Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.27 18:16

Пуплевӗш: 193; Сӑмах: 1731

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Эпӗ ҫывӑрмастӑп, ҫывӑрнӑ пек выртатӑп. Тарни

Халӗ чугун ҫулсем тӑрӑх укҫасӑрах ҫӳреме пулать тенине Петька ӑҫтан туртса кӑларнӑ-ши? Тен, трамвай ҫинче укҫасӑр ҫӳреме пулать тенине ҫавӑн пек ӑнланнӑ пулӗ вӑл.

— Ҫул ҫитнӗ ҫынсене командировка кирлӗ, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. — Пире нимӗн те кирлӗ мар.

Халӗ ӗнтӗ вӑл чӗнмесӗр тӑмарӗ. Вӑл мана ӳкӗтлерӗ те, йӗкӗлтерӗ те, хӑравҫӑ тесе те вӑрҫрӗ. Ҫӗр ҫинче мӗн кӑна пулса иртет, ҫавсем пурте уншӑн пирӗн хӑвӑртрах Туркестана каймалла тенине пӗлтереҫҫӗ иккен. Сковородников хӑйне большевик тесе пӗлтерчӗ, Даша инкене турӑшсене илсе пӑрахма хушрӗ. Петька куна хӑй майлӑ ӑнлантарчӗ, халӗ ӗнтӗ кунта никама та пурнӑҫ пулмасть, терӗ.

— Хӗрарӑмсем ӑна ҫисе яраҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. — Халӗ ун хутне кӗресси пулмасть.

Военно-революционнӑй комитет эрех нӳхрепӗсене ватма, мӗнпур эрехе Песчинкӑна тӑкма хушнӑ. Ку та пирӗн плана пулӑшрӗ курӑнать.

— Пулӑсем вилсе пӗтеҫҫӗ, — терӗ Петька ҫитӗннӗ ҫын пекех, — халӗ ӗнтӗ пурпӗр самогон юхтарма пуҫлаҫҫӗ. — Каймаллах пирӗн! Даша инкепе Сковородников канашланӑ хыҫҫӑн Саньӑпа мана ача ҫуртне пама пулчӗҫ. Пире ача ҫуртне пама йышӑнман-тӑк Петька мана ӳкӗте кӗртейнӗ пулӗччӗ-ши? Кӑна вара эпӗ хам та пӗлейместӗп. Даша инке алӑстиччӗ — кӗпесем тӗрлетчӗ, абажурсем тӑватчӗ. Анчах кама кирлӗ халӗ унӑн абажурӗсем. Сковородникова качча кайса вӑл хӑйӗн хуҫалӑхне юсасшӑн пулнӑ курӑнать. Политикӑпа интересленсе, старик ҫилӗм тума та пӑрахрӗ, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ пурӑнма кансӗрленсе ҫитрӗ.

Сире ача ҫуртне хӗл каҫма кӑна яратпӑр, ҫулла каллех килетӗр, сирӗн пата кашни кунах ҫӳрӗп, тесе йӗре-йӗре ӳкӗтлерӗ Даша инке. «Ача ҫуртӗнче сире ҫитереҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, тумлантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ атӑ, икӗ кӗпе, пальтопа ҫӗлӗк, чӑлха, кальсонсем параҫҫӗ».

Пӗрре эпӗ унтан:
— Кальсон мӗн вӑл? — тесе ыйтрӑм.

Ҫакна эпӗ халӗ те астӑватӑп-ха. Приют ачисене эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Вӗсем, шуранкаскерсем, сӑрӑ курткӑсем, лӳчӗркенсе пӗтнӗ йӗмсем тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем кайӑксене рогаткӑпа персех тытатчӗҫ.

Вара хӑйсен садӗнче кӑвайт ҫинче ӑшаласа ҫиетчӗҫ. Ҫапла тӑрантаратчӗҫ вӗсене приютра. Чӑн-чӑн тӗрме ҫыннисем пекехчӗ ӗнтӗ, эпир вӗсемпе яланах ҫапӑҫаттӑмӑр. Халӗ манӑн хамӑн та тӗрме ҫынни пулмалла-ши ӗнтӗ?

Ҫав кунах эпӗ, Петька патне пырса, хам унпа килӗшни ҫинчен пӗлтертӗм. Пирӗн укҫа нумаях марччӗ — пурӗ те вунӑ тенке кӑна. Пасарта эпир анне пушмакне сутрӑмӑр — тата тепӗр вунӑ тенкӗ пулчӗ. Пӗтӗмпе — ҫирӗм тенкӗ. Ҫын-мӗн курасран ҫав тери хытӑ асӑрханса килтен витӗнкӗҫ илсе тухрӑмӑр. Ҫавӑн пек сыхлансах, эпир ӑна каялла илсе килтӗмӗр. Питӗ йӳнӗ ыйтрӑмӑр, тӑватӑ тенкӗ ҫурӑччӗ пулас, пурпӗр никам та илмерӗ. Ҫав тӑватӑ тенкӗ ҫурӑ укҫана пасарта витӗнкӗҫ йӑтса ҫӳренӗ хушӑрах ҫисе ятӑмӑр. Халӗ укҫа пирӗн пӗтӗмпе вунпилӗк тенкӗ ҫурӑ.

Петька хӑйӗн кӗнекисене сутасшӑнччӗ. Анчах та, телее, никам та илекен пулмарӗ. Телее тетӗп ҫав эпӗ — мӗншӗн тесен ҫав кӗнекесем халӗ манӑн библиотекӑра чи хисеплӗ вырӑнта тӑраҫҫӗ. Пӗрне, «Юрий Милославский» ятлине пулас, сутрӑмӑр. Пӗтӗмпе — вунултӑ тенкӗ.

Эпир ку укҫа Петькӑн пиччӗшне куриччен ҫитет тесе шутларӑмӑр. Унтан вара пӑравус ҫинче тӗлӗнмелле ырӑ пурнӑҫ пуҫланса каять. Астӑватӑп-ха, пире мӗнпе хӗҫпӑшалланасси питӗ хумхантарчӗ, — ун пирки чылӑй тавлашса илтӗмӗр. Петькӑн финка пур, вӑл ӑна кинжал тет. Эпир ӑна валли кивӗ атӑ кунчинчен, йӗнӗ ҫӗлерӗмӗр. Анчах та ҫул ҫине финкӑпа кӑна тухса кайма интереснах мар. Ӑҫтан тупас тен-ха револьвер тавраш?

Пӗр вӑхӑтра эпир Военно-революционнӑй комитет пире кашнине пӗрер наган парӗ тесе те шаннӑччӗ. Кайран памӗҫ те пулӗ тесе шутларӑмӑр. Вара эпир пасара кайрӑмӑр. Тен, унта пӗр-пӗр таркӑн салтакран пӑшалах тупса илме пулӗ?

Вӑрах сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн эпир хамӑр мӗн шыранине тупрӑмӑр-тупрӑмӑрах. Ку вара пилӗк кӗпҫеллӗ илемлетсе пӗтернӗ йывӑҫ авӑрлӑ питӗ пысӑк револьвер, — пилӗк кӗпҫеллӗ ҫав, эпӗ тӗрӗсех каларӑм. Ӑна пилӗк кӗпҫинчен те авӑрламалла, пемессерен кӗпҫисене алӑпа ҫавӑрмаллаччӗ. Ку вӑл — сӗм авалхи револьвер пулнӑ пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Кайран эпӗ ун пеккисене музейра курнӑччӗ. Пурпӗр вӑл пире питӗ килӗшрӗ. Пуринчен ытла пире унӑн пилӗк кӗпҫи тӗлӗнтерчӗ. Кун пек пӑшалпа персен! Сутасса ӑна таркӑн салтак мар, ват карчӑк — генерал арӑмӗ сутать. Генерал арӑмӗ эпир укҫа илме кайса киличчен, пасартан кайман пулсан, пирӗн вунултӑ тенкӗрен виҫ тенкӗ ҫурӑ кӑна юлатчӗ.

Эпир ун чухне телейлӗ пулнӑ тесе шутлатӑп эпӗ халӗ. Эпир ӑна илсе персе те пӑхнӑ пулсан (тарне те хатӗрленӗччӗ ӗнтӗ) Энск — Мускав — Ташкент маршручӗ вырӑнне ҫул та улшӑнатчӗ, хамӑр килтен тӳрех Спасск масарне лекеттӗмӗрччӗ.

Вара эпир хамӑра хӗҫ те ҫитӗ-ха тесе килӗшрӗмӗр.

Ыттисем пирӗн пурте йӗркеллехчӗ: пушмаксем ҫирӗп, пальтосем аванах, Петькӑн ҫухави те хӑнтӑр тирӗнчен, аялтан тӑхӑнмалли йӗм те пӗрер мӑшӑр пур.

Ҫак кун маншӑн питӗ кичем пулчӗ, Даша инке мана темиҫе хут та йӑпатма тӑчӗ. Мӗскӗн Даша инке! Эпир унӑн кукӑлӗсемшӗнех хамӑр тухса каяссине тепӗр куна хӑвартӑмӑр. Ыран вӑл пире, Саньӑпа иксӗмӗре, приюта илсе каймалла, ҫавӑнпа кунӗпех «ҫул ҫине» валли кукӑль пӗҫерет. Вӑл кунӗпех кукӑль пӗҫерчӗ, куҫлӑхне хывса, темиҫе хут сӑмсине шӑнкартрӗ.

Мана вӑл вӑрламастӑп, туртмастӑп, ҫынсене кӳрентерместӗп, кахалланмастӑп, ӗҫке ермӗп, ҫынсемпе вӑрҫмастӑп, ҫапӑҫмастӑп тесе сӑмах партарчӗ. Манӑн ҫав тери хуйхӑллӑ йӑмӑкӑма авалхи хӑю, тӗлӗнмелле илемлӗ хӑю парнелерӗ.

Килтен тухса шусан, шыра вара пире! Килтен кун пек тухса каяссине Петька интереснӑ мар терӗ. Петька темӗнле кӑткӑс план шухӑшласа тупрӗ. Ку план мана хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Пӗрремӗшӗ, эпир пӗр-пӗрне ӗмӗр туслӑ пулма юнпа тупа тумаллаччӗ.

Унӑн сӑмахӗсем акӑ ҫаплаччӗ: «Ҫак тӳрӗ сӑмаха пӑхӑнман ҫынна тинӗсре мӗн чухлӗ хӑйӑр, вӑрманта мӗн чухлӗ ҫулҫӑ иккенне, пӗлӗтрен мӗн чухлӗ ҫумӑр тумламӗ ӳкнине шутласа кӑлармасӑр та каҫару пулас ҫук. Малалла каяс тесен — калле яр, сулахаялла каяс тесен — сылтӑмалла яр. Эпӗ ҫӗлӗке мӗнле ҫӗр ҫумне ҫапап, ҫав самантрах, ҫак тӳрӗ сӑмаха пӑхӑнман ҫынна аҫа ҫаптӑр. Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар».

Пирӗн ҫак сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн теприн каламаллаччӗ, унтӑн пӗр-пӗрне ал тытса, ҫӗлӗксемпе пӗр харӑс ҫӗре ҫапмаллаччӗ. Эпир кӑна ҫула тухса каяс умӗн Собор садӗнче туса ирттертӗмӗр. Тупа тунӑ сӑмахсене эпӗ пӑхмасӑр каласа патӑм. Петька хут ҫинчен вуласа пачӗ. Унтӑн вӑл булавкӑпа пӳрнине шӑтарчӗ те хучӗ ҫине «П. С.» — Петр Сковородников тесе ҫырса хучӗ, эпӗ аран-аран «А. Г.» — Александр Григорьев тесе чӗркелерӗм.

Иккӗмӗшӗ, вунӑ сехетре вырӑн ҫинче ҫывӑрнӑ пек туса выртмаллаччӗ. Эпӗ ҫывӑрни-ҫывӑрманнипе никам та интересленмест-ха. Ҫурҫӗр иртсе виҫ сехетре чӳрече патӗнче Петька виҫӗ хут шӑхӑрмалла, ку вара пирӗн пурте йӗркеллине, ҫул ҫинче никам та ҫуккине, тармаллине пӗлтерекен сигнал пулать.

Ку кӑнтӑрлахинчен темиҫе хут хӑрушӑрах. Кӑнтӑрла — ҫул уҫӑ, тух та шу кӑна, эпир тарнине никам та пӗлес ҫук.

Ҫӗрле пире хулана сыхлакан ҫар ҫыннисем лектерме пултараҫҫӗ — вӑрҫӑ вӑхӑчӗ-ҫке-ха. Ҫитменнине тата каҫ пулсан сӑнчӑрти йытӑсене те вӗҫертсе яраҫҫӗ. Анчах мӗн тӑвас тен-ха, Петька приказне ирӗксӗрех итлес пулать. Акӑ ӗнтӗ кӗтнӗ каҫ, хамӑр тӑван килти чи юлашки каҫ ҫитрӗ.

Даша инке сӗтел хушшинче манӑн кӗпене сапласа ларать. Приютра кӗпе-йӗм параҫҫӗ-ха, анчах килтен илсе кайни те кирек мӗн пулас-тӑк — чӑрмантарас ҫук. Умне вӑл сенкер абажурлӑ лампа лартнӑ. Абажурне Даша инке хӑех анне туйӗнче парнеленӗ. Халӗ ҫав абажурӑн сӑнӗ намӑсланнӑ ҫын сӑнӗ пек курӑнать, пирӗн пушанса юлнӑ пӳрт ӑшчиккинче ӑна питӗ кичем, ахӑр. Пӳртре тӗттӗм. Плита тӗлӗнче, ҫӳлте, чейник ҫакӑнса тӑрать, унӑн мӗлки ҫине пӑхсан, вӑл пӗрре те чейник пӗк мар, такамӑн ҫав тери пысӑк сӑмси пек туйӑнать. Чӳрече хашакӗ айӗнчи шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши сӳлесе кӗрет. Даша инке калаҫа-калаҫа ҫӗлесе ларать. Вӑл сӗтел ҫинчен темскер илет, ҫак вӑхӑтра вара мачча ҫинчи ҫутӑ ҫаврашки мӗлтлетме тытӑнать. Вунӑ сехет. Эпӗ ҫывӑрнӑ пек туса выртатӑп.

— Саня, пиччӳ каланине кирек хӑҫан та итле, — тет Даша инке йӑмӑка, — эсӗ хӗрача, хӗрачан арҫын ача ҫумӗнче хӳтлӗх тупмалла. Эпир яланах арҫынсене, вӗсен вӑйне шанатпӑр. Вӑл сана кӳрентерме ирӗк памӗ.

Чӗрем ҫунать. Анчах та эпӗ Саньӑна манма тӑрӑшатӑп. Акӑ эпир Мускава ҫитетпӗр! Петька пиччӗш пире вокзалта кӗтсе илет. Сӑнӗпе вӑл Сковородников пек, анчах ҫамрӑкрах, хаваслӑрах. Пӑравус аякри ҫул ҫинче тӑрать, хура ҫын кӑмакана кӑмрӑк ывӑтать, трубаран вут-хӗм сирпӗне-сирпӗне тухать. Эпир малалла ыткӑнатпӑр, йывӑҫсем мӗлтлете-мӗлтлете юлаҫҫӗ, телефон тимӗр хуллисем пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ пек, тепре аялалла аннӑ пек пулаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир те Петькӑпа иксӗмӗр кӑмрӑк ывӑтатпӑр. Тӳсме ҫук пӑчӑ, савӑнӑҫлӑ. Хӑлхара ҫил-тӑман ҫеҫ шӑхӑрттарса тӑрать.

— Эсӗ, Саня, — тет Даша инке, эпӗ унӑн куҫҫуллийӗ йӑрӑлтатса аннине, манӑн кӗпе ҫине тумланине куратӑп, — йӑмӑкна сыхла. Йӑмӑку патне кашни кунах кӗрсе тухмалла пулӗ. Эпир ун пирки аслисемпе малтанах калаҫса татӑлӑпӑр.

— Юрать, Даша инке.

— Эх, турӑҫӑм, турӑ ҫырлах! Аксинья хӑй пурӑннӑ пулсан…

Даша инке лампа тӳрлетрӗ, йӗп куҫне ҫип тирчӗ, ассӑн сывласа илчӗ, унтан каллех ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Вунӑ сехет ҫурӑ ҫитрӗ. Эпӗ ҫывӑрмастӑп, ҫывӑрнӑ пек туса ҫеҫ выртатӑп. Шурӑ чечеклӗ йывӑҫсем айӗнче, сулхӑнра, ешӗл, кӑвак, сенкер кавирсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Эпир — Туркестанра. Урамрах апельсинсем ӳсеҫҫӗ. Эпир, малтан сыхланарах, унтан хӑюллӑнрах, апельсин тататпӑр. Ниҫта хума та вырӑн ҫуккине кура Петька миххинчен хамӑрпа пӗрле илнӗ икӗ йӗмне туртса кӑларать. Вӑл йӗмпӗҫҫи вӗҫӗсене ҫыхса хурать, апельсинсене йӗм ӑшне чыхса тултарать. Акӑ пире пӗр старик пӗчӗкҫӗ кӑна шурӑ ҫурта илсе каять. Стена ҫумӗнче кинжалсем, пилӗк кӗпҫеллӗ револьверсем, кӗмӗлленӗ кукӑр хӗҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. «Якши?» тет те вӑл пире пӗрер кинжал, револьвер, хӗҫ суйласа илме сӗнет.

— Вулама-ҫырма та вӗрентӗ, — ыйӑх тӗлӗшпе илтетӗп эпӗ. «Ӑҫтан-муртан килсе лекнӗ-ха кунта Даша инке?» — шухӑшлатӑп хам.

— Тен, ҫын йӗркине кӗрӗн, пире тав тӑвӑн.

Эпӗ ҫывӑрмастӑп, ҫывӑрнӑ пек туса выртатӑп. Вунпӗр сехет ҫурӑ, вуникӗ сехет. Даша инке ура ҫине тӑчӗ. Юлашки хут, чи юлашки хут куратӑп эпӗ унӑн лампа ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫне.

Вӑл аллаппине лампа труби ҫине тытать те вӗрет — акӑ ҫутӑ та сӳнчӗ! Вӑл тӗттӗм ҫӗртех пире хӗрес хурса ҫывӑрма выртать. Кӗҫӗр вӑл пирӗн патра ҫывӑрать.

Ыйӑх килмен чухне ҫывранҫи пулса выртасси ҫав тери ырӑ! Эпӗ аран-аран кӑна куҫа уҫатӑп. Миҫе сехет ҫитнӗ-ши? Виҫӗ сехет ҫитесси инҫе-ха. Ҫырма хӗрринчен ӳсӗр ҫын юрлани илтӗнет. Тинӗс хумӗ вӗтӗ-вӗтӗ чулсене ҫыран хӗррине кӑлара-кӑлара ҫапать. Сигнал ҫаплах ҫук та ҫук, сехет анчах чалтлатса тӑрать, Даша инке ассӑн сывласа енчен-енне ҫаврӑнкаласа выртать.

Эпӗ, ҫывӑрса каяс мар тесе, тӑрса ларатӑп, пуҫа чӗркуҫҫи ҫине хуратӑп. Эпӗ ҫывӑрнӑ пек тӑватӑп, шӑхӑрнине илтетӗп, ниепле те вӑранса каяймастӑп.

Кун пирки вара Петька каярахпа «сана илттерес тесе цыган пекех сасӑсӑр юлтӑм» тетчӗ. Анчах та вӑл пӗр вӗҫӗмрен (эпӗ атӑ, пальто тӑхӑниччен, кукӑльсене кутамккана чикичченех) шӑхӑрчӗ. Вӑл, ҫав тери ҫилленсе ҫитнӗскер, темшӗн мана пальто ҫухине тӑратса яма хушрӗ. Унтан эпир ҫил пек ыткӑнтӑмӑр.

Пурте йӗркеллех пулчӗ, йытӑсем те, ҫынсем те тивмерӗҫ пире. Тӗрӗссипе каласан, мӗн те пулин пуласран, эпир хула валӗ патӗнчен виҫӗ ҫухрӑм тавра ҫаврӑнса кайрӑмӑр. Ҫул май эпӗ кашни чугун ҫул ҫинчех билетсӑр ҫӳреме юранине, Петька ҫав сӑмаха ӗненнипе ӗненменнине ыйтса пӗлме тӑрӑшрӑм. Петька «ӗненетӗп» терӗ. «Билет ыйтсан, ҫак айӗнче пытанса та кайма пулать, — хушса хучӗ вӑл. — Ик каҫран Мускава ҫитетӗн, хӑвӑрт ҫӳрекен поезд пиллӗк те хӗрӗх минутра килет».

Станцӑран ҫур ҫухрӑм кайсан, хуралҫӑсенчен пӑрӑнса, хӳме урлӑ вӗлтлетсе каҫнӑ чухне, пилӗк сехет те хӗрех минутра, нимӗнле поезд та пулмарӗ. Хура та йӗпе рельсӑсем тӗксӗммӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Сарӑ хунарсем тӗксӗм ҫутӑ сапаҫҫӗ. Мӗн тумалла? Ирччен станцӑрах кӗтмелле-ши? Юрамасть: хуралҫӑсем тытма пултараҫҫӗ. Калле киле таврӑнмалла мар-ши?

Ҫак вӑхӑтра сухаллӑ сцепщик, ҫупа пӗвеннӗскер, товарнӑй составран тухса шпал тӑрӑх пирӗн паталла утрӗ.

— Пичче, — терӗ ӑна Петька хӑюллӑнах. — Мускава кунтан мӗнле каймалла, сулахаялла-и, сылтӑмалла-и?

Сцепщик пӗрре ман ҫине, тепре ун ҫине пӑхса илчӗ. Эпӗ чӗтреве ертӗм: «халех тытать те комендатурӑна илсе каять».

— Мускав кунтан, ачамсем, пилӗкҫӗр ҫухрӑм.

— Пичче, эсӗ пире ӑҫталла каймаллине кӑна кала — сулахаялла-и, сылтӑмалла-и?

Сцепщик кулса ячӗ.

— Сулахаялла.

— Спаҫипах, пичче. Санька, атя ҫулахаялла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех