Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗрремӗшӗ (тĕпĕ: пӗрре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сторешников килӗшет, услови ҫӑмӑл пулнӑран хавасланнипе унӑн пит-куҫӗ ҫуталса илет, анчах Жюли паҫӑрхи пекех хытӑ кӑмӑллӑ, вӑл пӗрмаях малалла тӑсать, пӗрмаях ӑнлантарса парать… «пӗрремӗшӗ — ӑна кирлӗ, иккӗмӗшӗ те ӑна, анчах унтан ытларах сире кирлӗ: эпӗ апата пӗр эрнелӗхе хӑварӑп, унтан тата тепӗр эрнелӗхе, вара ӗҫ манӑҫа та тухӗ, анчах эсир ҫакна ӑнланӑр: эсир ҫамрӑк хӗр ҫинчен мӗнле те пулин сӑмах каласа, вӑл ӗҫ ҫинчен астутармасан кӑна, ыттисем вӑл ӗҫе манӗҫ», — тата ыт. те.

Сторешников согласен, и на его лице восторг от легкости условий, но Жюли не смягчается ничем, и все тянет, и все объясняет… «первое — нужно для нее, второе — также для нее, но еще более для вас: я отложу ужин на неделю, потом еще на неделю, и дело забудется, но вы поймете, что другие забудут его только в том случае, когда вы не будете напоминать о нем каким бы то ни было словом о молодой особе, о которой» и т. д.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Майӑн пӗрремӗшӗ ҫитеспе сирӗн кооператор станицӑна тавар илме икӗ лав яма ыйтрӗ-и?

Под Первое мая ваш кооператор просил у тебя две подводы послать в станицу за товаром?

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрремӗшӗ ыран тухать…

— Первая завтра выедет…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрлӑх фондне февралӗн пӗрремӗшӗ тӗлне пуҫтарса ҫитермеллеччӗ, эсӗ, авӑ…

Семфонд должен быть создан еще к первому февраля, а ты…

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн? — тесе ыйтнӑ пӗрремӗшӗ, леш ӑна вара ҫапла каланӑ: — Халӗ, тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса, таса чунпа вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанрах ман чӗрене пӑшӑрхантарни ҫинчен калама пултаратӑп: ҫӑмӑл шухӑшлӑскер, ытла та хаваслӑ пурнӑҫа юрататчӗ ҫавӑн пиркиех, тӑшмана сутӑнса, хулана хирӗҫ тарасран хӑраттӑм; Марианна ывӑлӗ, турӑпа этем тӑшманӗ, пирӗн тӑшмансене пуҫ пулса ертсе пыраканӗ ҫапла тунӑ; ман ылханӑм ун пуҫне пултӑр, ӑна йӑтса ҫӳренӗ хӗрарӑм варне виттӗр!..

— За что? — спросила первая, а та ответила ей: — Теперь, когда он честно погиб, сражаясь за родину, я могу сказать, что он возбуждал у меня страх: легкомысленный, он слишком любил веселую жизнь, и было боязно, что ради этого он изменит городу, как это сделал сын Марианны, враг бога и людей, предводитель наших врагов, будь он проклят, и будь проклято чрево, носившее его!..

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Унтан пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ лартма пуҫларӗҫ; тӗрлӗрен праҫниксем ҫитрӗҫ: труйски, ҫимӗк, майӑн пӗрремӗшӗ, — кашни уявнех ҫамрӑк хурӑнсемпе, чечек кӑшӑлӗсемпе эрешлесе илемлетрӗҫ, ращара чей ӗҫрӗҫ.

Потом стали сажать овощи в огороде; пришли разные праздники, Троица, Семик, Первое мая; все это ознаменовалось березками, венками; в роще пили чай.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗрремӗшӗ… палатӑна каймалла: темӗнле хут ҫырмалла вӗт унта?

— Первый… идти в палату: ведь надо какую-то бумагу писать?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Хӑшӗ-ха вара пӗрремӗшӗ?

— Какой же первый?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паян майӑн пӗрремӗшӗ.

сегодня первое мая?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗрремӗшӗ, Худфонд лагерӗ иккӗмӗш эвакуаципе тухса кайиччен Ярославль облаҫӗнчи Ҫӗрӗк Яр ялӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ.

Во-первых, лагерь Худфонда до второй эвакуации находился в Ярославской области, в деревне Гнилой Яр.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ура тӗрӗс мар сыпӑнать, тесе кӑтартрӗ рентген, халӗ ӗнтӗ гипса сӳсе, тата темле шӑмӑсене хуҫмалла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен сипленме тытӑнмалла — ку пӗрремӗшӗ.

Во-первых, рентген показал, что нога неправильно срослась и нужно снимать гипс и ломать какие-то кости, — словом, начинать лечение сначала.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫак Ромашов кунта килнӗренпе, — терӗм эпӗ, — сехет ҫурӑ пулать, вӑл мана акӑ мӗн тума сӗнчӗ: пӗрремӗшӗ, эсир Татаринов капитанӑн экспедицине вӑрланӑ, иккӗмӗшӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑрта тахҫан тата темӗн-темӗн туса хӑтланнӑ, вӗсем ҫинчен эсир анкетӑрсем ҫинче кӑтартмасӑр хӑваратӑр, Ромашов мана ҫавсем ҫинчен тӗрес кӑтартса паракан материалсене пӑхса тухма сӗнчӗ.

– Этот Ромашов, – продолжал я, – явился ко мне часа полтора тому назад и предложил следующее: он предложил мне воспользоваться доказательствами, из которых следует: во-первых, что вы обокрали экспедицию капитана Татаринова, а во-вторых, еще разные штуки, касающиеся вашего прошлого, о которых вы не упоминаете в анкетах.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗшӗ вӑл, малтанах ман пата кӗрсе тухмарӑн.

Во-первых, не заехал ко мне.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗшӗ (эпӗ ӑна каярах пӗлтӗм) таркӑн капрал Бе-лобородов иккен, иккӗмӗшӗ — Афанасий Соколов (ӑна Хлопуша тесе чӗннӗ), Сибирь рудникӗсенчен виҫӗ хут тарнӑскер, унта пуҫӗпех янӑскер пулнӑ.

Первый (как узнал я после) был беглый капрал Белобородов; второй — Афанасий Соколов (прозванный Хлопушей), ссыльный преступник, три раза бежавший из сибирских рудников.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Лӑпланни кӑна мар, пӗрре ҫапла, урампа пынӑ чух (кӑна эп хам хӑлхампа хам илтрӗм) урӑх шкулти пӗр ачана: — Куратӑн-и, ав, леш енчен пӗрремӗшӗ… Вӑл — Крупицына, — терӗ.

Не просто присмирил, а раз на улице я даже слышала, как он говорил одному парню из другой школы: — Вон, гляди, с того боку крайняя… Это Крупицына.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрремӗшӗ — таҫтан килнӗ вӑл кунта — лядовски те мар, бржозовски те мар, пестовски те мар.

Во-первых, он явился неизвестно откуда — не лядовский, не бржозовский, не пестовский.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗшӗ, эпир пӗр-пӗрне ӗмӗр туслӑ пулма юнпа тупа тумаллаччӗ.

Во-первых, мы должны были дать друг другу «кровавую клятву дружбы».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ӑшра икӗ ҫын: пӗри пурӑнмаллипех пурӑнать, тепри шухӑшлать те малтанхи мӗн тунине тишкерет, пӗрремӗшӗ тепӗр сехетренех сирӗнтен те, тӗнчерен те ӗмӗрлӗхех уйрӑлӗ, иккӗмӗшӗ вара…

Во мне два человека: один живет в полном смысле этого слова, другой мыслит и судит его; первый, быть может, через час простится с вами и миром навеки, а второй…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗрремӗшӗ — салхулӑхчӗ.

Первое было грусть.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑн малтан йывӑҫ тӑррисем хыҫӗнчен пӗрремӗш мӑшӑр — Совет Союзӗн Геройӗ Федотовӑн «пӗрремӗшӗ» тата вӑл ертсе пыраканнин «иккӗмӗшӗ» вӗҫсе тухрӗҫ те, аэродром ҫийӗпе ҫаврӑнса илмесӗрех ҫӗрелле анса, анлӑ хир тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Сначала из-за гряды древесных вершин вынырнула и, не давая круга, снизилась и побежала по просторному полю первая пара — «первый» Героя Советского Союза Федотова и его ведомый «второй».

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех