Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вуниккӗмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 21:51

Пуплевӗш: 98; Сӑмах: 1291

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Госпитальте

Пӗлместӗп ӗнтӗ, темшӗн мана госпиталь ҫакӑн пек туйӑнать: каҫхи сӗтел ҫинче розӑсем, палатӑсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, койкӑсем хушшинче, фейӑсем пек, шуса иртекен сестрасем тата ыттисем те аса килеҫҫӗ. Пӗр-пӗр калавра вулани асӑма килчӗ пулинех. Чӑннипе каласан, кунта ун пек марччӗ вара.

Ҫурчӗ питӗ пысӑк, суранлисем темӗн чухлӗ, койкӑсем коридорта кӑна та мар, столовӑйра та пур, столовӑйне вара темшӗн иртсе ҫӳремелли пӳлӗмрех тунӑ. Унччен кунта Медицински институт пулнӑ-мӗн — стена ҫинче вилӗ кӗлеткисем ҫакӑнса тӑратчӗҫ-ха, пичӗсем хӑрушӑччӗ; вӗсене, нервисене кӑтартмалла пултӑр тесе, тирне ҫурри таран сӳнӗччӗ. Витринасенче лекци расписанийӗсемпе декансен хаяр приказӗсем пурччӗ-ха.

Эпӗ выртакан актовӑй зал хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулнӑ ҫав. Анчах палата валли вӑл ытла пысӑк — вӗҫӗ унӑн таҫта тӗтре хушшине кӗрсе ҫухалнӑн туйӑнать мана. Чӑнах та, аялтан пӑхакан хӗллехи хӗвел ҫути ҫак зала урлах ҫутатсан, зал тӗтре ҫинче чӗтренӗ пек курӑнать. Кунта пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн выртать. Пурте тенӗ пекех, салтаксем. Манӑн документсем ҫук та, хамӑн чаҫрен ҫакӑн пек капитан тӗнчӗре чӑнах та пур тесе ӗнентерекен справка париччен эпӗ рядовой салтаксемпе пӗрлех выртрӑм. Уйрӑмлӑхӗ хуть пысӑк та мар кунта, пире махорка параҫҫӗ, командирсен палатине вӗтетсе каснӑ табак параҫҫӗ.

Пирӗн тем пысӑкӑш палатӑра пур фронтсенчен те килнисем пур. — Ленинград фронтӗнчен килнисем Ленинград ҫинчен каласа параҫҫӗ, ҫав хӗл, чӑн, хавасланмалли хыпарсемех ҫукчӗ-ха.

Ҫул ҫинчех эпӗ Катя патне ҫырнӑччӗ те, гаспитальте вара кунсерен ҫырма пуҫларӑм. Петроградскинчи Беренштейнсем патне те, Ҫар медицинин Академине те ҫыртӑм — Катя мана июль уйӑхӗнчех ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл Варя Трофимовӑпа ӗҫленӗ. Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ Ленинградпа ҫукчӗ, ҫапах та ҫырусене самолетпа ҫитеретчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хам ҫырусем мӗншӗн ҫитменнине ниепле ӑнкарса илеймерӗм. Мӗншӗн ҫапла пулнине пӗлеймерӗм вара эпӗ. Ачасен Худфонд лагерӗ тепӗр хут пулса иртнӗ эвакуаципе таҫта, Новосибирск патнелле куҫнине пӗлмесӗр, эпӗ Ярославль облаҫӗнчи кукамай патне те ҫырса ятӑм. Катьӑпа мӗнле те пулин инкек пулнӑ пулсан, мана ун ҫинчен кам та пулин ҫырса пӗлтернех пулӗччӗ тенипе ҫеҫ хама хам лӑплантартӑм эпӗ.

…Ҫав инкек кӳрекен кун — 1942 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗ — ман асӑмрах тӑрса юлчӗ. Госпитальте хӑйсен ирӗкӗпе укҫасӑр-мӗнсӗр ӗҫлесе пире пӑхакан хӗрарӑмсем пурччӗ, ҫавсенчен пӗри мана: станцире Ленинградран килнӗ ремесленниксемпе спецшкол ачисен эшелонне куртӑм, тесе каласа пачӗ. Вӑйлӑ хӑват пурччӗ ҫав хӗрарӑмӑн, пӗррехинче вӑл арҫыннипе ывӑлӗ фронтра вилни ҫинчен хама тӗлӗнтернӗ чӑтӑмпа каласа кӑтартрӗ. Анчах хальхинче вӑл акӑ теплушкӑран ачасене епле ҫӗклесе кӑларни ҫинчен каласан, чӑтаймасӑр макӑрса ячӗ.

Ҫав кунхине эпӗ ӑша анман апат аран-аран ҫикелерӗм, уйӑх ытла гипспа витӗннӗ урам сасартӑк чиксе сура пуҫларӗ те, ыратнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗм. Врач мана рентгенпа пӑхтарма хушрӗ; кунта вара, Даша инке каларӗш, эпӗ «инкеке парӑнтӑм».

Ура тӗрӗс мар сыпӑнать, тесе кӑтартрӗ рентген, халӗ ӗнтӗ гипса сӳсе, тата темле шӑмӑсене хуҫмалла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен сипленме тытӑнмалла — ку пӗрремӗшӗ. Иккӗмӗшӗ вара, кабинетра чӑтма ҫук сивӗ, мана кунта сехет ҫурӑ хушши тытрӗҫ те, шӑнса та пӑсӑлтӑм пулас, мӗншӗн тесен каҫ пуласпа темӗн аташса калаҫма тытӑнтӑм — температура ҫӗкленни манӑн яланах ҫакӑнтан паллӑччӗ.

Кӗскен кӑна каласан, эпӗ ӳпке чирӗпе чирлерӗм. Ку иккӗмӗш операци тума чарса тӑчӗ, эпӗ уксах пулса юласран врачсем чӑнласах шикленме пуҫларӗҫ.

Анчах эпӗ хамӑн чир ҫинчен ытла тӗплӗн ҫыратӑп пулас-ха — кичем ӗнтӗ ку, ҫинчен тата мана вӑрҫӑн виҫҫӗмӗш уйӑхӗнчех амантрӗҫ те, нимӗн те тума ӗлкӗреймен ҫын пек мар-и?

Ҫав вӑхӑтра ют ҫӗршывсен хаҫачӗсем «Мускав патӗнче тӗлӗнмелле япала» пулса иртнӗ тесе ҫыратчӗҫ. Мускавран хӗвеланӑҫ еннелле виҫҫӗр километра ҫити пур кӗртсен айӗнчен те ухмахла эрзац-кӑҫатӑ тӑхӑннӑ шӑмӑланса кайнӑ урасем тӑраткаланса тӑраҫҫӗ! Эпӗ ак нимӗнех те туман. Ҫав вӑхӑтра инҫете вӗҫекен ҫӗнӗрея те ҫӗнӗ тинӗс авиацине тӑвас ӗҫ шӑпах хӗрсе пынӑ, вӑл ӗҫ те мансӑрах пырать-ҫке, калӑн ҫав, эпӗ тинӗсе урлӑ та пирлӗ вунпилӗк ҫул хушши вӗҫсе иртмен тесе! Нимӗн те туман пек ҫав — вара эпӗ кун иртмессерен хама вӑрҫӑран аякка тӑрса юлнӑ пек туя пуҫларӑм, пуҫӑма та госпитальти кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫсем ҫеҫ ҫавӑра пуҫларӗҫ.

Паҫӑр эпӗ хамӑр полкран справка килчӗ, тесе асӑннӑччӗ-ха, ун хыҫҫӑн эпӗ хамӑн тахҫанхи тусӑмран, Осоавиахим шкулӗнчех «тупӑксемпе» пӗрле вӗҫме вӗреннӗ тусӑмран, Миша Голомбӑран, ҫыру илсеттӗм. Хам куҫӑма хам шанмарӑм эпӗ алӑ пуснине курсан. Анчах ӑна Миша ҫыратчӗ; халӗ вӑл пирӗн полкра служить тӑвать — унта вӑл хаҫатра ман ҫинчен некролог тухсан икӗ кунтан пынӑ иккен.

«Саня, шӑлтах тӗлӗнтерсе ятӑн эсӗ мана, — тесе ҫырать вӑл, — ӑнлан, сан ҫыруна илсе эс сывах иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн мар, кунтисем эсӗ ҫунса кайнӑ тенӗ хыҫҫӑн. Ку санпа пулма пултараймастчӗ ҫав ӗнтӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫав йӑнӑша хирӗҫлеме никам та, ҫав шутрах эсӗ те, пултараймастӑн. Бомбӑсем ҫине летчиксем «Григорьевшӑн» тесе ҫыра пуҫларӗҫ, ҫапла манпа вара эсӗ вилнӗ хыҫҫӑн та тӑшманпа ҫапӑҫма чарӑнмарӑн. Полковник сӑмах тухса каланӑ чух сана Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑласси ҫинчен каларӗ. Ҫак майпа сана сывлӑх та, телей ҫине телей сунатӑп».

Ҫуркунне ҫитсенех пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпӗ госпиталь садне тухкала пуҫларӑм, тӗрӗсрех каласан, сӗтӗрӗне пуҫларӑм ӗнтӗ. Хам ҫур ҫула яхӑн пурӑннӑ хулана эпӗ малтанхи хут куртӑм, ҫӑка йывӑҫҫи лартса тухнӑ пӗр урам кӑна курӑнатчӗ пулин те, пӗтӗм М-ов хули мӗнле иккенне пӗлме пулатчӗ. Унтан вара, хама хулана кӑлара пуҫласан, малтан костыль вӗҫҫӗн, пыра-киле патакпа ҫӳреме тытӑнсан, хула пирки хам тӗрӗс шухӑшланӑ иккенне пӗлсе ҫитрӗм. Хула лӑпкӑ та ирӗк. Пур лайӑх урамӗсем те Кама шывӗн ҫӳлӗ ҫыранне вӗҫсе хӑпарма хатӗр тӑраҫҫӗ, ҫав сӑрт вара мана тӑван Энск хулине, унӑн Песчинкӑпа Тихая шывӗн ҫыранӗсемпе сӑрчӗсене асӑнтарчӗ. Ӗлӗкрех мана М-ов хулинче пурӑнма тӳрӗ килмен, ун ҫийӗпе ҫеҫ пӗр ик-виҫӗ хут вӗҫсе иртнӗ.

Кунта театрта та пултӑм эпӗ — Ленинградри оперӑпа балет театрӗ М-ов хулине куҫса килнӗ. Чаршав уҫӑлсан, капӑр тумланнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сцена тӑрах васкамасӑр та чеченӗн иртнине курсан, вӑхӑт каялла таврӑннӑ пек туйӑнчӗ мана, нимӗнле вӑрҫӑ та пыман пекех ӗнтӗ.

Ку кӗнекере хам театра кайни ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ, анчах пурнӑҫра ҫапла вӑл, сехет кустӑрмисем пӗр-пӗрне шӗтӗрнекӗсенчен тивсе майлашӑнса пынӑ пек, пулса пырать. «Акӑш кӳлли» балетра хампа пӗрле Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче служить тунӑ юлташӑн мӑшӑрне, Аня Ильинана, куртӑм. Ильинсене эпир Катьӑпа ҫывӑх кураттӑмӑр. Вӗсем ҫын хисеплӗхне сума сӑвакан чипер те савӑнӑҫлӑ ҫынсемччӗ, театрпа спорта юратаканскерсемччӗ, пуринчен ытла теннис вӑййине юрататчӗҫ. Аньӑна ҫаплах: шурӑ кӗпепе, аллине ракетка тытнӑнах астуса тӑратӑп-ха эпӗ. Вӗсем ҫынна хисеплесе, пурин ҫине те пӗр тан пӑхма тӑрӑшнипе, романсенчи чи лайӑх мӑшӑрсене асилтерекен ҫынсем пек пурӑннипе-и, тен, ыттисем вӗсем ҫине темле иккӗленерех пӑхатчӗҫ, юратсах та каймастчӗҫ пулас. Вӗсен тавра хӑйсен тивӗҫмелле мар сивлек пур пек туйӑнчӗ мана. Ильинӑн кирек хӑҫан та ӑнса пырать, тетчӗҫ. Чӑнах та вӗсен мӗн кирли пурте вӑхӑтра та шеп пулса пыратчӗ. Ҫавӑн пек пулса пыни вӑрҫӑра та ӑнса пычӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл подполковникчӗ, 1942-мӗш ҫулхине ҫуркунне вӑл генерал-майор та пулнӑ иккен.

Спектакльте Аньӑпа тӗл пулсан, питӗ хаваслантӑмӑр, тепӗр кунхинех ун патне пырса курма калаҫса татӑлтӑмӑр. Хай вӑл кунти ҫынахчӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан арҫынни ӑна хӗрӗпе пӗрле М-ов хулине ашшӗ-амӑш патне ӑсатнӑ пулнӑ.

…Ку ҫурта вӑрҫӑ тивмен. Фронтпа госпитальтен тухсан эпӗ чи малтанхи хут ҫакӑн пек ҫуртраччӗ-ха. Эпир столовӑйра лартӑмӑр. Буфетӑн кӗленче ывӑсӗ ҫинче тахҫан палланӑ салфеткӑсемех выртаҫҫӗ, килте тӗрлесе тунӑ сентресем ҫинче, стенасем аяккинче ҫав кирлӗ-кирлӗ мар япаласемех, тахта тӗлӗнчи пурҫӑн кавир те вӑрҫӑчченех ҫавӑнта ҫакӑнса тӑнӑ пулмалла, вӗсем пирки иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ. Эпӗ илемлӗ пӳлӗмре ларакан тараватлӑ та чипер хӗрарӑм ҫине пӑхрӑм та хамӑн Катьӑна чӑтма ҫук хӗрхенсе илтӗм.

— Енчен эпӗ пӗр-ик кунлӑха та пулин Ленинграда кайма пултарайсанччӗ! Тупнах пулӑттӑм ӑна. Вӑл Ленинградрах пирки иккӗленместӗп эпӗ. Анчах мана ямаҫҫӗ. Дмитрий вара Мускавра-и?

— Мускаврах.

Арҫынни ҫинчен мӗншӗн ыйтнине Аня ҫийӗнчех туйса илчӗ.

— Вӑл сире мӗнле пулсан та пулӑшатех! Халех ҫырса ярӑп ӑна эпӗ. Мӗн тумалла пулать?

— Мана Мускава чӗнтермелле, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен, апла тумасан, мана комисси тыла ярать.

— Хӑҫан пулать-ха комисси?

— Май уйӑхӗнче.

— Акӑ лайӑх та. Эпӗ Митьӑран ответ та илме ӗлкӗретӗп-ха. Кампа калаҫса татӑлмаллине пӗлет-и вӑл?

— Флот наркомачӗн ВВС-ри кадрсен пайӗпе.

Аня пӗчӗк кӗнеки ҫине ҫырса хучӗ: «Флот наркомачӗн…»

— М-овран тӳрех Ленинграда вӗҫсе кайма май ҫукки кансӗр-ха. Кунта «Дуглас» ҫӳрет те. Вӑл кунта пулманни нумай пулать ӗнтӗ, анчах час килет теҫҫӗ. Аэродромсем кӑна типчӗр. Эпӗ сире ҫавӑнта вырнаҫтарма пултарӑттӑм.

Эпӗ ӑна тав турӑм та, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, терӗм, анчах тӗнчере «Дисциплинарнӑй устав» текен кӗнеке пур, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн ытла вӗҫсе каяссу та килмӗ, терӗм.

Эпӗ ун чухне тата темиҫе кунтанах ак, ҫав хаяр кӗнекене пӑхмасӑрах, хам ӑҫта вӗҫес тенӗ, ҫавӑнта вӗҫме пултарассине, сисменччӗ-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех