Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Тӑххӑрмӗш пай. Тупар та парӑнар мар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.25 00:28

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 527

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Тинӗсрисен ячӗпе

Шыв айӗнче ишекен кимӗпе ҫӳрекенсем ку таврашра чи хисеплӗ ҫынсемччӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра вӗсем Ҫурҫӗр флотӗнче пуринчен лайӑх ӗҫлетчӗҫ, анчах вӗсен хисеплӗхӗ унпа кӑна мар, вӗсен йӑлисенчи уйрӑм паллӑсем, пӗр-пӗрин хушшинче калаҫни, йывӑр ҫапӑҫусенче пӗрле пулни, вӗсен пӗрмайлӑхне пӗтем ҫак пӗчӗк хулара кӑтартса тӑрать. Шыв айӗпе ҫӳрекен кимӗ экипажӗнчи пӗртанлӑх пекки урӑх ниҫта та ҫук. Вӗсем е пурте вилеҫҫӗ, е пурте ҫӗнтереҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗнче ниҫта та ҫӑмӑлли ҫук, анчах вӗсен ӗҫӗ, уйрӑмӑнах чи «пӗчӗк кимӗсенчи» пек ӗҫ чи кансӗрри, эпӗ чи хӑрушӑ вӗҫевсенче пулсан та, вӗсене «пӗчӗк кимӗпе» пӗрре похода тухса каяссипе улӑштарман пулӑттӑм. Хам ача чухнех манӑн ҫакан пек шухӑш пулнӑ: шыв айне таҫта инҫете-инҫете каякансен кирек мӗнле пулсан та пӗрле вӑрттӑн калаҫса хуни, тупа туни пулмаллах пек туйӑнатчӗ, эпир Петьӑпа иксӗмӗр тахҫан пӗр-пӗринпе тупа туса каланӑ пек ӗнтӗ.

1942-мӗш ҫулхи август пӗтес умӗн эпир тепӗр капитанпа иксӗмӗр виҫҫӗмӗш транспорт путартӑмӑр. Чапа тухнӑ Ф. «Малютки» эп пулӑшнине кура тӑваттӑмӗшне путарчӗ. Кун ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам пушӑллах пыраттӑм, Германи карапӗ мӗнле координатсенче пыни ҫинчен ҫеҫ штаба пӗлтерме пултартӑм, анчах Ф. мана «сысна ҫури» ҫиме чӗнчӗ, — ҫав «сысна ҫуринчен» ӗҫӗмӗр пуҫланчӗ те; ун ҫинчен каласа памашкӑн та пырать.

Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать. Транспортпа сторожевик та эсминец путарнӑччӗ, ҫавсемшӗн шурӑ калпаклӑ поварсем офицерсен столовӑйне пӗр сысна ҫури кӑна мар, виҫҫӗ те илсе пынӑччӗ. Сӗтелсене «П» саспалли пек лартса тухнӑччӗ. Ҫав саспаллийӗн сӑлӑпӗ тӗлӗнче ҫурҫӗр флочӗн командующийӗ адмирал ларатчӗ.

Елпешке чашкӑ ҫинче хӗрлӗрех тӗслӗ ачаш сысна ҫурисем шурӑхнӑ сӑмсисене хурлӑхлӑн кӑнтса выртатчӗҫ, вӗсен умӗнче аллисене пысӑк ҫӗҫӗ тытнӑ виҫӗ командир тӑратчӗҫ. Ҫӗнтерекенсем хӑйсен аллисемпе сысна ҫурине вакласа чӗллӗн-чӗллӗн касасси йӑлана кӗнӗччӗ ӗнтӗ. Чӗллисем те вара! Акӑ ман паталла, хрен курӑкӗн пӗтӗрӗнсе пӗтнӗ вӗтӗ чӗрӗмӗсемпе сапса, пӑтӑпа тултарнӑ тем пысӑкӑш чӗлӗ кӗреке сӗтелӗ урлах ишсе килет! Хуҫисене, кӳрентерес мар тесен ӑна ҫисе пӗтересех пулать ӗнтӗ.

Адмирал куркине ҫӗклесе ура ҫине тӑчӗ. Пӗрремӗш курка ҫӗнтерекен командирсен ячӗпе, вӗсен экипажӗн сывлӑхӗшӗн. Эп ун ҫине пӑхатӑп — вӑл пирӗн полкра пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн ҫамрӑк сан-сӑпачӗ, хӑйне рапорт паракан полк командирӗ итленӗ чух каҫӑрӑларах тӑнӑ кӳлепи ман асӑмра тӑрса юлнӑ иккен. Ҫамрӑк вӑл — манран тӑватӑ ҫул кӑна аслӑрах. Тепӗр тесен, эпӗ ӑна Испанире пӗрле пулнинченех астӑватӑп.

Тинӗсре ҫӳрекенсемшӗн — иккӗмӗш курка! Куркасем чанкӑртатаҫҫӗ. Арктикӑри каҫ пушлӑхне паттӑр ӗҫсем тума каякан тӑванӗсен сывлӑхӗшӗн моряксем ура ҫине тӑрса ӗҫеҫҫӗ. Ан тив кӗрешӳ ӑнӑҫтӑр, чи йывӑр вӑхӑтра — чӗре лӑпкӑ пултӑр!

Халӗ адмирал ман ҫине сӗтел урлӑ кармашса пӑхать — эпӗ унтан сылтӑмрарах, хӑнана килнӗ журналистсен хушшинче ларатӑп, Ф. вӗсене ҫӗҫӗпе те ҫимӗҫ калакӗпе апатланса тӑшман эсминецне епле путарни ҫинчен каласа парать. Адмирал, ман ҫинчен куҫне илмесӗр, кӳршине темӗн калать, кӳрши вара, дивизион командирӗ, виҫҫӗмӗш курка ҫӗклес умӗн сӑмах калать. Григорьев капитаншӑн, вӑл «нимӗҫсен шыв айӗнче ишекен киммисен караванне ҫӗмӗрнӗ чух пит аван ертсе пычӗ». Адмирал вара ман еннелле пуҫ тайса ман сывлӑхшӑн ӗҫетӗп тесе систерет…

Пайтах ӗҫрӗмӗр ҫав каҫхине, куркасене кам ячӗшӗн ҫӗкленине каламӑп та, хам асӑннӑ журналистсем ҫав «виҫӗ сысна ҫури» ҫинчен хаҫатсенче те ҫырса пӗлтерчӗҫ. Адмирал кӗтмен ҫӗртен тухса кайнине ҫеҫ каласа хӑварас тетӗп — сасартӑк тӑчӗ те вӑл, тухрӗ, ман пукан ҫумӗпе иртнӗ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ, мана ура ҫине тӑма памасӑрах:
— Капитан, паян ман пата кӗрсе тухсамӑрччӗ, — терӗ шӑппӑн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех