Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Вуннӑмӗш пай. Юлашки страница

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.28 21:03

Пуплевӗш: 100; Сӑмах: 1509

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Таврӑнни

Ҫулла, 1944-мӗш ҫулхине эпӗ отпуск илтӗм, Катьӑпа эпир виҫӗ эрнелӗхе Мускавра пурӑнас терӗмӗр, тӑваттӑмӗш эрнине Энскра ирттерме, ваттисене ҫитсе курар тесе шутларӑмӑр.

Июлӗн 17-мӗшӗнче Мускава пытӑмӑр — асран кайми кун! Ҫав кунхине тыткӑна илнӗ нимӗҫсене Мускав урлӑ ирттерсе ячӗҫ.

Чемоданӑмӑрсем йывӑр марччӗ пирӗн, хула варрине ҫити метропа каясшӑн пултӑмӑр та Аэропортран тухсан икӗ сехет хушши ҫул урлӑ каҫаймарӑмӑр. Малтан пӑхса тӑтӑмӑр эпир, унтан ывӑнса ҫитрӗмӗр те чемодансем ҫине лартӑмӑр, каллех ура ҫине тӑтӑмӑр. Нимӗҫсем ҫаплах иртетчӗҫ-ха. Пурте хырӑннӑччӗ ӗнтӗ вӗсем, мӗскӗн пит-куҫӗсем куштанланса пӑхатчӗҫ, ҫӳлӗ картузсемпе, «кӑкӑрлӑ» кительсем тӑхӑннӑ генералсем, вӗсен хушшинче халӑха асаплантарса ҫын вӗлерес енӗпе чапа тухнисем те сахал марччех ӗнтӗ, вӗсем Крым кӗперӗ урлӑ та каҫатчӗҫ пулӗ, салтакӗсем ҫаплах пирӗн умран иртетчӗҫ-ха, хӑшӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк, хӑшӗ ҫаруран, хӑшӗ-пӗри йӳле янӑ шинелӗсене уртса тайкаланса утаҫҫӗ.

Йӗрӗнсе те кулса пӑхрӑм эпӗ вӗсем ҫине. Бомбардировкӑпа вӗҫекен пур летчиксем пекех эпӗ пӗтӗм вӑрҫӑ хушшинче тӑшмана пӗрре те куҫа-куҫӑн курман, тӗл ҫине пикировкӑпа ярӑнса ансан курнӑ та пулӗ, анчах ҫӳлтен нумай кураймӑн! Халӗ эп «ӑнтартӑм-ха» — пӗр кун хушшинчех аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр тӑшман, ҫирӗмшерӗн тӑрса тухнӑ ретпе ман умран иртеҫҫӗ, хӑшӗсем Мускав ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, Мускавӗ тата ҫав кунхине уйрӑмӑнах ытла капӑрччӗ, хӑшӗсем пуҫӗсене пӗксе, урисене аран ылмаштарса салхуллӑн пыраҫҫӗ.

Вӗсем тӗрлӗрен ҫынсем, ӑраскалӗсем те вӗсен тӗрлӗрен. Ҫапах та вӗсем пӗр пекех ют, кашни хусканчӑкӗ вӗсен пиртен вӗҫӗмсӗр инҫе, хӑйсем сывлакан сывлӑшӗ те уйрӑм пек, нимӗҫле пек туйӑнчӗ мана.

Катя ҫине пӑхса илтӗм. Сумкине хӗвне хӗстернӗ те вӑл тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Унтан сасартӑк мана хӗрӳллӗн чутпуса илчӗ.

— Тав турӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Тав турӑм, — терӗ вӑл пӗтӗм тулли кӑмӑлӗнчен. Укҫа нумай пирӗн, «Мускав» гостиницӑра чи лайӑх номер илтӗмӗр — чаплӑ вара кунта куҫкӗскисем, картинӑсем туллиех, роялӗ те пур, — пилӗк пӳлӗмлӗ номер пирӗн.

Виҫҫӗше пысӑк, иккӗшӗ пӗчӗккисем, ваннӑ леш енче. Малтанласа эпир кӑштах шиклентӗмӗр. Анчах куҫкӗскисене те, кавирсене те, чечексемпе амурсен сӑнӗсене ӳкерсе тӗрленӗ маччана та хӑнӑхасси ытла кансӗр мар иккен. Пире ҫак номерте питӗ лайӑхчӗ, ирӗкчӗ те ытарма ҫук канлӗччӗ.

Паллах ӗнтӗ, Кораблев эпир пынӑ кунхинех ҫитрӗ, чипер тумланнӑ хӑй, мӑйӑхне картинка ҫинчи пек пӗтӗрсе янӑ, шалпар кӑна тӗрӗллӗ шурӑ кӗпи ӑна питӗ килӗшет иккен те вырӑссен пӗр-пӗр аслӑ художник сӑнарне кӗртет — анчах кам сӑнарӗ иккенне Катьӑпа эпир ниҫта кайса хураймастпӑр.

Ҫула, 1942-мӗш ҫулхине эпӗ унӑн кӗҫҫе сарнӑ алӑкне шакканӑ чух Мускаврах пулнӑ вӑл. Мускаврах пулнӑ та, килне пырсан хамӑн Катьӑна шырама Ярославле тухса каятӑп тенӗ ҫырӑва тупсан кӑштах ӑнтан кайман.

— Мӗнле килӗшӗ-ха ку сире! Катьӑна эпӗ ҫавӑн умӗн ҫеҫ милицинелле ӑсатрӑм-ҫке, мӗншӗн тесен ӑна Сивцево-Вражкӑра пурӑнма ҫырасшӑн марччӗ!

— Инкекӗ ҫук, хаклӑ Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, — иртни чиперех иртнӗ пултӑр. Вӑл ҫулхине питех телейлӗ марччӗ ҫав эпӗ, халӗ ҫеҫ тӗл пулни килӗшерех те парать-ха мана, чӑнах та пит ырӑ кунсем ҫитрӗҫ-ҫке. Ун чухне хуралнӑччӗ эпӗ, пӗтсе кайнӑччӗ, чурӑс курӑнаттӑм, халь акӑ эсир хӑвӑр умӑрта кӑмӑллӑ та чипер ҫыннах куратӑр. Каласа парӑрах ӗнтӗ хӑвӑр ҫинчен! Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗнле пурӑнатӑр?

Иван Павлыч кирек хӑҫан та вара хӑй ҫинчен каласа параймастчӗ. Ун вырӑнне эпир Садовой-Триумфальнӑйри шкул ҫинчен пайтах ырӑ хыпарсем илтрӗмӗр, ҫав шкулта ӗнтӗ Катьӑпа манӑн кун-ҫулӑмра тахҫан асран кайми ӗҫсем пула-пула иртнӗ. Эпир шкултан вӗренсе тухнӑ вӑхӑт ҫулсеренех инҫетре те инҫетре тӑрса юлать, хамӑр вӗри чӗреллӗ ачасем пулни те тӗлӗнмелле пулнӑ пек туйӑнать пире, пурнӑҫ ытла та кӑткӑс пулмалла пекчӗ пирӗншӗн. Иван Павлычшӑн тесен шкул ҫаплах пынӑ иккен-ха. Кунсерен вӑл куҫкӗски умне тӑрса, васкамасӑр хайӗн мӑйӑхне тураса якатнӑ, пӗчӗк патакне тытнӑ та урока ҫӳренӗ, ҫӗнӗ ачасем вара, прожектор ҫути ярӑмӗ ҫинчи пек, унӑн тинкерсе те юратса пӑхан куҫӗ тӗлне пулнӑ. Эх, унӑн витӗр куҫӗ! Эпӗ акӑ Гришка Фабера аса илетӗп-ха, вӑл калатчӗ вара, «куҫ темӗн ҫинчен те калать», Кораблев тесен «театрта пысӑк ҫын пулас пирки вӑл иккӗ те калаҫмӗччӗ», тетчӗ.

— Ӑҫта вӑл халь, Иван Павлыч?

— Гриша провинцире, Саратовра, — терӗ Иван Павлыч — ӑна курманни чылай пулать ӗнтӗ. Вӑл лайӑх актер пулчӗ пулас.

— Лайӑхчӗ-ҫке вӑл. Гриша выляни мана яланах килӗшетчӗ. Кӑштах кӑшкӑратчӗ те, инкек-и вара вӑл! Пӗр сӑмаха та сиктерместчӗ хӑй.

Пӗтӗм класӗпех асӑнса тухрӑмӑр эпир — вӗсене аса илмешкӗн салхуллӑ та хӗпӗртемеллеччӗ, пурнӑҫ вӗсене пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаларӗ. Таня Величко Сталинградра ҫуртсем тӑвать. Шура Кочнев — артиллери полковникӗ, нумай пулмасть унӑн ятне приказра та асӑннӑччӗ. Нумайӑшӗ ҫинчен Иван Павлыч та пӗлмест — вӑхӑт вӗсен ҫумӗпе иртнӗ тейӗн ҫав, асра та вӗсем вунҫичӗ ҫулхи пек тӑрса юлнӑ.

Ҫапла калаҫсах лартӑмӑр эпир, Валентин Николаевич профессор пыратӑп тесе виҫӗ хут телефонпа пӗлтерчӗ те, ӑна та — ан тив вӑл хуть те профессорах пултӑр — ҫапах та килменшӗн ятласа илтӗмӗр, вӑл каллех темле ҫӗленсемпе е кӗмӗл тӗслӗ тилӗсемпе аппаланнӑ май вӑхӑт пулмарӗ, тет.

Акӑ тинех вӑл ҫитрӗ те алӑк урати ҫинчех хытса тӑчӗ, пӳрнине, шухӑша кайса, сӑмси патне тытрӗ. Вӑл, курӑр-ха ӑна эсир, ют номере кӗтӗм пулӗ, тесе шутланӑ иккен!

— Ну, профессор, кӗрӗр, кӗрӗр, — терӗм ӑна эпӗ.

Вӑл ахӑлтатсах ман пата чупса пычӗ, ун хыҫҫӑн алӑк патӗнче тулли кӑна ҫӳлӗ шурӑ сӑнлӑ майра курӑнчӗ, йӑнӑшмастӑп пулсан, тахҫан ӑна Кирен тесе чӗнетчӗҫ пулас.

Паллах ӗнтӗ, мана чи малтан икӗ енчен те тӗпчесе ыйтма пуҫларӗҫ, сулахай енчен Валя ыйтать, сылтӑмран — Кирен. Мӗншӗн, мӗнле майпа та епле-ха эпӗ ют хваттере ҫӗмӗрсе кӗретӗп те иккен, шала кӗрсен хамӑн Катя В. Н. Жуков профессор патӗнче пурӑннине пӗлнӗ пулин те нимӗне пӗлтермен ҫыру хӑварасран урӑх нимӗн те тума пӗлмен, ҫырӑвӑмра та хама ӑҫта шырамаллине, Мускавра хӑҫанччен пулассине пӗр сӑмахпа та кӑтартман.

— Эпӗ ӑҫтиҫук, унта Катя сарнӑ вырӑнччӗ-ҫке, — тере Валя, — ури вӗҫӗнче унӑн платйи ҫакӑнса тӑратчӗ! Тупата, епле тавҫӑраймарӑн-ха ман патӑмра хӗрарӑм алли ҫеҫ ҫавӑн пек тирпейлӗх кӗртме пултарнине!

— Хӗрарӑм алли ҫеҫ ҫав ӗҫе ҫитнӗ пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, — терем эпӗ.

Кира, ырӑ кӑмӑллӑнах пулас, ахӑлтатса илчӗ, Валя вара куҫне пысӑклатрӗ. Тен ҫав килйышлӑ ҫуртра хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи мӗлки ҫӳретчӗ пулас-ха.

Хӗрарӑмсем кӳршӗ пӳлӗме кайрӗҫ — юрать-ха, пӳлӗмсем виҫҫӗччӗ, ванна леш енчи икӗ пӗчӗк пӳлӗме шутламасан, ҫавсемпе мӗн тумаллине те пӗлместпӗр эпир. Кирен тӑваттӑмӗш ачине ӗмӗртетчӗ те вӗсен мӗн ҫинчен те пулин сӳпӗлтетме сӑмах тупӑннах тейӗпӗр.

Эпир вара вӑрҫӑ ҫинчен сӑмахлаттӑмӑр. Вӑрҫӑ час пӗтесси пур енчен те курӑнатчӗ ӗнтӗ, ҫавӑн ҫинчен Вальӑпа Иван Павлыч мана тимсӗлсе итлетчӗҫ, вӗсен итленӗ сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх каласан, пирӗн ҫарсем ҫитес вӑхӑтрах Берлин хулине илни ҫинчен командующине юлашки рапорт параканӗ эпӗ хамах пулатӑп тейӗн ҫав. Мӗншӗн эпир Висла шывӗ урлӑ каҫмастпӑр-ха тесе ыйтрӗ те, эпӗ пӗлместӗп тесен вӑл чунтанах йывӑра илчӗ. Ҫурҫӗр пирки каласан вара, ун ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗшмӗртсен, эпӗ вара эскадрилья командирӗ мар, фронт командующийӗ тейӗн.

Иван Павлыч каярахпа Татаринов капитан ҫинчен сӑмах хускатрӗ, Катя ан илттӗр тесе хуллентерех сасӑпа эпӗ пичетре асӑнман хыпарсене пӗлтертӗм. Капитан палаткипе юнашар чулсен тӑвӑр хушӑкӗнче матроссен масарне тупнӑччӗ эпир — виллисем ҫӗр ҫинчех выртатчӗҫ, вӗсене пысӑк чулсем витсе тӑратчӗҫ. Упасемпе песецсем вӗсен шӑмми-шаккисене турта-турта арпаштарнӑ — пӗр пуҫчашкине лагерьтен виҫӗ километр аякра кӳршӗри лупашкара тупрӑмӑр. Капитан хӑйӗн юлашки кунӗсене Колпаков повӑрпа пӗр михӗре пурӑнса ирттернӗ пулмалла, Колпаковӗ унтан маларах вилнӗ. Мария Васильевна патне ҫырнӑ ҫырура малтан «ман арӑма», тесе ҫырнӑ, унтан, тӳрлетсе: «манӑн тӑлӑх мӑшӑрӑма», тесе ҫырнӑ. Капитанӑн сылтӑм алли айӗнче авланнӑ чух илнӗ ҫӗрӗ пурччӗ, ҫӗрӗ кӑшӑлӗн шал енне М. Т. тесе лартнӑ инициалсем пурччӗ.

Чемоданӑмран пӗр ылттӑн медальон кӑларса кӑтартрӑм эпӗ, чӗре евӗрлӗ вӑл. Пӗр енче Мария Васильевнӑн пӗчӗкҫеҫҫӗ портречӗ пур, тепӗр енче — хура ҫӳҫ пайӑрки; Иван Павлыч чӳрече патне пырса куҫлӑхне лартрӗ те медальона темӗнччен пӑхса тӑчӗ. Пит нумайччен пӑхса тӑчӗ вӑл, мӑйӑхне тутӑрпа шӑлкаларӗ те каллех пӑхма чарӑнмарӗ, вара эпир Вальӑпа ун патне пытӑмӑр та хулӗсенчен тытса кресло патне ҫавӑтрӑмӑр.

— Катя шӑпах амӑшӗ пек ӗнтӗ, тупата! — терӗ вӑл сывлӑшне тарӑнӑн ҫавӑрса. — Декабрьте вунҫичӗ ҫул тултарать. Каласа ӗненмӗн.

Вӑл мана Катьӑна чӗнтерме сӗнчӗ, ҫуркунне масар ҫине кайса чечек лартрӑм, решеткине сӑрлаттарма кӗрӗшсе тытрӑм, терӗ ӑна.

Туссем ҫӗрлечченех пирӗн патӑрта ларчӗҫ, Кира Сивцев-Вражека кайса кӗҫӗннине ӗмӗртсе килме те ӗлкӗрчӗ, аслӑ хӗрӗпе пирӗн пата килчӗ — хӗрӗ малашне чаплӑ артистка пулма ӗмӗтлентерет. Ӗнтӗ мӗн тесен те, Кира амӑшӗ шухӑшӗпе, ҫав, вилнӗ Варвара Рабинович хӑйӗн чапа тухнӑ пӗтӗм шкулӗпе ҫак хӗрӗн «пушмак патушине те тӑмасть, хӗрӗ вара кӑкӑр ӗмнӗ чухнех «маска сассине илме пултарнӑ», халӗ ӗнтӗ Пушкина та чапа тухнӑ Степанянран кая мар вулать.

Валя хӑйӗн тискер кайӑкӗсем ҫинчен темӗнччен кала-кала тӗлӗнтерчӗ, пӗчӗк хир кайӑкӗсемпе траншейре епле кӗрешни ҫинчен те каларӗ вӑл. Ҫӗлен юнӗ ҫул иртнӗ май улшӑнса пыни ҫинчен тӗрӗс пӗлме май килчӗ-и, тесе ыйтрӑм эпӗ унтан, е ҫавна наука халӗ те пӗлеймест-и-ха, терӗм. Вӑл кулса ячӗ те, ун ҫинчен пӗлетӗп ӗнтӗ, терӗ.

Ку кун питӗ лайӑх иртрӗ ҫав Мускавра. Малтан ирпе икӗ сехет хушши ытла тыткӑна илнӗ нимӗҫсем хамӑр ҫумран иртсе пӗтессе кӗтрӗмӗр, — унтан лайӑх пуҫланма та пултарайман! Ҫак кунхине ялтӑраса курӑнан ҫӗнтерӳ туйӑмӗ пирӗн чуна ҫутатни ӗмӗрлӗхех асра тӑрса юлчӗ. Вӑл ҫӗнтерӳ ҫинчен хаҫат листисем ҫинче хура саспаллисемпе ҫапманччӗ-ха, уншӑн нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне памаллаччӗ-ха, анчах ӗмӗтленнӗ ҫӗнтерӳ пур ҫӗре сӑрса илнӗ «таврӑну туйӑмӗнче» алӑпа тытайми пулсан та палӑрмаллах курӑнса тӑратчӗ. Кивӗ вырӑнсене пурнӑҫ таврӑнать, вӑрҫӑ вӗсене йӑлтах урӑхла сӑнар кӗртнӗччӗ, Мускаври 1944-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑт ҫӗннипе кивви хирӗҫ пулни пире тӗлӗнмелле ҫамрӑк туйӑм пачӗ.

Каҫхине салют пулчӗ. «Пысӑк хыпарсен» сигналӗ вунпӗр сехет ҫитиччен вунпилӗк минут малтан янрарӗ те Валя халех вуниккӗмӗш этажа чупмалла терӗ. Лифтра туллиех халӑхчӗ, эпир вара ҫуранах улӑхрӑмӑр, пирӗн утни кӑлӑхах пулчӗ иккен, мӗншӗн тесен вуниккӗмӗш этажа лифтсӑр ниепле те хӑпарма ҫук. Анчах эпир тепле майпа хӑпартӑмӑр, каҫхи капӑр Мускав манӑн куҫ умне ытарайми тухса тӑчӗ, чӗрем савӑнӑҫлӑн тапать. Катьӑпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине кулкаласа пӑхрӑмӑр. Алла-аллӑн тытӑнса темле стена ҫумӗнче тӑраттӑмӑр. Лӑпкӑ тӳпере тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ялкӑшаҫҫӗ, шӑпах пирӗн тӗлте ярӑнса улӑхаҫҫӗ те ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗн тӗпренсе чечекӗн саланаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех