Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 27-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.09 23:53

Пуплевӗш: 280; Сӑмах: 3320

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗрле Яков Лукич ыйӑх тӗлӗшпе такам утса ҫӳренине, кӗҫӗн алӑк умӗнче темскер кӑштӑртатнине илтсе выртрӗ, анчах ниепле те вӑранаймарӗ. Вара, ҫине тӑрсах вӑраннӑ хыҫҫӑн, килкарти хӑми такамӑн йывӑр кӗлетки килсе уртӑннипе лӑчӑр-лачӑр туса илнине тата темскерле тимӗр япала чӑнкӑртатнӑ пек туйӑннине халӗ ӗнтӗ куҫкӗретӗнех илтрӗ. Йӑпӑр-япӑр тӑрса кантӑк умне пычӗ те Яков Лукич, кантӑк куҫӗ ҫумне тӗршӗнсе, тулалла тинкерчӗ, — тул ҫутӑлас умӗнхи нимӗн палӑрми тӗттӗмре пӗр пысӑк ҫын карта урлӑ вӑрт-варт каҫса кӗнине курчӗ. Шурӑ ҫӗлӗкне курсан Половцев иккенне тавҫӑрса илчӗ. Пиншакне уртса ячӗ, кӑмака ҫинчен ҫӑматтисене илсе тӑхӑнчӗ те тула тухрӗ. Половцев лашине кӗҫен алӑкран ҫавӑтса кӗме ӗлкӗрнӗ те хапхана сӑлӑп хурса лартнӑ. Яков Лукич чӗлпӗрне ун аллинчен илчӗ. Лаши вара тӳрчӗ таранах лачкам тара ӳкнӗ, ӑшран хӑрӑлтатса хашкаса, сулкаланса тӑрать. Половцев, хӑйне сывлӑх суннине хирӗҫ хуравламасӑрах, хӑйӑлтатакан сассипе пӑшӑлтатса ыйтрӗ:

— Лешӗ… Лятьевский, кунтах-и-ха?

— Ҫывӑраҫҫӗ. Аптрарӑм вӗсемпе… ку яхӑнта пӗрехмай шурӑ эрех ӗҫкелеҫҫӗ…

— Ҫӑва патне унпала! Сволочь… Лашана эпӗ ытлашши чуптарса ураран ӳкерес патнех ҫитертӗм пулас…

Половцев сасси палласа илмелле мар шӑппӑн тухать, Яков Лукич ҫав сасӑра ку ҫын темле халсӑрланнине, ӑшӗ вӑрканине тата ывӑнса ҫитнине туйрӗ…

Пӗчӗк пӳлӗмре Половцев аттисене хывса пӑрахрӗ, йӗнер уртмахӗнчен тӗксӗм кӑвак лампаслӑ казакла шӑлаварне кӑларса тӑхӑнса ячӗ, пиҫиххи ҫӗвви таранах йӗп-йӗпе пулнӑ ҫийӗнчи шӑлаварне кӑмака сакки тӗлӗнчи кашта ҫине типӗтме ҫакса хучӗ.

Яков Лукич алӑк янаххи ҫумне кайса тӑнӑ та, хӑй начальникӗ пӗр васкамасӑр ҫаврӑнкаланисене сӑнаса пӑхать: лешӗ кӑмака сакки ҫине пырса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, ҫара ура тупанӗсене ӑшӑтса ларнӑ хушӑра ыйӑх пусса килнипе пӗр самантлӑха кӑтӑш пулса шӑпланчӗ. Унӑн вилеслех ҫывӑрасси килет пулмалла, анчах вӑл вӑйпах куҫӗсене уҫрӗ, вӑранайми ӳсӗр ыйхипе ҫывӑрса выртакан Лятьевский ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ, унтан:
— Нумайранпа ӗҫет-и? — тесе ыйтрӗ.

— Килнӗренпех. Ытла хытӑ ӗҫет! Мана та ҫынсем умӗнче аван мар… Кашни кунах шурӑ эрех йӑтса таврӑнмалла… Сисме пултараҫҫӗ-ҫке.

— Сволочь! — тесе ячӗ шӑл витӗр Половцев, сӑмахне ҫав тери йӗрӗнчӗклӗн сӑрхӑнтарса. Унтан, ларнӑ ҫӗртех, кӑвакарма тытӑннӑ пысӑк пуҫне суллантаркаласа, каллех кӑтӑш пулса кайрӗ. Анчах тапхӑр-тапхӑр пусса килекен йывӑр ыйхипе темиҫе минут хушши тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, шартах сиксе вӑранчӗ, сак ҫинчи урисене ҫӗрелле усрӗ, куҫӗсене уҫрӗ.

— Виҫӗ талӑк ҫывӑрман… ҫырмасем алхасса кайнӑ. Сирӗн Гремячири ҫырма урлӑ ишсех каҫрӑм.

— Сирӗн кӑштах выртса канмаллаччӗ, Александр Анисимыч.

— Выртӑп-ҫке. Табак пар-ха. Хамӑнне йӗпетсе пӗтертӗм.

Пӗр-икӗ хутчен антӑхсах пирусне ӗмсе илнӗ хыҫҫӑн, Половцева чун кӗрсе кайрӗ. Унӑн куҫӗсене ҫавӑрса илнӗ ыйӑхлӑ тӗтре сирӗлчӗ, сасси ҫирӗпленчӗ:

— Ну, кунта ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?

Яков Лукич кӗскен каласа пачӗ; хӑй енчен ҫапла ыйтрӗ:

— Сирӗн ӗҫӗрсем еплерех ӑнса пыраҫҫӗ тата? Час пуҫланать-и?

— Ҫак кунсенчех е… пачах та тытӑнмастпӑр. Ыран ҫӗрле санпа иксӗмӗр Войсковой хуторне тухса каятпӑр. Ҫавӑнтан тапратса ямалла. Станицӑна ҫывӑхрах. Унта халь агитколонна. Ҫав агитколоннӑран тытӑнса пӑхатпӑр. Унта кайса ҫӳренӗ чухне эсӗ мана кирлӗ пулатӑн.

Сана вӑл хуторта казаксем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа сан сӑмахусем вӗсене хавхалантарса ярӗҫ. — Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, чӗрҫийӗ ҫине сиксе улӑхса ларнӑ хура кушак аҫине хӑйӗн пысӑк алтупанӗпе нумайччен киленсех ачашласа ларчӗ, унтан ун сассинче хӑйне кура йӑвашлӑх, ачашлӑх илтӗнсе кайрӗ: — Мӑрлаккайӑм! Мӑрлаккайҫӑм! Кушакӑм! Кушакҫӑм! Йӗпкӗн-хура эсӗ! Кушаксене юрататӑп-ҫке эпӗ, Лукич, кушаксене! Лашапа кушак — чи таса чӗрчунсем… Килте манӑн Ҫӗпӗр кушакӗ пурччӗ, ҫав тери хӑй: вӑрӑм та ҫемҫе ҫӑмлӑ… Яланах манпа пӗрле ҫывӑратчӗ… Тӗсрен хӑй… — Половцев, шухӑша кайнӑн, куҫӗсене хӗсӗнтерчӗ, питне пӗркелентерсе, пӳрнисене вылятса илчӗ, — тӗтӗм тӗслӗ, ула шурӑччӗ. Пи-и-тех те аван кушак аҫиччӗ вара! Эсӗ тата, Лукич, кушаксене юрататӑн-и? Йытӑсене акӑ, юратмастӑп эпӗ, кураймастӑп! Пӗлетӗн-и, ача чухне манӑн ҫакнашкал япала пулса иртнӗччӗ пӗрре, хам ун чухне сакӑр ҫулсенче пулнӑ пулмалла. Пирӗн пӗр йытӑ ҫури пурччӗ, пӗчӗкҫеҫскерччӗ хӑй, пӗррехинче эпӗ, ҫавӑнпа вылянӑ чухне, ӑна таҫтан ыраттартӑм пулас. Вӑл мана пӳрнерен кап! хыпса илчӗ те юн тухмаллах ҫыртса шӑтарчӗ. Эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм, хулӑ ярса тытрӑм та ҫакна ҫунтарма тапратрӑм. Вӑл тарать, эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗп те каллех хӗнетӗп, киленсех хӗнетӗп. Вӑл — кӗлет айне, эпӗ — ун хыҫҫӑн, вӑл — крыльца айне, анчах эпӗ ӑна унтан та туртса кӑларатӑп, ҫаплах ҫунтаратӑп та ҫунтаратӑп. Хайхискере ҫапла айне яричченех, йӗп-йӗпе пуличченех ислетрӗм, вара, пӗлетӗн-и, ҫухӑраймиех пулчӗ, хӑрӑлтатса та йынӑшкаласа кӑна выртать… Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна алла тытрӑм та… — Половцев темле айӑплӑн, именчӗклӗн, тутин хӑрах енӗпе кӑна йӑл кулса илчӗ. — Алла тытрӑм та, ҫавна питӗ хӗрхеннипе ҫав тери хытӑ ӳлесе макӑрса ятӑм, чӗрем ҫурӑлсах тухатчӗ! Вара манӑн алӑ-урасене шӑнӑр туртса хутлатса лартрӗ… Анне чупса пырса пӑхать, эпе ҫӗрте, йытӑ ҫурипе юнашар, кӳме урапа лартакан лупас патӗнче урасемпе тапкаланса выртатӑп иккен… Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ манӑн йытӑсене курас та килмест. Кушаксене вара шуйттан пекех юрататӑп. Ачасене те. Пӗчӗккисене. Питӗ юрататӑп, темле, антӑхсах юрататӑп темелле. Ача-пӑча куҫҫульне курма пултараймастӑп, пӗтӗм ӑшчик тавӑрӑнса тухать… Эсӗ тата, старик, кушаксене юрататӑн-и е ҫук-и?

Хӑйӗн начальникӗ, ватӑла пуҫланӑ каскӑн офицер, Германи вӑрҫинче чухнех казаксене тискеррӗн тыткалама пӗлнипе чапа тухнӑскер, ҫапла хӑйӗн ахаль ҫын туйӑмӗсене палӑртнинчен, халиччен илтмен сӑмахсемпе калаҫнинчен тӗлӗнсех кайнӑ Яков Лукич, ҫук, кушаксене юратмастӑп, тенине пӗлтерсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, сӑн-питрен улшӑнса хаярланчӗ те халь ӗнтӗ типпӗн, ӗҫлӗ ҫын сассипе:
— Почта килсе кайни нумай пулать-и? — тесе ыйтрӗ.

— Халь шыв-шур-ҫке-ха, ҫырма-ҫатрасене шыв тапса тулнӑ, ҫул ҫук. Пӗр эрне ҫурра яхӑн ӗнтӗ почта пулманни.

— Хуторта Сталин статьи пирки нимӗн те илтӗнмест-и?

— Мӗнле статья пирки?

— Хаҫатсенче унӑн статьине пичетлесе кӑларнӑ, колхозсем пирки.

— Ҫук, илтӗнмест. Вӑл хаҫатсем пирӗн пата ҫитме ӗлкӗреймен пулӗ-ха. Унта мӗн ҫырнӑ вара, Александр Анисимыч?

— Нимех те ҫук, пушӑ сӑмах кӑна… Сана интереслӗ мар вӑл. Ну, каях, выртса ҫывӑр. Лашана тепӗр виҫӗ сехетрен тухса шӑварӑн. Ыран ҫӗрле вара колхоз витинчен икӗ лаша илсе килмелле, тӗттӗм пулса ҫитсенех Войсковой хуторне тухса каятпӑр. Эсӗ йӗнерсӗрех ларса пырӑн, кунта инҫе мар.

Ирхине Половцев мухмӑрлӑ Лятьевскипе чылайччен калаҫрӗ. Калаҫнӑ хыҫҫӑн Лятьевский кухньӑна тухрӗ. Шурса, тарӑхса кайнӑ хӑй.

— Тен, мухмӑр чӗртмеллеччӗ пуль? — ырӑ тӑвасшӑн пулчӗ Яков Лукич, анчах Лятьевский унӑн пуҫӗ урлӑ таҫталла пӑхрӗ те пат татса каларӗ:
— Халӗ ӗнтӗ нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ.
Унтан пӗчӗк пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, кровать ҫине ӳпне пырса выртрӗ.

Ҫӗрле колхоз витинче «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» Яков Лукич явӑҫтарнӑ Батальщиков Иван дежурствӑра пулчӗ. Анчах Яков Лукич хӑйсем ӑҫта тата мӗн ӗҫпе кайни ҫинчен ӑна та каламарӗ. «Хамӑр ӗҫпе инҫех мар кайса килмелле-ха», — текелесе, чӑннине каласран пӑрӑнса хуравларӗ вӑл Батальщикова. Лешӗ вара пӗр пӑркаланса тӑмасӑрах ӑна икӗ чи лайӑх лаша ҫавӑтса тухса пачӗ. Яков Лукич, вӗсене анкарти хыҫӗпе ҫавӑтса кайса, лапамра пӗр йывӑҫ ҫумне кӑкарса хӑварчӗ, хӑй Половцева чӗнме утрӗ. Вӑл пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне ҫывхарнӑ самантра Лятьевский кӑшкӑрса калаҫни илтӗнсе кайрӗ: «Ара ку эпир поражени тӳснине пӗлтерет-ҫке-ха, ӑнланмасӑр!» — тет вӑл. Ӑна хирӗҫ Половцев хулӑн сассипе ҫилӗллӗн темскер калама пуҫларӗ, ҫав хушӑра Яков Лукич, темӗнле инкек ҫывхарса килнине туйнипе асапланса, алӑка хуллен пырса шаккарӗ.

Половцев йӗнерне илчӗ. Тухса утрӗҫ. Лашисене вӗҫертсе илчӗҫ. Юрттарса кайрӗҫ. Хутор хыҫӗнчи ҫырма урлӑ кӗперпе каҫмарӗҫ. Ҫул тӑршшипех Половцев нимӗн чӗнмесӗр ларса пычӗ, чӗлӗм туртма чарчӗ, пырасса тата ҫул тӑрӑх мар, ҫул хӗррипе, пӗр аллӑ чалӑш аяккарах пыма хушрӗ.

Войсковойра вӗсене кӗтсе тӑнӑ. Яков Лукич паллакан пӗр казак пӳртӗнче ҫав хутортисем ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑнса ларнӑ. Пуринчен ытларах ваттисем. Половцев пурне те алӑ тытсах сывлӑх сунса ҫаврӑнчӗ, унтан пӗринпе кантӑк умне кайса тӑчӗ те пилӗк минут хушши пӑшӑлтатса темскер калаҫрӗ. Ыттисем нимӗн шарламасӑр пӗрре Половцев ҫине, тепре — Яков Лукич ҫине кӑн-кан пӑхкаласа лараҫҫӗ. Яков Лукич, алӑк янаххи патне пырса тӗршӗннӗскер, лайӑхах паллайман: ют казаксем хушшинче хӑйне аван мар пек, ҫухалса кайнӑ ҫын пек туйса ларать…

Кантӑксене шал енчен палассемпе карнӑ. Хупписене хупса хунӑ. Картишӗнче кил хуҫи кӗрӳшӗ хуралта тӑрать, анчах апла пулин те Половцев ҫурма сасӑпа калаҫма пуҫларӗ.

— Ну, господа казаксем, вӑхӑт ҫитсе килет! Сирӗн чуралӑхра пурӑнасси пӗтсе пырать. Тапранмалла. Пирӗн боевой организаци хатӗр тӑрать. Тапранасса виҫмине ҫӗрле тапранса тухатпӑр. Сирӗн пата, Войсковой хуторне, юланутлӑ ҫур сотня килет, вара сирӗн, пӗрре пӑшал персе ярсанах, сиксе тухмалла та леш… агитколонна ҫыннисене хӑйсен хваттерӗсенчех вӗлерсе пӗтермелле. Пӗрне те чӗррӗн вӗҫертме юрамасть! Сирӗн ушкӑн командирӗ пулма Марьин подхорунжие хушатӑп. Тапранса тухас умӗн ҫӗлӗкӗрсем ҫине шура хӑю татӑкӗсем ҫӗлесе яма сӗнетӗп; тӗттӗмре хамӑррӑннисене лешсемпе пӑтраштармалла ан пултӑр. Кашнинех лаша, хӗҫ, винтовка е сунара ҫӳремелли пӑшал та пулин пулмалла. Унсӑр пуҫне виҫӗ кунлӑх апат-ҫимӗҫ илӗр. Агитколоннӑна тата вырӑнти коммунистсене пӗтерсе тухсан, сирӗн ушкӑн хӑвӑра пулӑшма килекен сотньӑпа пӗрлешет. Командовани ҫур сотня командирӗн аллине куҫать. Вӑл сире ӑҫта илсе каять, ҫавӑнта ҫул тытатӑр. — Половцев тарӑннӑн сывласа илчӗ, толстовка пиҫиххийӗ хушшинчен сулахай аллин пӳрнисене туртса кӑларчӗ, аллаппи тӳрчӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ, унтан хытӑрах сасӑпа малалла каларӗ:  — Манпа пӗрле Гремячий Лог хуторӗнчи эсир пурте пӗлсе тӑракан казак Яков Лукич Островнов, манпа пӗр полкра пулнӑскер, килчӗ. Вӑл сире Гремячий ҫыннисем нумайӑшӗ пирӗнпе пӗрле аслӑ тӗллевшӗн, Дона коммунистсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларассишӗн кӗрешӗве хутшӑнма хатӗр пулнине ҫирӗплетсе парӗ. Кала, Островнов!

Половцев йывӑррӑн, шӑтарасла пӑхса илни Яков Лукича хыҫсӑр пукан ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗ. Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ. Вӑл Яков Лукичпа пӗр вӑхӑтрах ура ҫине тӑчӗ те ӑна ҫӑвар уҫма та памасӑр, ҫапла ыйтрӗ:

— Эсир вара, ваше благороди, господин есаул, ҫакӑн ҫинчен илтнӗ-и?.. Кунта акӑ эпир, хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн канашласа пӑхрӑмӑр та… Кунта питӗ интереслӗ хаҫат килсе ҫитрӗ…

— Мӗ-ӗ-ӗн? Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи? — хӑйӑлтатса ыйтрӗ Половцев.

— Хаҫат тетӗп-ҫке, Мускавран килсе ҫитрӗ, ҫавӑнта вара пӗтӗм парти председателӗн ҫырӑвӗ пичетленсе тухнӑ…

— Секретарӗн! — тӳрлетсе каларӗ тахши, кӑмака ҫумӗнче кӗпӗрленсе тӑракан ушкӑнран.

— … Ҫавӑн ҫав, пӗтӗм парти секретарӗн, Сталин юлташӑн. Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ. — Эпир ӑна хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн кӑштах маларах, сасӑпах вуласа тухрӑмӑр та… вара ҫапла пулса тухать: ку хаҫат пире сиртен уйӑрса ярать. Пирӗн валли, тепӗр майлӑ каласан, ҫӗр ӗҫлекенсем валли, пурнӑҫ ҫул-йӗрӗ урӑхла пулса тухать… Эпир ку хаҫат ҫинчен ӗнер илтрӗмӗр, паян ирхине вара эпӗ ут ҫине утланса лартӑм та, хамӑн ватӑлӑха-мӗне пӑхмасӑрах, станицӑна тухса вӗҫтертӗм. Левшов ҫырми урлӑ йӗре-йӗре ишрӗм, ҫапах та ишсе каҫрӑм-каҫрӑмах. Станицӑра пӗр палланӑ ҫынран Христос ячӗпе тархасласа ыйтсах туянтӑм ҫак хаҫата, хакне те патӑм ӗнтӗ уншӑн… Вунпилӗк тенкӗ таран тӳлерӗм! Каярахпа тин куртӑмӑр, хаҫачӗ ҫинче хакне те кӑтартнӑ иккен — пилӗк пус тӑрать. Ну, укҫине мана обществӑран пуҫтарса парӗҫ-ха, кашни килӗрен вуншар пус тивет, ҫапла тума шутласа хутӑмӑр-ха эпир. Анчах хаҫачӗ ҫав укҫана тӑратех, тен, унтан та хаклӑрах пулӗ…

— Мӗн ҫинчен калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи? Мӗн эсӗ Дон ҫинчен те, тинӗс ҫинчен те сӗтӗрттеретӗн? Ватӑлмалӑх кунӑнта ӑсран катӑлтӑн-им! Кам сана кунта ларакан мӗнпур ҫынсен ячӗпе калаҫма полномочи панӑ-ха? — тарӑхнипе сассине чӗтрентерсе ыйтрӗ Половцев.

Унтан пӗр лутра пӳллӗ, сӑнран пӑхсан хӗрӗх ҫулсене ҫитнӗ, ылтӑн тӗслӗ кӗске мӑйӑхлӑ тата лапчӑк сӑмсаллӑ пӗчӗк казак сиксе тӑчӗ; стена ҫумӗнче тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен маларах тухрӗ те вӑл, чӗрре кӗрсе, ҫилӗллӗн калаҫма пуҫларӗ:

— Эсир, ӗлӗк офицер пулнӑ юлташ, пирӗн стариксем ҫине ытлашшиех ан кӑшкӑрӑр, вӗсем ҫине эсир ӗлӗкхи вӑхӑтра та ҫителӗклех кӑшкӑрнӑ. Улпутланса пурӑнтӑр — ҫитет, халӗ ӗнтӗ хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкмасӑр калаҫас пулать. Эпир, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче пурӑнса, хамӑрпа унашкал калаҫнисене илтсе ларма хӑнӑхман, ӑнланатӑр-и ҫавна? Тата пирӗн старик тӗрӗсне каларӗ, хамӑр хушшӑмӑрта канашласа пӑхрӑмӑр та эпир, «Правда» хаҫатри ҫав статьяна вуланӑ хыҫҫӑн восстани тӑвас мар тесе шутласа хутӑмӑр. Сирӗнпе пирӗн ҫулсем икӗ еннелле уйрӑлса кайрӗҫ! Хамӑр хуторти власть ухмахла ӗҫсем туса пӗтернӗ, хӑшне-пӗрне вӑйпах хӑваласа колхоза кӗртнӗ, нумай вӑтам хресченсене кӑлӑхах раскулачить туса хӑтланнӑ, пирӗн власть ҫакна ӑнланса илеймен иккен: ухмахланса хӑтланнипе пӗтӗм халӑха тыткалама ҫук. Ара, пирӗн Совет председателӗ пире ҫав тери хытӑ ҫӑварлӑхласа хунӑччӗ, пухусенче ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та калама ҫукчӗ. Пирӗн хырӑмсалӑхсене лайӑхах туртса хытарнӑччӗ, сывлама та сывлӑш ҫитместчӗ, — анчах лайӑх хуҫа вӑл хӑйӑрлӑ ҫӗрте, йывӑр ҫул ҫинче лашин урхалӑхне пушатса ярать-ҫке, ҫӑмӑлтарах туса пама тӑрӑшать… Ну, эпир унччен, паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал приказ, пиртен ҫу пӑчӑртаса кӑларма хушаканни центртанах килет пулӗ, тесе шухӑшланӑччӗ; ҫаплах сӗмленеттӗмӗр те, ҫак пропагандӑна коммунистсен Центральнӑй Комитечӗ кӑларса янӑ, теттӗмӗр, хамӑрӑн хушшӑмӑрта вара: «ҫилсӗр-мӗнсӗр ҫил арманӗ те ҫунаттисемпе хӑлаҫланса лармасть», тесе калаҫаттӑмӑр. Ҫавна пулах восстани тапратма шут тытрӑмӑр тата сирӗн «союза» та ҫавна пулах кӗтӗмӗр. Ӑнланатӑр-и эсир? Халь акӑ ҫапла пулса тухать: Сталин ҫавнашкал коммунистсене, халӑха вӑйпах колхоза хӑваласа кӗртнӗ, ыйтмасӑр-тумасӑрах чиркӳсене хупса ҫӳренӗ ҫынсене, питех те хытӑ ятлать-мӗн, вырӑнӗсенчен кӑлара-кӑлара сирпӗтет. Ҫӗр ӗҫлекенсене, хайхискер, сывлама ҫӑмӑл пулса тӑрать, вӗсен урхалӑхне пушатрӗҫ пулать — колхоза кӗрес килсен кӗр, кӗрес килмесен — хӑвӑн уйрӑм хуҫалӑху ҫинчех лар. Ҫавӑнпа та акӑ эпир ҫапла шутласа хутӑмӑр: сирӗнпе ыррӑнах татӑлас терӗмӗр… Эпир сире хамӑр ухмахлӑха пула алӑ пусса панӑ распискӑсене пире каялла тавӑрса парӑр та кайӑрах хӑвӑр ҫулӑрпа, эпир сире сиен туса тӑмӑпӑр, мӗншӗн тесен хамӑр та вараланнӑ…

Половцев, кантӑк умнелле кайса, ҫурӑмӗпе кантӑк янаххи ҫумне таянса тӑчӗ, пурне те палӑрмаллах шуралса кайрӗ. Анчах каялла ҫаврӑнса пурне те ыйту панӑ чухне унӑн сасси типпӗн те ҫирӗппӗн янраса тухрӗ:

— Ку вара мӗн пулать-ха, казаксем? Сутни пулать-и?

— Ӑна кирек мӗнле калӑр, ку хӑвӑр ирӗк, — хуравларӗ тепӗр старик, — мӗнле калас тетӗр, ҫапла калама пултаратӑр, анчах пирӗн ҫулсем халӗ сирӗнпе пӗрле мар. Ытах хуҫи хӑй пирӗн хута кӗрет пулсан, мӗне курса пирӗн аякалла пӑрӑнмалла-ха? Мана акӑ нимӗн сӑлтавсӑрах сасӑ прависӗр тӑратса хӑварчӗҫ, хутортан кӑларса ярасшӑн пулчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах манӑн ывӑл Хӗрлӗ Ҫарта, апла пулсан вара, эпӗ хамӑн сасӑ правине каялла тавӑратапах-ҫке. Эпир совет влаҫне хирӗҫ мар, хамӑр хуторти йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ, эсир пур пире пӗтӗм совет влаҫне хирӗҫ ҫавӑрса ярасшӑн. Ҫук, ку пире юрӑхлӑ япала мар! Халӗ, хамӑр ыррӑн ыйтнӑ чухне, пире распискӑсене каялла тавӑрса парӑр.

Тата тепӗр ватӑрах казак, кӑтрашка пӗчӗк сухалне сулахай аллипе якаткаласа, сӑмах тухса каларӗ:

— Йӑнӑшрӑмӑр ҫав эпир, Половцев юлташ… Турӑ курать, йӑнӑш турӑмӑр! Сирӗнпе ырра ҫыхланмарӑмӑр. Ну, ара, хӑтланса пӑхни — ҫуклӑха тухни мар-ҫке, халӗ ӗнтӗ текех хӳресене пӑркаласа ҫӳремӗпӗр… Иртнинче эпир сире итлесе пӑхрӑмӑр та, эсир пире ылтӑн тӑвӗсем пама пултӑр. Халӗ тӗлӗнсе хытсах кайрӑмӑр: эсир пама пулнисем ытла та йывӑр иккен вӗсем! Эсир ҫапла каларӑр: союзниксем сире — восстани тапратас пулсан — пӗр самантрах вӑрҫӑ хатӗрӗсем кӗрлеттерсе кӳрсе параҫҫӗ, терӗр. Пирӗн ӗҫ коммунистсене пере-пере пӑрахасси кӑна пулать, терӗр. Каярахпа шухӑшласа пӑхрӑмӑр та эпир, мӗн пулса тухать-ха капла? Хӗҫпӑшал таврашне вӗсем кӳрсе парӗҫ-ха, вӑл йӳнӗ тӑракан япала, анчах вӗсем хӑйсем те пирӗн ҫӗр ҫинчех юлсан? Вара вӗсенчен ыррӑнах хӑпаймӑн. Вырӑс ҫӗрӗ ҫинчен хайхискерсене тимӗр шӑпӑрпа шӑлсах сирпӗтсе ямалла ан пултӑр. Коммунистсем вӗсем — хамӑр йӑхран тухнӑ ҫынсем, хамӑр ҫынсем темелле, хамӑр ҫӗр ҫинче ҫуралса ӳснӗ, лешсем вара, шуйттан пӗлет-и, темле чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, пурте мӑнкӑмӑллӑ ҫӳреҫҫӗ. Вӗсенчен хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, вӗсен аллине ҫаклансан, ыррине ан кӗт вара! Эпӗ ҫирӗммӗш ҫулта чикӗ леш енче пулса куртӑм, Галиполинче французсен ҫӑкӑрне те ҫисе пӑхрӑм, ҫавӑнтан чӗррӗнех хӑтӑлса тухасса шанманччӗ! Ытла та йӳҫӗ иккен вӗсен ҫӑкӑрӗ! Нумай нацисене курса ҫӳрерӗм эпӗ, анчах ҫакна калатӑп: вырӑс халӑхӗ пек чуна кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗреллӗ халӑх ҫуках вӑл урӑх. Константинопольре, Афинӑра портсенче ӗҫлесе пурӑнтӑм, акӑлчансемпе французсене курса тӑрантӑм. Яп-яка утюгланӑ хура ҫӗлен пек офицерӗ сан умӑнтан тутисене чалӑштарса иртет, мӗншӗн тесен, куратӑн-и, эпӗ сухалсене хырман, хам тӑпра пекех хура, манран тар шӑрши перет, унӑн вара, ман ҫине пӑхсан, — ӑшчикки тавӑрӑнса тухать, имӗш. Вӗсен матросӗсем хӑшпӗр чухне хупахсенче пирӗн ҫума ҫулӑхкалатчӗҫ, кӗҫ мӗн те пулин пулсанах — боксла чышкалама пӑхатчӗҫ. Анчах пирӗн Донпа Кубань казакӗсем те ют ҫӗршывсенче ӑна-кӑна кӑштах хӑнӑхкаласа ҫитрӗҫ, хайхискерсене хирӗҫ тыттара-тыттара яма пуҫларӗҫ! — Казак йӑл кулса ячӗ, сухалӗ ӑшӗнче тӗксӗм-кӑвакрах тӗслӗ шӑлӗсем вичкӗннӗн ҫиҫсе илчӗҫ. — Чышаканни пирӗн пӗр-пӗр акӑлчанне пырса тӑрӑнтарать те, лешӗ ураран палт ӳкет — сирпӗнсех каять, вара, пуҫне ҫатӑрласа тытса, йывӑррӑн хашкаса выртать. Вырӑс чышкине чӑтса тӑма ачашрах ҫав вӗсем, апатне аван ҫиеҫҫӗ пулин те нишлӗскерсем. Эпир вӑл союзниксене пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ, тутанса курнӑ! Ҫук, эпир кунта хамӑр влаҫпа епле те пулин хамӑрах йӳнеҫкелӗпӗр, анчах ҫӳп-ҫапа пӳртрен кӑларма кирлех мар… Хайхи распискӑсене эсир, ҫапах та, каялла тавӑрса парӑр пире!

«Кӗҫех акӑ кантӑкран тухса сирпӗнӗ те ҫавӑ, эпӗ вара ӑшӑха ларса юлнӑ рак пек кунта ларса юлӑп! Килсе ҫаклантӑм та иккен эпӗ!.. Ах, аннеҫӗм, усал самантра ҫуратса янӑ-мӗн эсӗ мана! Ҫав ылханлӑран та ылханлӑ ҫынпа ҫыхланса кайрӑм-ҫке-ха! Усал сывлӑшах пӑтратса ячӗ тем!» — тесе шухӑшласа, Половцев ҫинчен куҫне илмесӗр, тенкел ҫинче ӑшаланса ларать Яков Лукич. Лешӗ нимӗн пӑлханмасӑр кантӑк умӗнче тӑрать, халӗ ӗнтӗ унӑн питҫӑмартийӗсем шурса кайнӑ сӑнлӑ мар, ҫав тери хаяр, тем тума та хатӗр сӑнлӑ. Ҫамки урлӑ йӑрӑмланса выртакан икӗ тачка юн тымарӗ карӑнса кайнӑ, аллисем кантӑк янаххине ҫатӑрласа тытнӑ.

— Ну, ҫапла пултӑр эппин, господа казаксем, хӑвӑрӑн ирӗк: пирӗнпе пӗрле пырас теместӗр пулсан — йӑлӑнса тӑмастпӑр, ӳксех пуҫҫапмастпӑр. Распискӑсене эпӗ каялла тавӑрса памастӑп, вӗсем ман ҫумра мар, штабра. Тата эсир ахалех шикленетӗр, эпӗ сирӗн ҫинчен ГПУ-на кайса калас ҫук ӗнтӗ.

— Ҫапли ҫаплах-ха вӑл… — килӗшрӗ стариксенчен пӗри.

— … Тата ГПУ-ран хӑрамалла та мар сирӗн… — Половцев, унччен кӑна майӗпен, хуллен калаҫаканскер, сасартӑках мӗнпур пек сассипе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:  — Пиртен хӑрамалла! Эпир сире, сутӑнчӑксем пулнӑшӑн, пере-пере пӑрахӑпӑр!.. Ну, сирӗлӗр ҫул ҫинчен! Пӑрӑнӑр! Стенасем ҫумнелле!.. — Вӑл наганне туртса кӑларчӗ те, ӑна малалла тӑсса, алӑк патнелле утрӗ.

Казаксем, ним тума аптӑраса, сирӗлсе тӑчӗҫ, ҫав хушӑра Яков Лукич, Половцевран маларах алӑка хулпуҫҫипе тӗртсе уҫрӗ те алкумне вирхӗнсе тухрӗ.

Тӗттӗмре вӗсем лашисене пырса салтрӗҫ, картишӗнчен юрттипех тухса вӗҫтерчӗҫ. Пӳртре пӑлханса кайнӑ сасӑсем кӗрлени илтӗнсе юлчӗ, анчах никам та хыҫран тухмарӗ, пӗр казакӗ те вӗсене тытса чарас темерӗ…

Гремячий Лог хуторне таврӑннӑ хыҫҫӑн, сиккипе чуптарса килнипе лачкам шыва ӳкернӗ лашасене колхоз витине леҫсе килсен, Половцев Яков Лукича хӑй патне, пӗчӗк пӳлӗме, чӗнсе илчӗ. Половцев ҫийӗнчи кӗске кӗрӗкне те, ҫӗлӗкне те хывса тӑмарӗ, кӗнӗ-кӗменех Лятьевскине пуҫтарӑнма приказ пачӗ, хӑйсем таврӑнчӗҫ,умӗн юланутпа ятарласа килнӗ ҫын кӳрсе панӑ ҫырӑва вуласа тухрӗ, ӑна кӑмакана пӑрахса ҫунтарчӗ те хӑйӗн ӑпӑр-тапӑрӗсене пуҫтаркаласа, вӗсене йӗнер уртмахӗсене чиксе ҫыхма тытӑнчӗ.

Яков Лукич пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗнӗ тӗле вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ. Лятьевский, куҫӗсене ялкӑштаркаласа, маузерне тасатать, пӑшал ҫӑвӗпе сӗрсе хунӑ пайӗсене питӗ пӗлсе, вӑрт-варт тыткаласа вырнаҫтара-вырнаҫтара лартать. Алӑк чӗриклетнине илтсен, Половцевӗ ҫамки ҫине тытнӑ алтупанне илчӗ, сӑн-питне кил хуҫи еннелле ҫавӑрчӗ те, Яков Лукич акӑ мӗн курчӗ: есаулӑн тарӑн путса кӗнӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫулӗ юхать иккен, куҫҫулӗпе йӗп-йӗпех пулнӑ анлӑ сӑмса кӑкӗ йӑлтӑртатса тӑрать…

— Хамӑрӑн ӗҫ… хальхинче ӑнӑҫлӑ пулайманшӑн йӗретӗп… — сассине янӑратсах каларӗ Половцев, унтан, аллине сарлакан сулса илсе, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпала куҫҫулне шӑлса типӗтрӗ. — Чухӑнланчӗ Дон, чӑн-чӑн казаксемсӗр тӑрса юлчӗ, вӗсем вырӑнне путсӗрсем йышлӑланса кайрӗҫ: сутӑнчӑксем, усал чунлӑ ҫынсем… Халӗ тухса каятпӑр кунтан, Лукич, анчах эпир каллех таврӑнатпӑр! Пакет илтӗм акӑ… Тубянскире те, хамӑн станицӑра та казаксем восстани тапратма килӗшмен. Сталин вӗсене хӑйӗн статьипе хӑй енне ҫавӑрса илнӗ. — Половцевӑн пырӗнче темскер хӑрӑлтатма, лӑкӑртатма пуҫларӗ, питшӑммисем таврашӗнчи ӳт чӑмӑрккисем кӑрт-карт туртӑнкаласа вылянаҫҫӗ, шултӑра ҫирӗп аллисен пӳрнисем кукӑрӑлчӗҫ, вара алӑ сыпписем тӑртанса каймаллах хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ чышкӑсем пулса тӑчӗҫ. Вӑл сывлӑшне тарӑннӑн, хӑрӑлтатса ҫавӑрчӗ те майӗпен пӳрнисене тӳрлетрӗ, тутин пӗр кӗтессипе йӑл кулса илчӗ:

— Ийе-еппле айван халӑх! Путсӗрскерсем!.. Ухмахсем, ҫӗр ҫӑтманскерсем!.. Ну, юрӗ-ха! Ӑнланса илӗҫ те, ӳкӗнӗҫ, анчах кая юлӗҫ. Эпир кунтан тухса каятпӑр, Яков Лукич. Ҫӑкӑр-тӑварушӑн, пуриншӗн те Христос сыхлатӑр. Акӑ сана манӑн наказ: колхозран ан тух, вӗсене пур майсемпе те сӑтӑр тусах пыр, хамӑр «союзра» тӑнисене манӑн ҫирӗп сӑмахпа ҫапла кала: эпир халлӗхе каялла чакатпӑр, анчах пире ҫӗмӗрсе тӑкман. Эпир таврӑнатпӑрах, ун чухне вара кам пирӗнтен уйрӑлса каяканнисен, пире тата пирӗн ӗҫе… тӑван ҫӗршывпа Дона ҫӑлас аслӑ ӗҫе сутаканнисен, йывӑр хурлӑх курма тивӗ… Ҫавӑншӑн вӗсене казак хӗҫҫи касса вӗлерӗ. Ҫаплах кала!

— Калатӑп — пӑшӑлтатрӗ Яков Лукич.

Половцев сӑмахӗсемпе унӑн куҫҫулӗ Яков Лукичӑн кӑмӑлне хуҫрӗҫ, анчах ӑшӗнче вӑл хӑй патӗнче выртса-тӑнӑ ҫак хӑрушӑ ҫынсенчен хӑтӑлнӑшӑн, вӗсемпе ҫыхланса хӑтланнисем пӗтӗмпех ҫапла чип-чипер вӗҫленнӗшӗн, малашне ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне те, пуҫне те ҫухатасран сехрене хӑпартса пурӑнма кирлӗ марришӗн калама ҫук хытӑ савӑнчӗ.

— Калатӑп, — терӗ вӑл тепӗр хут, вара, хӑюлӑх ҫитерсе, ҫапла ыйтрӗ:

— Ӑҫталла каятӑр-ха ӗнтӗ эсир, Александр Анисимыч?

— Сана мӗн тума кирлӗ вӑл? — сыхланса ыйтрӗ Половцев.

— Ытахальтен кӑна, тен, эсир кирлӗ пулма пултаратӑр е сирӗн пата пӗр-пӗр ҫын килсе тухӗ.

Половцев пуҫне пӑркаласа илчӗ, ура ҫине тӑчӗ.

— Ҫук, ун ҫинчен эпӗ сана калама пултараймастӑп. Анчах та мана пӗр виҫӗ эрнерен кӗт. Сывӑ пул, — терӗ те сип-сивӗ аллине пачӗ.

Лашине вӑл хӑех йӗнерлерӗ, йӗнер кӗҫҫине тӑрӑшсах шӑлкаласа майларӗ, хырӑмсалӑхне туртса хытарчӗ. Лятьевский картишне тухсан тин Яков Лукичпа сывпуллашрӗ, ун аллине икӗ хут укҫа тыттарчӗ.

— Эсир ҫуранах-им? — ыйтрӗ унран Яков Лукич.

— Эпӗ санӑн картишӗнчен кӑна ҫапла ҫуран утса тухатӑп, урамра мана хамӑн автомобиль кӗтсе тӑрать, — шӳтлесе илчӗ чун хавалне ҫухатман подпоручик, унтан, Половцев йӗнер ҫине утланса ларсан, йӗнер пускӑчин чӗнӗнчен ярса тытрӗ те: — Ну, князь, тӑшман станне ҫитиччен, сиккипех вӗҫтер, эпӗ ҫуран та каях юлмӑп-и, тен, — терӗ.

Яков Лукич хӑнасене кӗҫӗн алӑкран тухсах ӑсатса ячӗ, чунӗ ҫав тери ҫӑмӑлланса юлнине туйса, хапхине сӑлӑп хучӗ, сӑх-сӑхса илчӗ те Лятьевский парса хӑварнӑ хут укҫасене канӑҫсӑррӑн кӗсйинчен туртса кӑларчӗ, вӗсем миҫешер тенкӗлӗх пулнине пӗлме хӑтланса, тул ҫутӑлас умӗнхи ӗнтрӗкре чылайччен ҫав укҫасем ҫине тинкерсе тӑчӗ; кусем суя укҫасем мар-ши тесе, вӗсем епле кӑпӑртатнине хыпашла-хыпашла пӑхрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех