Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑм юлташсем, пӗр-пӗринпе канашласа, апат пӗҫерекене суйлӑр, вӑл тирпейлӗ пултӑр, апат хатӗрлеме пӗлтӗр, тата ик-виҫӗ тирпейлӗ, хӑйсене таса тытакан, ачасене юратакан колхозницӑна нянькӑ пулма уйӑрӑр.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав канашлура вӑрлӑх фончӗ тӑвасси ҫинчен, уйри ӗҫсен нормисем ҫинчен, инвентарьсене юсаса хатӗрлесси ҫинчен тата запаслӑх хӑварнӑ выльӑх апатӗнчен ҫураки вӑхӑтӗнче ҫитерме кирлӗ чухлӗ апат уйӑрса хурасси ҫинчен калаҫрӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Каях, планна Райполеводсоюзра кӑтарт, кайран столовӑйне кайса кӑнтӑрлахи апат ҫи, унта апата ӗлкӗреймесен, ман пата хваттере кай, арӑм ҫитерсе ярӗ сана.
20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Щукарь мучин тепӗр ирхинех хӑйӗн апат пӗҫермелле пулчӗ, анчах те карчӑкӗ сусӑрланни, тен пӑшӑрханнипе, те ытлашши выҫлӑхланнипе, пиҫнӗ вӑкӑр ашне кӑнтӑрлахи апатра ҫав тери нумай ҫисе тултарчӗ те вара темиҫе талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗ, тем пек сивӗ ҫанталӑкра та талӑкӗ-талӑкӗпех лупас хыҫӗнче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ҫухалса лармалла пулчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав апата ҫинипе питсем ҫакӑн пек хитрен йӑлтӑртатаҫҫӗ пулсан, хырӑмсем ҫапла илемлӗ, ҫап-ҫавракан ӳссе каяҫҫӗ пулсан, вӑл апат тӗлӗнмелле тутлӑ пулмалла…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Илья Ильич ирхи апат ҫирӗ, Маша французла мӗнле вуланине итлерӗ, Агафья Матвеевна пӳлӗмӗнче пӑхса ларкаларӗ: лешӗ Ваничка курткине енчен енне вуншар хут ҫавӑркаласа саплать, ҫав хушӑрах кухньӑна чупкалать, унта кӑнтӑрлахи апат валли сурӑх ашӗ мӗнле ӑшаланнине сӑнать, пулӑ шӳрпи пӗҫерме вӑхӑт мар-ши, тет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑхӑт сахал пулчӗ, — такӑнса калама пуҫларӗ Обломов, — ирхине тӑратӑн — пӳлӗмсене тирпейлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ, кайран апат ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах тата кил хуҫи арӑмӗн ачисем килеҫҫӗ те задача тӗрӗслесе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара апат вӑхӑчӗ те ҫитет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кӑнтӑрлахи апат валли йӑлтах илсе хунӑ, халех апат хатӗр пулать… — сӑмсапа калаҫма пуҫларӗ Анисья.— К обеду все куплено: скоро будет готов… — заговорил было нос.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара пӗрне апат ҫумне хушмалли ҫинчен, теприне пӗҫермелле марри ҫинчен астутарма, апат валли сахӑр, пыл, эрех леҫсе пама тата мӗн панине повар пурне те хурана янипе яманнине пӑхса тӑма Настасья Петровнӑна е Степанида Ивановнӑна пӗр вӗҫӗмсӗр кухньӑна чуптараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑра сан патна пӗр-пӗр хӗрлӗ питлӗ хӗр-тарҫӑ курӑк ҫине е ирхи апат, е кӑнтӑрлахи апат пырса парать, хӑйӗн чавсисем ҫара, ҫаврашка та ҫемҫешке, мӑйӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ; вӑтаннӑ пек пулса, юри ҫӗрелле пӑхса кулать вӑл…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вуланӑ вырӑн мӗнле интереслӗ пулсан та, апат ҫиме е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитсен, вӑл кӗнекине хуплашкипе ҫиелелле туса хунӑ та е апат ҫиме кайнӑ, е ҫутӑ сӳнтерсе ҫывӑрма выртнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ пӗрмай япӑх апат ҫитеретӗн мана, ак халӗ паян мӗнле апат пӗҫерме хушнине пӗлетӗп.Ты все дрянью кормишь меня, так я вот узнаю, что-то ты велел готовить сегодня.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Петя ӗнтӗ кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи апат хушши вӑрӑмланнӑҫемӗн вӑрӑмланакан вӑхӑта нимӗнпе тултарма та аптӑрать.Пете уже нечем было заполнить невероятно растянувшиеся часы между обедом и вечером.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Апат вӑхӑтӗнче — пирӗн питӗ чипер апат пулчӗ: пӗри вӑл типӗ сӗтрен тунӑ шӳрпе, шоколад та усламҫу, иккӗмӗшне вара ҫав шӳрпех те, анчах типӗлле — эпир ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирхи апат Даша инке юратнӑ пекех ӗнтӗ, ӑна ҫинӗ хыҫҫӑн тӗнчере кӑнтӑрлахипе каҫхи апат пурри ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ.Завтрак в тёти Дашином вкусе, после которого страшно подумать, что бывают на свете ещё обед и ужин.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах музыкӑна итлени кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫывӑрттарать, апат хыҫҫӑн ҫывӑрни вара сывлӑхшӑн усӑллӑ, ҫапла эпӗ музыкӑна медицина енӗпе юрататӑп.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Максим Максимычпа уйрӑлсан, эпӗ часах Терекпе Дарьял тӑвӗсен хушшине вӗҫтерсе тухрӑм, Казбекра ирхи апат турӑм, ларсра чей ӗҫрӗм, унтан вара каҫхи апат тӗлне Владикавказа ҫитме ӗлкӗртӗм.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964