Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 12-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.06 11:25

Пуплевӗш: 478; Сӑмах: 4822

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Гремячий Лог хуторӗнчи пурнӑҫ каҫма йывӑр чӑрмав умӗнче икӗ уран тӑнӑ чӑхӑмҫӑ лаша пекех хирӗҫсе кайрӗ. Казаксем кӑнтӑрла тӑкӑрлӑксемпе пӳртсенче пухӑна-пухӑна лараҫҫӗ те шавах колхозсем пирки тавлашса калаҫаҫҫӗ, хӑйсем мӗн шухӑшланине кала-кала параҫҫӗ. Тӑватӑ кун хушши умлӑ-хыҫлӑ пухусем пулчӗҫ, вӗсем ирхине ҫынсене вӑратакан автансем шарлатса авӑтичченех тӑсӑлчӗҫ.

Нагульнов ҫав кунсенче нумай вӑхӑт йывӑр чирлесе выртнӑ пекех ырханланса кайрӗ. Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ. Вӑл сӑлтавсӑрах хӗрӳленсе каякан Разметнова та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма вӗрентрӗ. Андрей, пӗрлештернӗ выльӑх-чӗрлӗх картисене тӗрӗслесе, хутор тӑрӑх ҫӳрет, унӑн ҫиленчӗкрех куҫӗсем, ӗҫе ҫирӗп шанса, йӑл кулса вылянкалаҫҫӗ. Колхоз правлени составне суйличчен колхозри влаҫа ертсе пынӑ Аркашка Менока вӑл час-часах ҫапла калакаласа илет:

— Эпир вӗсен мӑйракисене пӑрса лартатпӑрах! Пурте колхозра пулӗҫ-ха.

Давыдов райкома юланутпа ятарласа ҫын ячӗ, халлӗхе колхоза вӑтӑр икӗ процент кӑна пӗрлештертӗмӗр-ха, анчах колхоза кӗртес ӗҫ ударлӑ хӑвӑртлӑхпа пырать, тесе пӗлтерчӗ.

Килӗсенчен кӑларса янӑ кулаксем хӑйсен тӑванӗ-хурӑнташӗсем патне кайса вырнаҫрӗҫ. Фрол Рваный, Тимофейне тӳрех округа, прокурор патне кӑларса янӑ хыҫҫӑн, пӗр кун чухӑнсен пуххинче сасӑлама килӗшмен тусӗ патӗнче, Борщев килӗнче, пурӑнма тытӑнчӗ. Унӑн тӑвӑр пӳртӗнче час-часах кулаксен активӗ пухӑнма пуҫларӗ.

Ҫынсем, ял Советӗнче ӗҫлекенсем ан асӑрхаччӑр тесе, Борщев патне ҫуртсен хыҫӗсемпе, анкартисем урлӑ пӗрерӗн-икшерӗн кӑна ҫӳреме пуҫларӗҫ. Унта Гаев Давыд пырать, раскулачить тунӑ хыҫҫӑн «Христос ячӗпе таса чунлӑ урмӑш ҫын» пулса тӑнӑ чи пуҫтах ултавҫӑ Лапшинов ҫӳрет, ӗҫсем мӗнле пынине шӑршласа пӗлес шутпа, сайра хутран, Яков Лукич Островнов та пыркалать. Ҫав «штаба» татӑклӑнах колхоза хирӗҫ тӑракан хӑш-пӗр вӑтам хресченсем те пыркаласа ҫӳрерӗҫ. Уйрӑмах Николай
Люшня час-часах пыркаларӗ.
Борщевсӑр пуҫне чухӑнсенчен тата икӗ ҫын пулчӗҫ: пӗри — ҫӳллӗ те куҫхаршисӗр казак Атаманчуков Василий, яланах чӗнмесӗр ҫӳрекенскер, чӑх ҫӑмарти пек яп-яка пуҫлӑ, ҫӳҫ-сухалне нимӗн хӑварми хырса янӑскер; тепри — Хопров Никита, гварди батарейинче пулнӑ артиллерист; вӑл ҫар службинче Подтелковпа пӗрле пулнӑ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче службӑран яланах пӑрӑнса ҫӳренӗ, ҫапах та 1919 ҫулта ӑнсӑртран калмӑк Аштымов полковникӗн карательнӑй отрядне службӑна лекнӗ. Ҫакӑ ӗнтӗ Хопровӑн совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи малашнехи кун-ҫулне хӑйне майлӑ ҫул-йӗрпе кайма пулӑшнӑ. Хуторти виҫӗ ҫын — Яков Островновпа унӑн ывӑлӗ тата Лапшинов старик — ӑна 1920 ҫулта каялла чакса пыракан шуррисемпе пӗрле Кущевкӑра, Аштымовӑн карательнӑй отрядӗнче курнӑ. Ун чухне унӑн погонӗ ҫинче вӑл подхорунжий пулнине пӗлтерекен тӑрӑхла шурӑ йӑрӑм пулнӑ; тата вӑл виҫӗ казак-калмӑкпа пӗрле чугун ҫул ҫинче депора ӗҫлекен арестленӗ рабочисене Аштымов патне допроса хӑваласа кайнине те курнӑ… Курнӑ ҫав… Кайран вара, Новороссийскран Гремячий Лог хуторне каялла таврӑнсан, Островновсемпе Лапшинов чӗрӗ юлнине пӗлсен, мӗн тери сехрине хӑптарса пурӑнмарӗ-ши Хопров! Контрасене хаяррӑн ҫӗмӗрнӗ ҫулсенче сарлака кӑкӑрлӑ гварди батареецӗ мӗнле кӑна чӗтресе ҫӳремерӗ-ши? Ҫак ҫын, таканланӑ чухне кирек мӗнле лашана та кайри ури чӗрнинчен ярса илсе тытса тӑма пултараканскер, ытарлӑн йӑл кулса пӑхакан Лапшиновпа хирӗҫ пулсанах, тӑм тивнипе хӑрнӑ юман ҫулҫи пекех сиксе чӗтреме тытӑнатчӗ. Унтан вӑл никамран ытларах хӑратчӗ. Ӑна хирӗҫ пулсан, тути хӗррисене аран-аран хускаткаласа, хӑйӑлтатса илетчӗ:

— Мучи, казак чунне пӗтме ан парсамччӗ, тархасшӑн тытса ан парччӗ!

Лапшинов, юриех тарӑхса хирӗҫленҫи туса, лӑплантаратчӗ:

— Мӗн эсӗ, Никита! Христос санпала! Ара эпӗ кӑкӑрӑм ҫинче хӗрес ҫакса ҫӳреместӗп-им-ха? Вилӗмрен хӑтаракан турӑ: «Ҫывӑх ҫынна хӑвна шелленӗ пекех шелле», тесе вӗрентнӗ. Ан та шухӑшла — никама та каламастӑп. Кассан та — юн тухас ҫук. Манӑн ҫапла… Анчах эсӗ те пулӑш вара кирлӗ чухне… Пухура-мӗнте, тен, кам та пулин мана хирӗҫ калӗ е власть енчен хӗстерме пӑхӗҫ… Хута кӗр вара ун пек-кун пек чухне… Алӑ алла ҫӑвать… Анчах хӗҫ ҫӗкленӗ ҫын хӑех хӗҫ айне пулса пӗтет. Ҫапла мар-и? Тата санран эпӗ мана суха туса пӑрахмашкӑн пулӑшма ыйтса пӑхасшӑнччӗ. Турри мана ӑсран катӑкрах ывӑл пачӗ, вӑл мана пулӑшас ҫын мар, ҫынна тара тытас — хакла ларать…

Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ. Унтан, килне таврӑнатчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ, хӑйӗн хӗрлӗ сухаллӑ сарлака питне-куҫне чугунран тунӑ пек ывӑҫ тупанӗсемпе хупласа, шухӑша каятчӗ: «Хӑҫанччен ҫапла тертленмелле-ши тата? Вӗлеретӗп!» — тетчӗ.

Островнов Яков Лукич ӑна-кӑна ыйтса аптӑратмастчӗ, хӑратмастчӗ. Вӑл ҫакна лайӑх пӗлетчӗ: мӗн те пулин ыйтма тӳре килсен, Хопров пӗр кӗленче шурӑ эрехне кӑларса лартма кӑна мар, пысӑкрах ӗҫе тумасӑр тӑма та хӑяйрас ҫук. Шурӑ эрехне вара Яков Лукич ун патӗнче час-часах ӗҫкелетчӗ, кашнинчех тата: «Хӑналанӑшӑн тавтапуҫах» тесе, тав туса хӑваратчӗ.

«Чыхӑнса ларӑсӑнччӗ хӑть эсӗ ҫав эрехпе!» — шухӑшлатчӗ Хопров ҫакна кураймасӑр сӗтел айӗнче хӑйӗн ҫур пӑт йывӑрӑш, тараса пуканӗ пек чышкисене чӑмӑртаса.

Половцев ҫаплах Яков Лукич патӗнче, ӗлӗк Островнов карчӑкки пурӑннӑ пӗчӗк пӳлӗмре, пурӑнать-ха. Карчӑк кӑмака ҫине куҫрӗ. Половцев вара, унӑн пӳлӗмӗнче, кӗске кӑмака сакки ҫине выртать те, шӑнӑрлӑ ҫара урисене вӗри чул ҫумне тӗрентерсе, ҫӗр хута тенӗ пекех пирус мӑкӑрлантарать. Ҫӗрле, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса, ыйӑха путнӑ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресси те час-часах пулкалать (пӗр алӑкӗ те чӗриклетес ҫук, тӑпсисене юриех хур ҫӑвӗпе лайӑх сӗрсе лартнӑ). Сайра-хутран, кӗске кӗрӗкне уртса ярса, чикарккине сӳнтерет те арпалӑха пытарнӑ лашине тухса пӑхать. Пӗр вырӑнта тӑрса йӑлӑхнӑ лаши, хӑйӗн туйӑмӗсене пӗтӗм саспа палӑртма юраманнине пӗлнӗ пекех, ӑна хуллен кӑна чӗтревлӗн кӗҫенкелесе кӗтсе илет. Хуҫи ӑна аллисемпе ачашласа лӑпкать, хӑйӗн тимӗр пек хытӑ, хутланман пӳрнисемпе унӑн ури сыпписене хыпашласа пӑхать. Пӗррехинче, уйрӑмах тӗттӗм ҫӗрле, вӑл ӑна арпалӑхран ҫавӑтса тухрӗ, йӗнерлемесӗрех утланса ларчӗ те сиккипех хирелле чуптарса кайрӗ. Каялла тул ҫутӑлас умӗн тин таврӑнчӗ. Лаши, тарпа ҫӑвӑннӑ пекех, чӑм шыва ӳкнӗ, аяк пӗрчисене хӑвӑрт-хӑвӑрт карӑнтарса сывлать, сайра хутран пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе йывӑррӑн чӗтрекелесе илет. Половцев ирхине Яков Лукича ҫапла пӗлтерчӗ:

— Хамӑрӑн станицӑра пултӑм. Мана шыраҫҫӗ унта… Казаксем хатӗрех тӑраҫҫӗ, приказ парасса кӑна кӗтеҫҫӗ.

Гремячий ҫыннисене колхоза кӗртес ыйтупа иккӗмӗш хут пухӑва пуҫтарсан, вӑл хӗтӗртнипе Яков Лукич сӑмах тухса каларӗ, хӑйӗн ӑслӑ та килӗшӳллӗ сӑмахӗпе Давыдова Калама ҫук хытӑ савӑнтарчӗ. Хуторти ҫак авторитетлӑ ҫын, Яков Лукич, хӑй колхоза кӗни ҫинчен пӗлтерсен, пӗр харӑсах вӑтӑр пӗр ҫын заявлени ҫырса пани те Давыдов кӑмӑлне кайрӗ.

Килӗшӳллӗ тухса каларӗ Яков Лукич колхоз ҫинчен. Анчах тепӗр кунне, килӗрен-киле ҫӳресе, колхоза хирӗҫ тӑракан вӑтам хресченсене Половцев укҫипе ӗҫтере-ӗҫтере, пачах урӑхла калаҫрӗ:

— Тӗлӗнтеретӗн эсӗ, тӑванӑм! Манӑн колхоза ирӗксӗрех кӗмелле тата колхоза хирӗҫ калаҫма та юрамасть. Эпӗ тӗреклӗ пурӑннӑ, мана кулак шутне кӗртме пултараҫҫӗ, санӑн унта мӗншӗн кӗмелле-ха? Мӑйкӑч курман-им? Колхозра унта, сана, тӑванӑм, лайӑхах ҫӑварлӑхласа лартаҫҫӗ, кун ҫутине те кураймӑн! — тет те, вара, хуллен кӑна, восстани пуласси ҫинчен, арӑмсене пӗрлештересси ҫинчен малтанах калама вӗренсе хунӑ сӑмахсене калама пуҫлать. Унтан хӑйпе калаҫакан ҫынна, — лешӗ ҫӑмӑллӑнах темле усал ӗҫ тума та хатӗр пулсан, — ӳкӗтлет, йӑлӑнать, чикӗ леш енчен «хамӑрӑннисем» килсен тавӑрассипе хӑратать, юлашкинчен, ҫапах та, мӗн кирлине тӑватех: хӑйпе калаҫнӑ ҫын «союза» кӗме килӗшнине пӗлсе тухса каять.

Ӗҫсем пурте йӗркеллех пулса пычӗҫ. Яков Лукич «союза» пӗр вӑтӑр казака яхӑн явӑҫтарчӗ, вӗсене «союза» кӗни ҫинчен, хӑйпе калаҫни ҫинчен никама та калама юраманни пирки хытарсах асӑрхаттарчӗ. Анчах пӗррехинче, ӗҫе вӗҫне ҫитерес тесе кулаксен штабне кайсан (раскулачить тунисем ҫине тата вӗсем тавра пӗтӗҫнӗ ҫынсем ҫине вӑл хӑй те, Половцев та хытӑ шанса тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене хӑйсен ӗҫне явӑҫтарассине, ку йывӑр ӗҫех мар-ха тесе, каяраха хӑварнӑччӗ), малтанхи хут такӑнма тиврӗ… Яков Лукич, сӑхманне уртса ярса, Борщев патне каҫ пулас умӗн пырса кӗчӗ. Ҫын пурӑнман пӳлӗмре лутра кӑмака хутса янӑ. Пурте пухӑнса ҫитнӗ. Кил хуҫи, Тимофей Борщев, кӑмака умне чӗркуҫленсе ларнӑ та, кӗске хуҫса вакланӑ ҫатрака вуттине иле-иле чикет. Саксем ҫине, кӗтессе купаласа хунӑ георгиевски хӑюсем евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ те хура йӑрӑмлӑ кавӑнсем ҫинче Фрол Рваный, Лапшинов, Гаев, Николай Люшня, Атаманчуков Василий тата батареец Хопров лараҫҫӗ. Ҫав кун кӑна округран таврӑннӑ Тимофей — Фрол Рванӑйӑн ывӑлӗ — кантӑка тӳртӗн тӑрать. Вӑл прокурор хӑйне епле сиввӗн кӗтсе илни ҫинчен, жалобӑна пӑхса тухас вырӑнне Тимофее арестлесе района каялла ӑсатасшӑн пулни ҫинчен каласа парать. Яков Лукич пырса кӗрсен, Тимофей шӑпӑртах пулчӗ, анчах ашшӗ ӑна:
— Ку хамӑр ҫын, Тимоша. Унтан ан хӑра эсӗ, — тесе хавхалантарчӗ.

Тимофей хӑйӗн сӑмахне пӗтерчӗ, куҫӗсене ҫутӑлтарса, ҫапла вӗҫлерӗ:

— Пурнӑҫӗ ҫавнашкал: халь банда пулас пулсан, ут ҫине ларӑттӑм та коммунистсен юнне юхтарма пуҫлӑттӑм!

— Тӑкӑсланса ҫитрӗ пурнӑҫ, тӑкӑсланчӗ… — ҫирӗплетрӗ Яков Лукич та. — Ҫакӑнпах пӗтсен турра шӗкӗрччӗ те-ха…

— Тата мӗнле инкек кӗтмелли пур-ши? — шӑртланса илчӗ Фрол Рваный. — Сана пырса тӗкӗнмерӗҫ те, сана ним те мар. Мана авӑ, ҫӑкӑр касӑлтарма та пуҫларӗ. Патша вӑхӑтӗнче иксӗмӗр те пӗр пекех пурӑнаттӑмӑрччӗ, халӗ авӑ, эсӗ вӗрсе хӑпартнӑ ҫын пек ҫӳретӗн, манӑнне урари юлашки ҫӑмата хывса илчӗҫ.

— Эпӗ ун пирки мар-ха, мӗн те пулин сиксе тухасран хӑратӑп…

— Мӗн сиксе тухмалли пултӑр?

— Вӑрҫӑ пуҫланса ан кайтӑрччӗ…

— Турӑ патӑрахчӗ! Ӳкӗте кӗрсемччӗ, ҫветтуй Егорий-победоносец! Халех пулсанччӗ вӑл япала! Тем пекехчӗ. Апостол ҫырнинче те каланӑ-ҫке…

— Вунтӑххӑрмӗш ҫулта Вешенски ҫыннисем тунӑ пек, шалчасем те пулин йӑтса тухнӑ пулӑттӑмӑр!

— Чӗрӗллех шӑнӑрӗсене турта-турта кӑларӑттӑм, эх! хм-м-м!

Атаманчуков, Филоновски станци патӗнче пырӗнчен аманнӑскер, кӗтӳҫӗ шӑхличи пек ҫинҫе сассипе ним ӑнланмалла мар калаҫать:

— Халӑх урса кайрӗ, шӑлӗсемпе тытса кышлӗҫ!..

Яков Лукич кӳршӗри станицӑсенче лӑпкӑ марри ҫинчен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑшпӗр ҫӗрте коммунистсене ӗлӗк-авал Мускав патнелле сӗмсӗрленсе пыракан атамансене миххе пуҫхӗрлӗ чике-чике шыва чӑмтарнӑ пек чӑмтарнисем те пулкалани ҫинчен асӑрханарах каласа пачӗ. Вӑл хуллен, майӗпен, кашни сӑмахне шухӑшласа илсе калаҫрӗ. Сӑмах май ҫакна асӑрхаттарчӗ: Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнче пур ҫӗрте те лӑпкӑ мар имӗш, анатри станицӑсенче ӗнтӗ арӑмсене пӗрлештерсе пӗтернӗ, коммунистсем вара пуринчен малтан куҫкӗретӗнех ҫынсен арӑмӗсемпе ҫывӑраҫҫӗ пулать. Ҫуркуннепе вара кунта десант килмелле имӗш. Ҫакӑн ҫинчен ӑна хӑй пӗлекен пӗр офицер, полкра пӗрле пулнӑскер, эрне каялла Гремячий витӗр тухса кайнӑ чухне каласа хӑварнӑ пулать. Яков Лукич пӗр ҫакна кӑна — ҫав офицер халичченех хӑй патӗнче пытанса пурӑннине кӑна — асӑнмасӑр хӑварчӗ.

Ҫав таранччен ҫаплах чӗнмесӗр ларнӑ Хопров ыйту пачӗ:

— Яков Лукич, эсӗ акӑ мӗн ҫинчен кала: ну, юрать тейӗпӗр, восстани пуҫласа ярӑпӑр, хамӑрӑн коммунистсене вӗлерсе пӗтерӗпӗр, кайран вара мӗн пулӗ? Милицине эпир пуҫтаркалӑпӑр-ха, анчах станцирен пирӗн ҫине ҫар чаҫӗсем йӑтӑнса килсен, ун чухне мӗн тӑвӑпӑр? Вӗсене хирӗҫ пире кам ертсе кайӗ? Офицерсем ҫук, хамӑр эпир — тӗттӗмскерсем, ҫул-йӗре те ҫӑлтӑрсем тӑрӑх кӑна чухлакалатпӑр… Вӑрҫӑра частьсем мӗнле килчӗ ҫапла, чуххӑмӑн ҫӳремеҫҫӗ-ҫке-ха, ҫулӗсене вӗсем плантӑсем тӑрӑх шыраҫҫӗ, штабсенче карттӑсем ӳкереҫҫӗ. Аллӑмӑрсем пулӗҫ-ха пирӗн, пуҫӗ пулмӗ.

— Пуҫӗ те пулать! — хӗрӳленсе ӗнентерчӗ Яков Лукич. — Офицерсем тупӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӗрлӗ командирсенчен лайӑхрах вӗреннӗ. Ӗлӗкхи юнкерсенчен начальствӑна тухнӑ, ырӑ наукӑсене вӗренсе ҫитнӗ. Хӗрлисен командирӗсем мӗнлескерсем-ха? Акӑ, сӑмахран, хамӑрӑн Макар Нагульновах илер. Ҫын пуҫне касса татма тесен — ӑна пултарать вӑл, анчах сотньӑна ертсе пыма ӑҫтан пултартӑр? Ӗмӗрне те пултарайрас ҫук! Карттӑсене питех ӑнланать-и-ха вӑл?

— Офицерсем ӑҫтан тупӑнӗҫ-ха тата?

— Хӗрарӑмсем ҫуратса тултарӗҫ вӗсене! — тарӑхса кайрӗ Яков Лукич. — Ну, мӗн эсӗ, Никита, сурӑх хыҫне ҫыпҫӑннӑ куршанак пек ман ҫумма ҫулӑхрӑн тата? «Ӑҫтан та ӑҫтан?» Ӑҫтанне эпӗ епле пӗлем-ха?

— Чикӗ леш енчен килеҫҫӗ. Тем каласан та килеҫҫех! — шантарчӗ Фрол Рваный. Хӑй, власть тӗпренех улшӑнасса, чуна килентерекен юнлӑ тавӑру вӑхӑчӗ ҫитессе чӗререн савӑнса кӗтекенскер, тӗтӗм кӑларса тултарнӑ сывлӑша тӗрӗс тӑрса юлнӑ хӑрах сӑмси ҫунаттине карӑнтара-карӑнтара, лӑкӑрт та лӑкӑрт сывлать.

Хопров тӑчӗ, кавӑна урипе тапса ячӗ, сарлака ҫунатлӑ хӗрлӗ мӑйӑхӗсене якаткаласа, витӗмлӗн:
— Апли аплах-ха вӑл… Анчах халӗ ӗнтӗ казаксем пурӑнма вӗренсе ҫитрӗҫ. Пӑлхавсемшӗн вӗсене вӗлереслех ҫунтараҫҫӗ. Текех хутшӑнас ҫук вӗсем. Кубань та пулӑшу параймӗ… — терӗ.

Яков Лукич кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем айӗн кулкаласа итлерӗ, хӑйӗннех ҫирӗплетсе ҫапла каларӗ:

— Казаксем-и? Вӗсем пӗр чунлӑ ҫынсем пек тапранса тухӗҫ! Кубане те пӗтӗмпех вут хыпса илӗ… Тытӑҫура вӑл ҫапла: халӗ акӑ эпӗ аялта выртатӑп, хул калаккисемпе тӑпрана путарса лакӑмлататӑп, анчах тепӗр самантран эпӗ тӑшман ҫинче выртатӑп, ӑна лапчӑтатӑп.

Хӑйӗн шухӑшӗ ҫирӗпленсех пыракан Хопров калаҫма пуҫларӗ:

— Ҫук, тӑвансем, кирек мӗн тӑвӑр та, анчах эпӗ ку ӗҫе хутшӑнма килӗшместӗп! Эпӗ влаҫа хирӗҫ тапранса тухмастӑп, ыттисене те сӗнместӗп. Эсӗ тата, Яков Лукич, халӑха ҫавӑн пек ӗҫсене хутшӑнма ахалех хӗтӗртетӗн… Сан патӑнта ҫӗр выртнӑ офицер вӑл — ют ҫын, шанчӑксӑр этем. Вӑл шыва пӑтратса хӑварать те — аяккалла чӑмать, пирӗн вара каллех хамӑрӑн ответ тытма тивет. Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ… Астӑватӑн-и, тӳлесе татма вӑхӑт ҫитсен, пурин ҫылӑхӗшӗн те камӑн тӳлеме тиврӗ? Новороссийскра хӗрлисем пристаньсем ҫинче калмӑксен пуҫӗсене касатчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах офицерсемпе хуҫа-улпутсем пӑрахутсем ҫине ларса, ӑшӑ енчи ют ҫӗршывсене тарчӗҫ. Пӗтӗм Дон ҫарӗ, сурӑх кӗтӗвӗ пек, Новороссийскра кӗпӗрленсе тӑрса юлчӗ, генералсем епле?.. Эх! Ара хам та эпӗ, сӑмах май, санран ыйтса пӑхасшӑнччӗ-ха: ҫав «ваше благороди», ҫӗр выртма кӗрекенни, халӗ сан патӑнта пытанса пурӑнмасть пулӗ те? Эпӗ пӗр-ик хутчен эсӗ арпалӑха лаша шӑвармалли витрепе шыв йӑтса кӗнине куртӑм, мӗнле шуйттана шӑварать-ха вӑл унта? тесе шухӑшлатӑп хам. Унтан теплерен илтетӗп — лаша кӗҫенсе ячӗ.

Хопров Яков Лукичӑн сӑнӗ-пичӗ кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем тӗслех улшӑнса пынине савӑнсах сӑнаса ларать. Пурте ним калама аптраса сехӗрленсе ӳкрӗҫ. Хопров чӗрине хаяр савӑнӑҫ шӑнӑҫайми тулса килчӗ, сӑмахӗсене сирпӗнтерет кӑна вӑл, — хӑй сасси ӑна аякран ют ҫын сасси пек илтӗнет.

— Ман килте нимӗнле офицер та ҫук, — тесе хучӗ уҫӑмсӑр сассипе Яков Лукич. — Кӗҫенессе хамӑн кӗсре кӗҫӗннӗ, арпалӑха шыв йӑтман эпӗ, сайра-хутран кӑна мӑшкӑлтӑк шыв йӑткаланӑ… Сыснана хупнӑ унта эпир…

— Сан кӗсрӳ сассине лайӑх пӗлетӗп эпӗ, улталаймӑн! Тепӗр тесен, мана мӗн ӗҫ? Эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑнас ҫын мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑрах пӗлӗр…

Хопров ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, — унталла-кунталла пӑхкаласа, алӑк патнелле утрӗ. Унӑн ҫулне Лапшинов пӳлчӗ. Кӑвак сухалӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтрет хӑйӗн, вӑл, темле тӗлӗнмеллӗ кукленерех тӑрса, аллисене саркаларӗ.

— Каллех кӑтартма каятӑн пулать, Иуда? Сутӑнчӑк! Енчен эсӗ хӑв карательнӑйӗнче калмӑксемпе пӗрле пулни ҫинчен каласа парсан…

— Эсӗ, мучи, ан васка-ха! — урса кайса сиввӗн калаҫма тытӑнчӗ Хопров, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек чышкине Лапшинов сухалли тӗлне тытса. — Пуринчен малтан хам ҫинчен эпӗ хамах каласа парӑп, ҫаплах калӑп: карательре ҫӳренӗ, подхорунжий пулнӑ, суд тӑвӑр, тейӗп, а-а-ан-чах эсир те астӑвӑр вара! Эсӗ те, старик… Эсӗ те… — Хопровӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ, унӑн кӑкринче, тимӗрҫӗ вӗркӗчӗнчи пек, темскер хӑрӑлтатса илчӗ. — Эсӗ манӑн пӗтӗм юнӑма ӗмсе кӑлартӑн! Пӗрре те пулин сана хур туса савӑнасчӗ-ха!

Аллине сулса ямасӑрах Лапшинова питӗнчен тӑрӑнтарса чышса хӑварчӗ те, алӑк янаххи умне тӗшӗрӗлсе аннӑ старик ҫине пӑхса тӑмасӑр, алӑка шаплаттарса хупса, тухса кайрӗ. Тимофей Борщев пушӑ витре йӑтса кӗчӗ. Лапшинов витре умне чӗркуҫленсе ларчӗ. Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсенчен, юн тымарне касса татнӑ пекех, хуп-хура юн пӗрхӗнсе тухрӗ. Шӑплӑхра Лапшинов епле ӗсӗклени, шӑлӗсене шатӑртаттарни тата шӑпӑртатса Лапшинов сухалӗ тӑрӑх юхакан юн витрене янӑратса пӑт-пӑт-пӑт тумланни кӑна илтӗнсе тӑчӗ.

— Акӑ, халӗ ӗнтӗ эпир пуҫӗпех пӗтрӗмӗр! — терӗ раскулачить тунӑ пысӑк кил-йышлӑ Гаев. Николай Люшня ҫав самантрах сиксе тӑчӗ те, сывпуллашмасӑрах, ҫӗлӗкне тӑхӑнмасӑрах пӳртрен тухса ыткӑнчӗ. Ун хыҫҫӑн хӑйне яланах йӗркеллӗ тытакан Атаманчуков васкамасӑр тухса кайрӗ, каяс умӗн хӑйӑлтатарах паран сассипе ҫинҫен кӑна ҫапла каласа хӑварчӗ:

— Саланас пулать, унсӑрӑн ырринех кӗтсе илеймӗн. Яков Лукич темиҫе минут хушши ним шарламасӑр ларчӗ. Унӑн чӗри шыҫӑнса кайнӑ пекех пулчӗ, вӑл карланки патнех пырса ларнӑн туйӑнчӗ. Сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитрӗ. Пуҫне юн тӑвӑнса, капланса килчӗ, ҫамки ҫине сип-сивӗ тар тапса тухрӗ. Нумайӑшӗ пӳртрен тухса кайсан тин вӑл ура ҫине тӑчӗ; витре умӗнче пӗшкӗнсе ларакан Лапшиновран йӗрӗнчӗклӗн пӑрӑнса иртсе, Тимофей Рванӑя хуллен ҫапла каларӗ:

— Атя манпа пӗрле, Тимофей!

Лешӗ нимӗн чӗнмесӗрех пиншакне, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ. Тухрӗҫ. Хуторта юлашки хӑйӑ ҫутисем сӳнчӗҫ.

— Ӑҫта кайӑпӑр? — ыйтрӗ Тимофей.

— Ман патӑма.

— Мӗн тума?

— Кайран пӗлӗн, атя, васкар.

Яков Лукич юриех ял Совет урамӗпе иртрӗ, — унта ҫутӑ ҫук иккен, кантӑкӗсем кӑна тӗттӗм шӑтӑксем пек курӑнса лараҫҫӗ. Яков Лукич картишне пырса кӗчӗ. Крыльца умӗнче вӑл, Тимофей пиншакӗн ҫаннинче кӑрт туртса, чарӑнса тӑчӗ.

— Ҫакӑнта кӑштах тӑхтаса тӑр-ха. Эпӗ чӗнсе илӗп сана.

— Юрать.

Яков Лукич алӑка шаккарӗ, кинӗ тухса алӑк сӑлӑпне туртса кӑларчӗ.

— Эсӗ-и, атте?

— Эпӗ. — Вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка таччӑн хупса хучӗ; малалла иртмесӗрех, пӗчӗк пӳлӗм алӑкне шак-шак-шак шаккарӗ. Лерен хӑрӑлтатарах паран хулӑн сасӑ ыйтрӗ.

— Кам?

— Ку эпӗ, Александр Анисимович. Юрать-и?

— Кӗрех.

Половцев, пӗчӗк сӗтел умӗнче, шаль тутрипе карнӑ кантӑка хирӗҫле ларать, темскер ҫырать. Ҫырса тултарнӑ хут листине хӑйӗн шӑнӑрлӑ, сарлака алтупанӗпе витсе хучӗ те пысӑк ҫамкаллӑ пуҫне алӑк еннелле ҫавӑрчӗ.

— Ну, мӗн? Ӗҫсем еплерех?..

— Начар… Инкек!

— Мӗн! Хӑвӑртрах кала!..

Половцев сиксе тӑчӗ, ҫырса тултарнӑ хут листине кӗсйине тӗркелесе чикрӗ, толстовкин ҫухине йӑпӑр-япӑр тӳмелесе лартрӗ те, юнпа тӑвӑнса, хӗремесленсе кайса, халь-халь сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пысӑк тискер кайӑк пек, тем тума хатӗррӗн чӑмӑртанса, пуҫтарӑнса, пӗшкӗнсе итлерӗ.

Яков Лукич ӑна мӗн пулса иртни ҫинчен такӑна-такӑна калакаласа пачӗ. Половцев пӗр сӑмахне сиктермесӗр тӑнларӗ. Тарӑн путӑксенчен унӑн кӑвакрах пӗчӗк куҫӗсем Яков Лукич ҫине йывӑррӑн, шӑтарасла тӳррӗн пӑхаҫҫӗ. Вӑл майӗпен тӳрленсе тӑма пуҫларӗ, чышкисене чӑмӑртать те пушатать, чӑмӑртать те пушатать, юлашкинчен, хырса якатнӑ тути хӗррисене ҫав тери усаллӑн чалӑштарса хучӗ те, Яков Лукич патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

— П-а-а-адлец! Мӗн эсӗ, ватсупнӑ, мана пӗтерес тетӗн-им? Пуҫланӑ ӗҫе пӗтерсе лартасшӑн-им? Хӑв асӑрханмасӑр ухмахла хӑтланнипе эсӗ ӑна ҫурри таран пӗтерсе те хутӑн ӗнтӗ. Эпӗ мӗнле тума хушнӑччӗ-ха сана? Сана э-пӗ мӗнле тума хушнӑ-ччӗ-ӗ? Чи малтан пурин шухӑш-кӑмӑлне те, кашнине пӗрерӗн-пӗрерӗн шахвӑртса калаҫтарса пӗлмеллеччӗ! Эсӗ пур — ҫырана пырса сӗкӗннӗ вӑкӑр пек хӑтланатӑн!.. — Унӑн уҫҫӑнах илтӗнмен хулӑнрах сасси, палкаса тухакан пӑшӑлтатӑвӗ Яков Лукича сӑнран ӳкерчӗ тата ытларах хӑратса пӑрахрӗ, сехрине хӑпартрӗ. — Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ халь? Вӑл, ҫав Хопров, кайса пӗлтерме ӗлкӗрчӗ-ши? Ҫук-ши? Ара, каласам тата, Гремячий тункати! Пӗлтерчӗ-ши? Ҫук-ши? Ӑҫталла кайрӗ вӑл, сӑнаса юлтӑн-и эсӗ?

— Ҫук ҫав… Александр Анисимович… ырӑ ҫыннӑм, пӗтрӗмӗр-ҫке ӗнтӗ эпир!

Яков Лукич пуҫне ҫатӑрласа тытрӗ. Унӑн тӗксӗм-сарӑ питҫӑмартийӗ тӑрӑх, ӑна кӑтӑклантарса, кӑвакарма пуҫланӑ мӑйӑхӗ ҫине куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатса юхса анчӗҫ. Анчах Половцев шӑлӗсене шӑтӑртаттарса кӑна илчӗ.

— Ухмах эсӗ! Ӗҫне тӑвас пулать, эсӗ пур… Ывӑлу килте-и санӑн?

— Пӗлместӗп… хампа пӗрле эпӗ пӗр ҫынна илсе килтӗм.

— Мӗнле ҫынна?

— Фрол Рванӑйӑн ывӑлне.

— Аха. Мӗн тума илсе килтӗн ӑна?

Вӗсем куҫпа куҫ тӗл пулчӗҫ, пӗрне-пӗри сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ. Яков Лукич куҫне айккинелле пӑрчӗ. Половцев унран: «Йӗкӗчӗ шанчӑклӑскер-и?» — тесе ыйтсан, вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулса илчӗ. Половцев хӑйӗн кӗске кӗрӗкне пӑтаран ҫӑтӑр-ҫатӑр вӗҫертсе илчӗ, минтер айӗнчен тин ҫеҫ тасатса хунӑ наганне туртса кӑларчӗ, параппанне ҫавӑркаласа пӑхрӗ, патрон чикмелли шӑтӑксенчен гильзӑсем ӑшне путарса лартнӑ пульӑсен никӗлленӗ пуҫӗсем йӑлтӑркка ҫаврашкасем евӗр йӑлтӑртатса илчӗҫ. Кӗске кӗрӗкне тӳмеленӗ хушӑра Половцев ҫапӑҫури пекех татӑклӑ команда пачӗ:

— Пуртӑ ил. Чи ҫывӑх ҫулпа ертсе кай. Миҫе минут утмалла?

— Инҫе мар — кунтах, ҫич-сакӑр кил урлӑ кӑна…

— Килйышӗ пур-и унӑн?

— Арӑмӗ анчах.

— Кӳршисем ҫывӑхра-и?

— Пӗр енчен — анкарти, тепӗр енчен — сад.

— Ял Совет инҫетре-и?

— Унтан инҫе…

— Кайрӑмӑр!

Яков Лукич пуртӑ илме лупасайне кайса килнӗ хушӑра Половцев сулахай аллипе Тимофей чавсине чӑмӑртаса тытрӗ те хуллен кӑна:

— Пӗр сӑмахсӑрах мана итленӗ пултӑр! Ҫавӑнта каятпӑр, эсӗ вара, йӗкӗт, сассуна улӑштар, кала: эпӗ ял Советӗнче дежурствӑра лараканни, те, сан валли хут пур, те. Алӑкне хӑй тухса уҫни кирлӗ.

— Эсир астӑвӑр, юлташ, темле чӗнмеллеччӗ сире… сирӗнпе паллашман та… Хопров вӑл вӑкӑр пекех вӑйлӑ, хӑвӑр асӑрханарах тӑмасан, чышкипех ҫав тери хытӑ ислетсе яма пултарать, кайран… — ытлашшипех ирӗккӗн калаҫса кайнӑччӗ ӗнтӗ Тимофей.

— Шӑлна ҫырт! — тесе пӳлсе хучӗ те Половцев, ашлине Яков Лукич патнелле тӑсрӗ. — Пар-ха аллуна. Ертсе кай.

Яков Лукичӑн ывӑҫ тупанӗнче ӑшӑнса йӗпеннӗ йӗлме пуртӑ аврине Половцев хӑйӗн кӗске кӗрӗкӗ айне, шалавар пиҫиххийӗ хушшине хӗстерчӗ, кӗрӗк ҫухине тӑратрӗ.

Тӑкӑрлӑкпа ним чӗнмесӗр утса пычӗҫ. Половцевӑн кӗрнеклӗ, пысӑк кӗлетки ҫумӗнче Тимофей ҫитӗнсе ҫитмен ача пек кӑна курӑнать. Вӑл тайкаланса утакан есаулпа юнашар пырать, хӑпма пӗлмесӗр ӑна сӑнран тинкерсе пӑхать. Анчах ҫӗр тӗттӗмӗ тата лешӗ кӗрӗк ҫухине тӑратни ӑна курма чӑрмантараҫҫӗ…

Ҫатан карта урлӑ анкартине каҫса ӳкрӗҫ.

— Йӗр ҫине пусса пыр, пӗр йӗр кӑна пултӑр, — пӑшӑлтатса хушрӗ Половцев.

Никам таптаман юр тӑрӑх утӑм ҫине утӑм туса, кашкӑрсем пек умлӑн-хыҫлӑн утса пыраҫҫӗ. Килхушшине кӗмелли кӗҫӗн алӑк умӗнче Яков Лукич, алтупанне сулахай аякки ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ те, салхуллӑн пӑшӑлтатса каларӗ:

— Турӑҫӑм…

Половцев алӑк ҫинелле кӑтартрӗ.

— Шакка!.. — сӑмахне илтичченех, тутисем хускалнӑ тӑрӑхах чухласа илчӗ Тимофей.

Вӑл алӑк шашшулккине хуллен кӑна чӑнкӑртаттарчӗ, ҫав самантрах алӑкран сылтӑм енне пырса тӑнӑ шурӑ ҫӗлӗклӗ ют ҫыннӑн пӳрнисем кӗске кӗрӗкӗн тӳммисене тарӑхсах хыпашласа ҫӑтӑр-ҫатӑр туртса таткалани илтӗнсе кайрӗ. Тимофей тепӗр хут шаккарӗ. Яков Лукич аслӑк айӗнчи плуг хыҫӗнчен пӗчӗкҫеҫ йытӑ йӑшаланса тухнине калама ҫук хӑраса пӑхса тӑчӗ. Анчах шӑнса ӗнтӗркенӗ йытӑ ҫури ерипентерех хамлатса илчӗ, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахрӗ те хӑмӑшпа витнӗ нӳхрепҫи патнелле лӗпсӗртетрӗ.

Килне Хопров йывӑр шухӑшсемпе таврӑнчӗ, анчах утса килнӗ хушӑра кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. Арӑмӗ ӑна каҫхи апат лартса пачӗ.

Вӑл ҫиес килмесӗрех ҫикелерӗ, салхуллӑн каларӗ:

— Эпӗ халь, Марье, тӑварланӑ арбуз ҫинӗ пулӑттӑм.

— Мухмӑр ҫук пулӗ те? — йӑл кулса ячӗ лешӗ.

— Ҫук, паян ӗҫмен. Ыран эпӗ, Машутка, хам карательре ҫӳрени ҫинчен влаҫсене кайса пӗлтеретӗп. Малашне кун пек пурӑнма хал ҫитмест манӑн.

— Ох, шухӑшласа кӑларнӑ та иккен! Ара мӗн эсӗ паян, темле, пуҫу ҫавӑрӑнса кайнӑ пек ҫӳретӗн? Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп.

Никита, сарлака сарӑ мӑйӑхне чӗпӗткелесе, кулса ларчӗ, унтан, ҫывӑрма выртнӑ чухне, каллех ҫирӗппӗн каларӗ.

— Эсӗ ман валли сухари туса хатӗрле е ҫул ҫине чиксе кайма пашалу пӗҫер. Эпӗ тӗрмене кайса ларатӑп.

Унтан чылайччен, арӑмӗ тархасласа ӳкӗтленисене итлемесӗр, мачча ҫинелле пӑхса выртрӗ, ҫапла шухӑшларӗ: «Хам пирки те, Островнов пирки те пӗлтеретӗп, ан тив вӗсене те, шуйттансене, хупса лартса пӗтерччӗр! Анчах мана мӗн тӑвӗҫ-ши? Персех вӗлерес ҫук-ҫке? Пӗр виҫӗ ҫулне ларса ирттерӗп ӗнтӗ, Уралта вутӑ-шанкӑ каскаласа пурӑнӑп, унтан тап-тасах тасалса тухӑп. Ун чухне никам та иртнине аса илтереймест. Хам ҫылӑхӑмшӑн урӑх никама та ӗҫлесе памастӑп. Аштымов патне мӗнле пырса лекнине тӳррипе каласа паратӑп. Ҫаплах калатӑп: фронтран тарса юласшӑн пултӑм, камӑн хӑй ҫамкине пуля ҫине тытасси килтӗр? Ан тив суд туччӑр, вӑхӑт чылай иртсе кайсан ҫӑмӑллӑх тухатех. Веҫех каласа паратӑп! Хам эпӗ ҫынсене персе вӗлермен, саламатпа тесен вара… Ну, мӗн тӑвас тетен, саламатне ӑна казак-дезертирсене те, ытти хӑшпӗрисене те, большевизмшӑн аванах туянтаркаланӑ ӗнтӗ… Хам та ун чухне тӗттӗм ҫӗрлерен те тӗттӗмрех пулнӑ-ҫке-ха, мӗн тусан мӗн пулассине те, ӑҫта ҫитсе тухассине те пӗлмен».

Вӑл ҫывӑрса кайрӗ. Часах, пӗр ҫаврӑм ыйӑх ҫывӑрса иличченех, ӑна шакканӑ сасӑ вӑратрӗ. Вӑл итлекелесе выртрӗ. «Кама мӗн хӑваласа килчӗ-ши тата кунта?» Татах шаккани илтӗнчӗ. Никита, кӑмӑлсӑррӑн эхлеткелесе, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса лампа ҫутса ярасшӑнччӗ, анчах Марье вӑранса кайрӗ те пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ:

— Е каллех пухӑва чӗнеҫҫӗ-ши? Ан ҫут! Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ памаҫҫӗ… Ухмахах ерсе кайнӑ, йӗксӗксем!

Никита ҫарранах пӳртумне тухрӗ.

— Кам унта?

— Ку эпӗ-ха, Никита пичче, Советран. Палламан ача сасси… Темле, лӑпкӑ марри палӑрать ун сассинче, мӗн те пулин пулнине туйрӗ Никита, вара:
— Кам ара эсӗ? Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Эпӗ ку, Куженков Николай. Председательрен пӗр хут пур сана, халех Совета пыма хушрӗ.

— Хутне алӑк айне чиксе пар.

… Тул енчен пӗр самант хушши нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ… Путек тир ҫӗлӗкӗ айӗнчен хӑй ҫине хаяррӑн хистекен куҫсем тирӗнсен, Тимофей, пӗр авӑк ним тума аптӑраса тӑчӗ, анчах мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илчӗ:

— Вӑл хутшӑн алӑ пусмалла, уҫ.

Хопров ҫара урисене тӳсӗмсӗррӗн ылмаштара-ылмаштара пускаласа ҫӗр урайне чӑштӑртаттарнине илтет Тимофей. Хуп-хура алӑк кӗли шалтлатрӗ. Уҫӑ алӑкӑн тӗттӗм тӑваткӑлӗнче Хопровӑн шурӑ кӗлетки курӑнса кайрӗ. Ҫак самантра Половцев сулахай урине алӑк урати ҫине ярса пусрӗ те, Хопрова сӑмси кӑкӗнчен ҫӳлерех пуртӑ тӗршшипе шанлаттарса ҫапрӗ.

Пусса пӑрахас умӗн пысӑк мӑлатукпа ҫапса анратнӑ вӑкӑр пек, Никита ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ, унтан ерипен месерле йӑванса кайрӗ.

— Кӗрӗр! Алӑка питӗрӗр! — пӑшӑлтатса команда пачӗ Половцев. Вӑл алӑк хӑлӑпне хыпашласа тупрӗ, пурттине алӑран ямасӑрах пӳрт алӑкне яри уҫса ячӗ. Кӗтесри кровать ҫинче ҫӗтӗк ҫивитти кӑштӑртатрӗ, шикленсе ӳкнӗ хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ:

— Эсӗ темскер ӳкертӗн мар-и?.. Кам унта, Никитушка?

Половцев пурттине ӳкерчӗ, аллисене тӑсса кровать патнелле талпӑнчӗ.

— Ой, ырӑ ҫынсем!.. Кам ку? Хурах!..

Тимофей, алӑк янаххинчен ыраттармаллах ҫапӑнса, пӳрте чупса кӗчӗ. Вӑл кӗтесре хӑрӑлтатнӑ, йӑшӑлтатнӑ сасӑ илтрӗ. Половцев хӗрарӑм ҫине пырса ӳкнӗ те, унӑн питне минтерпе пусса лартнӑ, ун аллисене алшӑллипе ҫыхса хума тапаланать. Вӑл вӗҫерӗнме хӑтланса тапаланакан хӗрарӑмӑн вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнчен ӑшӑ ҫапнине, унӑн, алла лекнӗ кайӑкӑнни евӗр чӗри сиксе тухасла хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туять. Половцевӑн кӗтмен ҫӗртекех, пӗр кӗске самантлӑха, кӑвар пӗҫертсе илнӗ пек ҫивӗччӗн, арҫын туйӑмӗ ҫиҫӗмленсе илчӗ, анчах вӑл хӑр-хар харлатса, хаярланса кайса, аллине минтер айне чиксе ячӗ, лаша ҫӑварне тытса уҫнӑ пек, хӗрарӑм ҫӑварне уҫма тытӑнчӗ. Халь ӗнтӗ хӗрарӑм вӑрӑммӑн тӑстарса кӑшкӑраймасть: унӑн ҫӑварне пыр тӗпӗ таранах Половцев юбка тӗркелесе чиксе лартрӗ.

Половцев ҫыхса пӑрахнӑ кил хуҫи арӑмӗ патне Тимофея тӑратса хӑварчӗ, хӑй, сап чирӗпе чирлӗ лаша пек хӑрӑлтатса, хашкаса, алкумне тухрӗ.

— Шӑрпӑк пар!

Яков Лукич шӑрпӑк чӗртрӗ. Тӗксӗм ҫутӑра Половцев месерле кайса ӳкнӗ Хопров умне пӗшкӗнчӗ. Батареец, урине майсӑррӑн хуҫлатса хунӑ та, питҫӑмартипе ҫӗр урай ҫумне лӑпчӑннӑ. Вӑл сывлать, унӑн анлӑ та ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет. Шӑрпӑк сӳнчӗ. Половцев Хопров ҫамки ҫинчи ҫапнӑ вырӑна хыпашласа пӑхрӗ.

— Эсир мана кайма ирӗк парсамӑрччӗ… Юн курнине манӑн чӗрем тӳсеймест… — пӑшӑлтатать Яков Лукич. Вӑл чӗтреве ернӗ, урисем лӗнчӗрех кайнӑ, анчах Половцев, ӑна хирӗҫ хуравласа тӑмасӑрах, приказ пачӗ:

— Пуртӑ илсе кил. Вӑл лере… кровать патӗнче. Шыв илсе кил тата.

Шыв Хопрова тӑна кӗртрӗ. Половцев унӑн кӑкрине чӗркуҫҫипе пусса лартрӗ, чӑшкӑракан сассипе пӑшӑлтатса ыйтрӗ:

— Кайса пӗлтертӗн-и, сутӑнчӑк? Кала! Эй, эсӗ, шӑрпӑк ҫут!

Шӑрпӑк ҫути каллех темиҫе самантлӑха Хопровӑн сӑн-питне, унӑн ҫурма уҫӑлнӑ куҫӗсене ҫутатрӗ. Яков Лукичӑн алли тӑрлатса чӗтрет, пӗчӗкҫеҫ ҫулӑм та чӗтренсе ҫунать. Алкумӗнче, пӳрт ҫине витнӗ усӑнса тӑракан хӑмӑш тӑррисем ҫинче, сарӑ йӑлтӑрккасем сиккелесе выляҫҫӗ. Шӑрпӑк ҫунса пӗтет, Яков Лукичӑн чӗрнисене ҫунтарать, анчах вӑл ыратнине туймасть. Половцев Хопровран икӗ хутчен ыйтрӗ, унтан хайхискерӗн пӳрнисене хуҫкалама тытӑнчӗ. Лешӗ йынӑшса ячӗ те, сасартӑк ӳпне ҫаврӑнса выртрӗ, ерипен те йывӑррӑн тӑватӑ уран тӑрса ҫӗкленчӗ. Половцев, йынӑша-йынӑшах мекеҫленсе, ӑна каллех месерле ҫавӑрса пӑрахма хӑтланчӗ, анчах батареец упанни пек вӑйне пула ура ҫине тӑчӗ-тӑчех. Сулахай аллипе вӑл Яков Лукича тумтир ҫинчи пиҫиххинчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Половцева мӑйӗнчен ҫавӑрса илчӗ. Лешӗ, Хопровӑн пӳрнисем унӑн пырӗ патнелле туртӑннине курса, мӑйне хутлатса лартрӗ, пырне пытарчӗ, кӑшкӑрса ячӗ:

— Ҫутӑ пар!.. Ҫӗр ҫӑтасшӗ! Ҫутӑ пар, тетӗп! — тӗттӗмре вӑл пурттине ниепле те хыпашласа тупаймасть.

Пуртӑ Половцев аллинче. Пӗтӗм вӑйӗпе тӗрмешсе, Половцев Хопровӑн ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ, хальхинче вара ҫакна пуртӑ ҫивӗччӗшӗпе икӗ хутчен шачлаттарчӗ. Хопров тӗшӗрӗлсе анчӗ, ӳкнӗ чухне пуҫӗпе тенкеле пырса ҫапӑнчӗ. Вӑл ҫапӑннипе тенкел ҫинчи витре йӑванса кайрӗ. Витре ӳкнӗ сасӑ пӑшал пенӗ пекех кӗмсӗртетсе янӑрарӗ. Половцев, шӑлӗсене шатӑртаттарса, ҫӗрте выртакан ҫынна вӗлерсех пӑрахрӗ. Унтан Яков Лукича вӑйпах пӳртелле талкӑштарса кӗртрӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка хупса лартрӗ те ҫурма сасӑпа каларӗ:

— Эсӗ, сӗлехе! Арӑмне пуҫӗнчен тытса тӑр, пирӗн унтан ыйтса пӗлес пулать, арҫынни кайса пӗлтерме ӗлкӗрнӗ-и, ҫук-и? Эсӗ, йӗкӗт, унӑн урисене пусса тӑр!

Половцев ҫыхса пӑрахнӑ хӗрарӑм ҫине кӑкӑрӗпе пырса выртрӗ. Кашни сӑмахне уйрӑммӑн пат татса каласа ыйтрӗ:

— Упӑшку, каҫхине киле килнӗ хыҫҫӑн, Совета е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса килмерӗ-и?

Ҫурма тӗттӗм пӳртре вӑл хӗрарӑмӑн ытла та хытӑ хӑранипе сӑнне ҫухатнӑ, макӑрса пӗтереймен куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ куҫӗсене, пӑвса антӑхтарнипе хуралса кайнӑ сӑн-питне курать. Ӑна аван мар пулса ҫитрӗ, унӑн кунтан хӑвӑртрах тула, уҫӑ сывлӑша тухса тарас килет… Вӑл усал ҫиллипе, йӗрӗнсе, пӳрнисемпе хӗрарӑма хӑлха чиккисенчен пусса лартрӗ. Тӳсме ҫук хӑрушла ыратнипе хӗрарӑм авкаланса илчӗ те кӗске вӑхӑтлӑха тӑнне ҫухатрӗ. Унтан, тӑна кӗрсе, ҫӑварне тӗркелесе чикнӗ, сурчӑкпа исленсе, вӗриленсе кайнӑ юбкине сасартӑк чӗлхипе тӗртсе кӑларчӗ, анчах кӑшкӑрса ямарӗ, васкавлӑн, чыхӑнса тухакан пӑшӑлтатнӑ сасӑпа, йӑлӑнма пуҫларӗ:

— Тӑванӑмсем!.. Тӑванӑмсем, хӗрхенсемӗрччӗ! Пӗтӗмпех каласа паратӑп! — вӑл Яков Лукича палласа илчӗ, ара, Яков Лукич унӑн кумӗ пулать-ҫке-ха, унпа пӗрле вӑл, пӗр ҫичӗ ҫул каярах, йӑмӑкӗн ывӑл ачине ят хунӑччӗ, халь акӑ вӑл, сусӑрлатса, ҫурса таткаласа пӗтернӗ тутисене селӗп ҫын пек йывӑррӑн хускаткаласа, ыйтать:

— Ырӑ кум!.. Тӑванӑмҫӑм!.. Мӗншӗн-ха?..

Половцев, хӑраса ӳксе, унӑн ҫӑварне хӑйӗн сарлака алтупанӗпе хупласа хучӗ. Хӗрарӑм, ҫапах та хӗрхенессе шанса, хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ юнлӑ тутисемпе ҫав алтупанне чуптуса илме тӑрӑшать. Унӑн пурӑнас килет! Ӑна ытла та хӑрушӑ!

— Упӑшку ӑҫта та пулин кайса килчӗ-и, ҫук-и? Хӗрарӑм пуҫне сулласа илчӗ. Яков Лукич Половцева аллинчен ярса тытрӗ:

— Ваше… Ваше… Ксан Анисимыч!.. Ан тивсем ӑна… Эпир ӑна хӑратса хӑваратпӑр. Вара вӑл никама та каламӗ!.. Ӗмӗрне те каламӗ!..

Половцӗв ӑна тӗртсе ячӗ. Вӑл ҫак йывӑр минутсем хушшинче чи малтанхи хут алтупанӗн тӳрчӗпе питне-куҫне шӑлкаласа, ҫапла шухӑшларӗ: «Ыранах кайса калать! Анчах вӑл — хӗрарӑм, казак арӑмӗ-ҫке-ха, мана, офицера, намӑс… Ҫӑва патне!.. Куҫӗсене хупса хумалла унӑнне, юлашкине курса ан юлтӑр…»

Хӗрарӑмӑн килти пиртен ҫӗленӗ кӗпи аркине унӑн пуҫӗ ҫинелле тавӑрса хӑпартрӗ, пӗр самантлӑха чарӑнса, ача ҫуратса курман ҫак вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑмӑн килӗшӳллӗ ӳт-пӗвӗ ҫине пӑхса тӑчӗ. Хӗрарӑм, персе ӳкернӗ шап-шурӑ пысӑк вӗҫен кайӑк евӗр, урисене хутлатса хунӑ, аяк ҫинче выртать… Ҫурма тӗттӗмре Половцев сасартӑк курах кайрӗ: хӗрарӑмӑн икӗ кӑкӑр хушшинчи путӑкӗ, тӗксӗм сарӑ ӳтлӗ хырӑмӗ питӗ хӑвӑрт тар тапса тухнипе йӑлтӑртатма пуҫланӑ. «Пуҫне мӗншӗн витсе хунине ӑнланчӗ. Шуйттан…» Половцев пурттине, ҫивӗччӗш енӗпе, ун питне витсе тӑракан кӗпи ҫинелле пӗтӗм вӑйран сулса ячӗ…

Яков Лукич хӑй кумӑшӗн ӳт-пӗвӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе, туртӑнкаласа илсе, тӑсӑлса выртнине курчӗ. Ун сӑмсине йӗклентерекен чӗрӗ юн шӑрши пырса ҫапрӗ. Вӑл сулкаланса кӑмака патне утса ҫитрӗ, ӑшӗ хӑрушла пӑтранса килчӗ, пӗтӗм ӑшчикки асаплӑн таврӑнса тухнӑ пекех, хӑсма тытӑнчӗ.

Крыльца ҫинче Половцев ӳсӗр ҫын пек сулӑнса кайрӗ, кӗҫех пӗшкӗнчӗ те тытма ҫине ҫунӑ мамӑк пек ҫӗнӗ юр ҫине ӳпӗнчӗ, пикенсех ӑна хыпма пуҫларӗ. Кӗҫӗн алӑкран тухрӗҫ. Тимофей Рваный каярах юлчӗ: пӗр квартал тавра утса ҫаврӑнса, вӑл шкул енчен илемлӗн янӑраса илтӗнекен икӗ ретлӗ хут купӑс сасси патнелле ҫул тытрӗ. Шкул умӗнче вӑйӑ пырать. Тимофей вӑйӑ картине кӗрсе тӑчӗ, купӑсҫӑран хут купӑсне пама ыйтрӗ.

— Тимоша! Пире чикан кӗввине чӗтрентерсе каласа пар-ха, — ыйтрӗ пӗр хӗр.

Тимофей хут купӑса хуҫи аллинчен илме тӑчӗ, анчах ӑна ҫӗре ӳкерчӗ. Шӑппӑн кулса ячӗ, каллех илме аллисене тӑсрӗ, анчах хут купӑсӑн чӗн ҫаккине сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхӑнтарма ӗлкӗреймерӗ, татах ӳкерчӗ. Пӳрнисем ӑна итлеми пулнӑ. Вӑл пӳрнисене хускаткаласа пӑхрӗ, кулса ячӗ, хут купӑса каялла пачӗ.

— Таҫта персе супма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ!

— Курӑр-ха, хӗрсем, вӑл ӳсӗр мар-и ҫак?

— Чиперех сыпнӑ вара!..

Хӗрупраҫсем Тимофей ҫумӗнчен тӗр-парах тарса пӗтрӗҫ. Хут купӑс хуҫи, купӑс вӗркӗчин хутламӗсем хушшине кӗрсе тулнӑ юра кӑмӑлсӑррӑн вӗрсе тасатрӗ те, «чикан кӗввине» хӑюсӑртараххӑн калама тапратрӗ. Ульяна Ахваткина, хӗрсенчен чи ҫӳлӗреххи, лутра кӗлеллӗ пушмакне чӗриклеттеркелесе, хулӗсене кӗвенте пек авӑнтарса хурса, ташлама тухрӗ. «Тул ҫутӑличченех ларас пулать, — шухӑшласа илчӗ Тимофей, — вара, следстви таврашӗ пулас пулсан, никам та ман ҫума пырса ҫулӑхаймӗ». Вӑл ура ҫине тӑчӗ, унтан, халӗ ӗнтӗ юриех хӑйне ӳсӗр ҫын пек тыткаласа, тайкаланса, шкул алӑкӗн урати ҫинче ларакан пӗр хӗр патне пырса ларчӗ, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ…

Яков Лукич, купӑста ҫулҫи пекех сип-симӗс сӑнлӑ пулса кайнӑскер, пӳртне пырса кӗнӗ-кӗменех кровать ҫине йӑванса кайрӗ те минтер ҫумӗнчен пуҫне те ҫӗклеймерӗ. Вӑл лаххан умӗнче Половцев аллисене епле супӑньлесе тӑнине, шӑпӑртаттарса шыва сирпӗткеленине тата пӗрӗхкеленине, унтан хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмне кӗрсе кайнине илтсех выртрӗ. Ҫурҫӗр ҫитсен лешӗ кил хуҫи арӑмне вӑратрӗ:

— Вӗретнӗ шыв пур-и, тӑхлачӑ? Ӑсса пар-ха, ӗҫем. Ӗҫрӗ (Яков Лукич ун ҫине минтер айӗнчен хӑрах куҫӗпе пӑхса выртрӗ), пӗҫернӗ груша туртса кӑларчӗ, чаплаттарса ҫиме пуҫларӗ, чикарккине мӑкӑрлантарса, хӑпарсарах тӑракан ҫап-ҫара кӑкрине шӑлкаласа, хӑй патне кӗчӗ. Пӗчӗк пӳлӗмре Половцев ҫара урисене сивӗнсех кайман кӑмака ҫумне тытса тӑсса хучӗ. Ревматизма пула сурса ыратан урисене вӑл ҫӗрле ҫапла ӑшӑтса выртма юратать. Вӗсене вӑл, его императорски величествӑна тӗнӗпе те чӑнлӑхӗпе те хесмет туса, 1916 ҫулти хӗлле Буг урлӑ ишсе каҫнӑ чухне шӑнтса пӑснӑ. Ҫавӑнтан варах ӗнтӗ есаул Половцев ӑшша туртӑнать, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнса ҫӳреме юратать…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех