Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII сыпӑк

Пай: Обломов –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.13 23:01

Пуплевӗш: 386; Сӑмах: 4361

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эрне иртсе кайрӗ. Обломов, ирхине вӑранмассерен, кӗперсене хывнӑ-ши, тесе пӑшӑрханса ыйтать.

— Ҫук-ха, — теҫҫӗ ӑна, вӑл вара сехет шакканине, кофе авӑртмалли арман ҫатӑртатнине, саркайӑксем юрланине итлесе, куна лӑпкӑн ирттерет.

Чӑх чӗпписем шиплеттерме пӑрахрӗҫ, вӗсем тахҫанах ӳссе ҫитрӗҫ те хӑйсен витисенче пытанса лараҫҫӗ. Ольга парса янӑ кӗнекесене Обломов вуласа тухаймарӗ: ҫӗр пиллӗкмӗш страницӑна ҫитсен вулама чарӑнса, кӗнеке хуплашкине ҫӳлелле туса хучӗ те, кӗнеке ҫаплах темиҫе кун хушши выртать.

Ун вырӑнне вӑл час-часах кил хуҫи арӑмӗн ачисемпе вӑхӑта ирттерет. Ваня питӗ тӑнлӑ ача, Европӑри пысӑк хула ячӗсене виҫҫӗ каласанах асра тытса юлчӗ, куншӑн ӑна Илья Ильич Нева тепӗр енне кайсан, пӗчӗк глобус парнелеме пулчӗ; Машенька Обломова виҫӗ тутӑр пӳклесе пачӗ — япӑх пӳклерӗ, чӑнах та, ҫапах вӑл пӗчӗк аллисемпе кулӑшла ӗҫлет, кашни вершук пӳклемессерен Обломов патне чупса пырса кӑтартать.

Обломов, алӑк хушӑкӗ витӗр кил хуҫи арӑмӗн чавсисене курсанах, вӗҫӗмсӗр унпа калаҫать. Кил хуҫи арӑмӗ ҫӑнӑх алать-и, кофе авӑртать-и, кӗпесем якатать-и — Обломов вӑл мӗн тунине унӑн чавсисем мӗнле хускалкаланинченех чухла пуҫларӗ.

Вӑл унӑн амӑшӗпе те калаҫма хӑтланса пӑхрӗ, анчах лешӗ ниепле те калаҫса пӗтереймест: ҫур сӑмахрах чарӑнса, чышкипе стена ҫумне тӗренет те пӗкӗрӗлсе ӳсӗрме тытӑнать, темӗнле йывӑр ӗҫ тӑвать, тейӗн; юлашкинчен ахлатса ярать те — ҫакӑнпа пӗтӗм калаҫу пӗтет.

Кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшне ҫеҫ вӑл пӗрре те кураймасть е курсан та чӳрече витӗр унӑн папкине ҫеҫ курса юлать, хӑй вӑл килте ҫукпа пӗрех, шӑп пурӑнать. Обломов кил хуҫисем пӗр кӗтессе лӑпчӑнса апатланнӑ пӳлӗме ӑнсӑртран кӗрсе кайсан та, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ тута хӗррисене пӳрнисемпе васкавлӑн шӑлчӗ те хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе ҫухалчӗ.

Пӗррехинче, ирхине, Обломов ним пӑлханмасӑр вӑранса, кофе ӗҫме ларнӑччӗ ҫеҫ, сасартӑк Захар кӗперсем хывни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Обломов чӗри кӑртах турӗ.

— Ыран вырсарникун, — терӗ вӑл. — Ольга патне каяс пулать, ют ҫынсем ху ҫине ытарлӑн пӑхнине кунӗпе чӑтса ларас пулать, кайран Ольгӑна унӑн инкӗшӗпе хӑҫан калаҫса татӑласси ҫинчен пӗлтерес пулать.

Вӑл пур — халӗ те ҫураҫас пирки нимле шут тытма та пултараймасть-ха.

Шухӑшӗпе хӑй ҫавӑнтах акӑ мӗн курчӗ: вӑл хӗр ҫураҫнӑ ӗнтӗ, иккӗмӗш кунне те, виҫҫӗмӗш кунне те тӗрлӗрен дамӑсемпе арҫынсем килеҫҫӗ, пурте ун ҫине сӑнаса пӑхаҫҫӗ, хӗр ҫураҫнӑ ятпа ирттерекен апатланура ун сывлӑхӗшӗн ӗҫеҫҫӗ. Унтан… унтан, хӗр ҫураҫнӑ тивӗҫпе, вӑл савнийӗ валли парне илсе килет…

— Парне! — хӑраса каларӗ те вӑл, хавассӑр ахӑлтатса кулса ячӗ.

Парне! Унӑн кӗсйинче укҫи те икҫӗр тенкӗ ҫеҫ! Укҫине ялтан ярса парсан та, раштав тӗлне ҫеҫ, тен, тата каярахпа, тырӑ сутнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ярса парӗҫ, тыррине мӗн чухлӗ сутасси, тырри мӗн чухлӗ пурри, усламӗ мӗн чухлӗ тухасси — йӑлтах ҫыру илсен паллӑ пулмалла, анчах ҫыру килмест. Мӗн тумалла-ха? Сывӑ пул, икӗ эрнелӗх канӑҫ!

Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах ун умӗнче Ольга сӑнӗ курӑнса тӑчӗ: унӑн ҫемҫе те яланах хускануллӑ куҫхаршийӗсем те, ӑслӑ, сенкер-кӑвак куҫӗсем те, пӗтӗм пуҫӗ те, ҫивӗтӗ те; — ҫав ҫивӗте Ольга ӗнсе ҫинеллех ҫивӗтлесе антарать, вара вӑл унӑн йӑрӑс пӳне пуҫӗнчен пуҫласа пилӗке ҫитиех илем кӳрсе тӑрать.

Ольга юратупа хӗмленме тытӑнсанах Обломова чул пек йывӑр шухӑш пусма тытӑнать: мӗнле пулмалла, мӗн тумалла, туй ыйтӑвне мӗнле пуҫарса ямалла, укҫа ӑҫтан тупмалла, кайран мӗнпе пурӑнмалла?..

«Тӑхтам-ха татах; тен, ыран е виҫмине ҫыру килӗ». Вӑл ҫавӑнтах шутлама пуҫларӗ: ҫыру яла хӑҫан ҫитет, кӳрши мӗн вӑхӑт кӗттерет, хирӗҫ ҫырса яма мӗн чухлӗ вӑхӑт иртет?

«Ҫак виҫӗ кун хушшинче, нумайран тӑватӑ кун хушшинче, ҫыру килме кирлӗ; унччен Ольга патне кайма тӑхтатӑп, — шутларӗ Обломов, — тен, Ольга пӗлмест те пулӗ-ха кӗперсем хывни ҫинчен…»

— Катя, кӗперсем хывнӑ-и? — ыйтрӗ горничнӑйран Ольга ҫав ирхинех, ҫывӑрса тӑрсан.

Ҫакӑн ҫинчен вӑл кашни кунах ыйтса пӗлнӗ-мӗн. Обломов ӑна чухлайман та.

— Пӗлместӗп, пикеҫӗм; паян кучера та, дворника та курмарӑм, Никита пӗлмест.

— Эсӗ мана мӗн кирлине нихҫан та пӗлместӗн! — кӑмӑлсӑрланса каларӗ Ольга, вырӑн ҫинче выртнӑ май мӑйӗнчи вӑчӑрине пӑхкаласа.

— Эпӗ халех ыйтса пӗлетӗп, пикеҫӗм. Эпӗ сирӗн патӑртан уйрӑлса кайма хӑяймарӑм, вӑранатӑр пулӗ, тесе шухӑшларӑм, пӗлнӗ пулсан, тахҫанах кайса килеттӗм. — Катя ҫавӑнтах пӳлӗмрен тухса ҫухалчӗ.

Ольга сӗтел сунтӑхне уҫрӗ те Обломовӑн юлашки ҫырӑвне туртса кӑларчӗ. «Чирлӗ, мӗскӗн», пӑшӑрханса шухӑшларӗ хӗр. «Вӑл унта пӗччен, тунсӑхлать… Ах, турӑҫӑм, хӑҫан-ши…»

Вӑл шухӑшласа та пӗтереймерӗ, хӗрелсе кайнӑ Катя пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ:

— Хывса пӗтернӗ, ҫӗркаҫ хывса пӗтернӗ! — савӑнса каларӗ те вӑл, вырӑн ҫинчен сиксе аннӑ хӗре ыталаса илчӗ, ӑна ҫӳхе кофта тӑхӑнтарчӗ, пӗчӗк туфлисене лартса пачӗ.

Ольга хӑвӑрт сӗтел сунтӑхне уҫса темскер туртса кӑларчӗ те Катьӑна тыттарчӗ, лешӗ ун аллине чуптуса илчӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе анни, Катьӑна укҫа тыттарни, пике аллине чуптуни — йӑлтах пӗр минутра пулса иртрӗ. «Ах, ыран вырсарникун: мӗнле лайӑх пулать! Вӑл килет!» тесе шухӑшларӗ те Ольга, хӑвӑрт тумланчӗ, васкаса чей ӗҫрӗ, вара инкӗшӗпе магазина тухса кайрӗ.

— Ма tantе, ыран кӑнтӑрлахи кӗлӗ тӗлне Смольнӑя каятпӑр-и? — ыйтрӗ Ольга.

Инкӗшӗ кӑштах куҫӗсене хӗссе илчӗ, шухӑшласа пӑхрӗ, вара:
— Кайӑпӑр, анчах питӗ инҫе-ҫке, — терӗ.
— Мӗншӗн хӗлле кайма шут тытрӑн-ха!

Кимӗпе ярӑннӑ чухне Обломов Ольгӑна ҫав чиркӗве кӑтартрӗ, ҫавӑнпа ҫеҫ унта каясшӑн пулчӗ вӑл; Обломов сывлӑхлӑ пултӑрччӗ, мана юраттӑрччӗ, манпа телейлӗ пултӑрччӗ, мана часрах ҫураҫтӑрччӗ, тесе ҫав чиркӳре турра кӗл-тӑвас килчӗ ун… Мӗскӗн Ольга!

Вырсарникун та ҫитрӗ. Ольга, пӗтӗм апатлану Обломова килӗшмелле пултӑрччӗ, тесе питӗ ӑста хатӗрленчӗ.

Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ. Сасси питӗ уҫҫӑн янӑрарӗ, дачӑран килнӗренпе те кун пек пулманчӗ». Вара Обломова кӗтме тытӑнчӗ.

Барон вӑл кӗтнӗ тӗлех килсе ҫитрӗ те Ольга ҫуллахи пекех илемленсе кайни ҫинчен, анчах кӑштах начарланни ҫинчен каларӗ.

— Ялти уҫӑ сывлӑш ҫукки тата пурнӑҫӑрти пӗчӗк йӗркесӗрлӗх сире самаях улӑштарнӑ, — терӗ барон. — Савнӑ Ольга Сергеевна, сире уйри таса уҫӑ сывлӑш, ялти сывлӑш кирлӗ.

Вӑл Ольга аллине темиҫе хут чуптурӗ, унӑн сӑрланӑ уссийӗнчен Ольга пӳрнисем ҫине пӗчӗкҫеҫ хура пӑнчӑ пулса юлчӗ.

— Ҫапла, ялта уҫӑрах, — терӗ Ольга шухӑшласа, анчах барона мар, такама, аяккалла пӑхса каларӗ.

— Ял пирки, — хушса хучӗ барон, — ҫитес уйӑхра сирӗн ӗҫ пӗтет, вара апрель уйӑхӗнче эсир хӑвӑр имение кайма пултаратӑр. Вӑл пысӑках мар, анчах вырӑнӗ — тӗлӗнмелле чаплӑ! Сире килӗшетех вӑл. Мӗнле ҫурт! Сад! Унтах, ту ҫинче, пӗр павильон пур, эсир ӑна юратса пӑрахатӑр. Юханшыв еннелле пӑхса ларать вӑл… астӑваймастӑр ҫав, эсир пилӗк ҫулта чух сирӗн аҫӑр унтан тухса килчӗ, сире те пӗрле илсе килчӗ.

— Ах, мӗнле хавас пулатӑп эпӗ! — терӗ те Ольга, шухӑша кайрӗ.

«Халӗ ӗнтӗ яла каясси пирки татӑклӑ йышӑннӑ, — шухӑшларӗ вӑл, — анчах Обломов кун пирки халех пӗлеймӗ…»

— Ҫитес уйӑхра-и, барон? — ҫивӗччӗн ыйтрӗ Ольга. — Ку чӑнах-и?

— Эсир яланах питӗ илемлӗ, паян тата илемлӗ пулнӑ пекех, чӑн, — терӗ те барон, Ольгӑн инкӗшӗ патне кайрӗ.

Ольга пӗчченех ларса юлчӗ те пулас телей ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ, анчах вӑл ку хыпара, хӑйӗн ӗмӗчӗсене Обломова калама шутламарӗ.

Обломов юлхав чунне юрату йӑлтах улшӑнтарӗ, вӑл иккӗленсе асапланма пӑрахӗ, телей умӗнче чӑтса тӑраймӗ, ялтан лайӑх хыпар илӗ те, савӑннипе, Ольга патне чупса, вӗҫсе пырса, ҫырӑвне ун ури умне хурӗ, вара иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла инкӗшӗ патне ыткӑнӗҫ, унтан вара… — Ҫакӑ йӑлтах мӗнле пулса пырасса Ольгӑн тӗпӗ-йӗрӗпе курас килчӗ.

Унтан вӑл Обломова ҫапла калӗ: «манӑн ял пур, сад, юханшыв еннелле пӑхса ларакан павильон, пурӑнма юрӑхлӑ ҫурт пур, малтан унта каймалла, кайран — Обломовкӑна».

«Ҫук, ялтан лайӑх хыпар ан килтӗрччӗ», шухӑшларӗ Ольга: «вӑл мӑнкӑмӑлланса кайӗ те манӑн хамӑн имени, ҫурт, сад пурришӗн савӑнма та пӗлеймӗ… Ҫук, ан тив, «ялта йӗркесӗрлӗх, унта хамӑн кайса килмелле», тесе пӑшӑрхантӑр вӑл ҫыру илсен. Вӑл ним пӑхса тӑмасӑр Обломовкӑна тухса кайӗ, унта мӗн кирлине йӑлт тума хушӗ, нумайӑшне хушма манӗ, пултараймӗ, ячӗшӗн ҫеҫ тӑвӗ, вара каялла вӗҫтерсе ҫитӗ те сасартӑк ҫакна пӗлӗ: чӑрманса ҫӳремелле те пулман-мӗн — пӳрт те, сад та, чаплӑ павильон та пур-мӗн, Обломовкӑсӑр та пурӑнма вырӑн пур-мӗн… Ҫапла, ҫапла, вӑхӑт ҫитмесӗр ӑна ним те каламӑп; ан тив, вӑл яла кайса килтӗр, ан тив, хускалтӑр, чӗрӗлтӗр — йӑлтах маншӑн, пулас телейшӗн пултӑр! Е, апла мар: мӗншӗн ӑна яла ярас-ха, мӗншӗн уйрӑлас? Ҫук, вӑл, сӑнран шуралса, салхуланса кайнӑскер, ҫул ҫӳремелли ҫи-пуҫ тӑхӑнса, ман пата пӗр уйӑхлӑха сывпуллашма килӗ те эпӗ ӑна сасартӑк калӑп: «ҫуллаччен кайма кирлӗ мар, ҫулла пӗрле кайӑпӑр», тейӗп…

Ҫакӑн пек ӗмӗтленчӗ те Ольга, барон патне чупса пырса, ӑна вӑхӑт ҫитмесӗр ку хыпара никама та калама юраманнине чеен систерчӗ. Никама та тесе вӑл Обломов пирки каларӗ.

— Юрӗ, юрӗ, ма калас? — терӗ барон. — Каласан та, тен, сӑмах майӗн, мсье Обломова…

Ольга хӑйне хӑй пусарса, лӑпкӑн каларӗ:

— Ҫук, ӑна та ан калӑр.

— Сирӗн ирӗкӗр, эсир пӗлетӗр, маншӑн саккун… — хушса хучӗ барон кӑмӑллӑн.

Ольга чееленме те пӗлет. Ҫынсем пур чухне унӑн Обломов ҫине пӑхас килсен, вӑл чи малтан ҫынсем ҫине, унтан тин Обломов ҫине пӑхать.

Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармасть пуль вӑл — йӑлтах Обломов пирки. Миҫе хутчен унӑн питҫӑмартййӗсем пӗҫермерӗҫ пулӗ! Миҫе хутчен вӑл фортепиано клавишӗсене тӗрӗслесе тухмарӗ-ши е нотӑсене вырӑнтан вырӑна илсе хумарӗ пулӗ! Анчах Обломов ҫаплах ҫук! Мӗне пӗлтерет ку?

Виҫӗ сехет те, тӑваттӑ та ҫитрӗ — ҫаплах ҫук! Пилӗк сехет ҫурӑ ҫитнӗ тӗле вӑл сӑнтан кайма пуҫларӗ: сӗтел хушшине ларсан, унӑн илемлӗ сӑнӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ, шуралса кайрӗ.

Ыттисемшӗн пулсан — нимӗн те мар: никам та ним асӑрхамасть — пурте Обломов валли хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе ҫиеҫҫӗ, хаваслӑ калаҫаҫҫӗ, пӗрре те пӑшӑрханмаҫҫӗ.

Каҫ пулса та килет, анчах вӑл ҫук та ҫук. Вунӑ сехетчен килет пуль тесе, Ольга хумханса кӗтсе ларчӗ; вунӑ сехет ҫитсен, хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ.

Малтанах Ольга хайӗн чӗринчи пӗтӗм тарӑхӑва Обломов ҫине тиерӗ; хӑй пӗлнӗ пур хаяр сӑмахсемпе Обломова тӑрӑхласа вӑрҫрӗ. Унтан вара пӗтӗм кӗлетки вут пек вӗриленсе кайрӗ, унтан пӑр пек шӑнса кайрӗ.

«Чирлӗ вӑл; пӗччен вӑл; ҫырма та пултараймасть…» шухӑшласа илчӗ Ольга.

Ҫак шухӑш ӑна ҫавӑрса илчӗ те ҫӗрӗпех ҫывӑртмарӗ. Икӗ сехет хушши Ольга асапланса, тӗлӗрнӗ пек выртрӗ, ҫӗрле аташрӗ, ирхине унӑн сӑнӗ шуралчӗ, анчах хӑй лӑпкӑ та хӑюллӑ пулчӗ.

Тунтикун ирхине кил хуҫи арӑмӗ Обломов пӳлӗмне кӗчӗ те:
— Сире темӗнле хӗр курасшӑн, — терӗ.

— Мана-и? Пулма пултараймасть! — хирӗҫ тавӑрчӗ Обломов. — Ӑҫта вӑл?

— Акӑ кунтах: вӑл пирӗн крыльцана йӑнӑшпа килсе кӗнӗ. Кӳртес-и?

Обломов мӗн тумаллине шухӑшласа та илеймерӗ, ун умне Катя пырса та тӑчӗ. Кил хуҫи арӑмӗ тухса кайрӗ.

— Катя! — тӗлӗнсе каларӗ Обломов. — Мӗнле эсӗ? Мӗн эсӗ?

— Пике кунта, — пӑшӑлтатса каларӗ Катя, — вӑл ыйтса пӗлме хушрӗ…

Обломов сӑнран улшӑнчӗ.

— Ольга Сергеевна! — хӑраса пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Тӗрӗс мар ку, Катя, эсӗ шӳтлетӗн пулӗ? Ан асаплантар мана!

— Туршӑн та, чӑнах, тара тытса килнӗ каретӑра вӑл, чей магазинӗ тӗлӗнче кӗтет, кунта килесшӗн. Тепӗр ҫур сехетрен кунта килет, ҫавӑнпа Захара ӑҫта та пулин ятӑр, тесе пӗлтерме хушрӗ.

— Апла пулсан, эпӗ хам каятӑп. Мӗнле юратӑр-ха ӑна кунта килме? — терӗ Обломов.

— Ӗлкӗрейместӗр, вӑл, курӑр ак, халех килсе кӗрет; эсир чирлӗ пуль, тесе шухӑшлать вӑл. Сывӑ пулӑр, эпӗ чуптаратӑп, вӑл пӗчченех, кӗтет мана…

Катя тухса кайрӗ.

Обломов питӗ васкаса галстук ҫакрӗ, жилетка, атӑ тӑхӑнчӗ те Захара кӑшкӑрса илчӗ:

— Захар, эсӗ нумай пулмасть Нева леш енчи Гороховӑй урама хӑнана яма ыйтаттӑн марччӗ-и, халӗ кайма пултаратӑн ак! — хытӑ пӑлханса каларӗ Обломов.

— Каймастӑп, — татӑклӑн тавӑрчӗ Захар.

— Ҫук, кай эсӗ! — ҫине тӑрсах каларӗ Обломов.

— Мӗнле хӑна вӑл праҫник мар чух? Каймастӑп! — кутӑнлашрӗ Захар.

— Ан кутӑнлаш, кай теҫҫӗ сана, хуҫа кӑмӑлпа янӑ чух юлташусемпе пӗрле савӑн!

— Ну вӗсене, юлташсене!

— Курас килмест-им сан вӗсене?

— Киревсӗрсем пурте — тепӗр чух вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмӑттӑм!

— Кай ӗнтӗ, кай! — ҫине тӑрсах каларӗ Обломов, хӑй ҫавӑнтах тарӑхса ӳкрӗ.

— Ҫук, паян килтех ирттеретӗп, вырсарникун, тен, каятӑп! — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Захар.

— Халех, ҫак самантрах! — пӑлханнипе васкатрӗ ӑна Обломов. — Эсӗ тивӗҫлӗ…

— Ӑҫта каям-ха эпӗ ҫак пылчӑкра? — хирӗҫ тавӑрчӗ Захар.

— Ну, кайса уҫӑлса ҫӳре пӗр-икӗ сехет: куратӑн, ав, пит-куҫу ҫывӑрса тӑртаннӑ, — тухса уҫӑл.

— Пит-куҫӗ пит-куҫ майлах: хамӑр йышшисем евӗр! — терӗ Захар, чӳрече витер ӳркевлӗн пӑхса.

«Ах, турӑҫӑм, халех килсе кӗрет!» — шухӑшларӗ Обломов, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса.

— Ну, тархасшӑн, кайса уҫӑлса ҫӳре-ха, ыйтаҫҫӗ вӗт санран! Акӑ тыт ҫирӗм пус, юлташупа сӑра ӗҫ.

— Эпӗ крыльца ҫине тухатӑп пӗреххут — ҫак сивӗре ӑҫта каяс-ха манӑн? Тен, хапха умӗнче ларӑп, унта ларма пултаратӑп…

— Ҫук, хапхаран аяккарах кай, — васкаса каларӗ Обломов, — ҫавӑнта, урӑх урамалла, сулахай еннелле, сад патне кай… Нева леш енне.

«Мӗнле тӗлӗнтермӗш япала ку!» — шухӑшларӗ Захар — «уҫӑлса ҫӳреме хӑваласа ярать, нихҫан та пулманччӗ кун пек».

— Эпӗ вырсарникун кайӑп, тен, Илья Ильич…

— Каятӑн-и эсӗ? — шӑла ҫыртса каларӗ Обломов, Захара хуптӗрлесе.

Захар куҫран ҫухалчӗ, Обломов Аниҫйӑна чӗнчӗ.

— Пасара кайса кӑнтӑрлахи апат валли ил… — терӗ Обломов ӑна.

— Кӑнтӑрлахи апат валли йӑлтах илсе хунӑ, халех апат хатӗр пулать… — сӑмсапа калаҫма пуҫларӗ Анисья.

— Ан шарла, итле! — кӑшкӑрчӗ те Обломов, Анисья ҫавӑнтах хӑраса ӳкрӗ.

— Кайса спаржа та пулин илсе кил… — каласа хучӗ Обломов, мӗн илме хушса ямаллине шухӑшласа кӑлараймасӑр.

— Халӗ мӗнле спаржа пултӑр, улпутӑм? Кунта ӑҫтан тупас-ха ӑна…

— Марш! — тесе кӑшкӑрчӗ те Обломов, Анисья чупса тухрӗ. — Чуп, мӗн вӑй ҫитнӗ таран унталла, — кӑшкӑрса юлчӗ Обломов ун хыҫӗнчен, — каялла та ҫаврӑнса ан пӑх, каялла таврӑннӑ чух питӗ хуллен кил, икӗ сехет ҫитмесӗр кунта сӑмсуна та ан кӑтарт.

— Мӗнле тӗлӗнтермӗш япала ку! — терӗ Захар Анисьйӑна, хапха патӗнче тӗл пулса. — Уҫӑлса ҫӳреме хуса кӑларса ячӗ, ҫирӗм пус укҫа пачӗ. Ӑҫта каям-ха эпӗ?

— Улпут ирӗкӗ, — терӗ Анисья, хӑвӑрт тавҫӑрса илсе, — эсӗ граф кучерӗ патне, Артемий патне кай, ӑна чей ӗҫтер, сана вӑл пӗрмаях ӗҫтерет, эпӗ пасара чупатӑп.

— Артемий, мӗнле тӗлӗнтермӗш япала ку? — терӗ Захар тусне. — Хуҫа уҫӑлса ҫӳреме хӑваласа кӑларса ячӗ, сӑра ӗҫме укҫа та пачӗ…

— Хӑй ӗҫсе ӳсӗрӗлме шухӑшламарӗ-ши вӑл? — ӑслӑ тавҫӑрса илсе каларӗ Артемий. — Эсӗ ӑна ӑмсанса пӑхса ларасран, сана укҫа та парас, терӗ пулӗ. Кайрӑмӑр!

Вӑл Захара куҫ хӗсрӗ те пуҫӗпе темӗнле урам еннелле кӑтартрӗ.

— Кайрӑмӑр! — терӗ Захар, лешин пекех, пуҫӗпе хайхи урам еннелле сулчӗ.

— Акӑ мӗнле тӗлӗнтермӗш япала: уҫӑлса ҫӳреме хӑваласа ячӗ! — куларах хӑйӑлтатса каларӗ Захар хӑйне хӑй.

Вӗсем кайрӗҫ, Анисья пӗрремӗш ҫул тӑваткалне ҫитсенех канаври ҫатан хыҫне ларса, мӗн пуласса кӗтме пуҫларӗ.

Обломов кашни сас-чӗве итлесе, кӗтсе тӑчӗ: акӑ такам килхушши алӑкӗн хӑлӑпне тытрӗ те ҫав самантрах сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрни илтӗнсе кайрӗ.

— Ылханлӑ йытӑ! — шӑлне шатӑртаттарса илчӗ Обломов, вара картузне ярса илсе, килхушши алӑкӗ патне ыткӑнчӗ: алӑк уҫрӗ те Ольгӑна крыльца патне ыталанӑ пекех ҫавӑтса ҫитерчӗ.

Ольга пӗчченех. Катя хапхаран инҫех мар, каретӑра ӑна кӗтсе ларать.

— Эсӗ чирлӗ мар-и? Выртмастӑн-и ? Мӗн пулчӗ сана? — васкаса ыйтрӗ Ольга, Обломов пӳлӗмне кӗрсессӗн; хӑй салопне те, шлепкине те хывмарӗ, Обломова пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех пӑхма пуҫларӗ.

— Халӗ мана ҫӑмӑлрах, пыр ыратми пулчӗ, — терӗ Обломов, пырне сӗртӗннӗ май кӑштах ӳсӗрсе.

— Мӗншӗн пымарӑн ӗнер? — ыйтрӗ Ольга, Обломов ҫине шӑтарасла пӑхса, анчах лешӗ пӗр сӑмах та шарламарӗ.

— Мӗнле-ха эсӗ, Ольга, ҫакӑн пек тума пултаратӑн? — хӑраса ыйтрӗ Обломов. — Эсӗ пӗлетӗн-и мӗн тунине?..

— Кун ҫинчен кайран калаҫӑпӑр! — чӑтаймасӑр пӳлчӗ Ольга. — Эпӗ санран ыйтатӑп: мӗн пулчӗ, мӗншӗн пыма пӑрахрӑн?

Обломов шарламарӗ.

— Урпа тухмарӗ-и? — ыйтрӗ Ольга. Обломов шарламарӗ.

— Эсӗ чирлӗ пулман; санӑн пыр ыратман, — терӗ Ольга, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерсе.

— Пулман, — терӗ Обломов шкул ачи сассипе.

— Улталарӑн мана! — Ольга ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Мӗншӗн?

— Эпӗ сана йӑлтах каласа ӑнлантаратӑп, Ольга, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Обломов, — пысӑк сӑлтав пулнӑ пирки икӗ эрне хушши пыраймарӑм… эпӗ хӑрарӑм…

— Мӗнрен? — ыйтрӗ Ольга ларнӑ май, шлепкипе салопне хывса.

Обломов вӗсене диван ҫине илсе хучӗ.

— Ҫын сӑмахӗнчен, элекрен…

— Эпӗ ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр тем те пӗр шухӑшланипе чирлесе ӳкесрен хӑрамарӑн-и? — ыйтрӗ Ольга, Обломова витӗр сӑнаса пӑхса.

— Эсӗ пӗлместӗн, Ольга, манӑн кунта мӗн пулса иртнине, — терӗ Обломов, кӑкӑрӗпе пуҫӗ ҫине кӑтартса, — эпӗ, вутри пек, канӑҫсӑр пурӑнатӑп. Эсӗ мӗн пулнине пӗлместӗн-и?

— Тата мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Ольга сиввӗн.

— Санпа ман ҫинчен питӗ инҫене сӑмах сарӑлнӑ! Эпӗ сана пӑшӑрхантарас мар тесе, сан куҫна курӑнма хӑрарӑм.

Обломов Захартан мӗн илтнине, Аниҫйӑран мӗн илтнине йӑлтах Ольгӑна каласа кӑтартрӗ; капӑр тумланнӑ ҫынсем мӗн калаҫнине те аса илчӗ, ҫавӑнтанпах ҫывӑраймастӑп, ҫынсем темӗн ыйтса е ӳпкелесе ман ҫине пӑхнӑ пек туйӑнать, е эпир тӗл пулнӑшӑн чеен сӑмах тӗртнӗ пек туйӑнать, терӗ.

— Эпир туй пирки инкене ҫак эрнере пӗлтерес терӗмӗр-ҫке — хирӗҫлерӗ Ольга, — вара калаҫма чарӑнӗҫ…

— Ҫапла; анчах инкӳпе ҫак эрнеччен, ялтан ҫыру киличчен калаҫас килмерӗ манӑн. Вӑл манран юрату ҫинчен мар, имени ҫинчен ыйтса пӗлессе чухлатӑп эпӗ; ун чух манӑн тепӗ-йӗрӗпех каласа парас пулать, анчах эпӗ хам повереннӑйран ҫыру илмесӗр кун пирки каласа пама пултараймастӑп.

Ольга йывӑррӑн сывласа ячӗ.

— Эпӗ сана пӗлместӗп пулсан, — шухӑша кайса каларӗ вӑл, — сан пирки мӗн шухӑшлама пултарнине турӑ ҫеҫ пӗлӗччӗ. Эпӗ саншӑн пӑшӑрханасран хӑрарӑн пулать! Эпӗ сана ӑнланайми пула пуҫларӑм.

— Вӗсем сӳпӗлтетни сана пӑлхатасран хӑрарӑм эпӗ. Катя, Марфа, Ҫемен тата ҫав ухмах Никита тем те калаҫаҫҫӗ, турӑ пӗлет…

— Вӗсем мӗн калаҫнине эпӗ тахҫанах пӗлетӗп, — лӑпкӑн каларӗ Ольга.

— Мӗнле пӗлетӗн?

— Ҫаплах. Катьӑпа няня мана кун ҫинчен тахҫанах пӗлтерчӗҫ, сан ҫинчен ыйтрӗҫ, мана ырӑ сунчӗҫ…

— Ниушлӗ ырӑ сунчӗҫ? — хӑраса ыйтрӗ Обломов. — Эсӗ вара мӗн терӗн?

— Нимех те мар, тав турӑм; няньӑна тутӑр парнелерӗм, вӑл Троице-Сергий мӑнастирне ҫуран кайса килме пулчӗ. Катьӑна кондитера качча тухмашкӑн пулӑшма пултӑм: унӑн хӑйӗн юратнӑ каччи пур…

Вӑл Ольга ҫине хӑраса та тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Эсӗ кашни кунах пирӗн патра пулатӑн: ҫынсем калаҫнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, — хушса хучӗ Ольга, — вӗсем пуринчен малтан калаҫма тытӑнаҫҫӗ. Соничкӑпа та ҫавӑн пекех пулчӗ: ку мӗншӗн питӗ хӑратать-ха сана?

— Акӑ ӑҫтан иккен ҫак хыпарсем? — терӗ Обломов, сӑмахсене тӑсса.

— Сӑлтавсӑр-и-мӗн вӗсем? Ку тӗрӗс-ҫке!

— Тӗрӗс! — ыйтса та мар, хирӗҫлесе те мар, тепӗр хут каларӗ Обломов. — Ҫапла, — хушса хучӗ вӑл кайран, — эсӗ тӗресех калатӑн, анчах манӑн вӗсене эпир иксӗмӗр тӗл пулни ҫинчен пӗлтерес килмест, ҫавӑнпа хӑратӑп та эпӗ…

— Эсӗ пӗчӗк ача пекех хӑраса чӗтретӗн… Ӑнланмастӑн! Мана вӑрласа каятӑн-им эсӗ?

Обломова лайӑх мар пулчӗ: Ольга ун ҫине тинкерсе пӑхать.

— Итле-ха, — терӗ вӑл, — кунта темӗнле тӗрӗсмарлӑх пур, тем ҫитмест… Кил те кунта, чӗрӳнте мӗн пуррине йӑлтах каласа кӑтарт. Эсӗ пӗр кун, иккӗ, калӑпӑр, пӗр эрне хушши асӑрханса, пымасӑр пурӑнма пултарнӑ, ҫапах та мана йӑлтах асӑрхаттармаллаччӗ, ҫырса пӗлтермеллеччӗ. Ху пӗлетӗн, эпӗ халӗ ача мар ӗнтӗ, мана суя сӑмахпа ӗнентерме ҫӑмӑлах мар. Мӗне пӗлтерет ку йӑлтах?

Обломов шухӑша кайрӗ, унтан Ольга аллине чуптурӗ те ассӑн сывласа илчӗ.

— Акӑ мӗн шухӑшлатӑп эпӗ, Ольга, — терӗ вӑл, — ҫак кунсенче эпӗ саншӑн ҫав тери хӑраса ӳкрӗм; тӗрлӗ шухӑшран ӑсӑм ҫав тери пӑлханать; пулнӑ ӗмӗтсенчен е татӑлнӑ ӗмӗтсенчен, телее кӗтсе, чӗрем кӳтсе ҫитрӗ; пӗтӗм шӑмшаккӑм хавшаса кайрӗ: вӑл ним туйми пулчӗ, вӑхӑтлӑха та пулин канлӗх кирлӗ…

— Мӗншӗн-ха манӑн ун пек туйӑм пулмасть, эпӗ сан ҫумӑнта ҫеҫ канлӗх шыратӑп?

— Санӑн ҫамрӑк, ҫирӗп вӑй, ҫавӑнпа эсӗ тасан, ним иккӗленмесӗр юрататӑн, анчах эпӗ… ху пӗлетӗн эпӗ мӗнле юратнине! — терӗ Обломов, урайне чӗркуҫленнӗ май Ольга аллине чуптуса.

— Ҫук-ха, сахал пӗлетӗп, эсӗ питӗ тӗлӗнмелле ҫын, эпӗ сана тӗрӗссипе ӑнланаймастӑп: манӑн ӑс та, шанчӑк та сӳне пуҫларӗ… Часах эпир пӗр-пӗрне ӑнланми пулӑпӑр: ун чух вара япӑх!

Вӗсем шӑпланчӗҫ.

— Эсӗ мӗн турӑн-ха ҫак кунсенче? — ыйтрӗ Ольга, пӗрремӗш хут пӳлӗме сӑнаса. — Кунта санӑн лайӑх мар, пӳлӗмӗсем питӗ лутра! Чӳречисем пӗчӗк, шпалерӗ кивелсе кайнӑ… Тата ӑҫта сан пӳлӗмӳсем?

Ҫак кунсенче мӗн туса пурӑннине Ольгӑна каласа парас мар тесе, Обломов пӳлӗмсене кӑтартма пикенчӗ. Кайран Ольга диван ҫине ларчӗ, Обломов каллех кавир ҫине, Ольга урисем умне ларчӗ.

— Мӗн туса пурӑнтӑн-ха икӗ эрне хушшинче? — тӗпчерӗ Ольга.

— Вуларӑм, ҫыртӑм, сан ҫинчен шухӑшларӑм.

— Ман кӗнекесене вуласа тухрӑн-и? Мӗнле пек вӗсем? Эпӗ вӗсене хампа пӗрле илсе каятӑп.

Вӑл сӗтел ҫинчи кӗнекесене илчӗ те уҫса хунӑ страницӑна пӑхрӗ: вӑл пӗтӗмпех тусанпа витӗннӗ.

— Вуламан эсӗ! — терӗ Ольга.

— Ҫук, — тавӑрчӗ Обломов.

Ольга лутӑрканса пӗтнӗ минтер ҫине, пӳлӗмри йӗркесӗрлӗх ҫине, тусанланса ларнӑ чӳрече ҫине, ҫыру сӗтелӗ ҫине пӑхрӗ: тусанланнӑ хутсене илсе хучӗ, унтан типсе ларнӑ чернильница ӑшне перопа пуҫрӗ те, тӗлӗнсе кайса, Обломов ҫине тинкерчӗ.

— Мӗн турӑн-ха эсӗ? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл. — Эсӗ вуламан та, ҫырман та?

— Вӑхӑт сахал пулчӗ, — такӑнса калама пуҫларӗ Обломов, — ирхине тӑратӑн — пӳлӗмсене тирпейлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ, кайран апат ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах тата кил хуҫи арӑмӗн ачисем килеҫҫӗ те задача тӗрӗслесе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара апат вӑхӑчӗ те ҫитет. Апатланнӑ хыҫҫӑн… хӑҫан вулас?

— Апат хыҫҫӑн эсӗ ҫывӑрнӑ, — унпа килӗшсе каларӗ Ольга.

Обломов вара пӗр минут пек иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн:
— Ҫывӑрнӑ… — терӗ хуллен.

— Мӗншӗн-ха?

— Вӑхӑт иртни ан сисӗнтӗр тесе: эсӗ ҫумра ҫук та, Ольга, пурнӑҫ та кичем, сансӑр пурӑнма та май ҫук…

Обломов калама чарӑнчӗ, Ольга ун ҫине хаяррӑн пӑхрӗ.

— Илья! — кулмасӑр каларӗ вӑл. — Паркра ху мӗн каланине астӑватӑн-и? «Манӑн санпа пурӑнас килсе кайрӗ, эсӗ маншӑн — пурнӑҫӑн тӗллевӗ», терӗн; ман алла тытрӑн та «ку манӑн» терӗн. Эпӗ сана ун чух сӑмах панине астӑватӑн-и?

— Ӑҫтан манас-ха ӑна? Ҫакӑ ӗнтӗ манӑн пурнӑҫа пӗтӗмпех улӑштарчӗ; эпӗ мӗнле телейлине эсӗ курмастӑн-им?

— Ҫук, курмастӑп; эсӗ улталарӑн мана, — сиввӗн каларӗ Ольга, — эсӗ каллех малтанхи пек тирпейсӗрленсе кайма пуҫларӑн…

— Улталарӑм! Ҫылӑх мар-и сана? Турра асӑнса калатӑп, эпӗ халӗ таҫта тӗпсӗр шӑтӑка сикӗттӗм!…

— Ҫапла, тӗпсӗр шӑтӑк ҫакӑнта, ура айӗнче пулсассӑн, эсӗ сикӗттӗн, — терӗ Ольга, — анчах ку ӗҫе виҫӗ куна хӑварсассӑн, эсӗ урӑхла шухӑшланӑ пулӑттӑн, хӑранипе, уйрӑмах, Захар е Анисья йӗкӗлтеме пуҫласан, эсӗ сикмен пулӑттӑн». Ку вӑл — юрату мар.

— Ман юрату пирки иккӗленетӗн-и эсӗ? — хӗрсе кайсах каларӗ Обломов. — Саншӑн мар, хамшӑн хӑранипе ҫак ӗҫе вӑраха тӑсатӑп, тесе шутлатӑн-и эсӗ? Сан ятна хӳме евӗр хӳтӗлеместӗп пулать, сан ятна усал сӑмах ан варалатӑр тесе, тӑван аннӳ пек тӑрӑшмастӑп пулать… Ах! Ольга! хам юратӑва кӑтартма хуш мана! Тепӗр хут калатӑп сана, эсӗ урӑх ҫынпа телейлӗрех пулас пулсан, эпӗ ним ӳкӗнмесӗр хам тивӗҫе ҫынна панӑ пулӑттӑм; саншӑн вилнӗ пулӑттӑм, — куҫҫулӗпе каларӗ Обломов.

— Кун пек хӑтланни кирлӗ мар, никам та хушмасть! Мӗн тӑвас-ха манӑн сан пурнӑҫупа? Ху мӗн тумаллине тӑвах эсӗ. Кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртен камшӑн та пулин вилме хатӗрри ҫинчен каласси — чее этемсен мелӗ вӑл. Эсӗ чее ҫын мар — пӗлетӗп эпӗ, анчах…

— Эсӗ пӗлетӗн-и, саншӑн шухӑшласа эпӗ мӗн чухлӗ сывлӑха пӗтертӗм! — малалла каларӗ Обломов. — Сана пӗлнӗренпе манӑн урӑх шухӑш та ҫук… Тата тепӗр хут калатӑп, пурнӑҫӑмра пӗртен-пӗр тӗллев те эс анчах. Эсӗ манпа пӗрле пулмасан, эпӗ халех вилетӗп, ухмаха ерсе каятӑп! Пӗр санпа ҫеҫ эпӗ халӗ сывлатӑп та, куратӑп та, шухӑшлатӑп та, туятӑп та! Сана курман кунсенче эпӗ тӗлӗрсе кайса, ураран ӳкнӗшӗн ма тӗлӗнетӗн-ха эсӗ? Маншӑн йӑлтах йӗрӗнчӗк, кичем; эпӗ машина пек, ҫӳретӗп, ӗҫлетӗп, анчах хам мӗн тунине асӑрхамастӑп. Эсӗ ҫав машинӑна ӑшӑтса, вӑй парса тӑраканӗ, — терӗ Обломов, чӗркуҫленсе, тӳрленсе ларса.

Унӑн куҫӗсем паркри чухнехи пекех йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Вӗсенче каллех мӑнкӑмӑллӑхпа хӑюлӑх хӗлхемӗ ҫунма тытӑнчӗ.

— Эсӗ ӑҫта кайма хушатӑн, мӗн тума хушатӑн — эпӗ халӗ пурне те тума хатӗр. Эсӗ ман ҫине пӑхнӑ чух, манпа калаҫнӑ чух, юрланӑ чух — эпӗ хам пурӑннине туятӑп…

Обломов хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен каланине Ольга шухӑша кайса итлерӗ.

— Итле-ха, Илья, — терӗ вӑл, — эсӗ юратнине тата хам санран вӑйлӑраххине эпӗ ӗненетӗп. Мӗншӗн-ха мана хӑвна ху ҫирӗп тытма пултарайманнипе хӑрататӑн, мана иккӗлентеретӗн? Эпӗ — сан тӗллевӳ тетӗн эсӗ, анчах ху ҫав тӗллев патне питӗ хӑюсӑр, вӑраххӑн ҫывхаратӑн; санӑн ҫывхарасси инҫе-ха: санӑн манран та ҫӳлте пулмалла. Эпӗ санран ҫакна кӗтетӗп! Эпӗ телейлӗ ҫынсене, вӗсем мӗнле юратассине куркаланӑ, — терӗ Ольга, ассӑн сывласа, — вӗсен йӑлтах вӗресе тӑрать, канлӗхӗ те вӗсен санӑнни пек мар; вӗсем пуҫа усмаҫҫӗ: куҫӗсем вӗсен чӗрӗ; вӗсем ҫывӑрмаҫҫӗ, вӗсем пурӑнаҫҫӗ! Эсӗ пур… ҫук, пӗрре те юратнӑ пек мар, пӗрре те эпӗ сан тӗллевӳ пулас пек мар…

Ольга иккӗленсе пуҫне пӑркаларӗ.

— Эсӗ, эсӗ! — терӗ Обломов, каллех ун аллисене чуп туса. — Пӗр эсӗ кӑна! Турӑҫӑм, мӗнле телей! — аташнӑ пекех каларӗ вӑл. — Эпӗ сана улталама пултарӑп тесе шухӑшлатӑн, эпӗ ҫакӑн хыҫҫӑн та ҫывӑрса пурӑнӑп, паттӑр пулмӑп, тетӗн-и? Эсӗ те, Андрей та, — терӗ Обломов, куҫӗсене ялкӑштарса, — сан пек хӗрарӑмӑн юратӑвӗ этеме мӗнлерех ҫӗклентерсе янине иксӗр те курӑр-ха акӑ! Пӑх-ха, пӑх эсӗ ман ҫине: ҫӗнӗрен чӗрӗлмерӗм-им эпӗ, пурӑнмастӑп-им ҫак минутра? Каяр кунтан! Каяр! Эпӗ кунта пӗр минутлӑха та юлма пултараймастӑп, мана пӑчӑ, йӗрӗнчӗк! — терӗ вӑл, йӗри-тавра чӑннипех йӗрӗнсе пӑхса. — Ҫак туйӑмпах кун ирттерме парсамччӗ мана паян… Ах, ыран та, малашне те ҫакӑн пек ҫулӑмлӑ туйӑмпа пурӑнас пулсанччӗ! Эсӗ пулмасан, эпӗ сӳнсе, пӗтсе ларатӑп! Халӗ эпӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ пек пултӑм. Мана ҫакӑн пек туйӑнать… Ольга, Ольга! Эсӗ тӗнчере пуринчен те илемлӗ, эсӗ пӗрремӗш хӗрарӑм, эсӗ… эсӗ…

Обломов пичӗпе Ольга аллисем ҫумне лӑпчӑнчӗ те хускалми пулчӗ. Текех калаҫма чӗлхи те ҫаврӑнмарӗ. Вӑл, кӑштах лӑпланас тесе, аллине чӗри тӗлне пӑчӑртарӗ, Ольга ҫине ытарайми юратса тинкерчӗ те вырӑнтан хускалмарӗ.

«Ҫепӗҫ, ҫепӗҫ, ҫепӗҫ!» хӑйӗн ӑшӗнче каларӗ Ольга, анчах паркри пек мар; вара ассӑн сывласа, йывӑр шухӑша кайрӗ.

— Манӑн каяс пулать! — вӑраннӑ пек пулса каларӗ вӑл ачашшӑн.

Обломов сасартӑках урӑлнӑ пек пулчӗ.

— Турӑҫӑм, эсӗ кунта-им? Ман патра-им? — терӗ те вӑл, малтан ытарайми юратса пӑхнӑскер, халӗ йӗри-тавра хӑюсӑррӑн пӑхма пуҫларӗ. Текех вӑл хӗрӳленсе калаҫаймарӗ.

Вӑл васкаса Ольга шлепкипе салопне илчӗ те, ним тума аптраса, Ольгӑна салоп тӑхӑнтарма пикенчӗ. Ольга кулса ячӗ.

— Маншӑн ан хӑра, — лӑплантарчӗ вӑл, — инке кункаҫмалӑхах кайнӑ; эпӗ килте ҫуккине пӗр няньӑпа Катя ҫеҫ пӗлеҫҫӗ. Ӑсатса яр мана.

Вӑл Обломова алӑ пачӗ те, ним хумханмасӑр, лӑпкӑн, хӑй айӑпсӑррине мӑнаҫлӑн туйса, килкартине тухрӗ, сӑнчӑрта сиксе вӗрекен йытӑ умӗнчен иртрӗ, каретӑна кӗрсе ларчӗ те кайрӗ.

Кил хуҫи арӑмӗн чӳречисем витӗр ҫынсем пӑхса юлчӗҫ; кӗтесри ҫатан хыҫӗнчен, канавран, Анисья пуҫне кӑларса пӑхса илчӗ.

Карета тепӗр урама пӑрӑнса кӗрсен, Анисья килне кӗчӗ те: пӗтӗм пасарӗпе чупса та спаржа тупаймарӑм, терӗ. Захар тепӗр виҫӗ сехетрен таврӑнчӗ те талӑкӗпех ҫывӑрчӗ.

Обломов чылайччен пӳлӗмре утса ҫӳрерӗ, анчах урисем пуррине те сисмерӗ, ура сассисене те илтмерӗ: ури ҫӗре перӗнмен пек туйӑнчӗ.

Обломовӑн пурнӑҫне, телейне илсе кайнӑ каретӑн кустӑрмисем юр ҫинче чӗриклетни илтӗнми пулсанах, унӑн пӑшӑрханӑвӗ иртрӗ, пуҫӗпе ҫурӑмӗ тӳрленчӗҫ, сӑнӗ малтанхи пекех хавхаланса йӑлкӑшма пуҫларӗ, савӑннипе, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе килнипе куҫӗсем шывланчӗҫ. Вӑл шӑмшакӗнче темле ӑшӑ сарӑлнине сисрӗ, ҫамрӑкланса, ҫӗкленсе кайрӗ. Унӑн каллех, ӗлӗкхи пек, пур ҫӗре те ҫитесси килчӗ, таҫта инҫете: Штольц патне, Ольгӑпа пӗрле яла та, хирсене те, ращасене те каясси килчӗ, хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗр-пӗччен ӗҫлесе ларасси килчӗ, Рыбинск пристанне те хӑйӗн каяс килчӗ, ҫӗнӗ ҫул хывас килчӗ, халӗ ҫеҫ тухнӑ кӗнекене те, ҫынсем пурте асӑнакан кӗнекене вуласа тухас килчӗ, оперӑна та паянах каяс килчӗ.

Ҫапла, паян Ольга ун патӗнче пулчӗ, вӑл Ольга патне кайӗ, унтан — оперӑна. Мӗн тери хаваслӑ кун! Мӗн тери савӑк иккен Ольга ҫывӑхӗнче пурӑнма, унӑн таса илемӗпе, чӗрӗ вӑйӗпе, ҫамрӑк пулин те, пысӑк ӑсӗпе киленме! Обломов вӗҫнӗ пек утса ҫӳрет; ӑна такам пӳлӗмре алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳренӗн туйӑнать!

— Малалла, малалла! — тет Ольга. — Ҫӳлерех, ҫӳлерех ҫӗклен: унта вара ачашлӑхпа илемлӗх вӑйӗ пӗтет, арҫын ирӗкӗ пуҫланать!

Мӗн тери яр уҫҫӑн курать вӑл пурнӑҫа! Пурнӑҫӑн ӑслӑ кӗнекине вуласа, хӑйӗн ҫулне те, Обломовӑн ҫулне те чӗрипеле мӗнле тавҫӑрса илет вӑл! Иккӗшин пурнӑҫӗ те, икӗ юханшыв пек, пӗрлешмелле: Обломов — Ольгӑна ертсе пыраканӗ, ҫулпуҫ!

Ольга унӑн вӑйне те, пултарулӑхне те курать, вӑл мӗн чухлӗ пултарасса та пӗлет, ҫавӑнпа ӑна пӑхӑнса пурӑнма чунтан ӗмӗтленет. Ытарайми Ольга! Лӑпкӑ та хӑраманскер, ырӑ кӑмӑллӑскер, анчах хӑюллӑ та, пурнӑҫ евӗр йӗркеллӗ хӗрарӑм!

— Чӑнах та, мӗн тери ирсӗрлӗх кунта! — терӗ Обломов, йӗри-тавра пӑхса. — Ҫапах вӑл пирӗшти ҫак лачакана анса, хӑй килнипех ӑна ҫутатрӗ!

Обломов Ольга ларнӑ пукан ҫине юратса пӑхрӗ те, сасартӑк унӑн куҫӗсем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ: урайӗнче, пукан патӗнче, пӗчӗкҫеҫ перчетке выртнине асӑрхарӗ вӑл.

— Юрату палли! Унӑн алли: ку мӗне те пулин пӗлтерет! О!.. — чӗререн йынӑшса каларӗ вӑл, перчеткене тути ҫумне пӑчӑртаса.

Кил хуҫи арӑмӗ алӑк уҫса пӑхрӗ те: пир сутма килчӗҫ, сире кирлӗ пулмӗ-ши, тухса пӑхмӑр-ши, терӗ.

Анчах Обломов ӑна хирӗҫ кӑмӑлсӑррӑн тав турӗ, ерҫӳ ҫук, терӗ, каҫару ыйтрӗ; унӑн чавсисем ҫине пӑхма шутламарӗ те. Унтан ҫуллахине аса илме пуҫларӗ, кашни вак-тӗвеке, кашни йывӑҫа, тӗме, тенкеле, кашни сӑмаха аса илчӗ; ҫаксем ӑна халӗ малтанхинчен те, хӑй киленнӗ чухнехинчен те лайӑхрах пек туйӑнчӗҫ.

Вӑл хӑйне хӑй те тытса чарайми пулчӗ, юрларӗ, Аниҫйӑпа кӑмӑллӑн калаҫкаларӗ, манӑн ачасем ҫук, тесе шӳтлерӗ: ача ҫуралсанах, ӑна тӗне кӗртме пулчӗ. Машӑпа ҫав тери тӗркӗшме пуҫларӗ, кил хуҫи арӑмӗ алӑк уҫса пӑхрӗ те, хӗрачана хӑваласа ячӗ, хваттерти ҫынна «ӗҫлеме» ан чӑрмантар, терӗ.

Кун иртеспе Обломов тата ытларах ӑссӑрланчӗ. Ольга хавасланчӗ, юрларӗ, кайран тата оперӑра юрларӗҫ, кайран Обломов Ольгӑсем патӗнче чей ӗҫрӗ, сӗтел хушшинче вӑл, инкӗшӗ, барон, Ольга чунтан-чӗререн ӑшшӑн калаҫса ларчӗҫ — Обломов хӑйне ҫак пӗчӗк ҫемьери ҫын пекех туйрӗ. Ҫитет пӗччен пурӑнма: халӗ унӑн кӗтес пур; пурнӑҫа тӗлсӗр ирттернӗ вӑл; халӗ ҫутӑ та, ӑшӑ та пур унӑн — мӗн тери аван кун пек пурӑнма!

Ҫӗрле вӑл сахал ҫывӑрчӗ: Ольга парса янӑ кӗнекесене вуларӗ, пӗр том ҫурӑ вуласа тухрӗ.

«Ыран ялтан ҫыру ҫитме кирлӗ», — шухӑшларӗ вӑл, чӗри вара сикрӗ… сикрӗ… Тинех!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех