Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV сыпӑк

Пай: Обломов –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.10 15:10

Пуплевӗш: 393; Сӑмах: 4019

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Питех ир те марччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем пӗр ҫӗре ӗҫпе кӗрсе тухма та ӗлкӗрчӗҫ, унтан Штольц пӗр ылтӑн промышленникне хӑй килне апата илсе кайрӗ, кайран лешин патне дачӑна чей ӗҫме кайрӗҫ, унта ҫынсем нумайччӗ, Обломов вара, ниҫта тухмасӑр пӗр-пӗччен пурӑннӑ хыҫҫӑн, сасартӑк ҫынсен ушкӑнне пырса лекрӗ. Чылай ҫӗрле ҫеҫ вӗсем киле таврӑнчӗҫ.

Тепӗр кунне, виҫҫӗмӗш кунне каллех ҫапла пулчӗ, вара эрне хушши пӗр сисӗнмесӗр иртрӗ. Обломов хирӗҫлерӗ, ӳпкелешрӗ, анчах кӑсӑкланчӗ те пур ҫӗре те тусӗпе пӗрле ҫӳрерӗ.

Пӗррехинче, таҫтан кая юлса таврӑнсан, вӑл ҫакнашкал ним усӑсӑр вӑхӑт ирттернине уйрӑммӑнах хирӗҫлесшӗн пулчӗ.

— Кунӗ-кунӗпе атӑ хываймастӑн, — мӑкӑртатрӗ Обломов, халат тӑхӑнса, — урасем кӗҫӗтсе тӑраҫҫӗ! Килӗшмест мана сирӗн Петербург пурнӑҫӗ! — хай сӑмахне малалла тӑсрӗ вал, диван ҫине выртса.

— Сана мӗнле пурнӑҫ килӗшет-ха? — ыйтрӗ Штольц.

— Кун пекки мар.

— Уйрӑммӑнах мӗн килӗшмерӗ-ха кунта?

— Пурте; пӗрмаях ӑмӑртмалла чупни, путсӗр туйӑмсен яланхи вӑййи, уйрӑммӑнах ӗмӗтсӗрлӗх, пӗр-пӗрин ҫулне пӳлни, элек сарни, ҫынна ҫын ҫини, пӗр-пӗрне тӗртсе калани, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити пӑхни килӗшмест; мӗн ҫинчен калаҫнине итлетӗн те пуҫ ҫаврӑнса каять, анраса каятӑн. Ҫыннисем пӑхма питӗ ӑслӑ пек, хисепе тивӗҫлӗ пек; анчах пӗр ҫакна ҫеҫ илтетӗн: «Ӑна ҫавна пачӗҫ, лешӗ аренда илчӗ». — «Чимӗр-ха, «мӗншӗн?» — кӑшкӑрать хӑшӗ те пулин. «Ҫавӑ клубра выляса янӑ; лешӗ виҫҫӗр пин илет!» Кичем, кичем, кичем… Ӑҫта-ха кунта ҫын? Ӑҫта унӑн пӗтӗмлӗхӗ? Ӑҫта кайса кӗнӗ вӑл, мӗнле вакланса пӗтнӗ тӗрлӗ вак-тӗвек ӗҫре?

— Ҫынсене, обществӑна йӑпатма мӗн те пулин кирлех ӗнтӗ, — терӗ Штольц, — кашниннех хӑйӗн интересӗ. Ҫавӑнпа пурнӑҫ…

— Ҫынсем, общество! Эсӗ, чӑнах та, Андрей, мана ҫав ҫынсемпе общество хушшине, мана яланлӑхах вӗсенчен сивӗтес тесе, юриех яратӑн пулас. Пурнӑҫ; лайӑх пурнӑҫ! Мӗн шырамалла унта? Ӑссен, чӗресен интересӗсене-и? Ҫаксем пурте мӗн тавра ҫаврӑннин варрине пӑх-ха эсӗ; ҫук вӑл, тарӑнни, чӗрене пырса тивекенни, нимӗн те ҫук. Вӗсем, ҫав ҫынсемпе обществӑн членӗсем, пурте вилесем, манран та ытларах ҫывӑракансем! Мӗне пула пурнаҫҫӗ вӗсем? Вӗсем акӑ йӑраланса выртмаҫҫӗ, кашни кунах, шӑнасем пек, каллӗ-маллӗ кумаҫҫӗ, мӗн усси пур-ха? Залӑна кӗретӗн те — хӑнасене мӗнле пӗр пек виҫеллӗ лартса тухнине, вӗсем мӗнле лӑпкӑн та тарӑн шухӑша кайса картла вылянине пӑхса савӑнаймастӑн. Пурнӑҫӑн паха ыйтӑвӗ, ним те калаймӑн! Ӑсӗсене вырӑнтан хускатма май шыракансемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх! Вӗсем вилесем мар-и вара? Вӗсем пӗтӗм ӗмӗрне ҫывӑрса лармаҫҫӗ-и? Мӗншӗн вӗсенчен ытларах айӑплӑ-ха эпӗ хамӑн килӗмре выртса, пуҫа тройкӑсемпе тата валетсемпе ыраттармастӑп пулсан?

— Ку пӗтӗмпех кивӗ юмах, ун пирки пин хутчен те каланӑ, — астутарчӗ Штольц. — Ҫӗнӗреххи нимӗн те ҫук-и?

— Акӑ пирӗн лайӑх ҫамрӑксене илер: мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем? Невски урамӗ тӑрӑх ҫӳренӗ чухне: ташланӑ вӑхӑтра, утса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрмаҫҫӗ-и вара? Кунсене куллен арпаштарни вӗт ку! Тата итле-ха, мӗнле мӑнкӑмӑллӑн та тӗлӗнмелле тивӗҫлӗхпе пӑхаҫҫӗ вӗсем кам мӗнле тумланнине, хӑйсем пек, ятсӑр та чинсӑррисем ҫине. Ҫитменнине тата, телейсӗрскерсем, хӑйсене ҫынсенчен ҫӳле хураҫҫӗ: «Эпир, теҫҫӗ, пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам ӗҫлемен вырӑнта ӗҫлетпӗр; эпир пӗрремӗш ретри ҫемҫе пукансем ҫинче ларатпӑр, эпир Н. князь патӗнче балра пулатпӑр, унта пире ҫеҫ кӗртеҫҫӗ…» Пӗр-пӗринпе тӗл пулсан вара, тискер кайӑксем пекех, ҫапӑҫса каяҫҫӗ! Кусем ӗнтӗ чӗрӗ, ҫывӑрман ҫынсем-и? Ҫамрӑксем ҫеҫ мар: ҫитӗннисем ҫине пӑх. Пуҫтарӑнаҫҫӗ, пӗрне-пӗри тӑрантараҫҫӗ, вашаватлӑх та, ырлӑх та, пӗрне-пӗри кӑмӑллани те ҫук! Апата, вечера — ӗҫе пынӑ пек, хавассӑр, сиввӗн, поварӗпе тата салонӗпе мухтанма, унтан сӑмах май мӑшкӑлласа кулма, пӗрне-пӗри такӑнтарма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Виҫӗмкун, апат вӑхӑтӗнче, эпӗ ӑҫта пӑхмаллине те пӗлмерӗм, унта пулманнисене усал сунса калаҫма тытӑнсан — хӑть сӗтел айне кӗрсе лар. «Ҫав айван, ку ниме те тӑмасть, тепри вӑрӑ, виҫҫӗмӗш — кулӑшла ҫын» — чӑн-чӑн хӗсӗрлӳ вӗт! Ҫаксене каланӑ чухне пӗр-пӗрин ҫине пӑхма та: «Эсӗ алӑкран тухсан, сана та лекет», тенӗ пек пӑхаҫҫӗ… Мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ-ха вӗсем, пурте ҫавнашакал ҫынсем пулсан? Мӗншӗн пӗр-пӗрин аллине хыттӑн чӑмӑртаҫҫӗ? Хӗрӳллӗн кулни те пӗр-пӗрине кӑшт кӑмӑллани те! Пысӑк чинлисене, чаплӑ ятсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Кайран вара: «Ман патӑмра ҫав пулчӗ, эпӗ ҫавӑн патӗнче пултӑм», тесе мухтанаҫҫӗ… Мӗнле пурнӑҫ пулать-ха ку? Эпӗ килӗшместӗп унпа. Мӗне вӗренӗп-ха эпӗ унта, мӗнле усӑ илетӗп?

— Пӗлетӗн-и мӗн, Илья? — терӗ Штольц. — Эсӗ ӗлӗк авалхи ҫын пек шухӑшлатӑн: кивӗ кӗнекесенче шӑпах ҫапла ҫырнӑ. Тепӗр тесен, ку та лайӑх: шухӑшлатӑн, ҫывӑрмастӑн. Ну, тата мӗн? Малалла кала.

— Мӗн каламалли? Эсӗ кур: никамӑн та кунта чӗрӗ, сывлӑхлӑ сӑн-пит ҫук .

— Ҫавнашкал ҫанталӑк, — пӳлчӗ ӑна Штольц. — Акӑ санӑн та питӳ пӗркеленнӗ, эсӗ чупса ҫӳреместӗн те ӗнтӗ, яланах выртатӑн.

— Нихӑшӗ те уҫҫӑн, лӑпкӑн пӑхмасть, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, — пӗри тепринчен темле тертлентерекен пӑшӑрханупа, кичемлӗхпе чирлеҫҫӗ, ним йӗркесӗр темӗн шыраҫҫӗ. Чӑнлӑх пулсан — аван, хӑвна та, ыттисене те ырлӑх; ҫук, юлташӗ ҫитӗнӳ тусан, вӗсем шурса каяҫҫӗ. Акӑ пӗри: ыран учрежденине кӗрсе тухасшӑн тӑрӑшать, унӑн ӗҫӗ пилӗк ҫул хушши тӑсӑлать ӗнтӗ, тепӗр енӗ ҫӗнтерсе пырать, вӑл вара пӗр шухӑшпа, пӗр ӗмӗтпе: теприне ураран ӳкерсе. унӑн вырӑнӗнче хӑйӗн ырӑ пурнӑҫне майласа ярас шухӑшпа пилӗк ҫул асапланса пурӑнать. Пилӗк ҫулталӑк ҫӳресси, приемнӑй пӳлӗмре хашлатса ларасси — акӑ унӑн пурнӑҫӗн чи паллӑ; тӗллевӗ! Пӗри кашни кун ӗҫе кайса пилӗк сехетчен лармалла пулнишӗн тертленет, тепри вара хӑйӗн ҫакнашкал ырлӑх ҫуккишӗн йывӑррӑн сывлать…

— Эсӗ философ, Илья! — терӗ Штольц. — Пурте тӑрмашаҫҫӗ, сана ҫеҫ нимӗн те кирлӗ мар.

— Акӑ леш, куҫлӑхлӑ, сарӑхнӑ господин, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, — ҫыхӑнчӗ те ман ҫумма: темле депутат тухса каланине вуланӑ-и эсӗ, тет; эпӗ хаҫатсем вуламастӑп, тесен, вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ. Тытӑнчӗ Людовик-Филипп ҫинчен калаҫма, вӑл унӑн тӑван ашшӗ тейӗн. Унтан: Франци посланникӗ мӗншӗн Римран тухса кайнӑ, эсӗ ҫавӑн пирки мӗн шухӑшлатӑн? тесе ҫыпҫӑнчӗ. Мӗнле-ха, ӗмӗртенпех ху пуҫна пӗтӗм тӗнчери хыпарсемпе тултарса, кайран эрнипех, вӗсене каласа пӗтеричченех кӑшкӑрмалла-ха! Паян Махмед-Али Константинопольтен карап янӑ — ку вара пуҫне ҫӗмӗрет: мӗншӗн? Дон-Карлос нимӗн те тӑвайман — уншӑн вӑл ҫав териех сехӗрленсе ӳкет. Лере канал алтаҫҫӗ, кунта пӗр отряд ҫар Хӗвелтухӑҫне янӑ; турӑҫӑм, хыпса илчӗ! Пит-куҫӗ хӑрушланнӑ, чупать, кӑшкӑрать, ҫар ун ҫине пырса кӗрет тейӗн ҫав. Шухӑшлаҫҫӗ, урлӑ та пирлӗ сӳтсе яваҫҫӗ, хӑйсене кичем — ку вӗсене интереслентермест; ҫав кӑшкӑрашу витӗр вӑратмалла мар ыйха путни курӑнать! Ку вӗсемшӗн ют; вӗсем хӑйсен сукмакӗпе ҫӳремеҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсем ҫук, ҫавӑнпа та тӗрлӗ енне сапаланнӑ, анчах ним патне те тӗллев тупаймастӑн. Ҫак пурне те хупӑрласа тӑраканни айӗнче пуш-пушӑ вырӑн, пӗр япалана та кӑмӑлламанни пытаннӑ! Пысӑках мар ӗҫ сукмакне суйласа илсе, унпа утса тарӑн йӗр тӑвасси — кичем те паллӑ мар ӗҫ, унта пурне те пӗлни пулӑшаймасть, никам умӗнче те мухтанаймастӑн.

— Эпир санпа сапаланса кайман, Илья. Ӑҫта-ха пирӗн пысӑках мар ӗҫ сукмакӗ? — ыйтрӗ Штольц.

Обломов сасартӑк шӑпланчӗ.

— Акӑ эпӗ плана ҫеҫ… туса пӗтеретӗп… — терӗ вӑл. — Ҫӑва патне! — тарӑхса хушса хучӗ вӑл кайран. — Эпӗ вӗсене тӗкӗнместӗп, нимӗн те шарламастӑп; анчах та ҫакӑнта эпӗ вӑхӑтлӑ пурнӑҫа курмастӑп. Ҫук, ку пурнӑҫ мар, виҫене, ҫынна ҫутҫанталӑк кӑтартса панӑ пурнӑҫ тӗллевне пӑсни пулать…

— Мӗнле тӗллев-ха ку, мӗнле пурнӑҫ виҫи? Обломов хирӗҫ чӗнмерӗ.

— Ну, кала, эсӗ хӑвна валли мӗнле пурнӑҫ тунӑ пулӑттӑн? — ыйтма чарӑнмарӗ Штольц.

— Эпӗ тунӑ ӗнтӗ.

— Мӗнле-ха вара вӑл? Каласа пар, тархасшӑн, мӗнле?

— Мӗнле? — терӗ Обломов, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртса, маччана пӑхнӑ май. — Мӗнле ара! Яла кайнӑ пулӑттӑм.

— Мӗн кансӗрлет сана?

— Плана туса пӗтермен. Унтан — эпӗ пӗччен мар, арӑмпа кайнӑ пулӑттӑм…

— А! Акӑ мӗн! Ну, турӑ пулӑштӑр. Мӗн кӗтсе тӑратӑн апла! Тата тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан сана никам та каччӑ пымасть…

— Мӗн тӑвас тетӗн, пӳрмен эппин! — терӗ Обломов, ассӑн сывласа. — Пуянлӑх ҫитмест.

— Чим-ха, Обломовка? Виҫҫӗр чун!

— Мӗнех вара? Арӑмпа мӗнле пурӑнмалла?

— Иккӗн мӗнле пурӑнмалла-и?

— Ачасем пулсан?

— Ачасене пӑхса ҫитӗнтеретӗн, хӑйсем тупаҫҫӗ: вӗсене ҫул кӑтартса пама пултар…

— Ҫук, дворянсенчен ӑстаҫӑсем тумастӑп! — кӑмӑлсӑррӑн пӳлчӗ ӑна Обломов. — Ачасемсӗр те иккӗн мӗнле пурнан? Сӑмахӗ ҫеҫ ҫапла пырать — арӑмпа иксӗмӗр — чӑннипе илсен, авланма ҫеҫ ӗлкӗретӗн, сан патна темле хӗрарӑмсем сӗтӗрӗнсе ҫитеҫҫӗ. Кирек мӗнле ҫемьене илсе пӑх: тӑванӗсем, тӑванӗсем мар, экономкӑсем те мар, унта пурӑнмаҫҫӗ пулсан та, кашни кунах кофе ӗҫме, апат ҫиме ҫӳреҫҫӗ… Виҫҫӗр чунпа ӑҫтан тӑрантарса усран-ха ҫавнашкал пансиона?

— Ну юрать; сана тата виҫҫӗр пин парнелӗҫ тейӗпӗр. Мӗн тунӑ пулӑттӑн эсӗ? — ыйтрӗ Штольц, хытӑ интересленсе.

— Ҫийӗнчех ломбарда хурса, процентсем илсе пурӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ Обломов.

— Унта процент пӗчӗк; мӗншӗн-ха мӗнле те пулин компание пӗрлешмелле мар, акӑ пирӗнне хӑть?

— Ҫук, Андрей, мана улталаймӑн.

— Эсӗ мана та ӗненмен пулӑттӑн-и?

— Тем парсан та; сана ӗненменни те мар, тем те пулма пултарать: ну, ӗҫ пӑчланса ларсан, эпӗ пӗр пуссӑр тӑрса юлатӑп. Банк ун пек-и вара?

— Ну, юрать; мӗн тунӑ пулӑттӑн эс?

— Ну, эпӗ канлӗ пурнӑҫпа пурӑнма лартнӑ ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ пулӑттӑм… Таврара ырӑ кӳршӗсем пурӑнаҫҫӗ, тейӗпӗр, сӑмахран акӑ, эсӗ… Ҫук, эсӗ пӗр вырӑнта чӑтса ларма пултараймастӑн…

— Эсӗ вара яланах пӗр вырӑнта ларнӑ пулӑттӑн-и? Ниҫта та каймӑттӑн-и?

— Тем парсан та!

— Пурнӑҫ тӗллевӗ — пӗр вырӑнта ларасси пулсан, мӗншӗн-ха тата пур ҫӗрте те чугун ҫулсем, пӑрахутсем тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ? Илья, парӑр вӗсене проект; тума чарӑнччӑр; эпир санпа иксӗмӗр ниҫта та каймастпӑр вӗт.

— Пирӗнсӗр те нумай; управляющисем, приказчиксем, купцасем, чиновниксем, ҫурт-йӗрсӗр ҫулҫӳрекенсем сахал-и-мӗн? Ан тив, вӗсем ҫӳреччӗр!

— Эсӗ кам вара? Обломов шарламарӗ.

— Эсӗ ху обществӑн мӗнле пайне кӗретӗн?

— Захартан ыйт, — терӗ Обломов. Обломов каланине Штольц тӳрех турӗ.

— Захар! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Ыйхӑланӑ куҫлӑ Захар килсе кӗчӗ.

— Акӑ ҫак, выртаканни, кам? — ыйтрӗ Штольц. Захарӑн сасартӑк ыйхи сирӗлчӗ те, вӑл Штольц ҫине, унтан Обломов ҫине иккӗленӳллӗн пӑхса илчӗ:

— Мӗнле кам? Эсир курмастӑр-и вара? Курмастӑп, — терӗ Штольц.

— Мӗнле мыскара? Ку Илья Ильич, улпут вӗт. Вӑл йӑл кулчӗ.

— Юрать, кай.

— Улпут! — терӗ те Штольц, ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Ну, джентельмен, — тарӑхса тӳрлетрӗ Обломов ун сӑмахне.

— Ҫук, ҫук, эсӗ улпут! — паҫӑрхи пекех ахӑлтатса кулчӗ Штольц.

— Мӗнле уйрӑмлӑх вара? — терӗ Обломов. — Джентельмен — ҫавнашкал улпутах.

— Джентельмен акӑ мӗнле улпут, — терӗ Штольц, — вӑл хӑех чӑлха тӑхӑнать тата аттине те хӑех хывать.

— Ҫапла, акӑлчан хӑй тӑвать, мӗншӗн тесен вӗсен тарҫисем нумаях мар, вырӑссем вара…

— Эсӗ мана пурнӑҫӑн чи пысӑк тӗллевӗ ҫинчен вӗҫне ҫитиех каласа пар-ха… Ну, йӗри-таврара ырӑ пӗлӗшсем: малалла мӗн? Эсӗ хӑвӑн кунусене мӗнле ирттернӗ пулӑттӑн?

— Акӑ ҫапла: ирхине тӑрӑттӑм, — пуҫларӗ Обломов, аллине ӗнси айне хурса; унӑн пит-куҫӗнче канлӗ пурнӑҫӑн йӗрӗсем палӑрчӗҫ: вӑл хӑй асӗнче ялта пулчӗ ӗнтӗ. — Ҫанталӑк илемлӗ, тӳпе кӑн-кӑвак, пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук, — терӗ вӑл, — план ҫинче ман ҫуртӑн балконлӑ енӗ хӗвел тухӑҫнелле, сад пахчипе хирелле пӑхса ларать, тепӗр енӗ — ялалла. Арӑм ыйхӑран вӑранасса кӗтнӗ май, шлафрок тӑхӑнса, сад пахчинче уткаласа ҫӳресе, ирхи сывлӑшпа киленнӗ пулӑттӑм; эпӗ унта пахчаҫа тупса, унпа пӗрле ҫеҫкесем шӑваратӑп, тӗмсемпе йывӑҫсен турачӗсене иртетӗп. Арӑм валли ҫеҫке ҫыххи тӑватӑп. Унтан ваннӑйне е ҫырмана шыва кӗме каятӑп, каялла таврӑнатӑп — балкона уҫнӑ ӗнтӗ; арӑм блузӑпа ҫӑмӑл калпак тӑхӑннӑ, калпакӗ аран-аран пуҫӗнче тытӑнса тӑрать, халех ҫил вӗҫтерсе каяс пек… Вӑл мана кӗтет. «Чей хатӗр», тет вӑл. Мӗнле чуптӑвать! Мӗнле лайӑх чей! Мӗнле канлӗ ҫемҫе пукан! Сӗтел хушшине ларатӑп; унта сухари, хӑйма, тин уҫланӑ ҫу…

— Унтан?

— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр… Шыв майӗпен чӗлтӗртетсе выртать; пучахсем ҫилпе хумханаҫҫӗ, пӑчӑ… кимӗ ҫине ларатпӑр, арӑм кимме тытса пырать, кӗсменсем аран-аран ҫеҫ ҫӗкленеҫҫӗ…

— Эсӗ поэт-ҫке, Илья — пӳлчӗ ӑна Штольц.

— Ҫапла, пурнӑҫ поэчӗ, мӗншӗн тесен пурнӑҫ вӑл — поэзи. Ҫынсем ытлашши пӑсаҫҫӗ ӑна! Унтан оранжерейӑна кӗрсе курма юрать, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, ӗмӗтри телейпе килленсе.

Вӑл хӑй шухӑшӗнче тахҫанах ӳкерсе хунӑ хатӗр картинасене илсе кӑтартрӗ, ҫавӑнпа та чунпа хавхаланса, пӗр чарӑнмасӑр каларӗ.

— Персиксене, виноградсене пӑхатпӑр, — терӗ вӑл — мӗн-мӗн пӗҫермеллине калатпӑр, унтан каялла таврӑнса кӑштах ҫырткалатпӑр та хӑнасене кӗтме пуҫлатпӑр… Унтах акӑ мӗнле те пулин Марья Петровнӑран арӑма ҫыру килсе пӑраҫҫӗ, кӗнекесем, нотасем е ананас кучченеҫ парса янӑ, е хӑвӑн парникӗнте тӗлӗнмелле арбуз пиҫсе ҫитнӗ — ӑна ыранхи кӑнтӑр апачӗ тӗлне кӳршӳ патне парса яратӑн, ху та унтах каятӑн… Ҫав вӑхӑтра кухньӑра пурте вӗресе тӑрать; юр пек шап-шурӑ халатпа калпак тӑхӑннӑ повар вӗтеленсе ҫӳрет; пӗр каструльне лартать, теприне илет, унта пырса пӑтратать, чуста ҫӑрма тытӑнать, лере пырса шыв сапать… ҫӗҫӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр качлаттараҫҫӗ… пахча ҫимӗҫсем тураҫҫӗ… унтах мороженӑй хатӗрлеҫҫӗ… Апатчен кухньӑна кӗрсе пӑхма та кӑмӑллӑ, каструле уҫатӑн, шӑршлатӑн, кукӑльсем унанине, хӑйма уҫланине пӑхатӑн. Унтан кушетка ҫине выртатӑн; арӑм мӗн те пулин ҫӗнни вуласа парать: эпир чарӑнкалатпӑр, тавлашатпӑр… Анчах акӑ хӑнасем ҫитеҫҫӗ, сӑмахран, эсӗ арӑмупа.

— Ха, эсӗ мана та авлантаратӑн-и?

— Тем пулсан та! Тата икӗ-виҫӗ пӗлӗш, пурте унчченхисемех. Ӗнер калаҫса пӗтермен сӑмаха тытӑнатпӑр; шӳтлӗ калаҫу е кӑмӑла тултаракан шӑплӑх пуҫланать, пурте шухӑша каяҫҫӗ — ӗҫлекен вырӑна ҫухатнӑран мар, сенатри ӗҫсем пирки мар, ӗмӗтсем туллин пурнӑҫланнипе, киленӳллӗ шухӑшсемпе… Хӑнара пулманнисем ҫинчен тутасене кӑпӑклантарсах вӑрҫнине илтместӗн, алӑкран тухсанах сана та ҫаплах питлессе шантарса пӑхнине курмастӑн. Кама юратмастӑн, кам лайӑх мар, унпа пӗр тӑвар суланчинчен ҫӑкӑр пусса ҫиместӗн. Калаҫакансен куҫӗсенче пӗр-пӗрне савнине куратӑн, шӳтлесе калаҫнинче чӗререн, ҫилӗсӗр кулнине илтетӗн… Пурте чунтан, чӗререн! Куҫсенче, сӑмахсенче мӗн пур, чӗрере те ҫавах! Апат хыҫҫӑн терраса ҫине тухса мокко ӗҫетӗн, гаванна туртатӑн…

— Эсӗ мана асаттесемпе аттесен вӑхӑтӗнче мӗнле пулнине сӑнарласа паратӑн.

— Ҫук, вӑл мар, — хирӗҫ чӗнчӗ Обломов, кӳреннӗ пекех пулса, — ӑҫтан ун пек пултӑр-ха? Ман арӑм кӑмпапа, варенипе аппаланса ларнӑ пулӗччӗ-и? Вӑл йӗке шутланӑ тата катан пир суйланӑ пулӗччӗ-и? Хӗрсене питрен ҫупнӑ пулӗччӗ-и? Эсӗ илтетӗн-и: нотӑсем, кӗнекесем, рояль, илемлӗ сӗтел-пукансем?

— Эсӗ ху вара?

— Эпӗ хам та пӗлтӗрхи хаҫатсене вуламан пулӑттӑм, урапа ҫине ларса ҫӳремӗттӗм, лапша, хур ашӗ ҫимӗттӗм, повара акӑлчансен клубӗнче е посланник патӗнче вӗрентсе ӑс панӑ пулӑттӑм.

— Унтан вара?

— Унтан, ҫанталӑк пӑчӑланса ҫитсен, урапа ҫине сӑмавар лартса, эрехсем тиесе, хурӑн ращине янӑ пулӑттӑмӑр, унта пулмасан — хире, ҫулса пуҫтарнӑ курӑк ҫине, капансем хушшине кавирсем сарса окрошкӑпа тата бифштекссем таранах ҫисе ырӑ курнӑ пулӑттӑмӑр. Мужиксем хиртен таврӑнаҫҫӗ, ҫависене хулпуҫҫисем ҫине хунӑ; унта утӑ тиене лав хӑпарать, урапи те, лаши те курӑнмасть; ҫӳлте, купа ҫийӗнче, мужикӗн ҫеҫкеллӗ ҫӗлӗкӗ тата ача пуҫӗ курӑнать; лерен ҫара ураллӑ хӗрарӑмсем килеҫҫӗ, вӗсем ҫурласем тытнӑ, хыттӑн кӑшкӑрашса калаҫаҫҫӗ… Сасартӑк господасене курчӗҫ те шӑпланчӗҫ, пилӗк таран пуҫ тайса хисеп турӗҫ. Вӗсенчен пӗри, хӗвелпе хуралнӑ мӑйлӑ хӗрарӑм, чее куҫлӑскер, кӑштах, ячӗшӗн, улпучӗ ачашланинчен пӑрӑнать, хӑй вара хӗпӗртесе ӳкнӗ… тс! арӑм ан куртӑрччӗ, турӑ сыхлатӑр!

Обломов хӑй те, Штольц та ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

— Хитре нӳрӗ, — хӑй сӑмахне тӑсрӗ Обломов, — тӗттӗм; тӗтре, ӳпӗнтерсе хунӑ тинӗс пекех, ыраш пусси ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать; лашасем ҫилхисене чӗтретеҫҫӗ, урисемпе кукалеҫҫӗ: киле кайма вӑхӑт ҫитнӗ. Килте ҫутӑсем ялтӑртатаҫҫӗ ӗнтӗ; кухньӑра пилӗк ҫӗҫӗпе чанклаттараҫҫӗ; ҫатмасемпе кӑмпа, котлетсем, ҫырла… унтан музыка…

Casta diva… Casta diva! — юрласа ячӗ Обломов. — Casta diva! кӑмӑла ҫӗклентермесӗр аса илме пултараймастӑп! — терӗ вӑл каватина пуҫламӑшне юрласа пӗтерсен. — Мӗнле чӗререн татӑлса йӗрет ҫав хӗрарӑм! Мӗнле хуйхӑллӑ ҫав сасӑсем!.. Тата таврара никам та нимӗн те пӗлмест… Вӑл пӗччен… Вӑрттӑнлӑх тӗртлентерет ӑна; вӑл ӑна уйӑха шанса парать…

— Эсӗ ҫак арие астӑватӑн-и? Эпӗ питӗ хавас; ӑна Ольга Ильинская ҫав тери илемлӗ юрлать. Эпӗ сана унпа паллаштарӑп-ха — вӑт сасӑ, вӑт юрлать! Тата вӑл хӑй те мӗнле ытармалла мар хӗрача! Тепӗр тесен, тен, эпӗ кӑмӑл туртӑмӗ хыҫҫӑн кайса ҫапла шутлатӑп пулӗ: ун умӗнче эпӗ хама ҫемҫешкеленсе тыткалатӑп… Ҫапах та, сӑмахӑнтан пӑрӑнса ан кай, пӑрӑнса ан кай, — хушса хучӗ Штольц, — каласа пар!

— Ну, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Обломов, — тата мӗн?.. Ҫавӑнпа пӗтрӗ те ӗнтӗ?.. Хӑнасем флигельсене, павильонсене каяҫҫӗ; ыран вара саланса пӗтеҫҫӗ: пӗрисем пулӑ тытма, теприсем пӑшалсемпе, хӑшпӗри ниҫта та каймасть, ларать…

— Ахалех ларать-и, аллисенче нимӗн те ҫук-и вара? — ыйтрӗ Штольц.

— Мӗн кирлӗ сана? Ну, сӑмса тутри, тейӗпӗр. Мӗнле, санӑн ҫапла пурӑнас килмен пулӗччӗ-и? — ыйтрӗ Обломов. — А? Ку пурнӑҫ мар-и?

— Ӗмӗр иртичченех ҫапла-и?

— Ҫӳҫсем кӑвакариччен, тупӑка вырттаричченех. Ку — пурнӑҫ вара!

— Ҫук, ку — пурнӑҫ мар!

— Мӗншӗн пурнӑҫ мар-ха? Мӗн ҫитмест кунта? Эсӗ шухӑшласа ҫеҫ пӑх, эсӗ пӗр шуранка сӑнлӑ, тертлӗ пит-куҫлӑ, нимле пӑшӑрхануллӑ ҫынна та курман пулӑттӑн, пӗр ыйту та сенат пирки, биржа, акци, доклад, министр йышӑнни, чин, апат валли хушса паракан укҫа ҫинчен илтмен пулӑттӑн. Пӗтӗм калаҫу чунтан! Санӑн нихҫан та пӗр хваттертен тепӗр хваттере куҫса ҫӳремелле пулман пулӗччӗ — пӗр ҫакӑ ҫеҫ мӗне тӑрать! Ку та пурнӑҫ мар-и?

— Ку — пурнӑҫ мар! — ҫине тӑрсах тепӗр хут каласа хучӗ Штольц.

— Мӗн вара сан шутупа?

— Ку… (Штольц шухӑша кайрӗ те ҫак пурнӑҫа мӗнле каламаллине шырарӗ). Темле… обломовщина, — терӗ вӑл юлашкинчен.

— Обломовщина! — хуллен каларӗ Илья Ильич, ҫак ӑнланса илмелле мар сӑмахран тӗлӗнсе тата ӑна сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пайласа. — Обломовщина!

Вӑл тӗлӗнмелле, тинкерсе пӑхрӗ Штольц ҫине.

— Сан шутупа ӑҫта-ха чи пысӑк тӗллев? Мӗн обломовщина мар-и вара? — ним хавхаланусӑр, хӑюсӑррӑн ыйтрӗ вӑл. — Ыттисем эпӗ мӗн ӗмӗтленнине пурне те тӑвасшӑн ҫунмаҫҫӗ-и? Чим-ха! — хушса хучӗ вӑл хӑюллӑнтарах. — Ара эсир чупкалани, хӗрӳ туйӑмӑрсен, вӑрҫӑсен, суту-илӗвӗн тата политикӑн тӗллевӗ лӑпкӑ пурнӑҫа урӑхлатни, ҫухатнӑ райӑн тӗп тӗллевӗ патне туртӑнни мар-и вара?

— Санӑн пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗтӳсем те обломовласкерсем, — терӗ Штольц.

— Пурте канупа канлӗх шыраҫҫӗ, — хӳтӗленчӗ Обломов.

— Пурте мар, эсӗ ху та акӑ вунӑ ҫул каялла пурнӑҫра ҫавна шыраман.

— Мӗн шыранӑ-ха эпӗ? — аптраса ыйтрӗ Обломов, шухӑшӗпе иртнӗ вӑхӑта куҫса.

— Астуса ил, шухӑшла. Ӑҫта санӑн кӗнекӳсем, вырӑсла куҫарнисем?

— Захар таҫта пӑрахнӑ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов, — кунтах, таҫта кӗтесре выртаҫҫӗ.

— Кӗтесре! — ӳпкелесе каларӗ Штольц. — Санӑн ӗмӗтленнӗ шухӑшусем, «вай пӗтиччен ӗҫлемелле, мӗншӗн тесен иксӗлми ҫӑлкуҫӗсене ӗҫе яма Российӑна алӑсем, пуҫсем кирлӗ (санӑн сӑмахусем); канма канлӗрех пултӑр тесен, ӗҫлемелле, канни — тепӗр пурнӑҫпа, аристократилле, пурнӑҫӑн илемлӗ енӗпе, художниксен тата поэтсен пурнӑҫӗпе пурӑннине пӗлтерет», тенисем те ҫав кӗтесрех выртаҫҫӗ. Ҫак ӗмӗтленнӗ ӗмӗтсене те Захар кӗтесе пуҫтарса хунӑ-и? Астӑватӑн-и, кӗнекесем вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эсӗ, хӑвӑн ҫӗршывна лайӑхрах пӗлсе ытларах юратас шутпа, ют ҫӗршывсене кайса ҫӳресшӗнччӗ? «Пӗтӗм пурнӑҫ — шухӑш тата ӗҫ, — теттӗнчӗ эсӗ ун чухне, — ӗҫӗ йывӑр мар, курӑмсӑр пулсан та, пӗр вӗҫӗмсӗр пултӑр, хӑвӑн ӗҫне вӗҫне ҫитернине туйса илес пулать». — Мӗнле? Хӑш кӗтесре выртать сан ҫак шухӑшу?

— Ҫапла… Ҫапла… — терӗ Обломов, Штольцӑн кашни сӑмахнех канӑҫсӑррӑн сӑнаса пырса, — астӑватӑп, эпӗ чӑнах та… пулас… Мӗнле-ха, — терӗ вӑл, сасартӑк ӗлӗкхине астуса илсе, — эпир вӗт, Андрей, малтанах пӗтӗм Европӑна урлӑ та пирлӗ ҫӳресе тухасшӑнччӗ, Швейцари тӑрӑх ҫуран утса иртесшӗнччӗ, Везувий ҫинче урасене пӗҫертесшӗнччӗ, Геркулана анса пӑхасшӑнччӗ. Кӑштах ухмаха ермен! Мӗн чухлӗ айванлӑх!

— Айванлӑх! — тепӗр хут ӳпкелешсе каларӗ Штольц. — Эсӗ марччӗ-им, Рафаэль мадоннисен, Корреджио картинӗсен, «Аполлон Бельведерскин» гравюрисем ҫине пӑхса, куҫҫуль витӗр ҫапла калаттӑнччӗ: «Турӑҫӑм! Нивушлӗ нихҫан та вӗсен чӑн-чӑн ӳкерчӗкӗсене курма май пулмӗ, Микель-Анджело, Тициан произведенийӗсем умӗнче пулса, Рим ҫӗрӗ ҫинче тӑрса чӗнейми пуличчен тӗлӗнме май килмӗ?». Нивушлӗ ҫав миртӑсене, кипариссене, померанецсене оранжерейӑра ҫеҫ, хайсен тӑван ҫӗршывне курмасӑр ӗмӗре ирттермелле? Италири сывлӑшпа сывламасӑр, кӑн-кӑвак тӳпепе киленмесӗр!» Мӗн чухлӗ илемлӗ шухӑшсем пурччӗ санӑн! Айванлӑх!

— Ҫапла, ҫапла, астӑватӑп! — терӗ Обломов, иртни ҫинчен шухӑша кайса. — Эсӗ мана алӑран тытрӑн та: «Ҫаксене пурне те курмасӑр вилместпӗрех, тесе пӗр-пӗрне сӑмах парар…» — терӗн.

— Астӑватӑп, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Штольц, — эсӗ пӗррехинче, ман менельник ячӗпе, Сейб ҫырнинчен вырӑсла куҫарнӑ сыпӑка илсе пырса панӑччӗ, эпӗ ӑна упратӑп. Эсӗ тата, математика учителӗпе пӳлӗме питӗрӗнсе ларса, ҫаврашкасемпе тӑваткал кӗтеслӗхсене мӗншӗн пӗлме кирли ҫинчен пӗлесшӗн пултӑн, анчах ҫуррине ҫитсен пӑрахрӑн та тӗпчесе пӗлеймерӗн. Акӑлчан чӗлхине вӗренме пуҫларӑн… вӗренсе пӗтереймерӗн! Эпӗ ют ҫӗршывсене кайма план тусан, сана нимӗҫ университечӗсенче пулма чӗнтӗм, эсӗ сиксе тӑтӑн, мана ыталаса илтӗн те тупа туса сӑмах патӑн: «Эпӗ санӑн, Андрей, пур ҫӗрте те санпа!» терӗн. Ҫаксем пурте сан сӑмахусем. Эсӗ яланах кӑштах актер евӗрлӗ пулнӑ. Мӗнле-ха, Илья? Эпӗ икӗ хутчен ют ҫӗршывсенче пултӑм, иксӗмӗр ӗмӗтленнӗ хыҫҫӑн Бонра, Иенӑра, Эрлангенра студентсен сакки ҫинче лӑпкӑн ларса пӑхрӑм, унтан Европӑна хамӑн имение хӑнӑхнӑ пекех пӗлсе ҫитрӗм. Анчах ҫул ҫӳрени — капӑрланни тата пурте ҫапла ҫул ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, тивӗҫлӗ те мар, тейӗпӗр. Россия тата? Эпӗ Российӑна урлӑ та пирлӗ курса тухнӑ. Тӑрӑшатӑп.

— Хӑҫан та пулсан тӑрӑшма пӑрахатӑн вӗт, — астутарчӗ ӑна Обломов.

— Нихҫан та пӑрахмастӑп. Мӗншӗн пӑрахмалла?

— Хӑҫан хӑвӑн пуянлӑхна икӗ хут пысӑклататӑн, ҫавӑн чухне пӑрахатӑн, — терӗ Обломов.

— Ӑна тӑватӑ хут ӳстерсен те пӑрахмастӑп.

— Апла пулсан, — терӗ Обломов, пӗр вӑхӑт шӑпланнӑ хыҫҫӑн каллех калаҫма пуҫласа, — мӗншӗн тӑрмашатӑн-ха, санӑн тӗллевӳ хӑвна валли ӗмӗрлӗхех пуянлӑх пухса кайран канлӗн канма пуҫласси пулмасан?..

— Ку — ялти обломовщина! — терӗ Штольц.

— Е службӑра ӗҫленипе обществӑра паллӑ вырӑн йышӑнмалла та кайран тивӗҫлӗ пулнӑ канупа чыслӑн киленмелле…

— Ку — Петербург обломовщини! — терӗ Штольц.

— Апла пулсан хӑҫан пурӑнмалла-ха? — Штольц асӑрхаттарнипе тарӑхса каларӗ Обломов. — Мӗншӗн ӗмӗрӗпех тертленсе ирттермелле?

— Ӗҫшӗн хӑйшӗн, урӑх нимшӗн те мар. Ӗҫ вӑл — пурнӑҫ сӑнарӗ, пӗлтерӗшӗ, вӑй-хӑвачӗ, тӗллевӗ пулать, иҫмасса, маншӑн ҫавӑн пек. Акӑ эсӗ ӗҫе пурнӑҫран кӑларса пӑрахрӑн: мӗн евӗрлӗ ӗнтӗ вӑл? Эпӗ сана ҫӗклесе тӑратма хӑтланса пӑхатӑп, тен, ку юлашки хут пулӗ. Эхер те эсӗ ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫакӑнта Тарантьевсемпе те Алексеевсемпе ларсан, пачах пӑчланатӑн, хӑвӑншӑн ху та йывӑрланса ҫитетӗн. Халӗ е нихҫан та! — вӗҫлерӗ вӑл хӑй сӑмахне.

Обломов, ун ҫине пӑшӑрхануллӑ куҫсемпе пӑхса, вӑл мӗн каланине итлерӗ. Тусӗ ун умне тӗкӗр лартса пачӗ те, вӑл, ун ҫине пӑхса, хӑйне палласа илнипе хӑраса ӳкрӗ тейӗн.

— Ан вӑрҫ эсӗ мана, Андрей, ун вырӑнне, чӑнах та, пулӑш мана! — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа. — Эпӗ хам асапланатӑп ҫакӑнпа; эпӗ хам валли хамах виле шӑтӑкӗ алтнине тата хуйхӑрса макӑрнине эсӗ паян та пулин хӑть курсан е илтсен, мана ҫаплах ӳпкелемен пулӑттӑн. Пӗтӗмпех пӗлетӗп, пӗтӗмпех ӑнланатӑп, анчах вӑйӑм, ҫирӗплӗхӗм ҫук. Пар мана хӑвӑн ӑсупа ҫирӗплӗхне, ертсе кай мана ӑҫта каяс тенӗ ҫавӑнта. Тен, эпӗ санпа пӗрле кайӑп, пӗччен вара вырӑнтан та хускалма пултараймастӑп. Эсӗ тӗрӗссине калатӑн: «Халӗ е урӑх нихҫан та». Тата тепӗр ҫулталӑк — кая юлать.

— Эсӗ-и ку, Илья? — терӗ Штольц. — Эсӗ имшеркке те ҫивӗч ача пулнине, Пречистенкинчен кашни кунах Кудринӑна ҫӳренине астӑватӑп эпӗ; унта, сад пахчинче… аппӑшӗпе йӑмӑкне манман-и эсӗ? Манса кайман-и эсӗ ху вӗсем патне Руссо, Шиллер, Гете, Байрон произведенийӗсене леҫсе панине тата вӗсенчен Коттеньпа Жанлисӑн романӗсене тӑпӑлтарса илнине… мӑнаҫланаттӑн вӗсен умӗнче астӑватӑн-и вӗсен кӑмӑл туртӑмӗсене тасатасшӑн пулнине?..

Обломов вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ.

— Мӗн, эсӗ ҫакна та астӑватӑн-и, Андрей? Ҫапла пулмасӑр! Эпӗ вӗсемпе пӗрле ӗмӗтленнӗ, пулас шанчӑксем ҫинчен пӑшӑлтатнӑ, плансемпе шухӑшсене тата… туйӑмсене аталантарнӑ, эсӗ куласран хӑранипе санран вӑрттӑн тунӑ. Ҫаксем пурте унтах вилнӗ те урӑх нихҫан та тепӗр хут чӗрӗлмен! Ара, ӑҫта кайса кӗнӗ ҫаксем пурте — мӗне пула сӳннӗ! Ӑнкарса илейместӗп! Манӑн тӑвӑлла кунсем те, хытӑ пӑлханнисем те пулман вӗт: эпӗ нимӗн те ҫухатман; манӑн совеҫе нимӗнле йывӑрлӑх та пусса тӑмасть, вӑл кӗленче пекех таса; нимӗнле хуйхӑ та манӑн мӑнаҫлӑха пӑчлантарман, апла пулсан та, темшӗн пӗтӗмпех пӗтсе пыратӑп! Вӑл ассӑн сывласа ячӗ.

— Пӗлетӗн-и, Андрей, ман пурнӑҫра нимӗнле ҫулӑм та — ҫӑлаканни те, аркатаканни те — нихҫан та хыпса илмен вӗт! Ман пурнӑҫ ир евӗрлӗ пулнӑ, ун ҫине хуллен-хуллен тӗссем, ҫутӑсем ӳкнӗ, унтан, ыттисенни пекех, иртен кун пулнӑ, вӗри хӗмленнӗ, пурте вӗресе тӑнӑ, кӑнтӑрлахи шӑрӑхра малалла шунӑ, унтан шӑпланнӑҫемӗн шӑпланса, шупкаланса пынӑ та каҫа хирӗҫ, кулленхи пекех, майӗпен сӳннӗ.. Ҫук, манӑн пурнӑҫ сӳнме пуҫланинчен тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле, анчах та ку ҫапла! Хама ӑнланнӑ пӗрремӗш минутранпах эпӗ сӳнме пуҫланине туйса илнӗ. Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм… Мӑнкӑмӑллӑх — ӑҫта сапаланса пӗтрӗ вӑл? Паллӑ ҫӗвӗҫе кӗпе-йӗм ҫӗлетме парасшӑн пулнипе-и? Паллӑ ҫуртсене лекесшӗн пулнипе-и? П… князь ман аллӑма чӑмӑртатӑр тесе-и? Мӑнкӑмӑлланни — пурнӑҫӑн тӗвви вӗт! Ӑҫта кайса кӗчӗ вӑл? Е эпӗ ҫак пурнӑҫа ӑнланса илеймен, е вӑл ниҫта юрӑхсӑр, лайӑххине вара эпӗ нимӗн те курман, илтмен, мана ӑна никам та кӑтартса паман. Эпӗ, комета пек, ҫуттӑн та хӑвӑрттӑн пӗрре курӑннӑ, тепре ҫухалнӑ, хам вара ҫаксене пурне те маннӑ, сӳнсе пынӑ…

Обломов сӑмахӗсене хирӗҫ Штольц текех йӗкӗлтесе хирӗҫ тавӑрса каламарӗ ӗнтӗ. Вӑл итлерӗ, кичеммӗн, шарламасӑр ларчӗ.

— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ. Ҫапла, юратнӑ Андрейӑм, вуникӗ ҫул иртсе кайрӗ: манӑн вара урӑхран вӑранас килмерӗ.

— Мӗншӗн-ха эсӗ ирӗке хӑтӑлса тухмарӑн, ӑҫта та пулин тармарӑн, шарламасӑр пӗтсе пытӑн? — чӑтӑмсӑррӑн ыйтрӗ Андрей.

— Ӑҫта?

— Ӑҫта-и? Хӑвӑн мужикусемпе пӗрле Атӑл ҫине хуть: унта хускану пур, мӗнле те пулин интерессем, тӗллев, ӗҫ пур. Эпӗ Ҫӗпӗре, Ситхана кайнӑ пулӑттӑмччӗ.

— Авӑ эсӗ мӗнле хӑватлӑ меслетсем сӗнетӗн! — асӑрхаттарчӗ Обломов салхуллӑн. — Эпӗ пӗччен-и-мӗн? Пӑх-ха: Михайлов, Петров, Семенов, Алексеев, Степанов… шутласа пӗтерейместӗн; пирен ятсем легионӗпех!

Штольц шарламарӗ, вӑл хӑй те тусӗ ҫапла тӗрӗс пӗлтернине пула шухӑша кайса ларчӗ. Унтан ассӑн сывласа ячӗ.

— Ҫапла, шыв нумай юхса иртрӗ! — терӗ вӑл. — Эпӗ сана ахаль хӑвармастӑп, эпӗ сана кунтан илсе каятӑпах, малтанах ют ҫӗршыва, унтан яла; кӑшт имшерленӗн, юншӑхма пӑрахӑн, кайран ӗҫне те шыраса тупӑпӑр…

— Ҫапла, ӑҫта та пулин каяр кунтан! — кӑшкӑрса ячӗ Обломов.

— Ыран ют ҫӗршыва канмалли паспорт пирки ҫӳреме пуҫлатпӑр, унтан ҫула хатӗрленме тытӑнатпӑр… Эпӗ тытӑннӑ ӗҫе пӑрахмастӑп, илтетӗн-и, Илья?

— Санӑн яланах ыран! — терӗ Обломов, пӗлӗт ҫинчен татӑлса аннӑ пекех.

— Эсӗ вара «паян тума юранине ырана хӑвармалла мар» тетӗн-и? Мӗнле хӑвӑрт тӑватӑн! Паян кая юлчӗ ӗнтӗ, — хушса хучӗ Штольц, — анчах икӗ эрне хыҫҫӑн инҫетре пулатпӑр…

— Ку мӗн, тӑванӑм, икӗ эрне хыҫҫӑнах, чим-ха, сасартӑках!.. — терӗ Обломов. — Лайӑхрах шухӑшласа пӑхмалла тата хатӗрленмелле. Мӗнле те пулин тӑрантас кирлӗ… тепӗр виҫӗ уйӑхран, тен.

— Тӑрантас! Чикке ҫити эпир почта лавӗпе каятпӑр е Любека ҫити пӑрахутпа, мӗнле канлӗрех пулать; лере вара нумай ҫӗрте чугун ҫулсем пур.

— Хваттер мӗнле, Захар, Обломовка? Тата мӗн тумаллине хушмалла-ҫке-ха ? — хӳтӗленчӗ Обломов.

— Обломовщина, обломовщина! — терӗ Штольц кулкаласа, унтан ҫурта илчӗ, Обломова ырӑ каҫ сунчӗ те ҫывӑрма кайрӗ.

— Халӗ е нихҫан та — асту! — тесе хушса хучӗ вӑл алӑка хупнӑ май, Обломов еннелле ҫаврӑнса.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех