Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 17:33

Пуплевӗш: 294; Сӑмах: 2914

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗлӗнмелле улшӑнса пычӗ пурнӑҫ Мелеховсен ҫемйинче! Пантелей Прокофьевич хӑйне анчахрах ҫеҫ-ха килӗнче никама пӑхӑнман хуҫа пек туятчӗ, килтисем пурте ӑна хирӗҫ сӑмах каламасӑр итлетчӗҫ, ӗҫ кал-кал йӳнеҫсе пыратчӗ, савӑнӑҫа та, хуйха-суйха та пӗрле уйӑратчӗҫ, килти пурнӑҫра кирек ӑҫта та темиҫе ҫул хушшинче майлашӑнса ҫитнӗ килӗшӳлӗх пурри сисӗнсе тӑратчӗ. Пӗр ҫирӗп ҫемье пурччӗ, ҫуркуннеренпе, ав, пӗтӗмпех улшӑнчӗ. Пуринчен малтан Дуняшка кил-йышран писрӗ. Вӑл ашшӗне пӑхӑнманнине кӗретех палӑртмарӗ-ха, анчах кирек хӑш ӗҫе те, ку пачах хӑйшӗн мар, тара тытнӑ хуҫашӑн кӑна пулнӑ пек, сисӗнмеллех сӳрӗккӗн тукаласа пычӗ; темле тата хӑйне урӑхларах, ыттисенчен ютшӑнса тытакан пулчӗ; Дуняшкӑн унчченхи ним хуйхӑ-суйхӑсӑр янӑравлӑ кулли халӗ хушӑран ҫеҫ илтӗнкелерӗ.

Григорий фронта кайнӑ хыҫҫӑн Наталья та ваттисенчен сивӗнерех пычӗ; вӑл пӗтӗм вӑхӑта темелле ачисемпе ирттерчӗ, вӗсемпе ҫеҫ хаваспах шӑкӑлтатса калаҫрӗ, — пӑхрӗ, йӑпатрӗ, ачашларӗ вӗсене. Наталья ыттисенчен вӑрттӑн тем пирки хытӑ кулянса пурӑннӑ майлӑрах туйӑнать, анчах хӑйӗн хуйхи ҫинчен нихӑшне те шарламасть, хӑйне мӗн асаплантарнине никама каламасӑр, пур майпа та пытарса пурӑнать.

Дарья пирки вара каламалли те ҫук: патронсем леҫме лава кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл пачах урӑхланчӗ. Хуняшшӗпе час-часах урлӑ илекен пулчӗ. Ильинична ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, пур-ҫук сӑлтавшӑнах пурне те тарӑхрӗ, чире персе, утӑ ҫулма та хӑйне Мелеховсен килӗнче юлашки кунсем пурӑннӑ пек тытрӗ.

Ҫемье Пантелей Прокофьевич куҫӗ умӗнчех арканса пычӗ. Вӗсем ӗнтӗ карчӑкӗпе иккӗшех тӑрса юлчӗҫ. Тӑванла ҫыхӑнусем кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт пӑсӑлчӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерсе пурӑнасси пӗтрӗ, калаҫу хушшинче час-часах тилӗрсе кайни, пӗр-пӗринчен ютшӑнни сисӗнсе тӑма пуҫларӗ… Пӗр сӗтел хушшине ӗлӗкхи пек пӗрешкел шухӑш-кӑмӑллӑ та туслӑ кил-йыш майлӑ мар, ӑнсӑртран пӗрле пуҫтарӑннӑ ҫынсем пек кӗре-кӗре ларчӗҫ.

Ҫакӑн пӗтӗм сӑлтавӗ вӑрҫӑ-ха. Ӑна Пантелей Прокофьевич питӗ аван ӑнланать. Дуняшка Мишка Кошевоя — хӑй пӗтӗм хӗр чунӗпе парӑнса юратакан пӗртен-пӗр савнине — хӑҫан та пулин качча тухас шанчӑксӑр хӑварнӑшӑн ашшӗ-амӑшне ҫилленчӗ; Наталья Григорий каллех Аксиньйӑпа сыпӑҫса кайнӑшӑн шӑппӑн, пӗтӗм чӗререн, яланхилле вӑрттӑн кулянчӗ. Пантелей Прокофьевич ҫакна йӑлтах курса тӑчӗ, анчах кил-йыш пурнӑҫне ҫӗнӗрен унчченхи пек йӗркелесе ярас тесе нимӗн тума та пултараймарӗ. Чӑнах та, пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн ӑҫтан-ха вӑл хӑйӗн хӗрӗ ҫав пӗтӗм чунӗ-юнӗпе большевик Мишкӑна качча тухнипе ҫырлахма пултартӑр, тата мӗн усси-ха вӑл килӗшнинчен, енчен те ҫав эсрел йӗкӗчӗ таҫта фронтра, ҫитменнине тата, хӗрлӗармеецсен чаҫӗнче, ҫапкаланса ҫӳрет пулсан? Григорипе те ҫаплах: офицер чинӗ пулмасанах Пантелей Прокофьевич ӑна хӑвӑрт ӑса кӗртмеллеччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Григорие Астаховсен картишӗ еннелле куҫ хӳрипе те пӑхса илмелле мар тӑн памаллаччӗ. Анчах вӑрҫӑ йӑлтах арпаштарса ячӗ те, старике вара килти пурнӑҫа хӑйне килӗшнӗ пек, хӑй пӗлнӗ пек йӗркелесе тытса пыма пӑрахтарчӗ. Вӑрҫӑ юхӑнтарса ячӗ ӑна, ӗҫ патне унчченхи пек чун туртми турӗ, аслӑ ывӑлӗсӗр хӑварчӗ, ҫемьери шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫа аркатрӗ, пӑтратса пӗтерчӗ. Вӑл унӑн пурнӑҫӗ ҫийӗн, тулӑ пусси тӑрӑх ҫил-тӑвӑл ахӑрашса иртнӗ пек, асар-писеррӗн туллашса иртрӗ: анчах, тулӑ тесен, вӑл тӑвӑл хыҫҫӑн та ҫӗкленет, хӗвел ҫутинче хӑйӗн илемӗпе куҫа савса ачашлать пулсан, старик, ав, ура ҫине тӑма ниепле те хал ҫитереймерӗ. Вӑл хӑй ӑшӗнче пурин ҫине те халӗ: мӗн пулин пулать, пултӑр! — тесе, алӑ кӑна сулчӗ.

Сидорин генерал аллинчен награда илнӗ хыҫҫӑн, Дарья хытах хӗпӗртерӗ. Ҫав кун вӑл плацран хаваслӑ та телейлӗ таврӑнчӗ. Куҫӗсене йӑлкӑштарса, Натальйӑна медаль ҫине кӑтартрӗ.

— Куна мӗншӗн пачӗҫ сана? — тӗлӗнчӗ Наталья.

— Ҫӳлти патшалӑха кайтӑр та-ха, кӗрт аҫи, Иван Алексеевич кумшӑн! Куна акӑ — Петьӑшӑн… — Унтан, мухтанса, Дон Ҫарӗн кӑштӑртатакан укҫа пачкине сӗтел ҫине салатса хучӗ.

Дарья пурпӗр хире каймарӗ. Пантелей Прокофьевич ӑна апатпа ярасшӑнччӗ, анчах вӑл шат та пат хирӗҫ пулчӗ.

— Хӑпӑр-ха, атте, ҫул ҫинчен хытӑ ывӑнса таврӑнтӑм!

Старик питне-куҫне шӑмарчӗ. Унтан Дарья, хӑр-хартарах сӑмахне кӑштах ҫемҫетес тесе, шӳтленӗ пекрех каларӗ:

— Ҫакӑн пек кун мана ҫеҫенхире яма ҫылӑх сире. Манӑн уяв паян!

— Хамах кайса ҫитереп, эппин, — килӗшрӗ старик. — Ну, укҫапа тата мӗнле?

— Мӗн — укҫапа? — тӗлӗнсе куҫ харшисене ҫӗклерӗ Дарья.

— Укҫуна ӑҫта хуран, тетӗп-ҫке?

— Ку вӑт ман ӗҫ вара. Ӑҫта хурас килет, ҫавӑнта хунӑ!

— Ара тата, мӗнле пулать-ха апла? Укҫине сана камшӑн, Петрошӑн панӑ-и?

— Ӑна мана панӑ, ҫавӑнпа та сирӗн хуҫаланмалла мар унпа.

— Эсӗ пӗр килти ҫын-и е кам?

— Ҫав пӗр килти ҫынран сире мӗн кирлӗччӗ, атте? Укҫана тытса илесшӗнччӗ-и?

— Пӗтӗмпе илесшӗн каламастӑп, анчах Петро пирӗн ывӑл пулнӑ-и е кам, сан шутпа? Пирӗн те, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, тӳпе пулмалла мар-и вара?

Хуняшшӗ ӗҫ тухассине шанман ҫӗртенех укҫашӑн тапӑннине сиссе, Дарья унпа ним хӑрамасӑр урлӑ калаҫрӗ.

— Нимӗн те памастӑп эпӗ сире, пӗр тенкӗ те памастӑп! — терӗ вӑл мӑшкӑлланӑ пек лӑпкӑн. — Кунта сирӗн тӳпе ҫук, пулнӑ пулсан, ӑна сире хӑвӑра паратчӗҫ. Мӗне кура-ха эсир унта хӑвӑрӑн та тӳпе пур пек калаҫатӑр? Кун пирки сӑмах та пулман, ҫавӑнпа та манӑнне, хапсӑн-ан хапсӑн, пурпӗр илейместӗр!

Вара Пантелей Прокофьевич, кинне юлашки йӳтем те пулин витерессе шанса, ӗҫ кӑларма шутларӗ:

— Эсӗ ҫемьере пурӑнатӑн, пирӗн ҫӑкӑра ҫиетӗн, эппин — пирӗн нимӗн те уйрӑм пулмалла мар. Мӗнле йӗрке-ха вӑл, кашни хӑй тӗллӗн хуҫалӑхпа пурӑнма пуҫласан? Эпӗ ун пек тума памастӑп! — терӗ вӑл.

Анчах Дарья хӑйне тивекен укҫана хуняшшӗ ҫапла майпа тытса илесшӗн пулнине те ҫапса хуҫрӗ. Намӑссӑррӑн кулкаласа, ҫапла евитлесе хучӗ:

— Эпӗ, атте, сирӗнпе венчетре тӑман. Паян сирӗнпе пурӑнатӑп, ыран ак качча тухатӑп та, ман хӳрене те курса юлаймастӑр! Тӑрантарса усранӑшӑн эпӗ укҫа тӳлеме тивӗҫлӗ мар. Эпӗ сирӗн кил-йышшӑн вунӑ ҫул ӗҫленӗ, пилӗке тӳрлетсе курман.

— Эсӗ хӑвӑншӑн ӗҫленӗ, кӗрт амашки! — тарӑхса кӑшкӑрса тӑкрӗ Пантелей Прокофьевич. Вӑл татах темскер ҫухӑрашрӗ, анчах Дарья ун сӑмахӗсене хӑлхана та чикмерӗ, ун сӑмси умӗнчех вӑрт ҫаврӑнчӗ те, кӗпе аркине варкӑштарса, хӑй патне курницӑна кайрӗ. «Шӑлҫемми терӗн пулӗ те, ҫук ҫав!» — пӑшӑлтатрӗ вӑл, мӑшкӑлланӑ пек кулкаласа.

Ҫакӑнпа сӑмах-юмах пӗтрӗ. Чӑн та, Дарья, старик ҫилленнинчен хӑраса, ӑна кӑштӑрт кӑна хӑй пурлӑхне кӑларса тыттаракан йышшисенчен мар ҫав.

Пантелей Прокофьевич хире кайма пуҫтарӑнчӗ, ун умӗн Ильиничнӑпа кӗскен калаҫса илчӗ.

— Эсӗ Дарйӑна астукала… — сӗнчӗ вӑл.

— Ӑна мӗн астумалли пултӑр-ха? — тӗлӗнчӗ Ильинична.

— Ара, тытӗ те тухса шӑвӑнӗ килтен, хамӑр пурлӑхран та тем-тем ҫаклатса кайӗ. Куратӑп-ха, ыт-ахальтен чӗлхине йӳле ямасть вӑл… Пӗр-пӗр арҫын тупнӑ пулас та, паян-ыранах качча вӗҫтерсе тухасшӑн-тӑр.

— Ҫапларах пулас ҫав, — ассӑн сывласа килӗшрӗ Ильинична. — Пурӑнать йӑвасӑр кайӑк пек, нимӗн те килӗшмест ӑна, пурте япӑх уншӑн… Халӗ вӑл — каснӑ чӗлӗ, каснӑ чӗлле ӗнтӗ, хӑть темле тӑрӑш та, пурпӗр каялла ҫыпӑҫтараймастӑн.

— Пирӗн ӑна ҫыпӑҫтармах та пит кирлӗ мар! Асту, ват тӑмана, сӑмах-мӗн тапратас пулсан, чарма ан шутланӑ пул. Тухса кайтӑрин килтен. Мана йӑлӑхтарса ҫитернӗ ун тилхепине тытса. — Пантелей Прокофьевич урапа ҫине хӑпарса ларчӗ; вӑкӑрсене хӑваланӑ май сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ:  — Ӗҫрен вӑл йытӑ шӑнаран тарнӑ пек тарса ҫӳрет, хӑйне вара тутлӑрах татӑк лектӗр те ярункана йӑкӑртатса пултӑр. Петро хыҫҫӑн, — чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑрччӗ, — пирӗн ун йышшине хамӑр ҫемьере усрамалла мар. Хӗрарӑм мар, йӗрӗхрен йӗрӗх вӑл!

Анчах та ваттисем йӑнӑшнӑ иккен. Дарйӑн качча тухас шухӑш пуҫра та пулман. Кун ҫинчен пӗртте шутламан вӑл, чӗринче ун урӑх хуйхӑ пулнӑ…

Ҫав кун Дарья кунӗпех хӑйне ҫӗкленӳллӗ те савӑнӑҫлӑ тытрӗ. Укҫа пирки харкашса илни те унӑн кӑмӑлне пӑсмарӗ. Вӑл, медальне ҫавӑркаласа пӑхса, чылайччен тӗкӗр умӗнче явкаланса тӑчӗ, йӑрӑмлӑ георги ленти хӑйӗн ҫумӗнче ытларах пырать тесе, кофтисене пӗр пиллӗкӗшне улӑштарса тӑхӑнчӗ. «Манӑн халь хӗрессем ҫаклатса илесчӗ!» — текелесе шӳтлерӗ — унтан, Ильиничнӑна курницӑна чӗнсе илсе, ҫанни ӑшне ҫирӗмшер тенкӗлӗх икӗ хут укҫа чиксе ячӗ, Ильинична аллине хӑйӗн вӗри аллисемпе кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, пӑшӑлтатса каларӗ: «Ку — Петьӑна асӑнма… Пӗтӗм хуторӗпе пуҫтарӑнса асӑнӑр, пӑтӑ пӗҫерӗр…» — Унтан макӑрса ячӗ… Анчах тепӗр минутранах, куҫӗсем куҫҫульпе ҫуталаҫҫӗ пулин те, Мишаткӑпа вылярӗ, ӑна уявсенче ҫыхакан йӑпӑрка тутӑрӗпе хупларӗ, нихҫан та макӑрса курман тата куҫҫулӗн тӑварлӑ тутине пӗлмен пек, ахӑлтатса кулчӗ.

Дуняшка хиртен таврӑнсан вара унӑн савӑнӑҫӗ пӗлӗт тӳпинех ҫитрӗ темелле. Вӑл ӑна хӑй медаль мӗнле илни ҫинчен каласа пачӗ, генерал мӗнле калаҫнине тата хӑй ҫине акӑлчан офицерӗ темле катемпи майлӑрах пӑхса тӑнине шӳтлӗн хуҫкаланса туса кӑтартрӗ, унтан Натальйӑна, унпа темскер каварлашнӑ пек, чеен куҫ хӗсрӗ те кӗҫех анӑ хӑйне те, Дарйӑна, георги медалӗпе наградӑланӑскерне, офицер арӑмӗ пулнине кура офицер чинне парасси тата ватӑ казаксенчен пуҫтарнӑ сотня командирӗ тӑвасси ҫинчен Дуняшкӑна ним суйман пек ӗнентерме тытӑнчӗ.

Наталья ачисен кӗписене сапласа аппаланчӗ, Дарйӑна куллине пытарса итлесе ларчӗ, нимӗн те ӑнланман Дуняшка вара, аллисене тархасланӑ пек кӑкӑрӗ ҫумне хутлатса тытса, йӑлӑнса ыйтрӗ:

— Дарьюшка! Чунӑм! Турӑ пул, ан суй! Атту эп эсӗ хӑшне тӗрӗс, хӑшне суйса каланине те ӑнланмастӑп. Эсӗ ним шӳтлемесӗр каласа кӑтарт.

— Ӗненместӗн-и? Апла пулсан, эппин, тӑм-тӑмакка хӗр эсӗ. Эпӗ сана тӗп-тӗрӗссине калатӑп. Офицерсем, ав, пурте фронтра, апла пулсан тата камӑн-ха халь стариксене маршпа утса ҫӳреме, вӑрҫӑ енӗпе кирлӗ ытти пур тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗрентмелле? Ҫавсен командирӗ тӑваҫҫӗ те мана. Эпӗ тесен, вӗсене, ватӑ кӑрчансене, лайӑх тыткалама пултаратӑп! Акӑ мӗнле команда паратӑп вӗсене! — Дарья хунямӑшӗ курасран, кухня алӑкне тайса хучӗ те юбка аркине хӑвӑрт пӗҫ хушшинелле пуҫтарса чикрӗ, ӑна хыҫалтан аллипе ярса тытса, ҫара ура хырӑмӗсене йӑлт-ялт ҫутӑлтарса, курница тӑрӑх таплаттарса утса кайрӗ, унтан, Дуняшка умӗнче чарӑнса тӑрса, хулӑн сасӑпа команда пачӗ: «Стариксем, тӳрӗ тӑрӑр! Сухалӑрсене ҫӳлерех каҫӑртӑр! Кругом налево ша-а-гай!»

Дуняшка тек чӑтма пултараймарӗ, питне ал тупанӗсемпе хупласа, шыв пӗрӗхнӗ пек пӗрӗхтерсе кулса ячӗ.

— Ах, ҫитӗ сана! — терӗ Дарйӑна Наталья кулӑ витӗр. — Эсӗ тем ырра мар-ха капла ашкӑнатӑн!

— Ырра мар сана! Ӑна, ыррине, куратӑр-и-ха эсир? Кӑшт та пулин ухмахланса та кӑтартмасан, кунта тунсӑхпа кӑмсӑкланса пӗтетӗр!

Анчах Дарйӑн савӑнӑҫлӑхӗ мӗнле пуҫланнӑ ҫаплах хӑвӑрт сӳнсе ларчӗ. Тепӗр ҫур сехетрен вӑл хӑй патне, хӗрринчи пӳлӗме, кайрӗ, ӑнӑҫсӑр медале кӑкӑрӗ ҫумӗнчен тарӑхса вӗҫерсе арчана пӑрахрӗ; ывӑҫ тупанӗсемпе питҫӑмартисене чаракласа, чылайччен чӳрече умӗнче сӗнксе ларчӗ, унтан ҫӗр хута таҫта тухса кайрӗ те малтанхи автансем хыҫҫӑн тин киле таврӑнчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр тӑватӑ кун вӑл хирте пӗр уйрӑлмасӑр утӑ ҫулчӗ.

Кичеммӗн иртрӗҫ утӑҫи кунӗсем. Ӗҫлекен алӑсем ҫитмерӗҫ. Кун каҫипе те икӗ теҫеттинран ытла ҫулаймарӗҫ. Паккуссенчи утта ҫумӑр шӳтерчӗ, тепӗр ӗҫ тупӑнчӗ: паккуссене салатса пӑрахса, хӗвелпе типӗтмелле пулчӗ. Валемӗн-валемӗн пуҫтарса купасене хывма та ӗлкӗреймерӗҫ — каллех шалкӑм ҫумӑр тӑкса ячӗ те каҫ пуҫласа ирхи шуҫӑмчченех кӗркуннехи пек пӗр чарӑнмасӑр шӑпӑртатса тӑчӗ. Унтан ҫанталӑк уяртса ячӗ, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ вӗрчӗ, ҫеҫенхирте каллех косилкӑсем халтӑртатма пуҫларӗҫ, хуралса кайнӑ купасенчен кӑвакарнӑ уттӑн пылакрах тутӑллӑ хӗрхӳ шӑрши сарӑлчӗ, ҫеҫенхир пӑспа витӗнчӗ; унтан вара сенкертерех тӗтре витӗр хурал куринкисен, тип варсен кӑвак васанӗсемпе инҫетри пӗвӗсем хӗрринчи симӗс ҫӗлӗклӗ йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫӳҫесен уҫӑмсӑр кӳлеписем кӑшт кӑна курӑнмалла палӑракан пулчӗҫ.

Тӑваттӑмӗш кунне Дарья хиртен тӳрех станицӑна кайма пуҫтарӑнчӗ. Кун ҫинчен вӑл кӑнтӑрлахи апат ҫиме ларсан каларӗ.

— Мӗн аплах хӗстерсе ҫитерчӗ тата? Вырсарникунччен те кӗтейместӗн-и? — кӑмӑлсӑррӑн тӑрӑхласа ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич.

— Эппин, ӗҫ пур, кӗтме вӑхӑчӗ ҫук.

— Ӗнтӗ вара пӗр кун та тӑхтама юрамасть-и?

— Ҫук! — шӑл витӗр тавӑрчӗ Дарья.

— Ну, пӑртак та тӳсейми хыпаланатӑн пулсан, — каях тата. Ҫапах та, мӗнле пит васкавлӑ ӗҫсем тупӑнчӗҫ-ши сан? Юрать-и ыйтса пӗлме?

— Пурне те пӗлсен — вӑхӑтсӑр вилетӗр.

Дарья, яланхи пекех, сӑмахшӑн кивҫене каймарӗ. Пантелей Прокофьевич вара тарӑхса сурчӗ те урӑх нимӗн те ыйтмарӗ.

Тепӗр кунне Дарья, станицӑран таврӑннӑ чух, ҫула май хутора кӗчӗ. Килте Ильинична ҫеҫ мӑнукӗсемпе юлнӑ. Мишатка инкӗшӗ патне чупса пынӑччӗ, анчах Дарья ӑна аллипе сиввӗн, хӑй ҫумӗнчен сирчӗ.

— Наталья ӑҫта кайнӑ-ши, анне? — ыйтрӗ вӑл хунямӑшӗнчен.

— Пахчара-ха вӑл, ҫӗрулми ҫумлать. Ма кирлӗ пулчӗ тата? Старик чӗнме ямарӗ пулӗ те? Ухмаха ан суптӑр вӑл унта! Ҫаплах кала!

— Мана никам та чӗнме яман, хамӑн ӑна пӗр-ик сӑмах каламалли пурччӗ.

— Эсӗ ҫуранах килтӗн-и?

— Ҫуранах.

— Пирӗннисем час пӗтереҫҫӗ-и?

— Ыран пӗтет пулас.

— Чим-ха, ӑҫта пит васкатӑн эс? Ҫумӑр нумай йӗпетрӗ-и утта? — хӑпма пӗлмесӗр тӗпчерӗ карчӑк, крыльца ҫинчен аннӑ Дарья хыҫӗнчен утнӑ май.

— Ҫук, ытлашшиех мар. Ну, эпӗ кайрӑм, атту вӑхӑт ҫук…

— Пахчаран кӗр вара, старик валли кӗпе илсе кай. Илтетӗн-и?

Дарья, илтмӗше персе, хыпалансах выльӑх карти еннелле утса кайрӗ, Пристань патӗнче чарӑнса тӑчӗ — куҫне хӗстерсе, Донӑн тӑварсӑр нӳрӗ сывлӑшпа сывлакан симӗсрех анлӑшне йӗрлесе пӑхрӗ, майӗпен хутор пахчисем еннелле сӗнкӗлтетрӗ.

Дон ҫийӗн ҫил вӑшӑлтатса вӗрет, чарлансем ҫунаттисене йӑлкӑштарса вӗҫеҫҫӗ. Хум сӗвек ҫыран ҫинелле ӳркевлӗн авӑнса упаленет. Ҫутӑ кӑвак ӑршапа хупланнӑ акшар сӑрчӗсем хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Дон хӗрринчи ҫумӑрпа исленнӗ вӑрман, ҫуркунне пуҫланнӑ чухнехи пекех, ҫамрӑк та чӗрӗ вӑйпа ашкӑрса ешерет.

Дарья, чирикӗсене хывса, утса ывӑннӑ урисене ҫурӗ те, куҫне хӗвелтен ал тупанӗпе картласа, ҫыран хӗрринчи вӗри вак чул ҫинчен чылайччен чарлансем салхуллӑн ҫухӑрнӑ тата хумсем пӗр майлӑн ҫатӑлтатнӑ сасӑсене тӑнласа ларчӗ. Ҫак шӑплӑх, чарлансем чуна ыраттарса кӑшкӑрни ӑна куҫҫуль тухиччен хурлантарчӗ, хӑй ҫине сасартӑк йӑтӑнса аннӑ инкек вара кунтан та йывӑртарах та тертлӗрех пулчӗ.

Наталья, пилӗкне аран тӳрлетсе, катмака ҫатан карта ҫумне тайӑнтарса хучӗ те, Дарйӑна курса, ун патне пычӗ.

— Эсӗ ман патаччӗ-и, Даша?

— Сан патна-ха, хам хуйхӑпа…

Вӗсем юнашар ларчӗҫ. Наталья тутӑрне салтса ҫӳҫне тӳрлетрӗ, Дарья мӗн каласса кӗтсе ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ӑна Дарья ҫак кунсенче ытла та сӑнран улшӑнни тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: питҫӑмартисем тӗксӗмленсе хухнӑ, ҫамки ҫинче тарӑн пӗркеленчӗк йӗр чалӑшшӑн картланнӑ, куҫӗсем хуйхӑллӑн та шиклӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ.

— Сана мӗн пулнӑ вара? Сӑну йӑлт хуралса ларнӑ, — хӗрхенсе ыйтрӗ Наталья.

— Хуралӑн унта… — Дарья ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗ. — Ҫумламалли нумай юлчӗ-и сан?

— Каҫалапа пӗтеретӗп. Ҫапах та, мӗн пулнӑ сана? Дарья пырне чӗтретсе сурчӑкне ҫӑтрӗ те хыпӑнчӑк сасӑпа шӑппӑн та хӑвӑрт калаҫса кайрӗ:

— Акӑ мӗн: чире кайрӑм эп… Манӑн — намӑс чирӗ… Шӑп хальхинче лава кайсан ертсе килтӗм… Лектерсе хӑварчӗ мур илмен офицерӗ!

— Чупса-чупса тупрӑн пулать иккен!.. — Наталья аллисемпе шиклӗн те хуйхӑллӑн пӗҫҫисене шарт ҫапса илчӗ.

— Тупрӑм… Ним калама та, никама ӳпкелеме те ҫук… Хам айӑплӑ… Йӑпӑлтата-йӑпӑлтата ҫылӑха кӗртрӗ йӗксӗк ҫури. Шӑлӗсем шурӑ, хӑй, ав, хуртлӑскер пулчӗ. Вӑт пӗтрӗм те халь!

— Эх, мӗскӗн! Ну, мӗнле-ха капла? Мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ! — Наталья Дарья ҫинелле куҫӗсене чарса пӑхрӗ лешӗ, хӑйне алла илсе, куҫӗсемпе ури айнелле тинкерчӗ, хальхинче кӑшт лӑпланнӑрах сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

— Пӗлетӗн-и, эпӗ ҫул ҫинчех хамӑн темскер ырах маррине сисе пуҫларӑм… Малтанах ку ахаль ҫеҫ пулӗ тесеччӗ. Пирӗн, ху пӗлетӗн, хӗрарӑм енӗпе ун пек-кун пекки тӗрлӗрен пулать… Ҫуркунне, ав, ҫӗр ҫинчен тулӑ миххи ҫӗкленӗ хыҫҫӑн, виҫӗ эрне уйӑх хушши пычӗ. Кунта ак, куратӑп хайхи, темскер урӑх япала… Пӗҫ хушши айӗ кӳпчесе хытса ларчӗ… Ӗнер станицӑна хвершӑл патне кайрӑм. Намӑса ниҫта хураймарӑм вӗт-ха… Халӗ ним шанчӑк та ҫук, пӗтрӗ выляса!

— Намӑс та-ха, ҫавах сывалас пулать! Унашкал чирсене сыватнӑ пек калаҫҫӗ.

— Ҫук ҫав, кин, манӑнне сыватаймастӑн. — Дарья йӳҫҫӗн кулса илчӗ те вут пек хӗмленнӗ куҫӗсене пуҫласа ҫӗклерӗ. — Ман — сифилис. Кунашкаллине сыватаймаҫҫӗ. Ку чирпе сӑмсасем ҫӗрсе юхаҫҫӗ… Ав, Андрониха кинемейӗнни пек, курнӑ-и?

— Халӗ мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ? — макӑрса ярас пек ыйтрӗ те Наталья, куҫӗсене куҫҫуль капланса тулчӗ.

Дарья чылайччен чӗнмесӗр ларчӗ. Кукуруза туни ҫумне явӑннӑ йытпырши чечекне татса куҫӗ патне илсе пычӗ. Пӗчӗк те ҫӑмӑл чечекӗн ытла та черченкӗ, хӗррисенче шупка хӗрлӗ чашкинчен хӗвел вӗрилентернӗ тӑпран анӑратса яракан тӑкӑскӑ шӑрши сӑрхӑнать. Дарья, ҫав нимпе те илӗртмен ахаль чечеке пуҫласа курнӑ пек, ун ҫине пӗр тӗсесе те тӗлӗнсе пӑхрӗ; кӑлт-кӑлт сиккелекен сӑмса ҫунаттисене саркаласа шӑршларӗ те ҫилпе кушӑрхаса типнӗ ҫӗр ҫине асӑрханса хучӗ.

— Мӗскер тӑвӑп пуль, тетӗн-и? Станицӑран килнӗ чухне шухӑшласа пӑхрӑм. Хам ҫине хам алӑ хуратӑп, акӑ мӗн тӑватӑп эпӗ! Шелтерех те-ха ун пекех тума, урӑхла май ҫук, ахӑр. Сывалас пулсан та, хуторта пурте пӗлӗҫ, пӳрнепе тӗллесе кӑтартӗҫ, пӑрӑнса ҫӳрӗҫ, кулӗҫ… Кама кирлӗ пулӑп эпӗ ҫавнашкал хӗрарӑм? Сӑн-пит юхса тухӗ, пӗтӗмпе типсе хӑрса кайӑп, чӗрӗ ҫӗртенех ҫӗрсе пырӑп… Ҫук, кирлӗ мар! — Вӑл хӑй тӗллӗн шухӑшланӑ майлӑ калаҫрӗ, Наталья хирӗҫлесе пуҫне пӑркалани ҫине пӑхмарӗ те. — Станицӑна кайиччен эпӗ хамӑн намӑс чирӗ пулсан, сывалӑп пуль тесе шутланӑччӗ. Ҫавӑн пиркиех аттене укҫа памарӑм, хвершӑла тӳлеме кирлӗ пулӗ, терӗм… Халӗ ак урӑхла шут турӑм. Тата пурте йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана! Кирлӗ мар!

Дарья, арҫын пек, ытла та намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ, сурса пӑрахрӗ те вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинчи куҫҫуль тумламне ал тӳрчӗпе шӑлса илчӗ.

— Калаҫатӑн темскер… Турӑран хӑрасчӗ! — терӗ шӑппӑн Наталья.

— Мана вӑл, турӑ, халӗ ним тума та кирлӗ мар. Вӑл мана ахаль те пурнӑҫ тӑршшӗпех ура лартса пычӗ. — Дарья кулса илчӗ, ҫав ашкӑнчӑк та чее кулӑра Наталья унчченхи Дарьйӑна курчӗ. — Ӑна тума юраман, куна юраман, пӗрмаях ҫылӑхпа та хӑрушӑ судпа хӑратрӗҫ… Эсӗ хама хам тӑвакан судран хӑрушшине шухӑшласа та кӑлараймастӑн. Йӑлтах йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ мана ку, Наташка! Пӗтӗм ҫынсенчен чун сивӗнчӗ… Мана хам пуҫа ҫиме ҫӑмӑл пулать. Манӑн — умра та, хыҫра та никам та ҫук. Чӗре ҫумӗнчен те никама уйӑрса каймастӑп… Ҫапла вӑл!

Наталья хӗрсе кайсах ӳкӗтлеме тытӑнчӗ, пуҫ тавра уйласа пӑхма, хӑй ҫине алӑ хурас шухӑша пӑрахма йӑлӑнчӗ, анчах Натальйӑна унчченех сӳрӗккӗн итлесе ларнӑ Дарья хӑйне алла илчӗ те ҫур сӑмахрах ҫилӗллӗн татса хучӗ:

— Пӑрах эсӗ ку сӑмаха, Наташа! Эпӗ кунта эсӗ мана хам тытнӑ шухӑша пӑрахтарма ӳкӗте кӗрттересшӗн килмен! Эпӗ сана хамӑн хуйхӑ ҫинчен калама, паянтан ачусене ман ҫывӑха ан яр тесе асӑрхаттарма килтӗм. Чирӗ ман ерекенскер, хвершӑл каларӗ, ун ҫинчен хам та илтнӗ эпӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем мана пула ан чирлеччӗр, тетӗп. Ӑнлантӑн-и, айванкка? Тата карчӑка та кала, хам хӑяймастӑп, намӑс. Ман пирки эсӗ… тӳрех мӑя мӑйкӑч тӑхӑнӗ тесе ан шутла, кунпа ӗлкӗрме пулӗ… Пурӑнатӑп пӑртак, ҫут тӗнчене курса савӑнатӑп, унтан тин уйрӑлса каятӑп. Атту, пӗлетӗн-и, мӗнле эпир? Ҫӳретпӗр чӗререн чиксе кайиччен, йӗри-тавра ним те асӑрхамастпӑр… Эпӗ, ав, ҫакӑн чухлӗ пурӑнса та суккӑрпа пӗрех пулнӑ. Хальхинче станицӑран Дон хӗррипе киле килме тухрӑм та кӗҫех ак ҫакӑнпа пуринпе те хамӑн уйрӑлма тивесси ҫинчен шухӑшласа илтӗм ҫеҫ — куҫ уҫӑлнӑ пек пулчӗ! Пӑхатӑп Дон ҫинелле — ун тӑрӑх вӗлтӗркке вӗтӗ хумсем чупаҫҫӗ. Вӑл, ав, хӗвел ҫинче чӗр-кӗмӗл пек йӑлтӑртатса-ҫуталса выртать, пӑхсан — куҫ ыратса каять. Каялла ҫаврӑнса пӑхатӑн та, — турӑҫӑм, мӗн тери илем! Унччен ҫакна асӑрхаман та эпӗ… — Дарья именчӗклӗн кулса илчӗ, самантлӑха шӑпланса аллисене чӑмӑртарӗ те, кӗҫ-вӗҫ пыр тӗпӗпе ӗсӗклесе ярас килнине ирттерсе, каллех калаҫма тытӑнчӗ, сасси пушшех ҫинҫен те тӑвӑнчӑклӑн тухрӗ:  — Эпӗ ҫул ҫинче темиҫе хутчен те ӳлесе йӗтӗм… Хутор патне ҫитрӗм те хайхи, пӑхатӑп, — вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча Донра шыва кӗрет. Ну, пӑхса илтӗм ҫавсем ҫине, чун кӳтсе килнипе ухмаха тухнӑ пек ӳлесе макӑрса ятӑм. Икӗ сехет патне ҫапла хӑйӑр ҫинче йӑваланса выртрӑм. Шухӑшласа пӑхсан, мана та ҫӑмӑл мар-ха ку япала… — Дарья ҫӗр ҫинчен тӑрса юбкине силлерӗ, пуҫӗнчи тутӑрне майласа ҫыхрӗ. — Вилӗм ҫинчен шухӑшласан, пӗр ҫакӑншӑн ҫеҫ савӑнатӑп: курма тивет-ҫке-ха манӑн леш тӗнчере Петрона… «Ну, — тейӗп ӑна, — ырӑ мӑшӑрӑм, Петро Пантелевич, йышӑнах халь хӑвӑн тӑрлавсӑр арӑмна!» — Унтан яланхи пекех намӑссӑррӑн шӳтлесе хушса хучӗ:  — Ҫапӑҫма вара леш тӗнчере юрамасть ун, ҫапӑҫакансене ҫӑтмаха кӗртмеҫҫӗ, тӗрӗс-и? Ну, сывӑ пул, Наташенька! Ан ман хунеме карчӑка ман инкек ҫинчен калама.

Наталья питне таса мар ансӑр ал тупанӗсемпе хупласа ларчӗ. Унӑн пӳрне хушӑкӗсенче, хыр ҫурӑкӗсенчи сухӑр пек, куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ. Дарья ҫапӑран ҫыхнӑ ҫатан алӑк патне утса кайрӗ, унтан каялла таврӑнса, ҫапла каларӗ:

— Паянтан эпӗ уйрӑм савӑтран апат ҫиме пуҫлатӑп. Кала кун ҫинчен аннене. Тата акӑ мӗн: аттене вӑл ун пирки нимӗн те ан шарлатӑр, атту старик урса кайӗ те килтен те хуса кӑларса ярӗ. Ку тата ҫитмен пулӗ мана. Эпӗ кунтан тӳрех утӑ ҫулма каятӑп. Сывӑ ҫӳре!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех