Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.14 22:42

Пуплевӗш: 141; Сӑмах: 2050

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Турӑҫӑм! Менельник иртнӗренпе, ӑнсӑртран Штольц апатланура пулнӑранпа ҫур ҫултан Обломов хваттерӗнче мӗн тери салху, кичем. Илья Ильич хӑй те самӑрланчӗ, куҫӗсем кичемленсе, сӳрӗкленсе кайрӗҫ.

Вӑл пӳлӗм тӑрӑх утать-утать те выртать, мачча ҫинелле пӑхать; ҫӳлӗк ҫинчен кӗнеке илет, пӗр-икӗ йӗрке вулать, анаслать те пӳрнисемпе сӗтеле шаккама пуҫлать.

Захар малтанхинчен те ҫаврӑнӑҫусӑртарах, тирпейсӗртерех; вӑл ҫаннисем ҫине саплӑк лартрӗ, хӑй виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек, япӑх ҫинӗ, сахал ҫывӑрнӑ пек, питӗ мӗскӗн, выҫӑ сӑнлӑ курӑнать.

Обломов халачӗ ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, ӑна темле сапласан та, вӑл ирӗлсех пырать, ҫӗвӗ тӑрӑх мар, пур ҫӗртен те ҫурӑлать; тахҫанах ҫӗннине илме вӑхӑт ӗнтӗ. Вырӑн ҫинчи утиял та ҫӗтӗлнӗ, тӗллӗн-тӗллӗн саплӑклӑ, чӳрече каррисем тахҫанах шупкаланнӑ, ҫунӑ пулин те, вӗсем ҫӗтӗк татӑкӗсем пекех.

Захар кивӗ ҫитти илсе килчӗ те ҫур сӗтел ҫине сарса хучӗ, вара асӑрхануллӑн, чӗлхине ҫыртса, эрех графинӗ килсе лартрӗ, ҫӑкӑр хучӗ те тухса кайрӗ.

Кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те, Агафья Матвеевна пӗр ҫатма ӑшаланӑ ҫӑмарта илсе кӗчӗ.

Вӑл та сӑнтан питӗ улшӑннӑ. Вӑл начарланнӑ. Хӗрелме те, шуралма та пӗлмен ҫаврака пичӗ туртӑннӑ; сайра куҫхаршийӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ; куҫӗсем путса кӗнӗ.

Вӑл кивӗ ҫитса платьйӑпа; унӑн аллисем те хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, те ӗҫпе, те вут умӗнче, те шывпа илемсӗрленнӗ.

Акулина кунта ҫук ӗнтӗ. Анисья кухньӑра та, пахчара та ӗҫлет, чӑх-чӗп те пӑхать, урай та ҫӑвать, кӗпе-йӗм те ухать; вӑл пӗччен туса ҫитереймесен, Агафья Матвеевна та ирӗксӗрех кухньӑра хӑй ӗҫлет: вӑл сахал тӗвет, аллать, хырать, мӗншӗн тесен кофе, корица, миндаль сахал пӗтет, чӗнтӗрсем ҫинчен вӑл шухӑшлама та манчӗ. Халӗ вӑл ытларах сухан турать, хӗрен хырать тата ҫавӑн йышши уҫӑ туталлӑ апатсем хатӗрлет. Унӑн сӑнӗ питӗ салхуллӑ.

Анчах вӑл хӑйшӗн мар, хӑйӗн кофишӗн те мар ассӑн сывлать, хуҫалӑхра хытӑ тӑрӑшма, корица тӳме, соус ӑшне ваниль яма, ҫӑра хӑйма тума май ҫукшӑн мар, акӑ мӗншӗн кулянать: иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Илья Ильич ҫав ҫимӗҫсене тутанмасть; ун валли кофе чи лайӑх магазинтан пӑтӑн-пӑтӑн илмеҫҫӗ, пӗчӗк лавккаран вунӑ пуслӑх туянаҫҫӗ; хӑйма ҫав лавккаранах илеҫҫӗ, ӗлӗкхилле чухонка килсе памасть; Агафья Матвеевна Обломова ирсерен сӗтеклӗ котлет лартса параймасть, лавккара йӑванса выртнӑ ветчинапа ӑшаланӑ ҫӑмарта лартса парать.

Мӗне пӗлтерет-ха ку? Штольц Обломовкӑри тупӑшран тӗрӗс ярса тӑнӑ укҫа пӗтӗмпех Обломовӑн «парӑмне» тӳлесе татма каять.

Кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ пуҫарнӑ «саккунлӑ ӗҫ» питӗ ӑнӑҫлӑ тухрӗ. Тарантьев хирӗҫӳллӗ ӗҫ пирки астутарсанах, Обломов тарӑхрӗ те именчӗ; унтан килӗшӳ пуҫарчӗҫ, унтан виҫҫӗшӗ те ӗҫрӗҫ, вара Обломов тӑватӑ ҫуллӑха заемнӑй ҫыру ҫырса пачӗ; тепӗр уйӑхран Агафья Матвеевна ҫавӑн пек ҫырӑвах пиччӗшӗ ячӗпе ҫырса алӑ пусрӗ, хӑй мӗн ҫырса алӑ пуснине те тавҫӑрса илеймерӗ. Пиччӗшӗ ӑна ку ҫыру ҫурт-йӗр пирки тесе ӑнлантарчӗ, ҫапла ҫырма хушрӗ: «Ҫак ҫыру айне эпӗ (чин, ят, хушамат) алӑ пусатӑп».

Агафья Матвеевна нумай ҫырассинчен кӑна хӑрарӗ: «Пӗреххут Ванюшкӑна ҫыртарас мар-и, вӑл ӗнтӗ лайӑх ҫыракан пулчӗ, эпӗ мӗн те пулин пӑтраштаратӑп», терӗ пиччӗшне. Анчах пиччӗшӗ ҫине тӑрсах хушрӗ те, ку вара чӑлӑш-тӗлӗш, шултра саспаллисемпе алӑ пусрӗ. Урӑх кун пирки нихҫан та сӑмах хускатмарӗҫ те.

Алӑ пуснӑ чух Обломов ку укҫасем тӑлӑх ачасемшӗн пулӗҫ тенӗччӗ, анчах кайран, тепӗр кунне, урӑлса ҫитсен, ҫак ӗҫе вӑтанса аса илчӗ те манма тӑрӑшрӗ, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе тӗл пуласшӑн пулмарӗ, Тарантьев кун пирки сӑмах тапратсан, Обломов хваттертен тухса каяссипе, яла куҫассипе хӑратрӗ.

Кайран, ялтан укҫа килсен, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ, ун патне пырса, ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: тупӑшран укҫа хальтерех пама тытӑнсан, Обломова ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ; пӗр виҫӗ ҫултан вара парӑма татма пулать; анчах пама срок ҫитсен, документ тӑрӑх шыраса илме тытӑнсан, Обломов ялне сутса яма тивет, мӗншӗн тесен Обломовӑн укҫи ҫук, пуласси те курӑнмасть, терӗ.

Штольц ярса панӑ укҫа йӑлтах парӑма татма кайнине, хӑйне валли пурӑнмалӑх кӑшт ҫеҫ юлнине курсан, Обломов хӑй мӗнле серепене лекнине ӑнланчӗ.

Ҫак ӗҫе мӗн те пулин ан чӑрмантартӑр тесе, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ парӑма икӗ ҫултах таттарма васкарӗ, ҫавӑнпа Обломов сасартӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗ.

Хӑй кӗсйинче укҫа мӗн чухлӗ пулнине пӗлме хӑнӑхманран, малтанах вӑл кӑна ытлах сисмерӗ; анчах Иван Мавеевич темле тырӑ усламҫин хӗрне ҫураҫрӗ те урӑх хваттере куҫрӗ.

Агафья Матвеевнӑн хуҫалӑхӗ сасартӑках хӗсӗнчӗ; осетр пулӑ, шап-шурӑ пӑру ашӗ, кӑркка ашӗ Мухояровӑн ҫӗнӗ хваттерне куҫрӗҫ.

Унта каҫсерен ҫутӑ, Мухояровӑн пулас хурӑнташӗсем, пӗрле ӗҫлекенсем, Тарантьев пухӑнаҫҫӗ; йӑлтах унта куҫрӗ.

Агафья Матвеевнӑпа Анисья сасартӑках ҫӑвар карса, пушӑ кастрюльсемпе чӳлмексем умӗнче алӑсене усса тӑрса юлчӗҫ.

Агафья Матвеевна умӗнче пӗрремӗш хут ҫакна ӑнланчӗ: унӑн пӳрт, пахча та чӗпсем кӑна пур, корица та, ваниль та ун пахчинче ӳсмеҫҫӗ; вӑл ҫакна курчӗ: пасарти лавкка хуҫисем ӑна кулкаласа пуҫ тайма пӑрахрӗҫ, вӗсем халӗ Мухояровӑн капӑр тумлӑ мӑнтӑр кухаркине пуҫ таяҫҫӗ.

Обломов хӑйне пурӑнмалӑх Мухояров хӑварнӑ укҫана пӗтӗмпех Агафья Матвеевнӑна пачӗ, лешӗ вара виҫӗ-тӑватӑ уйӑх пӗрмай ӗлӗкхиллех пӑтшарӑн кофе авӑртрӗ, корица тӳрӗ, пӑру ашӗ, кӑркка ӑшаларӗ, ҫакна вӑл йӑлтах юлашки ҫичӗ гривнӑ пӗтиччен турӗ, вара, Обломов патне пырса, укҫа пӗтни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Ҫак хыпара илтсен, Обломов диван ҫинче виҫӗ хут ҫаврӑнса выртрӗ, унтан хӑй сунтӑхне пӑхрӗ; унӑн та ним те юлман. Укҫа ӑҫта пӗтернине аса илме тӑрӑшрӗ, анчах ним те аса илеймерӗ; пӑхӑр укҫа шыраса, сӗтел ҫине хыпашласа пӑхрӗ, Захартан ыйтрӗ — лешӗ тӗлӗкре те курман. Агафья Матвеевна пиччӗшӗ патне кайрӗ те килте укҫа ҫукки ҫинчен айванла пӗлтерчӗ.

— Эпӗ пурӑнмалӑх панӑ пин тенке эсир, вельможӑпа иксӗр, ӑҫта хутӑр? — ыйтрӗ Мухояров. — Ӑҫтан тупам-ха эпӗ укҫа? Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ авланатӑп: икӗ ҫемье тӑрантарма пултараймастӑп, эсир вара, улпутӑрпа, хӑвӑра кура пурӑнӑр.

— Мӗн эсир, пиччеҫӗм, мана улпутпа хур тӑватӑр? — терӗ Агафья Матвеевна. — Мӗн тӑвать вӑл сире? Никама тӗкӗнмест, хӑй ӑссӗн пурӑнать. Хваттере ӑна эпӗ мар, эсир, Михей Андреичпа иксӗр, илӗртрӗр.

Мухояров ӑна вунӑ тенкӗ пачӗ те: урӑх ҫук, терӗ. Анчах кайран «заведенире» ку ӗҫе кумӗпе сӳтсе яврӗ те ҫапла шут турӗ: йӑмӑкӗпе Обломова капла пӑрахма юрамасть, Штольц патне ҫитме пултарӗ, лешӗ персе ҫитӗ те тӗрӗслӗ, вара, кам пӗлес, мӗн те пулин улӑштарӗ, парӑма шыраса илме те ӗлкӗреймӗн, ахальтен мар ӗҫӗ «саккунлӑ»: нимӗҫе ӑна улталаймӑн.

Вӑл йӑмӑкне уйӑхне тата аллӑшар тенкӗ пама пуҫларӗ, ку укҫана Обломовран виҫмине ҫулхи тупӑшран тытса юлма сӗнчӗ, урӑх пӗр пус та памастӑп тесе ӑнлантарчӗ, турра та асӑнчӗ; мӗнле апатланмаллине, тӑкаксене мӗнле сахаллатмаллине вӗрентрӗ, мӗн-мӗн пӗҫермеллине те хушрӗ, чӗпсемшӗн, купӑсташӑн мӗн чухлӗ укҫа илмеллине шутласа кӑларчӗ те ку тупӑшпа юрласа кӑна пурӑнма пулать терӗ.

Агафья Матвеевна пурнӑҫра пӗрремӗш хут хуҫалӑх ҫинчен мар, тем урӑххи ҫинчен шухӑша кайрӗ; Акулина савӑт-сапа ҫӗмӗрнӗшӗн кӳренсе мар, пулӑ пиҫсе ҫитменшӗн, пиччӗшӗ ятланишӗн те мар пӗрремӗш хут макӑрчӗ вӑл; пӗрремӗш хут ун умне хаяр нуша тухса тӑчӗ, анчах хӑйшӗн мар, Илья Ильичшӑн хӑрушӑ нуша.

«Е сасартӑк ҫак улпут», шухӑшларӗ вӑл: «спаржа вырӑнне ҫупа кӑшман, пӑчӑр вырӑнне сурӑх ашӗ, гатчина форелӗ, янтарлӑ осетр пулӑ вырӑнне тӑварлӑ шӑла пулӑ, тен, лавккаран илнӗ студень ҫиме пуҫласан?..»

Хӑрушӑ! Вӑл вӗҫне ҫити шухӑшларӗ, васкаса тумланчӗ, ямшӑк тытрӗ те упӑшкисен тӑванӗсем патне кайрӗ, мӑнкунта е сурхуринче килйышпа апатланма кайнӑ пек мар, ир-ирех, пӑшӑрханса, мӗн тумаллине ыйтса канашласа пӗлме, укҫа ыйтма тесе кайрӗ.

Вӗсен укҫа нумай; Илья Ильичшӑн ыйтнине пӗлсенех вӗсем укҫа парӗҫ. Хӑйне валли кофе, чей, ачасем валли платье, пушмак е ытти ҫавнашкал ӑпӑр-тапӑр илес пулсан, вӑл шарламан та пулӗччӗ, анчах пысӑк нуша-ҫке: Илья Ильич валли спаржа, шаркку пӗҫерме пӑчӑр илме кирлӗ, вӑл француз пӑрҫи юратать…

Анчах упӑшки тӑванӗсем тӗлӗнчӗҫ, ӑна укҫа памарӗҫ, ҫапла каларӗҫ: Илья Ильичӑн мӗнле те пулин ылтӑн е, тен, кӗмӗл япаласем, хаклӑ тирсем пур пулсан, саклада хума юрать, ырӑ тӑвакан ҫынсем пур, Обломов ялтан укҫа иличчен вӗсем ӑна ыйтнинчен виҫҫӗмӗш пайне пама пултараҫҫӗ.

Ҫак пурнӑҫ урокӗ гениллӗ хозяйкӑна тепӗр чухне ним чухлӗ те ӑс парайман пулӗччӗҫ, нимле майпа та ӑна тавҫӑруллӑ тӑваяс ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл, чӗри-ӑсӗпе ӑнланса, йӑлтах тавҫӑрса илчӗ те… хӑйне качча тухнӑ чухне парнеленӗ ахаха аса илчӗ.

Тепӗр кунне Илья Ильич, ним ӑнланса илмесӗр, хурлӑхан эрехӗ ӗҫрӗ, семга пулӑ ҫырткаларӗ, хӑй юратнӑ пыршӑ-пакарта, шурӑ пӑчӑр ашӗ ҫирӗ. Агафья Матвеевна хӑйӗн ачисемпе пӗрле ахаль шӳрпепе пӑтӑ ҫирӗ, Илья Ильичпа кӑна икӗ стакан кофе ӗҫрӗ.

Ахах хыҫҫӑн вӑл часах хӑйӗн хаклӑ сунтӑхӗнчен фермуар туртса кӑларчӗ, унтан кӗмӗл япалисене, салопне саклата хучӗ…

Ялтан укҫа ярса парас срок ҫитрӗ. Обломов йӑлтах Агафья Матвеевнӑна пачӗ. Агафья Матвеевна ахахне каялла тӳлесе илчӗ, фермуаршӑн, кӗмӗлшӗн, салопшӑн процент укҫа тӳлерӗ, каллех Обломова спаржа, пӑчӑр пӗҫерсе пачӗ, ячӗшӗн кӑна унпа кофе ӗҫкелерӗ. Ахаха каллех саклата хумалла пулчӗ.

Агафья Матвеевна эрнешерӗн, кунсерен мӗнпур вӑйран тертленчӗ, йӳнеҫтеркелерӗ, пысӑк тутӑр сутрӗ, уявсенче тӑхӑнмалли платьйӑна сутма пачӗ, вара кулленхи кӗске ҫухаллӑ тумӗпе тӑрса юлчӗ, вырсарникунсерен мӑйне кивӗ, якалса пӗтнӗ косынкӑпа виткелерӗ.

Акӑ мӗншӗн вӑл начарланчӗ, куҫӗсем путса кӗчӗҫ, акӑ мӗншӗн вӑл хӑех Илья Ильича апат лартса парать.

Обломов ӑна ыран Тарантьев, Алексеев е Иван Герасимович апатланма килессине пӗлтерсен, вӑл хавасланнӑ пек пулма хӑюллӑх ҫитерет. Апатне вӑл яланах тутлӑ пӗҫерет, тирпейлӗ хӑналать. Вӑл хуҫана намӑс кӑтартмасть. Анчах ҫапла тӑвасшӑн вӑл мӗн чухлӗ пӑшӑрханать, чупкалать, лавккасенче йӑлӑнать, вара ҫӗрлесерен ҫывӑраймасть, куҫҫулӗ те юхтарать!

Мӗнле хӑвӑрт пӗлсе ҫитрӗ вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсене, телейлӗ кунсемпе телейсӗр кунсене мӗнле пӗлсе ҫитрӗ! Ҫапах вӑл ҫак пурнӑҫа юратать: хура куҫҫулӗ юхтарать пулин те, канӑҫа пӗлмест пулин те, вӑл ӑна ӗлӗкхи лӑпкӑ пурнӑҫпа улӑштарас ҫук; ун чухне вӑл Обломова пӗлменччӗ, сиксе вӗрекен, ҫатӑртатса ҫунакан кастрюльсем, ҫатмасем, чӳлмексем таврашӗнче хуҫаланатчӗ, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушатчӗ.

Унӑн типе пӗлмен куҫҫульне, кулленхи чӑрмавӗсене, куҫ хупмасӑр ҫӗр ирттернисене вилӗм ҫеҫ пӗтерме пултарӗччӗ пулин те, Агафья Матвеевна вилӗм ҫинчен аса илес пулсан, хӑраса ҫӳҫеннӗ пулӗччӗ.

Илья Ильич ирхи апат ҫирӗ, Маша французла мӗнле вуланине итлерӗ, Агафья Матвеевна пӳлӗмӗнче пӑхса ларкаларӗ: лешӗ Ваничка курткине енчен енне вуншар хут ҫавӑркаласа саплать, ҫав хушӑрах кухньӑна чупкалать, унта кӑнтӑрлахи апат валли сурӑх ашӗ мӗнле ӑшаланнине сӑнать, пулӑ шӳрпи пӗҫерме вӑхӑт мар-ши, тет.

— Мӗн эсир пӗрмай чӑрманатӑр, чӑнах та? — терӗ Обломов. — Пӑрахӑр!

— Кам чӑрмантӑр-ха, эпӗ ӗҫлемесен? — тавӑрчӗ Агафья Матвеевна. — Акӑ ҫакӑнта тепӗр икӗ саплӑк лартатӑп та, вара пулӑ шӳрпи пӗҫерӗпӗр. Мӗнле усал ача ҫав Ваня! Иртнӗ эрнере курткине ҫӗнӗрен сапларӑм — каллех ҫурса пӑрахнӑ! Мӗн кулатӑн, — терӗ вӑл сӗтел умӗнче ларакан Ваньӑна (лешӗ панталонпа, хӑрах ҫанӑллӑ кӗпе вӗҫҫӗн). — Акӑ ирччен сапласа памӑп та, урама тухса чупаймӑн. Ачасем ҫурчӗҫ пулӗ-ха: ҫапӑҫрӑн-и — ан тун?

— Ҫук, аннеҫӗм, хӑех ҫурӑлчӗ, — терӗ Ваня.

— Хӑех пулмасӑр! Урамра чупиччен килте урок вӗренсе ларасчӗ! Илья Ильич каллех эсӗ французла япӑх пӗлни ҫинчен каласан, аттуна та хывса илӗп, вара ирӗксӗрех кӗнеке тытса ларӑн.

— Эпӗ французла вӗренме юратмастӑп.

— Мӗншӗн? — ыйтрӗ Обломов.

— Французсен лайӑх мар сӑмах нумай…

Агафья Матвеевна хӗрелсе кайрӗ. Обломов ахӑлтатса кулса ячӗ. Чӑн, вӗсем малтан та «лайӑх мар сӑмахсем» ҫинчен калаҫнӑччӗ.

— Ан чӗн, усал ача! — терӗ амӑшӗ. — Сӑмсуна шӑл пӗреххут, курмастӑн-им?

Ванюшка сӑмсине нӑшлаттарса илчӗ, анчах шӑлмарӗ.

— Тӑхтӑр акӑ, ялтан укҫа илем — эпӗ ӑна икӗ мӑшӑр ҫӗлетсе парӑп, — хушша кӗчӗ Обломов: — кӑвак куртка, килес ҫул мундир парнелӗп: гимназие кӗрӗ.

— Ну, киввипе те ҫӳрӗ-ха, — терӗ Агафья Матвеевна, — укҫи хуҫалӑхра кирлӗ пулать. Тӑварланӑ аш илсе хурӑпӑр, сире валли варени хатӗрлӗп… Кайса пӑхам-ха, Анисья хӑйма илсе килчӗ-и…

Вӑл тӑчӗ.

— Паян мӗн пӗҫеретӗр? — ыйтрӗ Обломов.

— Картӑш пулӑ шӳрпи, ӑшаланӑ сурӑх ашӗ, хуран кукли.

Обломов чӗнмерӗ.

Сасартӑк пӳрт умне кӳмеллӗ урапа ҫитсе тӑчӗ, калиткерен шаккарӗҫ, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрме пуҫларӗ.

Кил хуҫи арӑмӗ патне аш сутакан е пахча ҫимӗҫ сутакан, е тата кам та пулин ҫавнашкалскер килчӗ пулӗ тесе, Обломов хӑй пӳлӗмне тухрӗ. Килекенсем пур чухне яланах ҫакнашкал ырӑ мар сцена пулса иртет: килекенсем укҫа ыйтаҫҫӗ — кил хуҫи арӑмӗ памасть, сутуҫӑ юнама тытӑнать, кил хуҫи арӑмӗ тӑхтама ыйтать, унтан сутуҫӑ ятлаҫать, алӑксене шартлаттарса тухса каять, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрет.

Анчах кӳмеллӗ урапа килчӗ — мӗне пӗлтерет-ха ку! Аш сутакансемпе пахча ҫимӗҫ сутакансем кӳмеллӗ урапапа ҫӳремеҫҫӗ. Сасартӑк кил хуҫи арӑмӗ ун патне хӑраса чупса кӗчӗ.

— Сирӗн пата хӑна килчӗ! — терӗ вӑл.

— Кам-ха: Тарантьев-и е Алексеев?

— Ҫук, ҫук, лешӗ, Илья кунӗ кунта апатланни.

— Штольц-и? — пӑшӑрханса каларӗ Обломов, аяккалла пӑхкаласа, тарма вырӑн шыранӑ май. — Турӑҫӑм! Мӗн калӗ вӑл курсан… Вӑл кайрӗ, тесе калӑр! — терӗ те вӑл васкаса кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗмне кӗчӗ.

Анисья хӑнана хирӗҫ вӑхӑтра тухрӗ. Агафья Матвеевна ӑна мӗн каламаллине хушма ӗлкӗрчӗ. Штольц ӗненчӗ, анчах Обломов килте пулманнинчен тӗлӗнчӗ.

— Эппин кала ӑна, эпӗ икӗ сехетрен апатланма килетӗп! — терӗ те вӑл ҫывӑхри сада кайрӗ.

— Апатланать! — хӑраса пӗлтерчӗ Анисья.

— Апатланать! — хӑраса ӳксе каларӗ Агафья Матвеевна Обломова.

— Урӑх апат хатӗрлес пулать, — терӗ Обломов, чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

Агафья Матвеевна ун ҫине питӗ шиклӗ куҫпа пӑхрӗ. Унӑн мӗн пурӗ те аллӑ пус ҫеҫ юлнӑ, пӗрремӗш числаччен, пиччӗшӗ укҫа париччен, тата вунӑ кун. Кивҫен никам та памасть.

— Ӗлкӗрейместпӗр, Илья Ильич, — хӑюсӑррӑн пӗлтерчӗ Агафья Матвеевна: — ан тив, мӗн пуррине ҫитӗр…

— Ҫимест вӑл ку апата, Агафья Матвеевна: пулӑ шӳрпине тӳсме пултараймасть.

— Кӑлпасси лавккинче чӗлхе илме пулать! — сасартӑк хавхаланнӑ пек каларӗ Агафья Матвеевна. — Кунтан инҫе мар.

— Ку аван, ку юрать; тата мӗнле те пулин симӗс ҫимӗҫ, ҫамрӑк пӑрҫа туянӑр…

— Пӑрҫа пӗр кӗренкки сакӑрвунӑ пус! — калама тӑчӗ Агафья Матвеевна, анчах чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.

— Юрать, туянӑп… — терӗ вӑл, пӑрҫа вырӑнне купӑста илме шут тытса.

— Швейцарски чӑкӑт пӗр кӗренкке илме хушӑр! — команда пачӗ Обломов, Агафья Матвеевнӑн мӗн чухлӗ укҫи пуррине пӗлмесӗр, — урӑх ним те кирлӗ мар! Эпӗ каҫару ыйтӑп, кӗтменччӗ тейӗп… Тата пӗр-пӗр бульон хатӗрлесенччӗ…

Агафья Матвеевна тухма тӑнӑччӗ.

— Эрех тата? — сасартӑк аса илчӗ Обломов.

Агафья Матвеевна ҫӗнӗрен хӑраса ӳкрӗ.

— Лафит илме ярас пулать, — терӗ Обломов ним пӑлханмасӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех