Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 19-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.07 22:38

Пуплевӗш: 315; Сӑмах: 3726

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗрле…

Гремячий Лог хуторӗнчен ҫурҫӗр еннелле, ҫеҫенхирти ӗнтрӗкре тӗксӗммӗн курӑнса выртакан сӑртлӑ тӳпесем, ҫырма-ҫатрасемпе варсем, талккишпех тӑсӑлса кайнӑ вӑрмансем леш енче, инҫетре-инҫетре — Совет Союзӗн тӗп хули ларать. Ун ҫийӗнче — ейӳ кайнӑ ҫурхи шыв евӗр, вӗҫӗмсӗр электричество ҫутисем ҫиҫеҫҫӗ. Ҫав ҫутӑсен чӗтренчӗк кӑвак йӑлтӑравӗ нумай хутлӑ ҫӳртсем ҫинче, сас-чӗвӗсӗр ҫунакан калама ҫук пысӑк пушар пек ялкӑшса тӑрать, ҫӗрле ҫутатакан уйӑхпа ҫӑлтӑрсен кирлӗ мар ҫутине тӗксӗмлетсе, хупласах хурать.

Гремячий Лог хуторӗнчен пик ҫурӑ километр аякра ларакан аслӑ тӑван хула, Мускав, ҫӗрле те лӑпланма пӗлмест: унта пӑравус сассисем вӑрӑммӑн тӑстарса, йыхрав янӑ пек кӑшкӑраҫҫӗ, автомобильсен сиренисем, ҫав тери пысӑк хут купӑс чӗлӗхӗсене вылятса тӑнӑ пек, тӗрлӗ саслӑн янӑраҫҫӗ, трамвайсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Ленин мавзолейӗ хыҫӗнче тата, Кремль стенин леш енчен ҫулти сивӗ ҫил ҫинче, ҫутӑлса тӑракан пӗлӗтре, анлӑ та вӑрӑм хӗрлӗ ялав варкӑшса чӳхенет. Аялтан ҫапакан шап-шурӑ электричество ҫутипе ҫутатнӑскер, вӑл варкӑшса йӑлтӑртатать, хӗп-хӗрлӗ юн юхнӑ евӗр йӑрӑмланса вӗлкӗшет. Ҫӳлти ҫил шыв авӑрӗ пек пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн усӑнса тӑракан ялава пӗр самантлӑха вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет те, вара ялав каллех варкӑшса ҫӗкленет, хӑйӗн вӗҫӗпе е хӗвеланӑҫнелле, е хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлса, пӑлхавсен тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмӗпе ҫунса ялкӑшать, кӗрешӗве чӗнет…

Икӗ ҫул каярах, ҫӗрле, Кондрат Майданников, ҫав вӑхӑтра Мускавра Пӗтӗм Российӑри Советсен съездӗнче пулнӑскер, Хӗрлӗ площаде пынӑччӗ. Ун чухне вӑл мавзолей ҫине, пӗлӗтре ҫӗнтерӳллӗн ялкӑшса тӑракан хӗрлӗ ялав ҫине пӑхрӗ те пуҫӗнчи буденновкине вӑр-варах хывса аллине тытрӗ. Ҫара пуҫӑн, килте тӗртсе тунӑ пустав сӑхманне йӳле ярса, нумайччен пӗр хускалмасӑр тӑчӗ…

Гремячий Лог хуторӗнче вара ҫӗрлесенче нимӗн хускатми шӑплӑх шӑнса хытнӑ пек тӗлӗрсе тӑрать. Акӑш мамӑкӗ пек ҫеп-ҫемҫе ҫӗнӗ юрпа витӗннӗ таврари чӗмсӗр пушӑ ҫӗр тӗмисем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ. Тип ҫырмасене, айлӑмсене, хытхура пусса илнӗ хир талккишӗсене ҫӑра кӑвак сулхӑн юхса тулать. Алтӑр ҫӑлтӑр аври горизонт хӗррине перӗнес пекех усӑнса тӑрать. Ял Совечӗ умӗнче ларакан пирамида пек тирек йывӑҫҫи чуна кичемлетмеллех ҫӳллӗ те тӗттӗм пӗлӗтелле хура ҫурта евӗр яшт тӳррӗн кармашса ҫӗкленет. Ҫӑл-куҫӗнчен йӑр-йӑр юхса тухакан пӗчӗк шыв юхӑмӗ, шӑнкӑртатса та тухатмӑшла мӑкӑртатса, ҫырманалла чупса кӗрет. Ҫырмара юхса выртакан шывра эсӗ тӗнчене ҫутатса ӗмӗрне ирттернӗ ҫӑлтӑрсем епле ӳксе суннине куратӑн. Нимӗн сас-хура ҫук пек туйӑнакан ҫӗрлехи шӑплӑха тимлесе итлесе пӑх-ха: вара эсӗ, тусӑм, апат шырама тухнӑ мулкач йывӑҫ сӗткенӗпеле сарӑхса кайнӑ шӑлӗсемпе йывӑҫ тураттине епле кышланине те илтетӗн. Чие йывӑҫҫин туни ҫинче хытса ларнӑ янтарь тӗслӗ сухӑр чӑмӑркки уйӑх ҫутинче тӗксӗммӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать. Ҫавна хӑйпӑтса илсе пӑх-ха: сухӑр чӑмӑркки пиҫсе ҫитнӗ, никам тӗкӗнмен слива ҫырли пекех тӗтӗм тӗслӗ ҫав тери ачаш паспала витӗннӗ. Сайра-хутран турат ҫумӗнчен ҫӳхе пӑр хуппи хӑйпӑнса ӳкет — тап-таса хрусталь чӑнкӑртатса илнӗ сасса каҫхи шӑплӑх витсе хурать. Чие йывӑҫ тураттисен хунав юппийӗсем хӑйсен ҫинчи кӑчкисемпе вилнӗ пекех пӗр хускалмасӑр лараҫҫӗ; ача-пӑчасем ҫав папкасене «куккук куҫҫуль тумламӗсем» теҫҫӗ… Шӑпах…

Шуҫӑм килнӗ чухне кӑна, ҫурҫӗр енчен, пӗлӗтсем айӗнчен, хӑйӗн сивӗ ҫунаттисемпе юр талккишӗсене ҫупӑрласа, Мускав ҫилӗ вӗҫсе килсен, вара Гремячий Лог хуторӗнче чӗрӗ пурнӑҫӑн ирхи сассисем янӑраса каяҫҫӗ; лапамсенчи тирексен ҫап-ҫара тураттисем чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ, хутор таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ хир чӑххисем, ҫӗрхута йӗтемсем ҫинче апат шыраса ҫӗр ирттернӗскерсем, пӗрне-пӗри чӗнсе, кӑвиклетме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем, арпалӑхсем таврашӗнчи юр ҫинче питӗ нумай хӗреслесе тунӑ тӗрӗ пек йӗрӗсене хӑварса, тӗшӗрсе пӗтернӗ улӑм сапаланчӑкӗсене пӑрахса хӑварса, кун каҫма хӗрлӗ хӑвалӑхсем хушшине, хӑйӑрлӑ тӑвайккисен хӳттине вӗҫсе каяҫҫӗ. Пӑрусем, амӑшӗсем патне яма тилмӗрсе, мӗкӗрешме тытӑнаҫҫӗ, пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ автансем каҫӑхса кайсах авӑтаҫҫӗ, хутор ҫийӗн тӑкӑскӑ-йӳҫек шӑршӑллӑ кизяк тӗтӗмӗ явӑнса ҫӗкленет.

Анчах халлӗхе, хутора ҫӗрлехи тӗттӗм витсе илнӗ вӑхӑтра, пӗтӗм Гремячийӗпе те пӗртен пӗр Кондрат Майданников кӑна ҫывӑрмасть пулӗ. Ҫӑварӗнче унӑн килте лартса тунӑ табак йӳҫҫи, пуҫӗ — тараса пуканӗ пекех йывӑр, нумай туртнипе ӑшӗ пӑтранать…

Ҫурҫӗр. Кондрат куҫӗ умне Мускав ҫинчи пин-пин ҫутӑсен ытла та савӑнӑҫлӑ, вылянчӑк тӗтрелӗхӗ тухса тӑрать. Вӑл Кремль ҫийӗн, урӑх ҫӗршывсенче Кондрат пекех ӗҫчен ҫынсем тертленсе те асапланса куҫҫуль юхтарса пурӑнакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнче ҫийӗн анлӑн сарӑлса выртнӑ хӗрлӗ хӑмач тӑрӑхӗ хаяррӑн та ҫилӗллӗн варкӑша-варкӑша хумханнине курать. Кондрата хӑйӗн вилнӗ амӑшӗ, ывӑлӗн ачалла куҫҫулӗсене типӗтес тесе каланӑ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ. Ун чухне амӑшӗ ҫапла каланӑччӗ ӑна:

— Ан ҫухӑрсам, савнӑ ачам, Кондрат, турра ан кӳрентер. Чухӑн ҫынсем ахаль те пӗтӗм тӗнчипех кашни кун макӑраҫҫӗ, хӑйсен нуши ҫине тарӑхса, мӗнпур пуянлӑха хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ пуянсем ҫине тарӑхса, турра каласа параҫҫӗ, ӳкӗтлеҫҫӗ. Турри вара чухӑнсене чӑтма хушнӑ. Акӑ вӑл, чухӑнсемпе выҫҫисем пӗрехмай макӑрса пурӑннӑшӑн ҫилленсе кайӗ те, вӗсен куҫҫулӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ, вара ҫав куҫҫулӗсенчен тӗтре туса, ӑна кӑвак тинӗссем ҫинелле илсе кайӗ, пӗлӗте нимӗн курӑнми тӗтрелетсе хурӗ. Ҫавӑн чухне хайхи, хӑйсен шыври ҫулне ҫухатнӑ карапсем, тинӗссем тӑрӑх аташса ҫӳреме тытӑнӗҫ. Карапсем тинӗсри ҫунакан чул ҫине пыра-пыра тӑрӑнӗҫ те путма пуҫлӗҫ. Ун пек пулмасан, куҫҫулӗсенчен сывлӑм туса хурӗ. Пӗр-пӗр ҫӗрле ҫапла тырпул ҫине тӑварлӑ сывлӑм ӳкӗ, хамӑр пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, инҫетри мӗнпур ҫӗрсем ҫинче те куҫҫуль йӳҫҫипе тырпулсем ҫунса кайӗҫ, вара тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланӗ, ҫынсене мур касма тытӑнӗ… Ҫавӑнпа та ӗнтӗ чухӑнсен ҫухӑрма юрамасть, кӑшкӑрса хӑвна хӑвах инкек кӳрӗн… Ӑнлантӑн-и, ачам? — ҫапла каласа, сӑмахне ун чух сиввӗн вӗҫлерӗ: — Турра кӗл ту, Кондрат! Санӑн кӗллӳ унта хӑвӑртрах вӗҫсе ҫитӗ.

— Эпир чухӑнсем-им вара, аннеҫӗм? Атте пирӗн чухӑн-им? — тесе ыйтрӗ пӗчӗк Кондрат, хӑйӗн турра кӗлтума юратакан амӑшӗнчен.

— Чухӑн ҫав.

Кондрат вара кӗлтӑвакансем ӳкернӗ тӗксӗм турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те кӗлтума тытӑнатчӗ, ҫилленчӗк турра пӗр куҫҫуль тумламӗ те ан курӑнтӑр тесе, куҫӗсене тип-типӗ пуличченех шӑлса типӗтетчӗ.

Кондрат, сӗреке куҫӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӑхнӑ пек, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулнисене умлӑн-хыҫлӑн аса илсе выртать. Ашшӗ енчен вӑл Дон казакӗ пулнӑ, халӗ ӗнтӗ — колхозник. Ҫеҫенхирти мӑн ҫулсем пек вӑрӑм каҫсенче нумай-нумай хутчен вӑл тем ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ. Кондратӑн ашшӗ, действительнӑй ҫар службинче чухне, хӑйӗн сотнипе фабрикантсен интересӗсене хӳтӗлесе, Иваново-Вознесенскри забастовка тӑвакан пир-авӑрҫӑсене саламатпа ҫунтарнӑ, хӗҫпе каса-каса пӑрахнӑ. Ашшӗ вилнӗ. Кондрат ҫитӗнсе ҫитрӗ те 1920 ҫулта совет влаҫне, ҫав Иваново-Вознесенскри пир-авӑрҫӑсен влаҫне хӳтӗлерӗ, фабрикантсемпе вӗсен киревсӗр йыттисене, шурӑ поляксемпе врангелевецсене касса-тураса ҫӳрерӗ.

Кондрат тахҫантанпах ӗнтӗ турра ӗненмест, вӑл пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисене ирӗклӗхе тухасси патне, сенкер ҫутӑ малашлӑх патне ертсе пыракан коммунистсен партине ӗненет. Вӑл колхоз картишне хӑйӗн мӗнпур пек выльӑх-чӗрлӗхне ҫавӑтса кайса ячӗ, пӗтӗм чӑх-чӗпне — пӗр пӗрчӗ тӗкӗ-мамӑкӗ юлмиччен — илсе кайса пачӗ. Вӑл: кам ӗҫлет, ҫавӑ кӑна ҫӑкӑр ҫиме те курӑк таптама пултартӑр, тесе шухӑшлать. Совет влаҫӗ ҫумне вӑл питӗ ҫирӗппӗн, уйӑрса уйӑрӑлмиех ӳтленсе ҫыпӑҫса ларнӑ. Анчах ҫапах та Кондрат ҫӗрлесенче ҫывӑраймасӑр аптӑрать… Ҫывӑраймасть ҫав вӑл, мӗншӗн тесен унӑн ӑшӗнче кӑмӑлпах колхоза кайса панӑ пурлӑхне, хӑй кӳлсе ӗҫлесе пурӑннӑ выльӑхне шеллес туйӑм — хура ҫӗлен юлнӑ-ҫке-ха… Ҫав шеллес туйӑм чӗрере яваланса выртать, ӑна салхулӑхпа та кичемлӗхпе сивӗтсе, шӑнтса тӑрать…

Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ. Ҫӗрлесенче выльӑхӗсем епле тӑнине тӗрӗслеме, ура айне тӑккаланнӑ утӑ таврашне пуҫтара-пуҫтара сырлӑха хурса пама темиҫе хутчен те выльӑх картине тухса пӑхатчӗ. Хуҫалӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫлени чӗрене савӑнтаратчӗ. Акӑ халӗ Кондратӑн картишӗнче пуш-пушах. Выльӑха тухса пӑхмалли ҫук. Сырӑшсем пушӑ лараҫҫӗ. Ҫатан карта алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнӑ, вӑрӑм ҫӗр тӑршшинче автан сасси те пулин илтӗнмест; ҫӗр хута выртса мӗн вӑхӑт ҫитнине те пӗлме ҫук. Колхоз витинче дежурствӑра тӑма тивнӗ кунсенче кӑна унӑн ӑшчикки вӑркама чарӑнать. Кӑнтӑрла вӑл, хӑрушла пушанса юлнӑ картишне, арӑмӗн хурлӑхлӑ куҫӗсене курас марччӗ тесе, хӑвӑртрах килтен тухса кайма тӑрӑшать.

Акӑ халь арӑмӗ ун юнашар ҫывӑрать, пӗр тикӗссӗн сывласа выртать. Кӑмака ҫинче Христишка йӑшаланать, тутисемпе тутлӑн чаплаттаркалать, ыйӑх тӗлӗшпе супӗлтетет. «Атте, хуллентерех!.. Хуллентерех, хуллентерех!..» — тет. Вӑл уйрӑмах паха, ҫутӑ, ачалла тӗлӗксем курса выртать пулмалла; уншӑн пурӑнма канлӗ, сывлама ҫӑмӑл. Ӑна пушӑ шӑрпӑк коробки те савӑнтарать. Вӑл ӑна тытать те хӑйӗн татӑк-кӗсӗксенчен тунӑ пӗчӗк пукани валли ҫунашка ӑсталаса хурать. Ҫав ҫунашкапа каҫченех выляса йӑпанать, ҫитес кук ӑна ҫӗнӗ вӑйӑ-кулӑпа илӗртсе кӗтсе илет.

Кондратӑн хӑйӗн шухӑшӗсем. Ҫав шухӑшсем хушшинче вӑл тетеле лекнӗ пулӑ пекех тапаланать… «Хӑҫан ман ҫумран хӑпма пӗлӗн-ши эсӗ, ылханлӑ туйӑм — шеллесси? Хӑҫан хӑрса татӑлса ӳкӗн эсӗ, сиенлӗ шуйттан?.. Мӗне пула ҫапла-ши вӑл? Лашасен станокӗсем тӗлӗнчен иртсе пыратӑп, ҫынсен лашисене куратӑп, — хӑнк та тумастӑп, анчах хам лаша тӗлне ҫитсен, унӑн хура чӗнлӗ ҫурӑмӗ ҫине, паллӑ туса янӑ сулахай хӑлхи ҫине пӑхсан, тӳрех чӗре сурса ыратма тытӑнать, — ҫав самантра вӑл мана хамӑн арӑмран та тӑванрах пек туйӑнса каять. Вара епле те пулин ӑна тутлӑрах, шурутиллӗрех, вӗтӗрех утӑ пӑрахса пама тӑрӑшатӑн. Ыттисем те ҫавнашкалах: кашни хӑй лаши патӗнче ытларах тӑрать, ҫынсен лашисемшӗн тӑрӑшасси асра та ҫук. Ют лашасем ҫук-ҫке ӗнтӗ халӗ, пурте хамӑрӑн, анчах ҫапах та, авӑ епле пулса тухать… Выльӑх-чӗрлӗхе пӑхасшӑн мар, нумайӑшӗ хӑй выльӑхне ют пулса тӑнӑ… Ӗнер Куженков дежурствӑра тӑчӗ, утсене шӑварма хӑй каймарӗ, ҫамрӑк ачине ячӗ: лешӗ, пӗр лаши ҫине утланса ларчӗ те, ыттисене кӗтӗвӗпех сиккипе чуптарса, юханшыв хӗрне хӑваласа анчӗ. Хӑшӗ те пулин шыв ӗҫсе тӑранчӗ-ши, тӑранмарӗ-ши — каллех витене ҫитиччен сиккипе чуптарса таврӑнчӗ. Нихӑшне те хирӗҫлесе ан кала тата, хӑр-хар туса кӑна илеҫҫӗ: «Хааа, сана пуринчен те ытларах кирлӗ-им!» — тесе хураҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех акӑ мӗнрен килет: пурлӑхне пухма йывӑр пулнӑ ҫав. Камӑн пурлӑхӗ мӑй таран, уншӑн пулсан, ытлашшиех шел мар пулӗ те… Куженков утсене епле шӑварни ҫинчен ыран Давыдова каласа пама манас марччӗ-ха. Кунашкалах пӑхсан, лаша тени ҫуркунне сӳрене те вырӑнтан тапратайми пулӗ. Ыран иртерех чӑхсене епле пӑхнине кайса тӗрӗслес-ха, — тӑвӑр пирки пӗр ҫичӗ чӑххи вилсе те выртнӑ, тетчӗҫ хӗрарӑмсем. Ох, йывӑр ҫав! Мӗн тума чӑх-чӗпсене халех пӗр ҫӗре пуҫтарса усрама кирлӗ пулчӗ-ши? Сехет вырӑнне килсерен пӗрер автан та пулин хӑвармаллаччӗ пӗреххут… Кооператив лавккинче таварӗ ҫук, Христиша авӑ ҫара уранах ҫӳрет. Кӑшкӑрса ярасса ҫитетӗн — пушмак кирлех-ҫке-ха ӑна! Давыдовран ыйтма аван мар… Ҫук ӗнтӗ, ан тив, ку хӗле кӑмака ҫинче ларсах ирттертӗр, ҫӑва тухсан вара ӑна пушмакӗ те кирлӗ мар». Кондрат пилӗк ҫуллӑх планне пурнӑҫлакан ҫӗршыв епле нушасем тӳссе ирттерни ҫинчен шухӑшласа илет те ҫӗтӗк-ҫатӑкран тӗртсе тунӑ ҫивитти айӗнче чышкисене чӑмӑртать. Хӗвеланӑҫӗнчи рабочисене вӗсем коммунистсем майлӑ пулманшӑн хӑй ӑшӗнче тарӑхса ҫапла калать: «Эсир пире хӑвӑр хуҫӑрсем тӳлекен лайӑх шалушӑнах сутрӑр! Пире эсир, тӑванӑмӑрсем, тутӑ пурнӑҫпала улӑштартӑр!.. Мӗн пирки сирӗн халӗ те совет влаҫӗ ҫук-ха? Мӗн пирки эсир ҫак таранчченех кая юлтӑр? Ытах, тытӑннах пулсан, эсир халӗ революци туса хунӑ пулӑттӑрччӗ, тытӑнмастӑр ҫав, ҫаплах тем хыҫаланатӑр, ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑр, тата темле, пӗр харӑссӑн мар, урӗк-сӳрӗккӗн пыратӑр… Е эсир чикӗ урлӑ пире хуҫалӑха ҫӗклеме мӗн тери йывӑр иккенне курмастӑр-и? Епле нуша тусетпӗр эпир, ҫурма ҫара уран та ҫурма ҫарамас ҫӳретпӗр, хамӑр ҫапах шӑла ҫыртсах ӗҫлетпӗр. Сире, тӑванӑмӑрсем, хатӗрри ҫине килсе кӗме намӑс пулӗ-ха акӑ! Сире пурне те курӑнмалла ҫӳллӗ юпа лартса хурасчӗ, вара эпӗ ҫав юпа ҫине улӑхса кайӑттӑм та ай-ай ҫирӗп сӑмахсемпе ятласа тӑкнӑ пулӑттӑм сире!..»

Кондрат ҫывӑрса кая пуҫларӗ. Унӑн ҫӑварӗнчен чикаркки тухса ӳкрӗ, пӗртен пӗр кӗпине ҫунтарса шӑтарчӗ, пысӑк хура шӑтӑк туса хучӗ. Пӗҫерсе илнипе вӑл вӑранса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен тӑчӗ: шӑппӑн ятлаҫкаласа, кӗпи ҫинчи шӑтӑкне ҫӗлесе лартас шутпа тӗттӗмре йӗппе ҫип шырама пуҫларӗ, унсӑрӑн ирхине Анна асӑрхӗ те ҫав шӑтӑкшӑн ӑна пӗр-икӗ сехет хушши пӑскӑртӗ… Йӗппе ҫипне ҫапах та тупаймарӗ вӑл. Каллех выртрӗ, ҫывӑрса кайрӗ.

Шуҫӑм килнӗ чухне вӑранчӗ, картишне тухрӗ те сасартӑк ӑна тӗлӗнмелле шӑв-шав илтӗнчӗ: пӗр лупас айӗнче ҫӗр каҫакан пӗрлештернӗ автансем тем тӗрлӗ сассисемпе пӗр харӑсах татах ҫав тери вайлӑ, хорпа шарлаттарса авӑтаҫҫӗ. Тӗлӗннипе Кондрат тӑртаннӑ куҫӗсене чарсах пӑрахрӗ, автансен талккишпе илтӗнекен чарӑнма пӗлми сассисене пӗр-икӗ минут хушши итлесе тӑчӗ, унтан, каярах юлнӑ пӗр автанӗ «ку-ке-кууу», тесе авӑтни шӑпӑртах шӑпланса ларсан, ыйӑхлӑн йӑл кулса: «Ну кӑшкӑрашаҫҫӗ те, шуйттан автанӗсем! Вӗрсе калакан музыкӑпа пӗрех. Вӗсен карти ҫывӑхӗнче пурӑнакан ҫын ыйӑхне те, канлӗхне те ҫухатӗ ҫав. Халиччен хуторӑн е пӗр вӗҫӗнче, е тепӗр вӗҫӗнче пӑт-пат авӑта-авӑта яни илтӗнкелетчӗ. Нимӗн латти те ҫукчӗ… Эх, пурнӑҫ!» — терӗ те, ирхи ыйӑхне ҫывӑрса картне лартма пӳртне кӗрсе кайрӗ.

* * *

Ирхине, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл чӑх-чӗп картишне тухса утрӗ. Аким Бесхлебнов мучи ӑна ҫилӗллӗн кӗтсе илчӗ:
— Ну, мӗн тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн-ха? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл.

— Сана тата чӑхсене килсе курас терӗм. Епле пурӑнатӑн-сывлатӑн, мучи?

— Пурӑнаттӑмччӗ-ха, анчах халӗ — итлес те, курас та килмест!

— Мӗншӗн апла?

— Чӑхсем патӗнче хӗсметре тӑни пӗтерет!

— Мӗнле пӗтерет тата?

— Акӑ эсӗ ҫакӑнта пӗр кун пурӑнса пӑх-ха, вара хӑвах пӗлӗн! Анафен-автансем кунӗ-кунӗпех ҫапӑҫаҫҫӗ, ҫавсене хӑваласа ҫӳресе урасӑр тӑрса юлтӑм ӗнтӗ. Чӑххисем те ара, хӑйсем хӗрарӑм йӑхӗ темелле ӗнтӗ, ҫавсем те пулин пӗрне-пӗри киккирикӗсенчен ярса илеҫҫӗ те — ей, тӗркешеҫҫӗ вара карташ тӑрӑх! Тӗп пултӑрччӗ вӑл кунашкал хӗсметӳ-япалу! Паянах ку ӗҫрен тухма ыйтса Давыдов патне каятӑп, пыл хурчӗсем патне яма ыйтатӑп.

— Вӗсем пӗр-пӗрне хӑнӑхса ҫитӗҫ-ха, мучи.

— Вӗсем, хӑнӑхса ҫитиччен мучу урисене тӑсса выртӗ. Ара ку арҫын ӗҫӗ пулать-и? Эпӗ, епле пулсан та, казак-ҫке-ха, тӗрӗк кампанинче пулнӑ. Кунта авӑ — кур та савӑн — чӑхсен главнокомандующийӗ туса хучӗҫ. Ӗҫе кӗни те икӗ кун кӑна-ха, халех ача-пӑчасем иртсе ҫӳреме памаҫҫӗ. Киле кайма тухсанах шуйттан чӗпписем, сырса илеҫҫӗ те: «Мучи, чӑх хыпалакан! Аким мучи, чӑх хыпалакан!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ. Халиччен пурте хисеплекен ҫын пулнӑ ҫӗртен вара, ватӑлӑх кунӑмра, чӑх хыпалакан ятне илтсе вилмелле-и? Ман ун пек тӑвас килмест!

— Ан калаҫ, Аким мучи! Ача-пӑчаран мӗн ыйтмалли пур?

— Ача-пӑчасем кӑна ухмахлансан татахчӗ-ха, ҫук ҫав, хӑшпӗр хӗрарӑмсем, те вӗсем ҫумне хутшӑнаҫҫӗ. Ӗнер киле кӑнтӑрлахи апата кайма тухнӑччӗ. Ҫӑл патӗнче Донецковсен Наҫтукӗ шыв ӑсса тӑрать: «Чӑхсене чиперех пӑхатӑн-и, мучи?» — тет. «Чиперех пӑхатӑп-ха», — тетӗп. «Хӑш чӑххи те пулин ҫӑмарта тӑвать-и, мучи?»  — «Тукалаҫҫӗ те, хӗрӗм, анчах темшӗн начартарах тӑваҫҫӗ-ҫке», — тетӗп. Вӑл пур, калмӑк кӗсри, кӗҫенчӗ ячӗ. «Асту, — тет, — сухана тухнӑ ҫӗре пӗр супне ҫӑмарта туса хатӗрлеччӗр, унсӑрӑн сана хӑвна автан вырӑнне таптаттаратпӑр», — тет. Унашкал шӳтленисене итлеме ватӑлнӑ ӗнтӗ эпӗ, ӗҫӗ те ку маншӑн ытла кӳренмеллескер!

Старик татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫатан карта ҫумӗнче автансем кӑкӑрпа кӑкӑр пырса ҫапӑнчӗҫ, тытӑҫса ӳкрӗҫ, пӗрин киккирикӗнчен юн пӗрхӗнсе юхса анчӗ, теприн пӗсехинчен пӗр ывӑҫ чухлӗ тӗкӗ ҫӑлӑнса тухрӗ. Аким мучи, чупса пынӑ ҫӗртех пӗр хулӑ тупса, вӗсем патне лапӑстатрӗ.

Тин ҫутӑлма пуҫланӑ пулин те, колхоз правленинче халӑх туллиех. Картишӗнче, крыльца умӗнче, ҫуна кӳлнӗ пар лаша района кайма хатӗрленнӗ Давыдова кӗтсе тӑрать. Лапшиновӑн йӗнерленӗ ҫӑрха лаши урипе юра кукалет, ун тавра, хырӑмсалӑхне хытаркаласа, Любишкин кускаласа ҫӳрет. Вӑл та Тубянскине кайма хатӗрленнӗ, унта унӑн колхоз правленийӗпе триер пирки калаҫса татӑлмалла.

Кондрат малти пӳлӗме кӗчӗ. Сӗтел хушшинче нумаях пулмасть станицӑран килнӗ счетовод кӗнекесенче темскер шыраса ларать. Юлашки кунсенче сӑнран кайнӑ, кичемленнӗ Яков Лукич ӑна хирӗҫ ларнӑ та темскер ҫырать. Нарядчик утӑ турттарма уйӑрнӑ колхозниксем те ҫавӑнтах кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ Агафон Дубцов тата Аркашка Менок кӗтесре хуторти пӗртен пӗр тимӗрҫӗпе, Ипполит Шалыйпа, тем пирки тавлашаҫҫӗ. Юнашар пӳлӗмрен Разметновӑн хыттӑн янӑракан савӑнӑҫлӑ сасси илтӗнет.

Вӑл кунта тин кӑна килнӗ; васкаса та кулкаласа Давыдова ҫапла каласа парать:

— Ирхине ирех ман патӑма тӑватӑ карчӑк пырса кӗчӗҫ. Вӗсене Мишка Игнатенок амӑшӗ, Ульяна кинеми, ертсе пычӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ ӑна? Ҫук-и? Ҫавнашкал карчӑк вӑл, пӗр ҫичӗ пӑта яхӑн таяканскер, сӑмси ҫинче шӗпӗн пур. Пычӗҫ хайхи. Ульяна кинеми ҫил-тӑвӑлла тулашать, тарӑхнипе сывлӑшне ҫавӑраймасть хӑй, сӑмси ҫинчи шӗпӗнӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе кӑна тӑрать. Кӗнӗ-кӗменех сиксе ӳкрӗ: «Ах, эсӗ, апласкер те капласкер тата ҫапласкер!» — тет. Советра ман патӑма пынӑ халӑх ларать, вӑл пур усал сӑмахсемпе илтерет. Эпӗ ҫакна, паллах, хыттӑнах каларӑм: «Усал сӑмахсемпе ятлаҫма чарӑннӑ пултӑр, чарӑнмасан, влаҫа кӳрентернӗшӗн, станицӑна ӑсататӑп, — терӗм. — Мӗне курса ҫапла урса кайсах тулашатӑн-ха эсӗ?» — тесе ыйтрӑм. «Мен эсир ватӑ карчӑксенчен мӑшкӑллатӑр? Епле эсир пирӗн пек ватӑ ҫынсенчен мӑшкӑллама хӑятӑр?» — тесе ҫухӑрать. Мӗн пирки ку ҫапла тулашнине аран-аран тӗпчесе пӗлтӗм. Акӑ мӗн пулнӑ иккен, вӗсем таҫта ҫакӑн пек сӑмах илтнӗ: утмӑл ҫултан иртнӗ, ӗҫлеме пултарайман карчӑксене пурне те колхоз правленийӗ ҫуркунне… — Разметнов, кулса ярас мар тесе, питҫӑмартисене хӑмпу пек карӑнтарчӗ те сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — инкубатӑрсем ҫитмен пирки, карчӑксене ҫӑмарта ҫине пусма лартма хатӗрленетпӗр имӗш. Ҫавӑнпа ӗрӗхсе кайнӑ та вӗсем. Ульяна кинеми мӑйӗнчен пуснӑ пекех ҫухӑрать: «Епле тата! Мана ҫӑмарта пусма лартасшӑн-и? Эпӗ пусса лармалли ҫӑмартасем ҫук вӗсем! Сире хӑвӑра пурсӑра та ҫатма аврипе ҫапса вӗлерсе пӗтеретӗп, хам та шыва сиксе вилетӗп!» — тет. Аран-аран лӑплантартӑм. «Ан путах, Ульяна кинеми, — тетӗп, — пурӗпӗр пирӗн ҫырмара сана путмалӑх шыв ҫук. Эсир илтнӗ сӑмахсем пӗтӗмпех — суя, кулаксем каласа ҫӳрекен юмахсем», — тетӗп. Акӑ епле ӗҫсем пулаҫҫӗ, Давыдов юлташ! Тӑшмансем суя сӑмахсем сарса ҫӳреҫҫӗ, пире чӑрмав кӳреҫҫӗ. Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

— Халь ӑҫта вӑл манашкӑ? — хӗрӳлленсе ыйтрӗ ҫак калава итлесе тӑнӑ Нагульнов.

— Тухса шӑвӑннӑ. Вӑл ухмах мар-ҫке: суйса хӑварать те — малалла вӗҫтерет.

— Унашкал хура хӳреллӗ чакаксене тытса арестлемелле те тивӗҫлӗ ҫӗре ӑсатмалла. Хамӑн алла лекмен вӑл! Сараппанне ҫӳлелле тавӑрса пуҫӗ ҫинчен ҫыхса хурсах саламатпа ҫунтарнӑ пулӑттӑм… Эсӗ — Совет председателӗ, сан хуторунта кам килнӗ, ҫавӑ ҫӗр выртса ҫӳрет. Туса хунӑ йӗрке!

— Шуйттан асӑрхаса ҫитертӗр-и вӗсене пурне те! Давыдов, пальто ҫийӗнчен тӑлӑп тӑхӑннӑскер, сӗтел хушшинче колхозниксен пухӑвӗ ҫирӗплетнӗ ҫураки ӗҫӗсен планне юлашки хут пӑхкаласа ларать; хут ҫинчен куҫне илмесӗр, вӑл ҫапла каларӗ:

— Пирӗн ҫине элеклесси — тӑшманӑн кивӗ мелӗ.

Вӑл, харампыр, пирӗн пӗтӗм строительствӑна вараласшӑн. Эпир авӑ, хӑш чухне хамӑрах ӑна кирлӗ пек майсем туса паратпӑр, акӑ, чӑх-чӗпсемпе хӑтланнӑ пек…

— Мӗнле апла? — Нагульнов сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса пӑрахрӗ.

— Мӗнле пултӑр, чӑх-чӗпсене пӗрлештерсе хутӑмӑр, ҫавӑнпа.

— Тӗрӗс мар!

— Факт, тӗрӗс! Пирӗн вак-тӗвексемпе чӑрманма кирлӗ те марччӗ. Хамӑр, авӑ, вӑрлӑхлӑх тырӑ та хатӗрлесе хуман-ха, ҫав вӑхӑтрах чӑх-чӗпсене пӗрлештерме тытӑннӑ. Ытла та ухмахла ӗҫ! Халӗ эпӗ хамӑн чавсана ҫавӑрса ҫыртӑттӑм… Райкомра ӗнтӗ мана вӑрлӑх фончӗшӗн хӳрене пӗтӗрсе яраҫҫӗ, факт! Питех те аван мар факт ҫав…

— Эсӗ каласа пар-ха, мӗншӗн чӑх-чӗпсене пӗрлештерме юрамасть? Пуху килӗшрӗ-ҫке?

— Ӗҫӗ пухура мар кунта! — Давыдов питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ. — Епле ӑнланаймастӑн ҫак эсӗ; чӑх-чӗп вӑл — вак-тӗвек япала, пирӗн халӗ тӗп ӗҫе тумалла: колхоза тӗреклетмелле, колхоза ҫӗр проценчӗпех кӗртмелле, унтан акса хӑвармалла. Ҫавӑнпа та эпӗ, Макар, чӑнласах акӑ мӗн тума сӗнетӗп: эпир, ҫав ылханлӑ чӑх-чӗпсемпе ҫапла хӑтланса, политика тӗлӗшӗнчен йӑнӑш туса хутӑмӑр, факт, йӑнӑшрӑмӑр! Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ колхозсем йӗркелесси пирки ӑна-кӑна вулакаласа пӑхрӑм та, хамӑр мӗнле йӑнӑш тунине ӑнланса илтӗм: пирӗн колхоз-ҫке-ха, урӑхла каласан — артель, эпир авӑ тӳрех коммунӑна ҫул тытнӑ. Тӗрӗс-и? Сулахай сулӑнчӑк ҫакӑ пулать те ӗнтӗ вӑл, факт! Хӑвах шухӑшласа пӑх-ха эсӗ. Эпӗ сан вырӑнта пулсан (ҫапла тума эсӗ йышӑнтартӑн, пире те хӑв май ҫавӑртӑн), ҫав йӑнӑша большевикла хӑюлӑхпа йышӑннӑ пулӑттӑм та чӑх-чӗпсене тата ытти кайӑк-кӗшӗксене каялла илсе кайма хушӑттӑм. Э? Ҫак ӗҫе эпӗ ҫаврӑнса килнӗ ҫӗре тумасан, таврӑнсан ку ответлӑха хам ҫине илетӗп. Эпӗ кайрӑм, сывӑ пул.

Кепкине пусса лартрӗ, витӗр нафталин шӑрши ҫапнӑ кулак тӑлӑпӗн ҫухине тӑратрӗ, папкине ҫыхнӑ май:

— Тӗрлӗрен манашкӑсем сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, пирӗн ҫинчен темӗн те пӗр лӗпӗртетеҫҫӗ, — хӗрарӑмсене, карчӑксене пире хирӗҫ тӑратаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗ ҫӗнӗ, калама ҫук кирлӗ ӗҫ. Ку ӗҫре пурте пирӗн майлӑ пулмалла! Карчӑксем те, хӗрарӑмсем те. Хӗрарӑм та колхозра хӑйӗн тӗшне тӑрать, факт! — терӗ те, урисене анлӑн та йывӑррӑн пусса, тухса кайрӗ.

— Макар, чӑхсене каялла салатса пама каяр. Давыдов тӗрӗс каларӗ.

Разметнов, хӑйне хирӗҫ хуравласса кӗтсе, Нагульнов ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ. Лешӗ, кӗске кӗрӗкне йӳле янӑскер, кантӑк янаххи ҫинче ларать, ҫӗлӗкне аллинче ҫавӑркалать, ним сасӑсӑр тутисене вылятать. Ҫапла пӗр виҫӗ минут иртрӗ. Макар пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ те Разметнов ӑна куҫран пӑхрӗ.

— Каяр. Чӑнах та йӑнӑш турӑмӑр. Давыдов, ҫав катӑк шӑллӑ шуйттан, тӗрӗс калать… — вара, кӑштах именнӗ пек пулса, йӑл кулчӗ.

Давыдов ҫуна ҫине ларма хатӗрленнӗ вӑхӑтра ун патне Кондрат Майданников пырса тӑчӗ. Вӗсем иккӗшӗ хӗрсе кайсах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Кондрат, аллисене сулкаласа, ӑшталансах темскер каласа парать; кайма васкакан лавҫи тӳсеймесӗр тилхепине алӑран алла иле-иле тытать, ларчӑк айне чиксе хунӑ ярапаллӑ пушшине майлаштаркалать. Давыдов тути хӗррисене ҫырткаласа итлет.

Разметнов, хӑй крыльца ҫинчен аннӑ хушӑра, Давыдов ҫапла каланине илтсе юлчӗ:

— Эсӗ ан вӗрилен. Лӑпкӑрах пул. Пурте хамӑр алӑра, пурне те майлаштарӑпӑр, факт! Штрафламалла йӗрке туса хурӑпӑр, бригадирсем хӑйсем ответ тытмалла туса, асӑрхаса тӑма вӗсене хушӑпӑр. Ну, чипер юл-ха!

Лашасен ҫурӑмӗсем ҫийӗн пушӑ явӑнса илсе шартлатрӗ. Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ.

Чӑх-чӗп картишӗнче темиҫе ҫӗр чӑх, сапаласа пӑрахнӑ тӗрлӗрен тӗслӗ шакмак чулсем пек, кӗшӗлтетет. Пӗчӗк хулӑ тытнӑ Аким мучи картишӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Вӑштӑр-вӑштӑр вӗрен ҫил унӑн кӑвак сухалӗпе вылять, ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тапса тухнӑ тарне типӗтет. «Чӑх-хыпалакан» ҫӑматтисемпе чӑхсене сире-сире утать; хулпуҫҫи урлӑ унӑн ҫурри таран хывӑх-арпа тултарнӑ михӗ ҫакӑнса пырать. Хывӑх-арпине мучи кӗлет патӗнчен пуҫласа лупас айнелле ҫитиччен ансӑр сукмак пек сапса каять, унӑн урисем айӗнче тӑп-тулли чӑх кӗшӗлтетет, ҫиме хистекен: «Ка-ка-ка-ка-ка-ка-ка!» — тенӗ сасӑсем пӗр чарӑнми янӑраса тӑраҫҫӗ.

Шӑтӑрнак тытса ҫаврӑннӑ анкартинче, талкишпе акшар куписем выртнӑ евӗр, хур кӗтӗвӗсем шап-шуррӑн курӑнаҫҫӗ. Ҫуркунне кайӑксем вӗҫсе килнӗ вӑхӑтра тулли шыв-шур ҫинчен илтӗнекен сасӑ пек, хурсем пыр тӗпӗпе какалатни, ҫунаттисене ҫат-ҫат-ҫат ҫапкалани, кикак-кикак тесе кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать. Лупас патӗнче — ҫынсен ушкӑнӗ пӗр ҫӗре таччӑн кӗпӗрленсе тӑнӑ. Вӗсен ҫурӑмӗсем те хыҫӗсем кӑна курӑнаҫҫӗ. Пуҫӗсене аялалла чикнӗ, — куҫӗсене таҫта урисем айнелле, ушкӑн варринелле, тӗлленӗ.

Разметнов вӗсем патне пычӗ, ушкӑн варринче мӗн пулса иртнине курма хӑтланса, ҫурӑмсем урлӑ пӑхрӗ. Ҫынсем мӑшлатаҫҫӗ, ҫурма сасӑпа калаҫкаласа илеҫҫӗ.

— Хӗрли ҫапса ӳкерет.

— Ӳкерӗ-ха, шуйттан! Курсамӑр, унӑн киккирикӗ чалӑшса кайнӑ та ӗнтӗ.

— Ох, епле тӑрӑнтарчӗ вӑл ӑна!

— Ҫӑварне карсах пӑрахрӗ, ывӑнса ҫитрӗ…

Щукарь мучин сасси:

— Ан тӗрт-ха! Ан тӗрт! Вӑл хӑех пуҫлать! Ан тӗртсем, анра-сухра! Акӑ эпӗ тӗртсе кӑтартам сана чӗрӳ анинчен!..

Ушкӑн варринче, ҫунаттисене саркаласа хурса, икӗ автан утса ҫӳреҫҫӗ, пӗри — хӗп-хӗрлӗскер, тепри — хура куракӑнни пек симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан йӑмӑх-хура тӗклӗ. Хӑйсен сӑхса таткаласа пӗтернӗ киккирикӗсем юн хытса ларнипе хуралса кайнӑ, урисем айӗнче тӑпӑлтарса тӑкнӑ хура та хӗрлӗ тӗксем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫапӑҫакан автансем ывӑнса ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ икӗ еннелле уйрӑлса тӑраҫҫӗ, темскере сӑха-сӑха иленҫи тӑваҫҫӗ, сыхӑ куҫӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса, кӑштах ирӗлсе йӑшнӑ юра урисемпе чавкалаҫҫӗ. Юриех нимӗн те пӑлханман пек туни ҫаксен кӗске вӑхӑта кӑна пырать: хура автанӗ, пушар тухнӑ вырӑнтан чанка вирхӗнсе вӗҫсе хӑпарнӑ пек, сасартӑк ҫӗре тапса хӑварчӗ те ҫунатланса ҫӳлелле сикрӗ, хӗрли те ҫӳлелле ыткӑнчӗ. Сывлӑшра пӗр-икӗ хут та хире-хирӗҫ ҫапӑнса, тытӑҫса ӳкрӗҫ…

Щукарь мучи, тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпе манса кайсах, вӗсем ҫине пӑхса тӑрать. Унӑн сӑмси вӗҫӗнче манка тумламӗ чӗтренет, анчах вӑл ӑна асӑрхамасть. Вӑл пӗтӗм тимлӗхӗпе хӗрлӗ автана сӑнать. Хӗрли ҫӗнтермеллех. Щукарь мучи Демид Молчунпа заклад хурсах тупӑшнӑ. Каҫса кайсах пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра Щукарь мучие кӗтмен ҫӗртен тахшин алли пырса хускатрӗ: ҫак алӑ мучие кӗске кӗрӗк ҫухинчен хыттӑнах туртать те туртать. Щукарь ҫаврӑнса пӑхрӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнипе, хӑйне кӳрентерекен ҫын ҫине халех автан пек сиксе ӳкесле пӑхрӗ, пичӗ-куҫӗ усалланса кайнӑ хӑйӗн. Анчах ҫав пит-куҫ пӗр самантрах улшӑнма ӗлкӗрчӗ, кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн ҫутӑлса илчӗ: хайхи алӑ — Нагульнов алли иккен. Нагульнов курса тӑракансене тӗрткелесе сирсе пӗтерчӗ, автансене уйӑрса хӑваласа ячӗ, сиввӗн ҫапла каларӗ:

— Ӗҫсӗр аптраса тӑратӑр кунта, автансене ҫапӑҫтаратӑр… Ну, ӗҫе саланнӑ пултӑр, кахалсем! Нимӗн тума аптӑратӑр пулсан, вите патне утӑ хӑпартма кайӑр. Пахчасене тислӗк кӑларма кайӑр. Иккӗшӗ килӗрен киле ҫӳресе хӗрарӑмсене каласа тухӑр, хӑйсен чӑххисене илме килччӗр.

— Чӑхсен колхозне салатса яратӑр апла? — ыйтрӗ автансем ҫапӑҫнине курма юратакансенчен пӗри, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулахай тӑхӑннӑ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Банник хушаматлӑ хресчен. — Курӑнать ҫав, вӗсен ӑнланулӑхӗ колхозпа пурӑнмалӑхах ӳссе ҫитеймен! Социализм вӑхӑтӗнче автансем ҫапӑҫаҫҫӗ-ши, ҫук-ши?

Нагульнов ҫакнашкал ыйту паракан ҫын ҫине йывӑррӑн пӑхса илчӗ те шурса кайрӗ:

— Эсӗ шӳтлессе шӳтле те, анчах мӗн, пирки шӳтленине пӗл! Социализмшӑн чи паха ҫынсем хӑйсен пуҫӗсене хунӑ, эсӗ пур унтан кулса шӳтлеме пӑхатӑн! Халех тухса кайнӑ пултӑр кунтан, контра, тухса каймасан чунна витмелле парӑп та акӑ, халех леш тӗнченелле ярӑнӑн. Тухса кай, ҫӗлен, хӑвӑнтан виле туса хуриччен! Унсӑр эпӗ те шӳтлеме пултаратӑп!

Лешӗ шӑпланса тӑнӑ казаксенчен уйрӑлса утрӗ, чӑх-чӗпсемпе тулса ларнӑ картишнелле юлашки хут пӑхса илчӗ те, йывӑррӑн тухакан сывлӑшне пусарса, майӗпен, курпунне кӑларса, кӗҫӗн алӑк патнелле ҫул тытрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех