Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 19:37

Пуплевӗш: 244; Сӑмах: 2981

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Халӗ ӗнтӗ Томпа Бекки патне ҫаврӑнар. Мӗн тунӑ-ши вӗсем пикникре? Малтан вӗсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа ҫӳренӗ, пӗтӗм ушкӑнӗпе пӗрле ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри хӑйсем пӗлекен тӗлӗнмелли япаласене пӑхса ҫӳренӗ. Вӗсен ячӗсем те пӑртак тӗлӗнмеллерех йышшисем пулнӑ, сӑмахран: «Хӑна пӳлӗмӗ», «Собор», «Аладдин дворецӗ» тата ытти те. Унтан пытанмалла выляма пуҫланӑ. Томпа Бекки ҫак савӑнӑҫлӑ вӑйя тӑрӑшсах эрне. Вӗсем вӑйӑ пӑртак килӗшӳсӗр туйӑнма пуҫличченех вылянӑ. Унтан вӗсем иккӗшӗ те, хӑйсен ҫуртисене ҫӳлелле ҫӗклесе, кукӑр-макӑр кукӑрӑлса каякан галерея тӑрӑх утнӑ, вӗсем чул стенасем ҫинче эрешмен карти пекех тӗрленсе тӑракан ятсемпе числосене тата ӑслӑ халапсене вуланӑ (вӗсене ҫурта хӑрӑмӗпе ҫырнӑ пулнӑ). Сӑмахласа малалла утнӑ хушӑра вӗсем стенасем ҫинче нимӗн ҫырни те ҫук ҫӗрелле хӑйсем епле пырса лекнине те асӑрхаман. Вӗсем усӑнса тӑракан чул айӗнчи стена ҫине хӑйсен ячӗсене хӑрӑмпа ҫырнӑ та малалла кайнӑ. Юлашкинчен вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре пырса тухнӑ: пӗр пӗчӗк юханшыв, чул сӑрт тӗми урлӑ юхса тӑрса, хӑйпе пӗрле известь ҫисе юхтара-юхтара кайса, нумай ҫӗр ҫул хушшинче васкамасӑр иртекен, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫутӑ тӑракан чултан кӑтра та шӑтӑклаллӑ Ниагара туса хунӑ. Ҫав чул ҫинчен анакан шыв мӗнле сикнине Бекки пӑхса килентӗр тесе тата ӑна ҫутатас тесе, Том хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткипе шыв сикнӗ вырӑн хыҫҫӑн хушӑха хӗсӗнсе кайнӑ. Унта вӑл ҫакна асӑрханӑ: ҫав шывсикки хӑй тӗллӗнех чӑнкӑ пусма пеккине картласа тӑнӑ, ҫав пусма пекки чул стена хушшинчи ансӑр ҫурӑка хупса лартнӑ пек туйӑннӑ. Том ҫав самантрах ҫӗнӗ япаласем тупса чапа тухассишӗн ҫунма пуҫланӑ. Бекки вӑл чӗннине хавассӑн йышӑннӑ, вӗсем вара малашне пӑхса пӗлмешкӗн чул ҫине хӑрӑмпа паллӑ тунӑ та ҫӗнӗ япаласем шыраса тупма кайнӑ. Вӗсем кукӑр-макӑр кукӑрӑлакан коридор тӑрӑх нумайччен утна, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла кайнӑ, ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑксене тарӑнрах та тарӑнрах анса пынӑ. Вӗсем тата тепӗр паллӑ тунӑ та аяккалла пӑрӑннӑ, — ҫӳле тухсан каласа кӑтартмашкӑн татах тӗлӗнмелле япаласем шыраса кайнӑ. Пӗр ҫӗрте вӗсем питӗ аслӑ шӑтӑк тупнӑ. Ҫав шӑтӑкӑн маччинчен аялалла темӗн чухлӗ ҫутӑ сталактит усӑнса тӑнӑ, вӗсем этем ури сарлакӑш пулнӑ. Ачасем, ҫав шӑтӑк хитрелӗхне пӑхса савӑнса, унӑн йӗри-тавра утса ҫаврӑннӑ та унтан пӗр коридорӗпе тухнӑ, — ҫакӑнта темӗн чухлӗ коридор пырса ҫыпҫӑннӑ-мӗн. Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухнӑ. Унӑн бассейнӗ глазурьпе сернӗ евӗрлӗ йӑлкӑшса тӑракан кристалсенчен юри тунӑ пекех пулнӑ. Бассейн шӑтӑкӑн вӑта ҫӗрӗ тӗлӗнче пулнӑ, шӑтӑкӗн стенисене темӗнле тӗлӗнмелле колоннӑсем, — тӗрекле сталактитсем-сталагмитсем пӗрлешсе ларнипе пулса тӑнӑскерсем, тӗкӗлесе тӑнӑ, — вӗсем известь шывӗн пӗчӗкҫӗ тумламӗсем нумай ӗмӗр хушши татти-сыпписӗр тумласа тӑнипе пулнӑ. Ҫав шӑтӑкӑн тӳпи айӗнче ҫара ҫерҫи кӗтӗвӗсем вырнаҫса пурӑннӑ, кашни кӗтӗвӗнче пиншер ҫара ҫерҫи пулнӑ. Ҫутӑ вӗсене хускатса янӑ, вӗсем темиҫе ҫӗршерӗн аялалла тапранса аннӑ та, йӗрӗнмелле сасӑпа чӗриклетсе, урнӑ пекех ҫуртасем патнелле чышӑнма пуҫланӑ. Том вӗсен йӑлисене пелнӗ, ҫавӑнтан мӗн пулассине те лайӑхах чухланӑ. Вӑл Беккие аллинчен ярса илнӗ те унпа пӗрле хӑйсене чи малтан тӗл пулнӑ коридораллах чупса тухнӑ. Ҫапла туни аван пулнӑ, мӗншӗи тесен пӗр ҫара ҫерҫийӗ Беккин ҫуртине ҫуначӗпе сӳнтернӗ лартнӑ — Бекки шӑп шӑтӑкран чупса тухса тарнӑ вӑхӑтра сӳнтерпӗ. Ҫара ҫерҫисем ачасем хыҫҫӑн нумайччен хӑваласа пынӑ. Анчах тарса хӑтӑлаканӗсем кашни минутрах ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫӗнӗ те ҫӗнӗ шӑтӑксене пӑрӑнса кӗре-кӗре кайнӑ. Ҫапла вара юлашкинчен ҫав усал чӗрчунсенчен хӑтӑлнӑ. Часах Том ҫӗр айӗнче кӳлӗ шыраса тупнӑ, унӑн аран ҫеҫ палӑракан ҫыранӗсем тӗттӗмелле кайса ҫухалнӑ. Вӑл ҫав ҫырамсене кайса тӗпчесе пӑхасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл малтан ларса калсассӑн лайӑхрах пулӗ тесе шутланӑ. Ҫакӑнта тин ачасем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра нимӗнле сас-чӗвӗ те пулманнине асӑрхаса илнӗ, ҫак шӑплӑх ачасен чунне темӗнле пусаркӑҫпа пусса лартнӑ пекех пулнӑ.

— Мӗн, ара, — тенӗ Бекки, — эпӗ сисмерӗм те, сасӑсем тахҫанах илтӗнме пӑрахрӗҫ мар-и ҫак?

— Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вӗсен айнелле анса кайрӑмӑр вӗт. Эпӗ хамӑр ӑҫталла килсе кӗнине те пӗлместӗп, те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑр еннелле, те хӗвелтухӑҫ еннелле. Кунта эпир вӗсен сассисене те илтме пултараймастпӑр.

Бекки хӑрасах кайрӗ.

— Эпир тахҫантанпах ҫакӑнта аялта ҫӳретпӗр-и ӗнтӗ? Каялла таврӑнсан лайӑхрах пулмӗ-ши?

— Ия, ҫапла тусан лайӑхрах пулӗ, тетӗп. Лайӑхрах пулӗ…

— Эсӗ ҫулне тупма пултаратӑн-и, Том? Кунта ытла та кукӑр-макӑр ҫулсем, манӑн пуҫра пӗтӗмпех арпашса пӗтрӗҫ.

— Ҫав ҫара ҫерҫисем пулман пулсан, эпӗ ҫулне тупма пултараттӑм. Вӗсем пирӗн ҫуртасене иккӗшне те сӳнтерсен, пирӗн мӗн тӑвас-ха? Тавай урӑх ҫул шырар, вӗсем патӗнчен иртсе каяс марччӗ.

— Аташса каяс марччӗ пирӗн. Вӑл вара шутсӑр хӑрушӑ пулӗччӗ! — Ҫавӑн пек хӑрушлӑх пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, хӗрача шартах сикнӗ.

Вӗсем пӗр галерейи тӑрӑх утнӑ, хӑйсем курнӑ паллӑсем тупӑнмаҫҫӗ-ши тесе, кашни шӑтӑкаллах тӗллесе пӑхса нумайччен ним чӗнмесӗр утнӑ. Анчах кунта вӗсем пӗлни нимӗн те пулман, пурте вӗсемшӗн ют пулнӑ. Том ҫӗнӗ шӑтӑкалла тӗллесе пӑхнӑ чухне кашни хутӗнчех Бекки унӑн питӗнчен сӑнаса пӑхнӑ, мӗн те пулин йӑпатмалли сиссе илме ӗмӗтленнӗ, Том вара савӑнӑҫлӑн ҫапла каланӑ:

— Ку эпир килнӗ ҫул мар-ха, анчах эсӗ ан пӑшӑрхан, вӑхӑт ҫитсен, ӑна та тупатпӑр, — тенӗ.

Ҫапах та кашни хутӗнчех телей пулман пирки вӑл шанӑҫа ҫухатса пынӑ, часах вӑл, хӑйсене кирлӗ ҫула тупасчех тесе ӗмӗтленсе, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑрӑна-пӑрӑна кӗме пуҫланӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл ҫапла каланӑ: «Ан хӑра, пурте аван пырать-ха», — тенӗ. Анчах унӑн черине ҫав тери пысӑк йывӑрлӑх пусса тӑнӑ, ҫавӑнпа сасси те унӑн уҫҫӑн тухман, вӑл «пурте аван» тесе мар, «пурте пӗтрӗ» тесе каланӑ пекех туйӑннӑ. Бекки хӑраса ӳкнипе ун ҫумнелле тӗршӗннӗ, куҫҫуль тухассине пӗтӗм вӑйӗпе чарма хӑтланнӑ, анчах куҫҫулӗ юхнӑҫемӗн юхнӑ. Юлашкинчен вӑл ҫапла каланӑ:
— Том, ҫара ҫерҫисем пурри нимех те мар, ҫав ҫулпа каялла таврӑнар.
Капла эпир аташнӑҫемӗн аташса пыратпӑр, — тенӗ.

Том чарӑнса тӑнӑ.

— Итле! — тенӗ вӑл.

Нимӗн сас та илтӗнмен, йӗри-тавра шӑп, харпӑр хӑй сывланине те илтме пулнӑ. Том кӑшкӑрса янӑ. Унӑн сасси, ян кайса, пушӑ тӳпе айӗнче янӑраса тӑнӑ та, кайран майӗпен инҫетелле кайса, такам мӑшкӑлласа ӗхӗлтетсе кулнӑ пек пулса чарӑнса ларнӑ.

— Ой, Том, ан кӑшкӑр, питӗ хӑрамалла! — тенӗ Бекки.

— Хӑрамалли хӑрамалла та, ҫапах та кӑшкӑрсан лайӑхрах, Бекки. Тен, вӗсем пирӗн сасса илтӗҫ.

Вӑл татах кӑшкӑрса янӑ.

Ҫав «тен» тесе калани ахрӑм усаллӑн ӗхӗлтетсе илнинчен те хӑрушӑрах пулнӑ, хӑраса хытса каймаллах туйӑннӑ: ҫавӑн пек каланинчен ӗмӗт сӳнсе ларни сисӗннӗ. Ачасем тӑп тӑрса итленӗ, анчах никам та хирӗҫ чӗнекен пулман. Том каялла ҫаврӑннӑ та васкасарах утма пуҫланӑ. Анчах уткалани-тунинче те тата унӑн куҫӗсенче те темӗнле хӑракаланӑ пек пулни палӑрнӑран Бекки тепӗр хӑрушӑ япалана пӗлсе тӑнӑ: Том ӗнтӗ ҫав ҫара ҫерҫисем пулнӑ шӑтӑк патнелле каймалли ҫула та тупма пултарайман.

— Эй, Том, мӗншӗн эсӗ паллӑ туса пымарӑн?

— Бекки, эпӗ тӑрӑ ухмахах пултӑм ҫав. Тӑрӑ ухмах! Эпир ҫавӑнталла таврӑнасси манӑн пуҫа та кӗмерӗ. Эпӗ ҫулне тупаймастӑп. Ман пуҫра пӗтӗмпех арпашса кайрӗҫ.

— Том, Том, эпир пӗтрӗмӗр. Пӗтрӗмӗр! Эпир нихҫан та, нихҫан та ҫак хӑрушӑ вырӑнтан тухма пултарас ҫук!

— Мӗншӗн эпир ыттисенчен уйрӑлса кайрӑмӑр-ши?

Бекки ҫӗр ҫине ларнӑ та ҫав тери хытӑ йӗрсе-макӑрса янӑ, Том нимӗн тума аптраса тӑнӑ: вӑл халех вилсе каять е ухмаха ерет пулӗ, тенӗ. Вӑл Беккипе юнашар ларнӑ та ӑна ыталанӑ. Бекки хӑй питне унӑн кӑкӑрӗ патне пытарса лартнӑ та, ун ҫумнелле тӗшӗрӗлсе ларса, хӑй мӗнтен хӑранине, хӑйӗн кая юлнӑ ӳкӗнӗвӗсене пӗтӗмӗшпех кала-кала кӑтартма пуҫланӑ. Унӑн хурланса каланӑ сӑмаххисем, инҫетелле ян кайса, мӑшкӑлласа ахӑлтатса кулнӑ пек илтӗннӗ. Том ӑна: «Вӑйна пуҫтар-ха, ӗмӗтне ан ҫухат», — тасе тархасланӑ, анчах Бекки: «Эпӗ ун пек пултараймастӑп», — тенӗ. Вара Том: «Эпӗ сана ҫавӑн пек инкеке кӗртрӗм», — тесе хӑйне хӑй вӑрҫса ӳпкелеме тытӑннӑ, ҫакӑ вара пуринчен те ытларах пулӑшнӑ. Бекки каланӑ: «Эпӗ хама хам алла илме хӑтланса пӑхатӑп, акӑ тӑратӑп та, эсӗ ӑҫталла ертсе каятӑн — ҫавӑнталла пыратӑп, ҫавнашкал сӑмахсем ан та кала, мӗншӗн тесен эпӗ хам та санран кая мар айӑплӑ», — тенӗ.

Вӗсем вара, мӗн пулать-килет тесе, ним тӗлсӗрех утнӑ, — вырӑнта ларас мар тесе ҫеҫ утнӑ, — унтан ытла вӗсем нимӗн те тума пултарайман вӗт. Часах вӗсен черисенче каллех шанчӑк чӗрӗлсе кайнӑ пек пулнӑ, — мӗнле те пулин сӑлтав пулнӑран мар, шанчӑкӗ хӑй ҫавӑн пек пулнӑран чӗрӗлнӗ: ҫын ҫамрӑк чухне, чӑн ӗҫе ӑнланнине курма хӑнӑхман чухне, шанчӑк ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чӗрӗлсе пырать.

Пӑртак тӑрсан, Том Бекки аллинчи ҫуртана илнӗ те ӑна сӳнтернӗ. Ҫавӑн пек перекетлесе хӑтланнипех ӗнтӗ ӑна хытӑ систернӗ: Бекки нимӗн сӑмах каламасӑрах ҫакна ӑнланнӑ та, каллех унӑн ӗмӗчӗ сӳнсе ларнӑ. Вӑл Томӑн кӗсйинче тата пӗр ҫурта та виҫ-тӑватӑ ҫурта тӗпӗ пуррине аванах пӗлсе тӑнӑ, ҫапах та Том вӗсене перекетлӗн тыткалама шутланӑ.

Хуллен-хуллен ывӑнни хӑйне систерме пуҫланӑ. Ачасем ӑна астуса пӑхасшӑн пулман, мӗншӗн тесен, кашни минутах питӗ хаклӑ чухне хӑйсем ҫакӑнта ларасси ҫинчен шухӑшласанах, вӗсене хӑрушшӑн туйӑнса кайнӑ: нимӗн пӗлмесӗр кирек те хӑш еннелле кайсан та, вӗсем ҫапах ӗнтӗ малалла кайнӑ. Тен, вӗсем тулалла, ҫӗр ҫинелле тухмалли ҫӗреллех кайнӑ пулӗ. Анчах ларни вара вӑл хӑйсем валли вилӗм кӗтсе ларнине, ӑна ҫывхартса килнине ҫеҫ пӗлтернӗ.

Юлашкинчен, Беккин тӗреклех мар урисем утайми пулса ҫитнӗ. Вӑл ларнӑ. Том унпа юнашар вырнаҫса ларнӑ та, вӗсем вара кил ҫинчен, тусӗсем ҫинчен, хӑйсен лайӑх вырӑнӗсем ҫинчен пуринчен ытла хӗвел ҫути ҫинчен калаҫма пуҫланӑ. Бекки макӑрнӑ. Том ӑна валли мӗн те пулин йӑпатмалли шухӑшласа кӑларма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫав лӑплантармалли сӑмахсене вӑл темиҫе хутчен те каланӑран вӗсем пурте хӑйсен вӑйӗсене ҫухатнӑ, шутсӑр мӑшкӑлласа кулнӑн илтӗннӗ вӗсем. Бекки ҫав тери ӗшенсе ҫитнӗ, юлашкинчен вӑл тӗлӗрме пуҫланӑ та ҫывӑрсах кайнӑ. Том хӗпӗртенӗ. Вӑл унӑн хуйхӑллӑ сӑн-питне пӑхса ларнӑ. Савӑнмалли тӗлӗксем курнипе Бекки сӑнӗ-пичӗ хуллен-хулленех яланхи пек канӑҫлӑ пулса кайни палӑрнӑ. Беккин тути йӑл кулма пуҫланӑ та нумайччен ҫавӑн пек кулса тӑнӑ. Унӑн сӑнӗ-пичӗ питех канлӗхлӗ пулни Том ӑшчиккинче те палӑрнӑ. Вӑл лӑпланнӑ пек пулнӑ, унӑн ӑш вӑркани те ерипенех иртсе кайнӑ. Унӑн шухӑшӗсем ӗлӗкхи пурнӑҫалла таврӑннӑ, тӗлӗрсе ӗлӗкхисене аса илнисем хушшинче явӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл, ҫав ӗлӗк мӗн пулнисене аса илме тапратса, питех те тарӑн шухӑша кайнӑ, ҫапла вӑл Бекки вӑранса хуллен кулса янине те асӑрхаман. Анчах Бекки ҫавӑнтах кулма чарӑннӑ та йынӑшса илне.

— Эпӗ епле ҫывӑрса кайма пултартӑм-ши? Нихҫан та, нихҫан та вӑранас марччӗ манӑн. Ҫук, ҫук, Том, ун пек ан пӑх ман ҫине! Эпӗ урӑх ун пек каламастӑп.

— Эпӗ эсӗ ҫывӑрнӑшӑн хӗпӗртетӗп, Бекки: халӗ ӗнтӗ эсӗ канса илтӗн, эпир каллех ҫул шырама каятпӑр.

— Шыраса пӑхар, Том, анчах эпӗ тӗлӗкре питех те хитре ҫӗршыв куртӑм. Эпир часах ҫавӑнта лекес пек туйӑнать мана.

— Те лекетпӗр, те лекместпӗр-ха. Ну, Бекки, савӑнӑҫлӑрах пул. Атя-ха тата шыраса пӑхар.

Вӗсем тӑнӑ та алла-аллӑн тытса утнӑ, анчах нимӗн шанчӑксӑрах утнӑ. Вӗсем хӑйсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн чухлӗ пулнине чухласа илме тӑрӑшнӑ. Вӗсене ҫакӑнта темиҫе кун та, темиҫе эрне те ҫӳренӗ пек туйӑннӑ. Анчах ун пек пулас ҫукки курӑнсах тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫуртисем те петмен вӗт-ха.

Ҫапла нумай вӑхӑт иртнӗ, мӗн чул иртнине вӗсем хӑйсем те пӗлмен. Том ҫапла каланӑ: «Питӗ хуллен, хуллен утас пулать, ӑҫта та пулин шыв тумлани илтӗнмест-ши, ҫавна итлесе пырас пулать, ҫӑлкуҫӗ шыраса тупмалла», — тенӗ.

Часах вӗсем чӑнах та шӑнкӑртатса юхакан шыв шыраса тупнӑ, Том вара: «Ҫӗнӗрен ларса канма вӑхӑт ҫитрӗ», — тенӗ. Вӗсем иккӗшӗ те шутсӑрах ывӑнса ҫитнӗ пулас та, Бекки ҫапла каланӑ: «Эпӗ татах каятӑп», — тенӗ. Анчах Том, ӑна тӗлӗнтерсе: «Эпӗ каймастӑп», — тенӗ. Вӑл мӗншӗн каясшӑн пулманнине Бекки ӑнланса илме те пултарайман. Вӗсем ларнӑ. Том тӑм татӑкӗ илнӗ те ҫуртине хӑйсене хирӗҫле стена ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ. Вӗсене каллех шухӑшсем пусса илнӗ, пӗр хушӑ вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр ларнӑ. Бекки пуҫласа сӑмах хушнӑ.

— Том, манӑн шутсӑр ҫиес килет, — тенӗ. Том кӗсйинчен темӗш туртса кӑларнӑ.

— Эсӗ астӑватӑн-и? — тесе ыйтнӑ вӑл.

Бекки кӑшт кулса илнӗ.

— Вӑл пирӗн туй кукӑлӗ, Том.

— Вӑл пичке пысӑкӑш пулнӑ пулсан, питӗ аванччӗ, мӗншӗн тесен пирӗн урӑх нимӗн те ҫук. Эпӗ ҫав кукӑле пикник вӑхӑтӗнче пытарса хӑвартӑм. Кайран ӑна, пер-пӗрне тӗлӗкре курас тесе, иксӗмӗрӗн минтер айне хурас, терӗм. Пысӑк ҫынсем хӑйсен туй кукӑлӗпе яланах ҫапла туса хӑтланаҫҫӗ, анчах ку пирӗн юлашки кукӑль пулать…

Бекки хӑйӗн сӑмахне пӗтӗмпех каласа та пӗтермен. Том кукӑле икӗ пая валеҫнӗ. Бекки хӑй пайне юратсах ҫисе янӑ, анчах Томӗ хӑйӗн пайне кӑшт ҫеҫ ҫырткаласа пӑхнӑ. Ҫапла хӑналансан, ҫиелтен ӗҫмелли те пулнӑ унта, — сивӗ шыв ҫителӗклех пулнӑ. Пӑртак тӑхтасан, Бекки малалла каяс тенӗ. Том ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмен, кайрантарахпа вара ҫапла каланӑ:
— Бекки, эпӗ мӗн калас тенине эсӗ итлеме пултаратӑн-и?

Бекки шуралса кайнӑ, анчах ҫапах та итлеме пултаратӑп пулмалла, тенӗ.

— Эппин, акӑ мӗн, Бекки: пирӗн ҫакӑнтах юлмалла, кунта ӗҫмелли шыв та пур… Акӑ пирӗн юлашки ҫурта татӑкӗ.

Бекки хӑйӗн куҫҫульне юхма, хӑйне хытӑ макӑрма ирӗк панӑ. Том ӑна хӑй пӗлнӗ таран йӑпатса хӑтланнӑ, анчах вӑл тӑрӑшни ахалех пулнӑ. Юлашкинчен Бекки:
— Том! — тесе чӗннӗ,
— Мӗн, Бекки?

— Вӗсем пирӗн ҫинчен астуса илсе шырама тухаҫҫӗ-ши?

— Тухмасӑр. Паллах, тухаҫҫӗ.

— Тен, вӗсем пире халӗ те шыраҫҫӗ пулӗ, Том?

— Тен, халӗ те шыраҫҫӗ. Вӑл тӗрӗсех ӗнтӗ.

— Эпир ҫуккине вӗсем ӑҫтан асӑрхаҫҫӗ-ха? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, Том?

— Пӑрахут таврӑнсан асӑрхаҫҫӗ пулӗ, тетӗп.

— Том, ун чухне питӗ тӗттӗм пулать пулӗ. Эпир пыманнине вӗсем кураҫҫӗ-ши вара?

— Пӗлместӗп, ыттисем пурте киле таврӑнсан, санӑн аннӳ тӳрех ӗнтӗ халӑха пӑлхатать.

Беккин сӑнӗ-питӗнче хӑрани палӑрса кайнӑ, ӑна куҫӗнчен пӑхсан, Том хӑй темӗн йӑнӑш каласа янине чухласа илнӗ. Беккин кӗҫӗр хӑйӗн юлташӗ патӗнче ҫӗр каҫмалла пулнӑ вӗт-ха, ӑна килте кӗтмеҫҫӗ те вӗт. Ачасем калаҫма пӑрахнӑ та шухӑша кайнӑ. Сасартӑк Бекки каллех хытӑ макӑрса янӑ, Том тинех ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйӗн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ пек, Беккин пуҫне те ҫав хурланмалли шухӑшах пырса кӗнӗ иккен. Вӑл шухӑш акӑ мӗнре пулнӑ: вырсарникун ҫурри иртсен тин миссис Тэчер хӑйӗн Беккийӗ миссис Гарпер патӗнче ҫывӑрманнине пӗлме пултарать. Ачасем юлашки ҫурта татакӗ ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларнӑ, вӑл хуллен, нимӗн хӗрхенӳсер ирӗлсе пӗтсе пынине асӑрхаса пӑхнӑ. Юлашкинчен ҫурта ҫиппи пӗр ҫур дюйм тӑршшӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ; унӑн начаркка ҫути пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ, тепре аннӑ, пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ, тепре аннӑ. Часах питех те хӑрамалла сӗм-тӗттӗм пулса тӑнӑ, ниҫта та ҫутӑ пулман.

Бекки хӑй Том ытамӗнче макӑрнине астуса илнӗ. Мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ-ши, вӗсенчен нихӑшӗ те ҫавна калама пултарайман. Вӗсем ҫакна ҫеҫ пӗлнӗ; вӑхӑт питӗ нумай иртсен (хӑйсене ҫапла туйӑинӑ) вӗсем иккӗшӗ те ыйха кайса ним пӗлми пулнине хӑйсем ҫинчен сирсе пӑрахнӑ та хӑйсене пырса тивне инкеке каллех туйма пуҫланӑ. Халӗ вырсарникун, тен, тунтикун та пулӗ, тенӗ Том. Вӑл Беккие сӑмахлаттарма хӑтланса пӑхнӑ, анчах хӗрачана ытла та пысӑк хуйхӑ пусса илнӗ; унӑн мӗнпур ӗмӗчӗ те йӑлтах сӳнсе ларнӑ. «Эпир ҫуккине тахҫанах астумалла пулнӑ, халӗ ӗнтӗ, тен, пире шыраҫҫӗ те пулӗ», — тесе каланӑ Том. — Эпӗ мӗнпур вӑйпа кӑшкӑратӑп, — кам та пулин илте те килӗ», — тенӗ. Вӑл кӑшкӑрса янӑ; анчах тӗттӗмре сасӑ ян-ян! кайнисем питех те хӑрамалла илтӗннӗ, ҫавӑнпа вӑл урӑх кӑшкӑрса та пӑхман.

Сехетсем иртне, ҫӗр тӗрмине лекнӗ ачасене каллех выҫӑ аптратма пуҫланӑ. Хӑйне тивнӗ ҫур тӳперен Томӑн пӗр татӑк выртса юлнӑ: вӗсем ӑна валеҫнӗ те ҫисе янӑ. Анчах, ӑна ҫисессӗн, вӗсен хырӑмӗсем тата хытӑрах выҫнӑ пек туйӑнса кайнӑ. Кӑшт кӑна ҫини хӑйсен хырӑмӗнчен тӑрӑхланӑ пек ҫеҫ пулнӑ.

Пӗр хушӑ иртсен, Том ҫапла каланӑ:
— Ш-ш-ш…
Эсӗ илтрӗн-и? — тенӗ.

Вӗсем иккӗшӗ те сывлама чарӑнса итлеме пуҫланӑ. Такам таҫта инҫетре, инҫетре кӑшкӑрнӑ пек туйӑннӑ. Том ҫавӑнтах хирӗҫ кӑшкӑрнӑ та, Беккие алӑран тытса, коридор тӑрӑх ҫав еннелле хыпашласа кайма пуҫланӑ. Унтан вӑл каллех чарӑнса тӑнӑ: сасӑ каллех илтӗнсе кайнӑ, ҫывӑхрах илтеннӗ пек туйӑннӑ.

— Вӗсем кӑшкӑраҫҫӗ! — тенӗ Том. — Кунталла килеҫҫӗ! Атя, Бекки, ан хӑра, халӗ пурте лайӑх пырать.

Тыткӑна лекнескерсем хӗпӗртесе хаваслансах кайнӑ. Анчах вӗсем чупма пултарайман, мӗншӗн тесен кашни утӑмрах анса каймалли тарӑн шӑтӑксем тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа сыхланса утмалла пулнӑ. Часах вӗсем пӗр ҫавӑн пек шӑтӑк патне пырса тӑнӑ та пӗр утӑм та малалла кайма пултарайман. Шӑтӑкӗ виҫӗ фут тарӑнӑш та, ҫӗр фут тарӑнӑш та пулма пултарнӑ, — кирек менле пулсан та, ун урлӑ каҫма май килмен. Том хырӑме ҫине выртнӑ та хӑй мӗн чул пултарнӑ таран аялалла карӑнса пӑхнӑ. Шӑтӑкӑн тӗпӗ палӑрман… Пӑхса кӗтсе тӑрас пулать ӗнтӗ хӑйсене илме киличчен. Вӗсем итлесе тӑнӑ, анчах сасӑсем хуллентерех те инҫетерех илтӗнме пуҫланӑ. Татах темиҫе самантран вӗсем йӑлтах та илтӗнме пӑрахна. Ах, мӗнле шел, мӗнле кичем пулса кайнӑ. Том хӑйӗн сасси урмӑшса кайичченех кӑшкӑртӑ, анчах ӑна никам та хирӗҫ чӗнекен пулман. Ҫапах та вӑл Беккие шанчӑк пама тӑрӑшнӑ, анчах, вӗсем пӗр ӗмӗр хушшиех пӑшӑрханса кетсе тӑрсан та, сасӑсем урӑх илтӗнмен.

Ачасем хыпашласа хӑйсен шывӗ патне утса ҫитнӗ. Питех те кетсе ывӑнмалла сехет хыҫҫӑн сехет тӑсӑлса пынӑ. Вӗсем каллех ҫывӑрса кайнӑ та, выҫӑскерсем, пӗтӗмпех хуйхӑ пусса ҫитернӗскерсем, вӑранса кайнӑ. Халӗ ӗнтӗ ытларикун пулӗ тесе шутланӑ Том.

Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр шухӑш кӗрех кайнӑ. Ҫывӑхра айккинелле кайма темиҫе коридор та пулнӑ. Ахаль ӗҫсӗр аптраса лариччен ҫавсене йӗрлесе пӑхса ҫӳресси лайӑхрах мар-ши? Вӑл кӗсйинчен хут ҫӗленӗн кантрине туртса кӑларнӑ, ӑна чул сӑрт тӗпекӗнчен кӑкарса лартнӑ та Беккипе пӗрле ҫула тухса кайнӑ, утнӑ майӗпе ҫӑмхине сӳтсе пынӑ. Анчах пӗр ҫирӗм утӑм яхӑн кайсанах каридор пӗтсе ларнӑ; унӑн вӗҫӗнче тарӑн шӑтӑкалла сикмелли лаптӑк пекки пулнӑ. Том чӗркуҫленсе ларнӑ та аялалла анса каякан стенана тепчесе пӑхма пуҫланӑ, унтан хӑйӗн алли ҫитнӗ таран кӗтес хыҫӗнчи стенана хыпашлама тапратнӑ, унтан пӑртак сылтӑмалларах карӑнса пӑхнӑ та, ҫав самантра вара пӗр ҫирӗм ярдра ҫеҫ тенӗ пек чул сӑрт кӗтесси хыҫӗнчен ҫурта тытнӑ алӑ курӑнса кайнӑ. Том хӗпӗртесе кӑшкӑрса янӑ, анчах алӑ хыҫҫӑн ҫыннин кӗлетки те тухса тӑнӑ, вӑл Джо индеец пулнӑ. Том хӑраса хытсах кайнӑ, ни аллине, ни урине те тапратма пултарайман; «испанец» ҫав минутрах сиккипе яра парса, часах куҫран ҫухалнӑ, уншӑн Том шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ. Джо ман сасса епле палласа илеймерӗ-ши, судра каласа кӑтартнӑшӑн вӑл епле-ха мана ҫапса пӑрахмарӗ-ши тесе, питех тӗлӗннӗ Том. Анчах унӑн сасси ян кайса улшӑннӑ пулмалла. Ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл мана паллаймарӗ, тенӗ арҫын ача хӑйне хӑй. Сехри хӑпнипе унӑн ӳтӗнчи кашни мускулӗ вӑйсӑрланса кайнӑ, хӑйне хӑй вӑл ҫапла каланӑ: «Каялла, ҫӑлкуҫ шывӗ патне, таврӑнма вӑй ҫитет пулсан, эпӗ вара ҫавӑнтах юлатӑп, урӑх ҫӗре ниҫта та каймастӑп, ҫав Джо индеецпа каллех тел пулас марччӗ», — тенӗ.

Вӑл хӑй мӗн курнине Беккирен пытарнӑ. «Ахаль ҫес кӑшкӑртӑм», — тенӗ вӑл ӑна.

Анчах хырӑм выҫҫийӗ тата нимӑне пӗлмесӗр асап тӳссе ларасси вӑл сехре хӑпса хӑтланнисенчен те усалтарах. Вӗсем ҫӑлкуҫ патӗнче хуйхӑрса ларнӑ та унтан ыйхӑласа кайнӑ, кайран нумайччен ҫывӑрнӑ — ҫакӑ вара вӗсен шухӑшӗсене те улӑштарса янӑ. Питӗ ҫиес килекен пулнипе вӗсем вӑранса кайнӑ. «Халь ӗнтӗ юнкун е кӗҫнерникун, тен, эрнекун е шӑматкун та пулӗ, — тесе шутланӑ Том, — шыракансем те, шыраса тупас ҫук тесе, пирӗн ҫине алӑпа ҫеҫ сулчӗҫ пулӗ», — тенӗ. Вӑл тепӗр коридора тӗпчесе пӑхма сӗннӗ. Хӑть те мӗн хӑрамалли пулсан та, вӑл ҫапах кайса ҫӳреме хатӗр пулнӑ, Джо индееца тӗл пулассинчен те хӑрама пӑрахнӑ. Анчах Бекки питӗ вӑйсӑрланса ҫитнӗ. Вӑл ӗнтӗркесе питех салхуллӑн ларнӑ, вырӑнтан тапранасшӑн та пулман. «Эпӗ хам ӑҫта ларнӑ ҫӗртех ларса юлатӑп, вилӗм килессине кӗтетӗп, вӑл ҫитесси инҫех мар ӗнтӗ, — тенӗ вӑл. — Эсӗ каяс тетӗн пулсан, кантра ил те кай, анчах эпӗ сана манпала сӑмахламашкӑн час-часах киле-киле кайма йӑлӑнатӑп, санран та сӑмах илетӗп: хӑрушӑ минут килсе ҫитсен, эсӗ ман патра лар, пурте пӗтичченех мана алӑран тытса лар», — тенӗ.

Том ӑна чуптуса илнӗ, ҫавӑн чухне ӑна хӑйне такам пыртан пӑвса лартнӑ пекех пулнӑ. Вӑл ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран тухмалли вырӑн шыраса тупма е тата хӑйсене шыракансене тӗл пулма ӗмӗтленессине пӑрахман пек пулнӑ. Хӑй аллине вӑл хут ҫӗленӗн кантрипе илнӗ те, пӗр коридорӗ тӑрӑх хыпашласа, тӑватӑ уран упаленсе аялалла анма пуҫланӑ, хӑйне хырӑм выҫҫнйӗ тата ҫывхаракан вилӗм ҫинчен шухӑшлани аптӑратса ҫитернӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех