӑна сиенлемен: Павел Константиныч салук илсе кивҫен парса тӑнӑ.

Укҫа Марья Алексевнӑн та пулнӑ — вӑл кумӗсене каланӑ тӑрӑх, ун пӗр пилӗк пине яхӑн, чӑннипе илсен, нумайрах та пулнӑ. Укҫа тӑвасси пӗр вунпилӗк ҫул каялла пуҫланнӑ, ун чухне Марья Алексевна хӑйне чиновник пулнӑ пиччӗшӗнчен юлнӑ тӑлӑпа, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗскерне, ун кӗпе-йӗмӗпе сӗтел-пуканне сутнӑ. Пӗр ҫӗр аллӑ тенкӗ пухсан, вӑл та, салук илсе, кивҫен пама пуҫланӑ, упӑшкинчен чылай теветкеллӗрех ӗҫленӗ, темиҫе хут инкек те курнӑ; темӗнле ултавҫӑ салука паспорт хурса, унран 5 тенкӗ кивҫен илнӗ, — паспорчӗ вӑрланӑскер пулнӑ, вара, вӑл ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑна тепӗр 15 тенкӗ тӑккалама тивнӗ; тепӗр ултавҫӑ, ылтӑн сехет хурса, 20 тенкӗ кивҫен илнӗ, — сехетне вӗлернӗ ҫын аллинчен вӗҫертсе илнӗ пулнӑ, вара, ҫав ӗҫрен тасалас тесе, Марья Алексевнӑн чылаях укҫа тӑккалама тивнӗ. Упӑшки салуксене асӑрханса илнӗ, унӑн арӑмӗнни пек тӑкак-мӗн пулман, анчах Марья Алексевнӑн тупӑшӗ те хӑвӑртрах ӳссе пынӑ. Укҫа тупмалли урӑхла майсем те пулкаланӑ. Пӗррехинче, — Вера Павловна ун чухне пӗчӗк пулнӑ-ха: ҫитӗннӗ хӗрӗ умӗнче Марья Алексевна ун пек туман пулӗччӗ, ун чухне мӗншӗн тӑвас мар-ха ӗнтӗ? — пӗчӗк ача ӑнланмасть вӗт! — чӑнах та, Верочка хӑй тӗллӗн ӑнланайми пулӗччӗ те, тавтапуҫ, кухарка питӗ тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кухарка та ӑнлантармӗччӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен пӗчӗк ачана ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, анчах еркӗнпе ҫӳренӗшӗн ӑна Марья Алексевна пӗрре питӗ хытӑ хӗненӗ те, чунӗ чӑтайманнипе каласа памалла пулнӑ (тепӗр тесен, Матрена яланах шыҫмак куҫпа ҫӳренӗ, Марья Алексевна аллинчен мар, еркӗн аллинчен, — ку вара лайӑх та, мӗншӗн тесен шыҫмак куҫлӑ кухарка тытма йӳнӗрех-ҫке-ха). Ҫапла, пӗррехинче, вӗсем патне паллакан хӗрарӑм пынӑ, капӑр та шукӑль тумланнӑ хӑй, хитре; пынӑ та хӑна пулма юлнӑ. Эрне хушши йӗркеллӗ хӑналаннӑ ҫак, ун патне пӗрмаях пӗр статский ҫӳренӗ, вӑл та, хитрескер, Верочкӑна канфетсем панӑ, хитре пуканесем парса тултарнӑ тата икӗ кӗнеке панӑ, иккӗшӗ те ӳкерчӗксемпе; пӗр кӗнекинче лайӑх ӳкерчӗксем — тискер кайӑксем, хуласем; тепӗр кӗнекине Марья Алексевна хӑна кайсанах Верочкӑран туртса илнӗ, ҫапла вара, вӑл ӳкерчӗксене Верочка пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, хӑна пур чухне, курса юлнӑ: хӑна хӑй кӑтартнӑ. Паллакан хӗрарӑм ҫапла пӗр эрне хушши хӑналаннӑ, кил-ҫуртра лӑпкӑ тӑнӑ: Марья Алексевна эрнипе те шкап патне пыман, ку шкап уҫҫине вӑл никама та паман (унта эрехпе графин тӑнӑ), Матренӑна та хӗнемен, Верочкӑна та хӗнемен, хытӑ кӑшкӑрса та вӑрҫман. Унтан, пӗр каҫхине, Верочка темиҫе хут та хӑна хӑрушшӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янине, ҫуйхашнине илтнипе вӑрана-вӑрана кайнӑ. Ирхине Марья Алексевна шкап патне пынӑ та, ун патӗнче хальчченхинчен ытларах чарӑнса тӑрса, пӗрмаях: «Турра шӗкӗр, телейлӗ пулчӗ, турра шӗкӗр!» — тенӗ. Ку ҫеҫ те мар, Матренӑна шкап патне чӗнсе илсе: «Сывлӑха пултӑр, Матренушка, эсӗ те нумай тӑрӑшрӑн вӗт», — тенӗ, кун хыҫҫӑн вара, ытти чухнехи пек, тӳпелешмен, вӑрҫман, Верочкӑна чуптунӑ та ҫывӑрма выртнӑ. Унтан килте эрне хушши каллех лӑпкӑ тӑнӑ, хӑна кӑшкӑрашман, анчах пӳлӗмрен те тухса ҫӳремен, унтан вара килне кайнӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн икӗ кунтан статски, анчах урӑх статски, хӑйӗнпе пӗрле полици илсе пынӑ та Марья Алексевнӑна нумайччен вӑрҫнӑ: анчах Марья Алексевна пӗр сӑмахпа та ун айне юлман, пӗрмаях: «Эпӗ сирӗн ниепле ӗҫӗре те пӗлместӗп. Ман патӑмра кам хӑна пулнине кил кӗнеки тӑрӑх тӗрӗслӗр! — Псков купчихи Савастьянова, манӑн пӗлӗшӗм, эп урӑх нимӗн те пӗлместӗп!» — тенӗ. Юлашкинчен, вӑрҫсан-вӑрҫсан, статски тухса кайнӑ та урӑх курӑнман. Ҫакна Верочка хӑй саккӑрта чухне курнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул тултарсан, Матрена ӑна ҫак ӗҫ мӗнле ӗҫ пулни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Анчах кун пек ӗҫ мӗнпурӗ те пӗрре ҫеҫ пулнӑ; тӗрлӗрен ытти ӗҫсем те пулнӑ, ҫапах ытлашши нумаях пулман.

Верочка вуннӑра чухне, ӑна, амӑшӗпе Толкучий рынока каякан хӗрачана, Гороховӑй урамран Садовӑй урама пӑрӑннӑ ҫӗрте кӗтмен самантра ӗнсе чикки тыттарнӑ: «Чиркӳ ҫине куҫна чаратӑн, ухмах, ҫамку ҫине мӗншӗн хӗрес хумастӑн? Куратӑн пуль, ырӑ ҫынсем пурте хӗрес хураҫҫӗ!»

Вуникӗ ҫула ҫитсен, Верочка пансиона ҫӳренӗ, ун патне фортепьяно калама вӗрентекен учитель ҫӳре пуҫланӑ, — ӳсӗр, анчах питӗ ырӑ кӑмӑллӑ нимӗҫ тата питӗ лайӑх учитель, анчах, хӑй ӗҫнине пула, ниме тӑман ҫын.

Вунтӑватта кайсан, Верочка хӑйсен ҫемйи валли кӗпе-йӗмпе тумтир таврашӗ ҫӗленӗ, ҫемйи вӗсен пысӑках пулман.

Верочка вунултта пусас умӗн амӑшӗ ун ҫине: «Ҫуса тасат пит-куҫна, цыганӑнни пек вӗт вӑл санӑн! Анчах ҫусан та ярас ҫук, катемпиех ҫав, кама пӑхрӗ-ши!» — тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. Пит-куҫӗ ҫутӑ хура тӗслӗ пулнӑшӑн Верочкӑна чылай леккеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне чипер мар тесе шутланӑ. Ку таранччен амӑшӗ ӑна ҫӗтӗк-ҫурӑкпах ҫӳретнӗ темелле, халӗ вара тумлантарма пуҫланӑ. Капӑр тумланнӑ Верочка амӑшӗпе чиркӗве кайнӑ чухне: «Урӑххине килӗшнӗ пулӗччӗ ку тум, эпӗ вара кирек мӗн тӑхӑнтарсан та, — катемпи, ҫитсӑ кӗпепе те, пурҫӑннипе те. Аван пулмалла ҫав хитре пулсан. Хитре пулаясчӗ ман, питӗ пулас килет!» — тесе шухӑшласа пынӑ.

Вунултӑ ҫул тултарсан, Верочка фортепьяно калама вӗренме пӑрахрӗ, пансион пӗтерсе, ҫав пансионрах вӗрентме тытӑнчӗ; унтан амӑшӗ ӑна урӑх ҫӗрте те уроксем тупса пачӗ.

Тата ҫур ҫултан амӑшӗ Верочкӑна цыганка тата катемпи тесе чӗнме пӑрахрӗ, унчченхинчен те лайӑхрах тумлантарма пуҫларӗ. Матрена вара — ку ӗнтӗ, лешин хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗш Матрена пулчӗ: лешин яланах сулахай куҫӗ шыҫӑнкӑллӑ пулнӑ, кунӑнне вара янаххине ҫапса ватнӑ, анчах яланах мар — Верочкӑна: сана Павел Константинычӑн начальникӗ, темӗнле аслӑ начальник, мӑйне орден ҫакнӑскер, ҫураҫма хатӗрленет, терӗ. Чӑнах та, департаментри пӗчӗк чиновниксем Павел Константиныч ӗҫлекен отделени начальникӗ Павел Константиныча кӑмӑллама пуҫланӑ тесе калаҫнӑ, отделени начальникӗ вара хӑйӗнпе пӗр тан ҫынсем хушшинче: мана тупрасӑр хӗр те юрать, анчах хитре пултӑр, — тесе пӗлтернӗ, тата Павел Константиныч лайӑх чиновник, тенӗ.

Мӗнле пӗтнӗ пулӗччӗ-ши ку ӗҫ, паллӑ мар; анчах отделени начальникӗ ҫураҫма васкаман, тӗплӗн шухӑшласа пӑхнӑ, кунта тата тепӗр ӗҫ сиксе тухнӑ.

Хуҫа ывӑлӗ, управляющи патне кӗрсе, амӑшӗ Павел Константинычран пӑхмашкӑн тӗрлӗ шпалерсем илсе килме ыйтать, мӗншӗн тесен анне хӑй пурӑнакан хваттере ҫӗнӗрен шпалер ҫыпӑҫтарса, тирпейлесе тухасшӑн, тенӗ. Ку таранччен ун пеккисене хушма дворецкине яраканччӗ. Паллах, кун пек ӗҫе, Марья Алексевнӑпа упӑшки пек пурнӑҫра нумай курнӑ ҫынсем ҫеҫ мар, ыттисем те ӑнланаҫҫӗ. Хуҫа ывӑлӗ вӗсем патне кӗчӗ те ҫур сехет ытла ларчӗ, чей те ӗҫрӗ. Тепӗр куннех Марья Алексевна хӑйӗн хӗрне саклата хурса каялла илмен фермуар парнелерӗ тата хӗрӗ валли икӗ ҫӗнӗ платье ҫӗлеме хушрӗ, питӗ лайӑх платьесем — материйӗ кӑна — пӗр платьин 40 т., теприн 52 т. тӑнӑ, пӗрмесемпе, хӑюсемпе тата фасонпа шутласан, икӗ платьи 174 т. ларнӑ; Марья Алексевна упӑшкине ҫапла каларӗ ӗнтӗ, Верочка вара платьесем ҫӗлетме укҫа 100 тенкӗрен те каярах тухнине пӗлнӗ, — илессе ун умӗнче илнӗ-ҫке, — анчах 100 тенкӗпе те икӗ питӗ лайӑх платье тума пулать вӗт. Верочка платьесемшӗн те хавасланчӗ, фермуаршӑн та хавасланчӗ, пуринчен те ытларах вара амӑшӗ юлашкинчен ун валли ботинкӑсем Королевран туянма килӗшнишӗн савӑнчӗ: Толкучий рынокра пушмаксем акӑш-макӑш путсӗр, Королев пушмакӗсем вара урара питӗ лайӑх лараҫҫӗ.

Платьесем сая каймарӗҫ: хуҫа ывӑлӗ управляющи патне ҫӳреме вӗренчӗ, вӑл, паллах ӗнтӗ, ӑна питӗ ӑшшӑн йышӑнакан управляющипе тата унӑн арӑмӗпе калаҫнинчен ытларах вӗсен хӗрӗпе калаҫрӗ. Ну, амӑшӗ те хӗрне ӑса вӗрентрӗ ӗнтӗ, — мӗнле кирлӗ, ҫапла, — кӑна ҫырса кӑтартма та кирлӗ мар, паллӑ ӗҫ.

Пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, амӑшӗ: «Верочка, тумлан лайӑхрах. Эпӗ сан валли кӗтмен япала хатӗрлерӗм — опера курма каятпӑр, эпӗ иккӗмӗш яруса билет илтӗм, унта генерал арӑмӗсем ҫеҫ пулаҫҫӗ. Пурте сан валли, ухмах. Юлашки укҫана хӗрхенместӗп. Саншӑн тӑккаланса аҫун пакарти те тухать ӗнтӗ. Пансионшӑн кӑна мадамӑна мӗн чухлӗ тулерӗмӗр, фортопьянщика тата мӗн чухлӗ! Эсӗ ҫакна нимӗн те туймастӑн, тав тума пӗлменскер, чунсӑр пуль эсӗ, туйӑмсӑр-сисӗмсӗрскер!» — терӗ. Ҫапла ҫеҫ каларӗ Марья Алексевна, хӗрне урӑх ятламарӗ, ку вара ятлани-и вӑл? Халь вара Марья Алексевна хӗрӗпе ҫапла ҫеҫ калаҫать, ятлама вара тахҫанах пӑрахнӑ, хӗнессе те ӗнтӗ отделени начальникӗ ҫинчен хыпар сарӑлнӑ хыҫҫӑн пӗрре те хӗнемест.

Опера курма кайрӗҫ. Пӗрремӗш акт хыҫҫӑн ложӑна хуҫа ывӑлӗ тата унпа пӗрле унӑн икӗ юлташӗ кӗчӗҫ — пӗри статски, хыткан, кӗрнек ҫын; тепри — ҫар ҫынни, мӑнтӑрскер, хӑйне кашт уҫӑрах тытаканскер. Вырнаҫса ларчӗҫ те пӗр-пӗринпе нумай пӑшӑлтатрӗҫ, хуҫа ывӑлӗпе статски ытларах калаҫрӗҫ, сар сынни сахал калаҫрӗ. Марья Алексевна вӗсем мӗн калаҫнине тимлӗн итлесе ларчӗ, кашни сӑмах ҫинчен тенӗ пек шухӑшласа пӑхрӗ, анчах пит ӑнлансах каймарӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пӗрмаях французла калаҫрӗҫ. Вӑл вӗсен калаҫӑвӗнчен пӗр пилӗк сӑмах кӑна пӗлнӗ: belle, charmante, amour, bonheur, — анчах мӗн усси-ха ку сӑмахсенчен? Belle, charmante— Марья Алексевна ахаль те тахҫанах ӗнтӗ ун цыган пек хура хӗрӗ belle те charmante пулнине илтет; amour — Марья Алексевна вӑл ҫав тери юратса пӑрахнине хай те курать ӗнтӗ: amour пулсан вара, bonheur пуласси те паллах, — мӗн усси пур-ха ку сӑмахсенчен? Анчах мӗн-ха, ҫураҫасса час ҫураҫать-ши? — «Верочка, эсӗ пӗрре те пархатарлӑ ҫын мар, тем каласан та, пархатарлӑ ҫын мар, — тет Марья Алексевна хӗрне пӑшӑлтатса, — мӗн сӑмсуна пӑратӑн вӗсенчен? Кунта кӗнипе сана кӳрентерчӗҫ-им вӗсем? Чыс тӑваҫҫӗ сана, ухмаха. Туй французла — марьяж пулать-и, Верочка? Каччӑпа хӗр, мӗнле, ҫураҫас тени мӗнле пулать тата французла?» — Верочка каларӗ. — «Ҫук, ун пек сӑмахсем илтӗнмеҫҫӗ темшӗн… Вера, эсӗ мана сӑмахсене урӑхла каларӑн пулӗ? Асту, эпӗ сана!» — «Ҫук, ҫаплах; анчах ку сӑмахсене эсир вӗсенчен илтеймӗр. Каяр, эпӗ кунта урӑх юлма пултараймастӑп».

— Мӗн? Мӗн терӗн эсӗ, ирсӗр? — Марья Алексевнӑн куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ.

— Каяр. Кайран мана хуть те мӗн тӑвӑр, анчах эпӗ кунта юлмастӑп. Мӗншӗн юлманнине эпӗ сире кайран калӑп. — Аннеҫӗм, — кӑна вӑл илтӗнмелле каларӗ. — Ман пуҫ ҫурӑлса тухать. Эпӗ кунта ларма пултараймастӑп. Тархаслатӑп сире!

Верочка ура ҫине тӑчӗ.

Кавалерсем хыпӑнса ӳкрӗҫ.

— Иртет вӑл, Верочка, — терӗ Марья Алексевна ҫирӗппӗн, сумлӑн, — коридор тӑрӑх Михайло Иванычпа ҫӳрекеле те, пуҫ ыратни иртет.

— Ҫук, иртмест, мана питӗ йывӑр. Часрах, аннеҫӗм. Кавалерсем алӑка уҫрӗҫ. Верочкӑна хулхушшинчен тытса ҫавӑтса тухасшӑн пулчӗҫ, — килӗшмерӗ ирсӗр хӗрача! Салопсене те хӑйсемех пачӗҫ, каретӑна лартма та хӑйсемех кайрӗҫ. Марья Алексевна лакейсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑха-пӑха илчӗ: «Пӑхӑр, путсӗрсем, кавалерсем епле, — ку акӑ ман кӗрӳ пулать! Хам та сирӗн пек путсӗрсем тытма пуҫлӑп. Эсӗ вара, ирсӗр хӗр, хуҫкалан-ха, хуҫкалан, хуҫкалантарӑп эп сана!» — Анчах тӑхта-ха, тӑхта, мӗн калать-ха кӗрӳшӗ ун сӗмсӗр хӗрне, ирсӗр те мӑнкӑмӑллӑскере, каретӑна лартнӑ май? Sante — ку, вӑл сывлӑх пулас, savoir — палласа илетӗп, visite — пирӗн те ҫаплах калаҫҫӗ, permeltes — ирӗк ыйтатӑп. Ку сӑмахсене илтнипе Марья Алексевна ҫилли ҫемҫелмерӗ; анчах вӗсене асра тытса юлас пулать. Карета тапранчӗ.

— Лартнӑ чухне мӗн терӗ вӑл сана?

— Вӑл ыран ман сывлӑх пирки ыйтса пӗлме кӗретӗп, терӗ.

— Суймастӑн-и, ыран тесе?

Верочка чӗнмерӗ.

— Телейлӗ сан турру! — анчах Марья Алексевна чӑтса тӑраймарӗ, хӗрне ҫӳҫрен тытса силлесе илчӗ, — пӗр хут ҫеҫ, ӑна та пулин ҫӑмӑллӑн кӑна. — Ну, пӳрнепе те тӗкӗнмӗп, анчах ыран хавас пулнӑ пултӑр! Ҫӗрле ҫывӑр, ухмах! Ан йӗнӗ пултӑр! Ыран шурса кайнине е куҫҫуль тӑкнине курас пулсан, асту! Ку таранччен куҫарса пытӑм… урӑх куҫармастӑп. Чипер тесе хӗрхенсе тӑмӑп, кӑтартӑп хама, пӗтет-тӗк пӗттӗр пӗреххут!

— Эпӗ тахҫанах йӗме пӑрахнӑ ӗнтӗ, эсир пӗлетӗр.

— Ҫапла кирлӗ те, калаҫарах пар унпа.

— Юрать, ыран эпӗ унпа калаҫӑп.

— Ара ҫав, ӑс кӗме те вӑхӑт ӗнтӗ. Турӑран хӑра та, аннӳне хӗрхен, намӑссӑр.

Пӗр вунӑ минута яхӑн иртрӗ.

— Верочка, эсӗ мана ан ҫиллен. Эпӗ сан юратнӑран ятлатӑп, хӑвнах ырӑ тӑвас тетӗп. Амӑшӗсем ачисене епле юратнине пӗлетӗн эсӗ. Варта тӑхӑр уйӑх йатса ҫӳрерӗм сана! Верочка, тав тусамччӗ, итле-ха аннӳ сӑмахне, хӑвах курӑн хӑвшӑн усӑллине. Хӑвна эпӗ вӗрентнӗ пек тыткала та, — ыранах качча тухма сӗнӗ!

— Аннеҫӗм! Эсир йӑнӑшатӑр. Вӑл ун пек сӗнме шухӑшламасть те. Аннеҫӗм! Мӗн кӑна каламарӗҫ вӗсем!

— Пӗлетӗп: туй ҫинчен мар пулсан, мӗн ҫинченни паллӑ ӗнтӗ. Анчах эпир ун йышшисем мар. Эпир унӑнне чунне кӑларса илӗпӗр. Миххе чиксе чиркӗве илсе пырӑп, ҫӳҫрен тытса налой тавра илсе ҫаврӑнӑп, чунтанах хавас пулӗ. Мӗн ытлашши калаҫмалли ҫак санпа, ахаль те ытлашши калаҫрӑм: хӗрсене ун ҫинчен пӗлме кирлӗ мар, ку вӑл амӑшӗн ӗҫӗ. Хӗрӗн ун итлемелле ҫеҫ, вӑл нимӗн те ӑнланмасть-ха. Калаҫӑн-и эсӗ унпа, эпӗ хушатӑп пулсан?

— Юрӗ, калаҫӑп.

— Эсир тата, Павел Константиныч, мӗн тунката пек ларатӑр? Эсир те калӑр хӑвӑр ятӑрпа, эсир те ӑна ашшӗ ячӗпе: аннӳне итлес пулать, аннӳ сана усала вӗрентес ҫук, тейӗр.

— Марья Алексевна, эсӗ ӑслӑ хӗрарӑм, анчах ӗҫӗ хӑрушла-ҫке, ытлашши хӑвӑрт пулмасть-и!

— Ухмах! Вӑт лаплаттарчӗ, — Верочка умӗнчех! Ахалех калаҫтартӑм ҫав! Ан тӗкӗн ҫӗрӗке, тӗкӗнсен шӑршӑ тухать! тесе ваттисем ахаль каламан ҫав. Вӑт лаплаттарчӗ те! Эсӗ нумай ан калаҫса лар, тӳрех кала: итлемелле-и хӗрӗн амӑшне?

— Паллах, итлемелле; мӗн калаҫмалли пур-ха, Марья Алексевна!

— Апла пулсан, хуш ашшӗ пек.

— Верочка, пур чухне те аннӳ сӑмахне итле. Сан аннӳ ӑслӑ хӗрарӑм, хура-шур курнӑ хӗрарӑм. Вӑл сана усала вӗрентес ҫук. Эпӗ сан аҫу, ҫавӑнпа хушатӑп та.

Карета хапха умне ҫитсе чарӑнчӗ.

— Ҫитет, аннеҫӗм. Унпа калаҫатӑп тесе каларӑм вӗт эпӗ сире. Эпӗ питӗ ывӑнтӑм. Манӑн канас килет.

— Вырт та ҫывӑр. Кансӗрлемӗп. Ыранччен сан канмалла. Тӑраниччен ҫывӑр.

Чӑнах та, вӗсем пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чухне Марья Алексевна пӗртте чӗнмерӗ, — епле чӑтрӗ-ши вӑл чӗнмесӗр пыма! Верочка, чей ӗҫес килмест, тесе тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ, — Марья Алексевна ачаш сасӑпа: «Верочка, кил-ха ман пата!» — терӗ, епле йывӑр, епле йывӑр пулчӗ-ши ӑна ҫапла каламашкӑн. — Хӗрӗ ун патне пычӗ. — «Верочка, сана ырӑ тӗлӗк курса ҫывӑрма сунатӑп. Пуҫна пӗк-ха!» — Хӗрӗ пуҫне пӗкрӗ. — «Эпӗ сана пилленӗ пек, сана тата турӑ пиллетӗр». — Вӑл хӗрне виҫӗ хутчен пиллерӗ те чуптума аллине тӑсса пачӗ.

— Ҫук, аннеҫӗм. Сирӗн алӑра чуптумастӑп, тесе эп сире тахҫанах каланӑ. Халӗ ӗнтӗ ярӑр мана. Мана, чӑнах та, питӗ йывӑр.

Эх, епле каллех ялкӑшса илчӗҫ Марья Алексевна куҫӗсем. Анчах вӑл хӑйне хӑй тытса чарчӗ те йӑвашшӑн: «Каях, кансам», терӗ.

Верочка хывӑнса платьине пуҫтарса хунӑ-хуманах, — ӑна пуҫтарса, чӑнах та, вӑхӑт нумай иртрӗ, мӗншӗн тесен Верочка пӗрмаях шухӑша кайса ларчӗ: суллине хыврӗ те нумайччен аллинче тытса ларчӗ, хӑлха алкине кӑларса илчӗ — вӑл каллех манса кайрӗ, вара хӑй ҫав тери ывӑннине, хӑй тӗкӗр умӗнче тӑма та пултарайманнине, хӑй пӳлӗмне ҫитнӗ-ҫитменех халтан кайнипе пукан ҫине тӗшӗрӗлсе аннине, хӑвӑртрах хывӑнса выртма кирлине аса иличчен вӑхӑт нумай иртрӗ, — Верочка вырӑн ҫине выртнӑ-выртманах пӳлӗме поднос йӑтнӑ Марья Алексевна кӗчӗ, поднос ҫинче ашшӗн пысӑк курки ларать, тата сухарисем выртаҫҫӗ.

— Ӗҫ, Верочка! Ӗҫ акӑ, сывлӑхлӑ пул! Хамах илсе килтӗм сан валли: куратӑн-и, аннӳ асрах тытать сана! Ларатӑп та: епле чей ӗҫмесӗрех ҫывӑрма выртрӗ-ха ку Верочка! тесе шухӑшлатӑп. Хам ӗҫетӗп, хам пӗрмаях шухӑшлатӑп. Акӑ илсе килтӗм ӗнтӗ! Ӗҫсемччӗ, савнӑ хӗрӗм!

Амӑш сасси Верочкӑна темӗнле урӑхла туйӑнчӗ. Сасси, чӑнах та, ҫемҫен те ӑшӑ кӑмӑллӑн илтӗнчӗ, — нихҫан та кун пек пулакан марччӗ. Мӗншӗн кун пек-ши вӑл? Верочка амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Марья Алексевнӑн питҫӑмартийӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пӗр вырӑнта тӑма пӗлмеҫҫӗ.

— Ӗҫсем, эпӗ сан ҫине пӑхса ларам. Ӗҫсе ярсан, тепӗр курка илсе килсе парӑп.

Чей куркинчи ҫурри таран ҫӑра та тутлӑ хӑймана курсан, Верочкӑн ӗҫес килсе кайрӗ. Вӑл чавсаланчӗ те ӗҫме пуҫларӗ. — «Епле тутлӑ вӑл вӗри те ҫӑра чей сахӑрпа хӑйма нумай янӑ пулсан! Ҫав тери тутлӑ! Вӑл пӗртте пӗр татӑк сахӑр янӑ, кивелнӗ чей пек мар, ун пек чее курас та килмест. Эпӗ хам укҫа тупма пуҫласан, яланах ҫакӑн пек чей ӗҫетӗп» — Тавтапуҫ сире, аннемҫӗм.

— Ан ҫывӑр, тепӗр курка илсе килетӗп. — Амӑшӗ ҫаван пекех тутлӑ чей тепӗр курка илсе пычӗ. — Ӗҫсем, эпӗ каллех пӑхса ларам.

Вал пӗр минута яхӑн чӗнмесӗр ларчӗ, унтан вара темӗнле урӑхла калаҫма пуҫларӗ, пӗрре ҫав тери хӑвӑрт каласа тӑкать, тепре сӑмахсене тӑса-тӑса калать.

— Вӑт, Верочка, эсӗ мана тав турӑн. Нумайранпа эсӗ мана тав тунине илтменччӗ-ха эпӗ. Мана усал тетӗн эсӗ! Ҫапла, усал эпӗ, анчах усал пулмасан юрамасть! Хевтесем пӗтрӗҫ ӗнтӗ, Верочка! Виҫӗ пуншпах халтан кайрӑм, ҫулсене пӑхсан ҫамрӑк вӗт-ха эпӗ! Эсӗ те, Верочка, кӑмӑла хуҫрӑн манне, — питӗ кӳрентертӗн! Ҫавӑнпа халтан кайрӑм та, йывӑр пурнӑҫ ман, Верочка. Сана хам пек пурӑнтарасшӑн мар эпӗ. Пуян пурӑн. Мӗн чухлӗ асап тӳсрӗм эпӗ, Верочка, и-и-и-и, и-и-и, мӗн чухлӗ! Аҫу управляющи пуличчен эпир унпа мӗнле пурӑннине эсӗ астумастӑн! Чухӑн, и-и-и, ҫав тери чухӑн, — ун чухне эпӗ, Верочка, чыса ҫухатманччӗ-ха! Халӗ ӗнтӗ ман чыс юлман, — ҫук, ҫылӑха кӗместӗп, халӗ хам чыса ҫухатман тесе суймастӑп сана! Ӑҫта унта, — вӑл вӑхӑт тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Эсӗ, Верочка, вӗреннӗ ҫын, эпӗ вӗренмен, апла пулин те, сирӗн кӗнекесенче мӗн ҫырнине пӗлетӗп; мана мӑшкӑлланӑ пек мӑшкӑллама юраманни ҫинчен те ҫырнӑ унта. — «Эсӗ — чысна ҫухатнӑскер!» теҫҫӗ. Акӑ сан аҫунах илер, — санӑн аҫу вӑл, Наденькӑн вара ашшӗ вӑл пулман, — тӑп-тӑр ухмах, хӑй ҫапах мӑшкӑллама пӑхать, ятлаҫать! Чӑтаймарӑм, чун тулашса кайрӗ. Эсир мана урӑх ҫын ҫумне хушатӑр пулсан, хушӑрах — ҫӳретӗп урӑх ҫынпа! Наденька ҫуралчӗ. Ну, мӗнех ӗнтӗ, ҫуралчӗ пулсан? Кам вӗрентрӗ мана ун пек тума? Кам вырӑн илчӗ? Кунта эп ун чухлӗ ҫылӑхлӑ мар. Вӗсем манран Надьӑна туртса илчӗҫ, ача ҫуртне пачӗҫ, — вӑл ӑҫтине пӗлме те пулмарӗ, — ҫаплах кураймарӑм ӑна, пурӑнать-ши вӑл, ӑна та пӗлместӗп… ӑҫтан пурӑнтӑр ӗнтӗ! Ну, хальтерех эпӗ нумай хуйхӑрмарӑм, ун чухне вӗт ҫӑмӑлах пулмарӗ, — пушшех чун тулашма пуҫларӗ! Вара усалланса кайрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн пурте йӗркене кӗрсе ҫитрӗ. Сан аҫуна, ухмаха, кам вырӑн тупса панӑр — эпӗ тупса панӑ. Управляющи пулма кам лартнӑ ӑна? — эпӗ лартнӑ. Вӑт лайӑх пурӑнма пуҫларӑмӑр та. Мӗншӗн ӗнтӗ? — Мӗншӗн тесен эпӗ урӑх арҫынсемпе ҫӳреме пуҫларӑм, усалланса кайрӑм. Сирӗн кӗнекесенче, Верочка, чупкӑн хӗрарӑмсемпе усаллисем ҫеҫ ҫут тӗнчере аван пурӑнаҫҫӗ тесе ҫырнӑ, ӑна эпӗ пӗлетӗп. Тӗрӗс вӑл, Верочка! Халь ак аҫун та укҫа пур, — эпӗ тупса патӑм; манӑн та пур, тен, унран ытларах та пуль, — йӑлтах хам тупрӑм, ватӑла куна ҫӑкӑр татӑкӗ хатӗрлесе хутӑм. Аҫу та, ухмахскер, мана хисеплеме пуҫларӗ, итлекен пулчӗ, вӗрентсе ҫитертӗм ӑна! Атту хӑвалатчӗ мана, мӑшкӑллаччӗ манран. Мӗншӗн мӑшкӑллатчӗ-ха? Ун чухне, Верочка, ун пек пурӑнма юрамасть, тесе ҫырнӑ— ҫавна пӗлмест тетӗн-им эсӗ мана? Сирӗн кӗнекесенче: ун пек пурӑнас мар пулсан, пурне те ҫӗнӗрен йӗркелесе ямалла, тесе ҫырнӑ, хальхи йӗркепе вара вӗсем хушнӑ пек пурӑнма май килмест, — мӗншӗн ҫӗнӗ йӗрке тӑрӑх йӗркелесе ямаҫҫӗ-ха вӗсем? Эх, Верочка, сирӗн кӗнекесенче мӗнле ҫӗнӗ йӗркесем ҫинчен ҫырса кӑтартнине пӗлмест тетӗн-им эсӗ мана? — пӗлетӗп: аван йӗркесем ҫинчен ҫырнӑ. Анчах эпир иксӗмӗр вӑл йӗркесене курас ҫук, халӑхӗ ытла та айван, — ӑҫтан лайӑх йӗркесем туса хурӑн-ха ҫавнашкал халӑхпа! Кивӗ йӗркепех пурӑнар. Эсӗ те вӗсемпех пурӑн. Мӗнле йӗрке вӑл кивӗ йӗрке? Сирӗн кӗнекесенче: кивӗ йӗрке вӑл ҫаратмалли те улталамалли йӗрке, тесе ҫырнӑ. Тӗрӗс, Верочка. Ҫапла вара, ҫӗнӗ йӗрке ҫук пулсан, киввипех пурӑн: ҫарат та ултала, юратса калатӑп сана — хрр… хрр…

Марья Алексевна харлаттарма пуҫларӗ те йӑванса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех