Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫланӑччӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку ҫынна кӑтартма юрать, мучи… — теме ҫеҫ пуҫланӑччӗ Маша, анчах старик пуҫне ҫӗклесе малалла утрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

— Этому человеку можно, дедушка… — начала было Маша, но старик, подняв голову, вдруг отстранил ее в сторону и шагнул вперед:

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп» тени халӗ те ун хӑлхинче Ольгӑн кирек мӗнле юрринчен те лайӑхрах янӑраса тӑчӗ; ун чӗринче халӗ те вӑл тинкерсе пӑхнин юлашки хӗлхемӗсем пур: Обломов ҫав куҫсенче вӑл ӑна мӗн таран юратнине тата унӑн пӗлтерӗшне уйларӗ, унтан тӗлӗрсе кайма пуҫланӑччӗ, сасартӑк…

«Люблю, люблю, люблю», — дрожало еще в его ушах лучше всякого пения Ольги; еще на нем покоились последние лучи ее глубокого взгляда. Он дочитывал в нем смысл, определял степень ее любви и стал было забываться сном, как вдруг…

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Плана хут ҫине ҫырса хурас теттӗм — ҫырса хумарӑм, исправник патне ҫырса ямарӑм, губернатор патне те, хваттер хуҫи патне те ҫырма пуҫланӑччӗ — ҫырса пӗтереймерӗм, счетсене тӗрӗслеймерӗм, укҫа та тулемерӗм — ир ҫапла усӑсӑр иртрӗ!

 — Хотел изложить план на бумагу и не изложил, к исправнику не написал, к губернатору тоже, к домовому хозяину начал письмо и не кончил, счетов не поверил и денег не выдал — утро так и пропало!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн обществӑри вырӑнӗ лайӑхрах майлашса пыма пуҫланӑччӗ.

Роль в обществе удалась было ему лучше.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чылайччен чупрӑм ҫакнашкал, хашкама та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк йытӑ сасси пачах йӑнса ларчӗ.

Я бежал так довольно долго и уже стал задыхаться, как вдруг лай собаки прекратился.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӑйне тӗкӗнмӗҫ-ха тесе лӑпланма пуҫланӑччӗ кӑна, арҫын ачасем кӗтӗвӗпех ун еннелле хускалчӗҫ, куҫ хупса иличчен ӑна хупӑрласа та илчӗҫ.

Затем, когда она уже стала надеяться, что ее пока не тронут, ребята стайкой сорвались с места и направились в ее сторону. Женя не успела глазом моргнуть, как ее окружила толпа одноклассников.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл, сӗтел ҫине пукан лартса, ҫав премӗксем патнелле кармашса ҫитесси ҫинчен шутлама пуҫланӑччӗ.

Он подумывал уже, как бы поставить стул на стол и оттуда попытаться достать их.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

М-овра чухнех эпӗ Ленинградри палланӑ ҫынсен телефон адресӗсене аса иле пуҫланӑччӗ.

…Ещё в М-ове я восстановил по памяти почти все телефоны моих ленинградских знакомых.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пит-куҫӗнче те, каҫӑрӑларах тӑнӑ пӗвӗнче те тулсах пыракан ҫыннӑн пӗтӗмлӗхӗ палӑра пуҫланӑччӗ.

В лице, в корпусе, немного откинутом назад, начинала определяться солидность полнеющего человека.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— ыйтма пуҫланӑччӗ эп, анчах Ромка мана ҫийӗнчех пӳлчӗ.

— начала было я, но Ромка вдруг перебил меня:

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Леш хайхи-и… — сӑмах пуҫланӑччӗ Игорь, анчах ҫавӑнтах пӳлӗнсе ларчӗ.

Это который… — начал было Игорь и разом смолк.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйне ӑна уйӑх та тулманччӗ-ха, анчах вӑл кулкалама пуҫланӑччӗ — кӑна ҫапла каласан ӗненмелле мар пек, кун пек пулма пултараймасть пек туйӑнать.

Это может показаться невероятным, но ему ещё не было месяца, а он уже улыбался.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫласса ӑна 1912-мӗш ҫулхине, ҫулла, Петербургри Николаевск кӗперӗ патӗнче «Св. Мария» шхуни тӑнинчен пуҫланӑччӗ: «унӑн стенисемпе маччисене шурӑ краскӑпа сӑрлани нумай та пулмастчӗ-ха, яка хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ сӗтел-пуканӗсем куҫкӗски пек йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, каючӗсенче кавирсем сарса тухнӑччӗ.

Она начиналась рассказом о том, как летом 1912 года в Петербурге, у Николаевского моста, стояла шхуна «Св. Мария»: «Ещё свежа была белая краска на её стенах и потолках, как зеркало, блестело полированное красное дерево её мебели, и ковры украшали полы её кают.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫиленме пуҫланӑччӗ Нина Капитоновна.

сердито начала было Нина Капитоновна.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каҫхи кӗлле чан ҫапма пуҫланӑччӗ те, пуп майри чарса тӑрать: пупӗ хӑнара, шуйттанӗсем масар ҫинче.

— Стали было к вечерне звонить, да попадья не велит: поп в гостях, черти на погосте.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав.

Уж восток начинал бледнеть, когда я заснул, но — видно, было написано на небесах, что в эту ночь я не высплюсь.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗшкӗнтӗм — уйӑх тӳрех ҫул ҫине ҫутатма пуҫланӑччӗ — мӗскер куратӑп-ха?

Наклоняюсь — месяц уж светил прямо на дорогу — и что же?

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ.

Бросив поводья и опустив голову на грудь, я ехал долго, наконец очутился в месте, мне вовсе не знакомом; я повернул коня назад и стал отыскивать дорогу; уж солнце садилось, когда я подъехал к Кисловодску, измученный, на измученной лошади.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗвел, хӑйӗн ҫуттин ылтӑн пайӑркисене хурӑн тӑррисем ҫине сапса, вӗсем хыҫнелле анма пуҫланӑччӗ.

Солнце уже легло на вершины берез, облив их расплавленным золотом своих лучей.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӗлпӗрсене алӑран вӗҫертнӗччӗ эпир, нимӗн шарламасӑр юнашар уттарса пыратпӑр, крепоҫ патнех ҫите пуҫланӑччӗ, ката урлӑ кӑна тухмаллаччӗ.

Мы ехали рядом, молча, распустив поводья, и были уж почти у самой крепости: только кустарник закрывал ее от нас.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех