Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Старикпе хӗр тата хӗвел

Автор: Хветӗр Агивер

Ҫӑлкуҫ: Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Хушнӑ: 2019.07.01 14:54

Пуплевӗш: 223; Сӑмах: 1351

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Шартарсах ямалли янкӑр кунсем тӑраҫҫӗ. Ҫӗр вӗри, йывӑҫсем те вӗри. Типӗ курӑк ура айӗнче чаштӑртатать. Каҫсерен анчах кӑшт сулхӑн анать. Ҫак вӑхӑтра вара ыткӑнса юхакан Катунь шывӗ хӗррине ватӑ-ватӑ старик тухать, хӑйӗн яланхи вырӑнне, армак-чармак тунката ҫине, пырса ларать — анакан хӗвеле тимлеме пуҫлать.

Хӗвел тусем хыҫне пытанма хатӗрленет. Каҫ пулттипе вӑл йӑм хӗрлӗ те тем пысӑкӑш курӑнать.

Старик хускалмасӑр ларать. Типсе хӑмӑрланнӑ, хӑрушла пӗркеленсе пӗтнӗ аллисене вӑл чӗркуҫҫийӗсем ҫине хунӑ. Пичӗ те пӗркеленчӗк, куҫӗсем нӳрӗ, тӗссӗр. Мӑйӗ ҫинҫе, пуҫӗ пӗчӗк, кӑн-кӑвак. Кӑвак ситсӑ кӗпи витӗр вӗҫленке хул калакӗсем палӑраҫҫӗ.

Пӗррехинче старик, ҫапла ларнӑ чухне, ҫурӑмӗ хыҫӗнче такамӑн сассине илтрӗ:

— Сывлӑх сунатӑп, мучи!

Старик пуҫӗпе сӗлтрӗ.

Унпа ҫумлӑн пӗчӗк лаптак чӑматан йӑтнӑ хӗр пырса ларчӗ.

— Канса илес тетӗр-и?

Старик каллех пуҫӗпе сӗлтрӗ. Хирӗҫ каларӗ:

— Канса илес терӗм.

Хӗр еннелле ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

— Калӑр-ха, сирӗн сӑнӑра ӳкерме юрать-и? — ыйтрӗ хӗр.

— Мӗнле… ӳкерме? — ӑнланмарӗ старик.

— Сире ӳкерме.

Старик пӗр хушӑ нимӗн те чӗнмерӗ, хӗвеле тинкерчӗ, хӑрпӑксӑр хӗрхӗлтӗм кур хупанкисене мӑч-мӑч хупрӗ.

— Текех мӗн илемӗ пултӑр ӗнтӗ манра? — терӗ вӑл.

— Мӗншӗн? — Хӗр ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ. — Ҫук, эсир илемлӗ, мучи.

Старик ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ хӗр. Унтан, хӑйӗн кӑпӑшка алӑ тупанӗпе унӑн типӗ хӑмӑр аллине ачашласа, сӑмах хушрӗ:

— Эсир ҫав тери хитре, мучи. Ӗненӗр.

Сӗлкӗшшӗн палӑрчӗ старик кулли.

— Эппин, ӳкерех. Кӑмӑлу хӑвӑн.

Хӗр хӑйӗн чӑматанне уҫрӗ.

Старик ӳсӗркелесе илчӗ.

— Хула хӗре-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Хула хӗре.

— Харамах тӑрӑшмастӑн пулӗ-ха, тӳлеҫҫӗ пуль?

— Хӑҫан мӗнле, паллах. Лайӑх ӳкерсен, тӳлеҫҫӗ.

— Тӑрӑшас пулать.

— Тӑрӑшатӑп-ха.

Иккӗшин те сӑмах пӗтрӗ.

Ватӑ ҫын хӗвел ҫинчен самантлӑха та куҫне илмерӗ. Старик питне-куҫне хӑяккӑнтарах пӑхса ӳкерчӗ хӗр.

— Эсир кунтисем-и, мучи?

— Кунтисем.

— Ҫураласса та кунтах ҫуралнӑ-и?

— Кунтах, кунтах.

— Халӗ миҫере эсир?

— Миҫере-и? Сакӑрвуннӑра.

— Охо!

— Нумай, — унпа килӗшсе каллех хӗрхӳн кулса илчӗ старик. — Ху миҫере-ха?

— Ҫирем пиллӗкре.

Каллех сӑмахӗ пӗтрӗ.

— Хӗвелӗ мӗнешкел! — йӑваш сассипе ҫӗклӗнӳллӗн каласа хучӗ вӑл.

— Мӗнешкел? — ӑнланмарӗ хӗр.

— Пысӑкскер.

— А-а… Ҫапла, хитре кунта, илемлӗ.

— Шывӗ кур-ха, ав, мӗнешкел тата… Ав, леш ҫыран хӳттинче…

— Ҫапла, ҫапла.

— Юн хушнӑ пек. Хӗп-хӗрлӗ.

— Ҫапла. — Хӗр леш енчи ҫыраналла пӑхса илчӗ. — Ҫапла.

Хӗвел Алтай хырҫисене сӗртӗнсе илчӗ те таҫти инҫетри-инҫетри кӑвак тӗнчене пусӑрӑнма тытӑнчӗ. Вӑл тарса-тарса пынӑҫемӗн, ту кӳлеписем те уҫӑмланса вичкӗнленчӗҫ. Вӗсем ҫывӑхарах куҫса ларчӗҫ пек. Айлӑмра вара — юханшывпа тусем хушшинче — йӗм хӗрлӗ ӗнтрӗк хуллен-лӑпкӑн сӳнсе пырать. Ӗнтӗ тусем енчен ҫемҫе те шухӑшлӑ ӗмӗлке куҫма тапратрӗ. Унтан хӗвел Бубурханӑн шӗвӗр тӑрри хыҫне кӗрсе пытанчӗ, унччен те пулмарӗ лерен тӳпенелле сарӑ-вичкӗн пайӑркасен ярӑмӗ тапса хӑпарса кайрӗ. Вӑл та нумаях тытӑнса тӑраймарӗ — хыҫҫӑнах шӑппӑн сӳнчӗ. Вӑл енчи тӳпере вара пӗлӗт лапкишпех вутлӑн-хӗмлӗн ҫунма тытӑнчӗ.

— Хӗвел тарса кайрӗ, — ассӑн сывласа ячӗ старик.

Хӗр хут листисене ещӗкне пуҫтарса хучӗ.

Пӗр хушӑ нихӑшӗ те нимӗн те чӗнмерӗ — ҫыран хӗрринче вӗтӗ-вӗтӗ хумсем епле шӗпӗлтетнине тӑнласа ларчӗҫ вӗсем.

Айлӑм тӑрӑх капанӑн-капанӑн тӗтре йӑваланма тытӑнчӗ.

Саплӑк вӑрманта, инҫех те мар, темӗнле ҫӗрлехи кайӑк хӑюсӑррӑн сас пачӗ. Ӑна илтсе, тепӗр ҫыранрисем те ҫут тӗнче ятне мухтав юрри шӑрантарма тытӑнчӗҫ.

— Мӗн тери кӑмӑллӑ каҫ… Ҫутӑ… Таса… — терӗ йӑваш сассипе старик.

Хӗр вара хӑй часрах инҫетри савнӑ хулине нумай-нумай ӳкерчӗкпе таврӑнасси ҫинчен шухӑшланӑ. Вӗсен йышӗнче ҫак старикӗн портретчӗ те пулӗ. Унӑн ҫывӑх тусӗ вара, чӑн-чӑн талантлӑ художник, пурпӗрех ҫӗтӗлмесӗр тӑраймӗ: «Каллех ҫав пӗркеленчӗксем!.. Мӗн тума? Ҫӗпӗрте климат хаяр иккенне тата ҫынсем унта тӑрӑнса аниччен ӗҫленине пурте пӗлеҫҫӗ. Малалла мӗн? Мӗн?..» Пултарулӑхӗ питех маррине хӗр хӑй те аванах пӗлнӗ. Анчах та вӑл ҫак старик мӗнешкел тертлӗ те йывӑр пурнӑҫ ирттерни пирки шухӑшлать вӗт-ха. Ав, кур-ха, унӑн аллисене… Каллех ҫав пӗркеленчӗксемех! «Ҫапла, ӗҫлемелле, ӗҫлемелле…»

— Мучи, эсир ыран кунта килетӗр-и?

— Килетӗп, — сас пӑчӗ лешӗ.

Хӗр тӑчӗ тӗ ялалла уттарчӗ.

Кӑшт ларнӑ хыҫҫӑн старик те тӑрса утрӗ.

Вӑл килне ҫитрӗ те, кӑмака ҫывӑхне, кӗтесри хӑйӗн яланхи вырӑнне шӑппӑн вырнаҫса ларчӗ, — ывӑлӗ ӗҫрен таврӑнасса, каҫхи апат ҫиме чӗнессе кӗтме тытӑнчӗ.

Ывӑлӗ кашни каҫах ӗшенсе, кӑмӑлсӑррӑн таврӑнчӗ. Кинӗ те пӗр вӗҫӗм ҫӗтӗлсе ҫӳрерӗ. Мӑнукӗсем ӳсен-пӗри хулана туха-туха кайса пӗтнӗ. Кичем пулнӑ вӗсемсӗр ку килте.

Апат ҫиме ларнӑ.

Старик умӗнчи сӗчӗ ҫине ҫӑкӑр тӗпрете-тӗпрете янӑ, сӗтел хӗррине ларса каҫхи апат тунӑ вӑл. Кашӑкӗпе турилккене асӑрханса шакӑртаттарнӑ — шав тӑвас темен. Никам та нимӗн те чӗнмен.

Унтан ҫывӑрма выртнӑ.

Старик кӑмака ҫине хӑпарнӑ, ывӑлӗпе кинӗ тӗпел кукрине кӗрсе ҫухалнӑ. Никам та нимӗн те чӗнмен. Ара, мӗн ҫинчен калаҫмалла? Калаҫмаллине тахҫанах калаҫса пӗтернӗ пулнӑ ӗнтӗ.

Тепӗр каҫхине старикпе хӗр каллех ҫырана, йывӑҫ тымарӗ ҫумне, тухса ларнӑ. Хӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑрланӑ, старик вара, хӗвеле тинкернӗ май, хӑй калавне тапратса янӑ:

— Пурӑнасса эпир шӑкӑлтатса пурӑнаттӑмӑр, ӳпкелеме кирлӗ мар. Платник пулнӑ эпӗ, ӗҫрен нихӑҫан та татӑк тӑман. Ывӑлсем те манӑн пурте платник пулнӑ. Вӑрҫӑра пуҫӗсене хучӗҫ — тӑваттӑшӗ те. Иккӗшӗ ҫеҫ юлчӗҫ. Акӑ халь пӗри ҫеҫ килте, Степан. Пурӑнатпӑр ҫапла. Ванька вара хулара пурӑнать, Бийскра. Ҫӗнӗ стройкӑра прорабра ӗҫлет. Ҫырать: аванах, тет, пурӑнатпӑр. Килсе хӑна пулса кайрӗҫ пӗрре. Мӑнукӑмсем чылай. Юратаҫҫӗ мана. Ҫапла, халь пурте хуласене саланса пӗтнӗ…

Старик аллисене хӑвӑрт-хӑвӑрт сӑрларӗ хӗр, мӗн сӑрланине сӑтӑра-сӑтӑра пӑрахрӗ, лара-тӑра пӗлмерӗ.

— Йывӑрччӗ-и пурӑнма? — тӗле килмен ҫӗртенех пере-пере ячӗ вӑл.

— Мӗн йывӑрри? — тӗлӗнчӗ старик. — Калатӑп вӗт-ха сана: аван пурӑннӑ.

— Ывӑлӑрсене шел мар-и?

— Шел пулмасӑр? — каллех тӗлӗнчӗ старик. — Ӳстер-ӳстер те — тӑваттӑшне вӑрҫӑра тӑкса хӑвар. Шуткӑ-им?

Хӗр хӑйне хӑй те ӑнкарсах пӗтереймерӗ-ха: хӗрхенет-и вӑл старике, е унӑн хытса каймалла ҫирӗплӗхӗпе канлӗхӗнчен тӗлӗнет-и?

Хӗвел каллех тусем хыҫне анса ларма хатӗрленчӗ. Анӑҫ каллех вутӑн-хӗмӗн кӑварланчӗ.

— Ыран ҫанталӑк пӑсӑлать, — терӗ старик. Хӗр пӗр пӗлӗтсӗр тӳпенелле пӑхса илчӗ.

— Ӑҫтан пӗлетӗр?

— Шӑмшак йывӑрланчӗ.

— Тӳпере вара пӗр пӗлӗт татки те ҫук.

Старик хирӗҫ нимӗн те каламарӗ.

— Мучи, эсир ыран килетӗр-и?

— Пӗлместӗп, — тӳрех тавӑрса каламарӗ старик. — Шӑмшак ванса ыратать.

— Мучи, ҫак мӗн ятлӑ чул вӑл? — хӗр жакет кӗсйинчен йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ чул катӑкӗ кӑларчӗ.

— Мӗнле чул? — ыйтрӗ старик, тусем ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Ҫакӑ-и? — ыйтрӗ вӑл, чул катӑкӗ ҫине йӑпӑрт пӑхса илсе, вара ӑна пӗр хушӑ кукӑрӑлса пӗтнӗ типӗ пӳрнисемпе ҫавӑркаларӗ. — Вут чулӗ ку. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, шӑрпӑк ҫук чухне, унран ҫулӑм кӑлараттӑмӑр.

Хӗре пӗр ӑнкармӑш тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: старик ӑна суккӑр ҫын пек туйӑнса кайрӗ. Тӳрех мӗн калаҫмаллине те тупаймарӗ вӑл, чӗнмерӗ, старике тӗсесе пӑхрӗ. Старик вара анакан хӗвеле куҫ илмесӗр сӑнарӗ. Лӑпкӑн, шухӑшлӑн сӑнарӗ.

— Ме… ил чулна, — терӗ те вӑл хӗре чулне тӑсса пачӗ. — Вӗсем урӑхлараххисем те пулаҫҫӗ. Акӑ мӗнлисем пулаҫҫӗ: чӑкӑт пек шап-шуррисем, витӗр курӑнаканнисем, малта, ӑшӗнче — темле пӑчӑр-пӑчӑр пӑнчӑллисем. Урӑх йышшисем те пур: каснӑ-лартнӑ ҫӑмарта — нимӗн те уйӑраймастӑн. Тата урӑхлисем те пулаҫҫӗ: чакак ҫӑмарти пеккисем — хуратут пуснисем. Кӑн-кӑвак тӗслисем, пӑт-пат йӗрлисем те пур — шӑнкӑрч ҫӑмарти пеккисем.

Хӗр старик ҫинчен куҫне илмерӗ. Вӑл суккӑррипе суккӑр маррине ыйтма анчах хӑю ҫитереймерӗ.

— Мучи, эсир хӑш тӗлерех пурӑнатӑр?

— Кунтан таҫта аякрах мар, Вӑ-ӑн, ҫав ҫурт Иван Колокольников пӳрчӗ, — ҫыранра ларакан пӳрте тӗллесе кӑтартрӗ старик, — леререх — Бедаревсем, унтан Волокотинсем, унтан Зиновьевсем, ну, кӑшт пӑрӑнсан, тӑкӑрлӑкра — пирӗн ҫурт. Пырса лар, ӳркенмесен. Шавлӑччӗ мӑнуксем пур чухне. Халь — лӑпкӑ.

— Тавтапуҫ.

— Эпӗ уттартӑм. Шӑмшак хуҫӑлса тухать.

Старик тӑчӗ те сукмакпа тӑвалла хӑпарса кайрӗ.

Хӗр ӑна лешӗ тӑкӑрлӑка кӗрсе курӑнми пуличченех хыҫран пӑхса юлчӗ. Пӗрре те такӑнмарӗ старик, пӗрре те иккӗленсе тӑмарӗ. Умри ҫула тинкерсе васкамасӑр утрӗ.

«Ҫук, суккӑр мар, — ӑнланчӗ хӗр. — Курасса ҫеҫ япӑх курать».

Тепӗр кунне старик ҫыран хӗррине тухмарӗ. Хӗр пӗчченех ларчӗ, старик ҫинчен шухӑшларӗ. Нимӗнпе те палӑрса тӑман пурӑнан пурнӑҫӗнче старикӗн темӗн чӑн-чӑнни, пысӑкки, пӗлтерӗшли пулнах. «Хӗвел те, ав, — ҫӑмӑллӑн тухать те ҫӑмӑллӑнах анса пытанать, — шухӑшланӑ хӗр. — Ҫӑмӑл япала-и вара ҫак!» Вӑл вара хӑйӗн ӳкерчӗкӗсем ҫине тӗмсӗлсе пӑхса илчӗ. Тунсӑх пусса килчӗ ӑна.

Виҫмине те, тӑваттӑмӗш кун та пырса курӑнмарӗ старик.

Хӗр вӑл ӑҫта пурӑннине шырама утрӗ.

Шыраса тупрӗ.

Хӗҫтимӗр витнӗ пилӗк стеналлӑ пысӑк ҫуртӑн картишӗнче, тӑрӑ айӗнчи верстак умӗнче, аллӑсенелле ҫывхаракан ҫӳллӗ арҫын тупӑк хӑми саваласа тӑнӑ.

— Сывлӑх сунатӑп, — тенӗ хӗр.

Арҫын тӳрленсе тӑнӑ. Хӗр енне пӑхса илнӗ, алӑ тӳрчӗпе тарланӑ ҫамкине шӑлса типӗтнӗ май пуҫне сӗлтнӗ.

— Сывлӑх сунатӑп.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ватӑ мучи кунта пурӑнать-и?

Арҫын хӗр еннелле темӗнле тӗлӗнсе те тӗпчевлӗн пӑхса илнӗ. Хӗр шарламан.

— Пурӑннӑ, — терӗ арҫын. — Акӑ ун валли ӗмӗрлӗх ҫурт савалатӑп.

Хӗрен тути уҫӑлса кайрӗ.

— Вӑл вилнӗ-им?

— Вилчӗ. — Арҫын каллех хӑми умне ӳпӗнчӗ, савине пӗр-икӗ хутчен шуҫтаркаласа илчӗ те, унтан хӗр енне ҫаврӑнчӗ. — Эсӗ, хӗрӗм, мӗн ҫӑмӑлпаччӗ?

— Ахалех… эпӗ унӑн сӑнне ӳкерме тытӑннӑччӗ.

— А-а… — Арҫын савипе хӑвӑрт-хӑвӑрт ӗҫлеме тытӑнчӗ.

— Калӑр-ха, вӑл суккӑр марччӗ-и? — чылайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ хӗр.

— Суккӑр.

— Чылай пулать-и?

— Пӗр вунӑ ҫул ытла. Мӗншӗн ыйтатӑн?

— Ахалех…

Хӗр картишӗнчен тухса кайрӗ.

Урамра ҫатан ҫумне сӗвӗнчӗ те сасӑпах йӗрсе ячӗ. Мучие шутсӑр хӗрхенчӗ вӑл. Хӑйне те, ун ҫинчен каласа пама ӗлкӗрейменрен, шеллесе илчӗ. Ҫав хушӑрах вӑл этем пурнӑҫӗн вӑрттӑнлӑхӗпе паттӑрлӑхӗнче темӗнле тата пысӑкрах тупсӑм пуррине туйрӗ, хӑй те ҫавна тӗпӗ-йӗрӗпе ҫавӑрсах илеймесессӗн те, халичченхинчен ҫитӗнерех панине куҫларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех