Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 10 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.01 21:04

Пуплевӗш: 89; Сӑмах: 1245

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫак кунхине вӑл юр тӑрӑх ашса ҫӗр аллӑ утӑм та тӑваймарӗ. Тӗттӗмленни чарчӗ ӑна. Вӑл каллех пӗр кивӗ тунката тупрӗ те, ун тавра типӗ туратсем купаласа хурса, патронтан тунӑ зажигалкине кӑларчӗ. Зажигалка ҫинчи пӗчӗк кустӑрмана пӳрнипе пусса кустарчӗ, унтан татах тепре ҫавӑрчӗ — ҫулӑм хыпмарӗ. Алексей сасартӑк хӑранипе шӑнса кайрӗ: зажигалкӑра бензин пӗтнӗ иккен! Бензин тумламӗсене те пулин пӑчӑртаса кӑларас тесе, вӑл зажигалкӑна вӗрсе те, силлесе те пӑхрӗ, анчах усси пулмарӗ. Тӗттӗмленчӗ. Зажигалка кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен хӗлхемсем ҫеҫ, пӗчӗк ҫиҫӗм евӗр, унӑн питне ҫутаткаласа илчӗҫ. Вут чулӗ якалса пӗтрӗ, ҫапах та вут чӗртесси пулмарӗ.

Аллисемпе хыпашласа, Алексей ҫамрӑк хырсем хушшине шуҫса ҫитрӗ те ҫӑмха пек чӑмӑртанса выртрӗ, янахӗ хутлатнӑ чӗркуҫҫисенех ҫитсе тӗкӗнчӗ те чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталарӗ, вара, вӑрманти сасӑсене тӑнласа, вилнӗ пек пулса шӑпланчӗ. Тен, ҫак каҫхине вӑрманта Алексейӗн чунӗ кӳтсе ҫитнӗ пулӗччӗ. Анчах та тӗлӗрекен лӑпкӑ вӑрманта тупӑ сассисем уҫӑмлӑрах илтӗнчӗҫ. Алексей тупӑ тӳплетсе пенӗ сасӑран снаряд ухлатса ҫурӑлнӑ сасса та уйӑрма тытӑнчӗ.

Ирхине темшӗн шикленсе те кулянса вӑраннӑ Алексей тӳрех шутларӗ: «Мӗн пулчӗ-ха? Е япӑх тӗлӗк ҫеҫ-им ку?» Ҫавӑнтах зажигалка ҫинчен аса илчӗ. Ҫапах та хӗвел тухса ӑшӑтма пуҫласан, йӗри-тавра кӗрпеллӗ юрпа лӑсӑллӑ хыр вуллисем йӑлтӑртатма пуҫласан, зажигалкӑри бензин пӗтни те пысӑк инкек пекех туйӑнмарӗ ӑна. Чи япӑххи акӑ мӗн пулнӑ: Алексей аллисене урисенчен вӗҫерчӗ те хӑй тӑма пултарайманнине ӑнланчӗ. Темиҫе хутчен те тӑма хӑтланчӗ вӑл, юлашкинчен туйине хуҫса пӑрахрӗ те, тулли михӗ пек, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Ҫывӑрнӑ чух, хытса ларнӑ шӑмшакне кантарас тесе, вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ те лӑсӑллӑ хыр тураттисем витӗр тӗпсӗр тарӑн тӳпе ҫине пӑхма пуҫларӗ; тӳпере таса та кӑпӑш, ылтӑн хӗрриллӗ шурӑ пӗлӗтсем васкавлӑн шуса иртнӗ. Шӑмшак кӑштах ыратма чарӑнчӗ, анчах урасене тем пулса ларнӑ. Вӗсем ҫинче кӑшт та тытӑнса тӑма ҫук. Алексей пӗчӗк хыртан тытса, каллех ура ҫине тӑма хӑтланчӗ. Юлашкинчен вӑл тӑчӗ. Анчах, урисене тепӗр йывӑҫ патнелле шуҫтарма тытӑнсанах, вӑйран кайнипе тата ура сыппи чӑтмалла мар ыратнипе тӳсеймесӗр каллех ҫӗре ӳкрӗ,
Неушлӗ пӗтрӗм?
Неушлӗ ҫакӑнтах, хыр айӗнчех, вилме тӳр килӗ? Кунта нихҫан та никам килсе тухмӗ, тискер кайӑксем кышласа янӑ шӑммисене никам та тирпейлесе пытармӗ. Халтан кайнипе ҫӗр ҫумӗнчен тӑма ҫук. Анчах та инҫетре тупӑсем кӗрлеҫҫӗ. Унта ҫапӑҫу пырать, унта хамӑрӑннисем. Неушлӗ ҫак юлашки сакӑр е вунӑ километра каймалӑх та вӑй ҫитереймӗ вӑл?

Тупӑ сассисем ӑна хӑй еннеллех туртнӑ, паттӑрлатнӑ, ҫирӗппӗн хӑйсем патне чӗннӗ, — Алексей вӗсем чӗннине хирӗҫ ответлерӗ. Тискер кайӑк пек, тӑватӑ уран упаленсе, вӑл хӗвелтухӑҫнеллех шурӗ, малтанах гипноза парӑннӑ ҫын пек ним шутламасӑр, ҫапӑҫу шавӗ еннелле кайрӗ, унтан шухӑшласах, ӑнлансах упаленме пуҫларӗ: вӑрманпа капла пыма туяпа пынинчен те авантарах иккен, урисем ытлашши ыратмаҫҫӗ. Ҫавӑнтах, савӑннипе, пыра темӗн ҫӑмхи питӗрсе лартнине туйрӗ вӑл. Хӑйне мар, такама — урӑххине, хавшак чунлӑ пирки ҫапла упаленме иккӗленекен ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сасӑпах каларӗ вӑл:
— Нимех те мар, хисеплӗ тусӑм, халь ӗнтӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулать!

Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ. Ҫапла вара сылтӑм аллаппи ҫинче сарлака та хулӑн муклашка пулчӗ. Сулахай аллинчи муклашки, шӑлпа туртса ҫеҫ ҫыхкаланӑ пирки, ытла ҫирӗпех пулмарӗ. Ҫапах та халь ӗнтӗ алӑсем ҫара мар; упаленме ҫӑмӑлланнине сиссе, Алексей малалла хусканса кайрӗ. Тепӗр тапхӑр кайсан, чӗркуҫҫисем ҫине те вӑл йывӑҫ хупписем ҫыхса хучӗ.

Кӑнтӑрла тӗлне, ҫанталӑк самаях ӑшӑтнӑ вӑхӑта, Алексей аллисемпех чылай «утӑм» тума ӗлкӗрчӗ. Тупӑсен сасси, Алексей вӗсем патнелле ҫывхарнӑран-и е ытти сӑлтавпа пулӗ, хытӑрах кӗрлеме пуҫларӗ. Ҫав тери ӑшӑ пулнӑран, Алексей комбинезон ҫухине вӗҫертсе ячӗ.

Юр айӗнчен тухнӑ симӗс тӗмескеллӗ мӑк шурлӑхӗ урлӑ шуса каҫнӑ чух, ун валли татах тепӗр ырлӑх тупӑнчӗ: кӑвакрах нӳрӗ мӑк хушшинче вӑл кӑштах лутӑрканнӑ, ҫапах хӗрлӗ те сӗткенлӗ клюква ҫырлисене курчӗ. Вӗсем ҫип пек ҫинҫе авӑрсен яп-яка та шӗвӗр вӗҫлӗ, сайра ҫулҫисем хушшинче ҫакӑнса тӑнӑ. Алексей тӗмескесем ҫине пӗшкӗнчӗ те бархат пек ҫемҫе, шурлӑх шӑршиллӗ ӑшӑ мӑк хушшинчи ҫырласене тӳрех тутипе татса илсе ҫиме пуҫларӗ.

Юлашки кунсенче пирвайхи хут тӗл пулнӑ чӑн-чӑн ҫимӗҫе, юр айӗнчи пылак-йӳҫеклӗ ҫырлана ҫинӗрен, унӑн варӗ пӑтӑрса ыратма пуҫларӗ. Ҫапах та варӗ касса ыратни иртсе каяссине те кӗтме вӑй ҫитмерӗ ун. Алексей тӗмескесем тӑрӑх шуса упаленсе, пылак-йӳҫеклӗ ҫырласене, упа пек, тутипе те чӗлхипе те пухма тытӑнчӗ. Ҫапла вӑл темиҫе тӗмескене ҫаратрӗ, унттисенче лӑчлатакан ҫурхи шыв пӑр пек сиввине те, урисем ҫунса ыратнине те, ывӑннине те сисмерӗ, — ҫӑварти пылаклӑ йӳҫекпе хырӑмӗ йывӑрланса пынине ҫеҫ туйрӗ.

Унӑн ӑшчикӗ йӗкленсе килчӗ. Вӑл хӑй ытлашши ҫинине ӑнланчӗ, анчах ниепле те хайне чарма пултараймарӗ, каллех ҫырла ҫиме пуҫларӗ. Ӑна вӑл аллисенчи хӑй тунӑ алсиш пеккисене хучӗ, малтан банкӑна, унтан шлемне те ҫырлапа тултарса вӗсене хӑюпа пилӗкри чӗн пиҫиххирен ҫакса ячӗ, вара, хӑйне пусса илнӗ йывӑр ыйхӑпа кӗрешсе, малалла шуса кайрӗ…

Ҫӗр каҫма лапсӑркка туратлӑ ватӑ чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те ҫырла ҫирӗ, йывӑҫ хупписене тата йӗкел вӑррисене чӑмларӗ. Ҫывӑрасса вӑл асӑрхануллӑн, канӑҫсӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗ. Ыйхӑ тӗлӗшпе темиҫе хутчен те такам хӑй патне шӑппӑн пытанса пынӑн туйӑнчӗ ӑна. Вӑл темиҫе хутчен те куҫӗсене уҫса, хӑлхисем янракан пуличченех тӑнларӗ, пистолетне туртса кӑларчӗ те чул пек хытса ларчӗ, йӗкел ӳкнинчен те, юр кӑчӑртатса тӑнинчен те, юр айӗпе юхакан пӗчӗк шывсем шӑнкӑртатнинчен те кӑртах сике-сике илчӗ.

Ир енне кӑна вӑл йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Тул ҫутӑлса ҫитсен, Алексей хӑй ҫывӑрнӑ йывӑҫ таврашӗнче тилӗ йӗрӗсене курчӗ: тилӗ йывӑҫ тавра ҫаврӑнкаланӑ, унӑн ура йӗрӗсем хушшинче сӗтӗрӗнсе пынӑ хӳре йӗрри те палӑрнӑ.

Акӑ кам ҫывӑрма паман ӑна! Йӗрӗсем тӑрӑх паллӑ: тилӗ йывӑҫ тавра чупкаланӑ, пӗрре ларнӑ, унтан каллех утса ҫӳренӗ. Алексей пуҫне усал шухӑш пырса кӗчӗ. Сунарҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чее тискер кайӑк этем вилессе сиссен ӑна сыхласа йӗрлеме тытӑнать пулать. Неушлӗ ҫак хӑравҫӑ тилӗ ун вилӗмне сиссе, ӑна ҫыхӑнчӗ пулӗ?

«Чепуха, ним те мар! Йӑлтах лайӑх пулать ак!» — хӑйне хӑй каларӗ вӑл. Вара, ҫав вырӑнтан хӑвӑртрах каяс тесе, малалла шунӑҫем шурӗ.

Ҫак кунхине унӑн ӗҫ ӑнса пычӗ. Тутлӑ шӑршӑллӑ уртӑш тӗмӗ хушшинче, унӑн ҫутӑрах кӑвак ҫырлисене тутипе хыпа-хыпа илнӗ чух, темле сарӑхнӑ ҫулҫӑсен пысӑк чӑмӑрккине асӑрхарӗ. Алӑпа тытса пӑхрӗ — йывӑр чӑмӑркка саланса каймарӗ. Вара вӑл ҫулҫӑсене туртса уйӑрма тытӑнчӗ те — аллине ҫулҫӑсем витӗр шӑртланса тӑракан йӗпсем ҫине тӑрӑнтарчӗ. Ку чӗрӗп пулнине вӑл тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Пысӑк ватӑ чӗрӗп, хӗл каҫма чӑтлӑха кӗнӗ те, ӑшӑ пулмашкӑн кӗрхи тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе чӗркенсе выртнӑ пулнӑ. Алексей калама ҫук савӑнса кайрӗ. Хӑйӗн тертлӗ ҫулӗнче ҫул тӑршшӗпех вӑл пӗр-пӗр тискер кайӑка е вӗҫен кайӑка тытма ӗмӗтленсе пынӑччӗ. Чакака е кӗпшӗл-кайӑка, е мулкача тӗл пулсан, Алексей темиҫе хутчен те пистолетне кӑларса тӗлленӗ, ҫапах та кашнинчех пеме тытӑнса тӑнӑ. Пистолетра унӑн виҫӗ патрон ҫеҫ юлнӑ: иккӗшӗ тӑшман валли, виҫҫӗмӗшӗ, кирлӗ пулсан, хӑйне валли. Ҫакна шутласан, вӑл пистолетне каллех чиксе хунӑ. Хӑйне хӑй хӑрушлӑха хӑварма вӑл ниепле те пултарайман.

Халӗ акӑ аш татӑкӗ хӑех ун аллине лекрӗ. Чӗрӗп таврашӗ ирсӗр чӗрчун тенине пӑхмасӑрах, вӑл унӑн йӗплӗ тирне сӳсе пӑрахрӗ. Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ чӗрӗп вӑранмарӗ, вӑл йӗплӗ фасоль пӑрҫи евӗрлӗн курӑнать. Алексей чӗрӗпе кинжалпа касса вӗлерчӗ те хырӑмӗ ҫинчи сарӑ тирӗпе йӗплӗ хуппине пӗли-пӗлми мелпе туртса сӳрӗ, какайне темиҫе пая уйӑрчӗ, унтан шӑммисем ҫумне пите ҫирӗппӗн ҫыпҫӑннӑ ӑшӑ та шӑнӑрлӑ кӑвак аша самантрах ним хӑварми ҫисе ячӗ. Алексей пӗчӗк шӑмӑсене те кышласах ҫӑтса ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл ҫӑвартан ирсӗр шӑршӑ кӗнине туйрӗ. Анчах та ку шӑршӑ Алексейшӗн ниме те пӗлтермерӗ, мӗншӗн тесен хырӑмӗ тӑранчӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ ӑшӑнса кайрӗ, ҫывӑрас килекен пулчӗ!

Вӑл юлашки шӑмӑсене кашнинех тепӗр хут кышласа ӗмсе илчӗ те, ӑшӑпа киленсе, юр ҫинех канма выртрӗ. Тӗмӗсем хушшинчен тилӗ асӑрханса вӗрни илтӗнмен пулсан, тен, вӑл ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ. Алексей шӑплансах тӑнларӗ те, хӗвелтухӑҫ енчен пӗрехмай илтӗнекен тупӑ сассисем кӗрлесе тӑнӑ хушӑрах, пулемёт шатӑртатнине уйӑрса илчӗ.

Вара вӑл ҫавӑнтах тилӗ ҫинчен те, хӑй ывӑннине те манчӗ, — каллех малалла, вӑрман ӑшнелле шуса кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех