Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 14 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.08 19:41

Пуплевӗш: 254; Сӑмах: 3390

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Григорий Гвоздев госпитальтен июнӗн вӑта кунӗсенче тухрӗ.

Вӑл тухса кайиччен пӗр-ик кун малтан вӗсем Алексейпе иккӗшӗ пит лайӑх калаҫрӗҫ те, иккӗшӗ те хӑйсен савнӑ хӗрӗсемпе ӗҫсем пӗр манерлӗрех йывӑр пулнӑшӑн тата пӗр майлӑ инкек тӳсекен юлташсем пулнӑшӑн хӗпӗртенӗ пек пулчӗҫ. Ҫынсен хуйхисем пӗр пекрех пулсан, вӗсем яланах пӗр-пӗрине ун ҫинчен ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ. Гвоздевпа Мересьев та ҫавӑн пекех турӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрине хӑйсем мӗнрен шикленсе тӑни ҫинчен, ку таранччен никама та каласа паман шухӑшӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан пӗрне-пӗри хӑйсен хӗрӗсен карточкисене кӑтартрӗҫ.

Алексей аллинче самаях сӑтӑрӑнса пӗтнӗ, палӑрми пула пуҫланӑ фотографи пулнӑ. Ольӑна вӑл ҫав июнь уйӑхӗнчи уяр та ҫутӑ кун, вӗсем Атӑл леш енчи чечеклӗ ҫеҫен хирте ӑшӑ курӑк ҫийӗпе ҫара уран чупса ҫӳренӗ чух, хӑй ӳкерсе илнӗ. Карточка ҫинче Оля, ӳссе ҫитмен хӗр пек ырханккаскер, хӑйӗн ула-чӑла тӗрӗллӗ платьипе ҫара урисене хӑй айнелле хутлатса, курӑк ҫинче, чечексем хушшинче ларнӑ, унӑн чӗркуҫҫисем ҫинче те чечексем сапаланса выртнӑ. Вӑл хӑй те ирхи сывлӑмпа витӗннӗ чечек пекех таса та ҫутӑ, илемлӗ сӑнлӑ пулнӑ. Аллинчи чечексене суйлакаласа, вӑл, шухӑша кайса, пуҫне кӑштах чалӑштарса тытнӑ, тӗнче илемӗпе чапне тин пуҫласа курнӑ пек, вӑл куҫӗсене чарса пӑрахса хаваслӑн пӑхнӑ. Унӑн фотографийӗ ҫине пӑхкаласа тӑрсан, танкист: — Кун пек хӗр инкекре пӑрахас ҫук, — терӗ. — Пӑрахатех пулсан — унӑн сӑнӗ ултавлӑ пулать, апла-тӑк, ҫаплах кирлӗ те вӑл, ун пек пулни авантарах та, — терӗ.

Алексее та Анюта сӑнӗ кӑмӑла кайрӗ. Хӑй сисмесӗрех, ун ҫинчен вӑл Гвоздева халь ҫеҫ унран хӑйӗнчен илтнӗ сӑмахсенех каласа пачӗ. Ҫак питех те тарӑн шухӑшлӑ мар калаҫу вӗсен савнӑ хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ӗҫсене уҫсах памарӗ, ҫапах та кун хыҫҫӑн вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑлтарах пулчӗ, нумай хушӑ ыраттарса пурӑннӑ шыҫӑ шӑтса юхма тытӑннӑ пекех туйӑнчӗ.

Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Гвоздевӑн, госпитальтен тухсан, телефон тӑрӑх хӑйне илме пыма пулнӑ Анютӑпа пӗрле палата чӳречисем тӗлӗпе утса иртмелле, вара Алексейӗн Анюта мӗнле кӑмӑла кайни ҫинчен танкиста ҫырупа пӗлтермелле. Гвоздев, хӑй енчен, Алексей патне Анюта хӑйне мӗнле кӗтсе илни, вӑл унӑн пӑсӑлса пӗтнӗ пичӗ ҫине мӗнле пӑхни, вӗсен иккӗшӗн ӗҫӗсем малалла мӗнле пулса пыни ҫинчен ҫырса яма пулчӗ. Мересьев кун хыҫҫӑн тӳрех ҫапла шухӑшласа хучӗ: Гришӑн ӗҫӗсем пур енчен те лайӑх пулсан, эпӗ те ним тӑхтаса тӑмасӑрах Оля патне хам ҫинчен пӗтӗмпех ҫырса яратӑп, анчах та унран халӗ те сывалса ҫитмен, вырӑн ҫинчен аран ҫӗкленекен аннене хам ҫинчен каласа кӳрентерместӗп тесе сӑмах илетӗп, терӗ вӑл.

Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ вӗсем, танкист госпитальтен тухасса кӗтсе, иккӗшӗ те пӗр пекех пӑлханчӗҫ. Ҫав тери пӑлханнипе вӗсем ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӗҫ, ҫӗрле иккӗшӗ те хуллен кӑна коридора тухрӗҫ: Гвоздев — хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксене тӗкӗр умӗнче тата тепӗр хут массаж тума, Мересьев, шав пуласран костыль вӗҫӗсене кипке татӑкӗсемпе чӗркесе, утма хӑнӑхас пирки тренировка тума тухрӗ.

Ирхине вунӑ сехетре Клавдия Михайловна, чеереххӗн кулкаласа, Гвоздева хӑйне илме килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вара Гвоздева койка ҫинчен ҫил шӑлса антарнӑ пекех пулчӗ. Пичӗ ҫинчи ҫӗвӗкӗсем тата ытларах палӑрмалла пуличченех хӗрелсе кайса, вӑл япалисене хӑвӑрт-хӑвӑрт пуҫтарма тытӑнчӗ.

— Пит лайӑх хӗр, кӑмӑллӑскер, — терӗ сестра ҫемҫен кулса, Гвоздев ниҫта кайса кӗрейми васкаса пуҫтарӑннине пӑхса тӑнӑ май.

Гвоздев пичӗ-куҫӗ ҫутӑлсах кайрӗ.

— Чӑнах-и? Сире кӑмӑла кайрӗ-и? Ҫук, чӑнах та аван-и?

Вӑл, ҫав тери пӑлханнипе, сывпуллашма мансах чупса тухса кайрӗ.

— Пӗчӗк ача! — персе ячӗ майор Стручков, ун хыҫҫӑн ӑмсануллӑрах пӑхса юлса.

Юлашки кунсенче ҫак йӗркесӗр, чарусӑр кӑмӑллӑ ҫынпа темле тӗлӗнмелле япаласем пулса иртме пуҫларӗҫ. Вӑл ҫынсемпе сахал калаҫрӗ, час-часах ним сӑлтавсӑрах вӗреме тытӑнчӗ, тата, хӑй халӗ кровать ҫинче ларма пултаракан пулнипе, кунӗ-кунӗпех питне чышкисемпе тӗрелесе тытса, ыйтусене хирӗҫ ответ памасӑр, чӳрече витер пӑхса ларчӗ.

Пӗтӗм палата — тӗксӗмленнӗ майор та, Мересьев та, ҫӗнӗрен илсе пырса вырттарнӑ икӗ ҫын та, хӑйсен юлташӗ урама тухасса кӗтсе, чӳречерен пӑхма тытӑнчӗҫ. Тулта ӑшӑ пулнӑ. Тӳпере, пӗрмай улшӑнса пыракан ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑшка пӗлӗтсем шунӑ, вӗсен хӗррисем ҫуталса, хӗрелсе, хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса тӑнӑ. Юханшыв ҫийӗпе ҫав вӑхӑтра кӑвакрах тӗслӗ пӗлӗт ҫумӑр тӑкса иртнӗ. Кун хыҫҫӑн шыв хӗрринчи урамри гранит юри хӑйраса якатнӑ пек йӑлтӑртатнӑ, асфальт мрамор тӗслӗ тӗксӗм пӑнчӑсемпе витӗннӗ, ун ҫийӗнчен ҫав тери ырӑ, ӑшӑ нӳрлӗх ҫӗкленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсен пуҫӗсене чӳречерен тулалла ытларах кӑларса, ҫав ачаш ҫумӑр айӗнче тытса тӑрас кӑмӑл пулнӑ.

— Килет, — пӑшӑлтатса илчӗ Мересьев.

Подьездӑн йывӑр юман алӑкӗ ерипен уҫӑлчӗ. Алӑкран иккӗн тухрӗҫ: шлепкесӗр, ҫӳҫӗсене тӳррӗн тураса хунӑ, ҫине шурӑ блузка, хура юбка тӑхӑннӑ мӑнтӑрккарах хӗр тата ҫамрӑк ҫар ҫынни. Ку ҫын хӑйсен танкисчӗ пулнине Алексей хӑвӑртах уйӑрса та илеймерӗ. Ҫар ҫынни аллине чемодан ҫӗклесе пынӑ, хулӗ ҫине шинель хунӑ, утасса вӑл ҫав тери ҫӑмӑллӑн, ҫирӗппӗн утса пынӑ та, ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ пулнӑ. Хӑйӗн вӑйне тӗрӗслесе, сарлакан утма май пурришӗн савӑнса, вӑл подьезд картлашкисем ҫинчен чупса та мар, ахаль шуса аннӑ пекех аннӑ пулас ӗнтӗ, унтан вӑл хӑйпе пӗрле пыракан хӗре хул айӗнчен тытнӑ та, сайра та шултӑран ҫӑвакан ҫумӑр айӗн шыв хӗрринчи урам тӑрӑх утса, палата чӳречи патнелле ҫывхарса пынӑ.

Алексейӗн вӗсем ҫинелле пӑхнӑ май чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ: ӗҫ йӗркеллех, аванах пулса тухнӑ — ахальтен мар ку хӗрӗн сӑн-пичӗ ҫав тери уҫӑ кӑмӑллӑ, килӗшӳллӗ. Кун пекки пӑрахса каяс ҫук. Тӗрӗс, кун пеккисем ҫын хурлӑха лексен ӑна пӑрахса каймаҫҫӗ.

Вӗсем чӳрече тӗлне ҫитрӗҫ те, чарӑнса тӑрса пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ. Ҫамрӑк ҫынсем ҫумӑр лакпа сӑрланӑ пек ҫутатнӑ гранитлӑ парапет патӗнче, вӑраххӑн вӗҫсе анакан ҫумӑр тумламӗсем хыҫҫӑн юлакан чалӑш йӗрсем хушшинче тӑчӗҫ. Ҫак самантра вара Алексей акӑ мӗн асӑрхарӗ: танкист сӑнӗ ҫинче вӑл ҫухалса кайни, хытах пӑлханни палӑрнӑ, унӑн Анюти, чӑнахах та фотографи ҫинчи пекех лайӑхскер, тем пирки иккӗленнӗ, именнӗ пек пулнӑ, унӑн алли танкист аллинче таччӑнах мар выртнӑ, тӑрасса та вӑл пӑлханарах, иккӗленерех, кӗҫ-вӗҫ аллине туртса кӑларса тарас пек тӑнӑ.

Аллисемпе сулкаласа, юри тунӑ пек кулкаласа илнӗ хыҫҫӑн, ҫамрӑксем вырӑнтан хускалса шыв хӗрринчи урампа утса кайрӗҫ те, ҫурт кӗтесӗ хыҫӗнче ҫухалчӗҫ. Палатӑрисем пурте, ним чӗнмесӗр, хӑйсен вырӑнӗсене кайса саланчӗҫ.

— Тӗрӗссипе каласан, Гвоздевӑн ӗҫӗсем мухтамаллах мар, — сӑмах хушса илчӗ те майор, коридорта Клавдия Михайловна пушмакӗсем шаклатнине илтсе, кӑртах сиксе, чӳрече еннелле ҫаврӑнчӗ.

Алексей мӗн каҫ пулса ҫитичченех пӑлханчӗ. Каҫхине вӑл утса та ҫӳремерӗ, пуринчен малтан ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ. Анчах, пӗтӗм палата ҫывӑрса кайсан та, унӑн койкин пружинӗсем нумайччен чӑкӑртатрӗҫ.

Тепӗр ирхине вӑл, сестра алӑкран кӗнине курсанах: мана валли ҫыру ҫук-и, тесе ыйтрӗ. Анчах ҫыру пулман. Кун хыҫҫӑн вӑл сӳрӗккӗн пит ҫурӗ, пырса панӑ апата та сӳрӗккӗн ҫирӗ. Анчах утасса вара вӑл яланхинчен нумайрах утса ҫӳрерӗ, хайне ӗнер ҫемҫешке пулнишӗн айӑпласа, ӗнер тултарман нормӑшӑн вунпилӗк рейс ытлашши турӗ. Ҫак кӗтмен ҫӗртен тунӑ ҫитӗнӳ ӑна пур пӑшӑрханусене те мантарчӗ. Вӑл ӗнтӗ костыльсемпе ирӗккӗнех, ытлашши ывӑнмасӑрах ҫӳреме пултарнине кӑтартса пачӗ. Коридор аллӑ метр тӑршшӗ пулнӑ, вӑл числона хӗрӗх пилӗк ҫине хутласан (паян вӑл шӑпах хӗрӗх пилӗк рейс тунӑ) — икӗ пин те икҫӗр аллӑ метр, урӑхла каласан, икӗ километр та чӗрӗк пулса тухнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, офицерсен столовӑйӗнчен аэродрома ҫитмелли ҫул тӑршшӗ ҫавӑн чухлӗ пулнӑ. Алексей халӗ ҫав ҫула аса илчӗ: вӑл ялти ишӗлсе аннӑ кив чиркӳ ҫумӗпе, кирпӗчрен тунӑ, анчах нимӗҫсем ҫунтарса янӑ, пушӑ чӳрече шӑтӑкӗсемпе ҫул ҫинелле пӑхса ларакан шкул ҫумӗпе иртсе пӗчӗк вӑрман урлӑ каҫнӑ (ку вӑрманта чӑрӑш тураттисемпе витнӗ бензовозсем пытанса тӑнӑ), малалла команднӑй пункт землянкисем умӗпе иртсе хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗчӗкҫеҫ будка тӗлӗпе (ку будкӑра Метеорологи сержанчӗ картӑсемпе, схемӑсемпе тӑрмашса пурӑннӑ) тӑсӑлса выртнӑ. Сахал мар, тупата, сахал мар утнӑ!

Мересьев кулленхи урока хӗрӗх ултӑ рейс таран ӳстерме, ирӗн-каҫӑн ҫирӗм виҫшер рейс тума, тата ыран, ирхи вӑйпа, костыльсемсӗр утса пӑхма шут турӗ. Ҫакӑн пек ӗмӗт ӑна тӳрех салху шухӑшсенчен пӑрса ячӗ, унӑн кӑмӑлне хӑпартрӗ, ытларах тӑрӑшма хавхалантарчӗ. Каҫхине вӑл ҫав тери пысӑк ҫӗкленӳпе утма тытӑнчӗ те, хӑй вӑтӑр рейсран та ирттерсе янине лайӑххӑн сиссе те юлаймарӗ. Шӑп ҫак вӑхӑтра ӑна тумтирсем ҫакнӑ ҫӗрте ӗҫлекен гардеробщица чарса тӑратрӗ. Унӑн аллинче ҫыру пулнӑ. Алексей ҫиелтен «старший лейтенант Мересьева хӑйӗн аллине» тесе ҫырнӑ пӗчӗк конверта илчӗ. «Хӑйӗн аллине» тенӗ сӑмаха аялтан туртса хунӑ пулнӑ, ку вара Алексее килӗшмерӗ.

Ҫырӑвӗ ҫине те «адресат валли кӑна» тесе ҫырнӑ, ӑна та аялтан туртса хунӑ.

Алексей чӳрече умне тайӑнса тӑрса конверте уҫрӗ те, Гвоздев вокзалта ҫӗрле ҫырнӑ ҫак пысӑк ҫырӑва вуланӑҫемӗн унӑн сӑнӗ тӗксӗмленсе пычӗ. Гвоздев ҫапла ҫырнӑ: Анюта ҫинчен эпир иксӗмӗр мӗнле шутласа пурӑннӑ, вӑл чӑнах та ҫавӑн пекех пулнӑ иккен, унран хитре хӗр, тен, Мускавӗпе те ҫук пулӗ, вӑл мана хӑйӗн тӑванне кӗтсе илнӗ пекех кӗтсе илчӗ, ҫавӑнпа та мана тата ытларах кӑмӑла кайрӗ, тенӗ.

«…Анчах эпир санпа иксӗмӗр калаҫни пӗтӗмпех ҫавӑн пек пулса тухрӗ. Вӑл питӗ аванскер. Вӑл манӑн сӑн-пит пирки нимен те каламарӗ, палӑртмарӗ те. Пӗтӗмпех лайӑх пулса пычӗ. Анчах та эпӗ суккӑр мар вӗт — манӑн ылханлӑ сӑн ӑна хӑратнине курсах тӑратӑп. Пур енчен те аптрамалла мар пек ӗнтӗ, анчах сасартӑк ҫаврӑнса пӑхатӑп та — куратӑп: вӑл ман ҫине пӑхать, хӑйне ҫав вӑхӑтрах те намӑс, те хӑрушӑ пулса каять, те мана хӗрхенет… Илсе пычӗ вӑл мана хӑйсем патне, университета. Каймалла марччӗ ман унта, авантарах пулатчӗ! Студенткӑсем сырӑнса илчӗҫ мана, пӑхаҫҫӗ… Шухӑшла-ха эсӗ — вӗсем пире пурне те пӗлеҫҫӗ иккен, Анюта вӗсене пирӗн ҫинчен пӗтӗмпех каласа парса пӗлтернӗ… Куратӑп — Анюта вӗсем ҫине темле айӑпа кӗнӗ пек пӑхать: ҫакӑн пек хӑрушла этеме илсе килнӗшӗн каҫарӑр мана, тенӗ пек… Пуринчен ытла, Алёша, акӑ мӗн: вӑл хӑй нимӗн те палӑртмасть, манпа ачашшӑн калаҫать, пӗрмай калаҫать, калаҫма чарӑнма хӑранӑ пек! Кайран ун патне кайрӑмӑр. Вӑл пӗчченех пурӑнать, ашшӗ-амӑшӗсем эвакуацире, кил-йышӗ пит те йӗркелӗскер пулмалла. Вӑл мана чейпе хӑналама тытӑнчӗ, анчах хӑй пӗрехмай чейник ҫинче палӑракан ман сӑн ҫине пӑхать те, тарӑнӑн сывла-сывла илет. Пӗр сӑмахпа каласан, ӑш тулса ҫитрӗ манӑн: пултараймастӑп, ҫӑва патне кайтӑр ку! Вара эп ӑна хӑйне тӳррӗнех каласа хутӑм — ҫапла та ҫапла: «Куратӑп, сире манӑн сӑн-пит кӑмӑла каймасть. Мӗнех вара, ку тӗрӗс, эп ӑнланатӑп ӑна, ҫавӑнпа та кӳренместӗп», терӗм. Вӑл макӑрма тытӑнчӗ, а эпӗ ӑна: «Ан макӑрӑр, эсир лайӑх хӗр, сире хуть те кам та юратма пултарать, мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑрӑн пурнӑҫа пӑсас!» тетӗп. Унтан тата: «Халь эсир эпӗ мӗнле хитре каччӑ пулнине куртӑр ӗнтӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр, а эпӗ хамӑн чаҫе каятӑп, унтан адрес ярса паратӑп», тетӗп. Юлашкинчен: «Хӑвӑра ан ирӗксӗрлӗр, эп сире курӑннӑ та — ҫухалнӑ: вӑрҫӑ» — терӗм. Вӑл, паллах: «Ҫук, ҫук, мӗн эсир…», тет те, хӑй макӑрать. Ҫав вӑхӑтрах темле ухмахла сывлӑш тревоги ҫинчен пӗлтерчӗҫ те вӑл пӳлӗмрен тухрӗ, эп те ҫак шӑв-шав вӑхӑтӗнче тухса шӑвӑнтӑм та, тӳрех офицерсен полкне пырса тухрӑм. Пырсанах направлени илтӗм. Пурте йӗркеллӗ ӗнтӗ, литер кӗсьере, каятӑп. Анчах та, Алексей, эп ӑна халь тата хытӑрах юратса пӑрахрӑм, малашне унсӑр мӗнле пурӑнассине те пӗлместӗп…»

Алексей тусӗн ҫыруне вуларӗ те, ӑна хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне курнӑ пек туйӑнчӗ. Унӑн та шӑпах ҫакан пек пулать пулӗ ӗнтӗ! Оля ӑна хӑйӗнчен сирсе ярас ҫук, ӑна пӑрахас ҫук, вӑл та хӑйне ҫакнашкалах таса кӑмӑллӑ пулса жертва тӑвасшӑн пулӗ, куҫҫулӗ витӗр кулӗ, хӑй йӗрӗннине пытарса ӑна ачашлӗ…

— Ҫук, ҫук, кирлӗ мар! Кирлӗ мар! — терӗ Алексей сасӑпах.

Вӑл хӑвӑрт кӑна палатӑна танкӑлтатса ҫитрӗ те, пӗрре сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пекех васкаса, Оля патне кӗске, сивӗрех ҫыру ҫырса хучӗ. Вӑл тӗрӗссине ҫырса яма хӑяймарӗ — мӗн тума кирлӗ ку? Амӑшӗ ахаль те чирлӗ, ӑна тата тепӗр хуйхи ҫинчен пӗлтерсе мӗншӗн кӳрентерес? Оля патне вӑл: эпӗ иксӗмӗр хушӑмӑрти ӗҫсем ҫинчен нумай шухӑшларӑм, анчах сана кӗтсе пуранма йывӑр пулӗ, тесе ҫырчӗ. — Кам пӗлет, вӑрҫӑ тахҫанччен тӑсӑлать-ха? Анчах ҫулсем шӑваҫҫӗ, ҫамрӑклӑх иртет. Вӑрҫи вӑл ҫавӑн пек япала: кӗтни кӑлӑхах пулма пултарать. Сасартӑк, мана вӗлерсен, эсӗ арӑм пулмасӑрах тӑлӑха юлсан, мӗн пулса тухать? Е тата унтан та начартарах пулма пултарать: мана амантса, ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ те, санӑн инвалида качча каймалла пулӗ. Мӗн тума кирлӗ ку? Эсӗ ҫамрӑклӑхна ахаль ирттерсе ан яр, ман ҫинчен часрах манса кай. Мана эсӗ ответ памасан та пултара-тӑн — эпӗ кӳренес ҫук. Хама питӗ йывӑр пулсан та, эп сана ӑнланатӑп. Анчах ҫапла тусан авантарах пулӗ.

Ҫыру Алексей аллисене вут пек ҫунтарса тӑчӗ. Ӑна вӑл, ҫырнӑ хыҫҫӑн тепре вуласа тухмасӑрах, конверт ӑшне хурса ҫыпӑҫтарчӗ те, костылӗсемпе хӑвӑрт кӗмсӗртеттерсе утса, коридорти вӗретнӗ шыв тултарнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан «титан» хыҫне ҫакнӑ кӑвак почта ещӗкӗ патне пырса ячӗ.

Палатӑна таврӑнсан, вӑл каллех сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ. Пӗтӗм ӑшчике тулнӑ кичем тунсӑха кама каласа парас ӗнтӗ? Амӑшне калама юрамасть. Гвоздева каласа парас-ши? Вӑл, паллах, ӑнланнӑ пулӗччӗ, анчах ӑҫта-ха вӑл? Фронтри ҫав тери йышлӑ, пӗр-пӗринпе пӑтрашса пӗтнӗ ҫулсем ҫинче шыраса туп-ха ӑна! Полка ҫырса ярас-и? Анчах хӑйсен кулленхи боевой ӗҫӗсене туса пыракан телейлӗ ҫынсен унпа мӗн ӗҫ пур? Метеорологи сержантне! Акӑ кама пӗлтермелле! Алексей ҫапла шут турӗ те — тӳрех ҫырма ларчӗ. Тус хулпуҫҫийӗ ҫине выртса макӑрма ҫӑмӑл, ҫак ҫыру та ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн ҫырӑнчӗ. Анчах Алексей сасартӑк, ҫурри ҫырнӑ сӑмах ҫинчех чарӑнса тӑчӗ, шухӑша кайрӗ те хӑй ҫырнине ҫавӑнтах лутӑркаса ҫурса тӑкрӗ.

— Сӑмах асапӗнчен хӑрушӑрах асап та ҫук… — терӗ Стручков тӑрӑхларах.

Вӑл койка ҫинче Гвоздев ҫыруне тытса ларнӑ. Ӑна вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе, Алексей тумбочки ҫинчен ыйтмасӑрах илсе вуланӑ пулмалла.

— Мӗн пулнӑ вара паян пурне те?.. Гвоздев та ҫав, ай, ухмах! Хӗр кӑштах кӑмӑлсӑр пек пулнӑшӑнах хуйӑха ӳкнӗ!.. Пуҫласа янӑ психологи… Вуланӑшӑн ҫиленместӗн-и? Пирӗн, фронтовиксен, мӗнле секретсем пулччӑр?

Алексей ҫилленмерӗ. Вӑл шухӑшларӗ. Тен, ыран почтальона сыхласа тытса, Оля патне янӑ ҫырӑва унран каялла илес?

Ҫак каҫхине Алексей пит те канӑҫсӑррӑн ҫывӑрчӗ, тӗлӗкре вӑл пӗрре юр айне пулса ларнӑ аэродрома курчӗ, тепре хӑй пӗлмен конструкциллӗ «Ла-5» самолёта курчӗ, самолёчӗн — кустӑрмисем вырӑнне кайӑк урисем пулнӑ; кабинӑна техник Юра кӗчӗ пек, кӗнӗ май вӑл Алексее «эсӗ хӑвӑнне вӗҫсе ирттернӗ ӗнтӗ», халӗ вӗҫме ман черет, терӗ пек; унтан тата шурӑ кӗпепе йӗпе йӗм тӑхӑннӑ Михайла Мучи Алексее улӑм ҫине вырттарса милӗкпе ҫапнӑ, хӑй пӗрмай кулнӑ; туй умӗн милӗкпе ҫапса минтретсен те нимӗн те мар, тенӗ. Кайран, тул ҫутӑлас умӗн, ӑна Оля курӑннӑ. Вӑл тӳнтерле ҫавӑрса пӑрахнӑ лодка ҫинче, хӗвелпе пиҫнӗ ҫирӗп урисене шыва чиксе ларнӑ пек, хӑй вӑл вара темле ҫӑмӑл, ҫинҫешке пулнӑ, пӗтӗмпех ҫутӑлса тӑнӑ пек курӑннӑ. Оля, пӗр аллипе хӗвел ҫуттинчен картланса, кулса, тепӗр аллипе кӑчӑк туртса Алексее хӑй патнелле чӗннӗ, Алексей ун патнелле ишсе пынӑ, анчах вӑйлӑ шыв юххи ӑна ҫырантан, хӗртен аяккалла туртса кайнӑ. Алексей аллисемпе, урисемпе, пӗтӗм мускулӗсемпе хытӑран хытӑ ӗҫленӗ, ун патнелле ҫывӑхран ҫывӑх ишсе пынӑ, унӑн ҫӳҫӗсене ҫил вылятса тӑнине, хӗвелпе пиҫнӗ урисем ҫинче шыв тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑнине те куракан пулнӑ ӗнтӗ…

Ҫак тӗлте Алексей вӑранса кайрӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑ пулнӑ, унӑн кӑмӑлӗ ҫутӑлса тӑнӑ. Вӑрансан, вӑл чылай вӑхӑт куҫӗсене уҫмасӑр, каллех ҫывӑрса кайса ҫав ырӑ тӗлӗке каялла тавӑрма тӑрӑшса выртрӗ. Анчах кун пекки вӑл ача чухне ҫеҫ пулать ҫав. Тӗлӗкре курнӑ хӗвелпе пиҫнӗ хӗр сӑнарӗ темле тӑруках пурне те ҫутатса пачӗ. Ытлашши шухӑшламалла мар, епресе каймалла мар, майор калашле — психологипе аппаланмалла мар, ун патнелле хирӗҫ ишсе пымалла, юхӑма хирӗҫ ишмелле, темле йывӑр пулсан та малалла ишмелле, пӗтӗм вӑя хумалла та — ишсе ҫитмелле. Ҫыру пирки мӗнле-ха ӗнтӗ? Алексей ещӗк патне кайса почтальон пырасса сыхласа тӑрасшӑн пулчӗ, анчах ҫавӑнтах аллипе сулчӗ: кайтӑрах вӑл хӑйӗн ҫулӗпе. Чӑн-чӑн юратӑва кун пек ҫыру хӑратса тартас ҫук. Халӗ, юрату чӑн-чӑннине ӗненсен, ӑна хӑй савӑнӑҫлӑ е кичем, сывӑ е чирлӗ, хуть те епле пулсан та кӗтсе тӑнине ӗненсен, вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫав тери хутшӑннине, пӗтӗм шӑмми-шакки тӗрекленнине туйрӗ.

Ирхине вӑл костыльсемсӗр утса ҫӳресе пӑхрӗ. Малта» кровать ҫинчен хуллен шуса анчӗ. Урисем ҫине тӑчӗ. Темиҫе самант хушши, урисене саркаласа пусса, сулӑнса каясран аллисемпе сулкаласа тӑчӗ вӑл. Унтан, аллисемпе стенаран тытса, пӗр утӑм ярса пусрӗ. Ҫав самантрах протез саранӗ нӑтӑртатса илчӗ. Кӗлетки аяккалла сулӑнма пуҫларӗ, анчах вӑл аллисемпе сулса илсе, тӳрленсе тӑчӗ. Стенаран уйрӑлмасӑрах тепӗр утӑм турӗ. Утма ҫав тери йывӑр тесе вӑл нихҫан та шутламан. Ача чухне вӑл шалча ҫинче, «тӑрна-урапа» утма вӗреннӗччӗ. Шалчасем ҫумне ҫыхнӑ хӑма таткисем ҫине тӑратчӗ, ҫурӑмӗпе каялла тӗртӗнсе илсе стена ҫумӗнчен уйӑрлатчӗ те пӗр-утӑм, иккӗ, виҫҫӗ тӑватчӗ, унтан кӗлетке пӗр еннелле-сулӑнма пуҫлатчӗ те — вӑл ҫӗре сиксе анатчӗ, шалчисем хула хӗрринчи урамри тусанлӑ курӑк ӑшне ӳкетчӗҫ. Шалчасемпе утма ҫӑмӑлтарах ҫав, вӗсем ҫинчен сиксе анма пулать. Анчах протезсем ҫинчен сиксе анма ҫук. Ҫавӑнпа та, виҫҫӗмӗш утӑм тусан, вӑл пӗр еннелле сулӑнса кайрӗ те, ури пӑрӑннипе урайне ӳппӗн тӑсӑлса ӳкрӗ.

Вӗренӳ валли вӑл процедурӑсем тӑвакан сехете суйласа илчӗ. Ун чухне палатӑра выртакансене пурне те эмеллемелли кабинӑсене йӑтса кайнӑ. Урайне ӳксен, Алексей хӑйне пулӑшма никама та чӗнмерӗ, хӑех стена патнелле упаленсе пычӗ те, аллисемпе ун ҫине тайӑнса, урисем ҫине вӑрахӑн тӑчӗ, ыраттарнӑ айӑкне хыпашласа пӑхрӗ, чавси ҫинчи кӑвакарма пуҫланӑ вырӑна пӑхса илчӗ, унтан, шӑлӗсене ҫыртса лартса, стенаран уйрӑлчӗ те, тата тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ. Халӗ вӑл мӗнле утмалли секрета чухласа илчӗ пулмалла. Унӑн сыпса тунӑ урисем, чи малтан чӑн-чӑн урасем пек авӑнкалама пултарайман. Хӑйӗн хальхи урисен пахалӑхне пӗлменнипе, вӑл утнӑ чух вӗсемпе мӗнле пуссан авантарах пулассине те чухлайман, малалла пӗрре ярса пуссан кӗлетке йывӑрӑшне ура кӗли ҫинчен ура тупанӗ ҫинелле куҫарма, тепӗр утӑм тусан кӗлетке йывӑрӑшне каллех тепӗр урин кӗли ҫине куҫарма кирлине пӗлмен. Унсӑр пуҫне тата, унӑн урисемпе тӳррӗн мар, чалӑшшӑн, пушмак пуҫӗсене ик еннелле туса пусмалла пулнӑ, кун пек пуссан вӑл малалла утнӑ чух ҫирӗпрех пулнӑ, сулӑнса кайман.

Тӗрӗс утас йӗркене ҫын ача чухнех, амӑшӗ ӑна ҫемҫе те кӗске, урисемпе пирвайхи тӳрккес утӑмсем тутарнӑ вӑхӑтсенчех вӗренсе пырать. Кайран вӑл йӗрке ӗмӗрлӗхех юлать. Анчах та ҫын протезсем тӑхӑнсан, унӑн кӗлеткин яланхи виҫисем улшӑнсан, ҫав мӗн ачаранпах вӗреннӗ хӑнӑху пулӑшмасть, пулӑшма мар — утассине ҫеҫ йывӑрлатать вӑл. Ҫӗнӗ хӑнӑхусем туса пырса, кивӗ хӑнӑхӑва пӗрмаях путарса, ӑна ҫӗнтерсе пыма тивет. Нумайӑшӗ, урасӑр тӑрса юлсан, хӑйсен кирлӗ таран вӑй-хал пулманнипе, ҫине тӑрайманнипе, ача чухне ҫӑмӑллӑнах вӗреннӗ ӗҫе — утассине — ватӑличчен те тепӗр хут вӗренсе ҫитеймеҫҫӗ.

Мересьев питех те ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй шухӑшласа хунӑ ӗҫе епле пулсан та туса ҫитернӗ. Халӗ, малтанхи йӑнӑшсене шута илсе, вӑл каллех стенаран уйрӑлчӗ те, искусственнӑй урин вӗҫне аякалла пӑрса, ура кӗли ҫине тӑчӗ, унтан кӗлеткин йывӑрӑшне ура вӗҫӗ ҫинелле куҫарчӗ. Протез хаяррӑн нӑтӑртатса илчӗ. Кӗлеткин йывӑрӑшӗ ура вӗҫӗ ҫинелле куҫнӑ самантра Алексей иккӗмӗш урине тӑрук туртса урайӗнчен уйӑрчӗ те, ӑна малалла ывтӑнтарчӗ. Ура кӗли урайне йывӑррӑн кӗмсӗртетсе анчӗ. Халӗ, унталла е кунталла сулӑнса каясран аллисемпе сулкаласа, вӑл тепӗр утӑм тума иккӗленсе тӑчӗ. Тӑма ӑна питӗ йывӑр пулчӗ, кӗлетки текех пӗрре унталла, тепре кунталла сулӑнса кайма пикенчӗ, унӑн ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухма пуҫларӗ.

Василий Васильевич ӑна шӑп ҫак самантра курчӗ. Вӑл палатӑна кӗрсенех пӗр хушӑ Мересьева сӑнаса тӑчӗ, унтан ун патне пырса ӑна хул айӗнчен тытрӗ:

— Браво! Маттур! Анчах мӗншӗн-ха пӗччен — сестрасӑр, санитарсӑр? Этем мӑнкӑмӑллӑхӗ ӗнтӗ… Ну, нимех те мар! Кашни ӗҫрех пирвайхи утӑм пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать, — халӗ эсӗ чи йывӑррине тунӑ, — терӗ вӑл.

Юлашки вӑхӑтра Василий Васильевича питӗ аслӑ медицина учрежденийӗн начальникӗ туса хунӑ. Ӗҫӗе унта пысӑк пулнӑ, вӑхӑта ҫав тери нумай илнӗ. Ҫавӑн пирки унӑн госпитальпе сывпуллашма тӳр килнӗ. Ҫапах та старик кунта малтанхи пекех шеф вырӑнӗнче шутланнӑ, — госпитальте халь ыттисем хуҫа пулнӑ пулин те, вӑл кашни кунах, вӑхӑт пулсан, палатӑсене пырса кӗнӗ, обход тунӑ, консультаци панӑ. Анчах ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӑл ӗлӗкхи пек пулман ӗнтӗ, лӑпланнӑ, никам ҫине те кӑшкӑрман, никама та вӑрҫман, ӑна ҫывӑх пӗлекен ҫынсем кун пирки: ҫак улшӑну вӑл хӑвӑрт ватӑлса пынине пӗлтерет, тенӗ.

— Ну, Мересьев, тавай, пӗрле вӗренӗпӗр… А эсир кайӑр кунтан, кайӑр, кунта цирк мар, ним курмалли те ҫук… Ну, обхода мансӑрах туса пӗтерӗр! — татса каларӗ вӑл хӑйпе пӗрле ҫӳрекенсене. — А ну, чунӑмҫӑм, тытӑнар-ха! Пӗрре… Тытӑр ӗнтӗ манран, тытӑр! Мӗн вӑтанса тӑмалли пур! Тытӑр, — эпӗ генерал, мана итлес пулать. Ну, иккӗ… аван! Халӗ сылтӑм ура ҫине пусӑр. Аван. Сулахайӗ ҫине пусӑр. Пит лайӑх!

Чапа тухнӑ медик, хӑй ҫынна утма вӗрентнипе калама та ҫук пысӑк вырӑн йышӑнмалли медицинӑллӑ эксперимент тунӑ пекех, савӑнса кайса аллисене сӑтӑркаласа илчӗ. Унӑн характерӗ ҫавӑн пек пулнӑ ҫав: хуть те епле ӗҫе тытӑнсан та, ӑна вӑл ҫав тери юратса тунӑ, хӑйӗн пӗтӗм ӗҫчен те хӗрӳллӗ чунне панӑ.

Мересьева вӑл палата тӑрӑх утса тухтарчӗ, лешӗ пачах халтан кайса пукан ҫине ласт! ларсан, хӑй пуканне унпа юнашар пырса лартрӗ.

— Ну, вӗҫес пирки мӗнле — вӗҫетпӗр-и? Асту ҫав. Ку вӑрҫи, тӑванӑм, ҫавӑн пекскер — алли татӑлса ывтӑннӑ ҫынсем те ротӑна атакӑна илсе каяҫҫӗ, вилмелле аманнисем пулемётран персе выртаҫҫӗ, дотсене кӑкрисемпе хупласа хураҫҫӗ авӑ… Анчах вилнисем ҫапӑҫаймаҫҫӗ вара! — Старик тӗксӗмленчӗ, ассӑн сывласа илчӗ. — Тепӗр тесен, вӗсем те ҫапӑҫаҫҫӗ, хӑйсен чапӗпе. Ҫапла… Ну-с, пуҫлар, каччӑ.

Мересьев палата тӑрӑх тунӑ иккӗмӗш рейс хыҫҫӑн канса ларнӑ чух, профессор сасартӑк Гвоздев койки ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:

— Ку танкист мӗнле? Сывалчӗ-и, тухса кайрӗ-и?

Мересьев вӑл сывалса ҫапӑҫма тухса кайни ҫинчен, анчах унӑн пӗр хурлӑх пурри — сӑн-пичӗ, пуринчен ытла янах таврашӗ вутра пиҫсе кайнипе тӳрленмелле марах пӑсӑлса юлни ҫинчен каласа пачӗ.

— Ҫырса та ячӗ-и? Хӗрсем юратмаҫҫӗ, тесе кӳренсе ӳкнӗ-и? Апла пулсан, ӑна уссипе сухал ӳстерме канаш парӑр. Чӑнах. Юриех ҫынсенчен расна пулма тӑрӑшать, теме пултараҫҫӗ вара ӑна. Хӗрсене ку кӑмӑла кайма та пултарать.

Алӑкран сестра хашкаса пырса кӗчӗ те, телефон патне Совнаркомран чӗнеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Василий Васильевич пукан ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ; профессор ура ҫине тӑнӑ чух хӑйӗн кӳпшек, кӑвакрах тӗслӗ, кушаланакан аллисемпе чӗркуҫҫисем ҫине тайӑнни, ҫурӑмне ҫав тери йывӑррӑн тӳрлетни тӑрӑх вӑл юлашки эрнесем хушшинче мӗн тери хавшани уйрӑмӑнах палӑрчӗ. Алӑк патне ҫитсен вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те, Мересьева савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса хӑварчӗ:

— Эппин эсир ӑна… ҫав хӑвӑрӑн тусӑра, эпӗ сухал ӳстерме хушрӑм, тесе, чӑнласах ҫырса ярӑр! Лайӑх тӗрӗслесе пӑхнӑ меслет вӑл!

Каҫхине вара клиникӑра нумайранпа ӗҫлекен пӗр ватӑ ҫын Мересьева туя — ҫав тери лайӑх, авалхи, хура йывӑҫран тунӑ, алла тытмалли кукрашкине слон шӑмминчен тунӑ, ҫиелтен темле монограммӑсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ туя илсе пырса пачӗ.

— Профессортан, Василий Васильевичран ку: сире хӑйӗн туйине парнелесе парать вӑл. Сире туяпа ҫӳреме хушрӗ.

Ҫак ҫуллахи каҫ госпитальте лӑпкӑ та кичем пулчӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна экскурсисем пыма тапратрӗҫ. Сылтӑмри, сулахайри палатӑсенчи кӳршӗсем тата ҫӳлти хутра пурӑнаканнисем те профессор парнине курма пычӗҫ.

Туйи чӑнах та питӗ аван пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех