Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхрӑмӑр (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян пирӗн парти пухӑвне пӗтӗм колхоз килнӗ, ҫавӑнпа эпир, коммунистсем, пӗр-пӗринпе канашласа пӑхрӑмӑр та сире ҫакӑн пек сӗнӳ парас терӗмӗр: пирӗн заводсенче тахҫанах ача сачӗсемпе яслисем тунӑ, вӗсенче кашни кунах, иртен пуҫласа каҫчен, пӗчӗк ачасене опытлӑ нянькӑсемпе воспитательницӑсем пӑхаҫҫӗ, ку, юлташсем, факт!

Сегодня на нашем партийном собрании весь колхоз присутствует, и мы, коммунисты, посоветовавшись между собою, хотим предложить вам такую штуку: на заводах у нас давным-давно созданы детские сады и ясли, где каждый день, с утра до вечера, под присмотром опытных нянек и воспитательниц находятся, кормятся и отдыхают малые детишки, это, товарищи, факт.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсене ватӑ вӑкӑрсемпе пӗр пичеве кӳлсе те пӑхрӑмӑр — ҫавах нимӗн те тухмасть.

Пробовали припрягать их по паре к старым быкам — один черт, ничего не получается.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗненетӗн-и, Давыдов, турӑшӑн, суймастӑп, Прянишников та — акӑ вӑл — суйма памӗ: эпир унпа иксӗмӗр Дашкӑна ыталама хӑтланса пӑхрӑмӑр, вӑл малтан пычӗ, эпӗ — хыҫалтан, алла-аллӑн тытӑнтӑмӑр, анчах Дашкӑна ҫавах ытама илеймерӗмӗр, ытла та сарлака!

Веришь, Давыдов, истинный господь, не брешу, да и Прянишников — вот он — не даст сбрехать: затеялись мы с ним как-то за хороший кондер обнять Дашку, он зашел спереду, я — сзади, сцепились обое с ним руками, но обхватить Дарью так и не смогли, уж дюже широка!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗнер эпир ӑна, вӑл пӳсӗрпе аптранине кура, пӑтӑ пӗҫерекенни туса та пӑхрӑмӑр ӗнтӗ, анчах вӑл унта та юрӑхсӑр, шуйттан!

Мы уже его вчера в кашевары определили, через его грызь, но он и там негожий и вредный!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каярахпа шухӑшласа пӑхрӑмӑр та эпир, мӗн пулса тухать-ха капла?

А посля раздумались мы, и что же оно получается?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Иртнинче эпир сире итлесе пӑхрӑмӑр та, эсир пире ылтӑн тӑвӗсем пама пултӑр.

Прошедший раз слухали мы вас, как вы нам золотые горы сулили.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата пирӗн старик тӗрӗсне каларӗ, хамӑр хушшӑмӑрта канашласа пӑхрӑмӑр та эпир, «Правда» хаҫатри ҫав статьяна вуланӑ хыҫҫӑн восстани тӑвас мар тесе шутласа хутӑмӑр.

И старик наш правильно гутарил, что был промеж нас совет, и порешили мы все через эту статью в газете «Правде» не восставать.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта акӑ эпир, хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн канашласа пӑхрӑмӑр та…

Тут вот до вашего прибытия совет промежду нас шел…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрле эпир кунта хамӑр хушшӑмӑрта кӑштах канашласа пӑхрӑмӑр та, ну, тырра турттарса килсе парас терӗмӗр вара…

Мы тут ночушкой трошки промеж себя посоветовались, ну, и порешили отвезть хлеб…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Иван Матвеевичпа эпир саншӑн тӑрӑшрӑмӑр, упрарӑмӑр, тарҫӑсем пек ӗҫлерӗмӗр, чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрерӗмӗр, сан куҫӑнтан пӑхрӑмӑр, эсӗ начальствӑна ун ҫинчен каласа пӗтернӗ: халӗ вӑл ӗҫсӗр, ҫӑкӑр татӑкӗсӗр юлчӗ!

— Я и Иван Матвеич ухаживали за тобой, берегли, словно крепостные, служили тебе, на цыпочках ходили, в глаза смотрели, а ты обнес его перед начальством: теперь он без места и без куска хлеба!

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Катьӑпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине кулкаласа пӑхрӑмӑр.

Мы с Катей переглянулись улыбаясь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыталанса илтӗмӗр те пӗрне пӗри куҫран пӑхрӑмӑр, татах ыталантӑмӑр.

Мы обнялись, взглянули друг на друга и опять обнялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунхине вӑл упӑшкин ҫырӑвӗсемпе сӑнӳкерчӗкне илсе пычӗ, Саратова кайса килнине аса илсе, эпир йӗрсе те пӑхрӑмӑр — вӑл тахҫанах пулнӑччӗ-ҫке-ха, эпир ун чухне хӗрачасем ҫеҫчӗ!

На другой день она принесла его письма и фото, мы вспомнили саратовскую поездку, даже всплакнули — это было так давно, и мы были тогда такие девчонки!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен шӑпах ҫав сехетре манӑн театрта пулас пур-и, е нимӗн тумасӑрах ҫывӑрнӑ вӑхӑт пулӗ, е тата кампа та пулин калаҫасси, хальхи пек каласси пулӗ, акӑ бригадир мӗн ҫинчен те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшласа, пуҫа ҫӗклетмесӗр ӗҫлеме сӗнчӗ, эпир пӗчӗк редакторшӑпа пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӑмӑр та кулса ятӑмӑр.

Быть может, в этот час я буду в театре, или буду спать, ничего не чувствуя, или буду разговаривать с кем-нибудь и смеяться, как сейчас, когда бригадир посоветовал нам работать машинально, то есть думая о чём-нибудь другом, и мы с чёрненькой редакторшей посмотрели друг на друга и рассмеялись.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хамӑра вутпа кӗрешес ӗҫре сӑнаса пӑхрӑмӑр.

Мы попробовали себя в борьбе с огнем.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир унпа, сана кӗтсе, шахматла та тытӑҫса пӑхрӑмӑр.

Мы с ним в шахматы даже сыграли, пока тебя дожидались.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир, аптӑранӑ енне, хорпа та кӑшкӑрса пӑхрӑмӑр, хирӗҫ чӗнекен никам та пулмарӗ.

Мы, от безысходности, пробовали кричать хором, но никто не отзывался.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑйӑсем выляма пӑхрӑмӑр, кроссворда пикентӗмӗр, анчах паян пирӗн нимӗн те ӑнмасть: кроссворд йывӑрри лекрӗ, эпир горизонталь тӑрӑх виҫҫӗмӗш сӑмах ҫинчех такӑнтӑмӑр: «Юриспруденцинчи термин»…

Пробовали затеять игры, решать кроссворд, но в этот день ничего не получалось: кроссворд попался трудный, и мы застряли уже на третьем слове по горизонтали: «Термин в юриспруденции».

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хамӑрӑн ҫимӗҫ запасне тӗрӗслесе пӑхрӑмӑр.

Проверили наши продовольственные запасы.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанласа эпир крепость ҫине ҫавӑн тӗлӗнчи тӳпе ҫине темӗнччен пӑхса тӑтӑмӑр, унтан ҫавӑнтах Ҫар медицини академийӗпе унӑн пӗлӗчӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пӗр самант хушшинчех пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене — куҫа илӗртмен сӑнран ытарайми тӗссемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт ялкӑшса та улшӑнса тӑракан тӗнчене куҫнӑ пек туйӑнчӗ.

И мы сперва долго смотрели на крепость и на её небо, а потом вдруг поворачивались к Военно-медицинской академии и к её небу, и это был как будто мгновенный переезд из одной страны в другую — из неподвижной и серой в прекрасную, живую, с быстро меняющимися цветами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех