Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарантьев хирӗҫӳллӗ ӗҫ пирки астутарсанах, Обломов тарӑхрӗ те именчӗ; унтан килӗшӳ пуҫарчӗҫ, унтан виҫҫӗшӗ те ӗҫрӗҫ, вара Обломов тӑватӑ ҫуллӑха заемнӑй ҫыру ҫырса пачӗ; тепӗр уйӑхран Агафья Матвеевна ҫавӑн пек ҫырӑвах пиччӗшӗ ячӗпе ҫырса алӑ пусрӗ, хӑй мӗн ҫырса алӑ пуснине те тавҫӑрса илеймерӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн план туса пӗтермелле-ха, архитекторпа калаҫса татӑлмалла, унтан… унтан…Ему еще надо дописать свой план, надо порешить с архитектором, потом… потом… —
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вара пӗтӗм кӗлетки вут пек вӗриленсе кайрӗ, унтан пӑр пек шӑнса кайрӗ.Потом вдруг как будто весь организм ее наполнился огнем, потом льдом.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан… унтан, хӗр ҫураҫнӑ тивӗҫпе, вӑл савнийӗ валли парне илсе килет…Потом… потом, по праву и обязанности жениха, он привезет невесте подарок…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, унтан йӑлт кичем те хӑрушӑ япаласем курӑнса кайрӗҫ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара Захара калатӑп: вӑл мана ҫӗре ҫити пуҫ таять те савӑннипе кӑшкӑрса ярать, ӑна ҫирӗм пилӗк тенкӗ паратӑп. Анисья килсен, манӑн алӑсене тытса чуптума тытӑнать; ӑна вунӑ тенкӗ паратӑп… унтан… унтан, савӑннипе пӗтӗм тӗнче илтмелле хытӑ кӑшкӑрса яратӑп, ҫавна илтсен: «Обломов телейлӗ, Обломов авланать», тейӗ тӗнче.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫҫулӗ тата ӑшшӑн кулни, сӑмах чӗнмесӗр алӑ тӑсса пани, унтан чӗрӗ те ҫивӗч хаваслӑх, телейлӗн васкаса ҫӳрени, унтан чылайччен-чылайччен калаҫни, иккӗшӗ ҫеҫ пӑшӑлтатни, чунсем пӗр-пӗрне шанса пӑшӑлтатни, икӗ пурнӑҫа пӗр пурнӑҫ тума вӑрттӑн килӗшсе татӑлни!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килне таврӑнсан тата Штольцран килнӗ ҫырӑва тупрӗ; ҫыру «Халь е нихҫан та!» текен сӑмахсемпе пуҫланать те ҫав сӑмахсемпех вӗҫленет, унтан килтен тухмасӑр пураннӑшӑн ӳпкелесе пӗтернӗ, унтан ниме кӗтсе тӑмасӑрах Штольц хӑй тухса кайма хатӗрленнӗ Швейцарие пыма чӗнет, юлашкинчен тата Италие чӗнет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ман пурнӑҫ ир евӗрлӗ пулнӑ, ун ҫине хуллен-хуллен тӗссем, ҫутӑсем ӳкнӗ, унтан, ыттисенни пекех, иртен кун пулнӑ, вӗри хӗмленнӗ, пурте вӗресе тӑнӑ, кӑнтӑрлахи шӑрӑхра малалла шунӑ, унтан шӑпланнӑҫемӗн шӑпланса, шупкаланса пынӑ та каҫа хирӗҫ, кулленхи пекех, майӗпен сӳннӗ..
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, галерея ҫине чӑнкӑ чикмекпе хӑпарас шутпа, утӑ аслӑкӗ еннелле ыткӑнать, няня утӑ аслӑкӗ патне ҫитме ҫеҫ ӗлкӗрет, анчах ача халӗ кӑвакарчӑнсен йӑвине хӑпарса унтан выльӑх картине тухма, унтан — турӑ ҫырлахтӑрах! — типӗ ҫырмана та ҫитме пултарать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйсенчен сакӑрвунӑ ҫухрӑмра «кӗпӗрне», урӑхла каласан, кӗпӗрне хули пуррине вӗсем пӗлеҫҫӗ; анчах хӑшпӗрисем ҫеҫ унта кайкаласа килнӗ; унтан инҫерех, лере, Саратов, Нижний хулисем пуррине пӗлеҫҫӗ, Мускав тата Питӗр пуррине, Питӗр леш енче французсем е нимӗҫсем пурӑннине пӗлеҫҫӗ, лерелле вара вӗсемшӗн, ӗлӗк-авалхи ҫынсенни пек, тӗттӗм тӗнче, аҫтахасем, икӗ пуҫлӑ ҫынсем, улӑпсем пурӑнакан паллӑ мар ҫӗршывсем пур пек туйӑнать; унтан тӗксӗм тӗнче пуҫланать те, юлашкинчен, ҫӗр чӑмӑрне ҫӗклесе тӑракан пулӑ патне ҫитсен, вӗҫленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов хӑвӑрт тӑрса ларчӗ, унтан урисене урайнелле усрӗ, харӑсах икӗ туфлине те тӑхӑнчӗ те ҫаплипех ларчӗ; унтан тӑмаллипех тӑчӗ те пӗр-икӗ минут хускалмасӑр шухӑшларӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне вӑл этемлӗхӗн айӑпне, ултава, элеке, тӗнчипе сарӑлнӑ усал-тӗселе курайми пулса ҫитет те — ҫынна унӑн суранне кӑтартса парасшӑн ҫунать, унтан сасартӑк унӑн пуҫӗнче шухӑшсем тинӗсри хумсем пек вылянма тытӑнаҫҫӗ, унтан вӗсем ӗмӗт пулса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм юна вӗрилентереҫҫӗ, хул шӑнӑрӗсене хускатаҫҫӗ, юн тымарӗсене хытараҫҫӗ, ӗмӗтсем ӑна мӗнле те пулин ӗҫ тума хистеҫҫӗ; вӑл, шухӑшсемпе хавхаланнӑскер, пӗр минутрах икӗ-виҫӗ хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать е куҫӗсене йӑлкӑштарса вырӑн ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленет, аллине тӑсса йӗри-тавра хавхалануллӑн пӑхкалать…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алексеев пӳлӗм тарӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ, унтан пин хут та курнӑ картина умӗнче чарӑнса тӑчӗ, кӑштах чӳречерен пӑхса илчӗ, этажерка ҫинчен темле япала илсе аллинче ҫавӑркаларӗ, ӑна пур енчен те пӑхкаласа тухрӗ те каллех вырӑнне хучӗ, унтан шӑхӑркаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, — ҫакна йӑлтах вӑл Обломова тӑрса ҫӑвӑнма кансӗрлес мар тесе турӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эрнере икӗ хут ҫеҫ службӑра ларса ирттеретӗп тата генерал патӗнче апатра пулатӑп, унтан вара хам нумайранпа пулман ҫынсем патне курма каятӑп; ну, унтан… ҫӗнӗ актриса, е вырӑссен, е французсен театрӗнче.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан эс Иванкина парта ҫумне «ҫыпӑҫтартӑн», унтан доска умӗнче хӑвна кӑтартрӑн.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
«Эп тупӑп экспедицие, унтан вара кам пиртен тӗрӗссине курӑпӑр» тенӗччӗ ӑна эпӗ, унтан вара вунҫичӗ ҫул иртрӗ.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Унтан вӑл сана чӗнсе кӑларать, ыйтма пуҫлать, эсӗ нимӗн те чӗнмесен, ҫапла калать те хурать: «Вырӑнна кайма пултаратӑн, ларӑр», тет, вара вӑл сана кол лартать те хурать, — унтан хӑвах пӗлӗн!
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малтан ӑна нумайччен тӑхӑнса пӑхса виҫрӗҫ, унтан хаклашрӗҫ, унтан герб суйларӗҫ.Сначала ее долго примеривали, потом торговались, потом выбирали герб.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949