Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Обломов –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.08 15:13

Пуплевӗш: 70; Сӑмах: 1662

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Обломов, йӑхӗпе дворянин, чинӗпе коллежски секретарь, вуниккӗмӗш ҫул ниҫта тухмасӑр Петербургра пурӑнать.

Малтанах, ашшӗ-амӑшӗ ҫӗре кӗриччен, вӑл хӗсӗкрех пурӑннӑ, икӗ пӳлӗм йышӑннӑ, ялтан хӑйпе пӗрле илсе килнӗ Захар ятлӑ тарҫипех ҫырлахнӑ; анчах ашшӗ-амӑшӗ вилсен, Ази ҫывӑхнеллех вырнаҫнӑ инҫетри кӗпӗрнесенчен пӗринче пурӑнакан виҫҫӗр аллӑ хресченӗн пӗртен-пӗр тивӗҫлӗ хуҫи пулса тӑнӑ.

Вӑл ӗлӗкхи пилӗк пинлӗх тупӑш вырӑнне ҫичӗ пинрен вунӑ пине ҫити тупӑш илсе таракан пулнӑ; вара унӑн пурнӑҫӗ те улшӑнса, лайӑхланса кайнӑ. Вӑл пысӑкрах хваттер тупнӑ, повар тара тытнӑ, пар лаша туяннӑ. Ун чухне вӑл ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫивӗч пулнӑ темесен те, ҫапах хӑйне хальхинчен ҫивӗчрех тыткаланӑ; унӑн тӗрлӗрен туртӑмсем пулнӑ, вал яланах теме шаннӑ, хӑйӗн шӑпинчен, хӑйӗнчен хӑй нумая кӗтнӗ, службӑна кӗресшӗн пулнӑ; Петербурга вӑл ҫав тӗллевпе килнӗ те. Унтан вӑл обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнасси ҫинчен шухӑшланӑ; юлашкинчен, яшлӑхран ар ҫулӗсене куҫса пынӑ май, телейлӗ ҫемьеллӗ пурнӑҫа ӗмӗтленнӗ.

Анчах кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, ҫул хыҫҫӑн ҫул килнӗ, унӑн янахӗ ҫинчи ҫемҫешке тӗк вырӑнне шӑрт пек сухал тухнӑ, ҫиҫсе тӑракан куҫӗсем тӗксӗмленнӗ, пилӗкӗ сарӑлнӑ, ҫӳҫӗ ҫав тери йӑшма пуҫланӑ, хӑй вӑтӑр ҫула ҫитнӗ, анчах нимле ӗҫре те пӗр утӑм тӑвайман, унчченхи пекех хай ӗмӗчӗсен алкумӗнче вунӑ ҫул каялла пулнӑ вырӑнтах тӑнӑ.

Ҫапах вӑл пурнӑҫ тума хатӗрленнӗ, пӗрмай илемлӗ пурнӑҫа ӗмӗтленнӗ, анчах ҫулсерен хӑйӗн илемлӗ ӗмӗчӗсене е пӗрин хыҫҫӑн теприне улӑштарма е пачах пӑрахма тивнӗ.

Ун куҫӗ умӗнче пурнӑҫ икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри ӗҫпе кичемлӗхрен тӑнӑ — ӗҫ те, кичемлӗх те уншӑн пӗрех пулнӑ; тепри — канлӗхпе тӳлек савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫавӑнпа служба — тӗп ӗҫ — пирвайхи вӑхӑтсӑрах ӑна хӑратмаллипех хӑратнӑ.

Тӗп хуларан аякра, тӑван ҫӗршывӑн йӑваш та ӑшӑ йӑлисемпе ҫемҫе йӗркисене пӑхӑнса ӳснӗскер, тӑванӗсемпе тусӗсен, пӗлӗшӗсен ытамӗнче ҫирӗм ҫул пурӑннӑскер, вӑл ҫемье пурнӑҫне ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ, служба та ӑна ҫемьери пурнӑҫ пекех, сӑмахран, ашшӗ тупӑшсемпе тӑкаксене тетрадь ҫине ӳркевлӗн ҫырса пынӑ пекех пулассӑн туйӑннӑ.

Ӑна пӗр ӗҫри чиновниксем пӗр-пӗринпе туслашса, кашниех теприн канӑҫлӑхӗшӗн, ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан хастар ҫемье пек туйӑннӑ ӗҫе пачах кашни кун ҫӳремелле мар, пылчӑклӑ е пӑчӑ ҫанталӑкра е кӑмӑл туртман вӑхӑтра ӗҫе каймасан та юрать, тесе шутланӑ вӑл.

Мӗнле кӳреннӗ вӑл ҫакна пӗлсен, сывлӑхлӑ чиновникӗн службӑна каяс мар тесен, ҫӗр чӗтрени ҫеҫ вырӑнлӑ сӑлтав пулӗччӗ-и тен, анчах, инкеке тенӗ пекех, Петербургра ҫӗр чӗтремест; шыв илни те, паллах, ӗҫе каяссинчен хӑтаракан сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл та кунта сайра пулкалать.

Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.

Пӗр-икӗ хутчен ӑна, ҫӗрле вӑратса, «запискӑсем» ҫырма хушнӑ, ҫав запискӑсемшӗнех темиҫе хутчен, курьерпа шыраттарса, хӑнаран чӗнтерсе кайнӑ. Ҫаксем ӑна йӑлтах сехӗрлентернӗ, кичемлентернӗ.

— Хӑҫан пурӑнмалла-ха вара? Хӑҫан? — тенӗ вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр.

Начальник хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемшӗн ашшӗ пулать, тенине вӑл килӗнчех илтнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна чӑн-чӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, килти ҫын, тесе шутланӑ. Вӑл ӑна иккӗмӗш ашшӗ вырӑнне хунӑ; ӗҫлесен те, ӗҫлемесен те, начальник пурпӗрех наградӑсем парасса, мӗн кирлине йӑлтах туса парасса шансах тӑнӑ Обломов.

Илья Ильич шучӗпе, начальник хӑйне пӑхӑнса тӑраканшӑн питӗ тӑрӑшакан ҫын: вӑл унран каҫхине мӗнле ҫывӑрни, унӑн куҫӗсем мӗншӗн хӗрелни, пуҫӗ ыратнипе ыратманни ҫинчен ыйтса пӗлет иккен.

Анчах Обломов хӑй ӗҫлеме тытӑннӑ пирвайхи кунах питӗ хытӑ тӗлӗннӗ. Начальник килсе кӗрсенех пурте чакаланма, хӗвӗшме пуҫланӑ, унран вӑтаннӑ, пӗрне-пӗри кансӗрленӗ, хӑшпӗрисем вара, начальнике кӗтсе илме ҫителӗклех тирпейлӗ мар пулӗ тесе, тумтирӗсене турткаласа тӳрлетнӗ.

Хӑшпӗр начальниксем хайсен умӗнче чиновниксем ҫапла ухмаха ернӗ пекех хӑраса ӳкнинче пуҫлӑха хисепленине ҫеҫ мар, чиновник ӗҫшӗн ҫуннине, тепӗр чухне тата ӗҫлеме пултарнине те кураҫҫӗ иккен, — ҫакна Обломов кайрантарах асӑрхаса илнӗ.

Илья Ильичӑн хӑйӗн начальникӗнчен, ыттисемпе кӑмӑллӑ тыткалакан ырӑ ҫынран, ҫапла хӑрамалла пулман: ку начальник никама та, нихҫан та усал туман, пӑхӑнса тӑракансем ӑна ҫав тери кӑмӑлланӑ, унран лайӑхраххине кӗтмен. Никам та, нихҫан та, вӑл усал сӑмах каланине, кӑшкӑрашнине, шавланине илтмен; вӑл нихҫан та хушман, яланах ыйтнӑ. Ӗҫ тума — ыйтнӑ, хӑй патне хӑнана пыма — ыйтнӑ, кутускана ларма — ыйтнӑ. Вӑл нихҫан та, никама та эсӗ тесе чӗнмен: пӗр чиновнике те, пурте пӗрле чухне те: эсир, тенӗ.

Анчах пӑхӑнса тӑракансем начальник умӗнче темшӗн шикленнӗ, вӑл йӑвашшӑн ыйтнӑ ыйтусене хирӗҫ хӑйсен сассисемпе мар, темле урӑх сасӑпа тавӑрса каланӑ.

Илья Ильич та начальник пӳлӗмне кӗнӗ чухне, хӑй мӗншӗн шикленнине хӑй пӗлмесӗр, сасартӑк шикленсе ӳкнӗ, начальник калаҫма тытӑнсанах Обломовӑн сасси ҫӗтме пуҫланӑ, темле ҫинҫе те йӗрӗнчӗк сасӑ тухнӑ.

Начальник ырӑ кӑмӑллӑ, ятлаҫма юратман ҫын пулнӑ пулин те, Илья Ильич хӑранипе тата ӗҫре кичемленнипе тертленсе пӗтнӗ. Вӑл хытӑ кӑмӑллӑ, хаяр начальник патне лекнӗ пулсан, мӗн пуласса турӑ ҫеҫ пӗлет!

Обломов ӗҫре аран-аран тенӗ пек икӗ ҫул ирттернӗ; тен, вӑл виҫҫӗмӗш ҫулне те, чин илмелле пуличчен ӗҫленӗ пулӗччӗ-и, анчах пӗр сӑлтава пула унӑн службӑран иртерех пӑрахса каймалла пулнӑ.

Вӑл пӗррехинче темле кирлӗ хута Аҫтӑрхана ярас вырӑнне Архангельска янӑ. Ку ӗҫ ҫинчен часах пӗлнӗ: кам айӑплине шырама тытӑннӑ.

Ыттисем вара пурте начальник Обломова мӗнлерех чӗнсе илессе, сиввӗн те лӑпкӑн: «Ҫав хута Архангельска эсир янӑ-и-ха?» тесе ыйтасса, Илья Ильич мӗнле сасӑпа хирӗҫ тавӑрса каласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Хӑшпӗрисем вара вӑл пачах хирӗҫ тавӑрса калаймӗ, пултараймӗ тесе шутланӑ.

Вӗсене кура Илья Ильич хӑй те хӑраса ӳкнӗ; начальник асӑрхаттарса каланипех ирттерсе ярасса вӑл ыттисем пекех пӗлсе тӑнӑ; анчах унӑн совеҫӗ выговортан чылай хаяртарах пулнӑ.

Обломов хӑйне тивӗҫлипе ответ тыттарасса кӗтсе илеймен, килне кайнӑ та службӑна медицина свидетельстви ярса панӑ.

Ҫав свидетельствӑра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Эпӗ, аялта алӑ пусакан, хамӑн пичетпе ҫирӗплетсе ҫакна ӗнентеретӗп: коллежски секретарь Илья Обломов чӗри самӑрланнипе, чӗрен сулахай хутаҫҫи сарӑлнипе аптрать тата ҫавӑнпа пӗрлех вӑраха кайнӑ пӗвер чирӗпе чирлет, пӗверӗ хӑрушшӑн ӳссе пыни унӑн сывлӑхне начарлатать, вӗлерме пултарать; ҫакнашкал амаксем кашни кунах ӗҫе ҫӳренипе пулаҫҫӗ тесе шутлама пулать. Ҫавӑнпа та, сиенлӗ тытамаксем тепӗр хут ан пулччӑр, вӑйланса ан пыччӑр тесе, эпӗ Обломов господина вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарма, ӑс-пуҫ ӗҫне е кирек мӗнле ӗҫе те хутшӑнтарасран тытӑнса тӑма хушатӑп».

Анчах ҫак ӑна вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӑшнӑ: унӑн чиртен сывалсан каллех ӗҫе каймалла пулнӑ-ҫке-ха. Обломов тек чӑтса тӑма пултарайман, отставкӑна тухнӑ. Ҫапла вӗҫленнӗ те ун государство ӗҫӗнче ӗҫлесси, кайран — тепӗр хут пуҫланман та.

Унӑн обществӑри вырӑнӗ лайӑхрах майлашса пыма пуҫланӑччӗ.

Петербургра пурӑннӑ пирвайхи ҫулсенче, ҫамрӑк чухне, унӑн лӑпкӑ сӑн-питӗнче час-часах хавхалану палӑрнӑ, куҫӗсенче пурнӑҫ хӗлхемӗ ялкӑшнӑ, вӗсенче вӑй-хал, ҫутӑ пайӑркисем ҫиҫсе тӑнӑ. Пурин пекех хумханнӑ, ӗмӗтленнӗ, пӗчӗк япалашӑнах хавасланнӑ, пӗчӗк япалашӑнах тертленнӗ.

Анчах кусем тахҫанах пулнӑ, вӑл ҫулсенче ҫамрӑк ҫын кирек мӗнле ҫынна та тӳрӗ кӑмӑллӑ тусӗ вырӑнне хума хатӗр, кирек мӗнле хӗрарӑма тенӗ пекех юратса пӑрахать, кашнинех пӗрлешме те сӗнет, теприсем ҫав манпа авланаҫҫӗ те кайран вара ӗмӗрлӗх хуйха кӗрсе укеҫҫӗ.

Ҫав телейлӗ кунсенче Илья Ильич та сахал мар ырӑ курнӑ, чипер хӗрсен ушкӑнӗнчен хӑшпӗрисем хӗрӳллӗн пӑхнине те, пысӑк телей сунса ӑшшӑн кулнине те, савса икӗ-виҫӗ хутчен чуптунине те, ҫаксенчен ытларах юлташла, куҫҫулӗ тухичченех ыраттармалла алӑ чӑмӑртанине те куркаланӑ.

Тепӗр тесен, вӑл нихҫан та чипер хӗрсем тыткӑнӗнче пулман, вӗсен чури пулма мар, хӗрарӑмсемпе ҫывӑхланни яланах пысӑк чӑрмавсемпе ҫыхӑнса тӑнӑшӑнах вӑл нихҫан та вӗсене хисеплеме тӑрӑшман. Обломов вӗсене аякран, чылай инҫетрен пуҫ тайнипе ытларах ҫырлахнӑ.

Хӑй шӑпине пула, вӑл обществӑра пӗр-пӗр хӗрарӑмпа тӗл пулса ӑна темиҫе кунлӑха юратма, эпӗ ӑна юратса пӑрахрӑм тесе шутлама пултарайман. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл выляса юратни пӗр-пӗрне савса пурӑнасси патне илсе ҫитермен, ҫав туйӑм хӑйӗн тасалӑхне пула пуҫламӑшӗнчех пӗтсе ларнӑ, пӗве ҫитнӗ пансионерка юратӑвӗнчен пӗрре те кайра пулман.

Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ. Обломов ҫакӑн пек хӗрсенчен хӑраса, айккинелле пӑрӑннӑ. Унӑн чунӗ таса та айӑпсӑр пулнӑ-ха; тен, чунӗ хӑйне пӳрнӗ юратӑва, хӑйӗн тӗрекне, хӑйӗн хӗрӳ туйӑмне кӗтнӗ, кайран вара, ҫулсем иртсе пынӑҫемӗн кӗтме чарӑнса, шанӑҫне ҫухатнӑ пулас.

Илья Ильич хӑйӗн тусӗсен ушкӑнӗнчен тата сиввӗнрех уйрӑлнӑ. Старости хресченсем парӑмсене тӳлесе татманни ҫинчен, тырӑ начар пулни ҫинчен пӗлтернӗ ҫырӑва илсенех, Оболомов хӑйӗн ҫывӑх тусне, поварне, ӗҫрен кӑларса кухарка тытнӑ, унтан лашисене сутнӑ, юлашкинчен ытти «тусӗсене» кӑларса янӑ.

Ӑна нимӗн те килӗнчен илӗртсе кӑларайман, вӑл вара кунран кунах хӑй хваттерӗнче тымарланса, ниҫта тухмасӑр пурӑнма пуҫланӑ.

Малтанах ӑна кунӗ-кунӗпе тумтирпе ҫӳресси йывӑр пулнӑ, кайран вӑл хӑнара апатланма ӳркене пуҫланӑ; хӑнара та ҫывӑх пӗлӗшӗсем патӗнче, пуринчен ытларах ӑнланманнисем патӗнче ҫеҫ пулнӑ; унта галстука салтма, сюртук тӳмисене вӗҫертме кӑна мар, пӗр сехет хушши «йӑраланса выртма» та, ҫывӑрма та юратнӑ.

Часах ӑна хӑна каҫӗсем те йӑлӑхтарса ҫитернӗ: унта канма фрак тӑхӑнмалла, кашни кун хырӑнмалла пулнӑ.

Вӑл кӗнекери ирхи сывлӑш ҫеҫ усӑллӑ, каҫхи сывлӑш сиенлӗ, тенине вуласа тухнӑ та, нӳрӗрен хӑрама пуҫланӑ.

Ҫакнашкал тӗлӗнтермӗшле хӑтланнине пӑхмасӑрах, унӑн тусӗ Штольц ӑна ҫынсем хушшине илсе тухма пултарнӑ; анчах Штольц тӑтӑшах Петербургран Мускава, Чулхулана, Крыма, унтан ют ҫӗршывсене ҫӳреме пуҫланӑ та, Обломов вара каллех пӗр-пӗччен, никамсӑр пурӑнма пуҫланӑ; ҫак пӗчченлӗхрен ӑна мӗнле те пулин тӗлӗнмелле япала, кулленхи пурнӑҫра пулман ӗҫсем ҫеҫ илсе тухма пултарнӑ; анчах унашкалли пачах пулман, малашне пуласси те курӑнман.

Ҫулсем иртсе пынӑҫемӗн ҫаксем ҫумне тата темле ачалла шиклӗх хутшӑннӑ, кулленхи пурнӑҫра ку таранччен тӗл пулман япаласенчен пуринчен те хӑрасси пуҫланнӑ, — ку ӗнтӗ пурнӑҫран юлса пынинчен килнӗ.

Сӑмахран, ӑна хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчи мачча ҫурӑкӗ хӑратман: вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ; пӳлӗмре яланах пӑчӑ сывлӑш пулни тата ниҫта тухмасӑр питӗрӗнсе ларни ҫын сывлӑхӗшӗн каҫхи нӳртен те сиенлӗ пулни унӑн пуҫне пырса та кӗмен; кашни кунах ытлашши ҫини хуллен-хулленех вилӗм патне илсе пырать, анчах вӑл ҫакна та хӑнӑхнӑ, унран хӑраман.

Вӑл утса ҫӳреме, пурӑнма, ҫын нумаййине курма, хӗвӗшсе ҫӳреме хӑнӑхман.

Ҫынсем хушшинче ӑна тӑвӑр пулнӑ, кимӗ ҫине ларсан та, тепӗр ҫырана тӗрӗс-тӗкелех ҫитессе шанман вӑл, кӳме ҫине ларсан, лашасем сиккипе ӗрӗхсе кайса, хӑйне амантасса кӗтнӗ.

Е вӑл сехӗрленсе ӳкнӗ: ӑна хӑй таврашӗнчи шӑплӑх хӑратнӑ, е хӑй мӗнтен хӑранине хӑй те пӗлмен — унӑн ҫурӑмӗ сӑрлатса кайнӑ. Вӑл тепӗр чухне тӗттӗм кӗтесселле куҫ хӳрипе пӑхнӑ, хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласемех хӑйне усал тӑвасса, ҫутҫанталӑкра пулман япалана кӑтартасса кӗтнӗ.

Ҫапла пулнӑ унӑн обществӑри ролӗ. Тепӗр ҫынӑн чӗри ҫамрӑк чухнехи пурнӑҫланнӑ е пурнӑҫланайман ӗмӗчӗсене, ачаш та хурлӑхлӑ, ырӑ асаилӳсене ватлӑхра манаймасть; Обломов вӗсем ҫине юлхавлӑн алӑ сулнӑ ҫеҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех