Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIII сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.21 23:44

Пуплевӗш: 356; Сӑмах: 4274

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӑрттан мучи шкултан тухса кайсан, пуху йӗркене кӗчӗ: Дубцов кандидатурине сӳтсе явакан колхозниксен сасси ӗҫлӗн янрарӗ, вӗсене сасартӑк ахӑлтатса кулнипе пӳлни пулмарӗ, пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен сӑмах тухса каланӑ Ипполит Шалый тимӗрҫӗ хыҫҫӑн вара пухура пирвайхи хут темиҫе минутлӑха аслати умӗнхи пек шӑплӑх пулса тӑчӗ…

Партине кӗме заявлени панисен кандидатурисене пурне те сӳтсе явнӑччӗ ӗнтӗ; Шалый старик сӑмах ыйтнӑ чухне вӗсене виҫҫӗшне те уҫҫӑн сасӑласа парти членӗн кандидатне ултӑ уйӑхлӑ сӑнав стажӗпе пӗр саслӑ пулса йышӑнчӗҫ. Шалый кантӑк ҫумнех лартнӑ парта хушшинчен тӑчӗ те сарлака ҫурӑмӗпе кантӑк янаххи ҫумне таянчӗ, вара ҫапла ыйтрӗ:

— Мана хамӑр завхоза, Яков Лукича, пӗр ыйту пама юрать-и?

— Хуть икӗ ыйту пар, — тӳрех ирӗк пачӗ темле савӑнӑҫлӑ япала пуласса сиснӗ пек Макар Нагульнов.

Яков Лукич Шалый еннелле кӑмӑлсӑррӑн ҫаврӑнчӗ. Ун сӑн-питӗнчен вӑл темскере тӳсӗмсӗр кӗтни палӑрчӗ.

— Ҫынсем акӑ партие кӗреҫҫӗ, ун ҫумӗнче мар, унта хӑйӗнче пурӑнасшӑн, хурлӑха та; савӑнӑҫа та унпа пӗрле пайласшӑн, — пуҫларӗ Шалый янравлӑ мар хулӑн сасӑпа, тухарах тӑракан хура куҫне Яков Лукич ҫинчен вӗҫертмесӗр. — Эсӗ мӗншӗн, Лукич, партие кӗместӗн? Эпӗ санран ҫирӗппӗн ыйтасшӑн: мӗншӗн айккинче юласшӑн эсӗ? Парти пӑр ҫинчи пулӑ пек ҫатӑлтатни, пире лайӑх пурнӑҫ патне илсе пыни сана пачах пырса тивмест-им? Эсӗ — мӗн? Эсӗ хӗрӳ ӗҫрен пӑрӑнса, сулхӑнра ларасшӑн-им, сан валли татӑк тупса, чӑмласа, ҫӑварна чикессе кӗтетӗн, ҫапла-и? Санӑн капла мӗнле пулать-ха? Интереслӗ пулса пырать санӑн, халӑхшӑн питӗ уҫӑмлӑ… Пӗлес тетӗн пулсан, пӗтӗм хуторшӑн уҫӑмлӑ!

— Эпӗ хамӑн татӑка хам ӗҫлесе илетӗп, санран ыйтман-ха, — ҫийӗнчех тавӑрчӗ Островнов.

Шалый, ҫак ниме тӑман сӑлтава сирсе янӑ пек, аллине витӗмлӗн сулчӗ:

— Хӑвна ҫиме ҫӑкӑр тӗрлӗ майпа тупма пулать: хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакса яр та, христарати ыйтма тухса кай, ҫапла та выҫса вилместӗн. Анчах ҫакӑн ҫинчен каламастӑп эпӗ, эсӗ, Лукич, сенӗк айне пулнӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек ан пӗтӗрӗнкеле, эпӗ мӗн ҫинчен каланине ӑнланатӑн эсӗ! Ӗлӗк, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухне, эсӗ пит харсӑрччӗ, кирек мӗнле ӗҫе те кашкӑрла, вӗҫертмесӗр, ярса тытаттӑнччӗ, сана ӑҫта та пулин укҫа сӑптӑрса пултӑр, анчах халӗ эсӗ вайӑн-шайӑн ӗҫлетӗн, ӗҫленҫи ҫеҫ тӑватӑн… Ну, сӑмах кун ҫинчен мар-ха, хӑвӑн ҫӑмӑл ӗҫӳпе тӳрӗ мар пурнӑҫушӑн халӑх умӗнче отчет пама вӑхӑт ҫитмен-ха, вӑхӑт ҫитсен — парӑн акӑ! Халӗ кала-ха: мӗншӗн партине кӗме заявлени памастӑн эсӗ?

— Партире тӑмалӑх хут пӗлместӗп эпӗ, — шӑппӑн тавӑрчӗ Островнов; ытла шӑппӑн каланипе ун сӑмахне хӑйпе юнашар лараканнисемсӗр пуҫне шкулта урӑх никам та илтмерӗ.

— Хытӑрах калаҫ! Хӑв сӑмсу айӗнче мӑкӑртатни илтӗнмест! Тепӗр хут кала! — кӑшкӑрса ячӗ такам хыҫалта.

Яков Лукич, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтмен пек пулса, нумайччен чӗнмерӗ. Вӑрахчен тӑнӑ шӑплӑхра тӗксӗм те ыйхӑлӑ ҫырмари шапасем тӗрлӗ саспа пӗр харӑс кӑшкӑрни, таҫта аякра, хутор хыҫӗнчи кивӗ ҫил арманӗ ҫинче пулӗ-ха, ҫерҫи тӑмани ухлатни, кантӑк умӗнче акаци тӗмӗсен симӗс чӑтлӑхӗнче ҫӗрлехи шӑрчӑксем чӗриклетни илтӗнчӗ.

Татах чӗнмесӗр тӑма аван маррине туйса, Островнов самаях хыттӑн ҫапла каласа хучӗ:

— Партие кӗме хут ытлашши пӗлсех каймастӑп эпӗ.

— Завхоз пулма хут пӗлен, партие кӗме вара — ҫук? — каллех ыйтрӗ Шалый.

— Унта хуҫалӑх, кунта — политика. Эсӗ ҫав расналӑха пӗлместӗн пулсан, эпӗ пӗлетӗп, — уҫӑмлӑн та пат татса каларӗ Яков Лукич, халӗ ӗнтӗ хӑйне хӑюллӑрах тытса.

Анчах Шалый унран ҫаплах хӑпмарӗ.

— Пирӗн коммунистсем хуҫалӑхра та, политика енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ, — терӗ вӑл кулса. — Чиперех ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ тухать! Пӗри теприне кансӗрлемен пек туйӑнать. Тем пӑркаланатӑн эсӗ, Лукич, тем калаҫатӑн… Терӗслӗхе пытарасшӑн, ҫавӑнпа пӑркаланатӑн!

— Ним пӑркаланмалли те ҫук манӑн, сӑлтавӗ те ҫук, хуллен каларӗ Островнов.

— Ҫук, пӑркаланатӑн! Партие хӑвӑн темле вӑрттӑн шухӑшсене пула кӗместӗн эсӗ… Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп, апла пулсан, мана тӳрлет эсӗ, тӳрлет мана!

Пуху ӗнтӗ тӑватӑ сехет ытла пырать. Ҫӗрле сулхӑн пулсан та, шкулта тӳсме ҫук пӑчӑ. Коридорпа классене сӗтел ҫинчи темиҫе лампа тӗксӗммӗн ҫутатать, вӗсене пула шкулта пушшех те пӑчӑрах пек туйӑнать. Тарпа чӑм шыва ӳкнӗ ҫынсем ҫапах та пӗр сиккелемесӗр, ватӑ тимӗрҫӗпе Островнов хушшинчи кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ тавлашӑва шарламасӑр та тимлӗн итлесе, ҫакӑнта темскер каласа пӗтерменни, аван марри пуррине туйса лараҫҫӗ…

— Мӗнле вӑрттӑн шухӑшсем пулма пултараҫҫӗ-ха манӑн? Пӗтӗмпех витӗр куратӑн пулсан, эсӗ кала апла, — сӗнчӗ Островнов, каллех лӑпланса тата халӗ ӗнтӗ хӑй тапӑнма тытӑнса.

— Эсӗ, Лукич, хӑв ҫинчен хӑв кала. Манӑн мӗн сӑлтавпа, мӗншӗн саншӑн калас-ха ара?

— Санпа калаҫмалли ҫук манӑн!

— Эсӗ манпа мар, эсӗ халӑхпа… халӑхпа калаҫ!

— Сансӑр пуҫне манран никам та ним те ыйтмасть-ха.

— Сана эпӗ ыйтнипе те ҫитет. Эппин, калаҫасшӑн мар эсӗ? Юрӗ апла, кӗтӗпӗр, паян мар тӑк — ыран ҫав-ҫавах калаҫӑн!

— Ман ҫумма мӗн ҫыпӑҫатӑн эсӗ, Ипполит? Эсӗ хӑв мӗншӗн кӗместӗн партие? Эсӗ хӑвшӑн кала, манран пӗтӗм шухӑша ыйтса пӗлме эсӗ пуп мар вӗт!

— Эпӗ партие кӗместӗп тесе кам каларӗ сана? — вырӑнтан тапранмасӑр, сӑмахне майӗпен те палӑрмаллах тӑсса ыйтрӗ Шалый.

— Партире тӑмастӑн пулсан, — апла кӗменех ӗнтӗ. Шалый, ӗхлетсе илсе, хул пуҫҫине кантӑк янаххи ҫумӗнчен илчӗ, хутор ҫыннисем ӑна пурте ҫул пачӗҫ, вӑл вара президиум сӗтелӗ патнелле васкамасӑр, калаҫса утса пычӗ:

— Хальччен кӗменччӗ — ку тӗрӗс, анчах халӗ кӗретӗп. Эсӗ, Яков Лукич, кӗместӗн пулсан, апла манӑн кӗмелле. Анчах эсӗ паян кӗрес тенӗ пулсан, эпӗ тӑхтанӑ пулӑттӑм. Пире иксӗмӗре пӗр партире тӑма ҫук! Эпир иксӗмӗр тӗрлӗ парти ҫыннисем…

Темле ӑнланмалла мар кулса илсе, Островнов хирӗҫ ним те чӗнмерӗ. Шалый сӗтел патне пычӗ, унӑн куҫӗ Давыдовӑн кӑмӑллӑн ялкӑшакан куҫӗпе тӗл пулчӗ, вара вӑл, кивелсе сарӑхнӑ хут татки ҫине аран-аран чӗркелесе ҫырнӑ заявленине тӑсса парса, ҫапла каларӗ:

— Рекомендаци паракансем ҫук вӑт манӑн. Ҫакнашкал йывӑрлӑхран мӗнле те пулсан тухмалла… Ачасем, сирӗнтен кам мана шанма пултарать? Нуккӑ, ҫырӑр-ха!

Давыдов рекомендаци ҫырнӑ та ӗнтӗ — шултра саспаллисемпе, васкаса ҫырнӑ. Унтан ун ручкине Нагульнов илчӗ.

Парти членӗн кандидатне Ипполит Шалыя та пурте пӗр кӑмӑллӑн йышӑнчӗҫ. Сасӑланӑ хыҫҫӑн, Шырланпуҫри ячейкӑ коммунисчӗсем, вырӑнтан тӑрса, ӑна алӑ ҫупса саламлама тытӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн пухура пулнисем пурте тӑчӗҫ, ӗҫпе хытнӑ аллисене васкамасӑр, хыттӑн хаплаттарса ҫупрӗҫ.

Кӑмӑлӗ хускалнипе, Шалый куҫне мӑч-мӑч хупса тӑчӗ. Шывланнӑ куҫӗсемпе вӑл хуторти тахҫантанпа паллакан ҫынсен сӑн-питне халӗ ҫӗнӗрен сӑнаса пӑхрӗ тейӗн. Анчах Разметнов ӑна хӑлхаран: «Эсӗ, Ипполит пичче, халӑха чуна тивекен сӑмах кала-ха…», — тесе пӑшӑлтатсан, старик пуҫне пӑркаласа илчӗ.

— Сӑмаха ҫиле яма кирлӗ мар! Ҫитменнине тата ман запасра ун пек сӑмах та ҫук… Куратӑн-и, мӗнле ҫупаҫҫӗ? Апла пулсан, вӗсем ахалех, эпӗ каласа тӑмасӑрах ӑнланаҫҫӗ.

Анчах ҫак минутсенче партие ҫӗнӗрен илнӗ ҫынсем мар, партячейка секретарӗ Нагульнов хӑй тем териех улшӑнса кайрӗ. Давыдов вӑл кун пек пулнине нихҫан та курманччӗ-ха: Макар ҫӑварне карсах кулать. Сӗтел хушшинчен пӗтӗм пӗвӗпе ҫӗкленсе, вӑл кӑштах чӗтрекен аллипе гимнастеркине тӳрлетрӗ, пӳрнипе хӑй кирлӗ мар ҫӗртенех салтак пиҫиххи тӑхине тӗккелет, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине таянать, йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе кулать. Унӑн ялан хупӑнса ҫӳрекен тутисем, чӗтресе илсе, сасартӑк темле ачалла кулнипе сарӑлса каяҫҫӗ, ку вара Макарӑн ытла сивӗ сӑнлӑ пит-куҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть, ҫакна курсан, чи малтан Устин Рыкалин тӳсеймерӗ. Вӑл калама ҫук тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ:

— Пӑхӑр-ха эсир, ырӑ ҫынсем, пирӗн Макар кулать мар-и ҫав! Ҫакнашкал тӗлӗнтермӗш япала хам ӗмӗрте пирвайхи хут куратӑп!..

Нагульнов, кулма чарӑнмасӑр, ӑна ҫапла каларӗ:

— Пӗри тупӑнчӗ! Асӑрхарӗ! Манӑн мӗншӗн кулас мар-ха? Кӑмӑл ҫӗкленчӗ, чун савӑнать, ҫавӑнпа кулатӑп та. Сутӑн илмен. Кам чарать-ха мана? Хаклӑ граждансем, хутор ҫыннисем, партин уҫӑ пухӑвӗ хупӑннӑ тесе шутлатӑп. Пухӑвӑн кун йӗрки пӗтӗмпех пӗтнӗ.

Тата ытларах тӳрленсе тӑрса, ахаль те тӳрӗ хулпуҫҫине татах тӳрлетсе, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ.

— Ячейка секретарӗ ячӗпе хамӑрӑн Коммунистсен аслӑ партине илнӗ хаклӑ юлташсене ман пата килме ыйтатӑп. Сире пысӑк чыспа ырӑ сунасшӑн! — терӗ вӑл янравлӑ сасӑпа; вара, тутисене пӗрсе, яланхи Макар пулса тӑрса, хуллен, анчах командир пек хушса: — Ман пата! — тесе хучӗ.

Чи малтан Кондрат Майданников пычӗ. Кайра ларакансем унӑн тарпа йӗпеннӗ кӗпи хул калаккинчен пуҫласа пилӗк таранах, ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫнине курчӗҫ. «Мӗскӗн, теҫеттин утӑ ҫулнӑ тейӗн!» — хӗрхенсе мӑкӑртатрӗ карчӑксенчен пӗри, тахӑшӗ вара шӑппӑн кулса ячӗ: «Кондрата япӑх хӗртмерӗҫ!»

Нагульнов, пуҫне пӗшкӗртсе, хӑйӗн хумханнипе нӳрленнӗ аллипе Кондратӑн тӳрӗ тӑсса панӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпа пӑчӑртаса, кӑштах чӗтрекен сассипе савӑнӑҫлӑн:
— Юлташӑм! Тӑванӑм! Ырӑ сунатӑп! Шанса тӑратпӑр эпир, коммунистсем, пурте эсӗ лайӑх большевик пуласса шанатпӑр. Санпа урӑхла пулма та пултараймасть! — терӗ.

Юлашкинчен Ипполит Шалый упалла йӑраланса утса пычӗ, пурте тимлесе пӑхнипе именчӗклӗн кулкаласа, вӑл ӗҫпе кушӑрканнӑ тем пысӑкӑш хура аллине инҫеренех тӑсса пачӗ. Нагульнов ӑна хирӗҫ утрӗ, ватӑ тимӗрҫе сарлака та курпунтарах хул пуҫҫинчен ыталаса илчӗ.

— Ну вӑт, Ипполит пичче, мӗнле лайӑх пулса тухрӗ! Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп! Пирӗн ытти коммунистсем те саламлаҫҫӗ. Пурӑн, ан чирле, совет влаҫне, хамӑр колхоза усӑ кӳме мӑлатукпа тата ҫӗр ҫул шакка. Нумай пурӑн, старик, эпӗ сана акӑ мӗн калатӑп! Эсӗ нумай пурӑннинчен ҫынсене лайӑххисӗр пуҫне урӑх ним те пулмасть, ҫакна эпӗ сана тӗрӗс калатӑп!

Ҫаврӑнӑҫусӑр хӗсӗнкелесе, тӗрткелешсе, партие илнӗ тӑватӑ ҫын ытти коммунистсене пурне те ал парса тухрӗ; ҫав вӑхӑтра халӑх, шавласа-кӗрлесе, алӑк умне пырса кӗпӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Давыдов кӑшкӑрса ячӗ.

— Граждансем, тӑхтӑр-ха, шӑпланӑр! Темиҫе сӑмах калама ирӗк парсамӑр.

— Кала, председатель, анчах кӗскен, атту эпир пӑчӑхса вилетпӗр! Кунта вӗри мунчари пек хӗртет! — кулса асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ.

Колхозниксем каллех хӑйсен вырӑнне ларма пуҫларӗҫ. Темиҫе минут шкулта шав тӑчӗ, унтан пӗтӗмпех шӑпланчӗ.

— Колхозник-граждансем, уйрӑмах колхозницӑсем! Паян пирӗн колхоз членӗсем нихҫанхинчен те кар пухӑннӑ… — тесе пуҫланӑччӗ кӑна Давыдов — ун сӑмахне Демка Ушаков коридортан кӑшкӑрса пӳлчӗ.

— Эсӗ, Давыдов, Ҫӑрттан мучи пекех пуҫлатӑн! Вӑл: «Хаклӑ граждансемпе карчӑксем», — терӗ, эсӗ те ун пекех: ҫав кӑмака ҫумӗнченех ташлама тытӑнатӑн.

— Вӗсем Ҫӑрттанпа иккӗшӗ пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ: Ҫӑрттан хӑш чухне Давыдовӑн «факт» сӑмахне персе ярать, Давыдов кӗҫех акӑ: «Хаклӑ граждансемпе савнӑ карчӑксем!» — теме пуҫлӗ, — хушса хучӗ Обнизов старик.

Шкулта савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса янипе лампӑсенчен ҫулӑм хӗлхемӗсем сиксе тухма пуҫларӗҫ, пӗр лампи лапах сӳнсе ларчӗ. Хӑнӑхнӑ йӑлапа шӑлсӑр ҫӑварне ал лаппипе хупласа, Давыдов та кулать, Нагульнов ҫеҫ тарӑхса кӑшкӑрчӗ:

— Ку мӗн тамаши вара? Ку пухура нимле тимлӗх те ҫук! Ӑҫта хунӑ эсир ӑна? Е вӑл сирӗн пӗтӗмпех тарпа пӗрле сӑрхӑнса тухрӗ-и?!

Анчах ҫапла кӑшкӑрни унӑн вута краҫҫын сапнипе пӗрех пулчӗ: ахӑлтатса кулни пур классемпе коридорсенче те ҫӗнӗ вӑйпа янраса кайрӗ. Макар аллине шанчӑксӑррӑн сулчӗ, ним тума аптранӑ пек, питне кантӑк енне ҫавӑрчӗ.

Ӑна хӑйне юриех ҫапла ним пулман пек тыткалама ҫӑмӑлах мар пулмалла, ҫакӑ вӑл унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх мӑкӑльсем куҫкаланинчен тата сулахай куҫ харшийӗ туртӑна-туртӑна илнинчен аван курӑнать.

Анчах тепӗр минутран, пӗтӗмпех шӑпланса ҫитсен, вӑл пукан ҫинчен сӑпса сӑхнӑ пек сиксе тӑчӗ, мӗншӗн тесен кайри ретсем хушшинче каллех Ҫӑрттан мучин янравлӑ та сӑрӑлтатса тухакан сасси илтӗнчӗ:

— Хаклӑ граждансемпе карчӑксем, ыйтам-ха сирӗнтен: мӗншӗн ҫавӑн пек каларӑм-ха эпӗ?

Старик сӑмахне пӗтернӗ-пӗтерменех халӑх ахӑлтатни тупӑран пенӗ пек кӗрлесе кайрӗ те, татах икӗ лампа сӳнчӗ. Тӗттӗмре тахӑшӗ ӑнсӑртран лампа трупине ватса пӑрахрӗ, намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ, ӑна вӑра темле хӗрарӑм хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Нуккӑ, ҫӑварна хуп! Тӗттӗмре хӑвна никам та курмасть те ҫавӑнпа савӑнса вӑрҫатӑн-и, ухмах?

Кулма кӑштах чарӑнчӗҫ, вара тӗксӗм ҫутӑра тарӑхнӑ Ҫӑрттан мучин ҫарӑлти сасси илтӗнчӗ:

— Пӗр ухмахӗ тӗттӗмре тем-тем каласа вӑрҫать, ыттисем тата темшӗн кулаҫҫӗ… Пурнӑҫ мар ку, мыскара!.. Пухӑва ан ҫӳре те хучь! Эпӗ мӗншӗн: «Хаклӑ граждансемпе карчӑксем!» тесе каланине ӑнлантарса парам-ха сире. Ҫак сӑлтавпа: карчӑксем вӗсем — шанчӑклӑ япала. Кирек мӗнле карчӑк та, Госбанк пек, пӗр ултавсӑр, никама сиен кӳмесӗр пурӑнать. Хамӑн ватӑ пурнӑҫра эпӗ, вӗсенчен ниепле паккӑҫ та кӗтместӗп, анчах ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем ҫине пӑхма та пултараймастӑп! Мӗншӗн, ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен? Мӗншӗн тесен, ачана ман пата мӗнле пулсан та хисеплӗ карчӑк пырса пӑрахман, карчӑк ӗҫӗ мар ку, ҫут тӗнчене ача ҫуратма кирек епле хастар карчӑкӑн та пырши ҫӳхе! Мӗнле те пулин ҫамрӑк усалӑн маншӑн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ та вӑл вара мана хӑй ирӗкӗпех атте шутне кӗртсе хунӑ. Ҫавӑнпа эпӗ ҫавнашкал юбкӑллӑ ҫамрӑксене тӳсме ҫук кураймастӑп, ҫак ӗҫ хыҫҫӑн вӗсенчен пӗрин ҫине те куҫ хывма та кӑмӑл ҫук манӑн! Мӗнле те пулин хитре хӗрарӑм ҫине пӑхма пуҫласан, манӑн эрех кӳпсе тултарнӑ чухнехи пек хӑсас килет. Авӑ мӗн патне илсе ҫитерчӗҫ мана вӗсем, ылханлӑ чунсем!.. Ҫавнашкал ача пырса пӑрахнӑ хыҫҫӑн мӗнле-ха эпӗ вӗсене: «манӑн хаклӑ хӗрарӑмсемпе пӑсӑлман хӗрсем» теме тата тӗрлӗ ҫавнашкал ачаш сӑмахсем калама пултарӑп? Тем тусан та калас ҫук!

Тӳссе тӑраймасӑр, Нагульнов куҫхаршине ҫӗклерӗ, тӗлӗнсе:
— Ӑҫтан килсе тухрӑн эсӗ, мучи? Сана карчӑку киле илсе кайрӗ вӗт-ха, мӗнле каллех кунта лекме пултарнӑ эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Илсе кайнӑ пулсан, вара мӗнех-ха? — чӗрре кӗрсе тавӑрчӗ Ҫӑрттан, — Санӑн мӗн ӗҫ пур унта? Ку пирӗн ӗҫ, ҫемьери ӗҫ, парти ӗҫӗ мар. Ӑнланатӑн-и?

— Ним те ӑнланмастӑп. Илсе кайнӑ пулсан, апла ӗҫпе илсе кайнӑ, санӑн килте пулмалла.

— Пулнӑ та халӗ ҫук, Макарушка! Никам умӗнче те парӑм ҫук манӑн, сан умӑнта та, хамӑн карчӑк умӗнче те, ну сире, анчихристсем, хӑпӑр эсир ман ҫумран, тупата турӑшӑн.

— Мӗнле-ха эсӗ, мучи, килӗнтен тухса тарма пултаратӑн? — кулса ярасран аран-аран тытӑнкаласа ыйтрӗ Давыдов.

Юлашки вӑхӑтра вӑл Ҫӑрттан умӗнче хӑйне пӗртте ӗҫлӗ ҫын пек тытаймасть, ун ҫине кулмасӑр пӑхма та пултараймасть, халӗ те акӑ вӑл, лешӗ хирӗҫ каласса кӗтсе, куҫне хӗсрӗ, ҫӑварне малтанах аллипе хупларӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Нагульнов, унпа куҫа-куҫӑн юлнӑ чухне, кӳреннипе пытармасӑр ҫапла калать: «Мӗн пулнӑ-ха сана, Ҫемен? Эсӗ кӑтӑклӑ хӗр пекех кулма пуҫларӑн, пачах арҫын евӗрлӗ мар!»

Давыдов ыйтӑвӗпе хавхаланнӑ Ҫӑрттан, чавсисемпе хытӑ тӗккелесе, ҫул ҫинче кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсене тӗрте-тӗрте, пӗтӗм вӑйран президиум сӗтелӗ патнелле васкарӗ.

— Мучи! Мӗн пуҫсем тӑрӑх ҫӳретӗн эсӗ? Вырӑнтанах кала, ирӗк паратпӑр, анчах кӗскенрех! — кӑшкӑрчӗ ӑна Нагульнов.

Ҫурма ҫула ҫитсен, Ҫӑрттан мучи чарӑнса тӑчӗ, чӗрре кӗрсе ҫапла кӑшкӑрчӗ:

— Ӑҫтан каламаллине эсӗ хӑвӑн асаннӳне вӗрент, эпӗ хам вырӑна пӗлетӗп! Эсӗ, Макарушка, ялан трибун ҫине сӗкӗнетӗн, е президиумран калаҫатӑн, унтан тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах калатӑн, манӑн вара мӗншӗн ҫынсемпе таҫтан хыҫалтан калаҫмалла-ха? Унтан эпӗ пӗр пите те курмастӑп, ӗнсе хыҫӗсем, ҫурӑмсем тата ырӑ ҫынсен сак ҫине лармалли ытти вырӑнсем кӑна курӑнаҫҫӗ. Сан шухӑшпа манӑн кампа калаҫмалла-ха, кама каламалла? Ӗнсе хыҫӗсене, ҫурӑмсене тата ытти ҫавнашкал япаласене-и? Эсӗ хӑв кунта, хыҫала кил-ха, хӑв сӑмаххусене кунтан кала, эпӗ, калаҫнӑ чухне, ҫынсене куҫран пӑхасшӑн! Задачӑна ӑнланатӑн-и? Апла пулсан, ан шарла, мана шухӑшран ан пӑр. Атту эсӗ мана пӗрмай пӑтраштарма хӑнӑхнӑ. Эпӗ ҫӑвара та уҫма ӗлкӗрейместӗп, эсӗ мана ухӑран чулпа пенӗ пек тӗрлӗ сӑмахсем кӑшкӑрса тӑкатӑн. Ҫук, тӑванӑм, капла пирӗн, иксӗмӗрӗн, ӗҫ тухмасть!

Сӗтел патне ҫитсе тӑрсан, хӑрах куҫӗпе Макар ҫине шӑтарас пек пӑхса, Ҫӑрттан ыйту пачӗ:

— Эсӗ, Макарушка, питӗ кирлӗ пулса тухнипе хӗрарӑм арҫына ӗҫрен пӑрнине хӑҫан та пулин курнӑ-и? Тӗрӗссипе кала!

— Сайра ӗнтӗ, анчах пулкаланӑ: калӑпӑр, пушар чухне е тата мӗнле те пулин инкек сиксе тухсан. Эсӗ, старик, пухӑва ан пӑс, Давыдова калама пар, пуху хыҫҫӑн ман пата кайӑпӑр та, унта тул ҫутӑличченех калаҫӑпӑр.

Нагульнов, ҫирӗп Нагульнов, Ҫӑрттан мучине мӗнпе те пулин илӗртсе, пухӑннисене усӑсӑр тытса чарас мар тесе, куҫкӗретех парӑнма пуҫларӗ, анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӗнтерӳ турӗ — Ҫӑрттан мучи нӑшлатса илчӗ, шывланнӑ куҫне ҫаннипе шӑлчӗ, куҫҫульне чӑнласах юхтарса, сӑмах пуҫларӗ:

— Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп!

Ҫӑрттан мучи хӑйӗн пӗҫернӗ улма пек пӗркеленнӗ питне Давыдов еннелле ҫавӑрчӗ, сасартӑк ҫирӗпленнӗ сассипе малалла каласа кайрӗ:

— Акӑ эсӗ, савнӑ Сёмушка: эсӗ килте пулнӑ, килтен епле тухса шӑвӑнтӑн, тесе ыйтрӑн. Эсӗ ку ансат ӗҫ тесе шутлатӑн-и? Эпӗ хамӑн усал карчӑк ҫинчен пухӑва пӗр самант хушшинче ӑнлантарса пама тивӗҫ, мӗншӗн тесен манӑн халӑха хама шеллеттермелле, ҫав шеллени пулмасан — Ҫӑрттанӑн ҫӗр ҫине выртасси те вилесси ҫеҫ юлать, ҫӑва ҫӑтасшӗ! Вӑт мӗнле пуҫланса каять манӑн тупӑкри пурнӑҫӑм!.. Ҫапла, пӗр сехет пек каярах кунта ман савнӑ мӑшӑр килет; эпир, Антипушка Грачпа иксӗмӗр, тулта ларатпӑр, унта табак туртатпӑр, артистсем ҫинчен, хамӑрӑн иртсе пыран пурнӑҫ ҫинчен калаҫатпӑр. Ҫитет те вӑл, мур, алран ярса тытса, шӑлӗсемпе ҫӳлелле ҫавӑрса пӑрахнӑ сӳрене самӑр лаша туртнӑ пек, мана ҫавӑтса та каять. Ҫӑмӑллӑнах сӗтӗрет, эпӗ икӗ урапа пӗтӗм вӑйран тӗрелентӗм пулсан та, вӑл ӗхлетсе те илмерӗ.

Пӗлетӗр пулсан, ман карчӑкпа сухалама та, йывӑр лавсем турттарма та пулать, мана таҫта туртса каясси уншӑн — лач сурасси ҫеҫ, ҫав тери вӑйлӑ, мур! Калама ҫук вӑйлӑ, йывӑр турттаракан лаша пек, тупата турӑшӑн суймастӑп! Кам кама, анчах эпӗ вара ун вӑйне лайӑх пӗлетӗп; хам ӗнсе ҫинче тӳссе курнӑ…

Акӑ вӑл мана хӑй хыҫҫӑн туртать, сӗтӗрет, анчах мӗн тӑвӑн-ха? Вӑй улӑма та ватать. Ун хыҫҫӑн чупса пыратӑп, хам ыйтатӑп: «Мӗн ӗҫе пула эсӗ, тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗн кӑкӑрӗнчен уйӑрнӑ пек, мана пухуран уйӑратӑн? Манӑн унта ӗҫ пур вӗт-ха!» Вӑл ҫапла калать: «Кайрӑмӑр, ват супнӑ, пирӗн пӗр кантӑк хуппин тӑпси татӑлнӑ, кирлӗ пек тӳрлет ӑна, атту, ҫӗрле ҫил тухсан кантӑка ватса пӑрахӗ». Ку мӗнле пек туйӑнать сире? Акӑ пулчӗ те сана пӗр япала: «Мӗнле-ха капла, кантӑк хуппине ҫакса яма ыран кун пулмасть-им? — тетӗп. — Эсӗ ухмаха ернӗ пулмалла, ват турчка!» Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ чирлӗ, мана, чирлӗ ҫынна, пӗччен выртма кичем, ман ҫумра ларнипе йӑптӑх тӑкмӑн-ха», — тет. Акӑ сана тепӗр япала! Эпӗ ӑна ҫапла калатӑп: «Пӗр-пӗр карчӑка чӗн, пухуран эпӗ Агафоша Дубцова кӳпкесе таврӑниччен вӑл санпа пӗрле ларӗ», — тетӗп. Вӑл калать: «Кичемлӗхе санпа ҫеҫ пайласшӑн эпӗ, ниепле карчӑк та кирлӗ мар мана», — тет. Акӑ сана виҫҫӗмӗш, урӑхла каласан, виҫӗ паккӑҫ.

Ку мӗнле капла, ҫынтан ҫапла мӑшкӑлласа кулнине ирӗклӗнех тӳсмелле-и е ҫакнашкал киревсӗр ухмахран тӳрех экуираци тумаллаччӗ-ши? Эпӗ ҫапла турӑм та, урӑхла каласан, хам ирӗкпе экуираци турӑм. Пӳрте кӗтӗмӗр, эпӗ шутласа тӑмарӑм, алкумне тухса шӑвӑнтӑм, унтан — крыльца ҫине, вара алӑк питӗркӗчне васкаса сӑнчӑрларӑм та, хам кунта, шкула тухса вӗҫтертӗм! Пирӗн килте кантӑксем пӗчӗккӗ, ансӑр, манӑн карчӑк вара, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, мӑнтӑр та тем пысӑкӑш. Кантӑкран вӑл ниепле те тухаймасть, самӑртнӑ сысна шӑтӑк-шатӑк ҫатан хушшине хӗсӗннӗ пек хӗсӗнсе ларать, ку сӑнаса пӑхнӑ ӗҫ, унта пӗр хут ҫеҫ мар хӗсӗнсе ларнӑ вӑл. Халӗ ӗнтӗ килте ларать вӑл, мӗскӗн, унтан тухаймасӑр, ӗлӗкхи вӑхӑтра, революцичченех-ха, шуйттан ал ҫумалли савӑтра ларнӑ пек ларать! Кам каяс тет — кайса хӑтартӑрах ӑна тыткӑнран, ман вара ун куҫ умне курӑнма юрамасть, эпӗ карчӑк кӑштах сивӗниччен, унӑн мана ҫилленни иртсе кайиччен кам патне те пулин пӗр икӗ кунлӑха квартиранта каятӑп. Хам пурнӑҫа шеллемесӗр тӑма ухмах мар-ха эпӗ, мана вӑл тӳпелешни-ҫапӑҫни пачах та кирлӗ мар. Хӗрӳленсе кайса, вӑл мана ҫапса вӗлерсен, вара мӗн пулӗ-ха? Прокурор: Шипкӑ ҫинче лапка, тесе ҫырӗ те, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Ҫук, пуҫ тайсах тав тӑватӑп, унашкал икерчӗ хӑвӑр ҫийӗр! Ӑслӑ ҫын ҫакна пӗтӗмпех, ӑнлантарса памасӑрах ӑнланать, ухмаха ӑнлантаратӑн-и, ҫук-и — вӑл ҫав-ҫавах мӗн виличчен ухмахла пурӑнать!

— Эсӗ пӗтертӗн-и, мучи? — лапкӑн ыйтрӗ Разметнов.

— Сирӗнпе ирӗксӗрех пӗтерӗн. Агафона кӳпкеме ӗлкӗреймерӗм эпӗ, эсир ӑна ҫавах пирӗн партине илнӗ, тен, ку лайӑх та пулӗ, тен, эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те-и. Карчӑк ҫинчен пӗтӗмпех ӑнлантарса патӑм, эпӗ сирӗн куҫсем тӑрӑх куратӑп: кунта, ман умра, ларакансем, эсир мана пурте шеллетӗр. Мана урӑх ним те кирлӗ мар! Сирӗнпе кӑмӑл туличченех калаҫрӑм эпӗ, пӗрмай ӑйӑрсемпе пуплемелле мар вӗт-ха манӑн, тӗрӗс калатӑп-и? Сирӗн ӑнланулӑх пит сахал ӗнтӗ, анчах ҫапах та ман ӑйӑрсеннинчен ытларах…

— Лар-ха, старик, атту эсӗ каллех пӑтраштарма тытӑнатӑн, — хушрӗ Нагульнов.

Пухури ҫынсене тӗлӗнтерсе, Ҫӑрттан хӑй вырӑнӗ патнелле кайрӗ, пӗр хирӗҫсе тӑмасӑр кайрӗ. Анчах вӑл кӑмӑллӑн йӑл-йӑл кулнине, хӑрах куҫне хыттӑн йӑлтӑртаттарнине курсан, кашниншӗнех ҫакӑ палла пулчӗ: ӑна никам та ҫӗнтермен, вӑл халӗ хӑй ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫынсем ӑна туслӑн кулса ӑсатрӗҫ. Шырланпуҫ ҫыннисем ӑна ҫапах та питӗ юратнӑ ҫав.

Пӗр Агафон Дубцов ҫеҫ мучин телейлӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр юлмарӗ. Ҫӑрттан ун умӗпе мӑнаҫлӑн утса иртсе пынӑ чух вӑл шатраллӑ питне чалӑштарчӗ те усал хыпар пӗлтернӗ чухнехи пек пӑшӑлтатса:
— Ну, шалчу тулчӗ санӑн, старик… Атя, сывпуллашар! — терӗ.

Ҫӑрттан тӑпах чарӑнчӗ, пӗр самант тутисене чаплаттарса тӑчӗ, унтан вара, вӑй пухса, чӗтрекен сассипе:
— Манӑн… Манӑн санпа мӗн сӑлтава пула сывпуллашмалла-ха? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫак сӑлтавпа: сан ҫут тӗнчере пурӑнмалли кӑшт ҫеҫ юлчӗ… Сан пурнӑҫу икӗ хут пӑхса ҫаврӑнмалӑх та тӑватӑ хут сывламалӑх кана юлнӑ. Шакла пуҫлӑ хӗр ҫӳҫне ҫивӗтлеме те ӗлкӗреймест, сана хӑмапа ҫапса хураҫҫӗ…

— Ку… мӗнле вара капла, Агафоша?

— Ҫаплах, питӗ ансат! Сана вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ.

— Кам? — терӗ Ҫӑрттан мучи аран-аран.

— Паллах кам: Кондрат Майданниковпа арӑмӗ. Вӑл арӑмне киле пуртӑ илме ячӗ.

Ҫӑрттанӑн урисем чӗтреме пуҫларӗҫ, вӑл вара вӑйран кайса, хӑйне вырӑн панӑ Дубцовпа юнашар ларчӗ те, ним тума аптраса:
— Ман пурнӑҫа мӗншӗн татма шутлать вара вӑл? — тесе ыйтрӗ.

— Тавҫӑрса илейместӗн-им вара?

— Хӑйне кӳпкенӗшӗн-и?

— Шӑпах ҫавӑншӑн! Критикӑшӑн яланах вӗлереҫҫӗ: хӑш чухне пуртӑпа, хӑш чухне — кӗске кӗпҫеллӗ пӑшалпа. Сана хӑшӗ ытларах килӗшет — пульӑран вилесси-и е пуртӑ айӗнче вилесси?

— Килӗшет! Калатӑн та ҫав! Ҫакнашкал усал ӗҫ кама килӗшме пултартӑр-ха вӑл?! — тарӑхса кайрӗ Ҫӑрттан мучи. — Халӗ ман мӗн тумалла ӗнтӗ, эсӗ луччӗ ҫакна кала. Ҫавнашкал тӑнсӑр ухмахран хама епле хӳтӗлемелле-ха манӑн?

— Халӗ, чӗрӗ чухне, начальствӑна пӗлтермелле, ҫавӑ ҫеҫ.

— Ҫавӑ ҫеҫ юлать, — килӗшрӗ Ҫӑрттан мучи, кӑштах шухӑшласа ларсан. — Халех Макарушкана калама каяп. Ӑна, ылханлӑ Кондрашкӑна, маншӑн каторгӑна кайма хӑрушӑ мар-им вара?

— Вӑл: Ҫӑрттаншӑн мана ҫулталӑкран ытла е, ытах пулсан, икӗ ҫултан ытла памаҫҫӗ, ҫулталӑк е икӗ ҫул эпӗ лайӑхах ларса тухатӑп, дежурствӑна ҫӑмӑллӑн ирттеретӗп… — терӗ. Ун пек стариксемшӗн нумай памаҫҫӗ, унашкал ӑпӑр-тапӑршӑн кӑшт ҫеҫ параҫҫӗ, тет.

— Ӗнсине хыҫӗ-ха вӑл, анчӑк ҫури! Вунӑ ҫул илетех, ҫакна тӗплӗн пӗлетӗп эпӗ! — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Ҫӑрттан мучи.

Ҫакӑнтах вара ӑна Нагульнов хытӑ асӑрхаттарчӗ:

— Эсӗ, старик, татах пусса вӗлереймен качака пек ҫухӑратӑн пулсан — ҫийӗнчех пухуран кӑларса яратпӑр!

— Шӑп лар, мучи, кунтан эпӗ ӑсатӑп сана, эпӗ сана пӗтерме памӑп! — пӑшӑлтатса сӑмах пачӗ Дубцов.

Анчах Ҫӑрттан ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, аллисемпе чӗркуҫҫи ҫине чавсаланса, пуҫне ҫӗрелле усрӗ. Вӑл тимлесех тем ҫинчен шухӑшлать, ҫамкине ҫине тӑрсах та чунӗ ыратнӑн пӗркелет, унтан вара сасартӑк ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, президиум сӗтелӗ патнелле йӑкӑртатрӗ. Старике сӑнаса ларакан Дубцов вӑл Магульнов ҫинелле пешкӗннине, ун хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса, Дубцовпа Кондрат Майданников ҫине тӗллесе кӑтартнине асӑрхарӗ.

Нагульнова ӑна култарма йывӑр, май та ҫук тейӗн, анчах халӗ вӑл та тӳссе тӑраймарӗ, тута хӗррисемпе йӑл кулчӗ те, Дубцов ҫине пӑхса, пуҫне ӳпкевлӗн сулкаласа илчӗ. Ҫӑрттана хӑйпе юнашар лартса, ун хӑлхинчен: «Лар кунта, ан сиккеле, атту эсӗ тем туса хурӑн тата», — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен лӑпланса ҫитнӗ, хавасланнӑ Ҫӑрттан мучи Майданников куҫӗпе тӗл пулчӗ те, ӑна, йӗкӗлтесе, сулахай чавса айӗпе «мулкач» кӑтартрӗ. Тӗлӗннӗ Кондрат куҫ харшине ҫӗклерӗ, анчах Макар ҫумӗнче нимрен хӑрамасӑр ларакан Ҫӑрттан халӗ ӗнтӗ ӑна сасартӑк икӗ «мулкач» кӑтартрӗ.

— Старик сана мӗн чышкӑ кӑтартать вара? — ыйтрӗ Майданниковпа юнашар ларакан Антип Грач.

— Кам шуйттанӗ пӗлет ун пуҫне мӗн шухӑш пырса кӗнине, — тарӑхса каларӗ Кондрат. — Эпӗ вӑл ӑсран тайӑлма пуҫланине асӑрхатӑп. Вӑхӑчӗ те ҫитнӗ ӗнтӗ: ҫулӗсем те сахал мар вӗт, ӑна, мӗскӗне, нумай тӳссе курма тиврӗ. Эпир унпа яланах лайӑх пурӑннӑ, анчах халӗ вӑл мана темшӗн ҫилленнӗ курӑнать. Вӑл мӗншӗн кӳреннине ыйтас пулать-ха унтан.

Ӑнсӑртран Кондрат нумай пулмасть Ҫӑрттан мучи ларнӑ вырӑна пӑхса илчӗ те, шӑппӑн кулса ячӗ, Антипа чавсипе тӗкрӗ:

— Вӑл Агафонпа юнашар ларатчӗ-ҫке, халӗ пӗтӗмпех паллӑ! Ҫав шуйттан Агафонӗ ун хӑлхине ман ҫинчен тем вӗрсе тултарнӑ ӗнтӗ, тем мур шухӑшласа кӑларнӑ, мучи ҫавӑнпа тарӑхать пуль-ха, эпӗ хам вара ӑна мӗнпе юраманнине тем тусан та ӑнкарса илейместӗп. Вӑл халӗ ача пекех вӗт, кирек мӗнле сӑмаха та ӗненет.

Сӗтел патӗнче тӑракан Давыдов яланах васкаман хутор ҫыннисем каллех вырнаҫса ларасса, шав шӑпланасса кӗтрӗ.

— Пуҫла, Давыдов! Пуҫла, вӑхӑта ан тӑс! — кӑшкӑрчӗ кӗтме юратман Демка Ушаков.

Разметновпа темскер пӑшӑлтатса илсе, Давыдов васкасах калаҫма пуҫларӗ:

— Эпӗ сире нумай тытса тӑмӑп, факт! Эпе халӗ сирӗн умма лартакан ыйту ытларах хӗрарӑмсене тивет. Ҫавӑнпа та эпӗ уйрӑмах колхозницӑсене калатӑп. Паян пирӗн парти пухӑвне пӗтӗм колхоз килнӗ, ҫавӑнпа эпир, коммунистсем, пӗр-пӗринпе канашласа пӑхрӑмӑр та сире ҫакӑн пек сӗнӳ парас терӗмӗр: пирӗн заводсенче тахҫанах ача сачӗсемпе яслисем тунӑ, вӗсенче кашни кунах, иртен пуҫласа каҫчен, пӗчӗк ачасене опытлӑ нянькӑсемпе воспитательницӑсем пӑхаҫҫӗ, ку, юлташсем, факт! Вӗсен амӑшӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсен ачисемшӗн чун ыратмасть вӗсен. Вӗсен аллисем пушӑ, ачасемшӗн хыпса ҫунассинчен ирӗклӗ вӗсем. Мӗншӗн пирӗн колхозра та ҫавнашкал ача сачӗ тӑвас мар-ха? Икӗ кулак ҫурчӗ пушӑ ларать пирӗн; сӗт, ҫӑкӑр, какай, кӗрпе-ҫарма тата ытти те колхозра пур, факт! Хамӑрӑн вӗт-шакӑр граждансем валли апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пирӗн, пӑхма та пултаратпӑр, апла пулсан, ӗҫ мӗнре-ха, хӑямат? Кӗҫех тырӑ вырма тухмалла вӗт-ха, анчах хӗрарӑмсем ӗҫе тухас енӗпе пирӗн йӗркеллех пулса пымасть, тӳрех калатӑп — япӑх пулса пырать, ҫакна эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. Мӗнле, хаклӑ колхозницӑсем, пирӗн сӗнӳпе килӗшетӗр-и эсир? Атьӑр сасӑлар, ытларахӑшсем килӗшеҫҫӗ пулсан, вара халех ҫавнашкал решени йышӑнӑпӑр; ҫак ыйтупа пирӗн тепӗр пуху ирттермелле ан пултӑр. Кам килӗшет — алӑ ҫӗклеме ыйтатӑп.

— Ҫакнашкал ырлӑха кам хирӗҫ пултӑр? — кӑшкӑрчӗ Турилинӑн нумай ачаллӑ арӑмӗ. Юнашар ларакан хӗрарӑмсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхса, вӑл ҫинҫе сыпӑллӑ аллине чи малтан ҫӗклерӗ.

Вырӑнсенче ларакан тата партӑсен хушшинче кӗпӗрленсе тӑракан колхозниксемпе колхозницӑсен пуҫӗсем ҫине тем чухлӗ алӑ ҫӗкленчӗ. Хирӗҫ никам та сасӑламарӗ. Давыдов аллине сӑтӑрса илчӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ:

— Ача садне тӑвас сӗнӗве пурте пӗр саслӑ пулса йышӑнчӗҫ. Ҫынсем ҫапла пӗр кӑмӑллӑ пулни, хаклӑ юлташсем — граждансем, пит лайӑх вӑл, факт, тӗлех лекрӗмӗр! Ыран ӗҫе тытӑнатпӑр. Ачасене ҫырма, амӑшсем, колхоз правленине ирхине, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен, ултӑ сехетрен пуҫласа пырӑр. Хӗрарӑм юлташсем, пӗр-пӗринпе канашласа, апат пӗҫерекене суйлӑр, вӑл тирпейлӗ пултӑр, апат хатӗрлеме пӗлтӗр, тата ик-виҫӗ тирпейлӗ, хӑйсене таса тытакан, ачасене юратакан колхозницӑна нянькӑ пулма уйӑрӑр. Заведующине районтан ыйтӑпӑр: вӑл хут пӗлтӗр, отчет ӗҫне тума пултартӑр, факт. Эпир кунта шутласа пӑхрӑмӑр та, ҫапла йышӑнтӑмӑр: кашни колхозница-нянькӑна, апат пӗҫерекене кунсерен пӗрер ӗҫ кунӗ ҫырса парас пулать, заведующине государство палӑртнӑ тӑрӑх шалу тӳлеме тивет. Юхӑнса юлмӑпӑр, факт! Ку япалашӑн ним те шел мар, тӑкакне ӗҫе тухни саплӗ, ҫакна эпӗ сире кайран чӑннипе кӑтартса парӑп! Ачасене иккӗрен пуҫласа ҫичӗ ҫул таран йышӑнатпӑр. Ыйтусем ҫук-и?

— Кунне пӗрер ӗҫ кунӗ нумай пулмӗ-и? Ачасемпе аппаланасси темех мар вӗт, уйра сенӗкпе ӗҫлессинчен ҫӑмӑлрах, — сасӑпах иккӗленсе каларӗ колхоза нумай пулмасть кӗнӗ Ефим Кривошеев, хуторти уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ юлашки ҫынсенчен пӗри.

Анчах ҫак самантра ун тавра тарӑхса кайнӑ хӗрарӑмсем хыттӑн кӗрлеме пуҫларӗҫ, вӗсен сассипе минренӗ Ефим, малтан пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй ҫинелле тӑрӑнакан хӗрарӑмсем енне — сӗрлесе ҫыпӑҫакан пыл хурчӗсене хӑвалать тейӗн — аллисемпе сулкаласа ҫеҫ тӑчӗ, унтан, тем аван мара сиссе, парта ҫине сиксе хӑпарчӗ те савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Чарӑнӑр, тусӑмсем! Христарати чарӑнӑр! Эпӗ ҫакна ӑнсӑртран каларӑм! Эпӗ астумасӑр ухмахла сӑмах пӗрсе ятӑм! Мана алӑк патне ирттерӗр, хӑвӑр чышкӑрсемпе, пушалстӑ ман пит патне ан ҫывхарӑр! Давыдов юлташ, хӑтарсам ӗнтӗ ҫӗн колхознике! Паттӑрла вилӗмпе вилме ан пар! Эсӗ пирӗн хӗрарӑмсене пӗлетӗн вӗт!

Хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ:

— Эсӗ, путсӗр ҫын, хӑҫан та пулсан ачасемпе аппаланнӑ-и?!

— Апат пӗҫерекен тумалла ӑна, самӑр сысна аҫине!

— Нянька тумалла!

— Вӗсемпе яра куна тӑрмашсан, икӗ ӗҫ кунӗ те кирлӗ мар тейӗн, а вӑл, кашкӑр шӑлӗ, хыткукарланать тата!

— Виҫеллӗ калаҫма вӗрентӗр-ха ӑна, хӗрарӑмсем!..

Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ. Нагульнов, хытӑ кӑшкӑрса, хӗрарӑмсене йӗркене кӗме хушрӗ. Тӗпӗртетме ҫаплах чарӑнмарӗҫ, кулнипе, именнипе хӗрелсе кайнӑ Ефима тепӗр минутранах коридора кӑларса сирпӗтрӗҫ, анчах ун кӗпинчен татӑлса ӳкнӗ икӗ ҫанӑ класрах выртса юлчӗ, пӗр тӳммесӗр тӑрса юлнӑ кӗпине вара ҫухаран пуҫласа арки таранах ҫуркаласа пӗтерчӗҫ.

Кулнипе сывлӑшсӑр пулнӑ Ефим хӑйне ҫавӑрса илнӗ казаксем ахӑлтатнӑ хушӑра ҫапла каларӗ:

— Пирӗн шуйттан хӗрарӑмӗсем мӗнле вӑйланса кайнӑ! Ку инкек вӗт! Вӗсене хирӗҫ пирвайхи хут тухрӑм, анчах епле ӑнӑҫсӑр пулчӗ ку… — Вӑл, тӗксӗм хырӑмне ҫурӑк кӗпе айне именчӗклӗн пытарса, ҫаплах ӳпкелешрӗ:  — Ҫакнашкал чӗнтӗрпе манӑн мӗнле хам арӑм куҫӗ тӗлне пулас-ха? Ку тӑкакшӑн вӑл мана килтен хӑваласа ярать вӗт! Ҫӑрттан мучипе пӗрле вӑхӑтлӑха мӗнле те пулсан хусах арӑм патне пурӑнма куҫас пулӗ, унпа пирӗн урӑх май ҫук!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех