Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатпӑр (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем, эсир вертолет ҫинчех юлатӑр, кӗҫ анса ларатпӑр.

Дети, вы остаетесь в вертолете. Он сейчас сядет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Кӗҫех пӗр-пӗр ҫар аэродромне анса ларатпӑр та — пӗтӗм хӑрушлӑх иртнӗ тесе шутлама пултаратӑн.

— Сейчас мы приземлимся где-нибудь на военном аэродроме и будем в полной безопасности.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Атя ларатпӑр.

— Давай сядем,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпир ун пек тӑвас вырӑнне килте ларатпӑр, нимӗн те чӗнместпӗр!

А мы вместо этого сидим дома и молчим!

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпир ҫемҫе пукансем ҫинче ларатпӑр, анлӑ чӳрече витӗр шыв хӗрринчен тайга патне иртекен ҫӗнӗ урамсен панорами курӑнать.

Мы сидели вкреслах у широкого окна, из которого открывалась панорама новых улиц, бегущих от прибрежья к тайге.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Офицерсен шавлӑ та ҫутӑ клубӗнче эпир пуҫӑмӑра сӗнксе ларатпӑр.

Опустив головы, сидели мы в светлом, шумном офицерском клубе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр-пӗринпе ыталашса хӑмла ҫырли тӗми ҫумӗнче сӑмах чӗнмесӗр ларатпӑр, кӑшт катарах, пирӗн ҫинелле куҫ хӗссе, нимӗн пулман пек Саньӑн сивлек вилӗмӗ тӑрать.

Обнявшись, мы молча сидим в кустах дикой малины, а поодаль сидит, косясь, равнодушная, постылая Санина смерть.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хирти хӑмла ҫырли сулхӑнӗнче ларатпӑр.

Мы в тени, между кустами дикой малины.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир садра ларатпӑр, кукамай мӑнаҫлӑн каласа парать те, сӑмах мӗн пирки пынине ӑнкарса илме те кансӗр-ха.

Мы сидели в саду, бабушка гордо рассказывала, и пока ещё трудно было понять, в чём дело.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир, сехре хӑпнипе, чӗлхесӗр пулса ларатпӑр.

Мы сидели онемевшие от ужаса.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир лайӑх ӑшӑтнӑ пӗчӗкҫӗ хурал пӳртӗнче ларатпӑр.

Мы сидели в маленькой натопленной сторожке.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗр хута кӗрекере ларатпӑр, вӗҫӗ-хӗррисӗр калаҫатпӑр.

До поздней ночи мы сидим за столом и болтаем, болтаем без конца.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ватӑ Мартын башни патӗнче икӗ сехет хушши ларатпӑр, унтан вара ҫыран хӗррипе анатпӑр та садсем урлах пӗтӗм хулана ҫаврӑнатпӑр.

Часа два мы сидим у башни старца Мартына, потом спускаемся вниз на набережную и садами обходим весь город.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хамӑр та чӗмсӗррӗн ларатпӑр.

Мы и сами сидели молча.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта эпир пӗр хӗлхем апатсӑр ларатпӑр пулсан…

А раз мы тут без пищи сидим…

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, хӑналанса ларатпӑр.

И мы уже отпиршествовали.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь ҫӗнӗ хула тӑватпӑр, кунта пур ҫӗрте те, пура ҫине пура, урам тулли турпас, аэропорт управленийӗ те виҫӗ хутлӑ «холлӑ» ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ — каҫсерен эпир ҫав «холлта» ларатпӑр та Вольтера вулатпӑр.

Сейчас строим новый город, везде срубы и срубы, улицы засыпаны щепкой, и управление аэропорта переехало в новый великолепный трёхэтажный дом с «холлом» — по вечерам мы сидим в этом «холле» и читаем Вольтера.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир подвалти чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗмре ларатпӑр, чӳрече витӗр шӑпӑр та урасем анчах курӑнаҫҫӗ: ахӑрнех унта килкартишне тасатакан ҫын тӑратчӗ пулмалла.

Мы сидели в маленькой комнате с подвальным окном, в котором всё время была видна метла и ноги: наверно, стоял дворник.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл 1912-мӗш ҫулхине кӗркунне «Св. Мария» шхунӑпа Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗ тӑрӑх тухса кайнӑ, ҫав Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн тӗп управленийӗнче акӑ сирӗнпе ларатпӑр та эпир.

 — Он вышел осенью 1912 года на шхуне «Святая Мария» с целью пройти Северным морским путём, то есть тем самым Главсевморпутем, в управлении которого мы находимся.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Начар, — ҫапла пуҫласа ятӑм эпӗ хамӑн сӑмаха, — эпир суранланнӑ ҫынна, ырӑ ятлӑ ҫынна пулӑшма тухрӑмӑр, анчах та акӑ халӗ тӑватӑ талӑк кунта сирӗн патӑрта ларатпӑр, ӑна ниепле те пулӑшма пултараймастпӑр.

— Плохо, — так я начал свою речь, — что мы взялись помочь раненому человеку, уважаемому человеку, и вот сидим здесь у вас четвёртые сутки и ничем не можем ему помочь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех