Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсрӗ (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов чарас ҫук, а укҫа мана хуҫалӑхра шӑпах кирлӗ: ӗне туянӑп, пӗр вунӑ сурӑх, сысна ҫури илсе ярӑп, вара пурнӑҫ, савӑнӑҫлансах кайӗ… — чарӑнма пӗлмесӗр сасӑпах шухӑшлама пуҫларӗ Ҫӑрттан мучи, вара, Антип килӗшнипе хавхаланса, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Давыдов меня отпустит, а лишние деньжонки мне в хозяйстве сгодятся: коровку приобрету, овечек подкуплю с десяток, поросеночка, вот оно дело-то и завеселеет… — без удержу размечтался вслух дед Щукарь и, поощряемый сочувственным молчанием Антипа, продолжал:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ:

Но старик, блаженно улыбаясь и будучи не в силах побороть ораторский зуд, горячо продолжал:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ вара, ним те пулман пек, васкаса та чыхӑнса, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

А тот как ни в чем не бывало продолжал, торопясь и захлебываясь:

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна Разметнов пӗлет, ҫавӑнпа вӑл пит-куҫне тӗксӗмлетрӗ, аллине сыхлануллӑн та шиклӗн малалла тӑсрӗ.

Зная это, Размётнов нахмурился, предупреждающе и испуганно вытянул руку.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшт кансан, Ҫӑрттан мучи сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Отдохнув немного, Щукарь продолжал:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун ыйтӑвне пачах тимлемесӗр, Дубцов хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Не обращая внимания на его вопрос, Дубцов продолжал:

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл аллисене вӑртах малалла тӑсрӗ: вара Давыдов Устинӑн аманса пӗтнӗ сылтӑм аллинче шӗвӗр пӳрне пӗр-пӗччен ҫеҫ юлнине, ыттисен вырӑнӗнче хӑмӑр пӗркеленчӗксене курчӗ.

Он с силой выбросил вперед руки, и только тут Давыдов увидал, что на изуродованной правой руке Устина одиноко торчит указательный палец, а на месте остальных темнеют бурые, сморщенные пятна.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапах та шӳтлӗ калаҫӑва малалла тӑсрӗ:

Однако поддержал шутливый тон разговора:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи ыйту палли пек авӑнчӗ, аллине малалла тӑсрӗ, таса мар шӗвӗр пӳрнипе сулкаласа, йывӑррӑн сывласа, аран-аран хӑйӑлтатрӗ:

Дед Щукарь изогнулся вопросительным знаком, протянул вперед руку и, поводя грязным указательным пальцем, тяжело дыша, с трудом просипел:

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл калаҫнӑҫемӗн хӗрсе пычӗ, анчах эп хӑйне хавхалансах итлеменнине сиссен, сасартӑках шӑпланчӗ, тӑчӗ те шлепкине илсе тӑхӑнма аллине тӑсрӗ.

Неизвестно, до чего бы он договорился, но я слушал его без особого интереса. Он заметил это, сразу умолк, встал и взялся за шляпу.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

А-у аллине тӑсрӗ, Шань-сы кӑкрине сӗртӗнсе, алӑри ачине илчӗ.

Синяя Шкура взял ребенка, коснувшись ее груди.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Вӑл тумланчӗ те, арӑмӗ патне пырса, аллине тӑсрӗ:

Застегнув халат, он подошел к жене и протянул руку:

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫавӑнпа та вӑл, сулахай чавсине кукӑртса малалла тӑсрӗ те, ҫапла асӑрхаттарчӗ.

А потому он выставил вперед согнутую в локте левую руку, предупредил:

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӑл кулнипе шап-шурӑ шӑллӑ тутине йӗрсе, Ванюшка сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Оголяя в улыбке белозубый рот, Ванюшка продолжал:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ хӑранипе тапӑртатма пуҫларӗ, хӑма сарнӑ урайӗнче урисене чаркаласа хучӗ, тулхӑрса ячӗ те, выртас шухӑшне пӑрахса пулас, сырӑш патнелле пуҫне тӑсрӗ.

Тот испуганно застукотел, засучил ногами по деревянному полу, зафыркал и потянулся к яслям, передумав, как видно, ложиться.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Нагульнов нимӗн пулман пекех сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Но Нагульнов невозмутимо продолжал:

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Разметнов продолжал речь:

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑппӑн кулса ячӗ, каллех илме аллисене тӑсрӗ, анчах хут купӑсӑн чӗн ҫаккине сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхӑнтарма ӗлкӗреймерӗ, татах ӳкерчӗ.

Тихо засмеялся, снова протянул руки и снова уронил, не успев накинуть на левое плечо ремень.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Шӑлна ҫырт! — тесе пӳлсе хучӗ те Половцев, ашлине Яков Лукич патнелле тӑсрӗ.

— Замолчи! — оборвал его Половцев и протянул руку к Якову Лукичу.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юбкине силлекелесе, вӑл аллине картлашка умӗнче тапкаланса выртакан пуҫсӑр хур ами патнелле тӑсрӗ, анчах ҫав хушӑра крыльца таврашӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрекен сарӑ вӗшле йытӑ аҫи хур мӑйӗнчен палкасах юн тапса юхнине асӑрхарӗ те, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне чашӑлах тӑратса, сасартӑк сиксе ӳкрӗ.

Обметая юбку, она потянулась было к обезглавленной, бившейся у порожков гусыне, но желтый борзой кобель, крутившийся возле крыльца, увидев цевкой бившую из гусиной шеи кровь, вдруг прыгнул, вздыбив на спине шерсть.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех